Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир Захария курнине куратӑр-и?

Эсир Захария курнине куратӑр-и?

«Манӑн Сывлӑшӑмпа, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа» (ЗАХ. 4:6).

73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Тыткӑнра пулнӑ еврейсем мӗнле савӑнӑҫлӑ хыпар илтнӗ?

 ЕВРЕЙСЕМ питӗ савӑнаҫҫӗ. Иегова Кира, Перси патшине, вун-вун ҫул хушши Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ израильтянсене ирӗке кӑларма хавхалантарнӑ. Вара Кир патша ҫапла хушу кӑларнӑ: «Ҫавсем [израильтянсем] Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр» (Езд. 1:1, 3). Еврейсем ҫавӑн пирки нумай ҫул хушши ӗмӗтленнӗ. Вӗсем каллех чӑн Турӑ хӑйсене панӑ ҫӗрте ӑна пуҫҫапма пултараҫҫӗ.

2. Еврейсем тыткӑнран таврӑнсанах мӗн тунӑ?

2 Пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта еврейсен пӗрремӗш ушкӑнӗ Иерусалима, Иудея патшалӑхӗн тӗп хулине, таврӑннӑ. Унта ҫитсенех вӗсем храма ҫӗнӗрен туса лартма пуҫланӑ, вара пирӗн эрӑчченхи 536 ҫул тӗлнелле храмӑн никӗсне хывнӑ.

3. Еврейсене кам тата мӗнле майпа хирӗҫ тӑнӑ?

3 Еврейсем храма тума пикенсен вӗсене тӑшмансем хирӗҫ тӑма пуҫланӑ. Кӳршӗ халӑхсем «Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ» (Езд. 4:4). Пирӗн эрӑчченхи 522 ҫулта Перси империнче Артаксеркс патшана ларсан вара лару-тӑру тата йывӑрланнӑ *. Туррӑн халӑхӗн тӑшманӗсем власть улшӑннипе усӑ курса храм туса лартас ӗҫе чарса лартасшӑн пулнӑ. Ҫак усал ӗҫе вӗсем «саккунпа усӑ курса» тӑвас тенӗ (Пс. 94:20, ҪТ). Тӑшмансем Артаксеркс патшана еврейсем пӑлхав ҫӗклесшӗн тесе суйнӑ (Езд. 4:11—16). Патша вӗсене ӗненнӗ те храм тӑвас ӗҫе чарса лартма хушнӑ (Езд. 4:17—23). Вара храм тӑвакансен хастарлӑхӗ сӳннӗ те ҫав ӗҫ тек «вырӑнтан хускалман» (Езд. 4:24).

4. Тӑшмансем еврейсене храма тума чарсан Иегова мӗн тунӑ? (Исаия 55:11).

4 Суя турӑсене пуҫҫапакан ҫав ҫӗрти халӑхсем тата Персири хӑш-пӗр пуҫлӑхсем храма туса лартас ӗҫе чарас тесе тем тума та хатӗр пулнӑ. Анчах та Иегова иудейсем храма туса пӗтерччӗр тенӗ. Хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлама вара ӑна нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. (Исаия 55:11 вуласа парӑр.) Иегова Захария ятлӑ хӑюллӑ арҫынна пророк пулма суйласа илнӗ. Вӑл ӑна сакӑр тӗлӗнмелле курӑну кӑтартнӑ та вӗсене еврейсене каласа пама хушнӑ. Ҫав курӑнусем халӑха тӑшмансенчен хӑрамасӑр малалла та храма тума хавхалантармалла пулнӑ. Вӗсенчен пиллӗкмӗшӗнче Захария ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ курнӑ.

5. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

5 Пирӗн пурин те вӑхӑтран вӑхӑта ал усӑнма пултарать. Ҫавӑнпа ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан курӑну еврейсене хавхалантарнӑ пек пире те хавхалантарма пултарать. Ҫак курӑнӑва пӑхса тухни: 1) хамӑра хирӗҫ тӑнӑ чухне, 2) пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ чухне тата 3) организаци панӑ хушусене ӑнлансах кайман чухне пире Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пулӑшӗ.

ХИРӖҪ ТӐНӐ ЧУХНЕ

Захария хӑйне панӑ курӑнура икӗ ҫу йывӑҫӗнчен ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампади патне ҫу юхнине курнӑ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Мӗншӗн Захария 4:1—3 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ курӑну еврейсене хавхалантарнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Захария 4:1—3 вуласа парӑр. Ҫак курӑну ҫинчен илтсен еврейсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах малалла хӑюллӑн храм тунӑ. Вӗсене мӗн хавхалантарнӑ-ши? Курӑнури ҫутаткӑҫа ҫу чарӑнмасӑр юхса тӑнӑ. Ҫу курка ҫине, унтан ҫичӗ кӗпҫе урлӑ лампадӑсем патне юхнӑ. Ҫавна пула ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса ларнӑ. Захария ангелран: «Мӗн ку?» — тесе ыйтнӑ. Ангел вара: «Вӑл ҫакна пӗлтерет: ҫарпа мар, вӑйпа мар, Манӑн Сывлӑшӑмпа, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа»,— тенӗ (Зах. 4:4, 6). Ҫак курӑнури ҫу Иеговӑн святой сывлӑшне — унӑн иксӗлми вӑйне — сӑнласа парать. Паллах, Перси империйӗн ҫарӗн вӑйӗ Иеговӑн сывлӑшӗн вӑйӗпе танлашайман. Иегова еврейсем майлӑ пулнӑран, вӗсен нимӗншӗн те пӑшӑрханмалла пулман. Тата унӑн храмне туса пӗтерме вӗсене никам та чӑрмантарайман. Ҫакӑ вӗсене хавхалантарнӑ та. Вӗсен Иеговӑна шанса пикеннӗ ӗҫе туса пӗтермелле ҫеҫ пулнӑ. Вара вӗсем храма тума чарнине пӑхмасӑрах ҫапла тунӑ та.

7. Еврейсем хӑйсем кӗтмен ҫӗртенех мӗн пулса тухнӑ?

7 Кӗтмен ҫӗртен лару-тӑру улшӑннӑ. Пирӗн эрӑчченхи 520 ҫулта Перси патши, I Дарий, иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫакна ӑнланса илнӗ: храма тӑвас ӗҫе саккуна пӑссах чарнӑ иккен. Ҫавӑнпа вӑл еврейсене храма туса пӗтерме хушу панӑ (Езд. 6:1—3). Ҫакӑ пурне те тӗлӗнтерсе янӑ. Анчах Дарий патша тата ытларах тунӑ. Вӑл кӳршӗ халӑхсене еврейсене храма тума чӑрмантарма чарнӑ кӑна мар, вӗсене пулӑшса тӑма хушнӑ (Езд. 6:7—12). Вара тӑватӑ ҫул ытла иртсен, пирӗн эрӑчченхи 515 ҫулта, еврейсем храма туса пӗтернӗ (Езд. 6:15).

Хӑвӑра хирӗҫ тӑнӑ чухне Иеговӑн вӑйӗ ҫине шанӑр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. Мӗне пула эпир, тӑшмансем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, хӑюллӑ пулма пултаратпӑр?

8 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн нумай ӗҫлекенне хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче тӑвансене Турра ирӗклӗн пуҫҫапма памаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене арестлесе «аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе» каяҫҫӗ. Ҫапла майпа тӑвансен вӗсене ырӑ хыпар калама май уҫӑлать (Матф. 10:17, 18). Хӑш-пӗр чухне вара, власть улшӑннине пула е тӳрӗ судьян йышӑнӑвне пула, Свидетельсем Турра ирӗклӗн пуҫҫапма пултараҫҫӗ. Тӑвансем урӑх йывӑрлӑхпа та тӗл пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем пурӑнакан ҫӗршывра Турра ирӗклӗн пуҫҫапма пулать пулин те, вӗсене килтисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ (Матф. 10:32—36). Анчах та тӑвансене Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарайманнине курсан вӗсем хирӗҫ тӑма пӑрахаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вара ҫапла хирӗҫ тӑракансем Иеговӑн хастар ӗҫлекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Эппин, сире хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсан ан парӑнӑр! Хӑюллӑ пулӑр. Иегова сирӗн майлӑ, вӑл сире хӑйӗн хӑватлӑ сывлӑшне паратех. Апла пулсан ним хӑрамалли те ҫук.

ПУРНӐҪРА УЛШӐНУСЕМ ПУЛСА ИРТНӖ ЧУХНЕ

9. Храм никӗсне хывнӑ чухне мӗншӗн хӑш-пӗр еврейсем йӗнӗ?

9 Хӑш-пӗр ватӑ еврейсем храм «никӗсне хывнине пӑхса тӑнӑ чухне ӳлесех йӗнӗ» (Езд. 3:12). Мӗншӗн? Соломон тунӑ храм мӗн тери чаплӑ пулнине вӗсем хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Халь тӑвакан храм вара вӗсене «нимӗн те мар пек» туйӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл малтанхи храм пек капмар та чаплӑ пулас ҫуккине пӗлнӗ (Аггей 2:2, 3). Ҫавӑнпа вӗсем хытӑ куляннӑ. Захария курнӑ курӑну вара вӗсене хавхалантарнӑ.

10. Мӗншӗн Захария 4:8—10 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем еврейсене хавхалантарнӑ?

10 Захария 4:8—10 вуласа парӑр. Мӗншӗн еврейсен «3оровавель аллинчи ҫурт тӑвакансен тӳркӗҫӗ ҫине» пӑхса савӑнмалла пулнӑ? Тӳркӗҫпе, е отвеспа, стенана тӳп-тӳрӗ хӑпартас тесе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак сӑнар мӗн пирки шантарнӑ? Ҫӗнӗ храм малтанхи храм пек чаплӑ пулмасть пулин те, вӑл Иегова шутласа хунӑ пек пулӗ. Вӑл Иеговӑна килӗшнӗ пулсан вара, иудейсен кулянмалла пулнӑ-ши? Иеговӑшӑн ҫӗнӗ храмра хӑйне юрӑхлӑ пуҫҫапасси пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Еврейсем те Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапасси ҫинчен тата ӑна савӑнтарасси ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, каллех савӑнӑҫлӑ пулнӑ пулӗччӗҫ.

Ҫӗнӗ лару-тӑрура лайӑххине курма тӑрӑшӑр (11, 12 абзацсене пӑхӑр) *

11. Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

11 Пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртсен пире йывӑр пулма пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем нумай ҫул хушши миссионерсем, строительсем, вефилецсем пулса е урӑх майпа Иеговӑшӑн ӗҫленӗ. Кайран вара вӗсен тивӗҫӗсем улшӑннӑ. Теприсен ватӑлнине пула хӑйсен тивӗҫӗсене хӑварма тивнӗ. Ҫакӑн пек улшӑнусем кулянтарма пултараҫҫӗ. Тен, пире мӗнпе те пулин килӗшме йывӑр е эпир темскер ӑнланмастпӑр. Паллах, эпир унчченхи пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пултаратпӑр. Тата Иеговӑшӑн сахалрах ӗҫлеме пуҫланӑ пек туйӑннӑран ал та усӑнма пултарать (Ытар. 24:10). Ҫавӑн пек чухне Захария курнӑ курӑну Иеговӑшӑн малалла та савӑнса ӗҫлеме мӗнле пулӑшма пултарать?

12. Захария курнӑ курӑну пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртсен кулянса ҫӳресрен мӗнле пулӑшать?

12 Ҫӗнӗ лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхсан, пире улшӑнусене хӑнӑхма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Хальхи вӑхӑтра Иегова питӗ пысӑк ӗҫ туса тӑрать. Ӑна пулӑшасси вара пирӗншӗн пысӑк чыс (1 Кор. 3:9). Пирӗн тивӗҫсем улшӑнма пултараҫҫӗ, анчах Иегова пире нихӑҫан та юратма пӑрахмасть. Ҫавӑнпа та организацире тунӑ йышӑнусем сире пырса тиврӗҫ пулсан, мӗншӗн ҫапла пулса тухрӗ тесе пӑшӑрханса ан ҫӳрӗр. «Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?» тесе шухӑшлас вырӑнне Иеговӑран хамӑн лару-тӑрура лайӑххине курма пулӑшсам тесе ыйтӑр (Еккл. 7:10). Хӑвӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Захария курнӑ курӑну хамӑр лару-тӑрура лайӑххине курма вӗрентет. Ҫапла тусан, улшӑнусем пулса иртсен те, эпир савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмӑпӑр тата Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр.

ХАМӐРА ПАНӐ ХУШУСЕНЕ ӐНЛАНМАН ЧУХНЕ

13. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене храма тума пуҫлани ӑссӑрла пек туйӑннӑ?

13 Куртӑмӑр ӗнтӗ, храма тума чарса лартнӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах Зоровавель пуҫлӑхпа чи аслӑ священник Иисус, халӑха пӑхса тӑраканскерсем, «Турӑ Ҫуртне тума тытӑннӑ» (Езд. 5:1, 2). Хӑш-пӗр еврейсем ҫакӑ ӑссӑрла тесе шутлама пултарнӑ, мӗншӗн тесен храм тунине курсан тӑшмансем ҫак ӗҫе тума чӑрмантарнӑ пулӗччӗҫ. Акӑ мӗншӗн Зоровавельпе Иисуса Иегова хӑйсене пулӑшасси пирки шантарни кирлӗ пулнӑ. Иегова вара вӗсене пулӑшӑп тесе шантарнӑ. Мӗнле майпа?

14. Захария 4:12, 14 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Зоровавельпе Иисуса мӗн пирки шантарнӑ?

14 Захария 4:12, 14 вуласа парӑр. Ангел Захарийӑна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, икӗ ҫу йывӑҫӗ «ҫу сӗрнӗ икӗ ҫынна» — Зоровавельпе Иисуса — сӑнланса параҫҫӗ. Ҫак курӑнура вӗсем «пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫийӗ умӗнче», Иегова умӗнче, тӑраҫҫӗ. Мӗн тери пысӑк чыс! Иегова ҫав арҫынсене шаннӑ. Апла пулсан еврейсен те вӗсене шанмалла пулнӑ тата Иегова вӗсем урлӑ мӗн каланине пӗр иккӗленмесӗр тумалла пулнӑ.

15. Библире ҫырса панӑ хушусене итленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Иегова хӑйӗн халӑхне Библи урлӑ хушусем парса ертсе пырать. Унта вӑл хӑйне тӗрӗс пуҫҫапас тесен мӗн тумаллине калать. Библире ҫырса панӑ хушусене итленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ӑна тимлӗ вуланипе тата шухӑшлама вӑхӑт уйӑрнипе. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Библие тата пирӗн публикацисене вуланӑ чухне эпӗ чарӑнса тӑрса мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатӑп-и? Пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине ӑнланмасан эпӗ ӑна тӗпчетӗп-и? Е эпӗ ҫиелтен ҫеҫ вулатӑп-и?» (2 Петр 3:16). Иегова пире мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшласан эпир вӑл мӗн хушнине туса тӑрӑпӑр тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре те ӑнӑҫлӑ пулӑпӑр (1 Тим. 4:15, 16).

«Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» паракан хушусене шанӑр (16-мӗш абзаца пӑхӑр) *

16. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» панӑ хушусене ӑнлансах каймасан та вӗсене итлеме мӗн пулӑшать?

16 Унсӑр пуҫне, Иегова «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ хӑйӗн халӑхне ертсе пырать (Матф. 24:45). Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир чура панӑ хушусене ӑнлансах каймасан та пултаратпӑр. Сӑмахран, вӑл инкеклӗ вӑхӑтра кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хума хушать. Эпир вара хамӑр пурӑнакан вырӑнта ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулмаҫҫӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Е тата хӑш-пӗрисем чура пандеми вӑхӑтӗнче ытла асӑрхануллӑ пулма хушать тесе шутлама пултараҫҫӗ. Арҫын тӑвансем паракан хушусем вырӑнсӑр пек туйӑнаҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? Зоровавельпе Иисуса итлени израильтянсене мӗнле усӑ пани ҫинчен аса илсен лайӑх пулӗччӗ. Библире ҫынсене вырӑнсӑр пек туйӑннӑ урӑх хушусем те пур. Вӗсене итлени вара ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ (Тӳр. 7:7; 8:10).

ИЕГОВА ХАЙӖН ХАЛӐХӖШӖН ТӐРӐШНИНЕ АСРА ТЫТӐР

17. Ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан курӑну еврейсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

17 Ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан курӑну кӗске пулнӑ пулин те, вӑл еврейсене хӑйсене шанса панӑ ӗҫ ҫине тата Турра тӗрӗс пуҫҫапасси ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ. Вӗсем Захария мӗн каланине итлесе храма тума пуҫласан Иегова хӑйсене юратнине туйса илнӗ. Иеговӑн хӑватлӑ вӑйне пула вӗсем каллех ӗҫе пикеннӗ те савӑнӑҫ илнӗ (Езд. 6:16).

18. Захария курнӑ курӑну пире мӗнле усӑ пама пултарать?

18 Ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан курӑну пире нумай усӑ пама пултарать. Статьяра каланӑ пекех: 1) хамӑра хирӗҫ тӑнӑ чухне вӑл пире вӑй парӗ, 2) пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртнӗ чухне савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ тата 3) хамӑра панӑ хушусене ӑнлансах кайман чухне Иеговӑна шанма пулӑшӗ. Апла, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗн тумалла? Ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен курӑнӑва куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ҫакӑ сире Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн яланах тӑрӑшнине аса илтерӗ. Вара эсир пӗтӗмпех Иеговӑна шанса уншӑн савӑнса ӗҫлесе тӑма пултарӑр (Матф. 22:37). Ҫапла тусан Иегова сире хӑйне ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пуҫҫапма май парӗ (Кол. 1:10, 11).

7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

^ Иегова Захария пророка темиҫе тӗлӗнмелле курӑну кӑтартнӑ. Вӗсем Захарийӑна та, Иеговӑн халӑхне те пӗтӗм йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата Иеговӑна каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлама пулӑшнӑ. Ҫав курӑнусем пире те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир пӗр курӑну ҫинчен — ҫутаткӑҫпа икӗ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен — калаҫӑпӑр та ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

^ Ҫулсем иртсен, Неемия Иудея пуҫлӑхӗ пулнӑ вӑхӑтра, Артаксеркс ятлӑ урӑх патша еврейсемпе ырӑ пулнӑ.

^ ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван хӑй ватӑлса пынине пула тата сывлӑхӗ хавшаса пынине пула ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхмаллине ӑнланать.

^ ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван ҫакна ӑнланать: Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн халӑхне Зоровавельпе Иисус урлӑ ертсе пынӑ пекех, хальхи вӑхӑтра пире «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ ертсе пырать.