Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир ҫӗре еткерлӗхе илме хатӗр-и?

Эсир ҫӗре еткерлӗхе илме хатӗр-и?

ИИСУС: «Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӗре еткерлӗхе илӗҫ»,— тенӗ (Матф. 5:5). Эпир ҫак сӑмахсем пурнӑҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем Христоспа пӗрле патшасем пулса ҫынсене пӗлӗтрен ертсе пырӗҫ (Ӳлӗм. 5:10; 20:6). Анчах чӑн христиансем нумайӑшӗ хӑйсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасса кӗтеҫҫӗ. Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те мирлӗ, телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ. Ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнас тесен вара питӗ кирлӗ ӗҫсене тумалла пулӗ. Сӑмахран, вӗсен пӗтӗм ҫӗре рай тумалла пулӗ, чӗрӗлсе тӑнисемшӗн тӑрӑшмалла тата вӗсене вӗрентмелле пулӗ. Ҫӗнӗ тӗнчере ҫак ӗҫсене тӑвасшӑн пулнине эпир халех мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

ҪӖРЕ РАЙ ТУМА ЭСИР ХАТӖР-И?

Иегова ҫӗре туллиех тултарма тата ӑна тытса тӑма хушнӑ пулнӑ (Пулт. 1:28). Ҫакӑ пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑмалла пулнине кӑтартать. Ҫак ӗҫе ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас текенсен тумалла пулӗ. Анчах ҫӗр тӳрех рай пулса тӑмасть, мӗншӗн тесен Эдем сачӗ урӑх ҫук. Ҫӗре тасатса тирпейлеме малтанах ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тивӗ, ӗҫ питӗ нумай пулӗ.

Ҫакӑ Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑннӑ Израильтянсем тунӑ ӗҫе аса илтерет. Вӗсен ҫӗрӗ 70 ҫул хушши пушӑ выртнӑ. Исаия Иегова пулӑшнипе ҫӗр каллех тулӑх пулса тӑрӗ тесе пророкла каланӑ пулнӑ. Израиль ҫӗрӗ пирки вӑл: «Ҫӳлхуҫа... унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ»,— тенӗ (Ис. 51:3). Иегова израильтянсене ҫавна тума пулӑшнӑ. Ҫӗре еткерлӗхе илекенсене те вӑл пӗтӗм ҫӗре илемлӗ рай тума пулӑшӗ. Ҫак ӗҫе хутшӑнас килнине эсир халех кӑтартма пултаратӑр.

Сӑмахран, кил-ҫурта та, кил таврашне те вӑй ҫитнӗ таран таса тытма пулать. Ҫакна эсир кӳршӗсем тирпей кӳмеҫҫӗ пулсан та тума пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, эсир хӑвӑр вырӑнти Патшалӑх залӗнче тата Конгресс залӗнче пуҫтарма пултаратӑр. Май пур пулсан, ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнисене пулӑшмашкӑн заявлени ҫырма пулать. Ҫапла эсир шар курнӑ тӑвансене пулӑшма хатӗр пулнине кӑтартӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫӗнӗ тӗнчере кирлӗ пулма пултаракан мӗнле ӑсталӑха эпӗ аталантарма пултаратӑп?»

ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАКАНСЕМШӖН ТӐРӐШМА ЭСИР ХАТӖР-И?

Иисус Иаир хӗрачине чӗртсе тӑратсанах ӑна апат ҫитерме каланӑ (Марк 5:42, 43). Паллах, 12 ҫулхи хӗрачана тӑрантарма йывӑр пулман. Анчах та Иисус «виле шӑтӑкӗнче выртакансем пурте унӑн сассине илтӗҫ те тухӗҫ» тенине пурнӑҫласан, мӗн чухлӗ ҫыншӑн тӑрӑшмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Иоанн 5:28, 29). Библире пӗтӗм вак-тӗвеке ҫырса паман пулин те, чӗрӗлсе тӑнисене апат та, тумтир те, пурӑнмалли вырӑн та кирлӗ пулассине эпир ӑнланатпӑр. Вӗсене пулӑшас килнине эсир халех кӑтартма пултаратӑр-и? Айтӑр темиҫе ыйту ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

Ҫӗре еткерлӗхе илме хатӗр пулнине халех мӗнле кӑтартма пулать?

Хӑвӑр пухӑва район старейшини килсен, эсир ӑна пӗрле апатланма чӗнетӗр-и? Вефильте ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвана сирӗн пухӑва ячӗҫ пулсан е район старейшини хӑйӗн ӗҫне туса тӑма пӑрахрӗ пулсан, эсир ӑна пурӑнмалли вырӑн тупма пулӑшма пултаратӑр-и? Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта регион е ятарлӑ конгресс иртмелле пулсан, эсир конгреса ирттермелли вырӑна хатӗрлеме пулӑшма е конгреса килекен тӑвансене тӗл пулса саламлама пултаратӑр-и?

ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАКАНСЕНЕ ЭСИР ВӖРЕНТМЕ ХАТӖР-И?

Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшне вуланӑ чухне эпир миллиард-миллиард ҫын чӗрӗлсе тӑрассине ӑнланатпӑр. Вӗсенчен нумайӑшӗн Иегова ҫинчен пӗлме нихӑҫан та май пулман. Ҫӗнӗ тӗнчере вара вӗсен ҫавӑн пек май пулать a. Вӗсене Туррӑн шанчӑклӑ та опытлӑ ӗҫлекенӗсем вӗрентӗҫ (Ис. 11:9). Европӑра, Кӑнтӑр Америкӑра тата Африкӑра ырӑ хыпар сарнӑ Шарлотта ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Вӑл хавхалануллӑн ҫапла калать: «Манӑн чӗрӗлсе тӑракансене питӗ вӗрентес килет. Тахҫан ӗлӗк пурӑннӑ ҫын ҫинчен вуланӑ чухне эпӗ ҫапла шутлатӑп: Иеговӑна пӗлнӗ пулсан, унӑн пурнӑҫӗ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ. Эпӗ вӗсене Турӑ ҫинчен тата уншӑн ӗҫлеме пуҫласан вӗсен пурнӑҫӗ мӗн тери чаплӑ пуласса каласа парасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп».

Иисус ҫӗр ҫине киличчен пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен те нумай пӗлмелле пулать. Сӑмахран, Даниила хӑй ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсене ӑнлантармалла пулӗ, вӑл вӗсене хӑй те ӑнланман вӗт (Дан. 12:8). Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс пулать. Сирӗн Руфьпе Ноемине Мессия вӗсен тӑхӑмӗ пулнине каласа парас килет-и? Ҫак усал тӗнчен витӗмӗнчен, хӗсӗрленинчен хӑтӑлсан, эпир пӗтӗм тӗнчипе иртекен вӗрентмелли программӑна хутшӑнма ҫав тери хавас пулӑпӑр!

Ҫав программӑна хутшӑнас килнине эсир халех мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Хӑвӑр тума пултарнинчен чи лайӑххи вӑл — вӗрентес ӑсталӑха аталантарасси тата ырӑ хыпара тӑтӑшах сарасси (Матф. 24:14). Ватӑлнине е урӑх лару-тӑрусене пула эсир хӑвӑр тӑвас килнӗ чухлӗ тӑваймастӑр пулсан, ҫак ӗҫе тума пӗтӗм вӑя хунипе чӗрӗлсе тӑнисене вӗрентме кӑмӑл пуррине кӑтартӑр.

Эппин, сирӗн ҫӗре еткерлӗхе илес килет-и? Эсир пӗтӗм ҫӗре рай тӑвасса, чӗрӗлсе тӑракансемшӗн тӑрӑшасса тата вӗсене вӗрентессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр-и? «Паллах» тейӗр пулӗ. Апла пулсан, ҫӗнӗ тӗнчере мӗн-мӗн тӑвӑпӑр, ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсене халех туса тӑрӑр!

a 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Мӗнле майпа нумайӑшӗ тӳрӗ ҫынсем пулса тӑрӗҫ?» статьяна пӑхӑр.