Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑна пуҫҫапни телейлӗрех тӑвать

Иеговӑна пуҫҫапни телейлӗрех тӑвать

«Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ» (ӲЛӖМ. 4:11).

31-МӖШ ЮРӐ Турӑпа ҫӳре

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Иегова эпир хӑйне пуҫҫапнине ырлатӑр тесен мӗн тумалла?

 «ТУРРА пуҫҫапни» тенине илтсен, сирӗн куҫ умне мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑрать? Тен, эсир Библие тӗпчесе ларакан телейлӗ ҫемье ҫинчен шутласа илетӗр. Е, тен, сирӗн куҫ умне ҫывӑрас умӗн чӗркуҫленсе ларса Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑвакан арҫын тӑван тухса тӑрать.

2 Ҫак икӗ лару-тӑру та Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ. Анчах та Иегова ҫав тӑвансем пуҫҫапнине ырлать-и? Енчен те ҫав арҫын тӑван тата ҫав ҫемье Турра хӑйне юрӑхлӑ пек пуҫҫапаҫҫӗ пулсан, ӑна юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсем пуҫҫапнине ырлать. Эпир Иеговӑна чун-чӗререн юрататпӑр тата вӑл хӑйне пуҫҫапасса тивӗҫлӗ пулнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа эпир уншӑн чуна парса ӗҫлесшӗн.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статья пире Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ӗлӗк-авал ӑна мӗнле пуҫҫапнине аса илтерӗ. Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑна пуҫҫапасси шутне хальхи вӑхӑтра мӗнле сакӑр ӗҫ кӗнине сӳтсе явӑпӑр. Вӗсене пӑхса тухнӑ май айтӑр хамӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмалли ҫинчен шухӑшлар. Тата ҫак статьяра эпир Турра тӗрӗс пуҫҫапни пире мӗншӗн телейлӗ тунине курӑпӑр.

ТУРРӐН АВАЛХИ ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ӐНА ЮРӐХЛӐ ПУҪҪАПНӐ

4. Христос киличчен хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑна юратнине тата хисепленине мӗнле кӑтартнӑ?

4 Христос ҫӗр ҫине киличчен хӑш-пӗр ҫынсем, сӑмахран, Авель, Ной, Авраам тата Иов Иеговӑна юратнӑ тата ӑна хисепленӗ. Ҫакӑ ӑҫтан курӑннӑ? Вӗсем ӑна ӗненнӗ, итлесе пурӑннӑ тата парнесем кӳнӗ. Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне вӗсем мӗн-мӗн тунине Библире веҫех ҫырса паман. Анчах та вӗсем Иеговӑна хисеплени пирки тата вӗсем Турра мӗнле пуҫҫапни унӑн кӑмӑлне кайни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Каярахпа Иегова Моисей урлӑ израильтянсене саккун панӑ. Унта вара Иеговӑна юрӑхлӑ пуҫҫапас тесен мӗн-мӗн тумаллине тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса панӑ пулнӑ.

5. Христосӑн вӗренекенӗсен Иеговӑна пуҫҫапас тесен мӗн тумалла?

5 Иисус Христос вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен Моисей саккунне тытса тӑма тек ыйтман (Рим 10:4). Вӑл вӗсене ҫӗнӗ саккун, «Христос саккунне», панӑ (Гал. 6:2). Ӑна пӑхмасӑр вӗренмелле пулман тата ҫав саккунра хушусен тем вӑрӑмӑш списокӗ пулман. Христиансен ҫав саккуна мӗнле тытса тӑмалла пулнӑ-ши вара? Вӗсен Христосран тӗслӗх илсе вӑл вӗрентнӗ пек тумалла пулнӑ. Паянхи кун та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ӑна савӑнтарас тесе Христосран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене канлӗх парать (Матф. 11:29).

6. Ҫак статья пире усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

6 Иеговӑна пуҫҫапасси шутне мӗн-мӗн кӗнине пӑхса тухнӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ паянхи куна мӗнле ҫитӗнӳсем турӑм? Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен ман тата хӑш енчен лайӑхланмалла?» Хӑвӑр пӗр вырӑнта тӑманни сире, паллах, савӑнтарӗ. Анчах та пирӗн Иеговӑна хамӑрӑн тата хӑш енчен лайӑхланмаллине кӑтартма ыйтмалла.

ИЕГОВӐНА ПУҪҪАПАССИ ШУТНЕ МӖН-МӖН КӖРЕТ?

7. Иегова чӗререн тухакан кӗлӗсем ҫине мӗнле пӑхать?

7 Кӗлтуни. Библире кӗлӗсене тӑрӑшса хатӗрленӗ фимиампа танлаштарнӑ. Ӑна малтан сӑваплӑ чатӑрта, каярахпа вара храмра тӗтӗрнӗ. Фимиам шӑрши Туррӑн кӑмӑлне кайнӑ (Пс. 140:2). Ҫавӑн евӗрлех, Иеговӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсен чӗререн тухакан кӗллисем, ахаль сӑмахсемпе каланӑ кӗлӗсем те, питӗ килӗшеҫҫӗ (Ытар. 15:8; Сак. аст. 33:10). Иеговӑна хамӑр ӑна юратни тата пархатарлӑ пулни пирки каланӑ чухне вӑл хӗпӗртет. Иегова пирӗнтен хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен, хамӑр ӗмӗтсемпе кӑмӑл-туртӑм ҫинчен каласа парасса кӗтет. Пирӗн кӗлӗсем уншӑн паха фимиам пек пулччӑр тесен мӗн тумалла-ха? Кӗлӗре мӗн каламалли ҫинчен маларах шутламалла.

8. Иеговӑна мухтама мӗнле лайӑх май пур?

8 Иеговӑна мухтани (Пс. 33:2). Иеговӑна мухтани вӑл — унӑн паха енӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен хавхалануллӑн калани. Ҫакна эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнӑран тӑватпӑр. Вӑл пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пӗтереес те ҫук. Турра мухтава кӑлармалли чаплӑ майсенчен пӗри вӑл — ун ҫинчен ыттисене каласа парасси. Ырӑ хыпар каласа эпир Иеговӑна «мухтав парни» кӳрсе тӑратпӑр (Евр. 13:15). Иеговӑна кӗлтӑвиччен мӗн каламалли ҫинчен маларах шухӑшланӑ пекех, ҫынсемпе калаҫас умӗн те пирӗн хатӗрленмелле. Эпир «мухтав парни» пӗр кӑлтӑксӑр пултӑр тетпӗр. Акӑ мӗншӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ыттисемпе хавхалануллӑн калаҫма тӑрӑшатпӑр.

9. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем Туррӑн пур ӗҫлекенне те, сире хӑвӑра та мӗнле усӑ панине каласа парӑр.

9 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени. Моисей саккунӗнче: «Ҫулталӑкра виҫӗ хутчен арҫынсен пурин те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй суйласа илекен вырӑнта Ҫӳлхуҫа умне тӑмалла»,— тенӗ пулнӑ (Сак. аст. 16:16). Эппин, израильтянсем уява тухса кайсан, вӗсен килӗсемпе уйӗсене хӳтӗлекенни никам та пулман. Анчах та Иегова хӑйӗн халӑхне «санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ» тесе шантарнӑ (Тух. 34:24). Иеговӑна пӗтӗмпех шаннӑран вӗсем кашни ҫул иртекен уявсене кайнӑ. Ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ панӑ? Израильтянсем Иеговӑн саккунне лайӑхрах ӑнланнӑ, унӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ тата хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемпе хутшӑнса савӑннӑ (Сак. аст. 16:15). Христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме вӑй хурсан эпир те ҫавӑн пекех усӑ илетпӗр. Иегова пирӗн кӗскен те шутласа каланӑ комментарисене илтсен вара питӗ савӑнать.

10. Тура пуҫҫапнӑ чухне мӗншӗн юрламалла?

10 Тӑвансемпе пӗрле юрлани (Пс. 27:7). Израильтянсем Турра пуҫҫапнӑ чухне юрӑсем юрланӑ. Ҫакӑ вӗсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Сӑмахран, Давид «Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче» юрлама 288 левита суйласа илнӗ (1 Ҫулс. 25:1, 6—8, ҪТ). Эпир те, мухтав юррисене юрласа Турра юратнине кӑтартатпӑр. Хамӑр юрлама пӗлнипе пӗлменни вара пӗлтерӗшлех мар. Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха: «сӑмахпа ҫылӑха кӗмен» пӗр ҫын та ҫук, ҫапах та эпир пухура комментарисем паратпӑр тата ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр (Иак. 3:2). Ҫавӑнпа та, манран юрласси пулмасть тесе шутласан та, Иеговӑна мухтаса юрлама ан вӑтанӑр.

11. Псалом 47:14-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалла?

11 Хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле Библи вӗренни. Шӑматкунсерен израильтянсем хӑйсен кулленхи ӗҫӗсене пӑрахса Иеговӑна пуҫҫапма вӑхӑт уйӑрнӑ (Тух. 31:16, 17). Ҫапла ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Турӑ ҫинчен тата унӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен каласа пама пултарнӑ. Пирӗн те Турӑ Сӑмахне вуласа тӗпчеме вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫапла туса эпир Иеговӑна пуҫҫапатпӑр тата унпа ҫывӑхланатпӑр (Пс. 72:28). Ашшӗ-амӑшӗсем ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вара «килес ӑрӑва», урӑхла каласан, хӑйсен ачисене, пирӗн ҫӳлти Аттепе туслашма пулӑшаҫҫӗ. (Псалом 47:14 вуласа парӑр).

12. Иегова сӑваплӑ чатӑра тӑвас ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

12 Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартни тата вӗсене пӑхса-юсаса тӑни. Иегова сӑваплӑ чатӑра тата унта усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗре тӑвас ӗҫ пирки сӑваплӑ ӗҫ тенӗ (Тух. 36:1, 4). Хальхи вӑхӑтра та Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене тата пирӗн организацин ытти ҫурчӗсене туни ӑна пуҫҫапни шутне кӗрет. Хӑш-пӗр тӑвансем ҫак ӗҫе тума нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Эпир вӗсене ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ. Паллах, вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пионер та пуласшӑн. Ҫав тӑвансем пионер пулма юрӑхлӑ пулсан тата заявлени ҫырчӗҫ пулсан, вӗсене пионер пулма ирӗк памалла. Ҫапла тусан старейшинӑсем пирӗн организацин ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫне тума пулӑшӗҫ. Ҫакна та каламалла: пирӗн ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре опыт пур-и, ҫук-и, эпир пурте Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене юсаса-тирпейлесе тӑма пултаратпӑр.

13. Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парасси ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

13 Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пани. Израильтянсем ҫулсеренхи уявсене пуҫтарӑннӑ чухне «никамӑн та Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа» пымалла пулман (Сак. аст. 16:16). Кашни хӑй пама пултарнӑ парне панӑ. Ҫапла вӗсем Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшнишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартнӑ. Эпир вара Иеговӑна юратнине тата вӑл хамӑршӑн мӗн-мӗн тунишӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Сӑмахран, эпир хамӑр лару-тӑрӑва кура пухӑвӑн тӑкакӗсене саплаштармашкӑн тата Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма пулӑшмашкӑн хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр. Павел апостол ҫакӑн пирки акӑ мӗн каланӑ: «Вӑй ҫитнӗ таран пулӑшни кӑмӑллӑ, вӑйран ытлашши пулӑшни кирлӗ мар» (2 Кор. 8:4, 12). Ҫавӑнпа та эпир чӗре хистенипе кирек мӗн чухлӗ укҫа парсан та Иегова савӑнать (Марк 12:42—44; 2 Кор. 9:7).

14. Ытарӑшсем 19:17-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова эпир нуша куракан тӑвансене пулӑшни ҫине мӗнле пӑхать?

14 Нуша куракан тӑвансене пулӑшни. Израильтянсем чухӑнсемшӗн тӑрӑшнӑ чухне Иегова вӗсен пур тӑкакӗсене те саплаштарнӑ (Сак. аст. 15:7, 10). Унтан та ытларах, Турӑ кам хӑйӗн нушана лекнӗ ӗҫлекенӗсене пулӑшать, ҫавсем умӗнче хӑйне парӑмлӑ тесе шутлать. (Ытарӑшсем 19:17 вуласа парӑр.) Сӑмахран, Павел арестра пулнӑ чухне Филиппӑри христиансем ун патне парне янӑ. Вӑл ун пирки «Турра юрӑхлӑ парне» тенӗ (Флп. 4:18). Ҫавӑнпа та хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Хамӑн пухура эпӗ кама та пулин пулӑшма пултаратӑп-и?» Эпир хамӑр вӑхӑтпа, вӑйпа, пултарулӑхпа тата укҫа-тенкӗпе ыттисене пулӑшас тесе усӑ куратпӑр пулсан, Иегова питӗ савӑнать. Ҫакӑ та ӑна пуҫҫапни пулать (Иак. 1:27).

ИЕГОВӐНА ПУҪҪАПНИ ПИРЕ САВӐНӐҪ КӲРЕТ

15. Иеговӑна пуҫҫапмашкӑн мӗншӗн эпир хаваспах вӑхӑт уйӑратпӑр тата вӑй хуратпӑр?

15 Турра пуҫҫапмашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла пулин те, пире ҫакна тума йывӑр мар (1 Иоанн 5:3). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна юрататпӑр. Хӑйӗн ашшӗне парне парас текен пӗчӗк арҫын ачана куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Вӑл хут ҫинче сехечӗ-сехечӗпех тӑрӑшса темскер ӳкерет. Ашшӗне юратнӑран вӑл ӑна савӑнтарас тесе хӑйӗн вӑхӑтне пӗртте шеллемест. Ҫавӑн евӗрлех эпир те Иеговӑна юратнӑран ӑна юрӑхлӑ пуҫҫапас тесе хаваспах хамӑр вӑхӑта уйӑратпӑр тата вӑй хуратпӑр.

16. Еврейсем 6:10-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова эпир ӑна савӑнтарма тӑрӑшни ҫине мӗнле пӑхать?

16 Юратакан ашшӗ-амӑшӗ кашни ачин парнине хаклать. Вӗсем ачасем тӗрлӗрен пулнине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене танлаштармаҫҫӗ. Ҫавӑн евӗрлех пирӗн ҫӳлти Атте те пирӗн пурин те лару-тӑру тӗрлӗрен пулнине ӑнланать. Тен, эсӗ тусусенчен ытларах тума пултаратӑн. Е пачах урӑхла, ватӑлнине, сывлӑх хавшанине е ҫемьери тивӗҫсене пула Иеговӑшӑн нумаях тӑваймастӑн. Ҫапла пулсан, ан кулян (Гал. 6:4). Иегова эсӗ вӑй хунине нихӑҫан та манмӗ. Эсӗ уншӑн чуна парса ӗҫлетӗн пулсан тата ҫакна тӗрӗс шухӑшпа тӑватӑн пулсан, вӑл сана ырлать. (Еврейсем 6:10 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Иегова санӑн уншӑн мӗн-мӗн тӑвас килнине те курать. Вӑл сана сӑваплӑ ӗҫре хӑв мӗн тума пултарнине туса савӑнӑҫ илтересшӗн.

17. а) Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр ӗҫе тума ҫӑмӑлах мар пулсан мӗн тумалла? ӑ)  23-мӗш страницӑри рамкӑра ӳкернӗ пӗр-пӗр ӗҫе туни сире телейлӗрех пулма мӗнле пулӑшрӗ?

17 Ҫак статьяра эпир Иеговӑна пуҫҫапасси шутне мӗнле сакӑр ӗҫ кӗнине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫак ӗҫсенчен хӑшӗ-пӗрисене тума, сӑмахран, Библи вӗренме е ырӑ хыпар сарма, сире ҫӑмӑлах мар пулсан вара мӗн тумалла? Килӗшетӗр пулӗ, пӗр-пӗр ӗҫе мӗн чухлӗ ытларах тӑватпӑр, вӑл ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах пулса пырать. Иеговӑна пуҫҫапассине спорта хутшӑннипе е музыка инструменчӗпе каланипе танлаштарма пулать. Ҫакна вӑхӑтран вӑхӑта туни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ӑнӑҫлӑ пулас тесен кашни кун вӑй хумалла. Малтанлӑха, тен, темиҫе минут ҫеҫ уйӑрмалла, кайран вара — ытларах та ытларах. Хамӑр вӑй хунинчен усси пуррине курсан, эпир тепӗр тренировкӑна е репетицие чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗпӗр пулӗ. Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсем пирки ҫавнах калама пулать.

18. Мӗншӗн Иеговӑна чунтан пуҫҫапмалла?

18 Ҫын пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшли вӑл — Иеговӑна чунтан пуҫҫапасси. Ҫавна тусан ҫеҫ эпир телейлӗ пулӑпӑр, пурнӑҫ тӗллевне тупӑпӑр тата пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пулать (Ытар. 10:22). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗр пулнине пӗлнӗрен эпир чунра канӑҫлӑх туятпӑр (Ис. 41:9, 10). Пирӗн юратакан ҫӳлти Атте «хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ», мӗншӗн тесен вӑл пурне те тунӑ (Ӳлӗм. 4:11). Ӑна пуҫҫапни пире чӑннипех те телейлӗ тӑвать!

24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

^ Иегова — Пурнӑҫ Паракан, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна пуҫҫапса пурӑнмалла. Анчах та хамӑр пирки Турӑ ӗҫлекенӗ тени ҫителӗксӗр. Пирӗн унӑн саккунӗсемпе принципӗсем тӑрӑх пурӑнмалла. Ҫак статьяра эпир Турра пуҫҫапасси шутне мӗнле сакӑр ӗҫ кӗнине тата вӗсене туса тӑни мӗншӗн савӑнӑҫ кӳнине курӑпӑр.