Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

«Манӑн Иеговӑшӑн ӗҫлес килетчӗ»

«Манӑн Иеговӑшӑн ӗҫлес килетчӗ»

ЭПИР Суринамри нӳрӗ тропик вӑрманӗнче вырнаҫнӑ Гранбури ялӗнчи пысӑках мар ушкӑна хавхалантарма кайнӑччӗ. Тӑвансемпе сывпуллашса йывӑҫ кимӗ ҫине лартӑмӑр та Тапанахони юханшывӗ тӑрӑх ишсе кайрӑмӑр. Чуллӑ вырӑнпа пынӑ чухне пирӗн кимӗ моторӗ пысӑк чул ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Кимӗ сӑмси шыва чӑмрӗ те эпир шыв айне пултӑмӑр. Манӑн чӗре сиксе тухасла тапма пуҫларӗ. Район старейшини пулнӑ май темиҫе ҫул хушши юханшывсем тӑрӑх кимӗпе ҫуренӗ пулин те эпӗ ишме пӗлмен.

Ҫакӑ мӗнпе вӗҫленнине эсир кӑшт каярах пӗлӗр. Халӗ вара хам тулли вӑхӑтпа Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен каласа парам-ха.

Эпӗ 1942 ҫулта Кариб тинӗсӗнчи питӗ илемлӗ Кюрасао утравӗ ҫинче ҫуралнӑ. Манӑн атте Суринамран пулнӑ. Кюрасао утравӗ ҫине вара вӑл укҫа ӗҫлесе илмешкӗн куҫса килнӗ. Эпӗ ҫураличчен пӗр-ик ҫул маларах вӑл шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ a. Манӑн атте ҫав утрав ҫинчи пӗрремӗш Свидетельсенчен пӗри пулнӑ. Кашни эрнерех атте пире, хӑйӗн пилӗк ачине, пӗрле Библи вӗренме пуҫтаратчӗ. Пирӗн вара хӑш-пӗр чухне вӗренес килместчӗ. Хам 14-ра пулнӑ чухне эпир Суринама куҫса кайрӑмӑр, мӗншӗн тесен пирӗн хамӑр ватӑ асаннене пӑхмалла пулнӑ.

ТУССЕМ ЛАЙӐХ ВИТӖМ КӲРЕҪҪӖ

Суринамра эпӗ Иеговӑшӑн хастар ӗҫлесе тӑракан ҫамрӑк тӑвансемпе хутшӑнма пуҫларӑм. Вӗсем тулли пионерсемччӗ тата манран кӑшт ҫеҫ аслӑрахчӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне вӗсен куҫӗсем ҫиҫсе тӑратчӗҫ. Пуху хыҫҫӑн эпир туссемпе Библири тӗрлӗ темӑсене сӳтсе яваттӑмӑр. Хӑш-пӗр чухне эпир ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫине пӑхса калаҫса лараттӑмӑр. Туссене пула эпӗ хамӑн мӗн тӑвас килнине ӑнланса илтӗм: манӑн Иеговӑшӑн ӗҫлес килетчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ 16-ра шыва кӗтӗм те 18-та тулли пионер пулса тӑтӑм.

НУМАЙ ЯПАЛАНА ВӖРЕНЕТӖП

Парамарибора пионер пулса ӗҫлетӗп

Пионер пулса ӗҫленӗ май эпӗ нумай усӑллӑ япалана вӗрентӗм. Ҫакӑ мана Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑма пулӑшрӗ. Сӑмахран, эпӗ ыттисене вӗрентни питӗ кирлӗ пулнине куртӑм. Эпӗ пионер пулса тӑрсан Виллем ван Сейел b миссионер ман валли нумай вӑхӑт уйӑратчӗ. Унран эпӗ пухури тӗрлӗ ӗҫсене мӗнле тумаллине вӗрентӗм. Ун чухне эпӗ ҫакӑ кӗҫех мана мӗн тери кирлӗ пулассине пӗлмен те. Тепӗр ҫул эпӗ ятарлӑ пионер пулса тӑтӑм та нӳрӗ тропик вӑрманӗнчи аякри ушкӑнсене пулӑшма пуҫларӑм. Арҫын тӑвансем хама вӗрентни вӑхӑтра пулчӗ. Эпӗ ҫавӑншӑн вӗсене питӗ пархатарлӑ. Ҫавӑнтанпа вӗсенчен тӗслӗх илсе хам та ыттисене пулӑшма майсем шыратӑп.

Унсӑр пуҫне, эпӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнма тата веҫех маларах шутласа хума вӗрентӗм. Кашни уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир хампа пӗрле пионер пулса ӗҫлекен тӑванпа хамӑра мӗн-мӗн кирлӗ пуласси ҫинчен маларах шутлаттӑмӑр. Вара пирӗнтен пӗри аякри тӗп хулана каятчӗ те мӗн кирлине веҫех илетчӗ. Ҫавӑ пире уйӑхлӑха ҫиттӗр тесен пирӗн питӗ перекетлӗ пулмаллаччӗ. Енчен те пирӗн кӗрпе е супӑнь пӗтсен ӑна джунглире тупса илме ҫукчӗ. Ҫамрӑклах ансат пурнӑҫпа пурӑнма тата веҫех маларах шутласа хума вӗреннӗрен эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑн ӗҫне малти вырӑна хума пултартӑм.

Эпӗ тата пӗр япалана вӗрентӗм: ҫынсене тӑван чӗлхепе вӗрентсен лайӑхрах. Эпӗ ачаранпах нидерланд, акӑлчан, папьяменто, унсӑр пуҫне, Суринамра чылайӑшӗ калаҫакан сранан-тонго чӗлхепе калаҫатӑп. Анчах та джунглире ҫынсем ырӑ хыпара хӑйсен тӑван чӗлхипе лайӑхрах итленине асӑрхарӑм. Мана вара хӑш-пӗр чӗлхесене вӗренме йывӑрччӗ. Сӑмахран, сарамаккан чӗлхинче ҫинҫе тата хулӑн сасӑпа калаҫмалла. Апла пулин те, ҫӗнӗ чӗлхесем вӗренме вӑй хунӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнти чӗлхесемпе калаҫнине пула эпӗ чылай ытларах ҫынна чӑнлӑха каласа пама пултартӑм.

Паллах, аван мар лару-тӑрусем те пулкалатчӗҫ. Сӑмахран, пӗррехинче эпӗ сарамаккан чӗлхипе калаҫакан Библи вӗренекен пӗр хӗрарӑмӑн хырӑм ыратнине пӗлтӗм. Вара вӑл хӑйне мӗнле туйнине ыйтса пӗлес терӗм. Анчах та эпӗ: «Эсир йывӑр ҫын мар-и?» — тесе ыйтнӑ иккен. Вӑл хӑйне ҫав тери аван мар туйни ҫинчен каламалли те ҫук ӗнтӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмахсене пӑхмасӑрах эпӗ яланах ҫынсемпе хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫма тӑрӑшаттӑм.

ҪӖНӖ ТИВӖҪСЕМ

1970 ҫулта мана район старейшини пулма лартрӗҫ. Ҫав ҫул эпӗ джунглири нумай аякри ушкӑна кайса килтӗм. Манӑн «Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче пулса курни» текен слайдсене кӑтартмалла пулнӑ. Кирлӗ вырӑна ҫитес тесе эпир юханшывсем тӑрӑх вӑрӑм йывӑҫ кимӗсемпе ҫӳреттӗмӗр. Эпир вӗсем ҫине генератор, бензин тултарнӑ канистра, краҫҫын ламписем тата слайдсене кӑтартмалли оборудовани тиеттӗмӗр. Ҫыран ҫине тухсан пирӗн ҫакна веҫех кирлӗ вырӑна ҫитиччен вӑрман тӑрӑх йӑтса пымаллаччӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем мар, ҫынсем ҫак ятарлӑ тӗлпулусене мӗн тери хаклани асра юлчӗ. Мана вӗсене Иеговӑпа унӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ ҫинчен каласа пама питӗ килӗшетчӗ. Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени ахаль пулмарӗ. Ыттисем унпа ҫывӑхланнине курса тӑни мана телейлӗ тӑватчӗ.

ВИҪҪӖЛЛЕ ЯВНӐ ҪИП

Эпир Этелпа 1971 ҫулхи сентябрьте мӑшӑрлантӑмӑр

Авланмасӑр пурӑннине пула мана хама шанса панӑ ӗҫе тума ҫӑмӑлрах пулнӑ пулин те, манӑн ҫавах мӑшӑр тупас килетчӗ. Вара эпӗ хампа пӗрле джунглире тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хатӗр арӑма тупма пулӑшсам тесе Иеговӑна кӗлтума пуҫларӑм. Ҫулталӑк патнелле иртсен эпӗ Этелпа, хӑйне шеллемесӗр ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекен тӑванпа, ҫӳреме пуҫларӑм. Ӑна мӗн ҫамрӑкранпах Павел апостол тӗслӗхӗ хавхалантарнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑшӑн, Павел пекех, чуна парса ӗҫлесшӗн пулнӑ. Эпир 1971 ҫулхи сентябрьте мӑшӑрлантӑмӑр та район старейшинин ӗҫне пӗрле тума пуҫларӑмӑр.

Этел ҫемйи пуян пулман, ҫавӑнпа та ҫулҫӳрев ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ӑна хӑратман. Сӑмахран, джунглири пухусене ҫӳренӗ чухне эпир нумай япала илсе ҫӳреместӗмӗрччӗ. Эпир юханшывсенче япала та ҫӑваттӑмӑр, хамӑр та ҫӑвӑнаттӑмӑр. Ҫиессе вара кил хуҫисем мӗн лартса панӑ, ҫавна ҫиеттӗмӗр: игуана, пиранья тата вӑрманта е юханшывра тытнӑ кирек мӗнле урӑх чӗрчуна та. Чашӑк пулман чухне эпир банан ҫулҫисенчен ҫиеттӗмӗр, кашӑк пулмасан — алпах ҫиеттӗмӗр. Эпир Этелпа Иеговӑшӑн хамӑра шеллемесӗр ӗҫленӗ май унпа пӗрле виҫҫӗлле явнӑ ҫирӗп ҫип пек пулса тӑнине туяттӑмӑр (Еккл. 4:12). Пирӗншӗн ҫакӑн пек пурнӑҫран лайӑхраххи нимӗн те ҫукчӗ.

Пӗррехинче ҫавӑн пек ҫулҫӳреврен каялла таврӑннӑ чухне пуҫламӑшӗнче мӗн ҫинчен каласа пама пуҫларӑм, ҫавӑ пулса иртрӗ. Чуллӑ вырӑнпа пынӑ чухне пирӗн кимӗ шыва чӑмрӗ те хӑвӑртах каялла сиксе тухрӗ. Телее, эпир ҫӑлӑнмалли жилетсем тӑхӑннӑччӗ тата эпир кимӗрен тухса ӳкмерӗмӗр. Анчах та пирӗн кимме шыв тулчӗ. Эпир хурансенчи апата тӑкрӑмӑр та вӗсемпе кимӗри шыва ӑсса тӑкма пуҫларӑмӑр.

Апатсӑр тӑрса юлнӑран эпир кимӗпе пынӑ чухне пулӑ тытма пуҫларӑмӑр. Анчах та нимӗн те тытаймарӑмӑр. Ҫавӑнпа Иеговӑна кӗлтуса паянлӑха апат пама ыйтрӑмӑр. «Аминь» каласанах пӗр арҫын тӑван вӑлта ячӗ те тӳрех пысӑк пулӑ туртса кӑларчӗ. Вара эпир пурте — виҫӗ арҫынпа икӗ хӗрарӑм — ҫисе тӑрантӑмӑр.

УПӐШКА, АТТЕ ТАТА РАЙОН СТАРЕЙШИНИ

Пилӗк ҫул хушши ҫулҫӳрекен старейшина ӗҫне туса тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫине кӗтмен пиллӗх йӑтӑнса анчӗ: эпир кӗҫ-вӗҫ аттепе анне пулса тӑрассине пӗлтӗмӗр. Ҫакӑ хамӑрӑн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрессине пӗлмен пулин те эпӗ питӗ савӑнтӑм. Пирӗн Этелпа малалла та тулли вӑхӑтпа ӗҫлес килетчӗ. 1976 ҫулта пирӗн пӗрремӗш ывӑл Этниэл ҫуралчӗ. Тепӗр икӗ ҫул ҫурӑ иртсен тата тепӗр ывӑл, Гьофанни, ҫуралчӗ.

Суринамри хӗвелтухӑҫ енчи Годо Холопа юнашар юхса выртакан Тапанахони юханшывра Библи вӗренекенсем шыва кӗнине пӑхса тӑратӑп. 1983 ҫул

Ҫав ҫулсенче Суринамра ҫулҫӳрекен старейшинӑсем ҫитменнине пула филиал мана ачасем ҫуралнине пӑхмасӑрах малалла та район старейшини пулма ирӗк пачӗ. Ачасем пӗчӗккӗ пулнӑ чухне мана сахал пуху кӗрекен районсем шанса паратчӗҫ. Ҫавна пула эпӗ уйӑхра икӗ эрне район старейшини пек урӑх пухусене кайса килеттӗм, ытти вӑхӑтра вара хам пухура пионер пулса ӗҫлеттӗм. Хам каякан пухусем килтен аякрах мар пулнӑ чухне Этелпа ывӑлсем пӗрле пыратчӗҫ. Анчах та нӳрӗ тропик вӑрмансенчи аякри пухусемпе унта иртекен конгрессене эпӗ пӗччен каяттӑм.

Район старейшини пулнӑ чухне эпӗ аякри пухусене час-часах кимӗпе ҫӳреттӗм

Пур тивӗҫе те лайӑх туса тӑрас тесен манӑн маларах веҫех шутласа хумаллаччӗ. Эпӗ ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни кашни эрнерех ирттӗр тесе тӑрӑшрӑм. Хам аякри пухусене кайсан вара ачасемпе Этел вӗренетчӗ. Апла пулин те, эпир май ҫитнӗ таран ытларах вӑхӑта пӗрле ирттерме тӑрӑшаттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ачасемпе тӑтӑшах пӗрле канаттӑмӑр: сӑмахран, вӑйӑсем выляттӑмӑр е уҫӑлма тухса ҫӳреттӗмӗр. Эпӗ час-часах хам районпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене каҫ пуличченех туса лараттӑм. Этел вара Ытарӑшсем 31:15-мӗшӗнче асӑннӑ лайӑх арӑм пек тул ҫутӑличченех тӑратчӗ. Ҫавӑнпа та арҫын ачасем шкула тухса кайиччен эпир пурте пӗрле кулленхи сӑвӑ йӗркине сӳтсе явса апат ҫиме ӗлкӗреттӗмӗр. Этел хӑйне шеллемесӗр мана пур тивӗҫе те туса тӑма пулӑшса тӑратчӗ. Ҫавӑн пек арӑмшӑн эпӗ Иеговӑна питӗ пархатарлӑ.

Пирӗн арҫын ачасем Иеговӑпа сӑваплӑ ӗҫе юратчӑр тесе эпир пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаттӑмӑр. Эпир пирӗн ывӑлсем пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеччӗр теттӗмӗр. Анчах та ҫакна вӗсем эпир хистенипе мар, хӑйсен кӑмӑлӗпе туччӑр теттӗмӗр. Вӗсемпе калаҫнӑ чухне эпир тулли вӑхӑтпа ӗҫлени мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳнине яланах асӑнаттӑмӑр. Йывӑрлӑхсем пирки те шарламасӑр тӑман, ҫав вӑхатрах Иегова пирӗн ҫемьене мӗнле пулӑшнине те, мӗнле пилленине те каласа параттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн ывӑлсен Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хуракан туссем пулччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр.

Ывӑлсем ӳснӗ май Иегова пире мӗн кирлине веҫех парса тӑратчӗ. Паллах, эпӗ те хамӑн ҫемьешӗн тӑрӑшаттӑм. Ятарлӑ пионер пулса ӗҫленӗ чухне эпӗ укҫа перекетлеме тата мӗн кирлӗ, ҫавна ҫеҫ туянма вӗрентӗм. Анчах та хӑш-пӗр чухне пирӗн, темле тӑрӑшсан та, мӗн кирли веҫех пулман. Ҫавӑн пек вӑхӑтсенче пире Иегова пулӑшни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Тӗслӗхрен, 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче тата 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Суринамра граждан вӑрҫи пынӑ. Ҫав ҫулсенче эпир хамӑра мӗн кирлипе аран тивӗҫтереттӗмӗр. Апла пулин те, Иегова пире хӑварман (Матф. 6:32).

ПУЛНИ-ИРТНИНЕ АСА ИЛСЕ

Сулахайран сылтӑмалла: эпир Этелпа пӗрле

Этниел хӑйӗн Натали арӑмӗпе пӗрле

Гьофанни хайӗн Кристал арӑмӗпе пӗрле

Иегова пирӗншӗн яланах тӑрӑшатчӗ, уншӑн ӗҫлесе эпир телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑмӑр. Пирӗн ачасем — Иегова панӑ чӑн-чӑн парне. Вӗсене пӑхса ӳстересси пирӗншӗн чыс пулчӗ. Вӗсем хайсен пурнӑҫне тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме халаллани чуна савӑнтарать. Этниелпа Гьофанни Библи шкулӗсенче вӗреннӗ. Халӗ вара вӗсем арӑмӗсемпе пӗрле Суринамри филиалта ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

Эпир Этелпа ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Ҫапах та халӗ те ятарлӑ пионерсем пулса Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑратпӑр. Чӑннипе каласан, ҫав тери ӗҫлӗ пулнӑран эпӗ ишме вӗренме вӑхӑт тупаймарӑм. Анчах та эпӗ нимӗншӗн те ӳкӗнместӗп. Пулни-иртнине аса илсе ҫапла калама пултаратӑп: ҫамрӑк чухнех тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме шут тытни хам тума пултарнӑ йышӑнусенчен чи лайӑххи пулчӗ.

b Виллем ван Сейелӑн «Превзойдённые ожидания» текен биографине 1999 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта пичетленӗ.