Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр

«Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (МАТФ. 22:37).

134-МӖШ ЮРӐ Ачасем — Турӑ панӑ еткер

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртсен мӗншӗн Библири хӑш-пӗр принципсем пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑраҫҫӗ?

 ҪАКНА куҫ умне кӑларса тӑратӑр: туй кунӗнче хитре тумланнӑ каччӑ тата унӑн ытарайми савнийӗ мӑшӑрланнӑ ятпа Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклада итлесе тӑраҫҫӗ. Паллах, вӗсем унти шухӑшсене пӗрре кӑна мар илтнӗ. Анчах паянтан хӑйсем илтнӗ канашсем вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫемье телейӗ вӗсем ҫак канашсене итленипе итлеменнинчен килет.

2 Упӑшкипе арӑмӗ ача ҫуралассине кӗтнӗ чухне те хӑйсене ҫавӑн пекрех туйма пултараҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑранпа вӗсем ачасене пӑхса ӳстерме пулӑшакан канашсене нумай хутчен илтнӗ ӗнтӗ. Анчах та ҫак канашсем халӗ вӗсене те пырса тивеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗҫ-вӗҫ ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вара пысӑк яваплӑх. Пурнӑҫӗнче улшӑнусем пулса иртнӗрен вӗсемшӗн халӗ ҫав принципсем пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑраҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсен Сӑваплӑ Ҫырӑва «мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех» вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла (Сак. аст. 17:19).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ашшӗ-амӑшӗсем, сире питӗ пысӑк чыс тунӑ. Эсир ачӑрсене Иеговӑпа паллаштарма пултаратӑр. Паллах, сирӗн вӗсене пӗлӳ кӑна парас килмест, Иеговӑна юратма та вӗрентес килет. Сире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр Библири тӑватӑ принципа пӑхса тухар. Вӗсем чӑнах та пулӑшнине нумай ашшӗ-амӑшӗ ҫирӗплетсе пама пултарать (2 Тим. 3:16). Ҫак статьяра хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ мӗн каланине те илсе панӑ.

АШШӖ-АМӐШӖСЕНЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАКАН ТӐВАТӐ ПРИНЦИП

Эсир Иеговӑн канашӗсене итлетӗр пулсан тата ачасене лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑр пулсан, ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? (4, 8 абзацсене пӑхӑр)

4. Ашшӗ-амӑшӗсене ачисене Иеговӑна юратма вӗрентме мӗнле принцип пулӑшма пултарать? (Иаков 1:5).

4 Пӗрремӗш принцип: Иеговӑн канашӗсене итлӗр. Хӑвӑр вӑйпа ҫеҫ ачасене Иеговӑна юратма вӗрентеймӗр. Ҫавӑнпа та Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр. (Иаков 1:5 вуласа парӑр.) Вӑл чи лайӑх канаш пама пултарать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Сахалтан та икӗ сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑн никамран нумайрах ача пур, ҫавӑнпа та вӑл чи опытлӑ Атте (Пс. 35:10). Иккӗмӗшӗнчен, унӑн канашӗсем пире яланах усӑ параҫҫӗ (Ис. 48:17).

5. а) Иеговӑн организацийӗ ашшӗ-амӑшӗсене мӗнле пулӑшса тӑрать? ӑ) Аморим тӑвансем хӑйсен ачисене мӗнле пӑхса ӳстернинчен эсир мӗне вӗренетӗр?

5 Иегова ашшӗ-амӑшӗсене Библи панӑ. Вӑл ӑна ӑнланма пулӑшакан тӗрлӗ публикаци те парса тӑрать (Матф. 24:45). Ҫакӑ вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма вӗрентме пулӑшать. Сӑмахран, «Вӑранӑр!» журналта нумай ҫул хушши «Помощь семье» ярӑм тухса тӑнӑ. Халӗ ҫав статьясене jw.org сайтра вулама пулать. Унсӑр пуҫне, пирӗн сайтра интервьюсем тата ытти видеороликсем пур. Вӗсенчен ачасене пӑхса ӳстернӗ чухне Библири канашсемпе мӗнле усӑ курмаллине пӗлме пулать (Ытар. 2:4—6) *.

6. Пӗр мӑшӑр Иеговӑн организацийӗ хӑйсене мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен мӗн калать?

6 Хӑйсен ачисене пӑхса ӳстерме пулӑшса тӑнӑшӑн нумай мӑшӑр Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Джо ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Пирӗн виҫӗ ача. Вӗсене чӑнлӑхра пӑхса ӳстерме ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа та эпир арӑмпа пӗрмаях кӗлтӑватпӑр. Пӗлетӗр-и, час-часах ҫакӑн пекки пулать: пирӗн пӗр-пӗр йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна татса пама пулӑшакан статья е видеоролик тухать. Ҫавӑн пек чухне Иегова пире ҫӑлӑнмалли ункӑ пӑрахса панӑ пекех туйӑнать». Джопа унӑн арӑмӗ организаци парса тӑракан публикацисем хӑйсен ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнине кураҫҫӗ.

7. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен ачисене лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла? (Рим 2:21).

7 Иккӗмӗш принцип: ачасене лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр. Ачасем ашшӗ-амӑшне сӑнаса хӑйсем те вӗсем пекех пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Паллах, ашшӗн те, амӑшӗн те ҫитменлӗхсем пур (Рим 3:23). Ҫапах та вӗсен хӑйсен ачисене лайӑх тӗслӗх кӑтартма тӑрӑшмалла. (Рим 2:21 вуласа парӑр.) Пӗр ашшӗ кун пирки ҫапла каланӑ: «Ачасем хӑйсем мӗн курнине-илтнине губка пекех ҫӑтаҫҫӗ. Манӑн ӗҫсем эпӗ вӗсене мӗн вӗрентнипе килӗшсе тӑмасан, вӗсем мана ҫакӑн ҫинчен калаҫҫех». Эппин, ачасем Иеговӑна юратма вӗренччӗр тетӗр пулсан, вӗсен эсир Иеговӑна юратнине курса тӑмалла.

8, 9. Эндрю тата Эмма сӑмахӗсенчен эсир мӗне вӗрентӗр?

8 Айтӑр ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗ ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӑхса тухар. 17 ҫулхи Эндрю акӑ мӗн каланӑ: «Аттепе анне мана Иеговӑпа калаҫни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтерсех тӑратчӗҫ. Кашни каҫ, эпӗ хам тӗллӗн кӗлтунӑ пулсан та, атте манпа пӗрле кӗлтӑватчӗ. Пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, аттепе анне ҫапла калатчӗҫ: „Эсир Иеговӑпа мӗн чухлӗ калаҫас тетӗр, ҫавӑн чухлӗ калаҫма пултаратӑр, вӑл нихӑҫан та „ҫитӗ“ тесе каламӗ“. Ҫавӑнпа та кӗлтӑвасси ман йӑлана кӗчӗ. Эпӗ Иеговӑпа калаҫма питӗ юрататӑп. Тата вӑл маншӑн юратакан Атте пулса тӑчӗ». Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир ҫак сӑмахсенчен мӗне вӗренме пултаратӑр? Сирӗн тӗслӗх ачасем ҫине витӗм кӳрет, эсир Иеговӑна юратсан сирӗн ачасем те ӑна юратма пуҫлӗҫ.

9 Эмма мӗн каланине пӑхса тухар. Вӑл ача пулнӑ чухне унӑн ашшӗ ҫемьене пӑрахса хӑварса килтен тухса кайнӑ. Амӑшӗн вара унӑн парӑмӗсене татса пама тивнӗ. «Пирӗн час-часах укҫа ҫитсех каймастчӗ,— калать Эмма.— Ҫавах та анне Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та хӑвармӗ тесе каласах тӑратчӗ. Вӑл ҫакна ҫирӗп ӗненни унӑн ӗҫӗсенчен те курӑнатчӗ. Анне чӑнлӑх ҫинчен калатчӗ кӑна мар, вӑл чӑнлӑхпа пурӑнатчӗ». Апла пулсан, ашшӗ-амӑшӗсем йывӑр лару-тӑрура та ачасене лайӑх тӗслӗх кӑтартма пултараҫҫӗ (Гал. 6:9).

10. Израильтянсем хӑйсен ачисемпе Иегова ҫинчен хӑҫан калаҫма пултарнӑ? (Саккуна астутарни 6:6, 7).

10 Виҫҫӗмӗш принцип: ачасемпе пӗрмаях калаҫӑр. Иегова Израиль халӑхне панӑ законра ҫакна тумалла тесе тӳррӗн каланӑ. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе чылай нумайрах вӑхӑт ирттернӗ. (Саккуна астутарни 6:6, 7 вуласа парӑр.) Сӑмахран, ывӑлӗсем ашшӗсемпе пӗрле уйра ӗҫленӗ. Хӗрӗсем вара амӑшӗсене килти ӗҫсене тума пулӑшнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ чухне ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иегова ҫинчен ытларах каласа пама пултарнӑ. Ҫапла вара ӑна юратма вӗрентнӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем Иегова мӗн тери ырӑ пулни ҫинчен тата вӑл хӑйсен ҫемйине мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пама пултарнӑ.

11. Христиансен ачисемпе хутшӑнма мӗнле май пур?

11 Халӗ вара пурнӑҫ йӗрки улшӑннӑ. Нумай ҫӗршывра ашшӗ-амӑшӗ ӗҫе, ачисем вара шкула ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсен ачисемпе калаҫмашкӑн ятарласа вӑхӑт уйӑрмалла (Эф. 5:15, 16; Флп. 1:10). Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вара пӗр-пӗринпе хутшӑнма питӗ лайӑх май уҫӑлать. 15 ҫулхи Алекс ҫапла калать: «Атте ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа питӗ хаклать. Ҫавӑнпа ӗҫсем нумай пулнине пӑхмасӑрах ӑна кашни эрнерех ирттерет. Библи вӗреннӗ хыҫҫӑн вара эпир пурте пӗрле тӗрлӗ япаласем ҫинчен калаҫса ларатпӑр».

12. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫемье пуҫӗн мӗн асра тытмалла?

12 Ачасене ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме интереслӗ пултӑр тесе ҫемье пуҫӗ мӗн тума пултарать? Нумай пулмасть «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» ятлӑ чаплӑ кӗнеке тухнӑ. Ҫак кӗнеке тӑрӑх Библи вӗренни ҫынна хӑй мӗн шутланине калама хавхалантарать. Ӑна ҫемьепе пӗрле вӗренме пуҫлӑр. Вӗреннӗ чухне вара ачасем хӑйсем мӗн шутланине калаччӑр тетӗр пулсан, вӗсене тӑн парасран тата пӗрмай тӳрлетесрен асӑрханӑр. Ачасем мӗн калани Библие хирӗҫлет пулсан та ан тарӑхӑр — вӗсем хӑйсем мӗн шутланине ним пытармасӑр каласа панишӗн савӑнӑр. Мӗншӗн тесен вӗсен чӗринче мӗн пуррине пӗлсен ҫеҫ эсир вӗсене пулӑшма пултаратӑр. Ҫавӑнпа та ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне ачасем хӑйсем мӗн шутланине пӗр хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр каласа пама пултарччӑр тесе тӑрӑшӑр.

Иегова тунӑ япаласем ҫине тимлеттерсе ашшӗ-амӑшӗсем ачасене Иеговӑна юратма мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ? (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе тата мӗн тума пултараҫҫӗ?

13 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе пур майпа та усӑ курӑр. Ачана Турӑ ҫинчен каласа парас тесе унпа Библи вӗренессе тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа кӗтмелле мар. Хӗрпе виҫӗ ывӑл пӑхса ӳстерекен Лиза ҫапла калать: «Ачасене Иегова ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшас тесе эпир упӑшкапа вӗсене вӑл тунӑ япаласем ҫине тимлеттереттӗмӗр. Ачасем пирӗн йытӑ мӗн хӑтланнинчен час-часах кулатчӗҫ. Ҫакӑнпа усӑ курса эпир вӗсене Иегова шӳтлеме пӗлет тата вӑл пире те савӑнтарса пурӑнтарасшӑн тесе палӑртаттӑмӑр».

Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир ачӑрсен тусӗсене паллатӑр-и? (14-мӗш абзаца пӑхӑр) *

14. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен ачисене лайӑх туссем тупма пулӑшмалла? (Ытарӑшсем 13:20).

14 Тӑваттӑмӗш принцип: ачасене лайӑх туссем тупма пулӑшӑр. Библире туссем пирӗн ҫине е лайӑх, е япӑх витӗм кӳреҫҫӗ тесе тӳррӗн каланӑ. (Ытарӑшсем 13:20 вуласа парӑр.) Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсем кампа туслашнине эсир пӗлетӗр-и? Эсир вӗсемпе паллашнӑ-и тата вӑхӑта пӗрле ирттерсе курнӑ-и? Хӑвӑр ачӑрсем Иеговӑна юратакансемпе туслашчӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? (1 Кор. 15:33). Тӗслӗхрен, ҫавӑн пек тӑвансене хӑнана чӗнме пулать (Пс. 118:63).

15. Ашшӗ -амӑшӗсем ачисене лайӑх туссем тупма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

15 Энтони арӑмӗпе пӗрле виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Ачисене лайӑх туссем тупма пулӑшас тесе хӑйсем мӗн туни ҫинчен Энтони ҫапла калать: «Ачасене пӑхса ӳстернӗ май эпир тӗрлӗ халӑхри, тӗрлӗ ҫулхи тӑвансене хӑнана чӗнеттӗмӗр. Эпир пӗрле апатланаттӑмӑр кӑна мар, Библи те вӗренеттӗмӗр. Ҫакӑ вара Иеговӑна юратакан тӑвансемпе туслашмалли чи лайӑх май. Тата час-часах пирӗн патра район старейшинисем, миссионерсем тата ытти тӑвансем пурӑнкалатчӗҫ. Ҫав тӑвансемпе хутшӑнни ачасем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Ҫав тӑвансем хастарччӗ, хӑйсене шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлетчӗҫ тата хӑйсен ӗҫне савӑнса тӑватчӗҫ. Вӗсене кура пирӗн ачасем те Иеговӑна юратма пуҫларӗҫ». Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасем сирӗн пулӑшусӑр лайӑх туссем тупаймӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫак тӗлӗшрен пулӑшсах тӑрӑр.

ШАНЧӐКА АН ҪУХАТӐР

16. Сирӗн ача Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн мар пулсан мӗн асра тытмалла?

16 Эсир хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тӑватӑр пулсан та, ача Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн мар пулсан вара, ҫакӑ эсир япӑх ашшӗ-амӑшӗ пулнине пӗлтерет-и? Ҫук, паллах. Иегова пурне те, ҫав шутрах сирӗн ачана та, суйласа илме ирӗк панӑ. Эппин, Иеговӑшӑн ӗҫлемелле-и, ӗҫлемелле мар-и, кашни ҫын хӑй йышӑну тӑвать. Сирӗн ача Иеговӑран сивӗнчӗ пулсан, вӑл ун патне каялла таврӑнасса шанма ан пӑрахӑр. Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен каланӑ ытарӑша аса илӗр (Лука 15:11—19, 22—24). Ҫав ывӑл йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ пулин те, кайран тӑна кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗ патне каялла таврӑннӑ. Кам та пулин: «Ҫакӑ юмах ҫеҫ. Пурнӑҫра ун пек пулмасть»,— теме пултарать. Анчах ҫапла шутлани тӗрӗс мар. Ҫакна Эли ятлӑ ҫамрӑк арҫыннӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать.

17. Эли тӗслӗхӗ мӗн пирки шантарать?

17 Эли ҫапла каласа парать: «Аттепе анне мана Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне юратма вӗрентмешкӗн нумай вӑй хунӑ. Анчах та 15-сенче эпӗ чӑрсӑрланса кайрӑм». Эли иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ӑса кӗртесшӗн пулнӑ пулин те, вӑл вӗсем мӗн каланине хӑлхана чикмен. Эли килтен тухса кайнӑ та йӗркесӗр пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн тусне ырӑ хыпар калакаланӑ. «Мӗн чухлӗ ытларах эпӗ ӑна Иегова ҫинчен каласа параттӑм, ҫавӑн чухлӗ ытларах хам та Иегова ҫинчен шухӑшлаттӑм,— тет Эли.— Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн манӑн чӗрере чӑнлӑх вӑррисем, атте-анне акнӑ вӑрӑсем, шӑтма пуҫларӗҫ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Эли пухӑва таврӑннӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫав тери савӑннӑ! Вӗсем Элине ачаранпах Иеговӑна юратма вӗрентме вӑй хуни усӑсӑр пулман (2 Тим. 3:14, 15) *.

18. Хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма вӗрентме вӑй хуракан ашшӗ-амӑшӗсене эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

18 Ашшӗ-амӑшӗсем, Иегова хӑвӑра мӗнле чыс туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл сире хӑйӗн ӗҫлекенӗсен «килес ӑрӑвне» пӑхса ӳстерме шанса панӑ (Пс. 77:4—6). Паллах, ҫакӑ ҫӑмӑл мар ӗҫ. Ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентме нумай вӑй хунӑшӑн сире мухтас килет. Вӗсене малалла та «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе», вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр (Эф. 6:4). Вара пирӗн юратакан ҫӳлти Атте сирӗн ҫине пӑхса савӑнӗ.

135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

^ Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене питӗ юратаҫҫӗ. Вӗсем ачисен пурӑнмалӑх мӗн кирли пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тата ачалӑхӗ телейлӗ пултӑр теҫҫӗ. Христиансем пулнӑ май, ашшӗ-амӑшӗсем ачасене Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшасси чи кирли тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсене Иеговӑна юратма вӗрентес тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тӑваҫҫӗ. Айтӑр ашшӗ-амӑшӗсене ҫак тӗлӗшрен пулӑшма пултаракан Библири тӑватӑ принципа пӑхса тухар.

^ 2012 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Библия меняет жизнь» статьяна пӑхӑр.

^ ӲКЕРЧӖК. Ывӑлӗн тусӗпе ҫывӑхрах паллашас тесе ашшӗ вӗсемпе пӗрле баскетболла вылять.