36-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ҫамрӑк тӑвансене хаклӑр
«Яш ачасенӗн мухтавӗ — вӗсенӗн вӑйӗ-халӗ» (ЫТАР. 20:29).
88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Ватӑ тӑвансем мӗнле тӗллев лартма пултараҫҫӗ?
ВАТӐЛСА пынӑҫемӗн эсир, тен, хӑвӑрӑн вӑй чакса пынине туятӑр, ҫавӑнпа та Иеговӑшӑн унччен тунӑ чухлӗ тӑваймастӑр. Ҫакӑ сире питӗ кулянтарать пулӗ. Анчах та сирӗн опыт пур, ҫавӑнпа та эсир ҫамрӑк тӑвансене вӗрентме тата вӗсене Иеговӑн ӗҫӗнче нумайрах тума хавхалантарма пултаратӑр. Нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлекен пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Ватӑлса пынӑран эпӗ унчченхи пек нумай тӑваймастӑп. Пухура хӑйсем ҫине ытларах тивӗҫсем илме пултаракан ҫамрӑк арҫын тӑвансем пурри вара питӗ савӑнтарать».
2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
2 Унчченхи статьяра эпир ватӑ тӑвансемпе хутшӑнни ҫамрӑк тӑвансене мӗнле усӑ панине куртӑмӑр. Ҫак статьяра вара кӗҫӗне хуни, сӑпайлӑ, пархатарлӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ватӑ тӑвансене ҫамрӑк тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр тата ҫакӑ пухӑва мӗнле усӑ кӳнине курӑпӑр.
ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР
3. Филиппӑ 2:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗн вӑл кӗҫӗне хуни тата мӗншӗн христиансен хӑйсене кӗҫӗне хумалла?
3 Ватӑ тӑвансем ҫамрӑк тӑвансене пулӑшасшӑн пулсан, вӗсен хӑйсене кӗҫӗне хумалла. Кӗҫӗне хуни ыттисене хамӑртан асла хурса хисепленине пӗлтерет. (Филиппӑ вуласа парӑр.) Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ватӑ тӑвансем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: пӗр-пӗр ӗҫе лайӑхрах тӑвас тесе Библипе килӗшсе тӑракан тӗрлӗ майпа усӑ курма пулать. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗр ӗҫе унччен мӗнле туса тӑнӑ, ӑна халӗ те ҫаплах тумалла тесе шутламаҫҫӗ ( 2:3, 4Еккл. 7:10). Вӗсем ҫамрӑккисене нумай мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ пулин те, тӗнче улшӑнса пынӑран хӑйсен те ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхмаллине ӑнланаҫҫӗ (1 Кор. 7:31, ҪТ).
4. Мӗншӗн район надзирателӗсене левитсемпе танлаштарма пулать?
4 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ватӑ тӑвансем ҫамрӑк чухнехи пек нумай тума пултарайманнине ӑнланаҫҫӗ. Сӑмахран, район надзирателӗсене илер. 70 ҫула ҫитсен вӗсем хӑйсен ӗҫне туса тӑма пӑрахаҫҫӗ. Ҫакӑ вара вӗсене кулянтарма пултарать, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен ӗҫне питӗ юратаҫҫӗ тата малалла та тӑвансемшӗн тӑрӑшасшӑн. Анчах та вӗсем район надзирателӗн ӗҫне ҫамрӑкрах та вӑйлӑрах тӑвансен тумаллине ӑнланаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн вӗсене левитсемпе танлаштарма пулать. Левитсем те 50 ҫула ҫитсен сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ. Анчах та вӗсен савӑнӑҫӗ пӗр-пӗр ӗҫе тунинчен килмен, вӗсем кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулнӑ тата ҫамрӑкрах левитсене хаваспах пулӑшнӑ (Йыша шутл. 8:25, 26). Ҫавӑн евӗрлех, район надзиратель ӗҫне тума пӑрахнӑ тӑвансем халӗ темиҫе пухушӑн мар, пӗр пухушӑн — хӑйсем ӗҫлесе тӑракан пухушӑн — чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ.
5. Дэнпа Кэти тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
5 Айтӑр Дэн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 23 ҫул хушши район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ. 70 ҫул тултарсан вара ӑна арӑмӗпе пӗрле, Кэтипе, ятарлӑ пионер пулма янӑ. Вӗсем ҫӗнӗ лару-тӑрура мӗн тунӑ? Дэн каланӑ тӑрӑх, вӑл унчченхинчен те ытларах ӗҫ тума пуҫланӑ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене туса тӑнисӗр пуҫне вӑл арҫын тӑвансене вӗрентсе пулӑшакан ӗҫченсем пулма пулӑшать тата хыпарҫӑсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта тата тӗрмере ырӑ хыпар сарма вӗрентет. Ватӑ тӑвансем, эсир Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлетӗр-и е ҫук-и, ҫав-ҫавах ыттисене пулӑшма пултаратӑр. Мӗнле майпа? Ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тӑрӑшӑр, тӗллевсем лартӑр тата мӗн тума пултарайманни ҫинчен шухӑшлас вырӑнне хӑвӑр мӗн тума пултарнине тӑвӑр.
СӐПАЙЛӐ ПУЛӐР
6. Мӗншӗн сӑпайлӑ пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
6 Сӑпайлӑ ҫын хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланать (Ытар. 11:2). Вӑл хӑйне тӗрӗс хак парать тата хӑйӗнчен ытлашшине кӗтмест. Ҫавна пула вӑл савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмасть тата малалла та Иеговӑшӑн хастар ӗҫлет. Сӑпайлӑ ҫынна чӑнкӑ сӑрт ҫине хӑпаракан водительпе танлаштарма пулать. Машин двигателӗ чарӑнса ан лартӑр тесе водитель хӑвӑртлӑхне чакарать. Паллах, ун пек чухне машин хӑвӑртах каяймасть, анчах та вӑл чарӑнса лармӗ. Ҫавӑн евӗрлех, сӑпайлӑ ҫын та Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарӑнас мар тесе хӑвӑртлӑхне чакарать е, урӑхла каласан, улшӑнусем тӑвать (Флп. 4:5, ҪТ).
7. Верзеллий сӑпайлӑ пулни ӑҫтан курӑнать?
7 Верзеллие аса илер. Вӑл 80-ра пулнӑ чухне Давид патша ӑна хӑйӗн керменне ӗҫлеме чӗннӗ. Анчах та Верзеллий килӗшмен, мӗншӗн тесен ватӑ пулнӑран патшашӑн ӗҫлесе тӑма хӑйӗн вӑй сахал пулнине ӑнланнӑ. Вара хӑй вырӑнне ҫамрӑкрах Кимгама янӑ. Хальхи вӑхӑтра та ватӑ тӑвансем, Верзеллий пекех, ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене хаваспах ӗҫсем шанса параҫҫӗ (2 Патш. 19:35—37).
8. Давид храм тума шут тытсан вӑл сӑпайлӑ пулни ӑҫтан курӑннӑ?
8 Давид патша та сӑпайлӑ пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл Иегова валли храм тума ӗмӗтленнӗ, анчах та Иегова храма Соломон тӑвӗ тесе каланӑ. Ҫакна пӗлсен Давид мӗн тунӑ? Вӑл храма тума мӗн кирлӗ, ҫавна хатӗрлесе хӑварнӑ (1 Ҫулс. 17:4; 22:5). Давид «Соломон ҫамрӑк-ха, эпӗ опытлӑрах, ҫавӑнпа храма хам туса лартсан лайӑхрах пулать» тесе шутламан (1 Ҫулс. 29:1). Давид ҫакна ӑнланнӑ: ӗҫ ӑнса пырасси ҫак ӗҫе ертсе пыраканӗ миҫе ҫулта пулнинчен е унӑн опытӗнчен килмест, Иегова пиллесен ҫеҫ ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать. Хальхи вӑхӑтра та ватӑ тӑвансен лару-тӑрӑвӗ улшӑнсан, вӗсем, Давид пекех, Иеговӑшӑн малалла та хастар ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Тата хӑйсем унччен туса тӑнӑ ӗҫсене халӗ ҫамрӑксем тӑваҫҫӗ пулсан та, Иегова вӗсене пулӑшасси пирки ватӑ тӑвансем пӗртте иккӗленмеҫҫӗ.
9. Филиал комитетӗнчи пӗр тӑван сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
9 Паян та нумай тӑван сӑпайлӑ пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Сӑмахран, Сигэо тӗслӗхне пӑхса тухар. 1976 ҫулта, 30-та пулнӑ чухне, вӑл филиал комитетӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2004 ҫулта вара ӑна филиал комитечӗн координаторӗ пулма лартнӑ. Анчах та вӑхӑт иртсен Сигэо хӑй ватӑлса пынӑран ҫак ӗҫе туса тӑма хӑйӗн Ытар. 20:29).
вӑй ҫитсех кайманнине ӑнланса илнӗ. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене Иеговӑна уҫса панӑ. Тата координатор ӗҫне ҫамрӑкрах тӑван тусан лайӑхрах пулать тесе шутланӑ. Сигэо координатор пулма пӑрахнӑ пулсан та, вӑл халӗ те филиал комитетӗнче тӑрӑшса ӗҫлет. Верзеллий, Давид патша тата Сигэо тӗслӗхӗсенчен эпир ҫакна куратпӑр: сӑпайлӑ та хӑйсене кӗҫӗне хуракан христиансем ҫамрӑк христиансен опычӗ пуррипе ҫукки ҫине мар, вӗсен лайӑх енӗсем ҫине пӑхаҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк тӑвансемпе тупӑшмаҫҫӗ, пачах урӑхла, вӗсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР
10. Ватӑ тӑвансем ҫамрӑк тӑвансем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?
10 Ватӑ тӑвансем ҫамрӑк тӑвансем ҫине Иегова панӑ парнесем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ тата вӗсем мӗн туса тӑнишӗн пархатарлӑ. Ватӑ тӑвансен вӑйӗ чаксах пырать, ҫавӑнпа та ҫамрӑк тӑвансем сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума хатӗр пулнишӗн вӗсем питӗ савӑнаҫҫӗ.
11. Руфь 4:13—16 сӑвӑ йӗркисем ватӑ тӑвансем ҫамрӑккисенчен пулӑшу йышӑнсан ҫакӑ вӗсене пиллӗх панине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?
11 Ватӑ тӑвансен ҫамрӑккисенчен пулӑшу йышӑнмалла тата ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулмалла. Ҫак тӗлӗшрен Ноеминь лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн кинне, Руфе, лешӗн упӑшки вилсен, хӑйӗн халӑхӗ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ. Анчах та Руфь Ноеминьпех юласшӑн пулнӑ. Вара Ноеминь ӑна хӑйӗнпе пӗрле Вифлеема илсе кайнӑ. Руфь хӑйӗн хунямӑшне пулӑшса тӑнӑ, лешӗ вара ӑна ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулнӑ (Руфь 1:7, 8, 18). Ҫапла вара вӗсем иккӗшӗ те нумай пиллӗх илнӗ. (Руфь 4:13—16 вуласа парӑр.) Хӑйсене кӗҫӗне хуни ватӑ тӑвансене Ноеминьрен тӗслӗх илме хавхалантарать.
12. Павел апостол кама-кама пархатарлӑ пулнӑ?
12 Павел апостол тӑвансем хӑйне пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ. Сӑмахран, Филиппӑри тӑвансем патне вӑл вӗсем хӑйне укҫа-тенкӗ парса пулӑшнишӗн пархатарлӑ пулни пирки ҫырнӑ (Флп. 4:16). Павел Тимофея те хӑйне пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ (Флп. 2:19—22). Арестленӗ Павела Рима илсе кайнӑ чухне вара тӑвансем хӑйне хавхалантарма килнӗшӗн вӑл Турра тав тунӑ (Ап. ӗҫ. 28:15). Павел сӑваплӑ ӗҫре питӗ хастар пулнӑ, ырӑ хыпар сарас тата пухусене ҫирӗплетес тесе нумай ҫӳренӗ. Ҫапах та вӑл ыттисемшӗн нумай тӑрӑшнӑ пулин те, тӑвансенчен пулӑшу йышӑнма вӑтанман.
13. Ватӑ тӑвансем ҫамрӑк тӑвансемшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
13 Ватӑ тӑвансем, эсир Иеговӑна ҫамрӑк тӑвансемшӗн пархатарлӑ пулнине тӗрлӗ майпа кӑтартма пултаратӑр. Ҫамрӑк тӑвансем сире ӑҫта та пулин машинпа леҫме, килти ӗҫсене тума е лавккаран мӗн те пулин илсе килме сӗнеҫҫӗ пулсан, вӗсен пулӑшӑвне сирсе ан ярӑр, вӗсем урлӑ Иегова сире юратнине кӑтартать. Унсӑр пуҫне, ҫамрӑк тӑвансем сирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Вӗсемпе чун-чӗререн интересленӗр, вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӑр. Вӗсем Иеговӑн ӗҫӗнче нумай вӑй хунине курса хӑвӑр савӑнни ҫинчен калӑр. Вӗсемпе калаҫма вӑхӑт уйӑрӑр, пурнӑҫ хӑвӑра мӗне вӗрентни ҫинчен каласа парӑр. Ҫапла тусан эсир Иеговӑна вӑл хӑй патне ертсе пынӑ ҫамрӑк тӑвансемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр (Иоанн 6:44; Кол. 3:15; 1 Фес. 5:18).
УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР
14. Давид патша уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑннӑ?
14 Давид тӗслӗхӗнчен ватӑ тӑвансем уҫӑ кӑмӑллӑ пулма та вӗренме пултараҫҫӗ. Вӑл храма тума нумай укҫа-тенкӗ тата ытти хаклӑ йышши япала панӑ (1 Ҫулс. 22:11—16; 29:3, 4). Ҫынсем храма Соломон тунӑ тесе каласси те Давида чарман. Ватӑ тӑвансем, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартас ӗҫе хутшӑнма сирӗн вӑй ҫитсех каймасть пулин те, эсир укҫа парса пулӑшма пултаратӑр. Тата эсир чылай опыт пухнӑ, ҫавӑнпа та ҫамрӑк тӑвансене нумай мӗн каласа пама пултаратӑр.
15. Павел уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать?
15 Павел апостол та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Вӑл Тимофея хӑйӗнпе пӗрле ҫулҫӳреве чӗннӗ. Тата Павел Тимофея ырӑ хыпар сарма вӗрентнӗ тата вӗренекенсене мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ (Ап. ӗҫ. 16:1—3). Вара Тимофей ӑста хыпарҫӑ пулса тӑнӑ тата Павел хӑйне мӗне вӗрентнӗ, ҫавна ыттисене те вӗрентме пултарнӑ (1 Кор. 4:17).
16. Мӗншӗн Сигэо ытти арҫын тӑвансене вӗрентнӗ?
16 Хальхи вӑхӑтра та ватӑ тӑвансем ҫамрӑкрах тӑвансене хӑйсем туса тӑракан ӗҫсене тума вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк тӑвансене вӗрентсен хӑйсем кирлӗ пулмӗҫ тесе шутламаҫҫӗ. Сӑмахран, маларах асӑннӑ Сигэо филиал комитетӗнчи ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене нумай ҫул хушши вӗрентнӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ малалла та пытӑр тенӗ. Вара ӑна координатор ӗҫне туса тӑма йывӑр пулса кайсан ун вырӑнне тепӗр тӑвана, ҫак ӗҫе тума вӗрентнӗ ҫамрӑкрах арҫын тӑвана, лартнӑ. Сигэо 45 ҫул хушши ӗнтӗ филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑрать. Тата вӑл халӗ те ҫамрӑкрах арҫын тӑвансене вӗрентсе, пулӑшса
пырать. Турӑ халӑхӗ хушшинче ҫавӑн пек тӑвансем пурри питӗ савӑнтарать!17. Лука 6:38-мӗшӗнчи сӑмахсемпе килӗшӳллӗн ватӑ тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ?
17 Ватӑ тӑвансем, эсир Иеговӑшӑн ӗҫлесси чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине кӑтартатӑр. Тата эсир Библири принципсем тӑрӑх пурӑнни нумай пиллӗх панине те кӑтартса паратӑр. Эсир организацире ӗҫсене унччен мӗнле туса тӑнине курнӑ, халӗ вара ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхмаллине ӑнланатӑр. Эсир нумай пулмасть шыва кӗнӗ пулсан та, ҫамрӑкрах тӑвансене пулӑшма пултаратӑр. Вӗсене чӑнлӑха пӗлсен хӑвӑрӑн пурнӑҫ мӗнле улшӑнни ҫинчен каласа парӑр. Тата вӗсене хӑвӑр пурнӑҫ тӑршшӗпе мӗн курнине тата ҫавӑнтан мӗне вӗреннине каласа кӑтартма пулать. Эсир, сӑнарлӑ каласан, хӑвӑр мӗн пуррине ыттисене паратӑр пулсан, Иегова сире нумай пиллӗх парӗ! (Лука 6:38 вуласа парӑр.)
18. Ватӑ тӑвансемпе ҫамрӑк тӑвансем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
18 Ватӑ тӑвансем ҫамрӑк тӑвансемпе хутшӑнни вӗсене те, кусене те нумай усӑ кӳрет (Рим 1:12). Ватӑ тӑвансен ӑслӑлӑх тата опыт пур. Ҫамрӑк тӑвансем вара вӑйлӑ та ҫирӗп. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пырсан пӗр-пӗрне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Тата ватӑ тӑвансем ҫамрӑк тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑни пирӗн юратакан ҫӳлти Аттене мухтава кӑларать тата пухӑва пӗрлештерет.
90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
^ 5 абз. Нумай ҫамрӑк тӑван Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни пире питӗ савӑнтарать. Ҫамрӑккисем Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя парса ӗҫлеччӗр тесен ватӑ тӑвансен, ҫакӑ вӗсем пурӑнакан вырӑнта йӑлана кӗмен пулсан та, вӗсене вӗрентмелле.
^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Район надзирателӗ 70 ҫул тултарсан, вӗсем арӑмӗпе пӗрле ҫак ӗҫе тума пӑрахнӑ та пӗр пухура ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак мӑшӑр опыт пухнӑ, ҫавӑнпа пухури тӑвансене вӗрентет.