Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йывӑр вӑхӑтра та канӑҫлӑх туйма пулать

Йывӑр вӑхӑтра та канӑҫлӑх туйма пулать

«Сирӗн чӗресем ан пӑлханччӑр, ан хӑраччӑр» (ИОАНН 14:27).

112-МӖШ ЮРӐ Иегова — мир паракан Турӑ

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Турӑ паракан канӑҫлӑх мӗн вӑл тата мӗншӗн вӑл пире питӗ кирлӗ? (Филиппӑ 4:6, 7).

 ТУРӐ паракан канӑҫлӑх вӑл — Иеговӑпа хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнине пула лӑпкӑлӑх туйни. Ку тӗнчери ҫынсем ҫак лӑпкӑлӑха туйса курман. Турӑ паракан канӑҫлӑха пула эпир хамӑра хӳтлӗхре туятпӑр. (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр.) Пирӗн Иеговӑна юратакан шанчӑклӑ туссем пур тата эпир «канӑҫлӑх паракан Турӑпа» та туслӑ (1 Фес. 5:23). Хамӑрӑн ҫӳлти Аттене пӗлетпӗр, шанатпӑр тата итлетпӗр пулсан, Турӑ паракан канӑҫлӑх пире йывӑр вӑхӑтра та чӗрери пӑшӑрханусене сирсе яма пулӑшать.

2. Мӗншӗн эпир Турӑ паракан канӑҫлӑха хамӑр туйма пултарасси пирки иккӗленместпӗр?

2 Йывӑр вӑхӑтра, сӑмахран, чир-чӗр сарӑлнӑ чухне, ҫутҫанталӑк инкекӗ сиксе тухсан, граждан вӑрҫи пуҫлансан е хамӑра хӗсӗрленӗ чухне Турӑ паракан канӑҫлӑха туйма пулать-и? Ҫак йывӑрлӑхсене пула эпир хытӑ хӑраса ӳкме пултаратпӑр. Анчах Иисус ҫапла каланӑ: «Сирӗн чӗресем ан пӑлханччӑр, ан хӑраччӑр» (Иоанн 14:27). Телее, пирӗн тӑвансем Иисус панӑ канаша итлеҫҫӗ. Иегова пулӑшнипе вӗсем, кирек мӗнле хуйхӑ пырса ҫапсан та, канӑҫлӑх туяҫҫӗ.

ЭПИДЕМИ ВӐХӐТӖНЧЕ КАНӐҪЛӐХ ТУЯТПӐР

3. Эпидемие пула канӑҫлӑха мӗнле ҫухатма пулать?

3 Эпидеми пирӗн пурнӑҫа тӗпренех улӑштарма пултарать. COVID-19 пандеми ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Пӗр тӗпчев тӑрӑх, ыйтса пӗлнӗ ҫынсенчен ҫурри ытла япӑх ҫывӑрма пуҫланӑ. Чир-чӗр алхасма пуҫласан нумайӑшӗ хытӑ пӑшӑрханса ҫӳреме, депрессипе чирлеме, эрех-сӑрапа тата наркотикпа иртӗхме пуҫланӑ. Килте пусмӑрласси те анлӑрах сарӑлнӑ. Унсӑр пуҫне, хӑйсем ҫине ал хума хӑтланакансен шучӗ ӳснӗ. Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта эпидеми пуҫланчӗ пулсан ытлашши пӑшӑрханса ӳкес мар тесен тата Турӑ паракан канӑҫлӑха туяс тесен мӗн тумалла?

4. Иисус юлашки кунсем пирки пророкла мӗн калани мӗншӗн пире канӑҫлӑх парать?

4 Иисус юлашки кунсенче «тӗрлӗ вырӑнта... эпидемисем пулӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Лука 21:11). Мӗнле майпа ҫакӑ пире лӑпкӑлӑх парать? Пире унта-кунта чир-чӗр сарӑлни тӗлӗнтермест. Эпир веҫех шӑпах Иисус каланӑ пек пулса иртнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та пирӗн вӑл юлашки кунсенче пурӑнакансене мӗн каланине итлемелле. Иисус: «Хӑраса ан ӳкӗр»,— тенӗ (Матф. 24:6).

Эпидеми вӑхӑтӗнче чӗрере канӑҫлӑх туяс тесен Библин аудиоҫыртарӑвӗсене итлӗр (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. а) Филиппӑ 4:8, 9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпидеми вӑхӑтӗнче эпир мӗн пирки кӗлтума пултаратпӑр? ӑ) Библин аудиоҫыртарӑвӗсем пӗр хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?

5 Эпидеми пуҫлансан эпир пӑшӑрханса, хӑраса ӳкме пултаратпӑр. Дейзи b ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Коронавируса пула унӑн куккӑшӗ, куккӑшӗн ывӑлӗ тата хӑйне сиплекен тухтӑрӗ вилсе кайсан, вӑл хӑй те чирлесе кайса ватӑ амӑшне ертесрен хӑранӑ. Тата вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлатӑп пулсан мӗн ҫисе пурӑнӑп, пурӑнмалли вырӑншӑн мӗнле тӳлӗп тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫапла канӑҫлӑха ҫухатса вӑл ҫывӑрайми пулнӑ. Анчах каярахпа Дейзи каллех лӑпкӑлӑх туйма пуҫланӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл Иеговӑран тӳррӗнех хӑйне лӑпланма тата лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшма ыйтнӑ. (Филиппӑ 4:8, 9 вуласа парӑр.) Вӑл хӑйӗнпе Иегова Библин аудиоҫыртарӑвӗсем урлӑ «калаҫнине» итленӗ. Дейзи ҫапла калать: «Вулакансен лӑпкӑ сассисем манӑн пӑшӑрханусене сирсе яратчӗҫ тата Иегова хама мӗн тери хытӑ юратнине аса илтеретчӗҫ» (Пс. 93:19).

6. Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренни тата тӗлпулусене ҫӳрени сире мӗнле пулӑшӗ?

6 Чир-чӗр сарӑлнине пула пурнӑҫ йӗрки улшӑнма пултарать. Анчах та ҫакӑ сире хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренме тата тӗлпулусене ҫӳреме ан чартӑр. Пирӗн публикацисемпе видеосем сире хӑвӑр тӳсекен йывӑрлӑхсемпех тӗл пулакан тӑвансем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнине аса илтерӗҫ (1 Петр 5:9). Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем Библире ҫырса хунӑ хавхалантаракан шухӑшсем пирки шухӑшлама пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне, унта эсир хӑвӑр та вӑй илме, ыттисене те хавхалантарма пултаратӑр (Рим 1:11, 12). Тата Туррӑн ӗҫлекенӗсем чирлесен, хӑраса ӳксен е хӑйсене пӗччен пек туйсан, Иегова вӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ сире Иегова хӑвӑра хӑвармасса шантарӗ тата ӗненӗве те ҫирӗплетӗ.

7. Иоанн апостолран эсир мӗне вӗренме пултаратӑр?

7 Пухури тӑвансемпе ытларах хутшӑнӑр. Эпидемие пула эпир ҫынсем патне, тен, тӑвансем патне те, ҫывӑх пыраймастпӑр пулӗ (3 Иоанн 13, 14). Ҫавӑн пек чухне пирӗн туйӑмсем Иоанн апостолӑнни пек пулма пултараҫҫӗ. Вӑл питӗ хӑйӗн тусӗпе, Гайпа, курса калаҫасшӑн пулнӑ. Анчах Иоанн ҫав вӑхӑтра ҫавна тума пултарайман. Ҫавӑнпа апостол хӑй мӗн тума пултарнине тунӑ: вӑл Гай патне ҫыру ҫырса янӑ. Сирӗн тӑвансемпе тӗл пулма май килмест пулсан, вӗсемпе телефонпа е видеопа ҫыхӑнӑр. Тата вӗсем патне сообщени ҫырса яма пулать. Тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне эпир хамӑра хӳтлӗхре тата чылай лӑпкӑрах туятпӑр. Хытӑ пӑшӑрханса ӳкнӗ чухне старейшинӑсемпе калаҫӑр тата вӗсенчен пулӑшӑва йышӑнӑр (Ис. 32:1, 2).

ИНКЕКЛӖ ВӐХӐТРА КАНӐҪЛӐХ ТУЯТПӐР

8. Инкеке пула эсир канӑҫлӑха мӗнле ҫухатма пултаратӑр?

8 Сирӗн шыв илнине, ҫӗр чӗтреннине е пушар тӳсме тиврӗ пулсан, эсир чылай вӑхӑт хушши хытӑ пӑшӑрханса ҫӳреме пултаратӑр. Ҫав инкеке пула ҫывӑх ҫынсене е пурлӑха ҫухатрӑр пулсан, эсир хытӑ хуйхӑрма, ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкме, тарӑхса ҫӳреме те пултаратӑр. Анчах та ҫакӑ эсир пурлӑха юратнине е сирӗн ӗненӳ хавшанине пӗлтермест. Эсир питӗ пысӑк хуйхӑ тӳснӗ, ҫавӑнпа та хӑвӑр мӗн те пулин шутламасӑр каласан ыттисем сире айӑпламӗҫ (Иов 1:11). Ҫавах та сирӗн лару-тӑрура та канӑҫлӑха упраса хӑварма пулать. Мӗнле майпа?

9. Пире хальхи вӑхӑтри йывӑрлӑхсене хатӗрлес тесе Иисус мӗн каланӑ?

9 Иисус мӗн ҫинчен пророкла каланине асра тытӑр. Ҫак тӗнчери хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене тӗрлӗ инкексем пырса тивмӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Эпир вара хӗн-хур тата ытларах пуласса кӗтетпӗр, вӗсем хамӑра та пырса тивме пултарасса пӗлетпӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗтес вӑхӑт ҫитиччен «питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем» тата урӑх инкексем пулӗҫ тенӗ (Лука 21:11). Вӑл «усал ӗҫсем хушӑнса» пырӗҫ тесе те каланӑ (Матф. 24:12). Ҫавна эпир хальхи вӑхӑтра хамӑр куҫпах куратпӑр. Эпир преступленисем, пусмӑр тата террактсем ҫинчен пӗрмаях илтетпӗр. Иисус ҫаксем Иегова ырламан ҫынсене ҫеҫ пырса тивӗҫ тесе нихӑҫан та каламан. Тӗрӗссипе каласан, Туррӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ хӗн-хур тӳсет (Ис. 57:1; 2 Кор. 11:25). Иегова пире тӗлӗнмелле майпа хӑтармасан та пултарать, анчах та вӑл хамӑра чӗрере канӑҫлӑх туйма пулӑшатех.

10. Мӗншӗн инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленни Иеговӑна ӗненни пулать? (Ытарӑшсем 22:3).

10 Маларах хатӗрленсен пире ҫивӗч лару-тӑрура хамӑра лӑпкӑ туйма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Анчах та ҫапла хатӗрленни эпир Иеговӑна ӗненсех кайманнине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Тӗрӗссипе каласан, маларах хатӗрленсен эпир Иегова хамӑршӑн тӑрӑшма пултарассине ӗненнине кӑтартатпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Турӑ Сӑмахӗ пире инкек пулса тухиччен хатӗрленме хушать. (Ытарӑшсем 22:3 вуласа парӑр.) Иеговӑн организацийӗ пире час-часах журналсенче, пухусенче тата вӑхӑтра тунӑ пӗлтерӳсенче инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленме хавхалантарать c. Эпир Иеговӑна шанатпӑр-и? Шанатпӑр пулсан халех, хӗн-хур йӑтӑнса аничченех, хамӑра мӗн каланине тӑвӑпӑр.

Маларах хатӗрленни сирӗн пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пултарать (11-мӗш абзаца пӑхӑр) d

11. Маргрет тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?

11 Айтӑр Маргрет ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑрмансем ҫуннине пула влаҫсем ӑна хуларан тухса кайма хушнӑ. Пурте пӗр вӑхӑтрах хуларан тухса каясшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа ҫул ҫинче тем пысӑкӑш пробка пулса ларнӑ. Йӗри-тавра ҫӑра тӗтӗм карса илнӗ. Ҫавӑнпа Маргрет хӑйӗн машининчен те тухайман. Анчах та маларах хатӗрленнине пула вал ҫӑлӑнса юлнӑ. Унӑн сумкинче карттӑ пулнӑ, вара вӑл ҫӑмӑллӑнах урӑх ҫул тупнӑ. Маргрет ҫапла пулма пултарассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫав ҫулпа маларах кайса пӑхнӑ. Ҫапла хатӗрленнине пула вӑл ҫӑлӑнса юлнӑ.

12. Мӗншӗн эпир влаҫсем тата старейшинӑсем паракан хушусене итлетпӗр?

12 Пире хӳтӗлес тесе тата йӗрке пултӑр тесе влаҫсем комендант вӑхӑтне палӑртса хума, хамӑр пурӑнакан вырӑна пӑрахса кайма ыйтма е тата мӗнле те пулин урӑх хушусем пама пултараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен пурлӑхне хӑварас килменрен панӑ хушусене итлесшӗнех мар е тӑхтаса тӑраҫҫӗ. Христиансем вара хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша... ярать» (1 Петр 2:13, 14). Туррӑн организацийӗ те хамӑра хӳтӗлес тесе хушусем парать. Старейшинӑсене инкеклӗ вӑхӑтра хамӑрпа мӗнле ҫыхӑнмаллине каласа хумалла тесе пире аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Эсир ҫавна турӑр-и? Унсӑр пуҫне, пире килтен тухмалла мар тесе, е пачах урӑхла, тухса каймалла тесе калама пултараҫҫӗ. Пире гуманитарлӑ пулӑшӑва ӑҫта илмеллине, ыттисене мӗнле тата хӑҫан пулӑшмаллине пӗлтерме пултараҫҫӗ. Итлемесен эпир хамӑр пурнӑҫа та, старейшинӑсен пурнӑҫне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултаратпӑр. Ҫак шанчӑклӑ арҫын тӑвансем пирӗншӗн тӑрӑшнине асра тытӑр (Евр. 13:17). Маргрет ҫапла калать: «Пӗр иккӗленмесӗр калатӑп: эпӗ старейшинӑсемпе организаци панӑ хушусене итленипе ҫеҫ чӗрӗ тӑрса юлтӑм».

13. Хӑйсен килӗсене хӑварнӑ христиансене савӑнӑҫлӑ пулма тата чӗрере канӑҫлӑх туйма мӗн пулӑшать?

13 Ҫутҫанталӑк инкекӗсене, вӑрҫӑсене е халӑх пӑлханнине пула килӗсене хӑварнӑ тӑвансенчен нумайӑшӗ тӳрех ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тӑрӑшнӑ. Вара хастаррӑн Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӗсӗрленине пула тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех вӗсем малалла та ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 8:4). Ҫакӑ ҫав тӑвансене хӑйсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен мар, ытларах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен шутлама пулӑшать. Ҫавӑнпа вӗсем савӑнӑҫлӑ тата чӗрере канӑҫлӑх туяҫҫӗ.

ХӖСӖРЛЕНӖ ЧУХНЕ КАНӐҪЛӐХ ТУЯТПӐР

14. Хӗсӗрленине пула эпир чун канӑҫлӑхне мӗнле ҫухатма пултаратпӑр?

14 Хӗсӗрленине пула эпир чун канӑҫлӑхне ҫухатма пултаратпӑр. Эпир арестлессинчен хӑрамасӑр пурӑннӑ чухне, ырӑ хыпар сарнӑ, пӗрле тӗл пулнӑ чухне питӗ савӑнатпӑр. Анчах та ҫаксене ирӗклӗн тӑваймасан эпир мӗн пулассишӗн пӑшӑрханма, хӑрама пуҫлама пултаратпӑр. Хӑрасси вӑл — йӗркеллӗ япала, ҫапах та пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Мӗншӗн тесен, Иисус каланӑ тӑрӑх, хӗсӗрленине пула хӑш-пӗрисен ӗненӗвӗ хавшама пултарать (Иоанн 16:1, 2). Хӗсӗрленӗ чухне лӑпкӑлӑх туяс тесен мӗн тумалла-ши?

15. Мӗншӗн пирӗн хӗсӗрленинчен хӑрамалла мар? (Иоанн 15:20; 16:33).

15 Библире ҫапла каланӑ: «Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те... хӗсӗрлӗҫ» (2 Тим. 3:12). Андрей ятлӑ арҫын тӑвана хӑй пурӑнакан ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлне чарса лартсан, Павел каланӑ шухӑша шӑнӑҫтарма йывӑр пулнӑ. «Пирӗн ҫӗршывра питӗ нумай Свидетель пурӑнать. Пурне те тӗрмене лартса тухаймӗҫ вӗт!» — тесе шутланӑ Андрей. Анчах та хӑй ҫапла шутлани ӑна лӑплантарман. Пачах урӑхла, вӑл пӑшӑрханса ҫӳренӗ. Ытти тӑвансем вара пӗтӗмпех Иеговӑна шанса панӑ. Тата хӑйсене нихӑҫан та арестлемӗҫ тесе шутламан. Вӗсем хӑйсене тӗрмене лартма пултарасса ӑнланнӑ, ҫапах та Андрей пек хытӑ пӑшӑрханман. Вӗсене пӑхса Андрей та веҫех Иеговӑна шанса парас тенӗ. Вара нумай та вӑхӑт иртмен, вӑл хӑй те чӗрере канӑҫлӑх туйма пуҫланӑ. Тата лару-тӑрӑвӗ улшӑнман пулин те, вӑл савӑнӑҫ туять. Ҫапла туни пире те пулӑшма пултарать. Иисус пире хӗсӗрленипе тӗл пулатӑр тесе каланисӗр пуҫне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултараятӑр тесе те шантарнӑ (Иоанн 15:20; 16:33 вуласа парӑр).

16. Хамӑра хӗсӗрленӗ чухне пирӗн мӗнле хушусене итлемелле?

16 Пирӗн ӗҫ-хӗле пачах е хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ пулсан, филиал е старейшинӑсем хушусем пама пултараҫҫӗ. Ҫакна вӗсем пире хӳтӗлес тесе, пирӗн сӑнарлӑ апат пултӑр тесе тата хамӑр пултарнӑ чухлӗ ырӑ хыпар сарма пулӑшас тесе тӑваҫҫӗ (Иак. 3:17). Хушусене мӗншӗн панине ӑнлансах каймастӑр пулсан та, тӑвансене итлӗр. Унсӑр пуҫне, камӑн пухури тӑвансем ҫинчен, пухури ӗҫсем ҫинчен пӗлме право ҫук, ҫавсене ҫавӑн пек информацие каласа ан парӑр (Еккл. 3:7).

Йывӑр вӑхӑтсенче те чунра канӑҫлӑх туяс тесен мӗн тумалла? (17-мӗш абзаца пӑхӑр) e

17. Пӗрремӗш ӗмӗрти апостолсем пекех, пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

17 Мӗншӗн Шуйттан Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫать? Тӗп сӑлтавсенчен пӗри вӑл — вӗсем ҫынсене Иисус ҫинчен каласа параҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:17). Шуйттана тата унӑн тӗнчине хӑвӑра хӑратса ӳкерме ан парӑр. Хамӑра хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ырӑ хыпар саратпӑр тата вӗренекенсене хатӗрлетпӗр пулсан, савӑнӑҫ тата чунра канӑҫлӑх туйӑпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрте влаҫсем апостолсене ырӑ хыпар сарма чарсан, ҫав шанчӑклӑ арҫынсем Турра итлеме шут тытнӑ. Вӗсем малалла та ырӑ хыпар сарнӑ, ҫакӑ вӗсене нумай савӑнӑҫ кӳнӗ (Ап. ӗҫ. 5:27—29, 41, 42). Паллах, пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулсан, ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла (Матф. 10:16). Ҫав-ҫавах айтӑр хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвар, вара чунра канӑҫлӑх туйӑпӑр, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр тата ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлакан хыпара пӗлтеретпӗр.

«КАНӐҪЛӐХ ПАРАКАН ТУРӐ СИРӖНПЕ ПӖРЛЕ ПУЛӖ»

18. Пирӗн мӗн асра тытмалла?

18 Ҫакна асра тытар: хамӑра кирек мӗнле йывӑр килсен те чунра канӑҫлӑх туйма пулать. Хӗн-хур тӳснӗ чухне хамӑра кирлӗ канӑҫлӑх вӑл — Турӑ паракан канӑҫлӑх. Ӑна пире Иегова кӑна пама пултарассине ан манӑр. Эпидеми, тӗрлӗ инкек е хӗсӗрленине тӳснӗ чухне Турра шанӑр. Унӑн организацийӗнчен ан ютшӑнӑр. Хӑвӑра кӗтекен чаплӑ пуласлӑх ҫинчен шухӑшлӑр. Вара «канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ» (Флп. 4:9). Тепӗр статьяра эпир йывӑрлӑхсем тӳсекен тӑвансем Турӑ паракан канӑҫлӑха туйччӑр тесен хамӑр мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

a Иегова хӑйне юратакансене канӑҫлӑх тата лӑпкӑлӑх пама сӑмах парать. Турӑ паракан канӑҫлӑх мӗн вӑл тата ӑна туяс тесен мӗн тумалла? Эпидемисем, ҫутҫанталӑк инкекӗсем, вӑрҫӑсем е хӗсӗрленине тӳснӗ чухне вӑл пире мӗнле пулӑшма пултарать? Айтӑр ҫак ыйтусен хуравӗсене тупар.

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

c 2017 ҫулта тухнӑ «Вӑранӑр!» журналӑн 5-мӗш номерӗнчи «Чрезвычайное происшествие. Стратегия выживания» статьяна пӑхӑр.

d ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван веҫех маларах хатӗрленине пула килтен тухса кайма хатӗр пулнӑ.

e ӲКЕРЧӖК. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ ҫӗршывра пурӑнакан арҫын тӑван малалла та асӑрхануллӑн ырӑ хыпар калать.