Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗн» тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

«Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗн» тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

«Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран» (1 ИОАНН 4:7).

105-МӖШ ЮРӐ Турӑ вӑл юрату

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова пире юратнине пула эпир хамӑра мӗнле туятпӑр?

«ТУРӐ — юрату вӑл»,— тесе ҫырнӑ Иоанн (1 Иоанн 4:8). Ҫак сӑмахсем пире пӗр чӑнлӑх ҫинчен аса илтереҫҫӗ: Турӑ пурнӑҫ Ҫӑлкуҫӗ кӑна мар, вӑл —юрату Ҫӑлкуҫӗ те. Иегова пире юратать! Вӑл юратнине пула эпир хамӑра телейлӗ тата хӳтлӗхри пек туятпӑр.

2. Матфей 22:37—40 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗнле заповедьсем пирки тӗп заповедьсем тенӗ тата мӗншӗн иккӗмӗш заповеде тытса тӑма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать?

2 Христиансем пирки мӗн калама пулать? Юратмалла-и, юратмалла мар-и — ҫакна суйласа илме вӗсен ирӗк ҫук, вӗсен Турӑ панӑ икӗ тӗп заповеде тытса тӑмалла. (Матфей 22:37—40 вуласа парӑр.) Турра пӗлсе пынӑҫемӗн пире пӗрремӗш заповеде тытса тӑма — Турра юратма — ҫӑмӑл. Иеговӑн ҫитменлӗхсем ҫук вӗт, вӑл ырӑ тата пире юратать. Иккӗмӗш заповеде вара, «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» текен заповеде, тытса тӑма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пухури тӑвансен — ҫывӑх ҫынсен — ҫитменлӗхӗсем курӑнсах тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем мӗн калани е мӗн туни пире кӳрентерме пултарать. Иегова эпир ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласса пӗлнӗ, ҫавӑнпа Библи ҫыракансене пӗр-пӗрне юратмалли ҫинчен тата ҫакна мӗнле тумалли ҫинчен ҫырма хавхалантарнӑ. Ҫав ҫыракансенчен пӗри Иоанн апостол пулнӑ (1 Иоанн 3:11, 12).

3. Иоанн юрату пирки мӗн каланӑ?

3 Иоанн христиансен юрату кӑтартмалли ҫинчен нумай каланӑ. Вӑл хӑйӗн Евангелинче юрату пирки питӗ нумай ҫырнӑ. Ытти виҫӗ Евангелие пӗрле илсен те, вӗсенче юрату ҫинчен ҫавӑн чухлӗ нумай ҫырман. Хӑйӗн виҫӗ ҫырӑвне тата Евангелие ҫырнӑ чухне Иоанн ҫӗр ҫула ҫитсе пынӑ. Ҫак кӗнекесем христианинӑн пур ӗҫӗнче те юрату курӑнса тӑмаллине вӗрентеҫҫӗ (1 Иоанн 4:10, 11). Анчах та ҫамрӑк чухне Иоанӑн хӑйӗн те юратма вӗренмелле пулнӑ.

4. Иоанн пур чухне те юрату кӑтартнӑ-и?

4 Ҫамрӑк чухне Иоанн пур чухне те юрату кӑтартман. Айтӑр икӗ тӗслӗхе аса илер. Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иерусалима ҫул тытнӑ. Вӗсем Самарири пӗр ялта чарӑнасшӑн пулнӑ, анчах та унта вӗсене йышӑнасшӑн пулман. Ҫакна курса Иоанн мӗн тунӑ? Вӑл Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! кӑмӑлу пулсан эпир... тӳперен вут-ҫулӑм антарса, ҫавсене пӗтерме хушӑпӑр» (Лука 9:52—56). Тепрехинче те Иоанӑн юрату ҫитсех кайманни курӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пӗртӑванӗпе пӗрле, Иаковпа, Иисусран Турӑ Патшалӑхӗнче пысӑк вырӑн пама ыйтнӑ, ҫавӑн пирки ыйтма вӗсем хӑйсен амӑшне янӑ пулас. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен ытти апостолсем ҫилленнӗ (Матф. 20:20, 21, 24). Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иоанӑн ҫитменлӗхсем пулнӑ, ҫав-ҫавах Иисус ӑна хытӑ юратнӑ (Иоанн 21:7).

5. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

5 Ҫак статьяра эпир Иоанӑн тӗслӗхне тата вӑл юрату ҫинчен мӗн ҫырнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ пире пухури тӑвансене юратнине кӑтартас тесен мӗн тумаллине курма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, ҫемье пуҫӗсен килтисене юратнине кӑтартас тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

ЮРАТНИНЕ ӖҪПЕ КӐТАРТӐР

Иегова пире юратать. Вӑл пирӗншӗн хӑйӗн ывӑлне те панӑ (6, 7 абзацсене пӑхӑр)

6. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

6 Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, юратнине кӑтартас тесен юрататӑп тени ҫителӗклӗ. Анчах та чӑн-чӑн юрату сӑмахсенче анчах мар, ӗҫсенче те курӑнать. (Иаков 2:17, 26 танлаштарӑр.) Иегова ҫинчен шутласа пӑхӑр. Вӑл пире юратать (1 Иоанн 4:19). Юратнине вара вӑл мӗнле кӑтартать? Вӑл пире юратни пирки Библи урлӑ калать (Пс. 144:9; Рим 8:38, 39). Анчах та пире юратнине вӑл ӗҫпе те кӑтартать. Ҫакӑн ҫинчен Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ» (1 Иоанн 4:9). Иегова пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне те шеллемен: пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе Иисуса асаплантарса вӗлерме ирӗк панӑ (Иоанн 3:16). Иегова пире юратни пирки иккӗленме пулать-и вара?

7. Иисус пире юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл вӗсене каламасӑр тӑман (Иоанн 13:1; 15:15). Унсӑр пуҫне, Иисус вӗсене хытӑ юратнине ӗҫпе те кӑтартнӑ. «Хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук»,— тенӗ вӑл (Иоанн 15:13). Чӑнах та, Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн нумай тунӑ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантармалла?

8. 1 Иоанн 3:18-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?

8 Эпир Иеговӑпа Иисуса юрататпӑр пулсан, вӗсене итлесе пурӑнатпӑр (Иоанн 14:15; 1 Иоанн 5:3). Иисус вара пире пӗр-пӗрне юратма хушса хӑварнӑ (Иоанн 13:34, 35). Ҫавӑнпа пухури тӑвансене юрататӑп тесе каламалла ҫеҫ мар, юратнине ӗҫпе те кӑтартмалла. (1 Иоанн 3:18 вуласа парӑр.) Ҫакна мӗнле тума пулать?

ТӐВАНСЕНЕ ЮРАТӐР

9. Юрату Иоана мӗн тума хавхалантарнӑ?

9 Иоанн хӑйӗн ашшӗпе пӗрле юлса малалла та ҫемье ӗҫне, пулӑҫ ӗҫне, туса тӑма пултарнӑ. Анчах та вӑл урӑххине суйласа илнӗ: вун-вун ҫул хушши Иеговӑпа Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене вӗрентнӗ. Вӑл суйласа илнӗ пурнӑҫ ҫӑмӑл пулман. Иоана хӗсӗрленӗ, пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче вара ӑна, ватӑлса ҫитнӗскере, Патмос утравӗ ҫине ссылкӑна янӑ (Ап. ӗҫ. 3:1; 4:1—3; 5:18; Ӳлӗм. 1:9). Анчах та ҫавӑн чухне те вӑл ыттисемшӗн тӑрӑшма пӑрахман. Сӑмахран, унта вӑл Ӳлӗмхине кӗнекене ҫырнӑ тата тӑвансене кӗҫех мӗн пулассине пӗлтерес тесе ҫав кӗнекене вӗсене ярса панӑ (Ӳлӗм. 1:1). Кайран вара, ирӗке тухсан пулас, Иоанн Евангели ҫырнӑ, унта вӑл Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне, тӑвансене хавхалантарас тата тӗреклетес тесе вӑл виҫӗ ҫыру ҫырнӑ. Чӑнах та, Иоанн хӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ. Эпир вара унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

10. Ҫынсене юратнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

10 Эсир мӗнле пурнӑҫ ҫулне суйласа илнинчен эсир ыттисене юратнипе юратманни курӑнать. Шуйттан тӗнчи пире ыттисемшӗн тӑрӑшас вырӑнне хамӑршӑн тӑрӑшма, сӑмахран, ытларах укҫа ӗҫлесе илме е паллӑ ҫын пулса тӑма хистет. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем вара урӑххине суйласа илеҫҫӗ: вӗсем хӑйсен вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемесӗр ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем вара Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеҫҫӗ.

Килтисене тата пухури тӑвансене юратни пирӗн ӗҫсенчен курӑнать (11, 17 абзацсене пӑхӑр) *

11. Иеговӑна тата тӑвансене юратнине христиансем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

11 Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗн хӑйсене тата хӑйсен ҫемйине тӑрантарас тесе нумай ӗҫлеме тивет. Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем Туррӑн организацине пулӑшас тесе хӑйсем мӗн тума пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшаҫҫӗ. Теприсем Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем Турра тата ҫывӑх ҫынна юратнӑран тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарас ӗҫ малалла та сарӑлса пытӑр тесе кашни христианин укҫа-тенкӗ парса пулӑшма пултарать. Тата эпир кашни эрнере пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳресе тата вӗсенче хутшӑнса тӑвансене юратнине кӑтартатпӑр. Эпир ывӑнса ҫитсен те пухӑва каятпӑр, пӑлхансан та комментарисем паратпӑр тата хамӑрӑн йывӑрлӑхсем нумай пулсан та ыттисене пуху умӗн тата пуху хыҫҫӑн хавхалантарма тӑрӑшатпӑр (Евр. 10:24, 25). Эсир хӑвӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнишӗн сире чун-чӗререн тав тӑвас килет!

12. Тӑвансене юратнине Иоанн тата мӗнле кӑтартнӑ?

12 Иоанн тӑвансене хавхалантарнӑ кӑна мар, вӑл вӗсене асӑрхаттарнӑ та. Ҫакна вӑл вӗсене юратнӑран тунӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӗн ҫырӑвӗсенче вӑл христиансене хытӑ ӗненнӗшӗн тата ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн мухтанӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗсене ҫылӑх ҫине тӗрӗс пӑхмалла тесе тӳррӗн каланӑ (1 Иоанн 1:8—2:1, 13, 14). Пирӗн те тӑвансене мухтамалла. Анчах та пӗр-пӗр тӑванӑн япӑх шухӑш-кӑмӑл пулнине курсан е вӑл тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнса кайма пуҫланине асӑрхасан эпир ӑна ыррӑн канаш паратпӑр. Ҫакна эпир ӑна юратнӑран тӑватпӑр. Паллах ӗнтӗ, тӑванпа калаҫма хӑюлӑх кирлӗ, анчах та, Библире каланӑ пек, чӑн-чӑн туссем пӗр-пӗрне лайӑхланма пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 27:17).

13. Тӑвансене юратнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Тӑвансене юратнине эпир тепӗр майпа та кӑтартма пултаратпӑр. Сӑмахран, тӑвансем мӗн каланишӗн эпир вӗсем ҫине тӳрех ҫилленсе лартмастпӑр. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне пӗррехинче мӗн пулса тухнине аса илер. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ»,— тенӗ (Иоанн 6:53—57). Ҫак сӑмахсем нумай вӗренекене аптратса ӳкернӗ, вара вӗсем Иисус хыҫҫӑн пыма пӑрахнӑ. Анчах та Иисусӑн чӑн-чӑн тусӗсем, ҫав шутрах Иоанн, ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӗсене те Иисусӑн сӑмахӗсем тӗлӗнтернӗ тата вӑл мӗн каласшӑн пулнине вӗсем те ӑнланман. Ҫав-ҫавах вӗсем Иисус тӗрӗс мар каланӑ тата хӑйсене кӳрентересшӗн пулнӑ тесе шутламан. Пачах урӑхла, вӗсем Иисуса шаннӑ, мӗншӗн тесен вӑл чӑнлӑха вӗрентни пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 6:60, 66—69). Айтӑр эпир те, тус пире кӳрентерчӗ пулсан, ун пирки тӳрех япӑх шухӑшласа хурар мар. Ун вырӑнне вӑл пире мӗн каласшӑн пулнине пӗлме тӑрӑшар (Ытар. 18:13; Еккл. 7:9).

14. Мӗншӗн пирӗн чӗрере кураймӑнлӑх пулмалла мар?

14 Иоанн христиансене пӗр-пӗрне курайми пулмалла мар тесе ҫырнӑ. Пирӗн чӗрере курайманлӑх пур пулсан, Шуйттан пирӗнпе усӑ курма пултарать (1 Иоанн 2:11; 3:15). Пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫнелле хӑш-пӗр христиансемпе шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Турӑ халӑхӗ хушшинче курайманлӑх пултӑр тесе тата пӗрлӗх аркантӑр тесе Шуйттан пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Иоанн хӑйӗн ҫырӑвӗсене ҫырнӑ тӗлнелле пухӑва Шуйттан витӗмне лекнӗ ҫынсем кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри Диотреф пулнӑ. Ӑна пула пухура харкашусем сиксе тухнӑ. Ертсе пыракан совет пухӑва янӑ арҫын тӑвансене вӑл пӗртте хисеплемен тата ҫав арҫын тӑвансене йышӑнас текенсене пухуран та хӑваласа ярасшӑн пулнӑ (3 Иоанн 9, 10). Мӗн тери усал ӗҫ! Шуйттан паян кун та Туррӑн ӗҫлекенӗсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ярасшӑн. Айтӑр ӑна ҫакна тума парар мар — хамӑр чӗрере курайманлӑха аталанма парар мар!

КИЛТИСЕНЕ ЮРАТӐР

Иисус хӑйӗн амӑшне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме тата ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшма Иоана ыйтнӑ. Ҫемье пуҫӗсен те килтисемшӗн тӑрӑшмалла (15, 16 абзацсене пӑхӑр)

15. Ҫемье пуҫӗсен мӗн асра тытмалла?

15 Ҫемье пуҫӗ килтисене юратнине мӗнле кӑтартма пултарать? Паллах, унӑн килтисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑмалла (1 Тим. 5:8). Анчах унӑн ҫакна та асра тытмалла: укҫапа пурлӑх ҫемьене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултараймаҫҫӗ (Матф. 5:3, ҪТ). Иисус ҫемье пуҫӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнине асӑрхӑр-ха. Иоанн ҫырнӑ Евангели тӑрӑх, Иисус юпа ҫинче асапланнӑ чухне те хӑйӗн ҫемйи ҫинчен шутланӑ. Ун чухне унта унӑн амӑшӗ Мария тата Иоанн пулнӑ. Иисус хытӑ асапланнӑ пулсан та, хӑйӗн амӑшӗшӗн Иоана тӑрӑшма ыйтнӑ (Иоанн 19:26, 27). Паллах, Иисусӑн пӗртӑванӗсем хӑйсен амӑшне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ пулӗччӗҫ, анчах та ҫав вӑхӑталла Иисусӑн шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсенчен пӗри те унӑн вӗренекенӗ пулса тӑман пулас. Иисус вара хӑйӗн амӑшне мӗн кирлипе тивӗҫтерекенӗ кӑна мар, ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшаканӗ те пултӑр тенӗ.

16. Иоанӑн мӗнле тивӗҫсем пулнӑ?

16 Иоанӑн тивӗҫсем нумай пулнӑ. Вӑл апостол пулнӑ, ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Тата вӑл авланнӑ пулнӑ пулас. Ҫапла пулсан, унӑн хӑйӗн ҫемйине пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермелле тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла пулнӑ (1 Кор. 9:5). Унӑн тӗслӗхӗ ҫемье пуҫӗсене мӗне вӗрентет?

17. Килтисене юратнине ҫемье пуҫӗ мӗнле кӑтартма пултарать?

17 Ҫемьеллӗ арҫын тӑванӑн тивӗҫсем нумай. Сӑмахран, Иеговӑна мухтава кӑларас тесе унӑн ӗҫре тӑрӑшса ӗҫлемелле (Эф. 6:5, 6; Тит 2:9, 10). Унсӑр пуҫне, вӑл старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулсан, унӑн пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшмалла, вӗсене хавхалантармалла тата хастаррӑн ырӑ хыпар сарса лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Библи вӗренмелле. Ҫапла вара вӑл килтисене юратнине кӑтартать. Хӑйсене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтернӗшӗн, хавхалантарнӑшӑн тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшса тӑнӑшӑн килтисем ӑна, паллах, питӗ пархатарлӑ пулӗҫ (Эф. 5:28, 29; 6:4).

«ЭПӖ ЮРАТНӐ ПЕК ЮРАТӐР»

18. Иоанн мӗн пирки иккӗленмен?

18 Иоанӑн кунҫулӗ вӑрӑм пулнӑ, унӑн пурнӑҫӗнче савӑнӑҫлӑ самантсем те, ӗненӗве хавшатма пултаракан йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Ҫав-ҫавах Иоанн пурнӑҫ тӑршшӗпех Иисус мӗн хушнине тӑвас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ, ҫав шутрах тӑвансене юратмалла тесе хушнине те. Ҫавӑнпа вӑл Иегова та, Иисус та хӑйне юратни пирки тата вӗсем хӑйне пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме вӑй парасси пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 14:15—17; 15:9, 10; 1 Иоанн 4:16). Шуйттан тата ун витӗмне лекнӗ ҫынсем тем пек тӑрӑшсан та, Иоанн тӑвансене юратма пӑрахман. Вӑл тӑвансене хӑйсене юратни пирки шантарнӑ тата юратнине ӗҫпе те кӑтартнӑ.

19. 1 Иоанн 4:7-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ тата мӗншӗн пирӗн ҫапла тумалла?

19 Иоанн вӑхӑтӗнче пулнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та ҫак тӗнчепе Шуйттан хуҫаланать. Акӑ мӗншӗн ҫак тӗнче курайманлӑхпа тата усаллӑхпа тулнӑ (1 Иоанн 3:1, 10). Шуйттан пире тӑвансене юратма пӑрахтарасшӑн. Анчах та эпир хамӑр ирӗк памасан, вӑл ҫакна тума пултараймӗ. Айтӑр тӑвансене хӑйсене юратни пирки шантарар тата юратнине ӗҫпе кӑтартар. Вара эпир Иеговӑн пысӑк ҫемйинче пулнӑшӑн савӑнӑпӑр тата чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр. (1 Иоанн 4:7 вуласа парӑр.)

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

^ 5 абз. Библире «Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ» ҫинчен асӑннӑ (Иоанн 21:7). Ҫав вӗренекен Иоанн апостол пулнӑ пулас. Библире ун пирки ҫапла ҫырнӑ пулсан, вӑл ҫамрӑк чухнех нумай лайӑх ен кӑтартнӑ эппин. Ҫулсем иртсен Иегова ӑна Евангели тата темиҫе ҫыру ҫырма хавхалантарнӑ, унта вара Иоанн юрату ҫинчен нумай ҫырнӑ. Ҫак статьяра эпир Иоанн ҫырнӑ хӑш-пӗр шухӑшсене тата унӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫемье пуҫӗ ҫутҫанталӑк инкекне пула шар курнӑ тӑвансене пулӑшать, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма укҫа парать тата тӑвансене хӑйӗн ҫемйипе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнет