3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Имсӗр-сумсӑр ҫын Турра тата Христоса мухтаса тӑрать
«Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре!» (ӲЛӖМ. 7:10).
14-МӖШ ЮРӐ Ҫӗрӗн ҫӗнӗ Патшине мухтӑр!
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. 1935 ҫулта конгресра мӗн илтни пӗр ҫамрӑк тӑван ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
ПӖР ҫамрӑк арҫын тӑван пӗррехинче конгресра мӗн илтни унӑн пурнӑҫне тӗппипех улӑштарнӑ. Ҫав тӑван 1926 ҫулта 18-та пулнӑ чухне шыва кӗнӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ тата пӗртӑванӗсем Библи Тӗпчекенсем пулнӑ (ун чухне Иегова Свидетелӗсене ҫапла чӗннӗ). Ытти Библи Тӗпчекенсем пекех, вӑл кашни ҫул Каҫхи апат уявӗнче эрехпе ҫӑкӑр тутаннӑ. Анчах та 1935 ҫулта Вашингтонра иртнӗ конгресра Рутерфорд тӑван каланӑ «Имсӗр-сумсӑр ҫын» ятлӑ доклада илтсен веҫех улшӑннӑ. Ҫав конгресра мӗн каланӑ-ши?
2. Хӑйӗн докладӗнче Рутерфорд тӑван мӗнле чӑнлӑха ӑнлантарса панӑ?
2 Рутерфорд тӑван хӑйӗн докладӗнче Ӳлӗмхине 7:9-мӗшӗнче асӑннӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» кама пӗлтернине ӑнлантарса панӑ. Ҫав конгресчен имсӗр-сумсӑр ҫын пӗлӗте каять, анчах та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ 144 000 христианинпа танлаштарсан, вӗсем шанчӑклах мар тесе шутланӑ. Рутерфорд тӑван вара Библи тӑрӑх ҫакна ӑнлантарса панӑ: имсӗр-сумсӑр ҫынна пӗлӗтре пурӑнма суйласа илмен, вӗсем Христос асӑннӑ «урӑх сурӑхсем» * шутне кӗреҫҫӗ тата вӗсем «пысӑк асап» витӗр тухса ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Ӳлӗм. 7:14). Иисус ҫапла сӑмах панӑ: «Манӑн урӑх сурӑхсем те пур; вӗсем ку картара мар; Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ» (Иоанн 10:16). Иисус асӑннӑ урӑх сурӑхсем вӗсем — ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем (Матф. 25:31—33, 46). Имсӗр-сумсӑр ҫын ҫинчен калакан чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланни Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ ҫине, ҫав шутрах ҫав ҫамрӑк арҫын тӑван ҫине, мӗнле витӗм кӳнине пӑхар (Пс. 96:11; Ытар. 4:18).
ПИН-ПИН ХРИСТИАНИН ХӐЙСЕН МӖНЛЕ ШАНЧӐК ПУЛНИНЕ ӐНЛАНСА ИЛНӖ
3, 4. 1935 ҫулхи конгресра пин-пин тӑван хӑйсен шанчӑкӗ пирки мӗн ӑнланса илнӗ тата мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ?
3 Рутерфорд тӑван конгреса килнисене: «Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем, тархасшӑн, тӑрӑр»,— тенине илтсен унта пулнӑ 20 пине яхӑн ҫын мӗн тери хумханса кайнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ҫав конгресра пулнӑ пӗр тӑван каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмахсене илтсен унта килнисенчен ҫурри ытла ура ҫине тӑнӑ. Вара Рутерфорд: «Пӑхӑр-ха! Акӑ имсӗр-сумсӑр ҫын!» — тесе кӑшкӑрса каланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пурте савӑннипе кӑшкӑрса янӑ. Ура ҫине тӑнисем хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа илменнине малтан та пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем пӗлӗтре пурӑнас ҫуккине, хӑйсен урӑх шанчӑк пулнине тӳрех ӑнланса илнӗ. Тепӗр кунне конгресра 840 ҫын шыва кӗнӗ, вӗсенчен ытларахӑшӗ урӑх сурӑхсем шутне кӗрекенсем пулнӑ.
4 «Имсӗр-сумсӑр ҫын» доклад хыҫҫӑн маларах асӑннӑ ҫамрӑк арҫын тӑван тата ытти пин-пин христианин Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрех тутанма пӑрахнӑ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ мӗн шутланине пӗр арҫын тӑванӑн сӑмахӗсем ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫав арҫын тӑван ҫапла каланӑ: «1935 ҫулта Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче эпӗ ҫӑкӑрпа эрехе юлашки хут тутантӑм, мӗншӗн тесен Иегова хама пӗлӗтре пурӑнма суйласа илменнине ӑнланса илтӗм. Иегова мана урӑх шанчӑк панӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнма тата унта рай тума пулӑшма пултаратӑп» (Рим 8:16, 17; 2 Кор. 1:21, 22). Унтанпа имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекенсен шучӗ ӳссех пырать, вӗсем ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
5. Кам Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанма пӑрахнӑ, ҫавсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?
5 Кам 1935 ҫул хыҫҫӑн Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанма пӑрахнӑ, ҫавсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? Тата кам хальхи вӑхӑтра ҫӑкӑрпа эрехе тутаннӑ, кайран вара хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа илменнине ӑнланса ҫакна тума пӑрахнӑ, ҫавсем пирки Иегова мӗн шутлать? (1 Кор. 11:28). Вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен шанчӑкӗ пирки тӗрӗс мар шутланӑ, анчах та вӗсем хӑйсем йӑнӑшнине ӑнланаҫҫӗ пулсан, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанма пӑрахаҫҫӗ пулсан тата малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеҫҫӗ пулсан, Иегова вӗсем пирки урӑх сурӑхсем тесе шутлать. Ҫав христиансем ҫӑкӑрпа эрехе урӑх тутанмаҫҫӗ пулин те, вӗсем ҫав-ҫавах Каҫхи апат уявне килеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑпа Иисус хӑйсемшӗн мӗн тунине питӗ хаклаҫҫӗ.
ЧАПЛӐ ШАНЧӐК
6. Иисус ангелсене мӗн тума хушнӑ?
6 Кӗҫ-вӗҫ хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланать. Ӳлӗмхи кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пирки тата имсӗр-сумсӑр ҫын пирки мӗн калани вара пире ҫирӗплетме пултарать. Унта каланӑ тӑрӑх, Иисус ангелсене Шуйттан тӗнчине пӗтерекен тӑватӑ ҫиле ҫирӗппӗн тытса тӑма хушнӑ. Вӗсем ҫак ҫилсене хӑҫанччен тытса тӑрӗҫ? Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ кашни христианин ҫине пичет лартиччен, урӑхла каласан, Иегова вӗсем пирки шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тесе ҫирӗплетсе париччен (Ӳлӗм. 7:1—4). Иегова шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене награда парӗ. Вӗсем пӗлӗтре Христоспа пӗрле патшасем тата священниксем пулӗҫ (Ӳлӗм. 20:6). 144 000-ӗшӗ хӑйсен пӗлӗтри наградине илсен Иегова, Иисус тата ангелсем питӗ савӑнӗҫ.
7. Ӳлӗмхине 7:9, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иоанн мӗнле курӑну курнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
7 Иоанн 144 000 священникпа патша ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗлӗнмелле курӑну ҫинчен калать. Вӑл Армагеддонра чӗрӗ тӑрса юлнӑ имсӗр-сумсӑр ҫынна курать. Вӗсем вара патшасемпе священниксенчен чылай нумайрах. Иоанн «вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук» тесе ҫырать. (Ӳлӗмхине 7:9, 10 вуласа парӑр.) Ҫав ҫынсем пурте «шурӑ тумтир тӑхӑннӑ». Ҫакӑ вӗсем Шуйттан тӗнчине хӑйсене ирсӗрлетме паманнине тата Турӑпа Христоса шанчӑклӑ тӑрса юлнине пӗлтерет (Иак. 1:27). Вӗсем ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ: «Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре!» Тата вӗсем «аллине пальма турачӗ тытнӑ». Ку вара вӗсем Иисуса Патша вырӑнне хурса ӑна хапӑл тунине пӗлтерет. (Иоанн 12:12, 13 танлаштарӑр.)
8. Ӳлӗмхине 7:11, 12 сӑвӑ йӗркисенче пӗлӗтрисем пирки мӗн каланӑ?
8 Ӳлӗмхине 7:11, 12 вуласа парӑр. Имсӗр-сумсӑр ҫынна курсан пӗлӗтрисем мӗн тӑваҫҫӗ? Иоанн ҫырнӑ тӑрӑх, Иеговӑн пӗлӗтри ҫемйи савӑнать тата Турра аслӑлать. Апла, ҫак курӑну пурнӑҫлансан — имсӗр-сумсӑр ҫын хӑрушла асап витӗр тухсан — пӗлӗтре пурте хӗпӗртесе тӑрӗҫ.
9. Ӳлӗмхине 7:13—15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, имсӗр-сумсӑр ҫын хальхи вӑхӑтра мӗн тӑвать?
9 Ӳлӗмхине 7:13—15 вуласа парӑр. Имсӗр-сумсӑр ҫын хӑйсен «тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ» тесе ҫырать малалла Иоанн. Ҫакӑ вӗсен совеҫӗ таса пулнине тата Иегова вӗсене ырланине пӗлтерет (Ис. 1:18). Иоанн кама курнӑ, ҫавсем — хӑйсене Турра халалланӑ шыва кӗнӗ христиансем. Вӗсем Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнене хытӑ ӗненеҫҫӗ тата вӗсем — Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем (Иоанн 3:36; 1 Петр 3:21). Акӑ мӗншӗн Турӑ вӗсене хӑйӗн аслӑ пуканӗ умӗнче «кунӗн-ҫӗрӗн» ӗҫлесе тӑма ирӗк панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна хураҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ (Матф. 6:33; 24:14; 28:19, 20).
10. Имсӗр-сумсӑр ҫын мӗн пирки иккӗленмест тата вӗсем мӗнле пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине курӗҫ?
10 Хӑрушла асап витӗр тухнӑ имсӗр-сумсӑр ҫын Турӑ хӑйсемшӗн малалла та тӑрӑшасси пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫакна пӗлсе тӑраҫҫӗ: «аслӑ пукан ҫинче Лараканӗ вӗсем хушшинче пурӑнӗ». Ун чухне урӑх сурӑхсем шутне кӗрекенсем ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине хӑйсен куҫӗпе курӗҫ: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗм. 21:3, 4).
11, 12. а) Ӳлӗмхине 7:16, 17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, имсӗр-сумсӑр ҫынна мӗнле пиллӗхсем кӗтеҫҫӗ? ӑ) Урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килме мӗн хавхалантарать тата унта вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?
11 Ӳлӗмхине 7:16, 17 вуласа парӑр. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем укҫа ҫитменнине пула, ҫӗршывра халӑх пӑлхав ҫӗкленине пула е вӑрҫӑсене пула выҫӑпа аптраҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вара Турра ӗненнӗшӗн тӗрмере лараҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем телейлӗ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫак усал тӗнчене пӗтернӗ чухне хӑйсем чӗрӗ тӑрса юласса пӗлеҫҫӗ. Тата вӗсем ҫакна та пӗлсе тӑраҫҫӗ: кӗҫех вӗсен апат-ҫимӗҫ те, Турӑ паракан пӗлӳ те ҫителӗклӗ пулӗ. Иоанн вӗсене «шӑрӑх та ҫунтармӗ» тесе ҫырать. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Шуйттан тӗнчине Иегова тӗп тунӑ чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен пӗри те вилмӗ. Хӑрушла асап витӗр тухнисене Иисус «чӗрӗлӗх шывӗ юхакан» ҫӑлкуҫ патне илсе кайӗ. Имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн мӗн тери чаплӑ шанчӑк пур: ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ытти миллиард-миллиард ҫынпа танлаштарсан, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ! (Иоанн 11:26).
12 Урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансем Иеговӑпа Иисуса ҫак чаплӑ шанчӑкшӑн питӗ пархатарлӑ. Ҫав христиансене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илмен пулсан та, Иегова вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнисене юратнӑ пекех юратать. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем те, урӑх сурӑхсем шутне кӗрекенсем те Турра тата Христоса мухтаса тӑма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем ҫакна Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килсе тӑваҫҫӗ.
КАҪХИ АПАТ УЯВӖНЧЕ ИЕГОВӐНА ТАТА ХРИСТОСА ЧУН-ЧӖРЕРЕН МУХТӐР
13, 14. Мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа илнисен те, урӑх сурӑхсем шутне кӗрекенсен те Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килмелле?
13 Юлашки ҫулсенче Каҫхи апат уявне килекенсенчен сахалӑшӗ кӑна (статистика тӑрӑх, пине яхӑн ҫынран пӗри ҫеҫ) ҫӑкӑрпа эрех тутанать. Ытларах чухне пухусенче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансем пачах ҫук. Ҫак уява килекенсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанать. Апла пулсан, мӗншӗн вӗсем Каҫхи апат уявне килеҫҫӗ? Вӗсен туйӑмӗсене ҫывӑх тусӑн туйне килекенсен туйӑмӗсемпе танлаштарма пулать. Туя килекенсем тусне юратнӑран туя килеҫҫӗ тата уншӑн чунтан савӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн евӗрлех, урӑх сурӑхсем шутне кӗрекенсем Христоса тата святой сывлӑшпа суйласа илнисене юратнӑран Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫак уява килсе Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ, ҫак парнене пула вӗсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ вӗт.
14 Каҫхи апат уявне килме вӗсен тепӗр витӗмлӗ сӑлтав пур. Вӗсем Иисус мӗн хушнине тӑваҫҫӗ. Ҫак уява пуҫарса янӑ чухне Иисус хӑйӗн апостолӗсене: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр»,— тенӗ (1 Кор. 11:23—26). Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пӗр христианин кӑна тӑрса юлсан та, урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансем хӑйсем те ҫак уява килӗҫ, ыттисене те чӗнӗҫ.
15. Каҫхи апат уявӗнче Турӑпа Христоса мухтава кӑларас тесе эпир пурте мӗн тума пултаратпӑр?
Матф. 20:28). Пирӗн ҫӳлти Аттепе унӑн Ывӑлне юратакансем пурте Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килӗҫ.
15 Каҫхи апат уявӗнче кӗлтуса тата юрӑсем юрласа эпир Иеговӑна вӑл пирӗншӗн мӗн тунишӗн тав тума тата мухтама пултаратпӑр. Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклад вара Иегова тата Иисус пирӗншӗн мӗн тунине тата ытларах хаклама пулӑшӗ. Кӑҫал эпир «Турӑпа Христос пирӗншӗн мӗн тунине пурне те хаклӑр!» текен доклада итлӗпӗр. Христос кӗлеткипе юнне сӑнласа паракан ҫӑкӑрпа эрехе алран алла парса эпир вӗсем мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшлама пултарӑпӑр. Тата эпир Иегова пире вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн Ывӑлне пани ҫинчен, ҫапла вара пире хытӑ юратнине кӑтартни ҫинчен шухӑшлӑпӑр (ЧАПЛӐ ШАНЧӐК ПАРНЕЛЕНӖШӖН ИЕГОВӐНА ТАВ ТӐВӐР
16. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем тата урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?
16 Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнисене те, урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансене те пӗр пек юратать. Вӑл пӗрисене теприсенчен ытларах хаклать теме ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ҫак икӗ ушкӑншӑн пӗр хаках тӳленӗ — хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне панӑ. Вӗсем хушшинче пӗр уйрӑмлӑх ҫеҫ пур — Турӑ вӗсене тӗрлӗ шанчӑк панӑ. Ҫапах та ҫав христиансен кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, вӗсен пурин те «таса» пулмалла, урӑхла каласан, Иеговӑпа Иисуса чунтан парӑнса пурӑнмалла (Пс. 30:24). Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: христианина пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ-и е вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнма шанать-и, Иегова кашнине святой сывлӑш мӗн чухлӗ кирлӗ, шӑп ҫавӑн чухлӗ парать.
17. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ?
17 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пӗлӗтре пурӑнас шанчӑкпа ҫуралмаҫҫӗ, ӑна вӗсене Турӑ парать. Вӗсем ҫав шанчӑк ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, ун ҫинчен кӗлтӑваҫҫӗ тата пӗлӗтри наградӑна илессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫав христиансем пӗлӗтре хӑйсен мӗнле кӗлетке пулассине пӗлмеҫҫӗ (Флп. 3:20, 21; 1 Иоанн 3:2). Ҫапах та вӗсем Иеговӑпа, Иисуспа, ангелсемпе тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансемпе пӗрле пуласса тата Турӑ Патшалӑхӗнче хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнасса кӗтсех тӑраҫҫӗ.
18. Урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансем мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ?
18 Урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки пур ҫын та ӗмӗтленет, мӗншӗн тесен Турӑ кашни ҫын чӗрине ӗмӗр пурӑнас Еккл. 3:11). Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансем ҫӗр ҫинче рай тума пулӑшӗҫ. Вӗсен кашнин хӑйӗн кил-ҫурт тата сад пулать. Вӗсем хӑйсем те, хӑйсен ачисем те нихӑҫан та чирлемӗҫ (Ис. 65:21—23). Ҫак телейлӗ вӑхӑта вӗсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем тӗрлӗ ҫӗре кайса курма, тусен, вӑрмансен, тинӗссен илемӗпе киленме тата Иегова тунӑ япаласене тӗпчеме пултарӗҫ. Пуринчен ытла вара вӗсем кунран кун Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑшӑн савӑнӗҫ.
туртӑм хывнӑ (19. Каҫхи апат уявӗнче эпир мӗн тума пултаратпӑр тата кӑҫал вӑл хӑҫан иртӗ?
19 Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне чаплӑ шанчӑк парнеленӗ (Иер. 29:11). Ӑна тата Христоса пула эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр. Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне килсе эпир Иеговӑпа Иисуса мухтама тата тав тума пултаратпӑр. Паллах, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ чӑн христиансемшӗн чи пӗлтерӗшлӗ событи. 2021 ҫулта вӑл шӑматкун, мартӑн 27-мӗшӗнче хӗвел ансан иртӗ. Нумай вырӑнта ҫак уява уявлама тӑвансем ирӗклӗн пуҫтарӑнма пултарӗҫ. Теприсем вара влаҫсем хӗсӗрленине пӑхмасӑрах е тӗрмере ларнине пӑхмасӑрах ҫак уява уявлӗҫ. Эпир пухупа е пӗчӗк ушкӑнпа пӗрле пуҫтарӑнӑпӑр-и е пӗчченшерӗн ҫак уява уявлӑпӑр-и, ҫакна асра тытар: ҫав кун пире Иегова, Иисус, ангелсем тата пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнӑ христиансем курса тӑрӗҫ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне уявлама пире нимӗн те ан чӑрмантартӑр тата ҫак кун пире савӑнӑҫ патӑр!
150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра
^ 5 абз. 2021 ҫулхи мартӑн 27-мӗшӗ Иегова Свидетелӗсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун. Ҫак кун эпир Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне уявлатпӑр. Ҫак уява килекенсенчен ытларахӑшӗ, Иисус каланӑ пек, «урӑх сурӑхсем» шутне кӗреҫҫӗ. Иегова 1935 ҫулта урӑх сурӑхсем пирки мӗнле чӑнлӑха уҫса панӑ? Хӑрушла асап витӗр тухсан вӗсене мӗн кӗтет? Каҫхи апат уявӗнче Турра тата Христоса мухтава кӑларас тесе вӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?
^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Урӑх сурӑхсем — Христос хыҫҫӑн пыракан тата ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан ҫынсем; вӗсем шутне юлашки кунсенче Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланисем те кӗреҫҫӗ. Имсӗр-сумсӑр ҫын — урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен христиансем, вӗсем Иисус хӑрушла асап вӑхӑтӗнче этемлӗхе сут тунӑ чухне пурӑнакансем пулӗҫ тата Армагеддонра чӗрӗ тӑрса юлӗҫ.