Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, Туррӑн тӑшманӗсемпе мӗн пулӗ?

Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, Туррӑн тӑшманӗсемпе мӗн пулӗ?

«Патшасене вӑл еврейла Армагеддон теекен вырӑна пуҫтарчӗ» (ӲЛӖМ. 16:16).

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, Туррӑн халӑхӗ мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулать?

 ӲЛӖМХИ кӗнекерен эпир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине тата Шуйттана пӗлӗтрен сирпӗтсе антарнине пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 12:1—9). Ҫакӑ пӗлӗтре пурӑнакансене питӗ савӑнтарнӑ. Анчах та ҫӗр ҫинче пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсене хуйхӑ ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Шуйттан хаяррӑн аннӑ тата вӑл вӗсем ҫине тапӑнать (Ӳлӗм. 12:12, 15, 17).

2. Шуйттан тапӑннине пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшать?

2 Шуйттан тапӑннине пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшать? (Ӳлӗм. 13:10). Малашлӑхра мӗн пулассине пӗлни. Сӑмахран, Иоанн апостол пире пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем кӗтни ҫинчен ҫырнӑ. Ун чухне Иегова хӑйӗн тӑшманӗсене те тӗп тӑвӗ. Айтӑр Ӳлӗмхи кӗнекере ҫав тӑшмансене мӗнле сӑнласа панине пӑхса тухар та Иегова вӗсене мӗнле тӗп тӑвассине пӗлер.

ТУРРӐН ТӐШМАНӖСЕНЕ МӖНЛЕ СӐНЛАСА ПАНӐ?

3. Ӳлӗмхи кӗнекери хӑш-пӗр сӑнарсем ҫинчен каласа парӑр.

3 Ӳлӗмхи кӗнекене сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ (Ӳлӗм. 1:1, ҪТ). Туррӑн тӑшманӗсене те унта тискер кайӑксем пек сӑнласа панӑ. Малтан эпир «тинӗсрен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк» тухни ҫинчен вулатпӑр (Ӳлӗм. 13:1). Кайран пирӗн ума тепӗр тискер кайӑк тухса тӑрать. Вӑл «ҫӗр ӑшӗнчен» тухать, «аҫтаха пек калаҫать» тата «тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать» (Ӳлӗм. 13:11—13). Юлашкинчен вара «хӗрлӗ тискер кайӑк» тухса тӑрать, ун ҫинче аскӑн арӑм ларать. Ҫак виҫӗ хӑрушӑ тискер кайӑк Турра тата унӑн Патшалӑхне тахҫантанпах хирӗҫ тӑракан тӑшмансене пӗлтереҫҫӗ. Айтӑр вӗсем кама-кама пӗлтернине пӗлер (Ӳлӗм. 17:1, 3).

ТЕМӖН ПЫСӐКӐШ ТӐВАТӐ ТИСКЕР ЧӖРЧУН

Вӗсем «тинӗсрен» тухаҫҫӗ (Дан. 7:1—8, 15—17). Вӗсем Даниил пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа ертсе пынӑ хӑватлӑ державӑсене пӗлтереҫҫӗ. Ҫав державӑсем Туррӑн халӑхне хӗсӗрленӗ е вӗсем тытса тӑнӑ территорисенче нумай Туррӑн ӗҫлекенӗ пурӑннӑ (4, 7 абзацсене пӑхӑр)

4, 5. Даниил 7:15—17 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Ӳлӗмхи кӗнекери сӑнарсене ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

4 Ӳлӗмхи кӗнекери сӑнарсем мӗне пӗлтернине Библи хӑйех ӑнлантарса парать. Унӑн ытти кӗнекисенче те ҫав сӑнарсемех тӗл пулаҫҫӗ. Сӑмахран, Даниил хӑйӗн курӑнӑвӗсенчен пӗринче «тинӗсрен темӗн пысӑкӑш тӑватӑ тискер чӗрчун» тухнине курнӑ (Дан. 7:1—3). Вӑл ҫав чӗрчунсем тӑватӑ патшана, е, урӑхла каласан, тӑватӑ патшалӑха, пӗлтереҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. (Даниил 7:15—17 вуласа парӑр.) Апла пулсан, Ӳлӗмхи кӗнекери тискер кайӑксем те патшалӑхсене сӑнласа параҫҫӗ.

5 Эппин, айтӑр Ӳлӗмхи кӗнекери сӑнарсем кама пӗлтернине пӑхса тухма пуҫлар. Эпир сӑнарсем мӗне пӗлтернине Библи хӑйех мӗнле ӑнлантарса панине курӑпӑр. Малтан виҫӗ тискер кайӑк ҫинчен калаҫӑпӑр. Эпир вӗсем кама пӗлтернине, вӗсемпе мӗн пулассине тата мӗншӗн пирӗн ҫакна пӗлмеллине сӳтсе явӑпӑр.

КАМ КАМА ПӖЛТЕРЕТ

ҪИЧӖ ПУҪЛӐ ТИСКЕР КАЙӐК

Вӑл «тинӗсрен» тухать, унӑн ҫичӗ пуҫ, вунӑ мӑйрака тата вунӑ пуҫкӑшӑль (Ӳлӗм. 13:1—4). Ҫак тискер кайӑк этемлӗх историйӗнчи пур патшалӑха та пӗлтерет. Тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫӗ — ҫичӗ хӑватлӑ держава. Ҫав державӑсем Туррӑн халӑхне хӗсӗрленӗ е вӗсем тытса тӑнӑ территорисенче нумай Туррӑн ӗҫлекенӗ пурӑннӑ (6—8 абзацсене пӑхӑр)

6. Ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтерет? (Ӳлӗмхи 13:1—4).

6 Ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтерет? (Ӳлӗмхи 13:1—4 вуласа парӑр.) Асӑрхӑр-ха, ҫав тискер кайӑк барс евӗрлӗ, ури — упа ури пек, ҫӑварӗ — арӑслан ҫӑварӗ пек тата унӑн вунӑ мӑйрака пур. Даниил кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкра асӑннӑ тӑватӑ чӗрчунӑн та ҫавӑн пек уйрӑмлӑхсем пулнӑ. Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх вара, маларах асӑннӑ уйрӑмлӑхсем пурте пӗр чӗрчун ҫинчех палӑрса тӑнӑ. Апла пулсан, вӑл пӗр-пӗр патшалӑха е хӑватлӑ державӑна пӗлтермест. Ҫав тискер кайӑка «пур тӗрлӗ йӑха, пур тӗрлӗ халӑха, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене, ӑрусене тытса тӑма ирӗк» панӑ (Ӳлӗм. 13:7). Эппин, вӑл кирек мӗнле патшалӑхран та хӑватлӑрах. Ҫавӑнпа ҫак хӑрушӑ тискер кайӑк этемлӗх историйӗнчи пур патшалӑха та пӗлтерет (Еккл. 8:9) *.

7. Тискер кайӑкӑн кашни пуҫӗ мӗне пӗлтерет?

7 Тискер кайӑкӑн кашни пуҫӗ мӗне пӗлтерет? Ҫакна Ӳлӗмхи кӗнекери 17-мӗш сыпӑк ӑнланма пулӑшать. Унта 13-мӗш сыпӑкри тискер кайӑкӑн сӑнарӗ ҫинчен тӗплӗнрех ҫырса панӑ. Иоанн ҫапла ҫырнӑ: «Ҫичӗ пуҫ... ҫичӗ патшана та пӗлтерет: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтрӗҫ, пӗри пур, тепӗри — ҫиччӗмӗшӗ — килмен-ха; килсессӗн те вӑл нумаях тӑмӗ» (Ӳлӗм. 17:9, 10). Ҫав ҫичӗ держава Шуйттан усӑ курнӑ пур патшалӑхран та хӑватлӑрах пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсене «пуҫсем» тенӗ. Ҫав державӑсем Туррӑн халӑхне хӗсӗрленӗ е вӗсем тытса тӑнӑ территорисенче нумай Туррӑн ӗҫлекенӗ пурӑннӑ. Иоанн апостол пурӑннӑ вӑхӑталла вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Египет, Ассири, Вавилон, Мидо-Перси тата Греци — пӗтнӗ пулнӑ ӗнтӗ. Улттӑмӗшӗ вара, Рим, Иоанн пурӑннӑ вӑхӑтра ертсе пынӑ. Юлашки держава, ҫиччӗмӗш пуҫ, кам пулӗ-ши?

8. Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ мӗне пӗлтерет?

8 Ҫиччӗмӗш пуҫ кам пулнине Даниил кӗнеки курма пулӑшать. Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче, е «Ҫӳлхуҫа кунӗнче», мӗнле держава ертсе пырать? (Ӳлӗм. 1:10). Англипе Америка держави. Ҫакӑ вӑл Ӳлӗмхи 13:1—4 сӑвӑ йӗркисенчи асӑннӑ ҫиччӗмӗш пуҫ пулать те.

«ПУТЕК МӐЙРАКИ ЕВӖРЛӖ» ИКӖ МӐЙРАКАЛЛӐ ТИСКЕР КАЙӐК

Вӑл «ҫӗр ӑшӗнчен» тухать тата «аҫтаха пек калаҫать». Ҫак тискер кайӑк «ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать». Ӑна «суя пророк» та тенӗ (Ӳлӗм. 13:11—15; 16:13; 19:20). Ҫак тискер кайӑк тата суя пророк — Англипе Америка держави. Вӑл «ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать» тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑкӑн «сӑнне тума хушать» (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. «Путек мӑйраки евӗрлӗ» икӗ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне сӑнласа парать?

9 Ӳлӗмхи кӗнекери 13-мӗш сыпӑкра Англипе Америка державине икӗ мӑйракаллӑ тискер кайӑк пек те сӑнласа панӑ. Унӑн мӑйракисем путекӗн мӑйракисем пек, хӑй вара «аҫтаха пек калаҫать». Ҫав тискер кайӑк «ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать» (Ӳлӗм. 13:11—15). Ӳлӗмхи кӗнекери 16-мӗшпе 19-мӗш сыпӑксенче вара ун пирки «суя пророк» тенӗ (Ӳлӗм. 16:13; 19:20). Даниил пророкла каланӑ тӑрӑх, Англипе Америка держави «хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ» (Дан. 8:19, 23, 24). Ҫакӑ Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пурнӑҫланнӑ. Япони ҫине пӑрахнӑ икӗ атом бомбине Англипе Америкӑри ученӑйсем пӗрле шутласа кӑларнӑ пулнӑ. (Ҫав бомбӑсене пӑрахнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ вӗҫленнӗ те.) Ҫапла майпа Англипе Америка держави «тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм» антарнӑ теме пулать.

ХӖРЛӖ ТИСКЕР КАЙӐК

Ун ҫинче Аслӑ Вавилон ятлӑ аскӑн арӑм ларать. Ҫак тискер кайӑк пирки саккӑрмӗш патша та тенӗ (Ӳлӗм. 17:3—6, 8, 11). Малтан аскӑн арӑм хӗрлӗ тискер кайӑка ертсе пырать, анчах та кайран ҫав тискер кайӑк ӑна тӗп тӑвать. Аскӑн арӑм пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империне пӗлтерет. Хӗрлӗ тискер кайӑк вара — политика системин интересӗсене хӳтӗлекен Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ (10, 14—17 абзацсене пӑхӑр)

10. Тискер кайӑкӑн сӑнӗ мӗне сӑнласа парать? (Ӳлӗмхи 13:14, 15; 17:3, 8, 11).

10 Малалла пирӗн куҫ умне тепӗр тискер кайӑк тухса тӑрать. Вӑл ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑк пекех, анчах хӗрлӗ тӗслӗ. Ун пирки ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑкӑн сӑнӗ тата саккӑрмӗш патша тенӗ *. (Ӳлӗмхи 13:14, 15; 17:3, 8, 11 вуласа парӑр.) Библире каланӑ тӑрӑх, ҫав патша «пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнӑ», кайран вара каллех килнӗ. Политика системин интересӗсене хӳтӗлекен Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ пирки шӑп ҫапла калама пулать те. Малтанах ҫак организаци Нацисен Лиги пек паллӑ пулнӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл пӗтсе ларнӑпа пӗрех пулнӑ. Кайран вара ҫӗнӗрен вӑй илсе Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ пулса тӑнӑ.

11. Сӑнарлӑ тискер кайӑксем мӗн тӑвӗҫ тата мӗншӗн пирӗн вӗсенчен хӑрамалла мар?

11 Ҫав тискер кайӑксем, е патшалӑхсем, пропаганда сарса ҫынсене Иеговӑна тата унӑн халӑхне хирӗҫ тӑратӗҫ. Сӑнарлӑ каласан, «вӗсем тӗнчери ҫӗр ҫинчи пур патшана та Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче» Армагеддон вӑрҫине пуҫтарӗҫ (Ӳлӗм. 16:13, 14, 16). Анчах та пирӗн нимрен те хӑрамалла мар. Пирӗн аслӑ Турӑ, Иегова, хӑйӗн майлӑ тӑракансене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫӑлӗ (Иез. 38:21—23).

12. Сӑнарлӑ тискер кайӑксемпе мӗн пулӗ?

12 Сӑнарлӑ тискер кайӑксемпе мӗн пулӗ? Ӳлӗмхи 19:20-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Тискер кайӑка ярса тытрӗҫ, унпа пӗрле суя пророка та тытрӗҫ — тискер кайӑк умӗнче ҫав суя пророк кӗтретсем кӑтартнӑ, ҫапла вӑл тискер кайӑк паллине йышӑннисене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ». Туррӑн тӑшманӗсене хӑйсен аллинче власть пулнӑ чухнех тӗп тӑвӗҫ.

13. Влаҫсем христиансене хӑш енчен хӗсме пултараҫҫӗ?

13 Ҫакӑ пире мӗнле пырса тивет? Христиансем пулнӑ май пирӗн Турра тата унӑн Патшалӑхне шанчӑклӑ пулмалла (Иоанн 18:36). Ҫавӑнпа та эпир нимӗнле майпа та политикӑна хутшӑнмастпӑр. Ҫапах та нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесессӗн патшалӑхсем сӑмахпа та, ӗҫпе те хӑйсем майлӑ пулма хистеҫҫӗ. Кам влаҫсен витӗмне хирӗҫ тӑраймасть, ҫавсем ҫине тискер кайӑкӑн паллине лартаҫҫӗ (Ӳлӗм. 13:16, 17). Анчах та ҫавӑн пек ҫынсене Иегова ырламӗ тата вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк та пулмӗ (Ӳлӗм. 14:9, 10; 20:4). Акӑ мӗншӗн вӑйлӑ хӗссен те пирӗн нейтралитет тытса тӑма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

«АСКӐНРАН ТА АСКӐН АРӐМА» ТӖП ТӐВӖҪ

14. Иоанна мӗн тӗлӗнтерсе янӑ? (Ӳлӗмхи 17:3—5).

14 Ӳлӗмхи 17:3—5 вуласа парӑр. Кайран Иоанн «хӗрлӗ тискер кайӑк ҫинче ларакан арӑма» курнӑ. Ҫав хӗрарӑм Аслӑ Вавилон ятлӑ «аскӑнран та аскӑн арӑм» пулнӑ. «Унпа ҫӗр ҫинчи патшасем» аскӑнланнӑ. Иоанн: «Ҫав арӑма курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм»,— тесе каланӑ (Ӳлӗм. 17:1, 2, 6).

15, 16. Мӗн вӑл Аслӑ Вавилон тата эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

15 Аслӑ Вавилон мӗне пӗлтерет? Ҫав «аскӑн арӑм» ҫӗр ҫинчи патшасемпе аскӑнланса пурӑннӑ (Ӳлӗм. 18:9). Вӑл, сӑнарла каласан, ҫӗр ҫинчи патшасем ҫине утланнӑ та вӗсене хӑйне кирлӗ пек ҫавӑрнӑ. Апла пулсан ҫак хӗрарӑм политика системине пӗлтермест. Вӑл Шуйттан тӗнчин ҫӑткӑн коммерци системине те пӗлтермест, мӗншӗн тесен ҫак системӑна Ӳлӗмхи кӗнекере «ҫӗр ҫинчи купсасем» пек сӑнласа панӑ (Ӳлӗм. 18:11, 15, 16).

16 Кам хӑйсем пирки Турра пуҫҫапатпӑр теҫҫӗ, хӑйсем вара йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ тата ҫак тӗнчене юратаҫҫӗ, ҫавсене Библире час-часах аскӑн ҫынсемпе танлаштарнӑ (1 Ҫулс. 5:25; Иак. 4:4). Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вара «хӗрарӑмпа вараланман ҫынсем» пек е «таса хӗр» пек сӑнласа панӑ (Ӳлӗм. 14:4; 2 Кор. 11:2). Авалхи Вавилон демонсен вӗрентӗвӗсемпе тулнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Аслӑ Вавилон Турӑ ырламан пур тӗне те пӗлтерет. Аскӑн арӑм пирки пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗ теме пулать (Ӳлӗм. 17:5, 18; jw.org сайтра «Что такое Вавилон Великий?» статьяна пӑхӑр).

17. Аслӑ Вавилонпа мӗн пулӗ?

17 Аслӑ Вавилонпа мӗн пулӗ? Ӳлӗмхи 17:16, 17 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн арӑма курайми пулӗ, вӗсем ӑна тустарса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ: Турӑ вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне сулӑнтарнӑ». Эппин, Иегова хистенипе халӑхсем «хӗрлӗ тискер кайӑка», е Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗне, пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗ ҫине тапӑнса ӑна тӗп тума хӗтӗртӗҫ (Ӳлӗм. 18:21—24).

18. Аслӑ Вавилона хамӑр ҫине витӗм кӳме паманнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Ҫакӑ пире мӗнле пырса тивет? Турӑ эпир хӑйне пуҫҫапнине ырлатӑр тесен пирӗн «таса, пӗр айӑпсӑр» пулмалла (Иак. 1:27). Пирӗн Аслӑ Вавилонӑн вӗрентӗвӗсене, уявӗсене, йӑли-йӗркисене тата пӑсӑк нравственность нормисене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар. Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсем Аслӑ Вавилонпа пӗрле ан пӗтчӗр тесе вӗсене малалла та унран тухма хавхалантарӑпӑр (Ӳлӗм. 18:4).

ТУРРӐН ХАЯР ТӐШМАННЕ СУД ТӐВӖҪ

ХӖРЛӖ АҪТАХА

Шуйттан ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑка хӑват парать (Ӳлӗм. 12:3, 9, 13; 13:3, 4; 20:2, 10). Шуйттана, Туррӑн хаяр тӑшманне, пин ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗҫ. Унтан ӑна «вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле» пӑрахӗҫ (19, 20 абзацсене пӑхӑр)

19. Кам вӑл «темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха»?

19 Ӳлӗмхи кӗнекере «темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха» ҫинчен те каланӑ (Ӳлӗм. 12:3). Вӑл Иисуспа унӑн ангелӗсене хирӗҫ вӑрҫать (Ӳлӗм. 12:7—9). Ҫав аҫтаха Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнать тата тискер кайӑксене, ҫӗр ҫинчи патшалӑхсене, власть парать (Ӳлӗм. 12:17; 13:3, 4). Ҫак «аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене» Шуйттан тата Сатана теҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:9; 20:2). Шӑпах вӑл Туррӑн тӑшманӗсене хӑйӗн аллинче тытса тӑрать.

20. Аҫтахапа мӗн пулӗ?

20 Аҫтахапа мӗн пулӗ? Ӳлӗмхи 20:1—3 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек, Шуйттана пин ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗҫ, е термене хупӗҫ теме пулать. Ун чухне вӑл халӑхсене улталаймӗ. Унтан Шуйттанпа демонсене «вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле» пӑрахӗҫ. Урӑхла каласан, вӗсене ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 20:10). Шутласа пӑхӑр-ха: Шуйттан та, демонсем те пулмасан пирӗн мӗн тери чаплӑ пурнӑҫ пулӗ!

21. Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла сӑмахсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир мӗн туятӑр?

21 Ӳлӗмхи кӗнекери сӑнарсем мӗне-мӗне пӗлтернине ӑнланни питӗ хавхалантарать. Эпир Иеговӑн тӑшманӗсем камсем пулнине тата вӗсене мӗн кӗтнине пӗлтӗмӗр. Чӑнах-та, «ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем... телейлӗ» (Ӳлӗм. 1:3). Турӑ хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерсен хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗнле пиллӗ? Ҫакна тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

23-МӖШ ЮРӐ Иегова ертсе пырать

^ Ӳлӗмхи кӗнекере Туррӑн тӑшманӗсем камсем пулнине сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса панӑ. Кам кама сӑнласа панине ӑнланма пире Даниил кӗнеки пулӑшать. Айтӑр ҫак кӗнекесенчи хӑш-пӗр пророкла каланисене танлаштарар та Туррӑн тӑшманӗсем камсем пулнине пӗлер. Тата эпир вӗсене мӗн кӗтнине те сӳтсе явӑпӑр.

^ Ҫак тискер кайӑкӑн «вунӑ мӑйрака» пурри те вӑл пур патшалӑха та пӗлтернине кӑтартса парать. Вуннӑ число вара Библире час-часах туллилӗхе пӗлтерет.

^ Пӗрремӗш тискер кайӑкпа танлаштарсан, тискер кайӑкӑн сӑнӗн мӑйракисем ҫинче пуҫкӑшӑльсем ҫук (Ӳлӗм. 13:1). Мӗншӗн тесен вӑл «ҫиччӗшӗнчен пӗриех», е, урӑхла каласан, ҫичӗ патшаран пулса кайнӑ тата вӗсем ӑна власть панӑ. (jw.org сайтра «Что символизирует багряный зверь, описанный в 17-й главе книги Откровение?» статьяна пӑхӑр.)