Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?

Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?

«Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ... Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ» (ЭФ. 5:23).

137-МӖШ ЮРӐ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗне пула Иеговӑн ҫемйинче мир тата пӗрлӗх?

ИЕГОВӐН ҫемйинче пулнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. Пирӗн хушшинче пӗрлӗх тата эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнатпӑр. Мӗне пула? Сӑмахран, эпир пурте Иегова кама власть панӑ, ҫавсене чунтан хисеплетпӗр тата пӑхӑнма тӑрӑшатпӑр. Камӑн кама пӑхӑнмаллине лайӑх ӑнланатпӑр пулсан вара, пирӗн хушшинчи пӗрлӗх ҫирӗпленсе пырӗ.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир Иегова пухура кама мӗнле власть панине курӑпӑр. Эпир ҫак виҫӗ ыйту ҫине хуравлӑпӑр: хӗрарӑм тӑвансем пухӑва хӑш енчен пулӑшса тӑраҫҫӗ? Пухура кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ пулать-и? Ҫемье пуҫӗсен ҫемьере мӗнле власть пур, старейшинӑсен те пухура ҫавӑн пекех власть пур-и? Малтан вара айтӑр хӗрарӑм тӑвансем ҫине мӗнле пӑхмаллине сӳтсе явар.

ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

3. Хӗрарӑм тӑвансене ытларах хаклама мӗн пулӑшӗ?

3 Хӗрарӑм тӑвансем килтисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата пухури тӑвансене пулӑшаҫҫӗ. Эпир вӗсене питӗ хаклатпӑр! Иеговӑпа Иисус хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхнине пӗлни вара пире хӗрарӑм тӑвансене тата ытларах хаклама хавхалантарать. Ҫак тӗлӗшрен эпир Павел апостолран та вӗренме пултаратпӑр.

4. Иегова арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пекех хакланине Библи мӗнле кӑтартса парать?

4 Библи тӑрӑх, Иегова арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пекех хаклать. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова арҫынсем ҫине те, хӗрарӑмсем ҫине те хӑйӗн святой сывлӑшне антарнӑ, вара вӗсем тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнӑ, сӑмахран, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—4, 15—18). Христоспа пӗрле патшара ларакансем хушшинче те арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пур (Гал. 3:26—29). Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма та Иегова вӗсене те, кусене те шанчӑк панӑ (Ӳлӗм. 7:9, 10, 13—15). Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме арҫын тӑвансене те, хӗрарӑм тӑвансене те хушнӑ (Матф. 28:19, 20). Сӑмахран, Прискилла хӑйӗн упӑшкипе пӗрле, Акилӑпа, Аполлос ятлӑ вӗреннӗ ҫынна чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 18:24—26).

5. Лука 10:38, 39, 42 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?

5 Иисус хӗрарӑмсене хисепленӗ. Вӑл вӗсем ҫине фарисейсем пӑхнӑ пек пӑхман. Лешсем хӗрарӑмсем ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ, вӗсемпе ҫынсем умӗнче калаҫман, Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнлантарса парасси пирки вара сӑмах та пулман. Иисус вара арҫынсене те, хӗрарӑмсене те чӑнлӑха ӑнлантарса панӑ *. (Лука 10:38, 39, 42 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне Иисус хӗрарӑмсене хӑйӗнпе пӗрле пыма ирӗк панӑ (Лука 8:1—3). Тата хӑй чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсене пӗлтерме вӑл хӑш-пӗр хӗрарӑмсене хушнӑ. Ҫакӑ та вӑл вӗсене хисепленине кӑтартса парать (Иоанн 20:16—18).

6. Хӗрарӑмсене хисепленине Павел апостол мӗнле кӑтартнӑ?

6 Тимофей патне янӑ ҫырура Павел апостол хӗрарӑмсене хисеплемелле тесе палӑртнӑ. Вӑл ӑна ватӑ хӗрарӑм тӑвансем ҫине анне ҫине пӑхнӑ пек, ҫамрӑккисем ҫине вара аппа-йӑмӑк ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла тесе ҫырнӑ (1 Тим. 5:1, 2). Унсӑр пуҫне, Тимофее ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшас тесе Павел нумай вӑй хунӑ, анчах та вӑл ҫакна та ӑнланнӑ: Тимофее чӑнлӑха пӗлме чи малтан амӑшӗпе кукамӑшӗ пулӑшнӑ (2 Тим. 1:5, ҪТ; 3:14, 15). Римри христиансем патне янӑ ҫырура вара Павел хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансене ятран каласа саламланӑ. Вӑл ҫав хӗрарӑмсем сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине каланӑ ҫеҫ мар, вӑл вӗсене мухтанӑ та (Рим 16:1—4, 6, 12; Флп. 4:3).

7. Эпир халӗ мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

7 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Библире хӗрарӑмсем арҫынсенчен япӑхрах тесе каламан. Юратакан тата уҫӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм тӑвансем пухушӑн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек хӗрарӑм тӑвансем пухура мир тата пӗрлӗх упрама пулӑшаҫҫӗ, старейшинӑсем те вӗсене шанаҫҫӗ. Ҫапах та хӑш-пӗр ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: мӗншӗн хӑш-пӗр лару-тӑрура Иегова хӗрарӑм тӑвансене пуҫа ҫыхма е тӑхӑнма хушать? Арҫын тӑвансене ҫеҫ пухура старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пулма лартаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ пулнине пӗлтерет-и?

АРҪЫН ТӐВАН ХӖРАРӐМ ТӐВАН ПУҪӖ-И?

8. Эфес 5:23-мӗшӗ тӑрӑх, кирек хӑш арҫын тӑван кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.

8 Пухура кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ теме пулать-и? Кӗскен каласан, ҫук, мӗншӗн тесен хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ Христос. (Эфес 5:23 вуласа парӑр.) Ҫемьере Иегова упӑшкана пуҫ пулма лартнӑ. Шыва кӗнӗ ывӑл амӑшӗн пуҫӗ пулмасть (Эф. 6:1—3). Пухура та старейшинӑсен власть пур, анчах та ҫак влаҫӗн чикки пур (1 Фес. 5:12; Евр. 13:17). Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнман качча кайман хӗрарӑм тӑвансем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем ашшӗ-амӑшне тата пухури старейшинӑсене хисеплеҫҫӗ, анчах та вӗсем те, арҫын тӑвансем пекех, Христоса пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, вӑл вӗсен пуҫӗ.

Мӑшӑрланман тӑвансем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнмаҫҫӗ пулсан, вӗсен пуҫӗ — Христос (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Мӗншӗн хӗрарӑм тӑвансен хӑш-пӗр чухне пуҫа ҫыхмалла?

9 Иегова пухура йӗрке пултӑр тет, ҫавӑнпа та вӑл Христоса арҫыннӑн пуҫӗ пулма лартнӑ тата вӑл пухура ертсе пыма арҫынсене власть панӑ. Хӗрарӑмсене вара Иегова ҫакӑн пек ирӗк паман (1 Тим. 2:12). Ҫавӑнпа хӗрарӑм тӑванӑн ытти чухне арҫын тӑван тӑвакан ӗҫе тума тивет пулсан, пуҫа ҫыхмалла (1 Кор. 11:4—7) *. Ҫапла тума хушса Иегова хӗрарӑм тӑвансене кӳрентересшӗн мар. Пуҫа ҫыхнипе хӗрарӑмсем Иегова хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Халӗ вара айтӑр тепӗр ыйту ҫине куҫар: пухури старейшинӑсене тата ҫемье пуҫӗсене Иегова мӗнле власть панӑ?

СТАРЕЙШИНӐСЕНЕ ТАТА ҪЕМЬЕ ПУҪӖСЕНЕ ИЕГОВА МӖНЛЕ ВЛАСТЬ ПАНӐ?

10. Мӗншӗн старейшинӑн пухура правилӑсем палӑртса хума шухӑш ҫуралма пултарать?

10 Старейшинӑсем Христоса юратаҫҫӗ тата вӗсем Иеговӑпа Иисус хӑйсене шанса панӑ «сурӑхсене» те юратаҫҫӗ (Иоанн 21:15—17). Пухури тӑвансемшӗн юратса тӑрӑшнӑран старейшина хӑйне ашшӗ пек туйма пултарать. Тата хӑш-пӗр тӑвансем ӑна хӑйсемшӗн йышӑну тума ыйтма пултараҫҫӗ. Вара старейшинӑн ҫакӑн пек шухӑшсем ҫуралма пултараҫҫӗ: «Ҫемье пуҫӗ килтисене хӳтӗлес тесе правилӑсем палӑртса хума пултарать пулсан, эпӗ те тӑвансене хӳтӗлес тесе пухура правилӑсем палӑртса хума пултаратӑп». Анчах та старейшинӑсен тата ҫемье пуҫӗсен влаҫӗ пӗр пекех-ши?

Старейшинӑсем пухури тӑвансене юратнине кӑтартаҫҫӗ тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсен ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен тӑвана пухуран кӑларса яма ирӗк пур (11, 12 абзацсене пӑхӑр)

11. Старейшинӑсем тата ҫемье пуҫӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

11 Павел хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче старейшинӑсем тата ҫемье пуҫӗсем хушшинче хӑш-пӗр пӗрпеклӗхсем пуррине кӑтартнӑ (1 Тим. 3:4, 5). Сӑмахран, килтисен ҫемье пуҫне, пухури тӑвансен вара старейшинӑсене итлемелле (Кол. 3:20). Ҫемье пуҫӗн килтисемшӗн юратса тӑрӑшмалла тата вӗсене Иеговӑн тусӗсем пулма пулӑшмалла, старейшинӑсен те пухури тӑвансемшӗн ҫаплах тӑрӑшмалла — вӗсене юратнине кӑтартмалла тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Тата старейшинӑсем те, ҫемье пуҫӗсем те инкеке лекнисене пулӑшаҫҫӗ (Иак. 2:15—17). Унсӑр пуҫне, ҫемье пуҫӗн килтисене, старейшинӑсен вара пухури тӑвансене Туррӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнма пулӑшмалла. Ҫакна та палӑртмалла: ҫав арҫын тӑвансен Библире мӗн ҫырнинчен иртмелле мар (1 Кор. 4:6).

Ҫемье пуҫӗн ҫемьере йышӑнусем тума право пур. Килтисене юратакан ҫемье пуҫӗ мӗнле те пулин йышӑну тӑвас умӗн арӑмӗпе канашлать (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

12, 13. Рим 7:2-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсен старейшинӑсемпе ҫемье пуҫӗсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?

12 Анчах та старейшинӑсемпе ҫемье пуҫӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑхсем те пур. Сӑмахран, Иегова старейшинӑсене пухура судьясем пулма лартнӑ. Ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен тӑвана вӗсен пухуран кӑларса яма ирӗк пур (1 Кор. 5:11—13).

13 Ҫемье пуҫӗсен вара урӑхла ирӗк пур. Вӗсем ҫемьере правилӑсем палӑртса хума пултараҫҫӗ, старейшинӑсен вара пухура хӑйсен правилисене палӑртса хума ирӗк ҫук. (Рим 7:2 [ҪТ] вуласа парӑр.) * Сӑмахран, ҫемье пуҫӗ ачисене вӗсен киле миҫере таврӑнмаллине каласа хума пултарать, лешсем итлемесен вара вӑл вӗсене наказани пама пултарать (Эф. 6:1). Тата килтисене юратакан ҫемье пуҫӗ мӗнле те пулин правилӑна палӑртса хурас умӗн арӑмӗпе канашлать, мӗншӗн тесен вӗсем — «пӗр ӳт» (Матф. 19:6) *.

ХРИСТОСА, ПУХУ ПУҪНЕ, ХИСЕПЛӖР

Иегова хушнипе Иисус христиансен пухӑвне ертсе пырать (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. а) Марк 10:45-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн Иисус пирки чи лайӑх пуҫлӑх теме пулать? ӑ) Ертсе пыракан совет мӗн-мӗн тӑвать? (« Ертсе пыракан совет мӗн-мӗн тӑвать?» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Иегова пирӗншӗн хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне панӑ. Ҫавӑнпа та пухури пур христианин та Иеговӑн теме пулать (Марк 10:45 вуласа парӑр; Ап. ӗҫ. 20:28; 1 Кор. 15:21, 22). Иегова Иисуса пуху пуҫӗ пулма лартнӑ. Иисус вара чи лайӑх пуҫлӑх, мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен. Пуху пуҫӗ пулнӑ май Иисусӑн кашни уйрӑм христианин валли, ҫемьесем валли тата пухусем валли правилӑсем палӑртса хума ирӗк пур тата ҫак правилӑсене тытса тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме те ирӗк пур (Гал. 6:2). Анчах Иисус правилӑсене палӑртса хурать кӑна мар, вӑл пирӗншӗн кашниншӗн юратса тӑрӑшать (Эф. 5:29).

15, 16. Марли тата Бенджамин сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Камӑн власть пур, ҫав арҫынсене пӑхӑннипе хӗрарӑм тӑвансем Христоса хисепленине кӑтартаҫҫӗ. Нумай хӗрарӑм тӑван Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Марли тӑванӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшет пулӗ: «Эпӗ арӑм тата христианка. Иегова панӑ ҫак тивӗҫсене эпӗ хаклатӑп. Паллах, упӑшкана тата старейшинӑсене пӑхӑнса пурӑнма манӑн малалла та вӗренмелле. Тата ҫакна та калас килет: упӑшка та, старейшинӑсем те мана хисеплеҫҫӗ тата эпӗ мӗн тунишӗн тав тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене пӑхӑнса тӑма йывӑрах мар».

16 Камӑн кама пӑхӑнмаллине лайӑх ӑнланакан арҫын тӑван хӗрарӑм тӑвансене хисеплет тата хаклать. Англири Бенджамин ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Хӗрарӑм тӑвансем пухура паракан комментарисенчен эпӗ нумай интереслине пӗлсе пыратӑп. Тата вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне е ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне усӑ куракан меслетсемпе хам та усӑ курма тӑрӑшатӑп. Хӗрарӑм тӑвансем питӗ нумай тӑваҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене тав тӑвас килет».

17. Мӗншӗн пирӗн Иегова хунӑ йӗркене пӑхӑнмалла?

17 Эпир пурте — хӗрарӑм тӑвансем те, арҫын тӑвансем те, ҫемье пуҫӗсем те, старейшинӑсем те — Иегова хунӑ йӗркене лайӑх ӑнланатпӑр пулсан тата камӑн власть пур, ҫавсене пӑхӑнатпӑр пулсан, пухура мир пулать. Чи кирли вара, ҫапла туса эпир хамӑра юратакан ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, мухтава кӑларатпӑр (Пс. 150:6).

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

^ 5 абз. Хӗрарӑм тӑвансем пухӑва хӑш енчен пулӑшса тӑраҫҫӗ? Пухури кашни арҫын тӑван та хӗрарӑм пуҫӗ теме пулать-и? Иегова старейшинӑсене тата ҫемье пуҫӗсене пӗр пек власть панӑ-и? Айтӑр ҫакӑн ҫинчен Библире мӗн каланине пӑхса тухар.

^ 5 абз. 2020 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑрӑр» статьяри 6-мӗш абзаца пӑхӑр.

^ 13 абз. Рим 7:2, ҪТ: «Сӑмахран, закон тӑрӑх, качча кайнӑ хӗрарӑм упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗрлешнӗ пулать. Упӑшки вилсен вара арӑм упӑшкин законӗнчен ирӗке тухать».

^ 13 абз. Ҫемьен хӑш пухӑва ҫӳремеллине камӑн йышӑну тумалли пирки 2020 ҫулхи август уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иеговӑн пухӑвӗнче кашни хисепе тивӗҫлӗ» статьяри 17—19 абзацсенче каланӑ.

^ 65 абз. Ертсе пыракан совета Иегова мӗнле ӗҫсем шанса пани ҫинчен ытларах пӗлес тесен 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 24—31 страницӑсем.