Эсир пӗлетӗр-и?
Мардохей ятлӑ ҫын чӑнах та пурӑннӑ-и?
МАРДОХЕЙ ятлӑ еврей Библири Эсфирь кӗнекере пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл тыткӑнри еврейсенчен пӗри пулнӑ тата Перси империйӗн патши ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫакӑ пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, «Артаксеркс... патшара ларнӑ чухне», пулнӑ. (Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ ҫав патша I Ксеркс пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ.) Мардохей патша таврашӗнчи икӗ ҫын патшана вӗлерме кавар тунине уҫса панӑ. Пархатарлӑ пулнӑран Артаксеркс патша ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче чыс-хисеп тума хушнӑ. Каярахпа Амана, Мардохейпа ытти еврейсен тӑшманне, вӗлернӗ хыҫҫӑн патша Мардохея пӗрремӗш министр тунӑ. Ҫавӑн пек аслӑ вырӑна йышӑннӑ май Мардохей Перси империйӗнче пурӑнакан еврейсене вилӗмрен хӑтаракан хушу кӑларнӑ (Эсф. 1:1; 2:5, 21—23; 8:1, 2; 9:16).
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑш-пӗр историксем Эсфирь кӗнекере мӗн ҫырнине веҫех шутласа кӑларнӑ, Мардохей та пурӑнман тесе каланӑ. Анчах та 1941 ҫулта археологсем пӗр япала тупнӑ. Вӑл Мардохей пурӑннине кӑтартакан ҫирӗплетӳ пулма пултарать. Вӗсем мӗн тупнӑ-ши?
Тӗпчекенсен аллине тӑм хӑма лекнӗ. Унта Мардука ятлӑ ҫын ҫинчен асӑннӑ пулнӑ. Вӑл Сузӑра чиновник, тен, казначей, пулнӑ. Хӗвелтухӑҫ историне тӗпчекен Артур Унгнад ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав тӑм хӑма Мардохей ҫинчен асӑннӑ пӗрремӗш документ пулнӑ. Унччен Мардохей пирки Библире ҫеҫ каланӑ пулнӑ.
Унгнадӑн тӗпчев ӗҫӗ тухнӑ хыҫҫӑн ученӑйсем Персири пин-пин тӑм хӑма ҫинче мӗн ҫырнине куҫарнӑ. Ҫак тӑм хӑмасенчен хӑшӗ-пӗрисене Персеполь хулин хӳми патӗнчи мул управӑшӗн ишӗлчӗкӗсенче тупнӑ. Вӗсене I Ксеркс патшара ларнӑ чухне ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав тӑм документсене элам чӗлхипе ҫырнӑ пулнӑ тата вӗсенче Эсфирь кӗнекере асӑннӑ хӑш-пӗр ятсем тӗл пулнӑ a.
Персепольра тупнӑ хӑш-пӗр тӑм хӑмасем ҫинче Мардука ятлӑ ҫын ҫинчен асӑннӑ пулнӑ. Ҫав ҫын I Ксеркс ертсе пынӑ чухне Сузӑра керменте патша секретарӗ пулнӑ. Пӗр документра каланӑ тӑрӑх, вӑл куҫаракан пулнӑ. Ҫакӑ Мардохей пирки Библире мӗн каланипе килӗшсе тӑрать. Вӑл Артаксеркс (I Ксеркс) патша керменӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑраканскер пулнӑ тата сахалтан та икӗ чӗлхепе калаҫнӑ. Мардохей Сузӑра «патша хапхи умӗнче ларнӑ» (Эсф. 2:19, 21; 3:3). Хапха таврашӗ тем пысӑкӑш пулнӑ. Унта патша чиновникӗсем ӗҫленӗ.
Персепольри Мардукӑпа Библире асӑннӑ Мардохей хушшинче пӗрпеклӗхсем нумай пулни питӗ тӗлӗнтерет. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтра, пӗр вырӑнта пурӑннӑ тата пӗр ӗҫех туса тӑнӑ. Апла пулсан археологсем тупнӑ тӑм хӑмасем Мардукӑпа Мардохей пӗр ҫын пулнине кӑтартса пама пултараҫҫӗ.
a Эдвин Ямаучи профессор 1992 ҫулта пӗр статья пичетлесе кӑларнӑ. Унта вӑл Персеполь докуменчӗсенче асӑннӑ вунӑ ята илсе панӑ. Ҫав ятсем Эсфирь кӗнекере те тӗл пулаҫҫӗ.