45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иегова пире хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшать?
«Вӗсем хӑйсен хушшинче пророк пуррине пӗлсе тӑччӑр» (ИЕЗ. 2:5).
67-МӖШ ЮРӐ Турӑ сӑмахне пӗлтерер
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Эпир пуласлӑх пирки мӗн ӑнланатпӑр тата мӗн пирки иккӗленместпӗр?
ЫРӐ ХЫПАР сарнӑ чухне хӑш-пӗр ҫынсем хамӑра хирӗҫ тӑма пултарассине эпир ӑнланатпӑр. Пуласлӑхра вара лару-тӑру, тен, тата япӑхрах пулӗ (Дан. 11:44; 2 Тим. 3:12; Ӳлӗм. 16:21). Ҫапах та Иегова хамӑра кирлӗ пулӑшу парасса эпир ҫирӗп шанатпӑр. Мӗншӗн? Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑй шанса панӑ кирек мӗнле йывӑр ӗҫе те туса тӑма яланах пулӑшнӑ. Сӑмахран, ҫакна Иезекииль тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Вӑл Вавилонри тыткӑнри еврейсене Туррӑн хыпарӗсене пӗлтернӗ.
2. Иезекииль кама Туррӑн хыпарӗсене пӗлтернӗ, ҫавсем пирки Иегова мӗн каланӑ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Иезекииль 2:3—6).
2 Иезекиилӗн мӗнле ҫынсене Иеговӑн хыпарӗсене пӗлтермелле пулнӑ? Иегова вӗсем пирки «пӑхӑнман ҫынсем» тата «Мана хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем» тесе каланӑ. Вӗсем «чикекен ҫум курӑкӗсем» тата «скорпионсем» пек пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Иегова Иезекииле пӗрре кӑна мар: «Ан хӑра»,— тенӗ. (Иезекииль 2:3—6 вуласа парӑр.) Мӗне пула Иезекииль хӑйне шанса панӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑн тума пултарнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, ӑна Иегова янӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Туррӑн сывлӑшӗ ӑна вӑй парса тӑнӑ. Тата виҫҫӗмӗшӗнчен, Туррӑн сӑмахӗсем унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Ҫаксем пурте пророка мӗнле пулӑшнӑ? Пире вара вӗсем мӗнле пулӑшӗҫ?
ИЕЗЕКИИЛЕ ИЕГОВА ЯНӐ
3. Иезекииле мӗнле сӑмахсем вӑй кӗртнӗ пулас тата хӑйне Иегова пулӑшасси пирки вӑл мӗншӗн иккӗленмен?
3 Иегова Иезекииле ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана... яратӑп» (Иез. 2:3, 4). Ҫак сӑмахсем Иезекииле вӑй панӑ пулӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл Иегова Моисея тата Исаийӑна пророк пулма лартсан ҫак сӑмахсенех каланине аса илнӗ пулӗ (Тух. 3:10; Ис. 6:8). Иезекииль Турӑ ҫак икӗ пророка хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшнине те пӗлнӗ. Иегова Иезекииле икӗ хутчен те: «Эпӗ сана яратӑп»,— тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл Турӑ хӑйне пулӑшасси пирки пачах иккӗленмен. Унсӑр пуҫне, Иезекииль кӗнекинче «мана Ҫӳлхуҫа каларӗ» текен сӑмахсем нумай хутчен тӗл пулаҫҫӗ (Иез. 3:16). Тата унта «мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ» тенине те час-часах курма пулать (Иез. 6:1). Паллах, Иезекииль хӑйне Иегова янине пӗлсе тӑнӑ. Тата Иезекиилӗн ашшӗ священник пулнӑ. Вӑл ӑна Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен каласа кӑтартнӑ пулӗ. Сӑмахран, Иегова Исаака, Иакова тата Иеремийӑна «Эпӗ санпала пӗрле» тенӗ (Пулт. 26:24; 28:15; Иер. 1:8).
4. Иезекииле мӗнле сӑмахсем йӑпатнӑ тата вӑй кӗртнӗ пулас?
4 Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ Иезекииль каланӑ хыпарсене итленӗ-и? Иегова малтанах ҫапла каласа хунӑ пулнӑ: «Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар» (Иез. 3:7). Иезекииле итлесшӗн пулманнипе вӗсем хӑйсенчен Иеговӑна сирсе янӑ. Иеговӑн сӑмахӗсем Иезекииле ҫакна шантарнӑ: еврейсем хӑйне итлеменни вӑл япӑх пророк пулнине пӗлтермест. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйӗн приговорӗсем пурнӑҫлансассӑн ҫынсем «хӑйсем хушшинче пророк пулнине пӗлӗҫ» тесе те каланӑ (Иез. 2:5; 33:33). Паллах, ҫак сӑмахсем Иезекииле йӑпатнӑ тата малалла та хӑйӗн ӗҫне туса тӑма вӑй кӗртнӗ.
ПИРЕ ИЕГОВА ЯНӐ
5. Исаия 44:8-мӗшӗ тӑрӑх, пире мӗн вӑй парса тӑрать?
5 Иегова хамӑра янине пӗлни пире те вӑй парса тӑрать. Вӑл пире хӑйӗн свидетелӗсем тет (Ис. 43:10). Ҫакӑ пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс! Иегова Иезекииле «ан хӑра» тенӗ пек пире те «ан хӑрӑр» тет. Мӗншӗн пирӗн хамӑра хирӗҫ тӑракансенчен хӑрамалла мар? Иегова Иезекииле янӑ тата пулӑшса тӑнӑ пекех, пире те вӑлах янӑ, пулӑшса та тӑрӗ (Исаия 44:8 вуласа парӑр.)
6. а) Иегова пире хӑй пулӑшасси пирки мӗнле шантарать? ӑ) Пире мӗн йӑпатать тата вӑй парать?
6 Иегова пире пулӑшма сӑмах парать. Тӗслӗхрен, «эсир ман свидетельсем» тесе каличчен вӑл ҫапла шантарса каланӑ: «Шывсем урлӑ, юханшывсем урлӑ каҫӑн-и — вӗсем сана путараймӗҫ, санпа пӗрле — Эпӗ; вут-ҫулӑм витӗр утӑн-и — вӑл сана ҫунтараймӗ, ҫулӑм ӗнтмӗ сана» (Ис. 43:2). Чӑнах та, сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ май хӑш-пӗр чухне эпир вӑйлӑ юханшыв евӗрлӗ, вут-ҫулӑм евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр. Ҫав-ҫавах Иегова пулӑшса тӑнипе малалла та ырӑ хыпар саратпӑр (Ис. 41:13). Хальхи вӑхӑтра та, Иезекииль вӑхӑтӗнчи пекех, нумайӑшӗ Библири хыпара итлесшӗн мар. Эпир ӑнланатпӑр, ҫынсем пире итлесшӗн пулманни эпир япӑх хыпарҫӑсем пулнине пӗлтермест. Эпир малалла та ырӑ хыпар сарнине курса Иегова питӗ савӑнать. Ҫакна пӗлни те пире йӑпатать тата вӑй парать. Павел апостол кашни «ӗҫне кура тивӗҫлине» илӗ тенӗ (1 Кор. 3:8; 4:1, 2). Нумай ҫул хушши пионер пулса ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм тӑван вара ҫапла каланӑ: «Иегова пире вӑй хунӑшӑн пиллет. Ҫакна пӗлни мӗн тери пысӑк телей!»
ТУРРӐН СЫВЛӐШӖ ИЕЗЕКИИЛЕ ВӐЙ ПАРСА ТӐНӐ
7. Хӑйне кӑтартнӑ курӑну ҫинчен шухӑшласа Иезекииль мӗн туйма пултарнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
7 Иезекииль Туррӑн сывлӑшӗ мӗн тери хӑватлӑ пулнине курнӑ. Курӑнура святой сывлӑш хӑватлӑ ангелсене тата темӗн пысӑкӑш кустӑрмасене ӑҫталла ярас тенӗ, ҫавӑнталла янӑ (Иез. 1:20, 21). Ҫак курӑну пророк ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Ҫакна курсассӑн, эпӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм»,— тесе ҫырнӑ Иезекииль (Иез. 2:1). Ҫав курӑну ӑна питӗ тӗлӗнтерсе, ҫӳҫентерсе янӑ. Каярахпа, тен, вӑл ҫакӑн ҫинчен пӗрре кӑна мар шухӑшланӑ. Ҫак шухӑшсем ӑна хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса тӑма Турӑ пулӑшасса шантарнӑ.
8, 9. а) Иегова Иезекииле «уру ҫине тӑр» тесен мӗн пулнӑ? ӑ) Иегова Иезекииле ҫӑмӑл мар территорире хыпар сарма пулӑшас тесе мӗн тунӑ?
8 Иегова Иезекииле: «Этем ывӑлӗ! уру ҫине тӑр, Эпӗ санпа калаҫӑп»,— тесе хушнӑ. Ҫак хушу тата Туррӑн сывлӑшӗ ӑна ҫӗр ҫинчен тӑмашкӑн вӑй панӑ. Пророк ҫапла каланӑ: «Ман ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те мана ура ҫине тӑратрӗ» (Иез. 2:1, 2). Иезекииль сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑранпа мӗн вӗҫне ҫитичченех ӑна Иеговӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ (Иез. 3:22; 8:1; 33:22; 37:1; 40:1). Туррӑн сывлӑшӗ вӑй парса тӑнипе вӑл «ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ» ҫынсене Туррӑн хыпарӗсене пӗлтерме пултарнӑ (Иез. 3:7). Иегова Иезекииле ҫапла каланӑ: «Эпӗ санӑн питне те ҫирӗп турӑм, вӗсен ҫамкисене хирӗҫ тӑма санӑн ҫамкуна та ҫирӗп турӑм. Санӑн ҫамкуна Эпӗ чулран та ҫирӗпрех алмаз пек турӑм; вӗсенчен ан хӑра, вӗсен умӗнче ан шиклен» (Иез. 3:8, 9). Вӑл пророка ҫапла каланӑ теме пулать: «Ҫынсем хӑвна итлеменнишӗн алла ан ус. Эпӗ сана ҫирӗплетӗп».
9 Ҫавӑн хыҫҫӑн Туррӑн сывлӑшӗ Иезекииле хыпар сармалли участока кӑтартнӑ. Пророк ҫапла ҫырнӑ: «Ман ҫинче Ҫӳлхуҫанӑн ҫирӗп алли пулчӗ». Иеговӑн хыпарне лайӑх ӑнланмашкӑн тата ӑна ӗнентерӳллӗн калама хатӗрленмешкӗн Иезекииле пӗр эрне кирлӗ пулнӑ (Иез. 3:14, 15). Унтан Иегова ӑна хире илсе кайнӑ та ун ӑшне сывлӑш кӗртнӗ (Иез. 3:23, 24). Вара пророк хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнма хатӗр пулнӑ.
ТУРРӐН СЫВЛӐШӖ ПИРЕ ВӐЙ ПАРСА ТӐРАТЬ
10. Ырӑ хыпар сармашкӑн пире мӗнле пулӑшу кирлӗ тата мӗншӗн?
10 Ырӑ хыпар сармашкӑн пире мӗнле пулӑшу кирлӗ? Айтӑр Иезекииль ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе тума пуҫличчен Туррӑн сывлӑшӗ ӑна кирлӗ таран вӑй панӑ. Пирӗн пирки те ҫаплах калама пулать. Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе ҫеҫ эпир ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартас тесе пирӗнпе Шуйттан кӗрешет вӗт (Ӳлӗм. 12:17). Ҫын куҫӗпе пӑхсан эпир Шуйттан тапӑннине хирӗҫ тӑраймастпӑр пек туйӑнма пултарать. Анчах та малалла та ырӑ хыпар сарнипе эпир ӑна ҫӗнтеретпӗр (Ӳлӗм. 12:9—11). Мӗнле майпа? Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннипе эпир Шуйттанран хӑраманнине кӑтартатпӑр. Эпир ҫынсене ырӑ хыпар каланӑ чухне кашнинчех Шуйттан, сӑнарлӑ каласан, ҫапӑҫура выляса ярать. Эпир хамӑра хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарни ҫакна кӑтартса парать: святой сывлӑш пире вӑй парса тӑрать тата Иегова пире ырлать (Матф. 5:10—12; 1 Петр 4:14).
11. Туррӑн сывлӑшӗ пире мӗнле пулӑшӗ тата ӑна илсе тӑрас тесен мӗн тумалла?
11 Иегова Иезекиилӗн, сӑнарлӑ каласан, пичӗпе ҫамкине ҫирӗп тунинчен эпир тата мӗне вӗренетпӗр? Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан кирек мӗнле йывӑрлӑха та татса пама пултаратпӑр (2 Кор. 4:7—9). Святой сывлӑша илсе тӑрас тесен вара мӗн тумалла-ха? Иеговӑран пӗрмай святой сывлӑш ыйтмалла тата вӑл пире илтесси пирки иккӗленмелле мар. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Ыйтӑр... шырӑр... шаккӑр»,— тенӗ. Иисус каланӑ пек тусан Иегова пире «святой сывлӑш паратех» (Лука 11:9, 13; Ап. ӗҫ. 1:14; 2:4).
ТУРРӐН СӐМАХӖСЕМ ИЕЗЕКИИЛӖН ӖНЕНӖВНЕ ҪИРӖПЛЕТНӖ
12. Чӗркем ӑҫтан тупӑннӑ тата унта мӗн ҫырнӑ пулнӑ? (Иезекииль 2:9—3:3).
12 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иезекииле Туррӑн сывлӑшӗ вӑй парса тӑнӑ. Анчах ҫакӑ кӑна мар. Унӑн ӗненӗвне Туррӑн сӑмахӗсем ҫирӗплетнӗ. Иезекииль курӑнура чӗркем тытнӑ алӑ курнӑ. (Иезекииль 2:9—3:3 вуласа парӑр.) Ҫав чӗркем ӑҫтан тупӑннӑ? Унта мӗн ҫырнӑ пулнӑ? Вӑл Иезекиилӗн ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетнӗ? Айтӑр пӗлер. Чӗркем Туррӑн престолӗнчен тухнӑ. Иегова ӑна Иезекииле ангел урлӑ, пророк унччен курнӑ тӑватӑ ангелсенчен пӗри урлӑ, панӑ пулас (Иез. 1:8; 10:7, 20). Чӗркемре Туррӑн сӑмахӗсем — суд тума палӑртса хуни ҫинчен калакан хыпар — пулнӑ. Иезекиилӗн ҫак вӑрӑм хыпара пӑлхавлӑ халӑха пӗлтермелле пулнӑ (Иез. 2:7). Туррӑн хыпарне чӗркемӗн икӗ енӗнче те ҫырнӑ пулнӑ.
13. Иегова Иезекииле чӗркемпе мӗн тума хушнӑ тата мӗншӗн вӑл пылак пулнӑ?
13 Иегова пророка чӗркеме ҫиме хушса: «Хырӑмна ҫакӑнпа тӑрантар»,— тенӗ. Иезекииль Иеговӑна итленӗ те чӗркеме пӗтӗмпех ҫисе янӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ? Пророкӑн хӑй калас хыпара питӗ лайӑх ӑнланмалла пулнӑ тата ӑна ыттисене калас килтӗр тесен унӑн хӑйӗн унти сӑмахсене ӗненмелле пулнӑ. Кайран тӗлӗнмелле япала пулса иртнӗ. Иезекииль каланӑ тӑрӑх, ҫав чӗркем «пыл пекех пылак» пулса тӑнӑ (Иез. 3:3). Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ? Иезекиильшӗн пророк пуласси тутлӑ апат ҫини пекех кӑмӑллӑ пулнӑ (Пс. 18:9—12). Хӑйне Иегова пророк пулма лартнӑшӑн вӑл пархатарлӑ пулнӑ.
14. Иезекииле хӑйне шанса панӑ ӗҫе тума хатӗрленсе ҫитме мӗн пулӑшнӑ?
14 Ун хыҫҫӑн Иегова Иезекииле: «Манӑн сана калас пӗтӗм сӑмахӑма чӗрӳ патне ил, хӑлхупа тӑнла»,— тенӗ (Иез. 3:10). Пророкӑн чӗркемри сӑмахсене астуса юлмалла тата вӗсем ҫинчен шухӑшламалла пулнӑ. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн Иезекиилӗн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗ. Вара вӑл куҫарса килнӗ еврейсем патне кайса ҫак хыпара пӗлтерме пултарнӑ (Иез. 3:11). Иезекииль Туррӑн хыпарне ӑнланса илсен тата ӑна ӗненсен хӑйне шанса панӑ ӗҫе пикенме тата ӑна туса тӑма хатӗр пулнӑ. (Псалом 18:15 танлаштарӑр.)
ТУРРӐН СӐМАХӖСЕМ ПИРӖН ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТЕҪҪӖ
15. Ырӑ хыпара малалла та сарас тесен пирӗн мӗн чӗрене хывмалла?
15 Ырӑ хыпара малалла та сарас тесен пирӗн хамӑр ӗненӗве Туррӑн сӑмахӗсемпе ҫирӗплетес пулать. Апла пирӗн Иегова хамӑра мӗн каланине чӗрене хывмалла. Хальхи вӑхӑтра вӑл пирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ калаҫать. Турӑ Сӑмахӗ пирӗн шухӑшсем, туйӑмсем тата кӑмӑл-туртӑм ҫине витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумалла-ши?
16. Турӑ Сӑмахӗ пирӗн ӗненӗве ҫирӗплеттӗр тесен мӗн тумалла?
16 Апат ҫисен тата организм ҫав апата йышӑнсан пирӗн кӗлетке ҫирӗпленет. Библи тӗпченӗ тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшланӑ чухне вара пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Чӗркем ҫинчен кӑтартнӑ курӑну пире шӑп ҫавна вӗрентет те. Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗпе «хырӑма тултарччӑр» тет, урӑхла каласан, Библие лайӑх ӑнланччӑр тет. Ҫакна тӑвас тесен кӗлтумалла, вуламалла тата шухӑшламалла. Малтан эпир кӗлтуса Туррӑн шухӑшӗсене йышӑнмашкӑн хамӑр чӗрене хатӗрлетпӗр. Кайран Библири пӗр-пӗр сыпӑка вулатпӑр. Унтан вара чарӑнса тӑратпӑр та мӗн вулани ҫинчен тарӑн шухӑшлатпӑр. Ҫакӑ мӗн парать? Мӗн чухлӗ ытларах эпир шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Турӑ Сӑмахне ӑнланатпӑр. Ҫакӑ вара пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет.
17. Мӗншӗн Библире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани питӗ кирлӗ?
17 Мӗншӗн Библи вулани тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлани питӗ кирлӗ? Ҫакӑ пире халех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара калама вӑй парать. Пуласлӑхра вара ҫакӑ Туррӑн хаяр приговорӗсене пӗлтерме хӑюлӑх парӗ. Унсӑр пуҫне, Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн унпа хамӑр хушӑри туслӑх ҫирӗпленет. Вара ҫакӑ пирӗншӗн пылак е тутлӑ апат пекех пулӗ — эпир чӗрере мир тата лӑпкӑлӑх туйӑпӑр (Пс. 118:103).
ЭПИР ПАРӐНАСШӐН МАР
18. Хамӑр пурӑнакан вырӑнта ҫынсен мӗн йышӑнма тивӗ тата мӗншӗн?
18 Иезекиильпе танлаштарсан эпир пророксем мар. Ҫапах та эпир Иезекииль пекех Турӑ Сӑмахӗнчи, Библири, хыпара ҫынсене каласах тӑрасшӑн. Тата эпир ҫак ӗҫе Иегова чаричченех туса тӑрасшӑн. Суд кунӗнче эпир пурӑнакан вырӑнти ҫынсем вӗсене асӑрхаттарман е Турӑ вӗсем ҫинчен манса кайнӑ тесе калаймӗҫ (Иез. 3:19; 18:23). Эпир калакан хыпар Турӑран пулнине вӗсен йышӑнма тивӗ.
19. Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пире мӗн пулӑшӗ?
19 Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пире мӗн-мӗн пулӑшӗ? Иезекииле мӗн ҫирӗплетнӗ, ҫавсемех. Эпир малалла та ырӑ хыпар саратпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: пире Иегова янӑ, Туррӑн святой сывлӑшӗ пире вӑй парса тӑрать тата Турӑ Сӑмахӗ пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Иегова пулӑшнипе эпир малалла та сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрасшӑн тата мӗн «вӗҫне ҫитичченех» чӑтӑмлӑ пуласшӑн (Матф. 24:13).
65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!
a Ҫак статьяра эпир мӗнле виҫӗ сӑлтава пула Иезекииль пророк Иеговӑн хыпарне пӗлтерсе ҫӳреме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Иегова ҫав пророка мӗнле пулӑшнине пӑхса тухсан эпир Турӑ хамӑра та сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшасси пирки иккӗленмӗпӗр.