Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырни пире мӗнле пырса тивет?

Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырни пире мӗнле пырса тивет?

«Ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан... телейлӗ» (ӲЛӖМ. 1:3).

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Мӗншӗн пире Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырни интереслентерет?

 КАЛӐПӐР, эсир камӑн та пулин фотоальбомне пӑхса ларатӑр. Эсир пӗр сӑнӳкерчӗк хыҫҫӑн теприне пӑхатӑр, унта нумай палламан ҫынна куратӑр. Сасартӑк сирӗн куҫ тӗлне пӗр сӑнӳкерчӗк лекет те эсир ӑна питӗ тимлӗ пӑхма пуҫлатӑр. Мӗншӗн-ши? Унта эсир хӑвӑра куратӑр. Вара ӑна хӑҫан тата ӑҫта ҫапнине, хӑвӑрпа пӗрле пулнӑ ҫынсен ячӗсене аса илме тӑрӑшатӑр. Эсир ҫак сӑнӳкерчӗке ытти сӑнӳкерчӗксенчен лайӑхрах астуса юлӑр пулӗ.

2 Ӳлӗмхи кӗнекене ҫав сӑнӳкерчӗкпе танлаштарма пулать. Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗнчен, Ӳлӗмхи кӗнекене пире валли ҫырнӑ. Вӑл ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ» (Ӳлӗм. 1:1). Эппин, ҫак кӗнекене этемлӗх валли мар, пирӗн валли, Туррӑн ӗҫлекенӗсем валли, ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та унти пророкла сӑмахсем пирӗн ҫинче пурнӑҫланнинче ним тӗлӗнмелли те ҫук. Тепӗр майлӑ каласан, эпир хамӑра ҫав «сӑнӳкерчӗк» ҫинче курма пултаратпӑр.

3, 4. Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла сӑмахсем хӑҫан пурнӑҫланаҫҫӗ тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантарать?

3 Ӳлӗмхи кӗнекере пророкла каланисем пире тепӗр сӑлтава пула та интереслентереҫҫӗ — унта мӗн ҫырни халӗ пурнӑҫланать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ватӑлнӑ Иоанн апостол Ӳлӗмхи кӗнекери событисем «Ҫӳлхуҫа кунӗнче» пулса иртеҫҫӗ тенӗ (Ӳлӗм. 1:10). Иоанн ҫак сӑмахсене пирӗн эрӑри 96-мӗш ҫулта ҫырнӑ. Ҫакӑ «Ҫӳлхуҫа кунӗ» ҫитиччен чылай маларах пулнӑ (Матф. 25:14, 19; Лука 19:12). Библири пророкла каланисем тӑрӑх, ҫав кун 1914 ҫулта, Иисус пӗлӗтре патшана ларсан, пуҫланнӑ. Турӑ халӑхне пырса тивекен Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла каланисем шӑп ҫавӑн чухне пурнӑҫланма пуҫланӑ та. Апла, эпир Ҫӳлхуҫа кунӗнче пурӑнатпӑр.

4 Эпир ҫавӑн пек тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑннине пула пирӗншӗн Ӳлӗмхи 1:3-мӗшӗнчи сӑмахсем питӗ пӗлтерӗшлӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем, унта мӗн ҫырнине уяса тӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑхӑт ҫывӑх». Асӑрхӑр-ха, пирӗн Ӳлӗмхи кӗнекери сӑмахсене вуламалла, итлемелле тата тытса тӑмалла. Ҫавӑнпа та айтӑр вӗсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

ИЕГОВӐНА ХӐЙ ЫЙТНӐ ПЕК ПУҪҪАПӐР

5. Иеговӑшӑн эпир хӑйне мӗнле пуҫҫапни пурпӗрех пулманнине Ӳлӗмхи кӗнеке мӗнле кӑтартса парать?

5 Иисус Туррӑн халӑхӗ хушшинче мӗн пулса иртнине питӗ лайӑх пӗлет. Ҫакӑ Ӳлӗмхи кӗнекери пӗрремӗш сыпӑкранах курӑнать (Ӳлӗм. 1:12—16, 20; 2:1). Иисус Кӗҫӗн Азири ҫичӗ пухури христиансене хӑйсем пуҫҫапнине Иегова ырлатӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине каланӑ. Вӑл мӗн калани хальхи вӑхӑтра пурӑнакан Иеговӑн ӗҫлекенӗсене те пырса тивет. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн Ертӳҫӗ, Иисус Христос, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулнине питӗ лайӑх пӗлет. Вӑл пире ертсе пырать тата хӳтӗлет. Иисус пӗтӗмпех курса тӑрать тата Турӑ пире ырлатӑр тесен пирӗн мӗн-мӗн тумаллине те пӗлет. Айтӑр Иисус Ӳлӗмхи кӗнекере панӑ хӑш-пӗр хушусене пӑхса тухар.

6. а) Иисус Ӳлӗмхи 2:3, 4 сӑвӑ йӗркисенче Эфесри христиансене мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? ӑ) Иисусӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Ӳлӗмхи 2:3, 4 вуласа парӑр. Пирӗн Иеговӑна малтанхи пекех юратмалла. Иисусӑн сӑмахӗсенчен Эфесри христиансем чӑтӑмлӑ пулни тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни курӑнать. Анчах та вӗсем Иеговӑна малтанхи пек юратман. Вӗсем Иеговӑна каллех хытӑ юратма пуҫламасан вӑл вӗсене сирсе янӑ пулӗччӗ. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн те чӑтӑмлӑ пулмалла, анчах ҫакӑ ҫеҫ ҫителӗксӗр. Иегова пирӗн ӗҫсене анчах мар, пирӗн кӑмӑл-туртӑм мӗнлерех пулнине те курать. Вӑл пире хӑйне пуҫҫаптарасшӑн ҫеҫ мар, эпир ҫавна чун-чӗререн юратнӑран тата пархатарлӑ пулнӑран тӑвасса та кӗтет (Ытар. 16:2; Марк 12:29, 30).

7. а) Иисус Ӳлӗмхи 3:1—3 сӑвӑ йӗркисенче Сардисри христиансене мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? ӑ) Пирӗн те вӗсем пек пулас мар тесен мӗн тумалла?

7 Ӳлӗмхи 3:1—3 вуласа парӑр. Пирӗн малалла та сыхӑ тӑмалла. Сардисри христиансен урӑх йывӑрлӑх пулнӑ. Малтан вӗсем Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫленӗ, кайран вара вӗсен хастарлӑхӗ сӳннӗ. Акӑ мӗншӗн Иисус вӗсене вӑранӑр тенӗ. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Паллах, Иегова эпир хӑйӗншӗн мӗн-мӗн тунине манмӗ (Евр. 6:10). Ҫапах та унччен эпӗ Иеговӑшӑн нумай тунӑ, халӗ канма та юрать тесе шутламалла мар, малалла та хастар ӗҫлемелле. Йывӑрлӑхсем хушӑнсах пыраҫҫӗ пулин те, пирӗн малалла та Иеговӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемелле тата вӗҫне ҫитичченех сыхӑ тӑмалла (Матф. 24:13; Марк 13:33; 1 Кор. 15:58).

8. Иисус Лаодикири христиансене асӑрхаттарса каланинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ӳлӗмхи 3:15—17).

8 Ӳлӗмхи 3:15—17 вуласа парӑр. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫшӗн ҫунса тӑмалла. Лаодикири христиансен те веҫех йӗркеллех пулман. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсем Иеговӑн ӗҫӗнче вӗри те, сивӗ те пулман, ӑшӑ ҫеҫ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус Лаодикири христиансем пирки телейсӗр, мӗскӗн тенӗ. Вӗсен Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ (Ӳлӗм. 3:19). Эпир мӗне вӗренетпӗр? Пархатарлӑх ҫитсех кайманран ҫын Иеговӑн ӗҫӗшӗн ҫунма пӑрахма пултарать. Акӑ мӗншӗн Турӑ тата унӑн организацийӗ пирӗншӗн мӗн-мӗн тунине хамӑра аса илтерсех тӑмалла (Ӳлӗм. 3:18). Унсӑр пуҫне, канлӗ пурӑнассишӗн Иеговӑн ӗҫне малти вырӑна хума пӑрахмалла мар.

9. Иисус Пергамри тата Фиатирӑри христиансене мӗн каланине шута илсе, пирӗн мӗнрен асӑрханмалла?

9 Пирӗн чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен вӗрентӗвӗсене итлемелле мар. Иисус Пергамри хӑш-пӗр христиансене ҫын вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн кайнишӗн питленӗ (Ӳлӗм. 2:14—16). Унтан вӑл Фиатирӑри христиансене вӗсем «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенинчен пӑрӑннишӗн мухтанӑ тата малалла та чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма хавхалантарнӑ (Ӳлӗм. 2:24—26). Ӗненӳ ҫитсех кайманнине пула чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсене итленӗ христиансене вара Иисус ӳкӗнме хушнӑ. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова вӗрентнипе мӗн килӗшсе тӑмасть, пирӗн ҫавна веҫех сирсе ямалла. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем «ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек» курӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен ӗҫӗсем Библире мӗн ҫырнипе килӗшсе тӑмаҫҫӗ (2 Тим. 3:5). Вӗсен витӗмне лекес мар тесен мӗн тумалла? Библие лайӑх тӗпчемелле. Вара эпир суя вӗрентӳсене курса вӗсене сирсе яма пултарӑпӑр (2 Тим. 3:14—17; Иуда 3, 4).

10. Иисус Пергамри тата Фиатирӑри пухусене мӗн каланинчен эпир тата мӗне вӗренетпӗр?

10 Пирӗн кирек мӗнле аскӑнлӑхран та пӑрӑнмалла. Пергамри тата Фиатирӑри христиансен урӑх йывӑрлӑх та пулнӑ. Вӗсем аскӑнланса пурӑннинче ним япӑххи те ҫук тесе шутланӑ, вара Иисус вӗсене ҫавӑншӑн питленӗ (Ӳлӗм. 2:14, 20). Эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн аскӑн ӗҫсем тумалла мар тата аскӑнлӑх ҫине куҫ хупмалла мар. Иегова аскӑнланса пурӑнакан христианина чӑтса тӑмӗ. Христианин нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни те, вӑл пухура нумай тивӗҫсем туса тӑни те аскӑнлӑха тӳрре кӑлармасть (1 Патш. 15:22; 1 Петр 2:16). Ҫак тӗнче аскӑнлӑх ӑшне путнӑ пулин те, Иегова эпир унӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнасса кӗтет (Эф. 6:11—13).

11. Ҫак подзаголовокран эпир мӗне вӗрентӗмӗр? (« Эпир мӗне вӗренетпӗр?» рамкӑна та пӑхӑр.)

11 Ҫак подзаголовока пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Пирӗн Иеговӑна хӑй ыйтнӑ пек пуҫҫапмалла. Хамӑрӑн хӑш енчен те пулин улшӑнмаллине куртӑмӑр пулсан, тӑхтаса тӑмасӑр улшӑнусем тумалла (Ӳлӗм. 2:5, 16; 3:3, 16). Иисус Кӗҫӗн Азири пухусене мӗн каланинчен эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? Айтӑр пӑхса тухар.

ХӖСӖРЛЕНИНЕ ЧӐТСА ИРТТЕРМЕ ХАТӖР ПУЛӐР

1914 ҫултан пуҫласа Шуйттан Туррӑн халӑхӗ ҫине мӗнле тапӑнать? (12—16 абзацсене пӑхӑр)

12. Иисус Смирнӑри тата Филадельфири пухусене мӗн каланинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ӳлӗмхи 2:10).

12 Халӗ вара айтӑр Иисус Смирнӑри тата Филадельфири христиансене мӗн каланине пӑхса тухар. Вӑл вӗсене хӗсӗрленинчен хӑрамалла мар тенӗ тата шанчӑклӑ тӑрса юлсан Иегова награда парӗ тесе шантарнӑ. (Ӳлӗмхи 2:10 вуласа парӑр; Ӳлӗм. 3:10.) Эпир мӗне вӗренетпӗр? Эпир хӗсӗрленипе тӗл пулатпӑрах, ҫавӑнпа та ҫавна чӑтса ирттерме хатӗрленмелле (Матф. 24:9, 13; 2 Кор. 12:10). Ҫавӑн пек аса илтерни уйрӑмах халӗ питӗ кирлӗ.

13, 14. Ӳлӗмхи кӗнекери 12-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ событисем Туррӑн халӑхӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

13 Иоанн апостол Туррӑн халӑхӗ «Ҫӳлхуҫа кунӗнчен», шӑп та эпир пурӑнакан вӑхӑтра, хӗсӗрленипе тӗл пулать тесе пророкла каланӑ пулнӑ. Ӳлӗмхи кӗнекери 12-мӗш сыпӑкра Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫласанах тӳпере вӑрҫӑ пуҫланнӑ тесе ҫырнӑ. Михаил (Иисус Христосӑн тепӗр ячӗ) хӑйӗн ҫӳлти ҫарӗпе Шуйттанпа унӑн демонӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ (Ӳлӗм. 12:7, 8). Вара Туррӑн тӑшманӗсене ҫӗр ҫине сирпӗтнӗ. Ҫавна пула ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хӗн-асап ӑшне путнӑ (Ӳлӗм. 12:9, 12). Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе вара мӗн пулнӑ?

14 Ӳлӗмхи кӗнекере кун пирки те ҫырнӑ. Тӳпене урӑх кӗме пултарайманран Шуйттан ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене хаяррӑн хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Мӗншӗн вӑл вӗсем ҫине тапӑннӑ? Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ҫӗр ҫинчи представителӗсем тата вӗсене Иисус ҫинчен хыпар калама хушнӑ (2 Кор. 5:20; Эф. 6:19, 20; Ӳлӗм. 12:17). Шуйттан вӗсене пӗтерес тесе мӗн тунӑ?

15. Ӳлӗмхи кӗнекери 11-мӗш сыпӑкри «икӗ кӳнтелен» кама пӗлтереҫҫӗ тата вӗсемпе мӗн пулса тухнӑ?

15 Шуйттан хӗтӗртнипе ун майлисем ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыракан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем ҫине тапӑннӑ. 1918 ҫулта сакӑр яваплӑ арҫын тӑвана суйса айӑпланӑ та нумайлӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ. Ҫав арҫын тӑвансене Ӳлӗмхи кӗнекере вӗлернӗ икӗ кӳнтелен пек сӑнланса панӑ (Ӳлӗм. 11:3, 7—11) *. Чӑнах та, ҫын куҫӗпе пӑхсан, вӗсем ертсе пыракан ӗҫ чарӑннӑ пек туйӑнма пултарнӑ.

16. 1919 ҫулта мӗн пулса тухнӑ тата Шуйттан ҫавӑнтанпа мӗн тӑвать?

16 Малалла 11-мӗш сыпӑкра кӑшт вӑхӑт иртсенех «икӗ кӳнтелен» чӗрӗлсе тӑрӗ тенӗ. Ҫак пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ? Нумай та вӑхӑт иртмен, 1919 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫав арҫын тӑвансене кӗтмен ҫӗртен тӗрмерен кӑларнӑ. Каярахпа вӗсене айӑплӑ мар тесе те йышӑннӑ. Вара арҫын тӑвансем тӳрех ӗҫе кӳленнӗ — ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе каллех ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫавах та Шуйттан парӑнман. Вӑл Туррӑн пӗтӗм ӗҫлекенӗ ҫине «ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе» кӑларнӑ — вӗсене хаяррӑн хӗсӗрлеме пуҫланӑ (Ӳлӗм. 12:15). Апла пулсан, пире пурне те чӑтӑмлӑх тата ӗненӳ кирлӗ (Ӳлӗм. 13:10).

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ЧУН-ЧӖРЕРЕН ТУСА ТӐРӐР

17. Шуйттан пӗр чарӑнмасӑр тапӑнать пулин те, Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑш енчен пулӑшу илеҫҫӗ?

17 Ӳлӗмхи кӗнекери 12-мӗш сыпӑк тӑрӑх, Туррӑн халӑхӗ пач кӗтмен майпа пулӑшу илӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, «ҫӗр» «шыва» ҫӑтса ярать (Ӳлӗм. 12:16). Ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланать? «Ҫӗр» Шуйттан тӗнчен пайӗсене, сӑмахран, суд системине, пӗлтерет. Ҫак система Шуйттан майлӑ пулмалла пек, ҫапах та вӑхӑтран вӑхӑта судсем Туррӑн халӑхне хӳтӗлеҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем пӗрре кӑна мар тӗрлӗ судсенче ҫӗнтернӗ. Ҫавна пула вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне ирӗклӗрех тума пултараҫҫӗ. Вара майлӑ вӑхӑтпа усӑ курса Турӑ хушнӑ ӗҫе чун-чӗререн туса тӑраҫҫӗ (1 Кор. 16:9). Вӗсем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ-ха?

Туррӑн халӑхӗ мӗнле икӗ хыпара пӗлтерсе тӑрать? (18, 19 абзацсене пӑхӑр)

18. Ҫак юлашки кунсенче мӗнле ӗҫ пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли?

18 Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансем ҫак усал тӗнче пӗтиччен Турӑ Патшалахӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипех пӗлтерсе тухӗҫ тесе пророкла каланӑ пулнӑ (Матф. 24:14). Ӳлӗмхи 14:6-мӗшӗнче вара «тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан» ангел ҫинчен каланӑ. Унӑн «ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели» пур. Апла пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫре пире ангелсем пулӑшса тӑраҫҫӗ.

19. Туррӑн ӗҫлекенӗсен ырӑ хыпарсӑр пуҫне тата мӗнле хыпар пӗлтермелле?

19 Туррӑн ӗҫлекенӗсем ырӑ хыпар сарнисӗр пуҫне ангелсене тепӗр ӗҫре те пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ангелсем, Ӳлӗмхи кӗнекери 8—10 сыпӑксенче каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑракансене мӗн кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсем Шуйттан тӗнчине Турӑ ун пирки йышӑннӑ приговора пӗлтереҫҫӗ. Ҫак хыпара Библире «пӑрпа» тата «вут-ҫулӑмпа» танлаштарнӑ (Ӳлӗм. 8:7, 13). Ҫынсен пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине пӗлмелле. Вара вӗсем тӗппипех улшӑнса «Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче» ҫӑлӑнса юлма пултарӗҫ (Соф. 2:2, 3). Анчах та нумайӑшне ҫак хыпар килӗшсех каймасть, ҫавӑнпа ӑна пӗлтерме пире хӑюлӑх кирлӗ. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче вара эпир ҫак хыпара тата тӳррӗнрех пӗлтерӗпӗр (Ӳлӗм. 16:21).

МӖН ҪЫРНИНЕ ТУСА ТӐРӐР

20. Тепӗр икӗ статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 «Ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене» вуланӑ чухне уйрӑмах тимлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн ҫинче пурнӑҫланса пыраҫҫӗ (Ӳлӗм. 1:3). Паллах, хӗсӗрленине чӑтса ирттерме тата Туррӑн хыпарӗсене пӗлтерме ҫӑмӑлах мар. Ӳлӗмхи кӗнекери шухӑшсене малалла пӑхса тухни вара пире хӑюллӑрах пулма пулӑшӗ. Тепӗр икӗ статьяран эпир Туррӑн тӑшманӗсене, Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, мӗн кӗтнине тата Турӑ хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлнисене мӗнле пилленине пӗлӗпӗр.

32-МӖШ ЮРӐ Иегова енне тӑр!

^ Эпир тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр! Ӳлӗмхи кӗнекере ҫырнӑ пророкла сӑмахсем пирӗн куҫ умӗнчех пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсем пире мӗнле пырса тивеҫҫӗ? Иегова эпир пуҫҫапнине ырлатӑр тесен пирӗн ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине туса тӑмалла. Ку тата тепӗр икӗ статьяра эпир Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырнине кӗскен пӑхса тухӑпӑр.

^ 2014 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр, 30-мӗш страница.