32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Яшсемпе хӗрсем, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума ан пӑрахӑр
«Яланах чӑнлӑха юратса... пур тӗлӗшпе те... ӳссе ҫитӗнӗпӗр» (ЭФ. 4:15).
56-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑхпа пурӑн
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Нумай ҫамрӑк мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ?
КАШНИ ҫул пин-пин ҫамрӑк шыва кӗрет. Эсӗ те вӗсем хушшинче пулсан пухури тӑвансем те, Иегова та саншӑн питӗ савӑнаҫҫӗ (Ытар. 27:11). Эсӗ хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем тунӑ та ӗнтӗ. Эсӗ тӑрӑшса Библи вӗреннӗ, тен, темиҫе ҫул та, вара Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ӑнланнӑ. Чи кирли вара — эсӗ ҫак сӑваплӑ кӗнекен Авторне пӗлсе юратма пуҫланӑ. Юлашкинчен вара хӑвна Иеговӑна халалланӑ та шыва кӗнӗ. Эсӗ тӗрӗс тунӑ!
2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Шыва кӗриччен санӑн йывӑрлӑхсем пулнӑ паллах. Вӗсене пула эсӗ Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе юлманни тӗрӗсленнӗ. Анчах та ҫитӗннӗ май йывӑрлӑхсем татах пулаҫҫӗ. Шуйттан сана Иеговӑна юратма тата уншӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахтарма хӑтланӗ (Эф. 4:14). Ӑна ҫакна тума ан пар! Эсӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑна шанчӑклӑ пулма сӑмах панӑ. Хӑв панӑ сӑмаха тытма сана мӗн пулӑшӗ? Хӑв тунӑ ҫитӗнӳсемпе ан ҫырлах, малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма вӑй хур (Евр. 6:1). Халӗ вара хӑвна пулӑшма пултаракан канашсене пӑхса тухар.
ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТӐВАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
3. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та пур христианинӑн мӗн тумалла?
3 Пирӗн пурин те шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Павел Эфесри христиансене панӑ канаша итлемелле. Вӑл вӗсене «аталанса ҫитнӗ арсем» пулса пымалла тенӗ (Эф. 4:13, ҪХ). Урӑхла каласассӑн, вӗсен малалла та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тумалла пулнӑ. Павел ҫакна ача ҫитӗннипе танлаштарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пепкине юратаҫҫӗ тата унпа мухтанаҫҫӗ. Анчах та ача яланах пӗчӗк пулмасть. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн хӑйне ачалла тытма пӑрахмалла (1 Кор. 13:11). Христиансем пирки те ҫаплах калама пулать. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӗсен пӗр вырӑнта тӑмалла мар. Чӑнлӑхра малалла та ҫитӗнӳсем тума вӗсене мӗн пулӑшӗ? Айтӑр пӑхса тухар.
4. Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑвас тесен мӗн тумалла? (Филиппӑ 1:9). Ӑнлантарса пар.
4 Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратса пыр. Эсӗ Иеговӑна питӗ хытӑ юрататӑн паллах. Ҫав-ҫавах эсӗ ӑна тата хытӑрах юратма пултаратӑн. Павел апостол ҫакна мӗнле тумаллине Филиппӑ 1:9-мӗшӗнче (вуласа парӑр) ҫырса панӑ. Вӑл Филиппӑри тӑвансен юратӑвӗ «ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ» тесе кӗлтунӑ. Апла пулсан, эпир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пултаратпӑр. Юрату ӳстӗр тесен вара Туррӑн ирӗкне «пӗлнӗҫемӗн пӗлекен, пурне те тарӑннӑн куракан пулса» пымалла. Иеговӑна пӗлсе пырса эпир ӑна вӑйлӑрах юрататпӑр тата унӑн лайӑх енӗсемпе ӗҫӗсене хытӑрах хаклатпӑр. Пирӗн Иеговӑна савӑнтарас кӑмӑл вӑйланса пырать тата эпир ӑна кӳрентерекен ӗҫсенчен пӑрӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир унӑн ирӗкне тата ӑна юраса пурӑнас тесен мӗн тумаллине ӑнланма тӑрӑшатпӑр.
5, 6. Иеговӑна хытӑрах юратас тесен мӗн тумалла? Ӑнлантарса пар.
5 Иисус ҫинчен пӗлсе пырса та эпир Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пур тӗлӗшрен те хӑйӗн Ашшӗ пекех (Евр. 1:3). Иисус ҫинчен ытларах пӗлмелли чи лайӑх май вара — Евангелисене тӗпчени. Эсӗ Библие кашни кун вулатӑн-и? Ҫук пулсан, тен, паянтан вулама пуҫламалла? Иисус ҫинчен вуланӑ чухне вӑл мӗнлерех ҫын пулнине курма тӑрӑш. Сӑмахран, ҫынсем Иисус патне пыма хӑраман. Ун патне ачасене илсе пырсан, вӑл вӗсене ыталанӑ (Марк 10:13—16). Иисус ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Вӗренекенӗсем хӑйсем мӗн шутланине ӑна калама вӑтанса тӑман (Матф. 16:22). Ҫак тӗлӗшрен Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗнчен тӗслӗх илнӗ. Апла пулсан, Иегова та пирӗн кӗлӗсене итлет. Эпир ӑна хамӑр чӗрере мӗн пуррине веҫех каласа пама пултаратпӑр. Эпир пӗлетпӗр: вӑл пире айӑпламӗ, мӗншӗн тесен вӑл пире юратать тата пирӗншӗн тӑрӑшать (1 Петр 5:7).
6 Иисус ҫын хуйхине чӗре патне илнӗ. Матфей апостол ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ» (Матф. 9:36). Иегова вара пирӗн ҫине мӗнле пӑхать? Иисус: «Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар»,— тенӗ (Матф. 18:14). Ҫак сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ ытларах эпир Иисус ҫинчен пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах эпир Иеговӑна юрататпӑр.
7. Мӗншӗн Иеговӑна хытӑ ӗненекен тӑвансемпе хутшӑнмалла?
7 Иеговӑна хытӑрах юратас тесен, ҫитӗнӳсем тӑвас тесен тата мӗн тума пулать? Иеговӑна хытӑ ӗненекен хӑвӑн пухури тӑвансемпе ҫывӑхрах хутшӑн. Вӗсем мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулнине эсӗ куратӑн-и? Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнишӗн ҫав тӑвансем пӗртте кулянмаҫҫӗ. Вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май хӑйсемпе мӗн-мӗн пулса иртнине каласа кӑтартма ыйт. Пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тумалла чухне вара вӗсенчен канаш ыйт, мӗншӗн тесен, Библире каланӑ тӑрӑх, «канаш паракан ҫителӗклӗ чухне» ӗҫ ӑнса пырать (Ытар. 11:14).
8. Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулни пирки иккӗленме пуҫласан мӗн тумалла?
8 Иккӗленӳсене сирсе яр. Иккӗмӗш абзацра каларӑмӑр ӗнтӗ, Шуйттан сана ҫитӗнӳсем тума чӑрмантарсах тӑрӗ. Сӑмахран, вӑл эволюци теорийӗпе усӑ курса Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулни пирки иккӗлентерсе яма пултарать. Пӗчӗккӗ пулнӑ чухне эсӗ эволюци пирки илтмен те пулӗ. Халӗ вара сана, тен, шкулта ун ҫинчен нумай каласа параҫҫӗ. Вӗрентекенсем мӗн калани тӗрӗс, ӗнентерӳллӗ пек туйӑнма пултарать. Анчах та вӗсем Турӑ пурне те тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене шыраман та тен. Ытарӑшсем 18:17-мӗшӗнче мӗн каланине аса ил-ха: «Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать». Шкулта мӗн каланине пурне те тӳрех ӗненсе лартас вырӑнне Библире — Турӑ Сӑмахӗнче — мӗн ҫырнине тӗпче. Пирӗн публикацисенче мӗн каланине шыраса пӑх тата унччен эволюцие ӗненнӗ тӑвансемпе калаҫса ил. Вӗсем юратакан, пурне те пурнӑҫ панӑ Турӑ пуррине мӗншӗн ӗненнине ыйтса пӗл. Вара эсӗ Турӑ чӑнах та пуррине хытӑрах ӗненме пуҫлӑн.
9. Мелисса тӗслӗхӗнчен эсӗ мӗне вӗренетӗн?
9 Мелисса * ятлӑ ҫамрӑк тӑван пурне те Турӑ тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене пӑхса тухнӑ. Ҫакӑ ӑна хӑйӗн иккӗленӗвӗсене сирсе яма пулӑшнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Шкулта эволюци ҫинчен питӗ ӗнентерӳллӗн калаҫҫӗ. Малтанах эпӗ ҫак ыйтӑва тӗпчесшӗнех марччӗ, мӗншӗн тесен эволюцие ӗненме пуҫласран хӑраттӑм. Анчах та эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: Иегова пирӗн ӗненӳ ҫирӗплетӳсем ҫинче тытӑнса тӑтӑр тет. Ҫавӑнпа пурне те Турӑ тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене шырас терӗм. Эпӗ „Существует ли заботливый Творец?“ кӗнекене, „Пурнӑҫа пултарнӑ-и?“ тата „У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа“ брошюрӑсене вуласа тухрӑм. Ҫакӑ шӑпах мана мӗн кирли пулчӗ. Мӗншӗн эпӗ вӗсене маларах вуламан-ши?»
10, 11. Хӑвна таса упрама мӗн пулӑшӗ? (1 Фессалоника 4:3, 4).
10 Ҫылӑх тӑвас туртӑма сирсе яр. Яш чухне ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑм питӗ вӑйлӑ пулма пултарать. Ыттисем те сана ҫавна тума хистеме пултараҫҫӗ. Эсӗ хӑвӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайсан Шуйттан питӗ савӑнӗ. Хӑвна таса упрама мӗн пулӑшӗ? (1 Фессалоника 4:3, 4 вуласа парӑр.) Иеговӑна хӑв мӗн туйнине каласа пар тата унран ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа кӗрешме вӑй ыйт (Матф. 6:13). Иегова сана айӑпласшӑн пулнине мар, пулӑшасшӑн пулнине асра тыт (Пс. 102:13, 14). Библи вулани те сана пулӑшма пултарӗ. Малтанхи абзацра асӑннӑ Мелисса таса мар шухӑшсемпе кӗрешнӗ. «Кашни кун Библи вулани мана ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма пулӑшрӗ. Ҫакӑ эпӗ хама Иеговӑна халалланине тата уншӑн ӗҫлесшӗн пулнине аса илтерсе тӑчӗ»,— тет вӑл (Пс. 118:9).
11 Йывӑрлӑха хамах татса паратӑп тесе ан шутла. Хӑвна мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен аҫу-аннӳне каласа пар. Паллах, ҫакӑн пек тема ҫинчен калаҫма аван мар пулма пултарать. Анчах та ҫакна тумаллах. Мелисса ҫапла калать: «Эпӗ кӗлӗре Иеговӑран хӑюлӑх ыйтрӑм та хамӑн йывӑрлӑх ҫинчен аттене каласа патӑм. Аттепе калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫӑмӑллӑх туйса илтӗм. Иегова хампа мухтаннине эпӗ пӗлеттӗм».
12. Тӗрӗс йышӑнусем тума мӗн пулӑшӗ?
12 Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма вӗрен. Ӳссе пынӑҫемӗн аҫу-аннӳ сана ытларах ирӗк парать, вара санӑн хӑвӑн йышӑнусем тумалла пулать. Анчах та опыт ҫуккине пула эсӗ Иеговӑпа хӑв хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаракан йышӑнусем тума пултаратӑн. Ҫавӑн пекки пулса ан тухтӑр тесен вара мӗн тумалла? (Ытар. 22:3). Кари ятлӑ хӗрарӑм тӑвана тӗрӗс йышӑнусем тума ҫакна ӑнланни пулӑшнӑ: чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианина кашни лару-тӑру валли правило кирлӗ мар. «Правилӑсене кӑна шырамалла мар, Библири принципсене ӑнланмалла»,— тет Кари. Библи вуланӑ чухне хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эпӗ Иегова мӗнле шухӑшлани пирки мӗн пӗлтӗм? Вӗсенче хама тӗрӗс тытма пулӑшакан принципсем пур-и? Ҫав принципсене тытса тӑни мана мӗнле усӑ парать?» (Пс. 18:8; Ис. 48:17, 18). Библи вуласан тата унти принципсем ҫинчен шухӑшласан, сана Иеговӑна савӑнтаракан йышӑнусем тума ҫӑмӑлтарах пулӗ. Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн эсӗ вӑл мӗнле шухӑшланине ӑнланса пырӑн, вара сана кашни лару-тӑру валли уйрӑм правило кирлӗ пулмӗ.
13. Лайӑх туссем сана мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Ытарӑшсем 13:21).
13 Иеговӑна юратакан тӑвансемпе туслаш. Каларӑмӑр ӗнтӗ, туссене тӗрӗс суйлани чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. (Ытарӑшсем 13:21 вуласа парӑр.) Акӑ Сара ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахнӑ. Телее, Сара лайӑх туссем тупнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ шӑп кирлӗ вӑхӑтра лайӑх туссем тупрӑм. Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑванпа эпир кашни эрнерех „Хурал Башнине„ сӳтсе яваттӑмӑр. Тепри вара мана тӗлпулусенче комментарисем пама хавхалантарчӗ. Вӗсем пулӑшнине пула эпӗ хам тӗллӗн Библи тӗпчеме тата кӗлтума май пуррине ытларах хаклама пуҫларӑм. Эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхлантӑм тата хама каллех телейлӗ туйрӑм».
14. Джулиен лайӑх туссене мӗнле тупнӑ?
14 Хӑвӑн ҫине лайӑх витӗм кӳме пултаракан туссене ӑҫтан тупма пулать-ши? Джулиен ятлӑ старейшина хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илсе ҫапла калать: «Ырӑ хыпар сарнине пула эпӗ шанчӑклӑ туссем тупрӑм. Ҫав тӑвансем питӗ хастарччӗ. Вӗсене пула эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫ савӑнӑҫ кӳнине кураттӑм. Вара Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме тӗллев лартрӑм. Эпӗ ҫакна та ӑнлантӑм: лайӑх туссене тупас тесен манӑн хамӑн тантӑшсемпе кӑна мар, тӗрлӗ ҫулхи тӑвансемпе те туслашма тӑрӑшмалла. Каярахпа, Вефильте ӗҫлеме пуҫласан, манӑн унта та Иеговӑна юратакан туссем тупӑнчӗҫ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне тимлӗрех пулма пулӑшрӗ. Ҫавна пула эпӗ Иеговӑпа тата хытӑрах ҫывӑхлантӑм».
15. Павел Тимофея мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? (2 Тимофей 2:20—22).
15 Пухури пӗр-пӗр тӑван хӑвӑн ҫине япӑх витӗм кӳнине асӑрхарӑн пулсан мӗн тумалла? Пӗрремӗш ӗмӗрте те хӑш-пӗр христиансен Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулман. Павел апостол ҫакна пӗлнӗ, ҫавӑнпа Тимофея ҫав ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнасран асӑрхаттарнӑ. (2 Тимофей 2:20—22 вуласа парӑр.) Эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха питӗ хаклатпӑр. Ҫав туслӑха аталантарас тесе эпир нумай вӑй хунӑ. Никама та хӑвна Иеговӑран сивӗтме ан пар (Пс. 25:4).
ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТӐВАС ТЕСЕН МӖНШӖН ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТМАЛЛА?
16. Мӗнле тӗллевсем лартсан лайӑх пулать?
16 Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшакан тӗллевсем ларт. Ӗненӗве ҫирӗплетес тесе тата лайӑхланса пырас тесе тӗллевсем ларт (Эф. 3:16). Сӑмахран, тен, эсӗ кашни кун Библи вулама тата ӑна тӑтӑшах тӗпчеме шут тытӑн (Пс. 1:2, 3). Час-часах тата чун-чӗререн кӗлтума та тӗллев лартма пулать. Унсӑр пуҫне, тен, эсӗ вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тӗлӗшрен асӑрхануллӑрах пулас тейӗн тата вӑхӑтпа тӗрӗсрех усӑ курасшӑн пулӑн (Эф. 5:15, 16). Эсӗ лайӑхланма вӑй хунине курса Иегова питӗ савӑнать.
17. Мӗншӗн ыттисене пулӑшмалла?
17 Ыттисене пулӑшни те чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. Иисус: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Ыттисемшӗн вӑхӑта та, вӑя та шеллеместӗн пулсан, эсӗ телейлӗрех пулӑн. Сӑмахран, эсӗ пухури ватӑ тӑвансемшӗн тата камӑн сывлӑхӗ начар, ҫавсемшӗн тӑрӑшма пултаратӑн. Вӗсене лавккаран мӗн кирлине илсе килсе парсан, электронлӑ хатӗрпе усӑ курма вӗрентсен, вӗсем питӗ савӑнӗҫ. Эсӗ арҫын тӑван пулсан, пухури тӑвансемшӗн ытларах тӑрӑшас тесе пулӑшакан ӗҫчен пулма тӗллев лартма пултаратӑн (Флп. 2:4). Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсене юратнине вара мӗнле кӑтартмалла? Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑн. Май пур пулсан, Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме тӗллев ларт (Матф. 9:36, 37).
18. Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑни чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшать?
18 Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑни хӑвпа ун хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пултарать. Пионер пулса тӑрсан эсӗ Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме, Вефильте ӗҫлеме е Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнма пултарӑн. Пионер пулса ӗҫлекен Кейтлин ятлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Опытлӑ тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑни мана чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшрӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана Библие тарӑнрах тӗпчеме тата вӗрентес ӑсталӑха аталантарма хавхалантарчӗ».
19. Эсӗ малалла та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тусан Иегова сана мӗнле парнесем парӗ?
19 Эсӗ малалла та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тусан Иегова сана нумай парне парӗ. Эсӗ хӑвӑн ҫамрӑклӑх ҫулӗсене ахаль пурӑнса ирттермӗн (1 Иоанн 2:17). Санӑн тӗрӗс мар тунӑ йышӑнусемшӗн кулянса ҫӳремелле пулмӗ, ӗҫӳсем ӑнса пырӗҫ тата эсӗ чӑннипех те телейлӗ пулӑн (Ытар. 16:3). Сан тӗслӗхӳ ҫамрӑк тӑвансене те, ватӑ тӑвансене те хавхалантарӗ (1 Тим. 4:12). Чи кирли вара — Иегова сана ырланине пула тата вӑл санӑн ҫывӑх тусу пулнине пула эсӗ канӑҫлӑхпа савӑнӑҫ туйӑн (Ытар. 23:15, 16).
88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана