Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, пире мӗнле пуласлӑх кӗтет?

Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, пире мӗнле пуласлӑх кӗтет?

«Аминь, эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑр, кил!» (ӲЛӖМ. 22:20).

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Кашни ҫыннӑн мӗн тумалла?

 КАШНИ ҫыннӑн йышӑну тумалла: е Туррӑн Ҫут тӗнчене тытса тӑма право пуррине йышӑнса ун майлӑ тӑмалла, е Туррӑн тӑшманӗ, Шуйттан, майлӑ тӑмалла. Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассипе пурӑнмасси хамӑр тунӑ йышӑнуран килет (Матф. 25:31—33, 46). Сӑнарлӑ каласан, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине ҫӑлӑнмашкӑн паллӑ лартса тухӗҫ (Ӳлӗм. 7:14; Иез. 9:4, 6). Кам ҫинче вара тискер кайӑкӑн палли пулать, ҫавсене тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 14:9—11).

2. а) Еврейсем 10:35—39 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырнине пӑхса тухни пире хӑш тӗлӗшрен пулӑшать?

2 Еврейсем 10:35—39 вуласа парӑр. Иегова майлӑ тӑрса эсир тӗрӗс тунӑ. Паллах, сирӗн ыттисене те Иегова майлӑ тӑма пулӑшас килет. Сире ҫак тӗлӗшрен Ӳлӗмхи кӗнеке пулӑшӗ. Унта Туррӑн тӑшманӗсемпе мӗн пулассине ҫырса панӑ тата унӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑракансене мӗнле пиллӗхсем кӗтнине хитрен сӑнласа панӑ. Ҫакна пӗлни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырнине пӑхса тухни пире малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма тата ыттисене те ун майлӑ тӑма пулӑшма хавхалантарать.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир икӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) Турӑ хӑйӗн Патшалӑхӗ майлӑ тӑракансем валли мӗнле пуласлӑх хатӗрлесе хунӑ? 2) Ӳлӗмхи кӗнекери хӗрлӗ тискер кайӑк майлӑ тӑракансене мӗн кӗтет?

ТУРРӐН ШАНЧӐКЛӐ ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ МӖН КӖТЕТ?

4. Иоанн Иисуспа пӗрле пӗлӗтре кама курнӑ?

4 Иоанн курӑнура Турӑ майлӑ тӑнӑ тата награда, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ, илнӗ икӗ ушкӑна курать. Пӗрремӗш ушкӑна ҫӗр ҫинчен илнӗ 144 000-ӗшӗ кӗрет. Вӗсем Иисуспа пӗрле патшасем пулӗҫ (Ӳлӗм. 7:4). Вӗсем унпа пӗрле пӗлӗтри Сион тӑвӗ ҫинче тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 5:9, 10; 14:3, 4). Ҫак Патшалӑх ҫӗр ҫинче ертсе пырӗ (Ӳлӗм. 14:1).

5. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансемпе кӗҫех мӗн пулӗ?

5 Апостолсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа Иегова пин-пин христианина святой сывлӑшпа суйласа илнӗ (Лука 12:32; Рим 8:17). Вӗсенчен кам мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, ҫавсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнӑ та ӗнтӗ. Иоанн апостол каланӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче 144 000-ӗшӗнчен сахалӑшӗ ҫеҫ ҫӗр ҫинче тӑрса юлӗ. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен вӗсем ҫине юлашки хут «Чӗрӗ Туррӑн пичетне» пусӗҫ (Ӳлӗм. 7:2, 3; 12:17). Кайран вара хӑрушла асап пуҫлансан тахӑш самантра ҫав христиансене пӗлӗте илӗҫ те вӗсем Иисуспа пӗрле ертсе пыма пуҫлӗҫ (Матф. 24:31; Ӳлӗм. 5:9, 10).

6, 7. а) Иоанн тата мӗнле ушкӑн курать тата эпир ҫав ушкӑн ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? ӑ) Мӗншӗн Ӳлӗмхи кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырни святой сывлӑшпа суйласа илнисене те, «имсӗр-сумсӑр ҫынна» та интереслентерет?

6 Кайран Иоанн тепӗр ушкӑн курнӑ. Вӑл ун пирки «имсӗр-сумсӑр ҫын» тенӗ. 144 000-ӗшӗпе танлаштарсан, ҫак ушкӑнри ҫынсен шутне шутласа тухма та пулман (Ӳлӗм. 7:9, 10). Ҫав ҫынсем камсем вӗсем? Иоанн ҫапла ҫырнӑ: «Вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ» (Ӳлӗм. 7:14). «Имсӗр-сумсӑр ҫын» ҫӗр ҫинче питӗ чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнӗ (Пс. 36:9—11, 27—29; Ытар. 2:21, 22; Ӳлӗм. 7:16, 17).

7 Ӳлӗмхи кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра пӗлӗтре ларас патшасем пирки те, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ҫынсем пирки те ҫырса панӑ. Эсир хӑвӑра вӗсем хушшинче куратӑр-и? Тархасшӑн, курма тӑрӑшӑр. Ҫав икӗ ушкӑнри Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑй вӑхӑтӗнче Иегова майлӑ тӑнӑшӑн калама ҫук савӑнӗҫ! Ӳлӗмхи кӗнекере хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен тата мӗн каланӑ? (Матф. 24:21).

ТУРРӐН ТӐШМАНӖСЕМПЕ МӖН ПУЛӖ?

8. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ мӗнле пуҫланӗ тата ҫынсенчен ытларахӑшӗ ун чухне мӗн тӑвӗ?

8 Унчченхи статьяра каланӑ пек, кӗҫех патшалӑхсем Аслӑ Вавилон ҫине, пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗ ҫине, тапӑнӗҫ (Ӳлӗм. 17:16, 17). Ҫапла хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланӗ. Вара ҫынсем мӗн тӑвӗҫ? Пурте Иеговӑна пуҫҫапма пуҫлӗҫ-ши? Ӳлӗмхи кӗнекери 6-мӗш сыпӑкра каланӑ тӑрӑх, ҫук. Ҫав вӑхӑтра Иеговӑна пуҫҫапман ҫынсем тусем пек ҫирӗп курӑнакан ҫак тӗнчери политика тата коммерци организацийӗсенче хӳтлӗх шырама пуҫлӗҫ. Ҫав ҫынсем Иеговӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑманран вӑл вӗсене хӑйӗн тӑшманӗсем вырӑнне хурӗ (Лука 11:23; Ӳлӗм. 6:15—17).

9. Мӗншӗн хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑрӗҫ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерӗ?

9 Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ытти ҫынсенчен питӗ хытӑ уйрӑлса тӑрӗҫ. Вӗсем Иегова Турра пуҫҫапакан тата «тискер кайӑк» майлӑ тӑма килӗшмен ҫӗр ҫинчи пӗртен-пӗр ушкӑн пулӗҫ (Ӳлӗм. 13:14—17). Ҫакна кура Иеговӑн тӑшманӗсем питех те тарӑхса кайӗҫ. Вара халӑхсен пӗрлешӗвӗ пӗтӗм тӗнчипех Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнӗ. Ҫапла хаяр тапӑннине Библире Магог ҫӗрӗнчи Гог тапӑнни тенӗ (Иез. 38:14—16).

10. Ӳлӗмхи 19:19—21 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн, Туррӑн халӑхӗ ҫине Гог тапӑнсан Иегова мӗн тӑвӗ?

10 Ҫавӑн чухне Иегова хӑйне мӗнле тытӗ? Иезекииль урлӑ Иегова ҫапла каланӑ: «Манӑн ҫиллӗм пӗтӗм хаярлӑхӑмпа хыпса илӗ» (Иез. 38:18, 21—23). Малалла мӗн пулассине Ӳлӗмхи кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра тӗплӗнрех ҫырса панӑ. Гог тапӑнсан Иегова тӳрех хӑйӗн халӑхне ҫӑлма тата тӑшмана пӗтерме Иисуса ярӗ. Иисуспа пӗрле «ҫӳлти ҫарсем» — Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсем тата 144 000-ӗшӗ — тухӗҫ (Ӳлӗм. 17:14; 19:11—15). Ҫав вӑрҫӑ мӗнле вӗҫленесси те паллӑ — Иеговӑна хирӗҫ тӑракан организацисем те, ҫынсем те яланлӑхах тӗп пулӗҫ. (Ӳлӗмхи 19:19—21 вуласа парӑр.)

ВӐРҪӐ ХЫҪҪӐНХИ ТУЙ

11. Ӳлӗмхи кӗнекери чи пӗлтерӗшлӗ событи хӑшӗ?

11 «Эпир ҫӑлӑнса юлтӑмӑр!» «Иегова хӑйӗн пур тӑшманне те пӗтерчӗ!» Ҫапла каласа ҫӗр ҫинчи Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗн тери савӑнӗҫ пулӗ. Тӳпере вара мӗн пулса иртӗ? Унта та Аслӑ Вавилона пӗтернӗшӗн хӗпӗртӗҫ (Ӳлӗм. 19:1—3). Тата унта савӑнӑҫлӑ уяв — «Путек туйӗ» — иртӗ. Ҫакӑ вӑл Ӳлӗмхи кӗнекери чи пӗлтерӗшлӗ событи (Ӳлӗм. 19:6—9).

12. Ӳлӗмхи 21:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Путек туйӗ хӑҫан пулӗ?

12 Ҫав туй хӑҫан пулӗ? 144 000-ӗшӗ пурте пӗлӗтре Армагеддон умӗн пуҫтарӑнӗҫ. Паллах, ҫав вӑхӑт — туй тумалли майлӑ вӑхӑт мар. (Ӳлӗмхи 21:1, 2 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та Путек туйӗ Туррӑн тӑшманӗсене пӗтерсен, Армагеддон хыҫҫӑн, пулӗ (Пс. 44:4, 5, 14—18).

13. Путек туйӗнче мӗн пулса иртет?

13 Путек туйӗнче мӗн пулса иртет? Ахаль туй пирки калас пулсан, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн качипе хӗрӗ пӗр пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫав сӑнарлӑ туйра та Иисус Христос Патша хӑйӗн «ҫураҫнӑ хӗрӗпе», 144 000-ӗшӗпе, пӗрлешет. Ҫав пӗлтерӗшлӗ событи вӗсем пин ҫул ертсе пыма пуҫланине пӗлтерет (Ӳлӗм. 20:6).

МУХТАВЛӐ ХУЛА ТАТА СИРӖН ПУЛАСЛӐХ

Ӳлӗмхи кӗнекери 21-мӗш сыпӑкра сӑнарлӑ хула ҫинчен, Ҫӗнӗ Иерусалим ҫинчен, ҫырса панӑ. Вӑл «тӳперен Турӑ патӗнчен» анать. Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра Ҫӗнӗ Иерусалим ҫӗре нумай пиллӗх кӳрӗ (14—16 абзацсене пӑхӑр)

14, 15. Ӳлӗмхи кӗнекери 21-мӗш сыпӑкра 144 000-ӗшне мӗнпе танлаштарнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

14 Кайран Ӳлӗмхи кӗнекери 21-мӗш сыпӑкра 144 000-ӗшне Ҫӗнӗ Иерусалим текен сӑнарлӑ хулапа танлаштарнӑ (Ӳлӗм. 21:2, 9). Унӑн никӗсӗнче 12 чул пулнӑ, «вӗсем ҫине Путекӗн вуникӗ апостолӗн ячӗсене ҫырнӑ» (Ӳлӗм. 21:10—14; Эф. 2:20). Иоанн ҫав чулсене мӗн тери сӑнаса пӑхнӑ пулӗ. Унта унӑн ячӗ те пулнӑ вӗт. Мӗнле пысӑк чыс!

15 Мухтавлӑхӗпе Ҫӗнӗ Иерусалимпа нимӗнле хула та танлашаймасть. Вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ, унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗр пекех. Ҫав хулан тӗп урамне таса ылтӑнран тунӑ. Унӑн 12 хапхинчен кашнине «пӗр пӗтӗм ӗнчӗрен тунӑ». Хулан никӗсӗпе хӳмине хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ (Ӳлӗм. 21:15—21). Иоанн ҫав хулара храм тупасшӑн пулнӑ, анчах та храмӗ унта пулман, мӗншӗн тесен Ҫӗнӗ Иерусалим шутне кӗрекенсем Иеговӑпа пӗрле пулаҫҫӗ (Евр. 7:27; Ӳлӗм. 22:3, 4). Иоанн ҫапла ҫырнӑ: «Унӑн чиркӗвӗ [«храмӗ», ҪТ] — Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ тата Путек. Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар: ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатнӑ, унӑн ҫути — Путек» (Ӳлӗм. 21:22, 23).

«Юханшывпа» тата «чӗрӗлӗх йывӑҫӗпе» танлаштарнӑ Турӑ Патшалахӗ паракан пиллӗхсене кам илӗ? (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16. Турӑ Патшалӑхӗ пин ҫул ертсе пынӑ чухне ҫынсем мӗнле пиллӗхсем илӗҫ?

16 Ҫӗнӗ Иерусалим ҫинчен шухӑшлани святой сывлӑшпа суйласа илнисене хумхантарса-ҫӳҫентерсе ярать. Ҫав хула ҫинчен пророкла калани ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансен чӗрисене те ӑшӑтать. Ҫакӑ пач та тӗлӗнтермест: Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра Ҫӗнӗ Иерусалим ҫӗре нумай пиллӗх кӳрӗ вӗт. Пиллӗхсем ҫав тери нумай пулнӑран вӗсене «чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшывпа» танлаштарнӑ. Унӑн икӗ енӗпе те «чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет», йывӑҫӑн ҫулҫисем халӑхсене сиплеҫҫӗ (Ӳлӗм. 22:1, 2). Ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗн пур ырӑлӑхне те хӑйсем ҫинче туйса илӗҫ. Майӗпен Турра шанчӑклӑ пур ҫын та пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ. Пирӗн пурнӑҫра чир-чӗр, ыратни тата куляннӑран куҫҫуль тӑкни урӑх пулмӗ (Ӳлӗм. 21:3—5).

17. Турӑ Патшалӑхӗ пин ҫул ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче кам пурӑнӗ? (Ӳлӗмхи 20:11—13).

17 Турӑ Патшалӑхӗ пин ҫул ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче кам пурӑнӗ? Армагеддонра ҫӑлӑнса юлнӑ ҫынсем тата ҫӗнӗ тӗнчере ҫуралнӑ ачасем. Унсӑр пуҫне, Ӳлӗмхи кӗнекери 20-мӗш сыпӑкра вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе каланӑ. (Ӳлӗмхи 20:11—13 вуласа парӑр.) Вӗсем хушшинче «сӑваплисем», урӑхла каласан, Туррӑн вилнӗ ӗҫлекенӗсем, пулӗҫ тата «сӑвапсӑррисем» — камӑн Иегова ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлме май пулман, ҫавсем (Ап. ӗҫ. 24:15; Иоанн 5:28, 29). Ҫакна та палӑртмалла: Турӑ Патшалӑхӗ пин ҫул ертсе пынӑ чухне пур ҫын та чӗрӗлсе тӑмӗ. Хӑш-пӗр ҫынсен Иеговӑшӑн ӗҫлеме май пулнӑ, анчах та мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран вӗсем уншӑн ӗҫлес темен. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тивӗҫлӗ мар. Акӑ мӗншӗн Иегова вӗсене чӗртсе тӑратмӗ (Матф. 25:46; 2 Фес. 1:9, 10; Ӳлӗм. 17:8; 20:15).

ЮЛАШКИ ТӖРӖСЛЕВ

18. Пин ҫул вӗҫнелле мӗн пулӗ?

18 Пин ҫул вӗҫнелле ҫӗр ҫинчи ҫынсем пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Адам ҫылӑх тунине пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсем тек пулмӗҫ (Рим 5:12). Ҫав вӑхӑталла ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнине пула, Библире вӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ (Ӳлӗм. 20:5).

19. Мӗншӗн юлашки тӗрӗслев пулӗ?

19 Шуйттан Иисуса Иеговӑран пӑрса ярас тесе ун ҫине нумай хутчен тапӑннӑ. Ҫапах та Иисус Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем вара Шуйттан тапӑнсан Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӗҫ-ши? Пин ҫул иртсен Шуйттана тӗпсӗр вырӑнтан кӑларсан вӑл ҫынсем ҫине юлашки хут тапӑнӗ (Ӳлӗм. 20:7). Мӗнле шутлатӑр, эсир ун чухне Иисус пек шанчӑклӑ тӑрса юлма пултараятӑр-и? Юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнисем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ тата чӑннипех те ирӗклӗ пулса тӑрӗҫ (Рим 8:21). Иеговӑна хирӗҫ тӑракансем вара Шуйттанпа тата унӑн демонӗсемпе пӗрле ӗмӗрлӗхех тӗп пулӗҫ (Ӳлӗм. 20:7—10).

20. Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла каланисене пӑхса тухни сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳчӗ?

20 Сире Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырнине пӑхса тухма килӗшрӗ-и? Унти пророкла каланисем хӑвӑра мӗнле пырса тивнине курма сире интереслӗ пулчӗ-и? Сирӗн ытти ҫынсене те Иегова майлӑ тӑма пулӑшас килет пулӗ. Ҫакӑ вӗсене те Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапма май парать вӗт (Ӳлӗм. 22:17). Ҫак статьясен ярӑмне пӑхса тухни пире питӗ хавхалантарчӗ. Ҫавӑнпа та эпир Иоанн пекех: «Аминь, эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑр, кил!» — тесе калатпӑр (Ӳлӗм. 22:20).

27-МӖШ ЮРӐ Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрӗҫ

^ Ҫак статья Ӳлӗмхи кӗнекене ӑнлантарса паракан статьясен ярӑмӗнчи юлашки. Эпир Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене чаплӑ пуласлӑх кӗтнине, Туррӑн Патшалӑхне хирӗҫ тӑракансем вара пӗтессине пӗлӗпӗр.