Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать

Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать

«Пур тӗлӗшпе те ӑслӑ-тӑнлӑ пул» (2 ТИМ. 4:5, ҪТ).

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни мӗне пӗлтерет? (2 Тимофей 4:5).

 ЙЫВӐРЛӐХСЕМПЕ тӗл пулсан Иеговӑна тата унӑн организацине шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫав йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерес тесен мӗн тумалла? Пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, сыхӑ тӑмалла тата Турра хытӑ ӗненмелле. (2 Тимофей 4:5 [ҪТ] вуласа парӑр.) b Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни мӗне пӗлтерет? Лӑпкӑ пулнине, тӗрӗс шухӑшлама пӗлнине тата лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшнине пӗлтерет. Ҫакӑ туйӑмсем хыҫҫӑн каясран сыхлать.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Унчченхи статьяра эпир ҫак усал тӗнчере пурӑннӑ май мӗнле виҫӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултарнине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫак статьяра вара эпир пухура сиксе тухма пултаракан виҫӗ йывӑрлӑх пирки калаҫӑпӑр. Вӗсем те пире Иеговӑран пӑрса яма пултараҫҫӗ. Эпир ҫак виҫӗ лару-тӑрӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) пухури тӑван хӑйне пирӗнпе тӗрӗс мар тытрӗ пек туйӑнать, 2) пире тӳрлетеҫҫӗ тата 3) пире организацири улшӑнусене хӑнӑхма йывӑр. Ҫак лару-тӑрусенче ӑслӑ-тӑнлӑ пулса Иеговӑпа унӑн организацине шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумалла-ши?

ПУХУРИ ТӐВАН ХӐЙНЕ ПИРӖНПЕ ТӖРӖС МАР ТЫТРӖ ПЕК ТУЙӐНСАН

3. Пӗр-пӗр тӑван хӑйне хамӑрпа тӗрӗс мар тытрӗ пек туйӑнсан, эпир хамӑра мӗнле тытма пултаратпӑр?

3 Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулнӑ-и: сире пӗр-пӗр тӑван, тен, старейшина, хӑйне хӑвӑрпа тӗрӗс мар тытрӗ пек туйӑннӑ? Ҫав тӑван сире кӳрентересшӗн пулман пуль (Рим 3:23; Иак. 3:2). Апла пулин те эсир хытӑ кулянса ӳкрӗр. Ҫавӑн ҫинчен пӗрмай шухӑшласа ҫӳресе эсир ҫывӑрмасӑр та аптрарӑр пулӗ. Тен, сирӗн пуҫра ҫакӑн пек ыйту явӑннӑ: «Арҫын тӑван хӑйне ҫапла тытать пулсан, ку Туррӑн организацийӗ теме пулать-и вара?» Шуйттан пире шӑп ҫапла шухӑшлаттарасшӑн та (2 Кор. 2:11). Ҫавӑн пек шухӑшсене пула эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма та, унӑн организацийӗнчен тухса кайма та пултаратпӑр. Эппин, кам та пулин хӑйне хамӑрпа тӗрӗс мар тытрӗ пек туйӑнсан, пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен тата Шуйттана хамӑр шухӑшсем ҫине витӗм кӳме парас мар тесен мӗн тумалла?

4. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан Иосиф хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытни ӑҫтан курӑннӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? (Пултарни 50:19—21).

4 Хаярланса ан кайӑр. Иосиф яш пулнӑ чухне унӑн пиччӗшӗсем хӑйсене унпа тӗрӗс мар тытнӑ. Вӗсем ӑна курайман, хӑшӗ-пӗрисем вӗлересшӗн те пулнӑ (Пулт. 37:4, 18—22). Юлашкинчен вӗсем ӑна чуралӑха сутнӑ. Вара вӑл 13 ҫул хушши асапланса пурӑннӑ. Ҫав ҫулсем хушшинче Иосиф мана Турӑ юратмасть, вӑл мана хӑварнӑ тесе шутлама пултарнӑ. Ҫавах та вӑл хаярланса кайман. Иосиф ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ. Ҫакӑ мӗнрен курӑннӑ? Вӑл хӑйне лӑпкӑ тытнӑ. Пиччӗшӗсене тавӑрма май сиксе тухсан, вӑл ҫавна туман. Ун вырӑнне вӗсене юратнӑран каҫарнӑ (Пулт. 45:4, 5). Тӗрӗс шухӑшлама пултарнӑран вӑл ҫапла тунӑ. Хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне вӑл Иеговӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ. (Пултарни 50:19—21 вуласа парӑр.) Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Кам та пулин хӑйне сирӗнпе тӗрӗс мар тытрӗ пулсан, Иегова ҫине ан ҫилленӗр, вӑл сире хӑварнӑ тесе ан шутлӑр. Ун вырӑнне Иегова сире ҫак лару-тӑрура мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Тата кам та пулин сире кӳрентерчӗ пулсан, ӑна юратнӑран каҫарма тӑрӑшӑр (1 Петр 4:8).

5. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан Микеас хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытни ӑҫтан курӑнать?

5 Айтӑр хальхи вӑхӑтри тӗслӗхе, Кӑнтӑр Америкӑри Микеас c ятлӑ старейшинӑн тӗслӗхне, пӑхса тухар. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, темиҫе яваплӑ арҫын тӑван хӑйсене унпа питӗ япӑх тытнӑ. Микеас ҫапла калать: «Эпӗ ун чухне питӗ вӑйлӑ стресс тӳсрӗм. Хуйха ӳкрӗм. Ҫыврайми пултӑм. Ним тума пӗлменрен макӑраттӑм та». Ҫавах та вӑл ун чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тӑрӑшнӑ, туйӑмсем хыҫҫӑн кайман. Микеас час-часах Иеговӑна кӗлтунӑ тата веҫех тӳссе ирттерме святой сывлӑшпа вӑй ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл пирӗн публикацисенче хӑйне пулӑшма пултаракан информацие шыранӑ. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Кам та пулин хӑйне сирӗнпе тӗрӗс мар тытрӗ пек туйӑнчӗ пулсан, лӑпкӑ пулмалла тата йывӑр туйӑмсем ҫуралчӗҫ пулсан, вӗсене пӗтерме тӑрӑшмалла. Эпир мӗншӗн ҫын ҫапла каланине, хӑйне мӗншӗн апла е капла тытнине пӗлмесен те пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та Иеговӑна чунӑра уҫса парӑр тата лару-тӑру ҫине тӑванӑн куҫӗпе пӑхма пулӑшма ыйтӑр. Ҫакӑ сире хӑвӑра кӳрентерекене тӳрре кӑларма тата ӑна каҫарма пулӑшма пултарать (Ытар. 19:11). Ан манӑр: сирӗнпе мӗн пулса тухнине Иегова пӗтӗмпех курать тата веҫех чӑтса ирттерме вӑй та парӗ (2 Ҫулс. 16:9; Еккл. 5:7).

ХАМӐРА ТӲРЛЕТСЕН

6. Мӗншӗн Иегова хамӑра юратнӑран тӳрлетнине асра тытмалла? (Еврейсем 12:5, 6, 11).

6 Иегова хамӑра тӳрлетнӗ чухне ҫакӑ пире килӗшмесен те пултарать. Хамӑр туйӑмсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшласан эпир мана тӗрӗс мар, ытла та хыттӑн наказани пачӗҫ тесе шутлама пуҫлама пултаратпӑр. Вара эпир чи кирлине — Иегова хамӑра юратнӑран наказани панине — ӑнланса илмесӗр юлма пултаратпӑр. (Еврейсем 12:5, 6, 11 вуласа парӑр.) Тата туйӑмсем хыҫҫӑн кайсан ҫакӑнпа Шуйттан та усӑ курма пултарать. Вӑл пире наказанирен пӑрӑнччӑр тет. Унтан та хӑрушӑраххи — Иеговӑна тата пухӑва хӑварччӑр тет. Хамӑра тӳрлетнӗ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

Хӑйне питленине йышӑнсан Петр Иеговӑшӑн ытларах тума пултарнӑ (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. а) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Петр хӑйне питленине йышӑннӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна мӗнле пилленӗ? ӑ) Петртан эпир мӗне вӗренетпӗр?

7 Хӑвӑра тӳрлетнӗ чухне ҫавна йышӑнӑр та кирлӗ улшӑнусем тӑвӑр. Иисус пӗрре кӑна мар Петра ытти апостолсем умӗнче питленӗ (Марк 8:33; Лука 22:31—34). Ун пек чухне Петр хӑйне аван мар туйнӑ пуль. Ҫавах та вӑл Иисуса шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Петр хӑйне питленине йышӑннӑ та йӑнӑшӗсенчен вӗреннӗ. Ҫавӑнпа Иегова Петра шанчӑклӑ пулнишӗн пилленӗ тата пухура яваплӑ тивӗҫсем шанса панӑ (Иоанн 21:15—17; Ап. ӗҫ. 10:24—33; 1 Петр 1:1, 2). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Хамӑра тӳрлетнӗ чухне хамӑр мӗн туйни ҫинчен ҫеҫ шухӑшлас вырӑнне питленине йышӑнатпӑр тата кирлӗ улшӑнусем тӑватпӑр пулсан, хамӑра та, пухури тӑвансене те лайӑх пулать. Вара эпир Иеговӑшӑн та, тӑвансемшӗн те ытларах тума пултарӑпӑр.

8, 9. Хӑйне наказани панӑ хыҫҫӑн Бернарду мӗн туйнӑ тата хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма ӑна мӗн пулӑшнӑ?

8 Айтӑр Мозамбикри Бернарду ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑна старейшинӑн тивӗҫне тума чарсан, вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ? Вӑл ҫапла аса илет: «Мана ҫакӑн пек наказани парса тӗрӗс мар тунӑ тесе шутларӑм, ҫавӑнпа ҫилленсе лартрӑм». Вӑл пухури тӑвансем хӑйӗн пирки мӗн шутлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханнӑ. Бернарду ҫапла калать: «Лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма пуҫличчен тата Иеговӑпа унӑн организацине каллех шанма пуҫличчен темиҫе уйӑх та иртрӗ». Ҫавна тума ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши?

9 Бернарду хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ. «Старейшина пулнӑ чухне эпӗ тӑвансене Иегова панӑ наказани ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшас тесе вӗсемпе Еврейсем 12:7-мӗш сӑвӑ йӗркине сӳтсе яваттӑм,— тет Бернарду.— Халӗ вара эпӗ хамран ҫапла ыйтрӑм: „Ҫак сӑвӑ йӗрки кама пырса тивет?“ Иеговӑн пур ӗҫлекенне те, ҫав шутрах мана та». Кайран Бернарду Иеговӑпа унӑн организацине каллех шанма пуҫлас тесе ытти утӑмсене те тунӑ. Вӑл Библие ытларах вулама тата мӗн пӗлни ҫинчен тарӑнрах шухӑшлама пуҫланӑ. Хӑйӗн ҫине тӑвансем мӗнле пӑхни пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та вӑл вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма тата пухусенче комментарисем пама пӑрахман. Вӑхӑт иртсен ӑна каллех старейшина пулма лартнӑ. Сире те тӳрлетрӗҫ е наказани пачӗҫ пулсан, кӳренсе ан ҫӳрӗр. Канаша йышӑнӑр та улшӑнусем тӑвӑр (Ытар. 8:33; 22:4) d. Вара Иегова эсир хӑйне те, хӑйӗн организацине те шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн сире пиллетех.

ОРГАНИЗАЦИРИ УЛШӐНУСЕНЕ ХӐНӐХМА ЙЫВӐР ПУЛСАН

10. Мӗне пула хӑш-пӗр израильтянсем Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ?

10 Организацире улшӑнусем пулса иртсен эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленме пултарать. Асӑрхануллӑ пулмасан эпир Иеговӑран ютшӑнма та пултаратпӑр. Тӗслӗхшӗн, Моисей саккунне пула пулса иртнӗ улшӑнусем хӑш-пӗр израильтянсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӑхса тухар. Турӑ ҫав саккуна париччен священник тивӗҫне ҫемье пуҫӗсем туса тӑнӑ. Вӗсем парне вырӑнӗсем туса лартнӑ тата Иеговӑна хӑйсен ҫемйисемшӗн парнесем кӳнӗ (Пулт. 8:20, 21; 12:7; 26:25; 35:1, 6, 7; Иов 1:5). Анчах та Моисей саккунӗ вӑя кӗрсен ҫемье пуҫӗсем ҫав чыслӑ тивӗҫсене тума пӑрахнӑ. Иегова Аарон йӑхӗнчи арҫынсене священник пулма лартнӑ. Вӗсен ҫеҫ парнесем кӳмелле пулнӑ. Ҫак улшӑнусене кӗртнӗ хыҫҫӑн Аарон йӑхӗнче пулман арҫын хӑйне священник пек тытма пуҫласан ӑна вӗлерме те пултарнӑ (Лев. 17:3—6, 8, 9) e. Ҫав улшӑнусене пула та Корей, Дафан, Авирон тата халӑхӑн 250 пуҫлӑхӗ Моисейпа Аарона хирӗҫ тӑма пултарнӑ (Йыша шутл. 16:1—3). Корейпа унӑн майлисем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлман. Организацири улшӑнусене пула эсир Иеговӑна шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленет пулсан, мӗн тумалла?

Кааф ывӑлӗсем саккун арчине йӑтса ҫӳреме пӑрахсан вӗсем хаваспах юрӑҫсем, хапха хуралҫисем тата япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑракансем пулса тӑнӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Кааф йӑхӗнчи хӑш-пӗр левитсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

11 Организацири улшӑнусене хӑнӑхма тӑрӑшӑр. Израиль ҫыннисем пушхир тӑрӑх ҫӳренӗ чухне Кааф йӑхӗнчи левитсем питӗ яваплӑ ӗҫ туса тӑнӑ. Халӑх тепӗр вырӑна куҫса кайма тапрансан кашнинчех Кааф ывӑлӗсенчен хӑш-пӗрисем халӑх умӗнче саккун арчине йӑтса пынӑ (Йыша шутл. 3:29, 31; 10:33; Иис. Н. 3:2—4). Мӗн тери пысӑк чыс! Анчах та Израиль халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре ҫитсен веҫех улшӑннӑ. Саккун арчине вырӑнтан вырӑна текех куҫармалла пулман. Ҫавӑнпа Кааф ывӑлӗсене урӑх ӗҫсем шанса панӑ. Соломон пурӑннӑ вӑхӑтра пӗрисем юрӑҫсем, теприсем хапха хуралҫисем тата теприсем япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑракансем пулнӑ (1 Ҫулс. 6:31—33; 26:1, 24). Хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе танлаштарсан, вӗсем ятарлӑ ӗҫ туса тӑман пулин те, ҫакӑншӑн ӳпкелешнӗ е хӑйсене пысӑкрах вырӑн пама ыйтнӑ тесе Библире ниҫта та каламан. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Организацире улшӑнусем пулса иртрӗҫ пулсан, вӗсем уйрӑмах сире пырса тиврӗҫ пулсан, ҫӗнӗ хушусене пӗтӗм кӑмӑлтан итлӗр. Хӑвӑра шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те савӑнса тӑвӑр. Эсир пӗр-пӗр тивӗҫе туса тӑнӑшӑн кӑна Иегова сире хаклать тесе ан шутлӑр. Вӑл эсир итленине ытларах хаклать (1 Патш. 15:22).

12. Рахима Вефильте ӗҫлеме пӑрахсан мӗн туйнӑ?

12 Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри Рахима ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Ӑна Вефильте ӗҫлеме питӗ килӗшнӗ, анчах та унта 23 ҫул ытла ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна ятарлӑ пионер пулма янӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ шалт аптраса ӳкрӗм. Хамран ним усси те ҫук тесе шутлаттӑм. Пуҫра пӗрмай: „Эпӗ мӗн тӗрӗс мар турӑм-ши?“ — текен ыйту явӑнатчӗ». Шел пулин те пухури хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсен сӑмахӗсемпе унӑн чунне тата хытӑрах ыраттарнӑ. «Хӑвӑн ӗҫе эсӗ лайӑхах туман пуль, ҫавӑнпа сана кӑларса янӑ»,— тенӗ вӗсем. Хуйха ӳкнине пула Рахима пӗр вӑхӑт хушши кашни каҫ макӑрнӑ. Ҫапах та вӑл акӑ мӗн калать: «Эпӗ организацине шанма пӑрахмастӑмччӗ тата Иегова мана юратни пирки хама иккӗленме памастӑмччӗ». Пирӗн тӑвана ӑслӑ-тӑнлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?

13. Рахимӑна япӑх туйӑмсене пӗтерме мӗн пулӑшнӑ?

13 Рахимӑна япӑх туйӑмсене пӗтерме мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑннӑ пирӗн публикацисенчи статьясене вуланӑ. Уйрӑмах ӑна 2001 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Побеждай уныние!» статья пулӑшнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, Евангели ҫырнӑ Маркӑн та тивӗҫӗсем улшӑнсан ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулма пултарнӑ. «Марк тӗслӗхӗ ман чуншӑн эмел пекех пулчӗ»,— аса илет Рахима. Унсӑр пуҫне, вӑл тусӗсенчен ютшӑнман тата тӑвансемпе малалла та ырӑ хыпар сарнӑ. Рахима хӑйне шеллесе ларман. Вӑл Иеговӑн организацине святой сывлӑш ертсе пынине тата яваплӑ тӑвансем хӑйне хытӑ юратнине пӗлнӗ. Вӑл ҫакна та ӑнланса илнӗ: Иеговӑн организацийӗнче чи кирли — унӑн ирӗкне тӑвасси.

14. Владо тӑвана мӗне хӑнӑхма йывӑр пулнӑ тата ӑна мӗн пулӑшнӑ?

14 Словенири 73 ҫулхи Владо ятлӑ старейшинӑна та улшӑнусене хӑнӑхма ҫӑмӑл пулман. Вӑл ҫӳрекен пухӑва тепӗр пухупа пӗрлештернӗ, Патшалӑх залне вара хупса хунӑ. Владо ҫапла каласа парать: «Мӗншӗн пирӗн илемлӗ зала хупнине ӑнланмастӑмччӗ. Ман чун ырататчӗ, мӗншӗн тесен эпир ӑна нумаях пулмасть юсанӑччӗ. Платник пулнӑран унти сӗтел-пукана эпӗ хам алпах тунӑччӗ. Пухусене пӗрлештерсен нумай улшӑну пулчӗ, пире вара, ватӑ тӑвансене, вӗсене хӑнӑхма йывӑрччӗ». Арҫын тӑвансем мӗн каланине тума Владо тӑвана мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Иеговӑн организацийӗнчи улшӑнусене хӑнӑхни яланах пиллӗхсем кӳрет. Ҫакӑ пире пулас пысӑк улшӑнусене хатӗрлет». Сирӗн пухӑва тепринпе пӗрлештерчӗҫ пулсан е сире ҫӗнӗ ӗҫ шанса пачӗҫ пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова эсир мӗн туйнине ӑнланать. Эсир улшӑнусене хӑнӑхма тӑрӑшсан тата Иеговӑпа унӑн организацине шанчӑклӑ пулсан, Иегова сире пиллетех (Пс. 17:26).

ЯЛАНАХ ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

15. Пухура йывӑрлӑхсем сиксе тухсан хамӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тытас тесен мӗн тумалла?

15 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май пухура та йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Вӗсене пула Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑнпа та пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Пӗр-пӗр тӑван хӑйне сирӗнпе тӗрӗс мар тытрӗ пек туйӑнчӗ пулсан хаярланса ан кайӑр. Сире хыттӑн асӑрхаттарчӗҫ пулсан, хӑвӑр туйӑмсем ҫинчен ытлашши ан шухӑшлӑр, канаша йышӑнӑр та улшӑнусем тӑвӑр. Организацири улшӑнусем сире хӑвӑра пырса тиврӗҫ пулсан вара вӗсене хӑнӑхма тӑрӑшӑр тата ҫӗнӗ хушусене пӗтӗм кӑмӑлтан тытса тӑрӑр.

16. Иеговӑпа унӑн организацине шанма мӗн пулӑшӗ?

16 Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне те эпир Иеговӑна тата унӑн организацине шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Ҫакна тумашкӑн пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, урӑхла каласан, хамӑра лӑпкӑ тытмалла, тӗрӗс шухӑшлама пӗлмелле тата лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла. Сирӗн пекрех йывӑрлӑхсем чӑтса ирттернӗ Библире ҫырса панӑ ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлме тата вӗсен тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшӑр. Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр, пухури тӑвансенчен ан ютшӑнӑр. Вара кирек мӗн пулсан та Шуйттан сире Иеговӑпа унӑн организацийӗнчен уйӑраймӗ (Иак. 4:7).

126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр

a Хӑш-пӗр чухне, уйрӑмах пухура йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Иеговӑна тата унӑн организацине шанчӑклӑ тӑрса юлма йывӑр пулма пултарать. Ҫак статьяра эпир ҫав йывӑрлӑхсенчен виҫҫӗшӗ ҫинчен калаҫӑпӑр тата вӗсене пӑхмасӑрах шанчӑклӑ пулас тесен мӗн тумаллине курӑпӑр.

b 2 Тимофей 4:5, ҪТ: «Пур тӗлӗшпе те ӑслӑ-тӑнлӑ пул, йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳс, ырӑ хыпар сар, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр».

c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

d Ытти усӑллӑ канашсене 2009 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Можешь ли ты снова предоставить себя для особого служения?» статьяра тупма пулать.

e Ҫемье пуҫӗ выльӑх пусас тенӗ пулсан унӑн ӑна парне кӳмелли сӑваплӑ вырӑн патне илсе килмелле пулнӑ. Вӑл ҫав вырӑнтан питӗ аякра пурӑннӑ пулсан ҫеҫ выльӑха килте пусса ҫиме пултарнӑ (Сак. аст. 12:21).