Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Кулленхи пурнӑҫра пулӑшакан ӑслӑ канашсем

Кулленхи пурнӑҫра пулӑшакан ӑслӑ канашсем

«Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать» (ЫТАР. 2:6).

89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн пире пурне те Турӑ паракан ӑслӑлӑх кирлӗ? (Ытарӑшсем 4:7).

 ПИРӖН пурин те вӑхӑтран вӑхӑта пысӑк йышӑнусем тумалла. Паллах, ҫавӑн пек чухне эпир Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтатпӑр (Иак. 1:5). Акӑ мӗншӗн Соломон: «Чи кирли — ӑслӑлӑх»,— тесе ҫырнӑ. (Ытарӑшсем 4:7 вуласа парӑр.) Вӑл кунта аслӑ пӗлӳ илесси ҫинчен мар, Иегова паракан ӑслӑлӑх ҫинчен каланӑ (Ытар. 2:6). Туррӑн ӑслӑлӑхӗ хальхи вӑхӑтра пулӑшма пултарать-ши? Пултарать. Айтӑр ҫирӗплетӳсене пӑхса тухар.

2. Чӑннипех те ӑслӑ пулас тесен мӗн тумалла?

2 Ӗлӗк-авал икӗ арҫын хӑйсен ӑслӑлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӗсем ҫинчен ытларах тӗпчесен эпир хамӑр та ӑслӑрах пулӑпӑр. Ҫав арҫынсенчен пӗри Соломон патша пулнӑ. Библире: «Турӑ Соломона ӑслӑлӑхпа питех те пысӑк ӑс-хакӑл... панӑ»,— тенӗ (3 Патш. 4:29). Тепри вара — Иисус Христос. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсенчен унран ӑслӑраххи никам та пулман (Матф. 12:42). Иисус ҫинчен ҫапла та пророкла каланӑ пулнӑ: «Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ... тӑрӗ» (Ис. 11:2).

3. Ҫак статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

3 Турӑ хӑйсене ӑслӑлӑх панине пула Соломон тата Иисус кулленхи пурнӑҫра пулӑшакан усӑллӑ канашсем панӑ. Ҫак статьяран эпир вӗсем ҫыннӑн укҫа, ӗҫ тата хӑйӗн ҫине мӗнле пӑхмалли пирки мӗн каланине пӗлӗпӗр.

УКҪА-ТЕНКӖ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

4. Соломонпа Иисус пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

4 Соломон патша калама ҫук пуян пулнӑ (3 Патш. 10:7, 14, 15). Иисусӑн вара килӗ те пулман, япалисем те унӑн сахал пулнӑ (Матф. 8:20). Ҫапах та Соломон та, Иисус та укҫапа пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен иккӗшӗн те ӑслӑлӑхӗ Иеговӑран пулнӑ.

5. Соломон укҫа ҫине мӗнле пӑхнӑ?

5 Соломон укҫа хӳтлӗх панине ӑнланнӑ (Еккл. 7:12). Укҫа пулсан эпир хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирлине илме пултаратпӑр, хӑш-пӗр чухне тата хамӑра савӑнтармашкӑн мӗн те пулин туянатпӑр. Соломон пуян пулнӑ пулсан та, вӑл укҫаран та хаклӑраххи пуррине ӑнланнӑ. Сӑмахран, вӑл: «Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах»,— тесе ҫырнӑ (Ытар. 22:1). Тата Соломон укҫана юратакансем хӑйсен мӗн пуррипе савӑнма пӗлмеҫҫӗ тесе те каланӑ (Еккл. 5:9, 11). Унсӑр пуҫне, вӑл укҫа ҫине шанма ҫук тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл кирек хӑш самантра та пӗтсе ларма пултарать (Ытар. 23:4, 5).

Эпӗ мӗне малти вырӑна хуратӑп: пурлӑха-и е Иеговӑшӑн ӗҫлессине-и? (6, 7 абзацсене пӑхӑр) *

6. Иисус укҫа-тенкӗпе пурлӑх ҫине мӗнле пӑхнӑ? (Матфей 6:31—33).

6 Иисус та укҫа-тенкӗпе пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхнӑ. Сӑмахран, вӑл тутлӑ ӗҫсе ҫининче ним япӑххи те ҫук тесе шутланӑ (Лука 19:2, 6, 7). Вӑл пӗрремӗш хут мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тунине астӑватӑр-и? Иисус шывран лайӑх эрех тунӑ (Иоанн 2:10, 11). Хӑй вилнӗ кун вара ун ҫинче хаклӑ тумтир пулнӑ (Иоанн 19:23, 24). Ҫав-ҫавах Иисус укҫашӑн ҫунакан ҫын пулман. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть... Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр»,— тенӗ (Матф. 6:24). Иисус эпир Турӑ Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хуратпӑр пулсан, Турӑ пире мӗн кирлине паратех тесе вӗрентнӗ. (Матфей 6:31—33 вуласа парӑр.)

7. Укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхни Дэниела мӗнле усӑ панӑ?

7 Иеговӑн канашӗсене итлесе укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхни нумай тӑвана усӑ панӑ. Дэниел ятлӑ авланман арҫын тӑван тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫапла калать: «Яш чухнех эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хума шутласа хутӑм». Дэниел ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑшӑн нумайрах тума пултарнӑ тата унӑн Вефильте те ӗҫлеме тӳр килнӗ. Вӑл тата ҫапла та калать: «Чӑнласах калатӑп, ҫакӑн пек пурнӑҫ ҫулне суйласа илнишӗн эпӗ пӗртте шеллеместӗп. Паллах, пурлӑх маншӑн кирлӗрех пулнӑ пулсан, эпӗ нумай укҫа ӗҫлесе илме пултарӑттӑм. Анчах та манӑн ҫавӑн чухлӗ лайӑх тус пулман пулӗччӗ. Тата Иеговӑшӑн ӗҫлесе эпӗ нумай савӑнӑҫ илетӗп. Ҫакна вара укҫалла илеймӗн. Иегова мана мӗн-мӗн пани нимӗнле укҫапа та танлашаймасть». Эппин, пирӗн укҫа-тенкӗне мар, Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хумалла.

ӖҪ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

8. Соломон ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхни ӑҫтан курӑнать? (Екклесиаст 5:17, 18).

8 Хамӑр ӗҫпе савӑнма май пуррине Соломон «Турӑ панӑ телей» тенӗ. (Екклесиаст 5:17, 18 вуласа парӑр). Вӑл: «Кирек епле ӗҫӗн те тупӑшӗ пур»,— тесе ҫырнӑ (Ытар. 14:23). Вӑл ҫак сӑмахсене пӗлсе ҫырнӑ. Соломон питӗ ӗҫчен пулнӑ: ҫуртсем хӑпартнӑ, иҫӗм пахчисемпе йывӑҫ пахчисем ӳстернӗ, хуласем те туса лартнӑ (3 Патш. 9:19; Еккл. 2:4—6). Паллах, ҫаксене тума нумай вӑй хумалла пулнӑ. Анчах та хӑйӗн ӗҫӗсене курса вӑл савӑннӑ. Соломон ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахман-ха. Вӑл Иеговӑшӑн та тӑрӑшсах ӗҫленӗ. Соломон Иерусалимри храма туса лартас ӗҫе ҫичӗ ҫул хушши йӗркелесе тӑнӑ (3 Патш. 6:38; 9:1). Тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлени ытти ӗҫсенчен пӗлтерӗшлӗрех пулнине ӑнланса илнӗ. Соломон ҫапла ҫырнӑ: «Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн» (Еккл. 12:13).

9. Иисусшӑн платник ӗҫӗ малти вырӑнта пулманни ӑҫтан курӑннӑ?

9 Иисус та питӗ ӗҫчен пулнӑ. Ӑна ачаранпах платник ӗҫне тума вӗрентнӗ (Марк 6:3). Вӗсен ҫемйи пысӑк пулнӑ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫемьене тӑрантарма пулӑшнӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ пулӗ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ май Иисус питӗ ӑста платник пулнӑ пулас. Апла, ун патне нумай ҫын ҫӳренӗ. Иисус хӑй те хӑйӗн ӗҫне юратнӑ пулӗ. Питӗ ӗҫлӗ пулнине пӑхмасӑрах вӑл Иеговӑшӑн та ӗҫлеме вӑхӑт уйӑрнӑ (Иоанн 7:15). Каярахпа вара, ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуҫӗпех путсан, вӑл ҫынсене ҫапла каланӑ: «Ҫӗр ҫинчи ҫӗрекен апатшӑн ан тӑрӑшӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатшӑн тӑрӑшӑр» (Иоанн 6:27). Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне те Иисус: «Хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр»,— тенӗ (Матф. 6:20).

Ӗҫ тата Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗн пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнмалла? (10, 11 абзацсене пӑхӑр) *

10. Ыттисене юрас тесе хӑш-пӗр христиансем мӗн тӑваҫҫӗ?

10 Иегова паракан ӑслӑлӑх пире ӗҫ ҫине те тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Христиансем пулнӑ май эпир улталамасӑр, тӑрӑшса ӗҫлетпӗр (Эф. 4:28). Ӗҫ паракансем нумайӑшӗ пире ҫакӑншӑн хаклаҫҫӗ. Хӑш-пӗр христиансем ҫынсем Иегова Свидетелӗсем пирки лайӑхрах шутлаччӑр тесе ӗҫ хыҫҫӑн та юлса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен ҫемйи валли тата пухури ӗҫсене тума ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑраймаҫҫӗ. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен вара чи пӗлтерӗшлине малти вырӑна хумалла.

11. Уильям ӗҫ пирки мӗн ӑнланса илнӗ?

11 Уильям ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван пӗр старейшинӑран ӗҫ хӑйӗн вырӑнӗнче пулмаллине вӗреннӗ. Ҫав старейшина унӑн начальникӗ пулнӑ. Ун ҫинчен Уильям ҫапла калать: «Вӑл питӗ тӑрӑшуллӑ тата хӑйӗн ӗҫне лайӑх тӑвать. Ҫавӑнпа клиентсем ӑна юратаҫҫӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн вара вӑл ӗҫ ҫинчен шухӑшлама пӑрахать те ҫемйипе пӗрле вӑхӑта ирттерет тата Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӑвать. Пӗлетӗр-и, вӑл ҫав тери телейлӗ ҫын!» *

ХАМӐР ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

12. Мӗншӗн Соломон малтанах хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхнӑ теме пулать, анчах кайран вӑл мӗнле танатана лекнӗ?

12 Соломон Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ чухне хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхнӑ. Хӑй ертсе пыма пуҫласан малтанхи ҫулсенче Соломон хӑй веҫех тума пултарайманнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ (3 Патш. 3:7—9). Соломон хӑйне мӑнна хуни мӗн тери хӑрушӑ пулнине ӑнланнӑ. Вӑл: «Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх, ӳкесси умӗн мӑнаҫлӑх пырать»,— тесе ҫырнӑ (Ытар. 16:18). Шел пулин те, каярахпа вӑл хӑй ҫак танатана лекнӗ. Соломон мӑнкӑмӑлланса кайса Туррӑн законӗсене пӑсма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, законра патша «нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр» тесе тӳррӗн каланӑ (Сак. аст. 17:17). Анчах та Соломон ҫакӑ хӑйне пырса тивмест тесе шутланӑ пулас. «Унӑн ҫичҫӗр арӑм, виҫҫӗр ҫум-арӑм пулнӑ», вӗсенчен нумайӑшӗ вара суя турӑсене пуҫҫапнӑ (3 Патш. 11:1—3). Тен, Соломон хӑйӗнпе ним япӑххи те пулмасть тесе шутланӑ. Анчах та Иеговӑна итлеменнине пула вӑл каярахпа нумай хӗн курнӑ (3 Патш. 11:9—13).

13. Иисус хӑйне кӗҫӗне хунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Ҫӗр ҫине киличчен вӑл Ашшӗпе пӗрле нумай ӗҫ тунӑ пулин те, мӑнкӑмӑлланса кайман. Библире каланӑ тӑрӑх, «тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине... Ун урлӑ пултарнӑ» (Кол. 1:16). Шыва кӗнӗ чухне Иисус тӳпере Ашшӗпе пӗрле пулнӑ чухне хӑй мӗн тунине аса илнӗ пулас (Матф. 3:16; Иоанн 17:5). Ҫавах та вӑл мӑнкӑмӑлланса кайман тата хӑйӗн пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламан. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӑл «Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ» (Матф. 20:28). Тата вӑл нихӑҫан та хӑй тӑвас тенӗ пек туман (Иоанн 5:19). Иисус хӑйне кӗҫӗне хунипе чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.

14. Иисусӑн сӑмахӗсем хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

14 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентнӗ. Пӗррехинче вӑл ҫапла каланӑ: «Сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ» (Матф. 10:30). Ҫак сӑмахсем уйрӑмах хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туякансене йӑпатаҫҫӗ. Пирӗн ҫӳлти Атте кашни ҫынпах интересленет, кашни ҫыннах хаклать. Иегова пире хӑйне пуҫҫапма тата ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тивӗҫлӗ тет. Вӑл йӑнӑшма пултарать-и вара?

Хамӑр ҫинчен кирлинчен те ытлашши шухӑшласан эпир мӗнле пиллӗхсемсӗр тӑрса юлӑпӑр? (15-мӗш абзаца пӑхӑр) *

15. а) Пӗр «Хурал башнинче» мӗнле канаш панӑ пулнӑ? ӑ) 24-мӗш страницӑри ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Хамӑр ҫинчен кирлинчен те ытлашши шухӑшласан эпир мӗнле пиллӗхсемсӗр тӑрса юлӑпӑр?

15 Пӗррехинче «Хурал башнинче» ҫапла канаш панӑ пулнӑ: «Эпир мӑнкӑмӑлланса каясшӑн мар. Анчах пирӗн хамӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе те шутламалла мар. Пирӗн хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренмелле: хамӑрта лайӑххине те, япӑххине те курма пӗлмелле. Ҫакӑн пирки пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: „Эпӗ хам пирки пуринчен лайӑхрах тесе калаймастӑп, ҫав вӑхӑтрах эпӗ чи усал ҫын та мар. Манӑн япӑх енсем кӑна мар, лайӑххисем те пур“» *. Хамӑр ҫине ҫапла пӑхни мӗнле усӑ панине асӑрхарӑр-и?

16. Мӗншӗн Иегова пире ӑслӑлӑх парать?

16 Иегова Библи урлӑ пире ӑслӑлӑх парать. Вӑл пире юратать тата телей сунать (Ис. 48:17, 18). Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ — телейлӗ тӑвакан ҫул — Иеговӑна итлесе пурӑнни. Мӗншӗн тесен ҫапла тусан эпир укҫа ҫине, ӗҫ ҫине тата хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхӑпӑр. Вара йӑнӑшсем туса хамӑр пурнӑҫа йывӑрлатса ямӑпӑр. Ытарӑшсем 23:15-мӗшӗнче Иегова пире кашнине ҫапла чӗнсе калать: «Эй ывӑлӑм! санӑн чӗрӳ ӑслӑ пулсассӑн, манӑн чӗрем те савӑнӗ». Айтӑр Иеговӑн чӗрине савӑнтарар.

94-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ

^ Соломон тата Иисус питӗ ӑслӑ пулнӑ. Вӗсене ҫак ӑслӑлӑха Иегова Турӑ панӑ. Святой сывлӑш хавхалантарнипе Соломон тата Иисус ҫыннӑн укҫа ҫине, ӗҫ ҫине тата хӑйӗн ҫине мӗнле пӑхмаллине каланӑ. Ку статьяра эпир ҫав ӑслӑ канашсем пирӗн тӑвансене мӗнле усӑ панине курӑпӑр.

^ 2015 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Чтобы работа была в радость» статьяна пӑхӑр.

^ 2005 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Библия поможет обрести радость» статьяна пӑхӑр.

^ ӲКЕРЧӖК. Джон тата Том ҫамрӑк арҫын тӑвансем пӗр пухӑвах ҫӳреҫҫӗ. Джон хӑйӗн машинӗ патӗнчен кайма пӗлмест. Том вара хӑйӗн машинипе тӑвансене тӗлпулӑва тата ырӑ хыпар сарма илсе ҫӳрет.

^ ӲКЕРЧӖК. Джон начальника юрас тесе ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫлет. (Ӗҫ кунӗ вӗҫленсен ӑна юлса ӗҫлеме ыйтсан вӑл кашнинчех килӗшет.) Ҫав каҫах Том, пухура пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлекенскер, старейшинӑпа пӗрле хӗрарӑм тӑвана хавхалантарма каять. (Унччен вӑл начальникне эрнере темиҫе каҫ Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑхӑт уйӑратӑп тесе каласа хунӑ пулнӑ.)

^ ӲКЕРЧӖК. Джон хӑйӗн ҫине пӑхса тӑранаймасть. Том вара чи малтан Иеговӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен шутлать. Вӑл Конгресс залне юсама пулӑшнӑ чухне ҫӗнӗ туссем тупнӑ.