Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йӑл кулни нумай тума пултарать!

Йӑл кулни нумай тума пултарать!

ҪАКӐ Филиппинӑри Багио хулинче пулса иртнӗ. Икӗ ҫамрӑк хӗр урампа утса пынӑ чухне ырӑ хыпар сармалли стенд курнӑ. Стендпа юнашар тӑракан Хелен тӑван вӗсем ҫине пӑхса ӑшшӑн йӑл кулса илнӗ. Ҫав хӗрсем стенд патне пыман, анчах та Хелен ӑшшӑн йӑл кулни вӗсен чӗрине пырса тивнӗ.

Каярахпа автобуспа киле таврӑннӑ чухне ҫав хӗрсем пӗр ҫурт ҫинче jw.org сайтӑн пысӑк логотипне курнӑ. Вӗсем ҫак логотипах ырӑ хыпар сармалли стенд ҫинче пулнине аса илнӗ. Хӗрсем автобусран тухнӑ та ҫав ҫурт патне — Турӑ Патшалӑхӗн залӗ патне — пынӑ. Унта вара вӗсем тӗлпулусен расписанине курнӑ.

Нумай та вӑхӑт иртмен, хӗрсем тӗлпулӑва килнӗ. Патшалӑх залӗнче вӗсем кама курнине пӗлетӗр-и? Хелен тӑвана. Унччен хӑйсем ҫине пӑхса йӑл кулнӑ хӗрарӑма вӗсем тӳрех палласа илнӗ. «Вӗсем ман пата пынине курсан эпӗ кӑшт хӑраса ӳкрӗм,— каласа парать Хелен.— Нивушлӗ тем туса хутӑм тесе шутласа илтӗм». Анчах та хӗрсем ӑна веҫех ӑнлантарса панӑ.

Ҫав ҫамрӑк хӗрсене тӗлпулу та, хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илни те питӗ килӗшнӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн тӑвансем зала тирпейлеме пуҫланине курсан вӗсем тӑвансене пулӑшасшӑн та пулнӑ. Каярахпа ҫав хӗрсенчен пӗри урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ, тепри вара тӗлпулусене ҫӳреме тата Библи вӗренме пуҫланӑ. Чӑнах та, йӑл кулни нумай тума пултарать!