Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан

Ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан

«Вӗсем Ӑна... мӗн чухлӗ ҫиллентернӗ!» (ПС. 77:40).

102-МӖШ ЮРӐ Халсӑррисене пулӑшса тӑрар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Камӑн ҫывӑх ҫыннисене пухуран кӑларса янӑ, ҫав тӑвансем мӗн туйма пултараҫҫӗ?

ҪЫВӐХ ҫынна пухуран кӑларса яни чӗрене питӗ хытӑ ыраттарать. Сирӗн ҫывӑх ҫынна пухуран кӑларса янӑ пулсан, сирӗн те ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ пулӗ. Хильда * ятлӑ тӑван акӑ мӗн калать: «41 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн ман упӑшка вилчӗ. Эпӗ ҫакӑнтан хӑрушӑраххи нимӗн те пулма пултараймасть тесе шутлаттӑмччӗ. Анчах ывӑл пухуран тухса кайсан тата арӑмӗпе ачисене пӑрахса хӑварсан ҫакна чӑтса ирттерме тата йывӑртарах пулчӗ».

Сирӗн ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан сирӗн чӗре мӗн тери хытӑ ыратнине Иегова ӑнланать (2, 3 абзацсене пӑхӑр) *

2, 3. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем уншӑн ӗҫлеме пӑрахсан вӑл мӗн туять? (Псалом 77:40, 41).

2 Иеговӑн хӑш-пӗр ангелӗсем, унӑн ывӑлӗсем, уншӑн ӗҫлеме пӑрахсан, Иеговӑн чӗри мӗн тери ыратнӑ пулӗ! (Иуда 6). Израильтянсем те Иеговӑна кулянтарсах тӑнӑ. Вӑл вӗсене юратнӑ, вӗсем вара пӗрре анчах мар ӑна хирӗҫ тӑнӑ. (Псалом 77:40, 41 вуласа парӑр.) Ҫавӑн евӗрлех, сирӗн ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан та, ҫакӑ Иеговӑн чӗрине ыраттарать. Ан иккӗленӗр: эсир мӗн туйнине Иегова никамран лайӑхрах ӑнланать. Вӑл сире хӗрхенӗ тата ҫирӗплетӗ.

3 Ҫак статьяра эпир ҫакӑн пек ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: пирӗн юратнӑ ҫынна пухуран кӑларса ярсан Иегова пире ҫакна чӑтса ирттерме пулӑштӑр тесен мӗн тумалла? Камӑн хурӑнташӗсене пухуран кӑларса янӑ, ҫав тӑвансене мӗнле пулӑшмалла? Малтан вара айтӑр мӗнле шухӑшсене сирсе ямалли ҫинчен калаҫар.

ХӐВӐРА АН АЙӐПЛӐР

4. Ачи Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан нумай ашшӗ-амӑшӗ мӗн туять?

4 Ачи Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан нумай ашшӗ-амӑшӗ ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе хӑйсен ытларах тӑрӑшмалла пулнӑ тесе шутлать. Ывӑлне пухуран кӑларса ярсан Льюис ятлӑ тӑван хӑй мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ хама айӑплаттӑмччӗ. Усал тӗлӗксем те курма пуҫларӑм. Хушӑран туйӑмсем капланса килнӗрен ман куҫсем шывланатчӗҫ тата чӗре калама ҫук хытӑ ырататчӗ». Элизабетӑн ывӑлне те пухуран кӑларса ярсан вӑл канӑҫа ҫухатнӑ тата ҫапла шутланӑ: «Эпӗ мӗн тӗрӗс мар турӑм-ши? Ман ывӑл Иеговӑна юратманшӑн эпӗ айӑплӑ».

5. Ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахать пулсан, ҫакӑншӑн кам айӑплӑ?

5 Пирӗн кашнин суйласа илме ирӗк пуррине асра тытӑр. Урӑхла каласан, Иеговӑшӑн ӗҫлемелле-и, ӗҫлемелле мар-и, кашни хӑй йышӑну тӑвать. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене лайӑх тӗслӗх кӑтартман пулин те, ачисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме шутлаҫҫӗ тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫемьесенче вара ачасене Библири принципсене юратма тата вӗсем тӑрӑх пурӑнма пулӑшас тесе ашшӗ-амӑшӗсем чунтан-вартан тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӗсен ачисем ӳссе-ҫитӗнсен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, Иеговӑшӑн ӗҫлемелле-и е ҫук-и, кашни хӑй суйлать (Иис. Н. 24:15). Ҫавӑнпа сирӗн ачӑрсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахрӗҫ пулсан, хӑвӑра ҫакӑншӑн ан айӑплӑр.

6. Ашшӗ-амӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан, ҫакӑ ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

6 Хӑш-пӗр чухне ашшӗ е амӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахать (Пс. 26:10). Вӑл килтен те тухса кайма пултарать. Ҫакӑ вара ачисене хуҫсах антарма пултарать, мӗншӗн тесен ачасем, ялан тенӗ пекех, ашшӗ-амӑшне хисеплеҫҫӗ тата вӗсемпе мухтанаҫҫӗ. Эстер ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн ашшӗне пухуран кӑларса янӑ. Вӑл хӑй мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпӗ час-часах макӑраттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫакна кураттӑм: атте Иеговӑран майӗпен сивӗнсе пымарӗ, вӑл пӗлсе тӑрсах уншӑн ӗҫлеме пӑрахрӗ. Эпӗ аттене питӗ юрататӑп, ҫавӑнпа та ӑна пухуран кӑларса ярсан уншӑн пӗрмай пӑшӑрханаттӑм. Эпӗ ним мартанах хӑраса-пӑлханса ӳкме пуҫларӑм».

7. Камӑн ашшӗ-амӑшне пухуран кӑларса янӑ, ҫавсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

7 Ҫамрӑк тӑвансем, сирӗн аҫӑр-аннӗре пухуран кӑларса янӑ пулсан ҫакна пӗлсе тӑрӑр: эпир те сирӗнпе пӗрле кулянатпӑр, Иегова та сирӗн мӗн тӳсме тивнине питӗ лайӑх пӗлет. Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн вӑл сире юратать тата питӗ хаклать. Эпир те сире юрататпӑр. Тата ҫакна та ӑнланӑр: аҫу-аннӳ тунӑ йышӑнушӑн эсир яваплӑ мар. Унччен каларӑмӑр ӗнтӗ, Иегова кашни ҫынна суйласа илме ирӗк панӑ, кашни ҫын «хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» (Гал. 6:5).

8. Пирӗн ҫывӑх ҫынна пухуран кӑларса ярсан мӗн тумалла? (« Иегова патне таврӑнӑр» рамкӑна та пӑхӑр.)

8 Пирӗн ҫывӑх ҫынна пухуран кӑларса ярсан, паллах, эпир вӑл каялла Иегова патне таврӑнасса кӗтетпӗр. Кӗтнӗ май вара эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшмалла. Вара эпир килтисене те тата, тен, пухуран кӑларса янӑ ҫывӑх ҫынна та лайӑх тӗслӗх кӑтартатпӑр. Тата пирӗн йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме вӑй пулӗ. Халӗ вара айтӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тесе мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

9. Иегова пире ҫирӗплеттӗр тесен мӗн тумалла? (« Пухуран кӑларса янӑ ҫыннӑн тӑванӗсене ҫирӗплетме пултаракан Библири сӑвӑ йӗркисем» рамкӑна та пӑхӑр.)

9 Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗн пулӑшать, ҫав ӗҫсене малалла та туса тӑрӑр. Ҫак лару-тӑрура сирӗн уйрӑмах хӑвӑрӑн тата килтисен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле. Ҫакна мӗнле тумалла? Кашни кун Турӑ Сӑмахне вулӑр, мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳрӗр. Ҫапла вара Иегова сире ҫирӗплетӗ. Джоанна ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн ашшӗпе амӑшне пухуран кӑларса янӑ. Вӑл хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпӗ Авигея, Эсфирь, Иосиф тата Иисус ҫинчен вуланӑ чухне хама лӑпкӑрах туятӑп. Вӗсем ҫинчен вулани мана йывӑр шухӑшсене сирсе яма тата чун ыратӑвне пусарма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, мана JW Телекураври юрӑсем питӗ хавхалантараҫҫӗ».

10. Псалом 31:6—8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме мӗн пулӑшать?

10 Хӑвӑр мӗн туйни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр. Йывӑр туйӑмсем пусса илсен Иеговӑна ҫак лару-тӑру ҫине «эсӗ пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшсам» тесе хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр. Вара Иегова сире ӑс парӗ тата мӗн тумаллине курма пулӑшӗ. (Псалом 31:6—8 вуласа парӑр.) Паллах, хӑш-пӗр чухне хамӑр мӗн туйни ҫинчен Иеговӑна каласа пама йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен чуна уҫса панӑ чухне йывӑр туйӑмсем капланса килнӗрен чӗре ыратма пуҫлать. Анчах та ҫакна асра тытӑр: Иегова эсир мӗнле асапланнине курать. Вӑл сире юратать, ҫавӑнпа эсир мӗн туйнине хӑйне каласа пама ыйтать (Тух. 34:6; Пс. 61:8, 9).

11. Еврейсем 12:11-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова юратнӑран наказани пани пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар? (« Пухуран кӑларса яни — юратнӑран хунӑ йӗрке» рамкӑна та пӑхӑр.)

11 Старейшинӑсем тунӑ йышӑнупа килӗшӗр. Ҫылӑх тунӑ христианина пухуран кӑларса ямалла тесе Иегова хӑй каланӑ. Ҫакна вӑл юратнӑран тата пухури пур тӑвана та, ҫав шутрах пухуран кӑларса янине те, усӑ пултӑр тесе каланӑ. (Еврейсем 12:11 вуласа парӑр.) Ҫапах та хӑш-пӗрисем ҫылӑх тунӑ христианина пухуран кӑларса ярса старейшинӑсем тӗрӗс мар тунӑ тесе калама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакна асра тытмалла: эпир ҫав ӗҫ пирки пӗтӗмпех пӗлместпӗр. Тата старейшинӑсем тунӑ йышӑнӑва тиркекенсем пур факта та шута илмесен те пултараҫҫӗ. Пирӗн вара старейшинӑсем йышӑнӑва Библири принципсем тӑрӑх туни пирки тата ҫакӑ вӑл Иеговӑн сучӗ пулни пирки иккӗленмелле мар (2 Ҫулс. 19:6).

12. Мӗншӗн Иегова каланӑ пек тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Эсир пӗтӗмпех Иегова хушнӑ пек тусассӑн пухуран кӑларса янӑ хӑвӑр ҫывӑх ҫынна Иегова патне каялла таврӑнма пулӑшатӑр. Маларах асӑннӑ Элизабет акӑ мӗн калать: «Хамӑрӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ ывӑлпа хутшӑнма пӑрахма питӗ йывӑр пулчӗ. Каярахпа вара вӑл Иегова патне каялла таврӑнсан хӑйне пухуран кӑларса яни тӗрӗс пулнӑ тата ҫакӑ хӑйӗншӗнех усӑллӑ пулнӑ тесе каларӗ. Халӗ эпӗ Иегова веҫех тӗрӗс туни пирки иккӗленместӗп». Элизабетӑн упӑшки Марк вара ҫапла калать: «Чылай вӑхӑт иртсен ывӑл мана эпир хӑйӗнпе калаҫма пӑрахни те ӑна Иегова патне каялла таврӑнма хавхалантарнӑ тесе каларӗ. Иегова пире арӑмпа хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп».

13. Йывӑр туйӑмсене сирсе яма мӗн пулӑшма пултарать?

13 Хӑвӑра ӑнланакан туссене чӗрере мӗн пуррине каласа парӑр. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑвансемпе вӑхӑта ирттерӗр, ҫакӑ сире алла усма памӗ (Ытар. 12:25; 17:17). Маларах асӑннӑ Джоанна ҫапла калать: «Мана пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илетчӗ, анчах та шанчӑклӑ туссемпе хутшӑнни мана йывӑр туйӑмсене сирсе яма пулӑшатчӗ». Тӑвансен сӑмахӗсем сире хавхалантарас вырӑнне ыраттараҫҫӗ пулсан вара мӗн тумалла?

14. Мӗншӗн тӑвансемпе чӑтӑмлӑ пулмалла тата вӗсене каҫармалла?

14 Пухури тӑвансемпе чӑтӑмлӑ пулӑр. Кашни тӑванах кирлӗ сӑмахсем тупмасан та пултарать (Иак. 3:2). Эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа кам та пулин шухӑшламасӑр каласа хурсан е пире хӑй сисмесӗрех кӳрентерсен ҫакӑнтан тӗлӗнмелле мар. Павелӑн сӑмахӗсене асра тытӑр: «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр» (Кол. 3:13). Пӗр хӗрарӑм тӑван, унӑн ывӑлне пухуран кӑларса янӑ, ҫапла калать: «Иегова мана тӑвансене каҫарма пулӑшатчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсен пулсах каймастчӗ пулсан та, хӑйсене тӗрӗс тытма тӑрӑшатчӗҫ». Халӗ вара камӑн ҫывӑх ҫыннисене пухуран кӑларса янӑ, ҫавсене пулӑшас тесе пухури тӑвансем мӗн тума пултарнине пӑхса тухар.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ

15. Камӑн ҫывӑх ҫыннине нумаях пулмасть пухуран кӑларса янӑ, ҫав тӑвансене пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

15 Камӑн ҫывӑх ҫыннине пухуран кӑларса янӑ, ҫав тӑвансемпе ырӑ пулӑр. Мириам ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн шӑллӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан вӑл пухӑва ҫӳреме хӑракалама пуҫланӑ. «Эпӗ пухура тӗрлӗ сӑмах ҫӳреме пуҫласран хӑраттӑм,— тесе калать вӑл.— Анчах та мана ҫак йывӑрлӑха чӑтса ирттерме ҫывӑх туссем пулӑшрӗҫ. Вӗсем ман шӑллӑм ҫинчен ним япӑххине те каламастчӗҫ. Туссем пулӑшнине пула эпӗ ҫак йывӑрлӑхра пӗччен тӑрса юлмарӑм». Тепӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Ывӑла пухуран кӑларса ярсан пире упӑшкапа йӑпатма ҫывӑх туссем килчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем мӗн каламаллине те пӗлместчӗҫ, теприсем манпа пӗрле макӑрчӗҫ. Тата теприсем мана ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ открытка ярса пачӗҫ. Ун чухне вӗсем мана питӗ пулӑшрӗҫ».

16. Камӑн ҫывӑх ҫыннине пухуран кӑларса янӑ, ҫавсене малалла та хавхалантарас тесе тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ?

16 Камӑн ҫывӑх ҫыннине пухуран кӑларса янӑ, ҫав тӑвансене малалла та пулӑшса тӑрӑр. Ҫак лару-тӑрура вӗсене уйрӑмах юратнине кӑтартмалла. Тата ҫак тӑвансемшӗн тӑрӑшма ан пӑрахӑр (Евр. 10:24, 25). Шел пулин те, хӑш-пӗр чухне камӑн ҫывӑх ҫыннине пухуран кӑларса янӑ, ҫав тӑвансем хӑйсене те пухуран кӑларса янӑ пек туяҫҫӗ. Ҫавӑн пеккине пулса тухма ан парӑр! Уйрӑмах камӑн ашшӗ е амӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ, ҫав ҫамрӑксене мухтани тата хавхалантарни кирлӗ. Марийӑн упӑшки Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тата ҫемьене пӑрахса хӑварнӑ. Мария ҫапла калать: «Тӑвансем ман пата килсе апат пӗҫерсе паратчӗҫ, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттеретчӗҫ. Вӗсем мана мӗн тери йывӑр килнине ӑнланатчӗҫ, вара манпа пӗрле макӑратчӗҫ. Ҫынсем ман ҫинчен тӗрӗс мар каласан вӗсем мана хӳтӗлетчӗҫ. Тӑвансем мана вӑй кӗртрӗҫ» (Рим 12:13, 15).

Камӑн ҫывӑх ҫыннине пухуран кӑларса янӑ, ҫавсене пухури тӑвансем юратса пулӑшаҫҫӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр) *

17. Кулянса ӳкнӗ тӑвансене старейшинӑсем мӗнле йӑпатма пултараҫҫӗ?

17 Старейшинӑсем, камӑн ҫывӑх ҫыннине пухуран кӑларса янӑ, ҫавсене ҫирӗплетес тесе пур майпа та усӑ курӑр. Ҫав кулянакан тӑвансене чи малтан сирӗн йӑпатмалла (1 Фес. 5:14). Вӗсемпе пуху умӗн тата пуху хыҫҫӑн калаҫӑр. Ҫав тӑвансем патне кайса ҫӳрӗр тата вӗсемпе пӗрле кӗлтӑвӑр. Вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарӑр тата ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне вӗсене хӑвӑр пата чӗнӗр. Старейшинӑсен ҫав кулянакан тӑвансемшӗн тӑрӑшмалла, вӗсене хӗрхенмелле тата юратмалла (1 Фес. 2:7, 8).

ШАНЧӐКА АН ҪУХАТӐР, ИЕГОВӐНА ШАНӐР

18. 2 Петр 3:9-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова ҫылӑх тунӑ ҫын мӗн тӑвасса кӗтет?

18 Иегова «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет. (2 Петр 3:9 вуласа парӑр.) Ҫын йывӑр ҫылӑх тусан та, Иегова куҫӗ умӗнче ҫав ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫаплипех хаклӑ. Шутласа пӑхӑр-ха, пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, тӳлесе илес тесе Иегова питӗ пысӑк хак панӑ — хӑйӗн юратнӑ ывӑлне те шеллемен. Турӑ кам хӑйӗнчен пӑрӑнса кайнӑ, ҫавсене хӗрхенет, вӑл вӗсене пулӑшасшӑн тата вӗсем каялла хӑйӗн патне таврӑнасса кӗтет. Ҫакна аскӑн ывӑл ҫинчен калакан Иисусӑн ытарӑшӗ кӑтартса парать (Лука 15:11—32). Нумайӑшӗ вӑхӑт иртсен юратакан ҫӳлти Атте патне каялла таврӑннӑ, тӑвансем те вӗсене хаваспах йышӑннӑ. Элизабет та, унӑн ывӑлӗ каялла пухӑва таврӑнсан, питӗ савӑннӑ. Вӑл ҫапла калать: «Мана пулӑшса тӑнӑ тата хуйха ӳкме паман тӑвансене эпӗ питӗ пархатарлӑ».

19. Мӗншӗн кирек мӗнле лару-тӑрура та Иеговӑна шанма пулать?

19 Эпир кирек хӑҫан та Иегова хамӑра пулӑшасса шанма пултаратпӑр. Иеговӑн канашӗсем яланах усӑ параҫҫӗ, вӑл пире нихӑҫан та хамӑра сиен кӳрекеннине тума хушмасть. Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ тата хӗрхенекен Атте, вӑл хӑйне юратакансене тата пуҫҫапакансене питӗ юратать. Иегова пире нихӑҫан та хӑвармасть, уйрӑмах пире йывӑр килнӗ чухне вӑл пире пулӑшать (Евр. 13:5, 6). «Йывӑрлӑх тӳснӗ чухне Иегова пирӗнпе юнашар»,— тесе калать унччен асӑннӑ Марк. Иегова пире малалла та «ытла та пысӑк хӑват» парса ҫирӗплетӗ (2 Кор. 4:7). Апла пулсан, сирӗн ҫывӑх ҫынна пухуран кӑларса ярсан та, эсир шанчӑка ҫухатмасӑр Иеговӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма пултаратӑр.

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

^ 5 абз. Ҫывӑх ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахни чуна ҫав тери хытӑ ыраттарать. Ҫак статьяран эпир ҫакӑ Иеговӑн чӗрине те ыраттарнине пӗлӗпӗр. Тата ҫак статьяра кам чӑнлӑха хӑварнӑ, ҫавсен хурӑнташӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чун ыратӑвне пусарма тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, пухури ытти тӑвансем ҫав кулянакан тӑвансене мӗнле йӑпатма тата пулӑшма пултарнине курӑпӑр.

^ 1 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 79 абз. ӲКЕРЧӖК. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ упӑшки килтен тухса каять. Арӑмӗпе ачисем макӑрса юлаҫҫӗ.

^ 81 абз. ӲКЕРЧӖК. Упӑшки Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан икӗ старейшина арӑмӗпе ачисене хавхалантарма килеҫҫӗ.