Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн»

«Эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн»

«Чӑн калатӑп сана паян: эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн» (ЛУКА 23:43).

145-МӖШ ЮРӐ Турӑ пама пулнӑ рай

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Хӑй вилес умӗн Иисус юнашар юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан вӑрӑ-хураха мӗн каланӑ? (Лука 23:39—43).

 ИИСУС юпа ҫинче асапланнӑ чухне унпа юнашар юпасем ҫинче икӗ вӑрӑ-хурах ҫакӑнса тӑнӑ (Лука 23:32, 33). Вӗсем иккӗшӗ те Иисуса хӑртнӑ, апла пулсан вӗсем унӑн вӗренекенӗсем пулман (Матф. 27:44; Марк 15:32). Ҫапах та тахӑш самантра вӑрӑ-хурахсенчен пӗрин шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ та вӑл: «Иисус, Патша пулса тӑрсан, аса илсем мана»,— тенӗ. Иисус вара ӑна: «Чӑн калатӑп сана паян: эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн»,— тенӗ. (Лука 23:39—43 вуласа парӑр.) Ҫав ҫын «ҫӳлти Патшалӑх» ҫинчен унччен илтме пултарнӑ пулсан та, Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑман. Тата Иисус вӑл ҫӳлти Патшалӑха кӗрет тесе те каламан (Матф. 4:17). Вӑл ҫӗр ҫинчи пулас рай ҫинчен каланӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ вӑрӑ-хурах пирки тата вӑл мӗне ӗненни пирки мӗн калама пулать? (2, 3 абзацсене пӑхӑр)

2. Мӗншӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ вӑрӑ-хурах еврей пулнӑ теме пулать?

2 Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ вӑрӑ-хурах еврей пулнӑ пулас. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Вӑл тепӗр вӑрӑ-хурахран: «Эсӗ Турӑран пачах та хӑрамастӑн-им?» — тесе ыйтнӑ (Лука 23:40). Еврейсем пӗр Турра кӑна пуҫҫапнӑ, ытти халӑх ҫыннисем вара нумай турра ӗненнӗ (Тух. 20:2, 3; 1 Кор. 8:5, 6). Ҫав вӑрӑ-хурахсем еврейсем пулман пулсан, ыйту ҫапларах пулнӑ пулӗччӗ: «Эсӗ турӑсенчен пачах та хӑрамастӑн-им?» Тата Иисуса ытти халӑх ҫыннисем патне мар, «Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ» янӑ (Матф. 15:24). Унсӑр пуҫне, Турӑ израильтянсене вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӑп тесе каланӑ. Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ вӑрӑ-хурах ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ пулӗ. Унӑн сӑмахӗсенчен ҫакӑ курӑнать: вӑл Иегова Иисуса пӗлӗтри Патшалӑхра Патша пулма чӗртсе тӑратӗ тесе шутланӑ. Ҫав ҫын хӑйне те Турӑ чӗртсе тӑратасса шаннӑ пулмалла.

3. Иисус рай ҫинчен асӑнсан, ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ вӑрӑ-хурах мӗн ҫинчен шутласа илнӗ пулӗ? Ӑнлантарса парӑр (Пултарни 2:15).

3 Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ вӑрӑ-хурах еврей пулнӑран Адампа Ева ҫинчен те, Иегова вӗсене рай пахчине вырнаҫтарни ҫинчен те пӗлнӗ. Ҫавӑнпа Иисус рай ҫинчен асӑнсан, ҫав арҫын ҫӗр ҫинчи илемлӗ сад пахчине куҫ умне кӑларса тӑратнӑ пулӗ. (Пултарни 2:15 вуласа парӑр.)

4. Иисус вӑрӑ-хураха каланӑ сӑмахсем мӗн пирки шутлаттараҫҫӗ?

4 Иисусӑн сӑмахӗсем пире райра пурнӑҫ мӗнлерех пуласси ҫинчен шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ. Соломон патша ертсе пынӑ вӑхӑтри мирлӗ пурнӑҫ ҫинчен вуланӑ чухне те рай ҫинчен кӑшт пӗлме пулать. Библире Иисус Соломонран та аслӑрах тенӗ (Матф. 12:42). Апла пулсан, вӑл хӑйӗнпе пӗрле патшара ларакансемпе ҫӗр ҫинче тата лайӑхрах пурнӑҫ туса парӗ. «Урӑх сурӑхсен» вара райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесе мӗн тумаллине пӗлмелле (Иоанн 10:16).

РАЙРИ ПУРНӐҪ МӖНЛЕРЕХ ПУЛӖ-ШИ?

5. Сирӗн шутпа райри пурӑнӑҫ мӗнле пулать?

5 Райри пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн умма мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑрать? Тен, Эдем пахчи евӗрлӗ илемлӗ парк (Пулт. 2:7—9). Е, тен, эсир Туррӑн кашни ӗҫлекенӗ ҫинчен каланӑ Михей пророкӑн ҫак сӑмахӗсене аса илетӗр: «Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ» (Мих. 4:3, 4). Библири ытти сӑвӑ йӗркисенче апат-ҫимӗҫ тулӑх пулӗ тенӗ (Пс. 71:16; Ис. 65:21, 22). Апла эсир ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратӑр: эсир илемлӗ паркра ларатӑр, сирӗн умра сӗтел тулли тутлӑ апат-ҫимӗҫ. Таврана тӗрлӗ-тӗрлӗ чечек шӑрши сарӑлнӑ. Хӑвӑрӑн тӑванусемпе тусусем хаваслӑн кулса калаҫни илтӗнет. Вӗсен шутӗнче вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем те пур. Ҫакӑ ӗмӗт ҫеҫ мар. Тӗнчен пур кӗтесӗнче те ҫапла пуласси пирки эпир иккӗленместпӗр. Унсӑр пуҫне, райра кашнин кӑмӑлне каякан ӗҫ пулӗ.

Ҫӗнӗ тӗнчере эпир питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хутшӑнӑпӑр — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене вӗрентӗпӗр (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Эпир райра мӗн-мӗн тӑвӑпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

6 Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, ӗҫ пирӗн кӑмӑла ҫырлахтармалла (Еккл. 2:24). Уйрӑмах Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне пирӗн нумай ӗҫ пулать. Пысӑк хӗн-асап витӗр тухнисене тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене тумтир, апат-ҫимӗҫ тата пурӑнмалли вырӑн кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа самаях вӑй хума тивӗ. Ҫавах та ҫав ӗҫ пире савӑнӑҫ та кӳрӗ. Адампа Евӑн Эдем пахчинче тӑрӑшмалла пулнӑ пекех пирӗн те пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе рай тумалла пулать. Иеговӑпа унӑн ирӗкӗ ҫинчен нимӗн те пӗлмен тенӗ пекех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ миллион-миллион ҫынна вӗрентме мӗн тери кӑмӑллӑ пулӗ! Тата эпир Христос ҫӗр ҫине киличчен Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хӑйсем вилнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парӑпӑр. Ҫакӑ та пире пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ.

7. Эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр тата мӗншӗн?

7 Пулас райра мир, йӗрке тата ҫынсене мӗн кирли веҫех пулӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова пире унӑн Ывӑлӗ ертсе пынӑ чухне мӗнле пурнӑҫ пулассине кӑтартнӑ ӗнтӗ. Ҫакӑ Соломон патшара ларнӑ вӑхӑтра пурнӑҫ еплерех пулнинчен курӑнать.

СОЛОМОН ПАТША ЕРТСЕ ПЫНӐ ВӐХӐТ — ПУЛАС РАЙӐН ӖМӖЛКИ

8. Псалом 36:10, 11, 29 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ӗлӗк-авал мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.)

8 Давид патша Иегова хавхалантарнипе ӑслӑ та Турра шанчӑклӑ патша ертсе пырсан пурнӑҫ еплерех пулассине ҫырса хунӑ пулнӑ. (Псалом 36:10, 11, 29 вуласа парӑр.) Ҫынсене пулас рай ҫинчен каласа панӑ чухне эпир час-часах Псалом 36:11-мӗшӗнче мӗн ҫырса панине вуласа паратпӑр. Ҫакӑ питӗ вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен ту ҫинче вӗрентнӗ чухне ҫак сӑвӑ йӗркине Иисус хӑй те илсе панӑ (Матф. 5:5). Ҫапла вӑл ҫав сӑмахсем пуласлӑхра пурнӑҫланасса кӑтартнӑ. Анчах Давидӑн сӑмахӗсем Соломон пурӑннӑ вӑхӑтра та пурнӑҫ мӗнлерех пулассине кӑтартнӑ. Соломон патша ертсе пынӑ чухне Израиль халӑхӗ хушшинче тӗлӗнмелле мир пулнӑ. Туррӑн халӑхӗ «сӗтпе пыл юхса выртакан» ҫӗрте тулӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ. Турӑ вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн... сирӗн ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ» (Лев. 20:24; 26:3, 6). Ҫак сӑмахсем Соломон патшана ларсан пурнӑҫланнӑ (1 Ҫулс. 22:9; 29:26—28). Иегова израильтянсене урӑх турӑсене пуҫҫапакан усал ҫынсенчен хӳтӗлеме сӑмах панӑ (Пс. 36:10). Апла пулсан, Псалом 36:10, 11, 29 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ӗлӗк-авал та пурнӑҫланнӑ, пуласлӑхра та пурнӑҫланӗҫ.

9. Савея ҫӗрӗн майра патши Соломон патшалӑхӗ ҫинчен мӗн каланӑ?

9 Соломон ертсе пынӑ чухнехи ӑнӑҫупа мир пирки Савея ҫӗрӗн майра патши те илтнӗ. Веҫех хӑй куҫӗпе курас тесе вӑл Иерусалима аякран ҫитнӗ (3 Патш. 10:1). Соломон патшалӑхӗн чапне курсан вӑл ҫапла каланӑ: «Мана ҫуррине те каламан... Телейлӗ санӑн ҫыннусем, телейлӗ ялан сан умӑнта тӑракан, сан ӑслӑлӑхна илтекен тарҫусем!» (3 Патш. 10:6—8). Анчах та Соломон ертсе пынӑ вӑхӑт Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ ертсе пынӑ чухне мӗн-мӗн тӑвассине кӑшт кӑна кӑтартса парать.

10. Иисус Соломона хӑш енчен ирттерет?

10 Иисус пур тӗлӗшпе те Соломона ирттерет. Соломон ҫылӑхлӑ ҫын пулнӑ тата вӑл пысӑк йӑнӑшсем те тунӑ. Ҫавна пула Туррӑн халӑхӗ нумай хӗн-хур курнӑ. Иисус вара пӗр ҫитменлӗхсӗр Пуҫлӑх, вӑл нихӑҫан та йӑнӑшмасть (Лука 1:32; Евр. 4:14, 15). Шуйттан ӑна питӗ вӑйлӑ тапӑннӑ пулин те, Иисус Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Христос нихӑҫан та ҫылӑх тӑвас ҫуккине тата хӑйӗн Патшалӑхӗ майлисене сиен кӳрес ҫуккине кӑтартнӑ. Хамӑра ҫавӑн пек Патша ертсе пынишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр!

11. Иисуспа пӗрле патшара кам ларӗ?

11 Иисуспа пӗрле 144 000-ӗшӗ патшара ларӗ. Вӗсем этемлӗхшӗн тӑрӑшӗҫ тата Иегова ҫӗр пирки мӗн шутласа хунӑ, ҫавна пурнӑҫлӗҫ (Ӳлӗм. 14:1—3). Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӗсем те нумай хӗн-хур тӳснӗ, ҫавӑнпа та ҫынсене питӗ лайӑх ӑнланӗҫ. Вӗсем мӗн-мӗн тӑвӗҫ-ши?

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ИЛНИСЕМ МӖН-МӖН ТӐВӖҪ?

12. Иегова 144 000-ӗшне мӗнле ӗҫ шанса панӑ?

12 Соломонпа танлаштарас пулсан, Иисуспа 144 000-ӗшӗ чылай ытларах тӑвӗҫ. Израиль патшине темиҫе миллион ҫын пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ тата вӗсем пурте пӗр ҫӗршыврах пурӑннӑ. Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пыракансем вара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнакан миллиард-миллиард ҫыншӑн тӑрӑшӗҫ. Иегова 144 000-ӗшне мӗн тери пысӑк ӗҫ шанса панӑ!

13. Иисуспа пӗрле патшара ларакансен мӗнле тивӗҫсем пулӗҫ?

13 Иисус пекех, 144 000-ӗшӗ патша та, священник та пулӗҫ (Ӳлӗм. 5:10). Израиль халӑхӗ Моисей саккунне тытса тӑнӑ чухне священниксен тӗп тивӗҫӗ ҫынсене сывлӑхшӑн тӑрӑшма тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси пулнӑ. Моисей саккунӗ вара «пулас ырӑлӑхсенӗн... ӗмӗлки анчах» пулнӑ. Апла Иисус та, унпа пӗрле патшара ларакансем те ҫынсене ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗҫ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать (Евр. 10:1). Ҫав патшасемпе священниксем Патшалӑх майлӑ тӑракан ҫӗр ҫинчи ҫынсемпе ҫыхӑну мӗнле тытассине эпир хальлӗхе пӗлместпӗр. Кирек мӗнле пулсан та, ҫӗр ҫинчи райра ҫынсем кирлӗ хушусене илсе тӑраҫҫех (Ӳлӗм. 21:3, 4).

«УРӐХ СУРӐХСЕН» РАЙРА ПУРӐНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

14. «Урӑх сурӑхсемпе» «пӗчӗк кӗтӳ» хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех?

14 Иисус хӑйӗнпе пӗрле ертсе пыракансем пирки «пӗчӗк кӗтӳ» тенӗ (Лука 12:32). Тата вӑл тепӗр ушкӑн ҫинчен — «урӑх сурӑхсем» ҫинчен — каланӑ. Ҫак икӗ ушкӑн пӗрле пӗр кӗтӳ пулать (Иоанн 10:16). Вӗсем халех пӗрле ӗҫлесе тӑраҫҫӗ тата пулас райра та ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ. Паллах, ҫав вӑхӑталла «пӗчӗк кӗтӳ» тӳпере пуҫтарӑнӗ. «Урӑх сурӑхсем» вара ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗр ҫинче пурӑнма шанса тӑрӗҫ. Анчах та райра пурӑнас тесен вӗсен халех юрӑхлӑ пулма тӑрӑшмалла.

Эпир халех райра пурӑнма хатӗрленме пултаратпӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр) b

15. а) Урӑх сурӑхсем Христос тӑванӗсене мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ? ӑ) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Аптекӑна килнӗ арҫын тӑванран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Иисуспа юнашар юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан вӑрӑ-хурахӑн ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтарма май пулман. Унпа танлаштарсан, пирӗн, урӑх сурӑхсен, Иисуса пархатарлӑ пулнине кӑтартма нумай май пур. Тӗслӗхрен, ӑна юратнине эпир святой сывлӑшпа суйласа илнисене пулӑшнипе кӑтартатпӑр. Сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ чухне Иисус ҫавна шута илӗ (Матф. 25:31—40). Христос тӑванӗсене пулӑшас тесе эпир ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе чун-чӗререн хутшӑнатпӑр (Матф. 28:18—20). Акӑ мӗншӗн эпир вӗсем хамӑра парса тӑракан вӗренмелли хатӗрсемпе, сӑмахран, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе, лайӑх усӑ курма вӗренесшӗн. Эсир хальлӗхе никампа та Библи вӗренместӗр пулсан, май килнӗ таран ытларах ҫынна Библи вӗренме сӗнме тӗллев лартӑр.

16. Райри пурнӑҫа халех хатӗрленес тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр?

16 Иегова кама райра курасшӑн, ҫавӑн пек ҫын пулса тӑмашкӑн пирӗн рая кӗтмелле мар. Халех суймасӑр, улталамасӑр пурӑнмалла тата пур енчен те виҫине пӗлмелле. Ҫавӑн пекех пирӗн Иеговӑна, хамӑр мӑшӑра тата пухури тӑвансене шанчӑклӑ пулмалла. Ҫак усал тӗнчере Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнсан, пире ҫӗнӗ тӗнчере те ӑна итлеме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Унсӑр пуҫне, пирӗн райра кирлӗ пулма пултаракан тӗрлӗ пултарулӑха тата лайӑх енсене аталантармалла. Ҫакӑн ҫинчен ку кӑларӑмри «Эсир ҫӗре еткерлӗхе илме хатӗр-и?» статьяран пӗлме пулать.

17. Малтан тунӑ ҫылӑхсемшӗн пирӗн пӗрмай хуйхӑрса ҫӳремелле-и? Ӑнлантарса парӑр.

17 Унсӑр пуҫне, пирӗн малтан тунӑ йывӑр ҫылӑхсемшӗн хуйхӑрса ҫӳреме пӑрахмалла. Паллах, эпир Иисус хамӑршӑн вилнӗ пулсан, пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тума юрать тесе шутламастпӑр (Евр. 10:26—31). Анчах та пирӗн ҫакӑн пирки те иккӗленмелле мар: тунӑ ҫылӑхшӑн чун-чӗререн ӳкӗнтӗмӗр пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтрӑмӑр пулсан, улшӑнтӑмӑр пулсан, вӑл пире пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ (Ис. 55:7; Ап. ӗҫ. 3:19). Тата Иисус фарисейсене: «Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ»,— тенине те ан манӑр (Матф. 9:13). Иисус тӳлесе илме панӑ парне пур ҫылӑха та каҫарма пултарать.

ЭСИР ӖМӖР-ӖМӖР РАЙРА ПУРӐНМА ПУЛТАРАТӐР

18. Иисуспа юнашар юпа ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ вӑрӑ-хурахран эсир мӗн ҫинчен ыйтса пӗлнӗ пулӑттӑр?

18 Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: райра эсир Иисуспа юнашар юпа ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ вӑрӑ-хурахпа калаҫатӑр. Эсир иксӗр те Иисус панӑ парнешӗн Турра питӗ пархатарлӑ. Тен, эсир ҫав вӑрӑ-хурахран ҫапла ыйтӑр: «Иисус вилес умӗн мӗн-мӗн пулса иртнине каласа параймастӑн-ши? Вӑл сана „Эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн тесе каласан“, эсӗ мӗн туйса илтӗн?» Вӑл вара сирӗнтен ҫапла ыйтма пултарать: «Шуйттан тӗнчин юлашки кунӗсенче пурнӑҫ еплерех пулнӑ?» Ҫав арҫын еверлӗ ҫынсемпе Библи вӗренесси мӗн тери пысӑк чыс пулӗ! (Эф. 4:22—24).

Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне арҫын тӑван хӑйӗн пултарулӑхне аталантарать. Ҫавӑн пирки вӑл тахҫантанпах ӗмӗтленнӗ (19-мӗш абзаца пӑхӑр)

19. Мӗншӗн райри пурнӑҫ нихӑҫан та йӑлӑхтармӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

19 Райри пурнӑҫ пире нихӑҫан та йӑлӑхтарса ҫитермӗ. Эпир пӗрмай интереслӗ ҫынсемпе хутшӑнӑпӑр тата пирӗн яланах кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ пулӗ. Чи лайӑххи вара — эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттепе кунран-кун ҫывӑхланса пырӑпӑр тата вӑл паракан парнесемшӗн савӑнӑпӑр. Эпир Иегова тата вӑл тунӑ япаласем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пырӑпӑр. Мӗн чухлӗ ытларах эпир пурӑнӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах Иеговӑна юратӑпӑр. Иеговӑпа Иисус пире райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

22-МӖШ ЮРӐ Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

a Эсир райри пурнӑҫа час-часах куҫ умне кӑларса тӑрататӑр-и? Рай ҫинчен шухӑшлани ҫунатлантарса ярать. Иегова хамӑра валли мӗн хатӗрлесе хуни ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫӗкленӳллӗрех ун ҫинчен ыттисене каласа паратпӑр. Ҫак статьяри шухӑшсем пире Иисус рай пуласса сӑмах панине хытӑрах ӗненме пулӑшӗҫ.

b ӲКЕРЧӖК. 12-мӗш страница. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан ҫынсене вӗрентес текен арҫын тӑван халех лайӑх вӗрентекен пулма тӑрӑшать.