Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Старейшинӑсем, малалла та Павел апостолран тӗслӗх илӗр

Старейшинӑсем, малалла та Павел апостолран тӗслӗх илӗр

«Ман пек пулма тӑрӑшӑр» (1 КОР. 11:1).

99-МӖШ ЮРӐ Ман тӑвансем пит нумаййӑн

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Павел тӗслӗхӗ старейшинӑсене мӗнле пулӑшма пултарать?

 ПАВЕЛ апостол тӑвансене питӗ юратнӑ тата вӗсемшӗн ырми-канми ӗҫленӗ (Ап. ӗҫ. 20:31). Ҫавӑнпа тӑвансем те ӑна юратнӑ. Сӑмахран, Эфесри старейшинӑсем Павела урӑх курмасса пӗлсен питӗ хытӑ йӗнӗ (Ап. ӗҫ. 20:37). Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсем тӑвансене питӗ юратаҫҫӗ тата вӗсене пулӑшас тесе хӑйсен вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемеҫҫӗ (Флп. 2:15—17). Анчах та вӗсене хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. Вӗсене мӗн пулӑшма пултарать-ши?

2 Пирӗн хаклӑ старейшинӑсем Павелран нумай вӗренме пултараҫҫӗ (1 Кор. 11:1). Павелӑн тӗлӗнмелле пултарулӑх пулман. Вӑл ахаль, ҫылӑхлӑ ҫынах пулнӑ, йӑнӑшсем те тунӑ (Рим 7:18—20). Тата вӑл хура-шур нумай курнӑ. Ҫавах та вӑл ал усман, савӑнӑҫлӑ пулма та пӑрахман. Павел тӗслӗхӗ старейшинӑсене йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерме тата малалла та савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

3. Ҫак статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр тата ӑна пӑхса тухни мӗнле усӑ парӗ?

3 Ҫак статьяра эпир старейшинӑсем мӗнле тӑватӑ йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултарнине курӑпӑр. Вӗсене: 1) пухури тивӗҫӗсене туса тӑма та, ырӑ хыпар сарма та вӑхӑт уйӑрма, 2) тӑвансемшӗн тӑрӑшма, 3) хӑйсен ҫитменлӗхӗсем ҫине тата 4) тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑр пулма пултарать. Павел та ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсене мӗнле татса панӑ? Старейшинӑсем унран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Айтӑр пӗлер.

ПУХУРИ ТИВӖҪСЕНЕ ТУСА ТӐМА ТА, ЫРӐ ХЫПАР САРМА ТА ӖЛКӖРМЕЛЛЕ

4. Мӗншӗн старейшинӑсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хума йывӑр пулма пултарать?

4 Мӗншӗн ҫакна тума йывӑр? Старейшинӑсен ырӑ хыпар сарас ӗҫре тӗслӗх кӑтартмалла. Анчах та вӗсен ытти тивӗҫсем те нумай. Вӗсен эрне варринче иртекен тӗлпулусенче председатель пулмалла, пухура Библи вӗреннине ирттермелле тата ытти пунктсене туса памалла. Унсӑр пуҫне, вӗсем пулӑшакан ӗҫченсене вӗрентеҫҫӗ тата тӑвансене хавхалантармашкӑн вӗсем валли вӑхӑт уйӑраҫҫӗ (1 Петр 5:2). Хӑш-пӗр старейшинӑсем Патшалӑх залӗсене тата организацин ытти ҫурчӗсене тӑвас тата пӑхса-юсас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем, ытти христиансем пекех, ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хураҫҫӗ (Матф. 28:19, 20).

5. Ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен Павел мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

5 Павел тӗслӗхӗ. Мӗншӗн Павел ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнӑ? Вӑл Филиппӑри тӑвансене «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнӑр тенӗ (Флп. 1:10). Павел хӑй те ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ. Вӑл ырӑ хыпара мӗнле сарнинчен уншӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫ чи пӗлтерӗшли пулни курӑннӑ. Вун-вун ҫул хушши вӑл ҫынсене халӑх умӗнче те, килӗсенче те вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 20:20). Тата Павел палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫеҫ е эрнере пӗр хут ҫеҫ ырӑ хыпар сарман. Вӑл май килсенех ырӑ хыпар калама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Павел Афинӑра Силӑпа Тимофея кӗтнӗ чухне ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара христиансем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 17:16, 17, 34). Хӑйне арестленӗ хыҫҫӑн та вӑл ырӑ хыпар калама чарӑнман (Ап. ӗҫ. 28:16—24; Флп. 1:13, 14).

6. Павел ыттисене мӗне вӗрентнӗ?

6 Павел вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курнӑ. Сӑмахран, хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне вӑл Марка, иккӗмӗшне вара Тимофея пӗрле илсе кайнӑ (Ап. ӗҫ. 12:25; 16:1—4). Павел ҫав тӑвансемпе ҫӳренӗ чухне вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курнӑ. Вӑл вӗсене пухусене мӗнле йӗркелемеллине, тӑвансемшӗн мӗнле тӑрӑшмаллине тата вӗрентес ӑсталӑха мӗнле ӳстермеллине ӑнлантарса панӑ (1 Кор. 4:17).

Павел пекех, май килсенех ырӑ хыпар калӑр (7-мӗш абзаца пӑхӑр) *

7. Эфес 6:14, 15 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем старейшинӑсене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

7 Мӗне вӗренме пулать? Старейшинӑсем, Павел пекех, килтен киле кӑна мар, май килсенех — сӑмахран, лавккара е ӗҫре — ырӑ хыпар калама пултараҫҫӗ. (Эфес 6:14, 15 вуласа парӑр.) Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ чухне те вӗсен кӳршӗсене тата поставщиксене чӑнлӑха пӗлтерме май пур. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем, Павел пекех, ырӑ хыпар сарнӑ чухне ыттисене, ҫав шутрах пулӑшакан ӗҫченсене, вӗрентме пултараҫҫӗ.

8. Старейшинӑсен хӑш-пӗр чухне мӗн тумалла?

8 Старейшинӑсем пухура е районта нумай ӗҫ туса тӑраҫҫӗ. Апла пулин те вӗсен ырӑ хыпар сарма та вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне вӗсен пӗр-пӗр ӗҫе тума килӗшмелле мар. Калӑпӑр, пӗр-пӗр старейшинӑна ҫӗнӗ тивӗҫ шанса парасшӑн. Вара вӑл кӗлтӑвать те ҫак ӗҫе тума килӗшсен, кирлӗрех ӗҫсене тума хӑйӗн вӑхӑт юлманнине ӑнланса илет. Сӑмахран, вӑл кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме, тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма тата ачисене ҫак ӗҫе вӗрентме пултараймӗ. Арҫын тӑвансем, сире ҫӗнӗ тивӗҫсем шанса парасшӑн пулнӑ чухне «ҫук» тесе калама йывӑр пулма пултарать пулин те, ан иккӗленӗр: эсир чи кирлӗ ӗҫсене малти вырӑна хума тӑрӑшнишӗн Иегова питӗ савӑнать.

ТӐВАНСЕМШӖН ТӐРӐШМАЛЛА

9. Ӗҫсем нумай пулнӑран старейшинӑсене мӗн тума йывӑр пулма пултарать?

9 Мӗншӗн ҫакна тума йывӑр? Ҫак юлашки кунсенче Туррӑн ӗҫлекенӗсен йывӑрлӑхсем сахал мар. Ҫавӑнпа вӗсене пулӑшмалла, йӑпатмалла тата хавхалантармалла. Хӑш-пӗр тӑвансене вара йӑнӑш тӑвасран асӑрхаттармалла (1 Фес. 5:14). Паллах, старейшинӑсем Туррӑн халӑхӗн пур йывӑрлӑхне те татса пама пултараймаҫҫӗ. Ҫавах та Иегова ҫак тӑвансенчен хӑйӗн сурӑхӗсене вӑй ҫитнӗ таран хӳтӗлессе тата пулӑшасса кӗтет. Ӗҫсем нумай пулнине пӑхмасӑрах ҫакна пурне те туса тӑрас тесен старейшинӑсен вӑхӑт ӑҫтан тупмалла-ха?

Ыттисене мухтӑр тата хавхалантарӑр (10, 12 абзацсене пӑхӑр) *

10. 1 Фессалоника 2:7-мӗшӗ тӑрӑх, Павел тӑвансемшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ?

10 Павел тӗслӗхӗ. Павел тӑвансене яланах мухтанӑ тата вӗсене хавхалантарас тесе кирлӗ сӑмахсем тупнӑ. Ҫавӑн евӗрлех старейшинӑсем те пухури тӑвансене юратаҫҫӗ тата вӗсемпе хӑйсене ыррӑн тытаҫҫӗ. (1 Фессалоника 2:7 вуласа парӑр.) Павел тӑвансене хӑйсене Иегова та, хӑй те юратни пирки шантарнӑ (2 Кор. 2:4; Эф. 2:4, 5). Вӑл тӑвансемпе туслӑ пулнӑ, вӗсемпе хутшӑнма вӑхӑт уйӑрнӑ. Тӑвансене хӑй мӗнрен хӑрани ҫинчен тата хӑйӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каласа парса Павел вӗсене шаннине кӑтартнӑ (2 Кор. 7:5; 1 Тим. 1:15). Ҫавах та вӑл хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен ытлашши нумай калаҫман. Пуринчен ытла вӑл тӑвансене пулӑшасшӑн пулнӑ.

11. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Павелӑн тӑвансене канаш пама тивнӗ?

11 Хӑш-пӗр чухне Павелӑн тӑвансене канаш пама тивнӗ. Анчах та ҫакна вӑл тарӑхнӑ чухне туман. Вӑл тӑвансемшӗн тӑрӑшнӑ тата вӗсене тӗрлӗ хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел канаша йышӑнма ҫӑмӑл пултӑр тенӗ. Сӑмахран, вӑл Коринфри тӑвансене ҫыру ҫырса хыттӑн асӑрхаттарнӑ пулнӑ. Кайран вара, тӑвансем кӳренмерӗҫ-ши тесе пӑшӑрханса вӑл Коринфа Тита янӑ. Телее, Коринфри тӑвансем кӳренмен. Вӗсем канаша йышӑнсан Павел питӗ савӑннӑ (2 Кор. 7:6, 7).

12. Старейшинӑсем тӑвансен ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетеҫҫӗ?

12 Мӗне вӗренме пулать? Старейшинӑсем пухури тӑвансемпе туслашнипе Павелран тӗслӗх илнине кӑтартаҫҫӗ. Тӑвансемпе хутшӑнас тесе вӗсем пухӑва маларах килеҫҫӗ. Ытларах чухне тӑвана хавхалантарма нумай вӑхӑт кирлӗ мар, пӗр-ик минут та ҫитет (Рим 1:12; Эф. 5:16). Павелран тӗслӗх илекен старейшина тата мӗн тӑвать? Вӑл Библипе усӑ курса тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетет тата вӗсене Турӑ юратать тесе шантарать. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑй те тӑвансене юратнине кӑтартать. Вӑл вӗсемпе хутшӑнма вӑхӑт уйӑрать тата вӗсене час-часах мухтаса илет. Пӗр-пӗр тӑвана канаш памалла чухне вара Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курать. Вӑл канаша тӳррӗн, анчах та ыррӑн парать, мӗншӗн тесен тӑван канаша йышӑнтӑр тет (Гал. 6:1).

СТАРЕЙШИНӐСЕН ХӐЙСЕН ҪИТМЕНЛӖХӖСЕМ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХМАЛЛА

13. Хӑш-пӗр старейшинӑсем хӑйсен ҫитменлӗхӗсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

13 Мӗншӗн ҫакна тума йывӑр? Старейшинӑсен те ҫитменлӗхсем пур. Вӗсем те, ыттисем пекех, йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ (Рим 3:23). Вӗсене хӑйсен ҫитменлӗхӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. Пӗрисем йӑнӑш тусан хӑйсене питӗ хытӑ айӑплаҫҫӗ тата хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туяҫҫӗ. Теприсем вара хӑйсен ҫитменлӗхӗсем ҫине куҫ хупаҫҫӗ тата тӳрленме васкамаҫҫӗ.

14. 2 Коринф 4:7-мӗшӗ тӑрӑх, кӗҫӗне хуни Павела хӑйӗн ҫитменлӗхӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшнӑ?

14 Павел тӗслӗхӗ. Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе хӑй тӗллӗн кӗрешме пултарайманнине ӑнланнӑ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑриччен вӑл христиансене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Кайран вара хӑй йӑнӑш тунине ӑнланса илнӗ те улшӑннӑ (1 Тим. 1:12—16). Иегова пулӑшнипе вӑл юратакан, хӗрхенекен тата хӑйне кӗҫӗне хуракан старейшина пулса тӑнӑ. Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемшӗн хытӑ куляннӑ. Анчах та вӑл вӗсем ҫинчен пӗрмай шухӑшласа ҫӳремен, мӗншӗн тесен хӑйне Иегова каҫарасса ӗненнӗ (Рим 7:21—25). Вӑл хӑй пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пултарайманнине пӗлнӗ. Анчах та Иисус пек пулма вӑл пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ тата хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ (1 Кор. 9:27; 2 Коринф 4:7 вуласа парӑр).

Хӑвӑрӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшӑр (14, 15 абзацсене пӑхӑр) *

15. Старейшинӑсен хӑйсен ҫитменлӗхӗсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

15 Мӗне вӗренме пулать? Тӑвана старейшина пулма лартни вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнине пӗлтермест. Ҫавӑнпа Иегова старейшина хӑй йӑнӑшсем тунине йышӑнасса, Христосран тӗслӗх илессе кӗтет (Эф. 4:23, 24). Старейшинӑн хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене курас тесе тата вӗсене пӗтерес тесе Библие тарӑн тӗпчемелле. Вара Иегова ӑна савӑнӑҫ парӗ, тивӗҫӗсене туса тӑма та пулӑшӗ (Иак. 1:25).

СТАРЕЙШИНӐСЕН ЫТТИСЕН ҪИТМЕНЛӖХӖСЕМ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХМАЛЛА

16. Старейшина ыттисен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен ытлашши нумай шутласан мӗн пулса тухма пултарать?

16 Мӗншӗн ҫакна тума йывӑр? Старейшинӑсем тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашнӑ май вӗсен ҫитменлӗхӗсене лайӑхрах курса пыраҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулмасан вӗсем тӑвансемпе тӳрккес калаҫма е вӗсене тиркеме пуҫлама пултараҫҫӗ. Павел каланӑ тӑрӑх, старейшинӑсем хӑйсене ҫапла тытсан Шуйттан питӗ савӑнать (2 Кор. 2:10, 11).

17. Павел тӑвансем ҫине мӗнле пӑхнӑ?

17 Павел тӗслӗхӗ. Павел тӑвансенче лайӑххине курма тӑрӑшнӑ. Паллах, тӑвансем йӑнӑшсем тукаланӑ тата хӑш-пӗр чухне вӗсем мӗн туни Павел чунне ыраттарнӑ. Анчах та вӑл ҫакна ӑнланнӑ: япӑх ӗҫ тата япӑх ҫын — пӗр мар. Павел тӑвансене юратнӑ тата вӗсене хӑйсен лайӑх енӗсемшӗн хакланӑ. Тӑвансем хӑш-пӗр чухне хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ пулин те, Павел вӗсем ҫакна усал шухӑшпа тунӑ тесе шутламан. Вӑл вӗсене пулӑшу кирлине ӑнланнӑ.

18. Павел Еводийӑпа Синтихийӑна мӗнле пулӑшнинчен эсир мӗне вӗрентӗр? (Филиппӑ 4:1—3).

18 Тӗслӗхшӗн, Павел Филиппӑ хулинчи икӗ хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшнине аса илер. (Филиппӑ 4:1—3 вуласа парӑр.) Ҫав тӑвансем, Еводийӑпа Синтихия, харкашса кайнӑ пулнӑ. Павел вӗсене ҫавӑншӑн айӑпласа пӗтермен. Пачах урӑхла, вӗсене лайӑх енӗсемшӗн мухтанӑ. Еводийӑпа Синтихия нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иегова вӗсене юратнине Павел пӗлнӗ. Ҫакӑ ӑна мӗн тума хавхалантарнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл Еводийӑпа Синтихийӑна мирлешме ыйтнӑ. Иккӗмӗшӗнчен вара, ҫавна пула вӑл савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахман тата пухури тӑвансемпе хӑй хушшинчи туслӑха упраса хӑварнӑ.

Ыттисене хытӑ ан айӑплӑр (19-мӗш абзаца пӑхӑр) *

19. а) Старейшинӑсене тӑвансен лайӑх енӗсене курса тӑма мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Ӳкерчӗкри Патшалӑх залӗнче тирпей кӳрекен старейшинӑран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

19 Мӗне вӗренме пулать? Старейшинӑсем, тӑвансен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшӑр. Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур пулсан та, кашнин чаплӑ енсем пур (Флп. 2:3). Паллах, старейшинӑсен ыттисене вӑхӑтран вӑхӑта тӳрлетме тивет. Анчах та вӗсем, Павел пекех, тӑвансен йӑнӑшӗсем ҫинче чарӑнса тӑмаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен чи пӗлтерӗшли вӑл — тӑвансем Иеговӑна юратни, хӑйсене шеллемесӗр уншӑн ӗҫлесе тӑни тата малашне ырӑ ӗҫсем тума пултарни. Енчен те старейшинӑсем тӑвансенче ҫаксене курса тӑраҫҫӗ пулсан, пухура кашни хӑйне юратнине туйса тӑрӗ.

МАЛАЛЛА ТА ПАВЕЛРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

20. Старейшинӑсем Павел ҫинчен ытларах пӗлес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

20 Старейшинӑсем, Павел ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Сӑмахран, эсир «Индекс публикаций Сторожевой башни» (Павел > Пример для старейшин) хатӗрпе усӑ курма пултаратӑр. Унти материала тӗпченӗ май хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Павел тӗслӗхӗ мана старейшина ӗҫне лайӑх тума тата ҫак ӗҫе савӑнса тума мӗнле пулӑшма пултарать?»

21. Старейшинӑсен мӗн пирки иккӗленмелле мар?

21 Старейшинӑсем, Иегова сирӗнтен пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест, хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлессе ҫеҫ кӗтет (1 Кор. 4:2). Павел Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫленӗ тата шанчӑклӑ пулнӑ. Ҫавӑншӑн Турӑ ӑна питӗ хакланӑ. Ан иккӗленӗр: вӑл эсир сӑваплӑ ӗҫре мӗн-мӗн тунине те питӗ хаклать. Иегова «сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр, халӗ те пулӑшатӑр» (Евр. 6:10).

87-МӖШ ЮРӐ Кил те хавхалану ил!

[Сноска]

^ Старейшинӑсем пирӗншӗн чуна парса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пире юратаҫҫӗ тата пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн эпир вӗсене питӗ пархатарлӑ. Ҫак статьяра эпир вӗсем мӗнле тӑватӑ йывӑрлӑхпа тӗл пулнине сӳтсе явӑпӑр тата Павел апостол тӗслӗхӗ вӗсене ҫак йывӑрлӑхсене татса пама мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫак статья пире старейшинӑсене хӗрхенме, юратма тата вӗсен ӗҫне ҫӑмӑллатма пулӑшӗ.

^ ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван ӗҫ хыҫҫӑн пӗрле ӗҫлекене ырӑ хыпар калать.

^ ӲКЕРЧӖК. Старейшина вӑтанчӑк арҫын тӑвана ӑшшӑн саламлать.

^ ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван кӳренсе ҫӳрекен тӑвана канаш парать.

^ ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван Патшалӑх залӗнче тирпей кӳме пӑрахса телефонӗ ҫине пӑхса тӑрать. Старейшина ӑна ҫавӑншӑн айӑпламасть.