Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене сӑнаса тӑрать

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене сӑнаса тӑрать

«Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче» (ПС. 32:18).

4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иисус Иеговӑна кӗлтуса хӑйӗн вӗренекенӗсене хӳтӗлеме ыйтнӑ?

 ХӐЙ вилес умӗнхи каҫ Иисус ҫӳлти Ашшӗне кӗлтуса хӑйӗн вӗренекенӗсене хӳтӗлеме ыйтнӑ (Иоанн 17:15, 20). Паллах, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене яланах сӑнаса тӑрать, вӑл вӗсемшӗн тӑрӑшать тата хӳтӗлет. Апла пулин те, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине Шуйттан хаяррӑн тапӑнасса пӗлнӗ. Шуйттана хирӗҫ тӑрас тесен вӗсене Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнине вӑл ӑнланнӑ.

2. Мӗншӗн пирӗн йывӑрлӑхсенчен хӑрамалла мар? (Псалом 32:18—20).

2 Шуйттан тытса тӑракан ҫак усал тӗнчере чӑн христиансем нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав йывӑрлӑхсене пула пирӗн ал усӑнма пултарать. Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахма та пултаратпӑр. Ҫак статья Иегова пире сӑнаса тӑнине тата пирӗн нимӗнрен те хӑрамалла маррине аса илтерӗ. Иегова эпир мӗн тӳснине курать тата вӑл пире ялан пулӑшма хатӗр. Айтӑр Иеговӑн «куҫӗ... Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче» пулнине кӑтартакан Библири икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. (Псалом 32:18—20 вуласа парӑр.)

ХАМӐРА ПӖЧЧЕН ПЕК ТУЙНӐ ЧУХНЕ

3. Мӗншӗн эпир хамӑра пӗччен пек туйма пултаратпӑр?

3 Иеговӑн организацийӗнче пирӗн тӑвансем нумай пулсан та, эпир хӑш-пӗр чухне хамӑра пӗччен пек туйма пултаратпӑр. Сӑмахран, яшсемпе хӗрсем шкулта хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен класс умӗнче каласа панӑ чухне хӑйсене пӗччен пек туйма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ пухӑва куҫса кайнӑ ҫӑмрӑксене те пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса лартма пултарать. Пирӗнтен хӑш-пӗрисем хуйха ӳкеҫҫӗ, йывӑр туйӑмсемпе хамӑнах кӗрешмелле тесе шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир ыттисем хамӑра ӑнланмасран хӑраса хамӑр мӗн туйнине никама та каласа памастпӑр, эпӗ никама та кирлӗ мар тесе те шутлама пултаратпӑр. Ҫак е урӑх сӑлтавсене пула пире пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса лартсан, эпир хамӑра мӗскӗн те ниме тӑман ҫын пек туйма пултаратпӑр. Тӑвансем, тархасшӑн, ҫакна асра тытӑр: Иегова пире ҫавӑн пек туйӑмсенчен хӑтарасшӑн. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

4. Мӗншӗн Илия пророк «пӗр эпӗ юлтӑм» тесе каланӑ?

4 Айтӑр Илия пророкпа мӗн пулса тухнине аса илер. Вӑл 40 кун хушши Иезавель патша майринчен тарса ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна вӗлересшӗн пулнӑ (3 Патш. 19:1—9). Юлашкинчен вара Илия ту хӑвӑлӗнче пытанса ларнӑ чухне чунӗ тӑвӑнса ҫитнӗрен Иеговӑна: «Пӗр эпӗ юлтӑм»,— тенӗ (3 Патш. 19:10). Тӗрӗссипе каласан вара, ҫӗршывра ытти пророксем те пулнӑ. Сӑмахран, Авдий усал Иезавель аллинчен 100 пророка хӑтарнӑ (3 Патш. 18:7, 13). Мӗншӗн-ха вара Илияна пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илнӗ? Вӑл ҫӑлӑнса юлнӑ пророксене вӗлернӗ тесе шутланӑ-ши? Кармил тӑвӗ ҫинче мӗн пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеговӑшӑн никам та ӗҫлеме пуҫламан тесе шутланӑран вӑл хӑйне пӗчченӗн туйнӑ-ши? Хӑйне тӑшмансем вӗлересшӗн пулни ҫинчен никам та пӗлмест тата пурте ун ҫинчен манса кайнӑ тесе шутланӑ-ши вӑл? Илиян мӗнле шухӑшсем пулнине Библире тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса паман. Анчах та ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: Иегова мӗншӗн Илия хӑйне пӗччен пек туйнине ӑнланнӑ, ӑна мӗнле пулӑшмаллине те пӗлнӗ.

Хамӑра пӗччен пек туйнӑ чухне Иегова Илия пророка мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле йӑпатма пултарать? (5, 6 абзацсене пӑхӑр)

5. Илия хӑйне пӗччен пек ан туйтӑр тесе Иегова мӗн тунӑ?

5 Иегова Илияна пулӑшас тесе мӗн-мӗн тунӑ? Ӑна калаҫтарса ярас тесе Иегова икӗ хут: «Мӗншӗн кунта эсӗ, Илия?» — тесе ыйтнӑ (3 Патш. 19:9, 13). Пророк чунне уҫса панӑ чухне Иегова ӑна кашнинче тимлӗ итленӗ. Кайран Турӑ ӑна хӑйӗн хӑватне кӑтартса унпа юнашар пулнине кӑтартнӑ тата Илиясӑр пуҫне хӑйне нумай Израиль ҫынни пуҫҫапать тесе каланӑ. Ҫапла пророк хӑй пӗччен пулманнине ӑнланса илнӗ (3 Патш. 19:11, 12, 18). Хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине Иеговӑна уҫса парсан тата Иегова хуравланине курсан, Илияна ӗнси ҫинчен йывӑр ҫӗклеме илсе пӑрахнӑн туйӑннӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова Илияна темиҫе яваплӑ ӗҫ шанса панӑ. Вӑл ӑна Азаила Сири патши пулма, Ииуя Израиль патши пулма, Елисея пророк пулма ҫу сӗрме хушнӑ (3 Патш. 19:15, 16). Ҫав ӗҫсене тума хушса Иегова Илияна лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Иегова ӑна пӗрле ӗҫлемешкӗн тата тус пулмашкӑн Елисея та панӑ. Пире те пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса лартсан, Иегова пулӑшнине туяс тесен мӗн тумалла-ши?

6. Пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса лартсан мӗн ҫинчен кӗлтума пулать? (Псалом 61:9).

6 Иегова эсӗ ӑна хӑвӑн чӗрере мӗн пуррине уҫса парасса кӗтет. Вӑл эсӗ мӗн тӳснине курать тата сана кирек хӑш вӑхӑтра та итлеме хатӗр тесе шантарать (1 Фес. 5:17). Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисене хапӑл тӑвать (Ытар. 15:8). Пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса лартсан мӗн ҫинчен кӗлтума пулать? Илия пекех, Иеговӑна хӑвӑн йывӑрлӑхусем ҫинчен, вӗсене пула хӑв мӗн туйни ҫинчен ним пытармасӑр каласа пар. (Псалом 61:9 вуласа парӑр.) Йывӑр туйӑмсене пӗтерес тесе мӗн тумаллине кӑтартма ыйт. Эсӗ шкулта хӑв мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама хӑратӑн тата хӑвна тӑр пӗччен пек туятӑн пулсан, кӗлӗре хӑюлӑх ыйт. Кирлӗ сӑмахсем тупма тата хисеплӗн калаҫма ӑслӑлӑх ыйтма пулать (Лука 21:14, 15). Хуйха ӳкрӗн пулсан Иеговӑна опытлӑ тӑванпа калаҫма пулӑшсам тесе кӗлту, ҫав тӑван сана ӑнланма, хӗрхенме пултартӑр тесе ыйт. Чӗрӳнте мӗн пуррине ҫӳлти Аҫуна каласа пама ан вӑтан. Иегова кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курма тӑрӑш тата ыттисен пулӑшӑвне сирсе ан яр. Вара эсӗ хӑвна тӑр пӗччен пек туймӑн.

Эсир ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма тата тӗрлӗ тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме майсем шыратӑр-и? (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Маурисио тӗслӗхӗнчен эсӗ мӗне вӗрентӗн?

7 Иегова пире пурне те питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ. Ан иккӗлен: вӑл эсӗ пухура тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн тунине курать тата хаклать (Пс. 109:3). Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑни пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме мӗнле пулӑшать-ши? Маурисио * ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен унӑн пӗр ҫывӑх тусӗ Иеговӑран сивӗнме пуҫланӑ. Маурисио ҫапла аса илет: «Вӑл чӑнлӑха хӑварсан эпӗ хам пирки шутласа кайрӑм: эпӗ Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлайӑп-ши, унӑн ҫемйинче пулма тивӗҫлӗ пулайӑп-ши? Хама пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туяттӑмччӗ тата мана никам та ӑнланмасть тесе шутлаттӑмччӗ». Маурисио тӑвана мӗн пулӑшнӑ-ши? «Эпӗ час-часах ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм,— тет вӑл.— Ҫавна пула хам ҫинчен тата хам мӗн туйни ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫӳреме пӑрахрӑм. Тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑни мана нумай савӑнӑҫ кӳретчӗ тата эпӗ хама пӗччен пек туймастӑмччӗ». Чӑнах та, эпир тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма ҫӳрейместпӗр пулсан та, пӗрле ҫырусем ҫырни тата телефонпа ырӑ хыпар калани вӑй кӗртет. Маурисио тӑвана тата мӗн пулӑшнӑ? Вӑл малалла ҫапла калать: «Эпӗ пухушӑн ытларах тума пуҫларӑм. Вӗренмелли заданисене тӗплӗн хатӗрленсе туса параттӑм. Вара Иегова та, ыттисем те хама хакланине туяттӑм».

ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ЙӐТӐНСА АНСАН

8. Йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан эпир хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр?

8 Юлашки кунсенче йывӑр вӑхӑтсем пуласса эпир пӗлетпӗр (2 Тим. 3:1). Ҫапах та хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пире аптратса ӳкерме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир укҫасӑр тӑрса юлма, йывӑр чирлесе ӳкме е ҫывӑх ҫынна ҫухатма пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне хуйха ӳкни те пулкалать. Йывӑрлӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри е пурте пӗр харӑс йӑтӑнса анни вара пуссах лартать. Анчах та ан манӑр: Иегова пире пӑрахмасть тата вӑл пулӑшнипе эпир пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.

9. Иов ҫине мӗнле йывӑрлӑхсем йӑтӑнса аннӑ?

9 Айтӑр Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенне, Иова, мӗнле пулӑшнине аса илер. Кӗске вӑхӑт хушшинче ун ҫине нумай инкек йӑтӑнса аннӑ. Пӗр кунрах унӑн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхӗ те, тарҫисем те вилсе пӗтнӗ, чи хӑрушши вара — вӑл хӑйӗн юратнӑ ачисене ҫухатнӑ (Иов 1:13—19). Иовӑн чӗри питӗ хытӑ ыратнӑ, юлашкинчен вара ӑна хӑйне те «хаяр тилҫе сырса» илнӗ (Иов 2:7). Ытла та хытӑ хуйхӑрнӑран Иов: «Ӗнтӗ пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ»,— тесе каланӑ (Иов 7:16).

Иова юратни пирки шантарас тесе Иегова ӑна хӑй пултарнисемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен аса илтернӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Иегова Иова йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Иегова ҫавӑн чухне Иова сӑнаса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенне юратнӑ, ҫавӑнпа та ӑна йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшнӑ. Иегова Иовпа калаҫса илнӗ, ӑна хӑйӗн иксӗлми ӑслӑлӑхӗ ҫинчен тата хӑй пултарнисемшӗн тӑрӑшни ҫинчен аса илтернӗ. Вӑл Иова хӑй тунӑ тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен шухӑшлаттарнӑ (Иов 38:1, 2; 39:9, 13, 19, 27; 40:10, 20, 21). Тата Иова йӑпатмашкӑн, ҫирӗплетмешкӗн ун патне ҫамрӑк Елиуя янӑ. Елиуй ӑна Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн яланах пиллет тесе шантарнӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Елиуя Иова ыррӑн канаш пама хавхалантарнӑ. Елиуй Иова унӑн хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шухӑшламалла маррине ӑнланма пулӑшнӑ тата Иеговӑпа, Ҫут тӗнчене Тӑваканпа, танлаштарсан эпир ҫав тери пӗчӗк пулнине аса илтернӗ (Иов 37:14). Турӑ Иова пӗр ӗҫ те хушнӑ. Унӑн Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тунӑ хӑйӗн виҫӗ юлташӗшӗн кӗлтумалла пулнӑ (Иов 42:8—10). Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан вара Иегова пире мӗнле пулӑшать?

11. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Библи мӗнле пулӑшма пултарать?

11 Паян Иегова пирӗнпе Иовпа калаҫнӑ пек калаҫмасть. Анчах та эпир Библи вуласа вӑл мӗн каланине илтетпӗр теме пулать (Рим 15:4). Вӑл пире шанчӑк парса йӑпатать. Айтӑр инкеклӗ вӑхӑтра пулӑшма пултаракан Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене аса илер. Иегова пире нимӗн те, хӑрушӑ инкек те, хӑйӗн «юратӑвӗнчен... уйӑраяс ҫук» тесе сӑмах парать (Рим 8:38, 39). Тата, Библире каланӑ тӑрӑх, «Хӑйне таса чӗререн чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх» (Пс. 144:18). Унсӑр пуҫне, Иегова пире, эпир хӑйӗн ҫине шанатпӑр пулсан, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратпӑр тесе тата вӗсене пӑхмасӑрах савӑнма пӑрахмастпӑр тесе шантарать (1 Кор. 10:13; Иак. 1:2, 12). Библи ҫакна та аса илтерет: Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа танлаштарсан, хальхи йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ (2 Кор. 4:16—18). Иегова кама пула эпир йывӑрлӑхсем тӳсетпӗр, ҫавсене — Шуйттанпа усал ҫынсене — пӗтерӗп тесе сӑмах парать (Пс. 36:10). Хӑвӑра йӑпатакан тата пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисене астуса юлсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

12. Иегова пире мӗн тума хавхалантарать?

12 Иегова пире кашни кун Библи вулама тата мӗн вулани ҫинчен тарӑн шухӑшлама хавхалантарать. Хамӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ куратпӑр пулсан вара, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет тата эпир хамӑр ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланса пыратпӑр. Ҫавна пула пирӗн йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӑй пулать. Унсӑр пуҫне, хӑйӗн Сӑмахне шанакансене Иегова святой сывлӑш парать. Ҫав сывлӑш пире пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттермешкӗн «ытла та пысӑк хӑват» пама пултарать (2 Кор. 4:7—10).

13. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура парса тӑракан апат йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшать?

13 Иегова пулӑшнипе шанчӑклӑ та ӑслӑ чура пирӗн валли сӑнарлӑ апат хатӗрлесе парать (Матф. 24:45). Пирӗн хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетекен тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан питӗ нумай статья, юрӑ, видео пур. Иегова пире сӗтел тулли сӑнарлӑ апат хатӗрлесе парать. Айтӑр ҫав сӗтел хушшинчен выҫӑ тухар мар. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пӗр хӗрарӑм тӑван сӑнарлӑ апатшӑн хӑй мӗншӗн пархатарлӑ пулни ҫинчен ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑшӑн 40 ҫул хушши ӗҫлесе тӑратӑп. Ҫак ҫулсем хушшинче ман ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманни темиҫе хутчен те тӗрӗсленнӗ». Ҫав хӗрарӑм тӑван хура-шур нумай курнӑ. Унӑн кукашшӗ ӳсӗр водителе пула пурнӑҫне ҫухатнӑ, ашшӗ-амӑшӗ йывӑр чирпе чирлесе вилнӗ. Вӑл хӑй вара рак чирӗпе икӗ хутчен те кӗрешнӗ. Веҫех чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл малалла ҫапла калать: «Иегова мана нихӑҫан та хӑварман. Вӑл шанчӑклӑ та ӑслӑ чура урлӑ парса тӑракан сӑнарлӑ апат мана парӑнма памасть. Акӑ мӗншӗн эпӗ те Иов пекех: „Мӗн виличченех хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп“,— теме пултаратӑп» (Иов 27:5, ҪТ).

Эпир пухури тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Йывӑр вӑхӑтра Иегова пире тӑвансем урлӑ мӗнле пулӑшса тӑрать? (1 Фессалоника 4:9).

14 Иегова пире, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, тӑвансене йывӑр килнӗ чухне йӑпатмалла тата юратмалла тесе вӗрентет (2 Кор. 1:3, 4; 1 Фессалоника 4:9 вуласа парӑр). Йывӑр вӑхӑтра пирӗн ӗненӳ ан хавшатӑр тесе тӑвансем, Елиуй пекех, пире пулӑшма васкаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 14:22). Тӗслӗхрен, Дианӑн упӑшки йывӑр чирлесе ӳксен пухури тӑвансем ӑна чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрса юлма пулӑшнӑ. «Чӑтма ҫук йывӑрччӗ,— тесе калать Диана.— Анчах та ҫав уйӑхсем хушшинче Иегова пире юратса ал ҫинче йӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнатчӗ. Тӑвансем яланах ҫумраччӗ. Вӗсем пирӗн пата шӑнкӑравлатчӗҫ, кӗрсе тухатчӗҫ тата ыталатчӗҫ. Ҫакӑ пире ҫирӗп пулма пулӑшрӗ. Эпӗ машинӑпа ҫӳрейместӗп, ҫавӑнпа та тӑвансем мана пухӑва тата хам пултарнӑ чухне ырӑ хыпар сарма илсе ҫӳретчӗҫ». Пирӗн ҫавӑн пек юратакан тӑвансем пурришӗн эпир питӗ савӑнатпӑр.

ИЕГОВА ХАМӐРШӐН ЮРАТСА ТӐРӐШНӐШӐН ЭПИР ПИТӖ ПАРХАТАРЛӐ

15. Мӗншӗн хамӑр кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарасси пирки эпир иккӗленместпӗр?

15 Пирӗн пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Анчах та куртӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн вӗсене пӗччен тӳссе ирттермелле пулмӗ. Юратакан ҫӳлти Атте Иегова пире сӑнаса тӑрать. Вӑл яланах юнашар, итлеме тата пулӑшма хатӗр (Ис. 43:2). Иегова пулӑшнипе пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарасси пирки эпир иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен ҫирӗп пулма мӗн кирлине вӑл пире веҫех парать. Пирӗн Иеговӑна кӗлтума май пур. Вӑл пире Библи панӑ, сӑнарлӑ апата та ытлӑ-ҫитлӗ парса тӑрать. Унсӑр пуҫне, пирӗн юратакан та ялан пулӑшма хатӗр тӑвансем пур.

16. Иегова яланах пирӗншӗн юратса тӑрӑштӑр тесен мӗн тумалла?

16 Пирӗн хамӑра сӑнаса тӑракан ҫӳлти Атте пурри мӗн тери пысӑк телей! «Пирӗн чӗремӗр Уншӑн савӑнать» (Пс. 32:21). Иегова хамӑршӑн юратса тӑрӑшнине хаклатпӑр пулсан, вӑл пире мӗн панишӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулӑпӑр. Иегова пирӗншӗн малалла та тӑрӑштӑр тесен мӗн тумалла-ши? Айтӑр яланах ӑна итлер тата уншӑн мӗн ырӑ, ҫавна тӑвар. Вара Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗрех сӑнаса тӑрӗ (1 Петр 3:12).

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

^ Хальхи пурнӑҫ йывӑрлӑхсемпе тулнӑ. Иегова пулӑшмасӑр эпир вӗсене татса параймастпӑр. Ҫак статья пире Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшнине аса илтерӗ. Иегова пирӗнтен кашни мӗн-мӗн тӳснине курса тӑрать тата хамӑра шӑп мӗн кирлине парать.

^ Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.