Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос»

«Кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос»

«Кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос» (1 КОР. 11:3).

12-МӖШ ЮРӐ Иегова — чи аслӑ Турӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Арҫынсем ҫине мӗн витӗм кӳме пултарать?

СИРӖН шутпа ҫемье пуҫӗн мӗнле пулмалла? Хӑйсем ӳссе ҫитӗннӗ ҫемьере е культурӑра хӗрарӑмсемпе ачасем ҫине мӗнле пӑхни хӑш-пӗр арҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет. Европӑра пурӑнакан Янита ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Эпӗ пурӑнакан ҫӗршывра хӗрарӑма тарҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсемшӗн йӗркеллӗ япала». Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Люк арҫын тӑван вара ҫапла калать: «Хӑш-пӗр ашшӗсем хӑйсен ывӑлӗсене хӗрарӑма итлемелле мар тесе вӗрентеҫҫӗ тата хӗрарӑмӑн чӗнмесӗр тӑмалла тесе калаҫҫӗ». Анчах Иегова пачах урӑхла шутлать. Вӑл арҫынсем хӑйсене хӗрарӑмсемпе урӑхла тытасса кӗтет. (Марк 7:13 танлаштарӑр.) Лайӑх ҫемье пуҫӗ пулас тесен вара мӗн тумалла-ши?

2. Ҫемье пуҫӗсен мӗн ӑнланмалла тата мӗншӗн?

2 Лайӑх ҫемье пуҫӗ пулас тесен арҫыннӑн ҫакна ӑнланмалла: Иегова унран мӗн кӗтет, мӗншӗн Иегова камӑн кама пӑхӑнмаллине кӑтартакан йӗрке хунӑ тата Иеговӑпа Иисусран вӑл мӗне вӗренме пултарать? Мӗншӗн арҫыннӑн ҫакна лайӑх ӑнланмалла? Мӗншӗн тесен Иегова упӑшкасене власть панӑ тата вӑл вӗсем ҫак влаҫпа тӗрӗс усӑ курасса кӗтет (Лука 12:48ӑ).

ИЕГОВА ХУНӐ ЙӖРКЕ ТӐРӐХ, КАМӐН КАМА ПӐХӐНМАЛЛА?

3. 1 Коринф 11:3-мӗшӗ тӑрӑх, кам кама пӑхӑнать?

3 1 Коринф 11:3 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иеговӑн ҫемйинче камӑн кама пӑхӑнмаллине кӑтартса панӑ. Пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурте ҫак йӗркене пӑхӑнаҫҫӗ. Чи аслӑ власть — Иеговӑн. Ҫемье пуҫӗ пулнӑран вӑл хӑйӗн хӑш-пӗр ачисене власть панӑ. Анчах та вӗсем хӑйсене панӑ влаҫӗпе мӗнле усӑ курнӑшӑн ун умӗнче явап тытаҫҫӗ (Рим 14:12; Эф. 3:14, 15). Сӑмахран, Иегова Иисуса христиансен пухӑвӗн пуҫӗ пулма лартнӑ, анчах та хӑйӗн тивӗҫне мӗнле туса пынишӗн Иисус Турӑ умӗнче явап тытать (1 Кор. 15:27). Тата Иегова упӑшкана ҫемье пуҫӗ пулма лартнӑ, анчах та арӑмӗпе тата ачисемпе хӑйне мӗнле тытнишӗн упӑшка Иегова тата Иисус умӗнче явап тытать (1 Петр 3:7).

4. Иеговӑн тата Иисусӑн мӗн тума право пур?

4 Ҫемье пуҫӗ пулнӑран Иеговӑн мӗн тума право пур? Вӑл хӑйӗн пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи ачисем валли правилӑсем палӑртса хума тата вӗсем ҫав правилӑсене пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеме пултарать (Ис. 33:22). Иисусӑн вара — пуху Пуҫӗн — христиансем валли правилӑсем палӑртса хума тата вӗсем ҫав правилӑсене тытса пынипе пыманнине тӗрӗслеме право пур (Гал. 6:2; Кол. 1:18—20).

5. Ҫемье пуҫӗн мӗн тума власть пур тата мӗншӗн унӑн влаҫӗн чикки пур теме пулать?

5 Иегова упӑшкана ҫемьере правилӑсем палӑртса хума власть панӑ (Рим 7:2; Эф. 6:4). Ҫапах упӑшкан влаҫӗн чикки пур. Сӑмахран, вӑл палӑртса хунӑ правилӑсем Библипе килӗшсе тӑмалла (Ытар. 3:5, 6). Тата вӑл килтисем валли ҫеҫ правилӑсем палӑртса хума пултарать (Рим 14:4). Анчах та ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисем уйрӑм пурӑнма пуҫласан вӑл вӗсен пуҫӗ пулма пӑрахать (Матф. 19:5). Паллах, ун пек чухне те ачасем хӑйсен ашшӗне хисеплеме пӑрахмаҫҫӗ.

МӖНШӖН ИЕГОВА ХӐШ-ПӖРИСЕНЕ ВЛАСТЬ ПАНӐ?

6. Мӗншӗн Иегова камӑн кама пӑхӑнмаллине палӑртса хунӑ?

6 Иегова юратнӑран хӑйӗн ҫемйинче камӑн кама пӑхӑнмаллине палӑртса хунӑ. Ҫак йӗрке пирки парне теме пулать, мӗншӗн тесен ӑна пула Иеговӑн ҫемйинче мир тата пурте йӗркеллӗ пулса пырать (1 Кор. 14:33, 40). Ҫак йӗрке пулмасан Иеговӑн ачисем хушшинче килӗшӳ пулман пулӗччӗ тата вӗсем савӑнса пурӑнман пулӗччӗҫ. Сӑмахран, камӑн йышӑнусем тумаллине тата камӑн вӗсене пурнӑҫламаллине никам та пӗлмен пулӗччӗ.

7. Эфес 5:25, 26, 28 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова упӑшкасенчен мӗн кӗтет?

7 Иегова хунӑ йӗрке пурне те усӑ памалла пулсан, мӗншӗн-ха упӑшкисем хӑйсене хаяррӑн тытнӑран нумай хӗрарӑм хӗн курать? Мӗншӗн тесен арҫынсем нумайӑшӗ Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен халӑхӗнче йӑлана кӗнӗ пек хӑйсене тытаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене вара арӑмне хытӑ тытма е хӑртма килӗшет те, ҫапла туса вӗсем хӑйсене «чӑн-чӑн арҫын» пек туяҫҫӗ. Ҫапла шутлакансем те пур: «Эпӗ хама юраттараймастӑп пулсан, хӑраса пурӑнтӑр. Хӑраса-чӗтресе тӑрсан итлесе пурӑнӗ» *. Анчах та упӑшка хӑйне ҫавнашкал тытни Иеговӑна пачах килӗшмест. Вӑл упӑшки хӑйӗн арӑмне юратасса тата хисеплессе кӗтет. (Эфес 5:25, 26, 28 вуласа парӑр.)

ЛАЙӐХ ҪЕМЬЕ ПУҪӖ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

8. Лайӑх ҫемье пуҫӗ пулас тесен мӗн тумалла?

8 Лайӑх ҫемье пуҫӗ пулас тесен арҫыннӑн хӑйне панӑ влаҫпа тӗрӗс усӑ курма вӗренмелле. Ҫак тӗлӗшрен Иеговӑн тата Иисусӑн тӗслӗхӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Айтӑр вӗсем кӑтартакан икӗ лайӑх ене пӑхса тухар та ҫемье пуҫӗсем ҫак лайӑх енсене мӗнле кӑтартма пултарнине курар.

9. Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни ӑҫтан курӑнать?

9 Кӗҫӗне хуни. Ҫут тӗнчере Иеговӑран ӑслӑраххи никам та ҫук. Ҫапах та вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем мӗн каланине итлет тата вӗсем мӗн шутланине шута илет (Пулт. 18:23, 24, 32; 3 Патш. 22:19—22). Вӑл хӑй пӗр ҫитменлӗхсӗр пулсан та, эпир те пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест. Ун вырӑнне вӑл пире — ҫылӑхлӑ ҫынсене — хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма тата телейлӗ пулма пулӑшать (Пс. 26:9; 112:6, 7; Евр. 13:6). Давид та ҫакна ӑнланнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Иегова хӑйне кӗҫӗне хурса ӑна пулӑшман пулсан, вӑл хӑйне шанса панӑ ӗҫсене тӑвайман пулӗччӗ (Пс. 53:6).

10. Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни ӑҫтан курӑнать?

10 Айтӑр тата Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн Ҫӳлхуҫа пулнӑ пулсан та, вӗсен урисене ҫуса янӑ. Мӗншӗн Иегова ҫакӑн ҫинчен Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ? Вӑл пурте, ҫав шутрах ҫемье пуҫӗсем те, Иисусран тӗслӗх илччӗр тет. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм»,— тенӗ (Иоанн 13:12—17). Унӑн пысӑк власть пулнӑ пулсан та, вӑл ыттисем хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑрасса кӗтмен. Пачах урӑхла, вӑл хӑй ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑнӑ (Матф. 20:28).

Ҫемье пуҫӗ килти ӗҫсене тума пулӑшса тата килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшса хӑйне кӗҫӗне хунине тата килтисене юратнине кӑтартать (11, 13 абзацсене пӑхӑр)

11. Ҫемье пуҫӗсем Иеговӑран тата Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

11 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Ҫемье пуҫӗ хӑйне кӗҫӗне хунине тӗрлӗ майпа кӑтартма пултарать. Сӑмахран, вӑл арӑмӗпе ачисенчен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест. Унсӑр пуҫне, вӗсем унпа килӗшменни пирки калаҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсем мӗн каланине итлет. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Марли ҫапла калать: «Эпир упӑшкапа пӗр-пӗринпе килӗшмесен те пултаратпӑр. Анчах та вӑл мана юратнине тата хисепленине эпӗ туйса тӑратӑп, мӗншӗн тесен пӗр-пӗр йышӑну тунӑ чухне вӑл эпӗ мӗн шутланине ыйтса пӗлет тата ҫакна шута илет». Унсӑр пуҫне, Иисусран тӗслӗх илекен упӑшка хӑйӗн арӑмне кулленхи ӗҫсене тума пулӑшать, ыттисем ҫак ӗҫсем пирки хӗрарӑм ӗҫӗ тесе калаҫҫӗ пулсан та. Анчах ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Мӗншӗн? «Эпӗ пурӑнакан вырӑнта,— калать Рейчел ятлӑ хӗрарӑм тӑван,— арӑмне чашӑк-тирӗк ҫума е килте тирпейлеме пулӑшакан арҫынна тӑванӗсем тата кӳршӗсем „мемме“ теҫҫӗ тата вӑл арҫын та мар теме пултараҫҫӗ». Эсир пурӑнакан вырӑнта та ҫапла шутлаҫҫӗ пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иисус апостолсен урисене ҫуса янӑ, ҫакӑ вара тарҫӑ ӗҫӗ пулнӑ. Лайӑх ҫемье пуҫӗшӗн ыттисем мӗн калани мар, хӑйӗн килтисем телейлӗ пулни пӗлтерӗшлӗрех. Лайӑх ҫемье пуҫӗ пулас тесен арҫыннӑн тата мӗнле лайӑх ен кӑтартмалла?

12. Иеговӑпа Иисус пире юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

12 Юрату. Иегова кирек мӗн тунӑ чухне те ҫавна юратнӑран тӑвать (1 Иоанн 4:7, 8). Хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе вӑл пире Библи панӑ тата хӑйӗн организаци урлӑ пирӗншӗн тӑрӑшать. Хӳтлӗхри пек туйччӑр тесе вӑл пире юратни пирки шантарать. Унсӑр пуҫне, вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлипе те тивӗҫтерет. Библире кун пирки ҫапла каланӑ: «Савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать» (1 Тим. 6:17). Эпир йӑнӑш тусан та вӑл пире юратма пӑрахмасть, ун вырӑнне пире кирлӗ улшӑнусем тума пулӑшать. Пире юратнӑран Иегова пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне панӑ. Иисус пире юратни вара вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилме хатӗр пулнинчен курӑнать (Иоанн 3:16; 15:13). Иегова та, Иисус та хӑйсене шанчӑклисене нихӑҫан та юратма пӑрахас ҫук (Иоанн 13:1; Рим 8:35, 38, 39).

13. Мӗншӗн ҫемье пуҫӗн килтисене юратнине ӗҫпе кӑтартмалла? («Эсир нумаях пулмасть авланнӑ пулсан, арӑму хӑвӑра хисеплетӗр тесен мӗн тумалла?» рамкӑна та пӑхӑр.)

13 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Ҫемье пуҫӗн пӗтӗмпех юратнӑран тумалла. Мӗншӗн? Иоанн апостолӑн сӑмахӗсене кӑшт улӑштарса ҫапла хуравлама пулать: «Куҫ курса тӑракан ҫемйине юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?» (1 Иоанн 4:11, 20). Ҫемье пуҫӗ хӑйӗн ҫемйине юратать пулсан тата Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илесшӗн пулсан, вӑл килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать, вӗсем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тесе тӑрӑшать тата вӗсене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать (1 Тим. 5:8). Тата вӑл ачисене вӗрентсе, ӑс парса тӑрать. Унсӑр пуҫне, вӑл Иеговӑна мухтава кӑларакан тата арӑмӗпе ачисемшӗн усӑллӑ йышӑнусем тума вӗренет. Айтӑр ҫемье пуҫӗсем Иеговӑран тата Иисусран мӗне вӗренме пултарни ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

ҪЕМЬЕ ПУҪӖН МӖНЛЕ ТИВӖҪСЕМ ТУСА ТӐМАЛЛА?

14. Ҫемье пуҫӗ килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе мӗн тӑвать?

14 Килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Иисус хӑйӗн Ашшӗ пек пулма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа вӗренекенсене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшнӑ (Матф. 5:6; Марк 6:34; Лука 11:28). Лайӑх ҫемье пуҫӗ те ҫаплах тӑвать: пуринчен малтан вӑл килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн (Сак. аст. 6:6—9). Ҫавӑнпа вӑл ҫемйипе пӗрле Библи вулать, ӑна тӗпчет, тӗлпулусене ҫӳрет тата ырӑ хыпар сарать. Ҫапла туса вӑл арӑмӗпе ачисене Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑма пулӑшать.

15. Килтисем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тесен ҫемье пуҫӗн мӗн тумалла?

15 Килтисем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тесе тӑрӑшмалла. Иегова Иисуса юратни ҫинчен пурин умӗнче каланӑ (Матф. 3:17). Иисус та хӑйӗн вӗренекенӗсене юратни пирки шантарнӑ тата юратнине ӗҫпе кӑтартнӑ. Вӗренекенсем те Иисуса хӑйне юратни ҫинчен каланӑ (Иоанн 15:9, 12, 13; 21:16). Ҫавӑн евӗрлех, ҫемье пуҫӗн те арӑмӗпе ачисене юратнине кӑтартмалла. Сӑмахран, вӑл вӗсемпе пӗрле Библи вӗреннинчен вӑл вӗсене юратни курӑнать. Унсӑр пуҫне, ҫемье пуҫӗ килтисене юратни пирки тата хаклани пирки шантарать тата вӗсене ыттисем умӗнче мухтаса илет (Ытар. 31:28, 29).

Иеговӑна юрас текен ҫемье пуҫӗ арӑмӗпе ачисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Ҫемье пуҫӗн тата мӗн тумалла тата унӑн мӗн асра тытмалла?

16 Килтисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермелле. Иегова израильтянсене хӑйне итлеменшӗн наказани панӑ пулсан та, вӗсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса тӑнӑ (Сак. аст. 2:7; 29:5, 6). Вӑл пирӗншӗн те тӑрӑшать (Матф. 6:31—33; 7:11). Иисус пирки калас пулсан, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ: вӗсене ҫитернӗ тата чирсенчен сыватнӑ (Матф. 4:24; 14:17—20). Ҫемье пуҫӗн те Иеговӑна юрас тесен килтисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермелле. Анчах та унӑн ҫакна асра тытмалла: ӗҫре нумай вӑхӑт ирттерсен, ҫакӑ килтисене юратнине кӑтартма тата вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма чӑрмантарма пултарать.

17. Иеговӑпа Иисус пире мӗнле вӗрентсе тӑраҫҫӗ?

17 Килтисене вӗрентсе тӑмалла. Иегова пире лайӑх пултӑр тет, ҫавӑнпа та пире вӗрентет тата ӑс парать (Евр. 12:7—9). Иисус та, хӑйӗн Ашшӗ пекех, хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗрентет, кирлӗ пулсан вара, ыррӑн канаш парать (Матф. 20:24—28; Иоанн 15:14, 15). Вӑл эпир ҫылӑхлӑ пулнине тата час-часах йӑнӑшнине ӑнланать (Матф. 26:41).

18. Лайӑх ҫемье пуҫӗ мӗн ӑнланать?

18 Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илекен ҫемье пуҫӗ арӑмӗпе ачисен ҫитменлӗхсем пуррине ӑнланать. Вӑл хӑйне вӗсемпе тӳрккессӗн тытмасть (Кол. 3:19). Пачах урӑхла, Галати 6:1-мӗшӗнче каланӑ пек, вӑл вӗсене «йӑвашшӑн» канаш парать. Унӑн хӑйӗн те ҫитменлӗхсем пуррине вӑл питӗ лайӑх пӗлет. Тата вӑл Иисус пекех ҫакна та ӑнланать: килтисене вӗрентес тесен унӑн хӑйӗн вӗсемшӗн лайӑх тӗслӗх пулмалла (1 Петр 2:21).

19, 20. Йышӑнусем тӑвас тӗлӗшрен ҫемье пуҫӗ Иеговӑпа Иисусран мӗне вӗренме пултарать?

19 Килтисемшӗн усӑллӑ йышӑнусем тумалла. Йышӑнусем тунӑ чухне Иегова ыттисем ҫинчен шухӑшлать, хӑй тӑвакан йышӑнусем вӗсемшӗн усӑллӑ пулччӑр тет. Тӗслӗхрен, вӑл ыттисене пурнӑҫ парасса та хӑйне валли усӑ илес тесе мар, ыттисем те пурӑнса савӑнччӑр тесе пурнӑҫ панӑ. Тата пире лайӑх пултӑр тесе вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн хӑйӗн Ывӑлне панӑ. Ҫакна ӑна никам та вӑйпа тутарттарман, вӑл хӑй ҫапла тума шут тытнӑ. Иисусӑн ӗҫӗсенче те вӑл ыттисемшӗн тӑрӑшни курӑнать (Рим 15:3). Сӑмахран, вӑл питӗ ывӑннӑ пулсан та ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ (Марк 6:31—34).

20 Тӗрӗс йышӑну тума ҫӑмӑл мар. Ҫемье пуҫӗ ҫавна пӗлет, ҫавӑнпа та йышӑну тӑвасси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмасть. Йышӑну тунӑ чухне вӑл туйӑмсем хыҫҫӑн каймасть тата ҫакна тума право пулнӑран ҫеҫ йышӑну тумасть. Ун вырӑнне вӑл Иегова хӑйӗнчен мӗн кӗтнине ӑнланма тӑрӑшать (Ытар. 2:6, 7) *. Ҫапла вара вӑл «пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те» тӑрӑшнине кӑтартать (Флп. 2:4).

21. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

21 Иегова ҫемье пуҫӗсене ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса панӑ. Вӑл вӗсем ҫак ӗҫе тӑрӑшса тӑвасса кӗтет. Арҫын Иеговӑпа Иисусран вӗренет пулсан лайӑх ҫемье пуҫӗ пулать. Анчах та ҫемье телейлӗ пуласси арӑмӗнчен те килет. Иегова хунӑ йӗрке тӑрӑх, арӑмӗн упӑшкине пӑхӑнмалла. Арӑмӗн ҫак йӗрке ҫине мӗнле пӑхмалла тата мӗншӗн ӑна упӑшкине пӑхӑнма йывӑр пулма пултарать? Ҫак ыйтусене эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

16-МӖШ ЮРӐ Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр

^ 5 абз. Авлансан арҫын ҫемье пуҫӗ пулса тӑрать. Ҫак статьяра эпир Иегова ҫемье пуҫӗсене мӗнле власть пани ҫинчен, ҫак влаҫа вӑл мӗншӗн пани ҫинчен тата Иеговӑпа Иисус упӑшкасене мӗнле тӗслӗх кӑтартни ҫинчен калаҫӑпӑр. Тепӗр статьяран эпир упӑшки те, арӑмӗ те Иисусран тата ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр. Виҫҫӗмӗш статьяра вара камӑн кама пӑхӑнмаллине кӑтартакан йӗркене пухура мӗнле тытса тӑмаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 7 абз. Фильмсенче, кулӑшла калавсенче тата телешоусенче упӑшки арӑмне пусмӑрланине тата ӑна хӗненине йӗркеллӗ япала пек кӑтартаҫҫӗ. Ҫавна пула та ҫынсем упӑшки арӑмӗпе хӑйне ҫапла тытнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлаҫҫӗ.

^ 20 абз. Тӗрӗс йышӑнусем мӗнле тумалли ҫинчен ытларах пӗлес тесен 2011 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр» статьяна пӑхӑр, 10—17 страницӑсем.