Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Давид Псалом 60:9-мӗшӗнче Турра «ӗмӗр» мухтаса юрлӑп тесе каланӑ. Ҫакӑнпа вӑл хӑй нихӑҫан та вилес ҫук тесе каласшӑн пулнӑ-и?

Ҫук. Давид пулма пултарайман япаласем ҫинчен мар, чӑннине ҫырнӑ.

Вӑл ҫак тата ҫавӑн евӗрлӗ сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха: «Эпӗ... Санӑн ятна ӗмӗр мухтаса юрлӑп, мӗн тума асӑннине куллен-кун пурӑнӑҫа килтерӗп», «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам», «Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлам» (Пс. 60:9; 85:12; 144:1, 2).

Давид хӑй нихӑҫан та вилмӗ тесе каласшӑн пулман. Вӑл Турӑ ҫынсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑран вилӗҫ тесе каланине пӗлнӗ тата хӑй те ҫылӑхлӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ (Пулт. 3:3, 17—19; Пс. 50:6, 7). Унсӑр пуҫне, Давид Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, сӑмахран, Авраам, Исаак, Иаков вилнине тата хӑй те вилессине пӗлнӗ (Пс. 36:25; 38:5). Ҫапах та Псалом 60:9-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, унӑн ӗмӗр-ӗмӗрех, урӑхла каласан, пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех, чунтан-вартан Турра мухтас килнӗ (2 Патш. 7:12).

Хӑш-пӗр псаломсенче, сӑмахран, 17-мӗш, 50-мӗш тата 51-мӗш Псаломсенче, Давидӑн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса панӑ. Давид кӗтӳҫӗ пулнӑ май 22-мӗш Псаломра Иеговӑна ертсе пыракан, тӑрантаракан тата хӳтӗлекен кӗтӳҫӗ пек сӑнласа панӑ. Хӑйӗншӗн Турӑ ҫапла тӑрӑшни Давида уншӑн пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫлеме хавхалантарнӑ (Пс. 22:6).

Давид Иегова хавхалантарнипе ҫырнине те манмалла мар. Вӑл пуласлӑхра пурнӑҫланмалли пророкла сӑмахсем те ҫырнӑ. Сӑмахран, 109-мӗш Псаломра Давид хӑйӗн Ҫӳлхуҫи Туррӑн «сылтӑм енче» ларас тата пысӑк власть илес вӑхӑт ҫинчен каланӑ. Мӗнле власть пирки сӑмах пырать? Ҫӳлхуҫа Туррӑн тӑшманӗсем хушшинче хуҫа пулӗ тата ҫӗр ҫинчи «халӑхсене сут тӑвӗ». Ҫав Ҫӳлхуҫа вӑл Давид йӑхӗнчен тухмалла пулнӑ Мессия. Вӑл пӗлӗтрен ертсе пырӗ тата «ӗмӗрлӗх священник» пулӗ (Пс. 109:1—6). Иисус 109-мӗш Псаломри пророкла сӑмахсем хӑйӗнпе ҫыхӑннине тата вӗсем пуласлӑхра пурнӑҫланассине хӑй ҫирӗплетсе панӑ (Матф. 22:41—45).

Куртӑмӑр ӗнтӗ, Турӑ сывлӑшӗ хавхалантарнипе Давид хӑй пурӑннӑ вӑхӑт пирки те, пуласлӑхра хӑй чӗрӗлсе тӑрса Турра ӗмӗр-ӗмӗр мухтас вӑхӑт пирки те ҫырнӑ. Апла пулсан, Псалом 36:10, 11, 29 сӑвӑ йӗркисем Израильти пурнӑҫа та, Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫласан пӗтӗм тӗнчипе мӗнле пурнӑҫ пулассине те сӑнласа панӑ. (Ҫак кӑларӑмри «Эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн» статьяри 8-мӗш абзаца пӑхӑр.)

Эппин, Псалом 60:9-мӗшпе ҫавӑн евӗрлӗ ытти сӑвӑ йӗркисем ӗлӗк-авал Давид мӗн виличченех Иеговӑна мухтасшӑн пулнине кӑтартаҫҫӗ. Тата ҫак сӑвӑ йӗркисенчен пуласлӑхра Иегова Давида чӗртсе тӑратсан вӑл мӗн тӑвассине пӗлме пулать.