Эсир пӗлетӗр-и?
Чул ҫинче ҫырса хунӑ сӑмахсем Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?
ИЕРУСАЛИМРА Библире асӑннӑ ҫӗршывсен музейӗнче пӗр чул табличка упранать. Ӑна пирӗн эрӑчченхи 700—600 ҫулсенче касса кӑларнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав табличкӑна Израильте Хевронран инҫех мар вырнаҫнӑ вилнисене пытармалли ту хӑвӑлӗнче тупнӑ. Пӗр наука журналӗнче каланӑ тӑрӑх, ун ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Хагафа, Хагав ывӑлне, Саваоф Яхве ылхантӑр». Ҫак табличка Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать? Вӑл ҫакна кӑтартать: авалхи вӑхӑтра ҫынсем Туррӑн ятне лайӑх пӗлнӗ тата унпа кулленхи пурнӑҫра усӑ курнӑ. Ун чухне Туррӑн ятне авалхи еврей чӗлхинчи тӑватӑ хупӑ саспаллипе ҫырнӑ. Вӗсене чӑваш саспаллисемпе ЙХВХ тесе ҫыраҫҫӗ, каласса вара «Иегова» е «Яхве» тесе калаҫҫӗ. Вилнисене пытармалли ту хӑвӑлӗсенче шал енче ҫырса хунӑ сӑмахсем хушшинче Туррӑн ячӗ тата тӗрлӗ ҫынсен ячӗсем тӗл пулаҫҫӗ, хӑш-пӗр ятсене вара Турӑ ячӗн пайӗ кӗнӗ.
Джорджири (АПШ) университетра ӗҫлекен Рейчел Набулси лингвист ҫакӑн ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «ЙХВХ ятпа час-часах усӑ курни пире хӑш-пӗр япаласене ӑнланма пулӑшать. [...] Ту хӑвӑлӗсенче ҫырнӑ сӑмахсем тата [Библири] текстсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: Израильте тата Иудӑра пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫӗнче ЙХВХ ятли пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ». Авалхи еврей чӗлхипе ҫырнӑ Библире те Туррӑн ячӗ тата Туррӑн ячӗ пайӗ кӗрекен ҫынсен ячӗсем пин-пин хут тӗл пулаҫҫӗ.
Чул ҫинче касса ҫырнӑ «Саваоф Яхве» сӑмахсем «ҫӳлти ҫарсен Пуҫлӑхӗ Иегова» тенине пӗлтереҫҫӗ. Ӗлӗк-авал Туррӑн ячӗ кӑна мар, ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ те анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ пулас. Ҫакӑ та Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать. Унта «ҫӳлти ҫарсен Пуҫлӑхӗ Иегова» тата ҫавӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, сӑмахран, «Иегова — ҫӳлти ҫарсен Турри», 283 хут тӗл пулаҫҫӗ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ытларах чухне Исаия, Иеремия тата Захария ҫырнӑ кӗнекесенче тупма пулать.