52-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ыттисене йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме пулӑшӑр
«Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр» (ЫТАР. 3:27).
103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен кӗллисем ҫине ытларах чухне кам урлӑ хуравлать?
ПӖЛЕТӖР-И, Иегова пӗр-пӗр тӑванӑн кӗлли ҫине сирӗн урлӑ хуравлама пултарать. Эсир старейшина-и, пулӑшакан ӗҫчен-и, пионер-и, хыпарҫӑ-и, хӗрарӑм-и, арҫын-и тата кирек миҫе ҫулта пулсан та, Иегова сирӗнпе усӑ курма пултарать. Хӑйне юратакан тата хӗрӳллӗн кӗлтуса пулӑшу ыйтакансене вӑл час-часах старейшинӑсемпе хӑйӗн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем урлӑ пулӑшать (Кол. 4:11). Иеговӑпа тӑвансемшӗн ҫапла майпа ӗҫлесе тӑни мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ! Уйрӑмах эпидемисем, тӗрлӗ инкексем тата хӗсӗрленине тӳснӗ чухне тӑвансене пулӑшмалла тата хавхалантармалла.
ЭПИДЕМИСЕМ ВӐХӐТӖНЧЕ ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШӐР
2. Мӗншӗн эпидеми вӑхӑтӗнче ыттисене пулӑшма ҫӑмӑл мар?
2 Эпидемие пула пӗр-пӗрне пулӑшма йывӑр пулма пултарать. Калӑпӑр, эпир туссемпе тӗл пуласшӑн. Анчах та ҫакӑ пирӗншӗн хӑрушӑ пулма пултарать. Е нуша куракан тӑвана хӑнана чӗнесшӗн — ҫавна та тума пулмасть. Тен, пирӗн ыттисене пулӑшас килет, анчах та хамӑр ҫемьере кам та пулин чирленине пула ҫавна тума май ҫук. Апла пулин те, пирӗн тӑвансене тӗреклетмелле. Эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр пулсан, Иегова питӗ савӑнать (Ытар. 3:27; 19:17). Пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?
3. Дейзи пухӑвӗнчи старейшинӑсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Иеремия 23:4).
3 Старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Эсӗ старейшина пулсан, сурӑхусене лайӑх пӗлме тӑрӑш. (Иеремия 23:4 вуласа парӑр.) Унчченхи статьяра асӑннӑ Дейзи b ҫапла калать: «Ырӑ хыпар сармалли хамӑр ушкӑнри старейшинӑсем манпа та, ытти тӑвансемпе те тӑтӑшах ырӑ хыпар саратчӗҫ тата пирӗнпе пӗрле вӑхӑта ирттеретчӗҫ». Ҫавна пула старейшинӑсен Дейзие COVID-19 вӑхӑтӗнче пулӑшма тата вӑл ҫывӑх ҫыннисене ҫухатсан, ӑна йӑпатма ҫӑмӑлтарах пулнӑ.
4. Мӗне пула старейшинӑсем Дейзие пулӑшма пултарнӑ тата старейшинӑсем ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
4 Дейзи ҫапла аса илет: «Старейшинӑсем ман туссем пулнӑран, ман вӗсене хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен тата хам мӗн туйни ҫинчен каласа пама ҫӑмӑлччӗ». Старейшинӑсем ҫак сӑмахсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Инкек пырса ҫапиччен тӑвансемшӗн кӗтӳҫӗсем пулӑр, вӗсемпе туслашӑр. Эпидемие пула тӑвансемпе тӗл пулаймастӑр пулсан, вӗсене пулӑшма урӑх майсем шырӑр. «Хӑш-пӗр чухне пӗр кунтах ман пата темиҫе старейшина шӑнкӑравлатчӗ е сообщени яратчӗ,— тет Дейзи.— Вӗсем ярса панӑ сӑвӑ йӗркисене хам лайӑх пӗлеттӗм пулин те, унти сӑмахсем ман чӗрене пырса тиветчӗҫ».
5. Старейшинӑсем тӑвансене мӗн кирлине пӗлме тата вӗсене пулӑшма мӗнле пултараҫҫӗ?
5 Тӑвансене мӗн кирлине мӗнле пӗлмелле-ши? Сӑмахран, вӗсенчен хӑйсенчен ыйтса пӗлме пулать. Анчах та ҫакна вӗсен туйӑмӗсене шута илсе тумалла (Ытар. 20:5). Тӑвансен апат-ҫимӗҫ, эмелсем, тумтир ҫителӗклӗ пулнипе пулманнине пӗлме тӑрӑшӑр. Ӗҫсӗр е пурӑнмалли вырӑнсӑр тӑрса юлас хӑрушлӑх ҫук-и вӗсен? Е, тен, вӗсене патшалӑх паракан пособие илме пулӑшмалла? Дейзие пухури тӑвансем укҫа парса пулӑшнӑ. Анчах пуринчен ытла ӑна хӑйне старейшинӑсем Библири шухӑшсемпе хавхалантарни тата вӗсен юратӑвӗ вӑй кӗртнӗ. Вӑл ҫапла аса илет: «Старейшинӑсем манпа пӗрле кӗлтӑватчӗҫ. Вӗсем мӗн каланине пач та астумастӑп пулин те, хам ун чухне мӗн туйнине эпӗ питӗ лайӑх астӑватӑп. Иегова хӑй мана „эсӗ пӗччен мар“ каланӑн туйӑнатчӗ» (Ис. 41:10, 13).
6. Пухури тӑвансене пулӑшас тесе пирӗнтен нумайӑшӗ мӗн тума пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр).
6 Ыттисем мӗн тума пултараҫҫӗ? Паллах, эпир старейшинӑсем пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшасса кӗтетпӗр. Анчах Иегова пирӗнтен кашнине ыттисене пулӑшма хавхалантарать (Гал. 6:10). Пӗчӗк ӗҫпе пулӑшни те чирлекен ҫынна хавхалантарса яма пултарать. Ача хӑйӗн ӳкерчӗкне е открытка парнелеме пултарать. Аслӑраххи килти ӗҫсене тума е лавккана кайса килме пултарать. Унсӑр пуҫне, чирлекен ҫынна апат пӗҫерсе кайса пама пулать. Паллах, эпидеми вӑхӑтӗнче кашни тӑвана хавхалану кирлӗ. Эсир пуху хыҫҫӑн тӑван патне пырса е видеопа калаҫма вӑхӑт уйӑраятӑр-и? Паллах, старейшинӑсене те хавхалантармалла. Хӑш-пӗрисем вӗсене тав сӑмахӗсем ҫырса открыткӑсем парнеленӗ, пандеми вӑхӑтӗнче вӗсем нихҫанхинчен те ытларах ӗҫ туса тӑраҫҫӗ вӗт. Пирӗнтен кашнин ыттисене хавхалантарма май пурри мӗн тери аван! (1 Фес. 5:11).
ИНКЕКЛӖ ВӐХӐТРА ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШӐР
7. Инкек ҫын пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
7 Инкеке пула этемӗн пурнӑҫӗ пӗр самантрах улшӑнма пултарать. Ҫынсем пурлӑха, кил-ҫурта, ҫывӑх ҫыннисене те ҫухатаҫҫӗ. Инкексем пухури тӑвансем ҫине те йӑтӑнса анма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?
8. Инкек пырса ҫапиччен старейшинӑсен тата ҫемье пуҫӗсен мӗн тумалла?
8 Старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Старейшинӑсем, тӑвансене инкеке маларах хатӗрленме пулӑшӑр. Ҫакна пӗлме тӑрӑшӑр: пухури тӑвансем хӑрушлӑхран мӗнле сыхланмаллине тата хӑвӑрпа мӗнле ҫыхӑнмаллине пӗлеҫҫӗ-и? Унчченхи статьяра асӑннӑ Маргрет ҫапла калать: «„Пухӑва мӗн кирлине шута илни“ пунктра старейшинӑсем пире халӗ те вӑрмансем ҫунас хӑрушлӑх пур тесе асӑрхаттарчӗҫ тата старейшинӑсем влаҫсем хуларан тухса кайма ыйтсан е лару-тӑру тата япӑхлансан тӑхтаса тӑмасӑр тухса каймалла терӗҫ». Ҫапла аса илтерни шӑп кирлӗ вӑхӑтра пулнӑ, мӗншӗн тесен уйӑх ҫурӑ иртсенех вӑйлӑ пушар тухнӑ. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫемье пуҫӗсен инкек сиксе тухсан кашнин мӗн тумаллине сӳтсе явмалла. Эсир хӑвӑр та, ачӑрсем те хатӗрленсен, инкеклӗ вӑхӑтра сире хӑвӑра лӑпкӑ тытма ҫӑмӑлтарах пулать пулӗ.
9. Старейшинӑсем инкек сиксе тухиччен те, хыҫҫӑн та мӗн-мӗн тума пултараҫҫӗ?
9 Хаклӑ арҫын тӑванӑм, эсӗ ырӑ хыпар сармалли ушкӑншӑн яваплӑ пулсан, хӑв ушкӑнри тӑвансенчен телефон номерӗсемпе адресӗсене халех, инкек сиксе тухичченех, ыйтса пӗл. Список ту тата, кирлӗ пулсан, ӑна ҫӗнетсе пыр. Вара инкеклӗ вӑхӑтра эсӗ кашни тӑванпа ҫыхӑнса ӑна мӗн кирлине ыйтса пӗлме пултарӑн. Тӑвансене мӗнле пулӑшу кирлине пӗлсен, ҫавна старейшинӑсен совечӗн координаторне кала. Вӑл вара район старейшинине пӗлтерӗ. Арҫын тӑвансем ҫума-ҫуммӑн ӗҫлесе тӑрса чи лайӑх пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Маргрет пухӑвне пырса ҫӳрекен район старейшини пушар хыҫҫӑн 36 сехет хушши телефона алран ямасӑр ҫав вырӑнти старейшинӑсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Пӗрле вӑй хунипе вӗсем килӗсене пӑрахса хӑварнӑ 450-а яхӑн тӑвана пулӑшнӑ. Арҫын тӑвансем пурне те вырнаҫтарса пӗтернӗ (2 Кор. 11:27).
10. Мӗншӗн старейшинӑсем тӑвансене йӑпатни тата хавхалантарни питӗ кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ? (Иоанн 21:15).
10 Старейшинӑсен тӑвансене Библири шухӑшсемпе хавхалантармалла тата йӑпатмалла (1 Петр 5:2). Инкек сиксе тухсан старейшинӑсем пухури тӑвансем пурте хӑрушсӑрлӑхра-и тесе, вӗсен апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн пур-и тесе пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та нумай уйӑх иртсен те, хӗн-хур тӳснисене йӑпатни тата хавхалантарни кирлӗ пулать. (Иоанн 21:15 вуласа парӑр.) Филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑракан Харольд тӑван инкек тӳснӗ нумай тӑванпа калаҫнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Пурнӑҫ каллех майлашӑнса кайиччен нумай вӑхӑт иртме пултарать. Йӗркене кӗрсен те асаилӳсем чуна ыраттарма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен кашнийӗ пысӑк хуйхӑ курнӑ: ҫывӑх ҫыннине, пурлӑхне ҫухатнӑ е хӑй аран ҫӑлӑнса юлнӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта йывӑр асаилӳсем ураран ӳкерме пултараҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ ӗненӳ ҫитменнине пӗлтермест. Инкек тӳснӗ ҫын хӑйне ҫапла туйни йӗркеллӗ япала».
11. Ҫемьесене нумай вӑхӑт хушши мӗнле пулӑшу кирлӗ пулма пултарать?
11 Старейшинӑсем йӗрекенсемпе йӗреҫҫӗ (Рим 12:15). Инкеке пула хӗн курнисене хӑйсене Иегова та, пухури тӑвансем те юратма пӑрахманнине шантармалла. Старейшинӑсем ҫемьесене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене малалла та туса тӑма, кӗлтума, Библи вӗренме, тӗлпулусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗсене ачисене чи кирли ҫинчен шухӑшлама вӗрентме хавхалантараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене Иегова нихӑҫан та вӗсен тусӗ пулма пӑрахас ҫуккине тата вӗсене яланах пулӑшассине аса илтерсех тӑрӑр. Унсӑр пуҫне, ачасене вӗсен пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пуррине, вӗсем те яланах пулӑшма хатӗр пулнине ӑнлантарса парӑр (1 Петр 2:17).
12. Ыттисем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ. (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)
12 Ыттисем мӗн тума пултараҫҫӗ? Инкек-синкек хӑвӑртан аякра мар пулса иртрӗ пулсан, старейшинӑсенчен хӑвӑр мӗнпе пулӑшма пултарни ҫинчен ыйтӑр. Тен, эсир инкек курнӑ тӑвансене е пулӑшма килнӗ доброволецсене хӑвӑр патра пурӑнтарма пултаратӑр. Е, тен, нуша куракансем валли апат-ҫимӗҫ тата ытти япаласем леҫме пулать. Инкек хӑвӑр пурӑнакан вырӑнтан аякра пулса иртнӗ пулсан та, эсир пулӑшма пултаратӑр. Мӗнле майпа? Тӑвансемшӗн кӗлтӑвӑр (2 Кор. 1:8—11). Унсӑр пуҫне, пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли укҫа пама пулать (2 Кор. 8:2—5). Эсир инкек пулса иртнӗ вырӑна кайма хатӗр пулсан, старейшинӑсене пӗлтерӗр. Сире чӗнсен малтан вӗрентме пултараҫҫӗ. Вара эсир инкеке лекнисене чи лайӑх майпа пулӑшма пултарӑр.
ХӖСӖРЛЕНӖ ЧУХНЕ ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШӐР
13. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенче тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?
13 Хӗсӗрленине пула пирӗн тӑвансене тата йывӑртарах килет. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенче те, ытти вырӑнти пекех, хамӑрпа пӗрпек ӗненекенсем укҫа ҫитменнипе аптраҫҫӗ, чирлеҫҫӗ тата ҫывӑх ҫынсене ҫухатаҫҫӗ. Анчах та пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнине пула старейшинӑсен, тен, тӑвансемпе калаҫма та, тӗл пулма та май ҫук. Унчченхи статьяра асӑннӑ Андрей та ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ. Ырӑ хыпар сармалли хӑйӗн ушкӑнӗнчи пӗр хӗрарӑм тӑванӑн укҫи ҫитсех кайман. Унсӑр пуҫне, вӑл аварие лекнӗ. Ӑна темиҫе операци тумалла пулнӑ тата вӑл ӗҫлеймен. Хӗсӗрленине тата пандемийӑна пӑхмасӑрах тӑвансем ӑна пулӑшас тесе хӑйсем мӗн тума пултарнине веҫех тунӑ. Иегова вара ҫакна курса тӑнӑ.
14. Старейшинӑсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14 Старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Андрей кӗлтунӑ тата хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Иегова мӗнле хуравланӑ? Вӑл ыттисене ҫав хӗрарӑм тӑвана пулӑшма хавхалантарнӑ. Пӗрисем ӑна тухтӑр патне кайса леҫнӗ, теприсем укҫа тенкӗпе пулӑшнӑ. Иегова вӗсене хӑйсем мӗн тума пултарнине тума хавхалантарнӑ, ыттине хӑех тунӑ (Евр. 13:16). Старейшинӑсем, хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта влаҫсем пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулсан, пӗтӗмпех хӑвӑр тума ан тӑрӑшӑр, ыттисенчен пулӑшу ыйтӑр (Иер. 36:5, 6). Чи кирли вара — Иегова ҫине шанӑр, вӑл сире тӑвансемшӗн тӑрӑшма пулӑшатех.
15. Хӗсӗрленӗ чухне пӗрлӗхе упрас тесен мӗн тумалла?
15 Ыттисем мӗн тума пултараҫҫӗ? Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлне чарса лартсан, пирӗн пӗчӗк ушкӑнсемпе пуҫтарӑнма тивӗ пулӗ. Ун пек чухне пӗрлӗхе упрама уйрӑмах питӗ кирлӗ. Тӑвансене мар, Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр. Ыттисен йӑнӑшӗсем ҫинчен шутласа ан ҫӳрӗр. Хирӗҫӳсем сиксе тухрӗҫ пулсан вара вӗсене тӳрех татса парӑр (Ытар. 19:11; Эф. 4:26). Пулӑшу ыйтасса ан кӗтӗр, хӑвӑр пулӑшу сӗнӗр (Тит 3:14). Аварие лекнӗ хӗрарӑм тӑваншӑн тӑрӑшни ушкӑнри тӑвансене пӗрлештернӗ, вӗсем пӗр ҫемье пек пулса танӑ (Пс. 132:1).
16. Кама хӗсӗрлеҫҫӗ, ҫавсене пулӑшас тесе, Колоссӑ 4:3, 18 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн, эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16 Влаҫсем хӗсӗрленине пӑхмасӑрах вун-вун пин пирӗн тӑван Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрать. Хӑш-пӗрисене Турра ӗненнӗшӗн тӗрмене лартнӑ. Эпир вӗсемшӗн, вӗсен ҫемйисемшӗн, унсӑр пуҫне, вӗсене пулӑшса тӑракан тӑвансемшӗн те кӗлтума пултаратпӑр. Хӑйсене арестлеме пултараҫҫӗ пулин те, вӗсем тӑвансене Иегова ҫине шанма хавхалантараҫҫӗ, кирлипе тивӗҫтереҫҫӗ тата судсенче хӳтӗлеҫҫӗ c. (Колоссӑ 4:3, 18 вуласа парӑр.) Пирӗн кӗлӗсем мӗн тери вӑйлӑ пулма пултарнине нихӑҫан та ан манӑр! (2 Фес. 3:1, 2; 1 Тим. 2:1, 2).
17. Хӗсӗрленипе тӗл пулма мӗнле хатӗрленмелле?
17 Хӗсӗрленипе тӗл пулма ҫемьепе пӗрле халех хатӗрленӗр (Ап. ӗҫ. 14:22). Пуҫра хӑрушӑ ӳкерчӗксем кӑларса ан тӑратӑр. Ун вырӑнне хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетӗр, ачасене те ҫавна тума пулӑшӑр. Пӑлханнӑ чухне хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине Иеговӑна уҫса парӑр (Пс. 61:8, 9). Килтисемпе пӗрле мӗншӗн Иеговӑна шанмаллине сӳтсе явӑр d. Инкеке хатӗрленнӗ пекех хӗсӗрленине те хатӗрленмелле. Ачӑрсене сӑмахпа та, ӗҫпе те Иегова ҫине шанма вӗрентӗр. Вара вӗсем хӑюллӑ пулӗҫ тата чӗрере канӑҫлӑх туйӗҫ.
18. Пире мӗнле пуласлӑх кӗтет?
18 Турӑ паракан канӑҫлӑха пула эпир хамӑра хӳтлӗхре туятпӑр (Флп. 4:6, 7). Ӑна пулах эпир эпидеми вӑхӑтӗнче, инкек сиксе тухсан тата хамӑра хӗсӗрленӗ чухне чӗрере лӑпкӑлӑх туятпӑр. Иегова пире тӑрӑшуллӑ кӗтӳҫсем урлӑ пулӑшать. Вӑл пире те ыттисене пулӑшма май парать. Халӗ, мирлӗ вӑхӑт пулнӑ чухне, эпир пулас йывӑрлӑхсене, «пысӑк хӗн-асапа» та, хатӗрленетпӗр (Матф. 24:21). Ҫав йывӑр вӑхӑтра пирӗн хамӑрӑн та лӑпкӑ пулас пулать, ыттисене те лӑпкӑ пулма пулӑшмалла пулӗ. Анчах та ун хыҫҫӑн пӑшӑрханмалли тек пулмӗ. Вара эпир Иегова хамӑра мӗн парасшӑн пулнӑ, ҫавна туйӑпӑр — «туп-тулли тӑнӑҫлӑх» туйӑпӑр (Ис. 26:3, 4).
109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар
a Иегова йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене час-часах хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем урлӑ пулӑшать. Пӗр-пӗр тӑвана пулӑшас тесе вӑл сирӗнпе те усӑ курма пултарать. Айтӑр ыттисене пулӑшу кирлӗ чухне хамӑр мӗн тума пултарнине пӑхса тухар.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ
c Тӗрмере ларакан тӑвансем патне ҫырнӑ ҫырусене тӗп управлени е филиалсем урлӑ ярса пама май ҫук.
d 2019 ҫулхи июль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Хӗсӗрленипе тӗл пулма халех хатӗрленӗр» статьяна пӑхӑр.
e ӲКЕРЧӖК. Инкек хыҫҫӑн пӗр ҫемье вӑхӑтлӑха пурӑнмалли вырӑнта вырнаҫнӑ. Пӗр мӑшӑр вӗсене апат-ҫимӗҫ илсе килсе парать.