Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пире веҫех чӑтса ирттерме те, савӑнӑҫлӑ пулма та мӗнле пулӑшать?

Иегова пире веҫех чӑтса ирттерме те, савӑнӑҫлӑ пулма та мӗнле пулӑшать?

«Иегова сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать, вӑл сире хӗрхенмешкӗн ҫӗкленӗ» (ИС. 30:18, ҪТ).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. а) Эпир мӗнле ыйтусем сӳтсе явӑпӑр? ӑ) Иегова пире пулӑшасшӑн ҫуннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

 ИЕГОВА пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата хӑйӗншӗн савӑнса ӗҫлеме пулӑшма пултарать. Вӑл пире мӗнле пулӑшать-ха? Иеговӑран пулӑшу илес тесен мӗн тумалла? Айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар. Малтан вара ҫакна пӗлер: Иегова пире чӑнах та пулӑшасшӑн-и?

2 Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Павел еврей ҫыннисем патне янӑ ҫырура Иегова ҫинчен мӗн каланине пӑхар. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» (Евр. 13:6). Ҫак сӑвӑ йӗркинче усӑ курнӑ «пулӑшать» е «пулӑшакан» текен сӑмах пулӑшма васкакан ҫынна — кам кӑшкӑрса пулӑшу ыйтакан ҫынна пулӑшма васкать, ҫавна — пӗлтерет. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: Иегова инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма васкать. Ҫакӑ Иегова пулӑшма хатӗр пулнине ҫеҫ мар, пулӑшасшӑн ҫуннине те кӑтартса парать. Иегова пирӗнпе юнашар пулсан, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратпӑр, савӑнӑҫлӑ пулма та пӑрахмастпӑр.

3. Иегова пире йывӑрлӑхсенче те савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать?

3 Иегова пире йывӑрлӑхсенче те савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать? Хуравне Исаия кӗнекинче тупма пулать. Исаия пророкла каланисенчен нумайӑшӗ хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсене пырса тивеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова ҫинчен каланӑ чухне Исаия ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе час-часах усӑ курнӑ. Сӑмахран, 30-мӗш сыпӑкра Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен вуланӑ чухне куҫ умне илемлӗ сӑнарсем тухса тӑраҫҫӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, Иегова пире ҫак виҫӗ майпа пулӑшать: 1) пирӗн кӗлӗсене тимлӗ итлет тата вӗсем ҫине хуравлать; 2) пире вӗрентсе ертсе пырать; 3) пире халӗ пиллет тата пуласлӑхра та пиллӗ. Айтӑр ҫак майсем ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

ИЕГОВА ПИРӖН КӖЛӖСЕНЕ ИТЛЕТ

4. а) Иегова Исаия вӑхӑтӗнче пурӑннӑ еврейсем пирки мӗн каланӑ тата вӑл юлашкинчен мӗне пулма панӑ? ӑ) Хӑйне итлесе пурӑннӑ еврейсене Иегова мӗнле шанчӑк панӑ? (Исаия 30:18, 19).

4 Исаия кӗнекинчи 30-мӗш сыпӑкӑн пуҫламӑшӗнче Иегова еврей халӑхӗ пирки «ҫылӑх ҫумне ҫылӑх» хушакан «пӑхӑнман ывӑлсем» тенӗ. Унтан та ытларах, вӑл вӗсем пирки «ку — пӑлхавлӑ халӑх... Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар» тесе те каланӑ (Ис. 30:1, 9). Еврейсем Турра итлесшӗн пулманни мӗн патне илсе ҫитернӗ? Исаия Иегова инкеке пулма парӗ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Ис. 30:5, 17; Иер. 25:8—11). Ҫак пророкла калани Вавилон ҫыннисем еврейсене тыткӑна илсе кайсан пурнӑҫланнӑ. Еврейсем хушшинче Турра шанчӑклӑ ҫынсем те пулнӑ. Шӑпах вӗсем валли Исаийӑн шанчӑк паракан хыпар пулнӑ. Вӑл Иегова пӗр-пӗр кун вӗсене хӗрхенсе каялла Иерусалима тавӑрӗ тесе каланӑ. (Исаия 30:18, 19 [ҪТ] вуласа парӑр.) b Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Иегова хӑйӗн халӑхне Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларнӑ. Анчах та ҫакӑ пулса иртиччен нумай ҫул иртнӗ. «Иегова сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать» тени Турӑ шанчӑклӑ еврейсене хӑтариччен вӑхӑт иртмеллине кӑтартса панӑ. Туррӑн халӑхӗ 70 ҫул хушши Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ. Кайран тин хӑш-пӗр еврейсем Иерусалима каялла таврӑнма пултарнӑ (Ис. 10:21; Иер. 29:10). Ют ҫӗршывра тыткӑнра пулнӑ чухне вӗсем куляннӑран макӑрнӑ пулсан, тӑван ҫӗршыва ҫитсен савӑннӑран макӑрнӑ.

5. Исаия 30:19-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

5 «Эсӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтсессӗн вӑл сана хӗрхенӗ» текен сӑмахсем пире паянхи кун питӗ йӑпатаҫҫӗ (Ис. 30:19, ҪТ). Исаия Иегова эпир йӑлӑнса кӗлтунине итлени пирки шантарать. Малалла пророк ҫапла ҫырать: «Ҫавна илтсессӗнех вӑл сана хуравлӗ». Ҫакӑ пирӗн ҫӳлти Атте пире пулӑшма хатӗр пулни ҫинчен ҫеҫ мар, вӑл пире питӗ пулӑшасшӑн пулнине те аса илтерет. Ҫакна пӗлни пире йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать.

6. Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗн кӗллине итлени Исаия сӑмахӗсенчен мӗнле курӑнать?

6 Ҫак сӑвӑ йӗркинче тата мӗнле йӑпатакан сӑмахсем пур? Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗн кӗллине тимлӗ итлет. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Исаия кӗнекинчи 30-мӗш сыпӑкри малтанхи сӑвӑ йӗркисенче «эсир» тенӗ, мӗншӗн тесен ҫав сӑмахсене Иегова хӑйӗн пӗтӗм халӑхне каланӑ. 19-мӗш сӑвӑ йӗркинче вара «эсӗ» тенӗ, апла пулсан ҫав сӑмахсене Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекеннех каланӑ. Исаия ҫапла ҫырнӑ: «эсӗ макӑрмӑн», «вӑл сана хӗрхенӗ», «вӑл сана хуравлӗ». Иегова — юратакан Атте, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн кулянса ӳкнӗ ывӑлне: «Пиччӳ ҫине пӑх-ха, санӑн та ун пекех вӑйлӑ пулмалла»,— тесе нихӑҫан та каламӗ. Иегова пирӗнтен кашнинех хаклать, вӑл хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗн кӗллине тимлӗ итлет (Пс. 114:1; Ис. 57:15).

«[Иегова] умӗнче шарламасӑр ан тӑрӑр» тенипе Исаия мӗн каласшӑн пулнӑ? (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Исаийӑн тата Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн ҫине тӑрсах кӗлтумаллине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

7 Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлтунӑ чухне Иегова пире веҫех тӳссе ирттермешкӗн тӳрех вӑй пама пултарать. Йывӑрлӑхсем нумая тӑсӑлчӗҫ пулсан вара парӑнас мар тесен пирӗн Иеговӑран пӗрре анчах мар вӑй ыйтма тивӗ пулӗ. Иегова хӑй пирӗнтен ҫапла тӑвасса кӗтет. Ҫакӑ Исаия сӑмахӗсенчен курӑнать. Вӑл: «[Иегова] умӗнче шарламасӑр ан тӑрӑр»,— тенӗ (Ис. 62:7). Ҫакӑ пирӗн ҫине тӑрсах кӗлтумаллине пӗлтерет. Исаия сӑмахӗсем Лука 11:8—10, 13 сӑвӑ йӗркисенче Иисус кӗлтӑвасси ҫинчен мӗн каланине аса илтереҫҫӗ. Унта Иисус пире ҫине тӑрсах, е, вӑл усӑ курнӑ грек сӑмахне пӑхсан, намӑса пӗлмесӗр, кӗлтуса святой сывлӑш ыйтма хавхалантарать. Унсӑр пуҫне, тӗрӗс йышӑнусем тӑмашкӑн эпир Иеговӑран канаш ыйтма пултаратпӑр.

ИЕГОВА ПИРЕ ВӖРЕНТСЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

8. Исаия 30:20, 21 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ӗлӗк-авал мӗнле пурнӑҫланнӑ?

8 Исаия 30:20, 21 вуласа парӑр. Вавилон ҫарӗ Иерусалима ҫулталӑк ҫурӑ хушши хупӑрласа тӑнӑ чухне асапсем израильтянсемшӗн шывпа ҫӑкӑр пек яланхи япала пулса тӑнӑ. Анчах та 20-мӗшпе 21-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова еврейсене хӑйсем ӳкӗнсен тата улшӑнсан ҫӑлӑп тесе сӑмах панӑ. Исаия Иегова пирки Вӗрентекен тенӗ. Тата вӑл Турӑ ҫынсене хӑйне юрӑхлӑ пуҫҫапма вӗрентӗ тесе шантарнӑ. Ҫак сӑмахсем еврейсем тыткӑнран тухсан пурнӑҫланнӑ. Иегова вӗсемшӗн Вӗрентекен пулса тӑнӑ. Тата вӑл ертсе пынипе халӑх каллех ӑна тӗрӗс пуҫҫапма пуҫланӑ. Эпир те Иегова пирӗн Вӗрентекен пулнишӗн питӗ савӑнатпӑр.

9. Иегова пире мӗнле вӗрентсе тӑрать?

9 Исаия каланӑ тӑрӑх, Иегова — вӗрентекен, эпир — вӗренекенсем. Вӑл пире икӗ майпа вӗрентсе тӑрать. Пӗрремӗшӗнчен, Исаия: «Эсир Ӑна [Вӗрентекене] хӑвӑр куҫӑрпа курсах тӑрӑр»,— тенӗ. Ҫак сӑмахсене вуласан куҫ умне ҫакӑн пек ӳкерчӗк тухса тӑрать: вӗрентекен хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче тӑрать. Эпир Турӑран вӗренме пултаратпӑр, ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс. Иегова пире хӑйӗн организацийӗ урлӑ вӗрентсе тӑрать. Вӑл тӗлпулусем тата конгрессем урлӑ паракан хушусемшӗн эпир питӗ пархатарлӑ. Унсӑр пуҫне, пирӗн пичетленӗ тата электронлӑ публикацисем, JW телекуравӑн кӑларӑмӗсем тата ытти те пур. Ҫакӑ веҫех пире йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать.

10. Мӗншӗн эпир Туррӑн сассине «хамӑр хыҫра» илтетпӗр теме пулать?

10 Иегова пире тепӗр майпа та вӗрентет. Исаия ҫав май пирки ҫапла ҫырнӑ: «Эсир... хӑвӑр хыҫӑрта: „акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр“ тенине илтетӗр». Кунта пророк Иеговӑна хӑйӗн вӗренекенӗсем хыҫҫӑн пыракан вӗрентекен пек сӑнласа панӑ. Ҫав вӗрентекен хӑш ҫулпа пымаллине каласа пырать. Эпир паян Иеговӑн сассине хамӑр хыҫра илтетпӗр. Мӗнле майпа? Библие нумай ӗмӗр каялла ҫырнӑ, ҫавӑнпа та ӑна вуланӑ чухне эпир Туррӑн сассине хамӑр хыҫра илтетпӗр теме пулать (Ис. 51:4).

11. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлес тесен мӗн тумалла? Ӑнлантарса парӑр.

11 Эппин, Иегова пире хӑйӗн организацийӗпе Библи урлӑ ертсе пырать. Ҫакӑнтан ытларах усӑ илес тесен мӗн тумалла? Айтӑр икӗ шухӑш ҫине тимлер. Пӗрремӗшӗ: «Акӑ ҫул». Иккӗмӗшӗ: «Ҫакӑ ҫулпа кайӑр» (Ис. 30:21). «Ҫула» пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр, пирӗн ҫав ҫулпа пымалла та. Турӑ Сӑмахне тата ӑна Иеговӑн организацийӗ ӑнлантарса панине пула эпир Иегова хамӑртан мӗн кӗтнине пӗлетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр илнӗ пӗлӳпе мӗнле усӑ курмаллине ӑнланатпӑр. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлес тесе ҫаксене иккӗшне те тумалла. Ҫапла тусан ҫеҫ Иегова хамӑра пиллессе шанма пулать.

ИЕГОВА ПИРЕ ПИЛЛЕТ

12. Исаия 30:23—26 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пилленӗ?

12 Исаия 30:23—26 вуласа парӑр. Ҫак пророкла калани Вавилон тыткӑнӗнчен тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ еврейсем ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ? Иегова вӗсене нумай пиллӗх панӑ. Ҫавӑнпа вӗсен хӑйсене мӗн кирли веҫех пулнӑ. Вӗсен апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулнӑ. Чи кирли вара — Иегова хӑйӗн халӑхне хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн кирлине парса тӑнӑ. Вара израильтянсем каллех ӑна тӗрӗс пуҫҫапма пуҫланӑ. Туррӑн халӑхӗ унччен нихӑҫан та ҫавӑн пек нумай пиллӗх илмен. 26-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Иегова вӗсене чылай ытларах «ҫутӑ» панӑ, урӑхла каласан, хӑйӗн Сӑмахне ӑнланма пулӑшнӑ (Ис. 60:2). Ҫав пиллӗхсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ҫирӗплетнӗ тата уншӑн «чӗререн хавасланса» ӗҫлеме пулӑшнӑ (Ис. 65:14).

13. Турра каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлани ҫинчен пророкла калани хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланать?

13 Турра каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлани ҫинчен пророкла калани пире пырса тивет-и? Паллах, пырса тивет. 1919 ҫултан пуҫласа миллион-миллион ҫын Аслӑ Вавилон, пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗ, тыткӑнӗнчен ирӗке тухать. Иегова вӗсене Пама пулнӑ ҫӗртен те лайӑхрах вырӑна илсе килет. Вӗсем ҫав сӑнарлӑ хӑрушсӑр вырӑнта пӗрлӗхре Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ (Ис. 51:3; 66:8). Мӗнле вырӑн пирки сӑмах пырать-ши?

14. Святой сывлӑшпа суйласа илнисен тата «урӑх сурӑхсен» мӗнле пиллӗхсем пур тата ҫав пиллӗхсене илес тесен мӗн тумалла?

14 Ҫав сӑнарлӑ вырӑнта святой сывлӑшпа суйласа илнисем 1919 ҫултан пурӑнма пуҫланӑ. Урӑхла каласан, вӗсем пӗрлӗхре Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапма тытӑннӑ. Вӑхӑт иртсен ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан ҫынсем те, «урӑх сурӑхсем» те, вӗсемпе пӗрле пӗрлӗхре Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланӑ (Иоанн 10:16). Ҫак вырӑнта пирӗн сӑнарлӑ апат самаях, унта суя тӗн вӗрентӗвӗсем пачах ҫук. Эпир нумай савӑнӑҫ кӳрекен ӗҫе туса тӑратпӑр — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар саратпӑр. Пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫывӑх тата эпир хамӑра юратакан тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр, вӗсем пире йывӑрлӑхсене савӑнса тӳссе ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак пиллӗхсене эпир Иеговӑна хӑй кӗтнӗ пек пуҫҫапма пуҫласан тата унран тӗслӗх илме тӑрӑшсан илетпӗр (Ис. 25:6; 65:13).

15. Сӑнарлӑ вырӑн ӑҫта вырнаҫнӑ?

15 Ҫак сӑнарлӑ вырӑн хальхи вӑхӑтра ӑҫта вырнаҫнӑ-ши? Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫӗрӗн кашни кӗтесӗнчех пурӑнаҫҫӗ, апла пулсан вӑл пур ҫӗрте те. Ҫавӑнпа эпир кирек ӑҫта пулсан та, Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапатпӑр пулсан, ҫав сӑнарлӑ вырӑнта пурӑнатпӑр теме пулать.

Пухура пӗрлӗх пултӑр тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16. Пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӑн илемне курса тӑрас тесен мӗн тумалла?

16 Ҫав сӑнарлӑ вырӑнта пулас тесен, е Иеговӑран пиллӗхсем илес тесен, пирӗн пӗтӗм тӗнчери христиансен пухӑвне те хакламалла. Ҫакна мӗнле тумалла-ха? Пирӗн тӑвансен ҫитменлӗхӗсене мар, лайӑх енӗсене курма тӑрӑшмалла (Иоанн 17:20, 21). Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Тӗслӗх пӑхса тухар. Кирек мӗнле илемлӗ садра е паркра тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫ ӳсет. Пирӗн пухусенчи тӑвансем те тӗрлӗрен. Библире вӗсене йывӑҫсемпе танлаштарнӑ (Ис. 44:4; 61:3). Хамӑрпа юнашар ӳсекен «йывӑҫсен» кӑлтӑкӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне пирӗн ытларах «вӑрман» илемӗ ҫинчен шухӑшламалла. Хамӑрӑн е тӑвансен ҫитменлӗхӗсене пула пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхри пӗрлӗхӗн илемне курма пӑрахас марччӗ.

17. Пухура пӗрлӗх пултӑр тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?

17 Пирӗн хушӑра пӗрлӗх пултӑр тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? Пирӗн мир пултӑр тесе тӑрӑшмалла (Матф. 5:9; Рим 12:18). Эпир пухури тӑвансемпе мирлӗ пурӑнма тӑрӑшатпӑр пулсан, пӗрлӗх ҫирӗпленсе пырать. Иегова кашни тӑвана хӑйӗн патне хӑй ертсе пынине эпир манмастпӑр (Иоанн 6:44). Пирӗнтен кашни уншӑн хаклӑ мул евӗр. Ҫавӑнпа та пухура килӗшу тата пӗрлӗх пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова питӗ савӑнать (Ис. 26:3; Аггей 2:7).

18. Пирӗн пӗрмаях мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата мӗншӗн?

18 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нумай пиллӗх парать. Унӑн ырӑлӑхне туйса илес тесен мӗн тумалла? Библие тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӗпченӗ чухне тарӑн шухӑшламалла. Ҫавна пула эпир христиансен пулмалли лайӑх енсене аталантарӑпӑр, вара пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑпӑр (Рим 12:10). Иегова хамӑра халӗ паракан пиллӗхсем ҫинчен шухӑшласа эпир хамӑрпа ун хушшинчи туслӑха ҫирӗплететпӗр. Пулас пиллӗхсем ҫинчен шухӑшласан вара пирӗн Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑрас шанчӑк сӳнмӗ. Ҫакӑ веҫех Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май ытларах савӑнӑҫ илме пулӑшӗ.

ПАРӐНМА ШУТЛАМАСТПӐР

19. а) Исаия 30:18-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар? ӑ) Веҫех чӑтса ирттерме тата савӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшать?

19 Иегова пирӗн хута кӗрӗ те ҫак усал тӗнчене пӗтерӗ (Ис. 30:18, ҪТ). Иегова — «тӗрӗслӗх Турри», ҫавӑнпа та вӑл Шуйттан тӗнчине кирлинчен ытларах пулма памӗ (Ис. 25:9). Ҫакӑн пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Эпир Иегова хамӑра ҫӑласса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр, вӑл хӑй те ҫавна кӗтсе тӑрать. Халӗ вара ҫав вӑхӑт ҫитиччен айтӑр малалла та кӗлтӑвас мая хаклар, Библие тӗпчесе мӗн пӗлнипе усӑ курар тата хамӑр пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлар. Вара Иегова пире веҫех чӑтса ирттерме тата савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшатех.

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

a Ҫак статьяра эпир Иегова пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле виҫӗ майпа пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Эпир Исаия кӗнекинчи 30-мӗш сыпӑка сӳтсе явӑпӑр. Ҫак сыпӑкран мӗншӗн Иеговӑна кӗлтумаллине, Библи вӗренмеллине тата Турӑ пире халӗ паракан тата пуласлӑхра парас парнесем ҫинчен шухӑшламаллине пӗлӗпӗр.

b Исаия 30:18, 19, ҪТ: «Ҫапах та Иегова сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать, вӑл сире хӗрхенмешкӗн ҫӗкленӗ. Мӗншӗн тесен Иегова — тӗрӗслӗх Турри. Ӑна шанакансем пурте телейлӗ. Халӑх Сион ҫинче Иерусалимра пурӑннӑ чухне эсӗ макӑрмӑн. Эсӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтсессӗн вӑл сана хӗрхенӗ, ҫавна илтсессӗнех вӑл сана хуравлӗ».