1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Лӑпкӑ пулӑр тата Иеговӑна шанса тӑрӑр
2021 ҪУЛХИ ТЕКСТ: «Сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни» (ИС. 30:15).
3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Пӑшӑрханнӑран хӑш-пӗрисем Турӑран мӗн тесе ыйтма пултараҫҫӗ?
ПУРИН те лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнас килет. Никамӑн та пӗрмай кулянса-пӑшӑрханса пурӑнас килмест. Ҫапах та пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать. Ҫавӑнпа Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем Давид патша каланӑ пек калани тӗлӗнтермест, вӑл Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Чунӑмӑн хӑҫанччен хурлӑх тӳсмелле-ши, чӗремӗн хӑҫанччен кунӗпе те ҫӗрӗпе асапланмалла-ши?» (Пс. 12:3).
2. Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Пирӗн пурин те пӑшӑрханни пулкалать. Ытлашши пӑшӑрханас мар тесен вара эпир мӗн те пулин тума пултаратпӑр-и? Пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир пире мӗн-мӗн пӑшӑрхантарма пултарнине курӑпӑр тата йывӑр лару-тӑрура лӑпкӑ пулма пулӑшакан ултӑ канаша пӑхса тухӑпӑр.
ПИРЕ МӖН-МӖН ПӐШӐРХАНТАРМА ПУЛТАРАТЬ?
3. Мӗнле йывӑрлӑхсене пула эпир пӑшӑрханма пултаратпӑр тата ҫак йывӑрлӑхсене татса парасси пирӗнтен килет-и?
3 Эпир тӗрлӗ сӑлтава пула пӑшӑрханма пултаратпӑр. Сӑмахран, ҫулран ҫул апат-ҫимӗҫ тата тумтир хакланса пырать, хваттершӗн те ытларах та ытларах тӳлеме тивет. Пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем пире йӗркесӗр те аскӑн ӗҫсем тума хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Е, тен, эпир пурӑнакан Матф. 13:22; 1 Иоанн 5:19). Акӑ мӗншӗн пур ҫыннӑн та пӑшӑрханусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
вырӑнта преступность анлӑ сарӑлнӑ. Ҫаксем ҫине эпир витӗм кӳме пултараймастпӑр. Мӗншӗн эпир ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр? Мӗншӗн тесен ҫынсем нумайӑшӗ Библири принципсем тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ. Ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ Шуйттан вара тӗрлӗ хуйхӑ-суйхӑ ҫынсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарасса пӗлет (4. Мӗне пула эпир канӑҫа ҫухатма пултаратпӑр?
4 Пурнӑҫра мӗн те пулин сиксе тухсан эпир канӑҫа ҫухатма пултаратпӑр. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ӗҫлесе илнӗ укҫа апат-ҫимӗҫ илме ҫитӗ-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Теприсем вара чирлесе кайса ӗҫсӗр тӑрса юласран хӑраҫҫӗ. Тата теприсем илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑх тӑвасран хӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Шуйттан хӑйӗн витӗмне лекнӗ ҫынсене кӗҫех Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма хӗтӗртессине те эпир пӗлетпӗр, ҫавӑнпа хама ун чухне мӗнле тытӑп-ши тесе пӑшӑрханма пултаратпӑр. Тен, эпир: «Ҫаксем ҫинчен пӑшӑрханни япӑх-и вара?» — тесе шутлама пултаратпӑр.
5. «Ан пӑшӑрханӑр» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?
5 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «ан пӑшӑрханӑр» тенӗ (Матф. 6:25). Ҫак сӑмахсем пирӗн нимӗншӗн те пӑшӑрханмалла маррине пӗлтереҫҫӗ-и? Паллах, ҫук. Ӗлӗк-авал Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем хытӑ пӑшӑрханнӑ, анчах Иегова вӗсене ҫавӑншӑн сирсе яман (3 Патш. 19:4; Пс. 6:4) *. Чӑннипе каласан, Иисусӑн сӑмахӗсем пире йӑпатаҫҫӗ. Кулленхи ӗҫсемшӗн ытлашши пӑшӑрханнӑран Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗн кайри вырӑнта пулса ан тӑтӑр тет Иисус. Ытлашши пӑшӑрханас мар тесен вара мӗн тума пулать? (« Лӑпкӑ пулма тата Иеговӑна шанса тӑма мӗн пулӑшать?» рамкӑна пӑхӑр.)
ЛӐПКӐ ПУЛМА ПУЛӐШАКАН УЛТӐ КАНАШ
6. Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, лӑпланма мӗн пулӑшать?
6 1. Час-часах кӗлтӑвӑр. Сире мӗн те пулин пӑшӑрхантарать пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (1 Петр 5:7). Вара эсир «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» туйса илӗр. (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр.) Иегова сире святой сывлӑш парса лӑпланма пулӑшӗ (Гал. 5:22).
7. Кӗлӗ тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗн асра тытмалла?
7 Иеговӑна чуна уҫса кӗлтӑвӑр. Хӑвӑрӑн йывӑрлӑх ҫинчен тата мӗншӗн ҫакӑ сире пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа парӑр. Йывӑрлӑха татса пама пулать пулсан, ҫавна тума Иеговӑран вӑй тата ӑслӑлӑх ыйтӑр. Йывӑрлӑха хӑвӑр татса пама пултараймастӑр пулсан вара, ытлашши хытӑ пӑшӑрханма ан пар тесе ыйтӑр Иеговӑран. Ӑна пӗтӗмпех каласа паратӑр пулсан, вӑл сирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасть пулсан та, ан парӑнӑр, малалла та ҫине тӑрсах кӗлтӑвӑр (Лука 11:8—10).
8. Кӗлтунӑ чухне мӗн тума манмалла мар?
8 Иеговӑна хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне ӑна тав тума та ан манӑр. Тем пек йывӑр килсен те, Иегова сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен, вӑл сирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр. 2 Ҫулс. 18:31; Рим 8:26).
Хӑш-пӗр чухне вара питӗ йывӑр килнӗрен эпир кӗлӗре мӗн каламаллине те пӗлместпӗр. Кун пек чухне ҫакна асра тытӑр: «Иегова, пулӑшсам!» тесе каласан та вӑл пире пулӑшӗ (9. Мӗнрен те пулин хӑратпӑр пулсан пирӗн мӗн тумалла?
9 2. Хӑвӑр ӑс-тӑн ҫине ан шанӑр, Иеговӑна шанса тӑрӑр. Пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте Иуда халӑхӗ ҫине Ассири ҫарӗ тапӑнасшӑн пулнӑ. Ҫакӑ вара Иуда ҫыннисене хӑратса ӳкернӗ. Ҫӑлӑнас тесе вӗсем Египетран пулӑшу ыйтнӑ (Ис. 30:1, 2). Иегова вара вӗсене ҫакӑ инкек патне илсе ҫитересси пирки асӑрхаттарнӑ (Ис. 30:7, 12, 13). Ҫав вӑхӑтрах вӑл Исаия пророк урлӑ чӑн-чӑн хӳтлӗхре пулас тесен мӗн тумаллине те каланӑ. Исаия ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни» (Ис. 30:15ӑ).
10. Хӑш-хӑш лару-тӑрура эпир Иеговӑна шаннине кӑтартма пултаратпӑр?
10 Иеговӑна шаннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Темиҫе лару-тӑру пӑхса тухар. Калӑпӑр, сире укҫаллӑ ӗҫ сӗнеҫҫӗ, анчах та сирӗн нумайрах ӗҫлеме тивӗ, вара эсир Иеговӑшӑн унччен тунӑ чухлӗ тӑваймӑр. Е, тен, сире ӗҫре кам та пулин килӗштерсе пӑрахрӗ, анчах та вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлемест. Е тата хӑвӑр юратнӑ ҫын сире: «Е эпӗ, е хӑвӑн Турру — суйла»,— тесе калать. Ҫак лару-тӑрусенче йышӑну тума ҫӑмӑлах мар, анчах Иегова сире тӗрӗссине тума пулӑшатех (Матф. 6:33; 10:37; 1 Кор. 7:39). Эсир ӑна шанассипе шанмасси тата итлессипе итлемесси вара хӑвӑртан килет.
11. Хирӗҫ тӑнӑ чухне лӑпкӑ пулма пире Библири мӗнле тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани пулӑшӗ?
11 3. Лайӑх тата япӑх тӗслӗхсенчен вӗренӗр. Библире лӑпкӑ пулмаллине тата Иеговӑна шанмаллине кӑтартакан тӗслӗхсем нумай. Хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсене лӑпкӑ пулма мӗн пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, Синедрион апостолсене ырӑ хыпар сарма чарсан вӗсем хӑраса ӳкмен. Пачах урӑхла, вӗсем хӑюллӑн ҫапла каланӑ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Ап. ӗҫ. 5:29). Хӑйсене хӗнесен те вӗсем хӑраса ӳкмен. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйсемпе пӗрле пулнине, хӑйсене ырланине вӗсем пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӗсем малалла та ырӑ хыпар сарнӑ (Ап. ӗҫ. 5:40—42). Хирӗҫ тӑракансем Стефана вӗлерме тӑнӑ чухне те вӑл питӗ лӑпкӑ пулнӑран унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пекех курӑнса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 6:12—15). Мӗншӗн вӑл ҫав тери лӑпкӑ пулнӑ? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйне ырланине пӗлнӗ.
12. 1 Петр 3:14; 4:14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пире хӗсӗрленӗ чухне мӗншӗн эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр?
12 Иегова апостолсене тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ. Ҫакӑ вӗсемпе пӗрле Турӑ пулнине кӑтартса панӑ (Ап. ӗҫ. 5:12—16; 6:8). Хальхи вӑхӑтра христиансем ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултараймаҫҫӗ. Анчах та Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире ҫапла шантарать: пире хӗсӗрленӗ чухне эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр тата ҫакӑ пирӗнпе пӗрле Туррӑн сывлӑшӗ пулнине кӑтартса парать. (1 Петр 3:14; 4:14 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа мана хӗсӗрлес пулсан эпӗ чӑтса ирттерейӗп-ши тесе ан пӑшӑрханӑр. Ун вырӑнне Иегова хӑвӑра пулӑшасса тата ҫӑласса шанма халех вӗренӗр. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Иисусӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ пекех пирӗн те ҫак сӑмахсене ӗненмелле: «Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ». Тата Иисус «чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр» тесе ҫирӗппӗн каланӑ (Лука 21:12—19). Урӑхла каласан, чӑтӑмлӑ пулсан эпир хамӑр пурнӑҫа ҫӑлса хӑваратпӑрах. Ҫакна та ан манӑр: Иегова хӑйӗн вилнӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене кашнинех астӑвать, вӑл вӗсене чӗртсе тӑратӗ.
13. Лӑпкӑ пулман тата Иеговӑна шанман ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани пирӗншӗн мӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать?
13 Эпир Иеговӑна шанман тата лӑпкӑ пулман ҫынсен тӗслӗхӗсенчен те ӑса вӗренме пултаратпӑр. Ҫак тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшласан эпир вӗсем тунӑ йӑнӑшсене тумӑпӑр. Сӑмахран, Аса патшана илер. Иудӑна эфиопсен тем пысӑкӑш ҫарӗ пырса кӗрсен Аса Иеговӑна шаннӑ, унран пулӑшу ыйтнӑ. Иегова вара ӑна эфиопсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ (2 Ҫулс. 14:9—12). Каярахпа вара Иуда ҫине хӑйӗн пысӑках мар ҫарӗпе Израиль патши Вааса тапӑннӑ. Анчах та ку хутӗнче Аса Иеговӑран пулӑшу ыйтман, вӑл Сири патшине ылтӑнпа кӗмӗл тӳлесе ӑна хӑйсене пулӑшма ыйтнӑ (2 Ҫулс. 16:1—3). Кунҫулӗн юлашки ҫулӗсенче хытӑ чирлесе ӳксен те Аса Иеговӑран пулӑшу ыйтман (2 Ҫулс. 16:12).
14. Аса йӑнӑшӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14 Йывӑр килнӗ чухне малтанах Аса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах та каярах вӑл йывӑрлӑхсене хӑй пӗлнӗ пек татса пама пуҫланӑ. Пӗрре пӑхсан, Аса Сири патшинчен пулӑшу ыйтни лайӑх пек туйӑнма пултарнӑ, ҫавна пула ҫӗршывра тӑнӑҫлӑх пулнӑ. Анчах та ҫак тӑнӑҫлӑх нумая пыман. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Иегова хӑйӗн пророкӗ урлӑ Асӑна ҫапла ӑнлантарнӑ: «Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн» (2 Ҫулс. 16:7). Турӑ панӑ канашсене итлемесӗрех йывӑрлӑхсене татса пама пултаратпӑр тесе шутламалла мар пирӗн. Йышӑну хӑвӑрт тумалла пулсан та пирӗн лӑпкӑ пулмалла тата Иеговӑна шанмалла. Вӑл вара тӗрӗссине тума пулӑшӗ.
15. Библи вуланӑ чухне мӗн тума пулать?
15 4. Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр калама вӗренӗр. Библи вуланӑ чухне лӑпкӑ пулмаллине тата Иеговӑна шанмаллине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисене тӗл пулсан вӗсене пӑхмасӑр калама вӗренӗр. Ҫак сӑвӑ йӗркисене астуса юлма мӗн пулӑшӗ? Вӗсене сасӑпа вулӑр е ҫырса илсе курӑнмалли вырӑна хурӑр. Иегова Иисус Навина кашни кун Саккун кӗнекине вулама хушнӑ. Ҫавна пула Иисус Навин тӗрӗс йышӑнусем тума пултарнӑ. Саккун кӗнекине вулани ӑна хӑюллӑ пулма тата Турӑ халӑхне ертсе пыма пулӑшнӑ (Иис. Н. 1:8, 9). Чӑнах та, Турӑ Сӑмахӗнче хамӑра лӑпланма пулӑшакан сӑвӑ йӗркисем питӗ нумай (Пс. 26:1—3; Ытар. 3:25, 26).
16. Лӑпкӑ пулма тата Иеговӑна шанма пухури тӑвансем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
16 5. Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе хутшӑнӑр. Иегова пире лӑпкӑ пулччӑр тата хӑйӗн ҫине шанччӑр тет. Ҫак тӗлӗшрен вара пире тӑвансем пулӑшма пултараҫҫӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире нумай усӑ кӳреҫҫӗ. Унта эпир докладсене, тӑвансем паракан комментарисене итлесе хавхаланатпӑр тата пӗр-пӗринпе калаҫса савӑнатпӑр (Евр. 10:24, 25). Унсӑр пуҫне, эпир ҫывӑх туса хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа пама пултаратпӑр. Вӑл каланӑ ырӑ сӑмах вара пире йӑпанма, лӑпланма пулӑшать (Ытар. 12:25).
17. Еврейсем 6:19-мӗшӗ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑк йывӑр вӑхӑтсенче те лӑпкӑ пулма пире мӗнле пулӑшать?
17 6. Шанчӑка ҫирӗплетӗр. Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑк «пирӗн чуншӑн якорь пекех», вӑл пире йывӑр вӑхӑтсенче лӑпкӑ пулма пулӑшать. (Еврейсем 6:19 [ҪТ] вуласа парӑр *.) Турӑ мӗн тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл канӑҫсӑрлатакан шухӑшсем пире тек пӑшӑрхантармӗҫ тесе шантарать (Ис. 65:17). Ҫӗнӗ тӗнчере хӑвӑр мӗнле пурӑнассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ун чухне пире хӑратаканни нимӗн те пулмӗ (Мих. 4:4). Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑк ҫинчен ыттисене каласа та эпир хамӑр шанчӑка ҫирӗплететпӗр. Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑвӑр. Вара эсир «вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех» шанчӑка ҫухатмӑр (Евр. 6:11).
18. Пуласлӑхра мӗн пулӗ тата пирӗн мӗн тумалла?
18 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн пирӗн пӑшӑрханмалли те, йывӑрлӑхсем те нумайлансах пырӗҫ. 2021 ҫулхи текст пире лӑпкӑ пулма тата хамӑр вӑй ҫине шанас вырӑнне Иеговӑна шанма пулӑшать. Айтӑр ҫак ҫул хушшинче Иеговӑн ҫак сӑмахӗсем чӑн пулнине хамӑр ӗҫпе кӑтартар: «Сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни» (Ис. 30:15).
8-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн хӳтлӗх
^ 5 абз. 2021 ҫулхи текст халӗ те, пуласлӑхра та Иеговӑна шанмаллине кӑтартать. Ҫак статьяра эпир пире мӗн те пулин пӑшӑрхантарнӑ чухне лӑпкӑ пулма тата Турра шанма мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.
^ 5 абз. Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем психика чирӗпе чирленине пула ним ҫук ҫӗртенех пӑлханса-хӑраса ӳкеҫҫӗ е ним мартанах хытӑ пӑшӑрханма пуҫлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑлханнине Иисус каланӑ пӑшӑрханусемпе пӑтраштармалла мар.
^ 17 абз. Еврейсем 6:19, ҪТ: «Шанчӑк пирӗн чуншӑн якорь пекех, шанчӑклӑ та ҫирӗп, вӑл шала чаршав хыҫнех ҫитет».
^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Кун тӑршшӗпе хӗрарӑм тӑван Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтуса хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине каласа парать.
^ 66 абз. ӲКЕРЧӖК. Усӑллӑ канашсене тупас тесе хӗрарӑм тӑван ӗҫре кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче Библи вулать.
^ 68 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван Библире ҫырса кӑтартнӑ лайӑх тата япӑх тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлать.
^ 70 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван хут татки ҫине хӑй астуса юлас текен сӑвӑ йӗркине ҫырса хурса ӑна холодильник ҫине ҫыпӑҫтарать.
^ 72 абз. ӲКЕРЧӖК. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑванпа хаваслӑн калаҫать.
^ 74 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван пулас пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлать, ҫакӑ унӑн шанчӑкне ҫирӗплетет.