Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова умӗнче айӑпа кӗменнисем телейлӗ

Иегова умӗнче айӑпа кӗменнисем телейлӗ

«Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ» (ПС. 118:1).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА a

Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнӑшӑн хӑш-пӗр хӑюллӑ тӑвансем тӗрмере ларнӑ е халӗ те лараҫҫӗ (1, 2 абзацсене пӑхӑр)

1, 2. а) Хӑш-пӗр пуҫлӑхсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле хирӗҫ тӑраҫҫӗ, лешӗсем вара хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн хӗсӗрленӗ чухне те телейлӗ пулма пулать? (Хуплашка ҫинчи сӑнӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

 ХАЛЬХИ вӑхӑтра 30 ытла ҫӗршывра тата территорире пирӗн ӗҫ-хӗле пӗтӗмпех е хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисенче Иегова Свидетелӗсем тӗрмере лараҫҫӗ. Пирӗн тӑвансем мӗн япӑххи тунӑ-ха? Иегова умӗнче вӗсем ним усаллине те туман. Вӗсем Библи вуласа тӗпченӗ, хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа панӑ тата хӑйсемпе пӗрпек ӗненекенсемпе тӗлпулусене пухӑннӑ ҫеҫ. Унсӑр пуҫне, вӗсем политикӑна хутшӑнман. Хӑйсене питӗ хытӑ хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пӗр айӑпсӑр тӑрса юлаҫҫӗ. Урӑхла каласан, Турра чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫапла пурӑнни вӗсене питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет!

2 Ҫак журналӑн хушлашки ҫинчи сӑнӳкерчӗксене эсир унччен курнӑ та пулӗ. Паллах, эсир ҫак хӑюллӑ Свидетельсем йӑл кулнине асӑрхарӑр. Вӗсем савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсем пӗр айӑпсӑр пулнишӗн Иегова савӑннине пӗлсе тӑраҫҫӗ (Пс. 14:1, 2). Иисус ҫапла каланӑ: «Кама тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрлеҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ... [...] Савӑнӑр, хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк награда пулӗ» (Матф. 5:10—12).

АВАЛХИ ТӖСЛӖХ

Петрпа Иоанн хальхи вӑхӑтра судра хӑйсен ӗненӗвне хӳтӗлекен христиансене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (3, 4 абзацсене пӑхӑр)

3. Апостолсен ӗҫӗсем 4:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне апостолсем хӑйсене мӗнле тытнӑ тата мӗншӗн?

3 Тӑвансем хальхи вӑхӑтра хӗсӗрленипе тӗл пулни пире тӗлӗнтермелле мар. Пӗрремӗш ӗмӗрте те апостолсене Христос пирки ырӑ хыпар сарнӑшӑн хӗсӗрленӗ. Иудейсен аслӑ сучӗ «Иисус ячӗ ҫинчен» пӗрре анчах мар калама чарнӑ (Ап. ӗҫ. 4:18; 5:27, 28, 40). Апостолсем вара хӑйсене мӗнле тытнӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 4:19, 20 вуласа парӑр.) Вӗсем Христос ҫинчен «вӗрентсе ҫӳреме» хӑйсене хушаканӗ тата та аслӑрах пулнине пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 10:42). Ҫавӑнпа та Петрпа Иоанн пур апостол ятӗнчен хӑйсем ҫав судьясене мар, Турра пӑхӑнӗҫ тата Иисус ҫинчен каласа ҫӳреме те пӑрахмӗҫ тенӗ. Апостолсем ҫав судьясенчен ҫапла ыйтнӑ теме пулать: «Сирӗн власть Туррӑн влаҫӗнчен аслӑрах тесе шутлатӑр-им?»

4. Апостолсен ӗҫӗсем 5:27—29 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, апостолсем мӗн каланӑ тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

4 Апостолсем питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем влаҫра ларакансене ҫапла каланӑ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла». (Апостолсен ӗҫӗсем 5:27—29 вуласа парӑр.) Пур христианин та вӗсем пек тума тӑрӑшать. Хӑйсене хӗненӗ пулин те «апостолсем... Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн синедрионран савӑнса тухса кайнӑ» тата малалла та ырӑ хыпар каланӑ (Ап. ӗҫ. 5:40—42).

5. Пирӗн мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле?

5 Апостолсем хӑйсене мӗнле тытнине кура темиҫе ыйту сиксе тухать. Сӑмахран, вӗсем ҫынсене мар, Турра пӑхӑнма шут тытни пур чун та «аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса» пурӑнмалла тенипе мӗнле килӗшсе тӑрать? (Рим 13:1). Эпир «аслӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса» тӑма та, Турӑ умӗнче — хамӑрӑн Чи аслӑ пуҫлӑх умӗнче — айӑпсӑр пулма та пултаратпӑр-и? (Тит 3:1).

«АСЛӐ ПУҪЛӐХСЕМ»

6. а) Рим 13:1-мӗшӗнче асӑннӑ «аслӑ пуҫлӑхсем» камсем вӗсем тата пирӗн вӗсем ҫине мӗнле пӑхмалла? ӑ) Ҫӗр ҫинчи пур пуҫлӑх пирки те мӗн калама пулать?

6 Рим 13:1 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ «аслӑ пуҫлӑхсем» вӗсем — ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсем. Христиансен вӗсене пӑхӑнса пурӑнмалла. Мӗншӗн тесен пуҫлӑхсем йӗрке пӑхса тӑраҫҫӗ, законсене пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара Иеговӑн ӗҫлекенӗсене те хӳтӗлеҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:16). Ҫавӑнпа пирӗн налогсемпе пошлинӑсене тӳлемелле тата пуҫлӑхсене хисеплемелле (Рим 13:7). Апла пулин те, пуҫлӑхсем влаҫра ларасса та Иегова хӑйсене ирӗк панипе ҫеҫ влаҫра лараҫҫӗ. Ҫак шухӑша Иисус Христос Понтий Пилат, Рим пуҫлӑхӗ, патӗнче допросра пулнӑ чухне тӳррӗн каланӑ. Пилат хӑйӗн Иисуса ирӗке кӑларма та, вӗлерме те власть пурри ҫинчен каласан, Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Сана ҫӳлтен ирӗк паман пулсан, эсӗ мана хирӗҫ нимӗн те тӑвайман пулӑттӑн» (Иоанн 19:11). Пилатӑнни пекех, хальхи вӑхӑтри пуҫлӑхсен те влаҫӗн чикки пур.

7. Пирӗн ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене хӑҫан пӑхӑнмалла мар тата вӗсен мӗн асра тытмалла?

7 Енчен те ҫӗршыв законӗсем Туррӑн законӗсене хирӗҫлемеҫҫӗ пулсан, христиансем ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫынсем Турӑ тума чарнӑ ӗҫсене тума хушаҫҫӗ пулсан е Турӑ тума хушнӑ ӗҫсене тума чараҫҫӗ пулсан, эпир вӗсене пӑхӑнмастпӑр. Сӑмахран, вӗсем ҫамрӑк арҫынсене салтака илсе каяҫҫӗ b. Тата вӗсем Библин «Ҫӗнӗ Тӗнче» куҫарӑвӗпе тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисемпе усӑ курма чараҫҫӗ. Вӗсем пире ырӑ хыпар сарма та, Турра пӗрле пуҫҫапма пухӑнма та памаҫҫӗ. Хӑйсен влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ куракан пуҫлӑхсене, сӑмахран, Христосӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлекенсене, Турӑ явап тыттарӗ. Иегова пурне те курса тӑрать! (Еккл. 5:7).

8. Иеговӑпа «аслӑ пуҫлӑхсем» хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

8 Рим 13:1-мӗшӗнче «аслӑ» текен сӑмах «чи асли» тенине пӗлтермест. Библире ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсем пирки аслӑ пуҫлӑхсем тенӗ пулин те, унтах кам пур влаҫа та тытса тӑрать, ҫавӑн пирки те каланӑ. Сӑваплӑ Ҫырура Иегова Турӑ пирки «Чи асли» тесе нумай хутчен каланӑ (Дан. 7:18, 21, 22, 25, 27, ҪТ).

«ЧИ АСЛИ»

9. Даниил пророк курӑнура мӗн курнӑ?

9 Даниил пророка курӑнура Иеговӑн влаҫӗ чи аслӑ власть пулнине кӑтартнӑ. Пуҫламӑшӗнче курӑнура «тинӗсрен темӗн пысӑкӑш тӑватӑ тискер чӗрчун» тухнӑ. Вӗсем малтан тӗнчене тытса тӑнӑ державӑсене — Вавилона, Мидо-Персие, Грецие, Рима — тата хальхи вӑхӑтри Англипе Америка державине пӗлтереҫҫӗ (Дан. 7:1—3, 17). Кайран пророк пӗлӗтри аслӑ пукан ҫинче ларакан Иеговӑна курнӑ (Дан. 7:9, 10). Ҫавӑн хыҫҫӑн Даниила мӗн кӑтартни вара хальхи вӑхӑтри пуҫлӑхсемшӗн асӑрхаттару пулмалла.

10. Даниил 7:13, 14, 27 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова ҫӗрпе хуҫаланма кама власть парать тата ҫакӑ ун пирки мӗн калать?

10 Даниил 7:13, 14, 27 вуласа парӑр. Турӑ ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсенчен влаҫне туртса илет те ӑна кам тивӗҫлӗрех тата хӑватлӑрах, ҫавсене парать. Кама-ши? Иисус Христоса, кам «Этем Ывӑлӗ пек», ҫавна, тата ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене — 144 000-шне. Вӗсем вара Патшалӑха ӗмӗр-ӗмӗрӗпех тытса тӑрӗҫ (Дан. 7:18). Паллах, Иегова — Чи аслӑ пуҫлӑх, мӗншӗн тесен унӑн анчах ҫакӑн пек улшӑнусем тума власть пур.

11. Иеговӑн влаҫӗ пирки Даниил тата мӗн ҫырнӑ?

11 Даниил курӑнура мӗн курни вӑл унччен «Тӳпери Турӑ» пирки «патшана сирпӗтет, патшана лартать» тенине ҫирӗплетсе парать. Унсӑр пуҫне, пророк «этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине» каланӑ (Дан. 2:19—21; 4:14). Иегова пуҫлӑхсенчен влаҫа туртса илни тата ҫынсене пуҫлӑх пулма лартни этемлӗх историйӗнче пулнӑ-и? Пӗрре анчах мар пулнӑ.

Иегова Валтасарӑн патшалӑхне туртса илсе ӑна Мидипе Перси ҫыннисене панӑ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Иегова пуҫлӑхсене хӑйсен вырӑнӗнчен сирпӗтнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

12 Иегова хӑй «аслӑ пуҫлӑхсенчен» хӑватлӑрах пулнине нумай хутчен кӑтартнӑ. Айтӑр виҫӗ тӗслӗхе аса илер. Египет фараонӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗсене чурасем тунӑ та вӗсене ирӗке яма нимӗнле майпа та килӗшмен. Ҫапах та Турӑ еврейсене ирӗке кӑларнӑ, фараона вара Хӗрлӗ тинӗсре путарса вӗлернӗ (Тух. 14:26—28; Пс. 135:15). Вавилон патши Валтасар ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ та унта хӑйне «Тӳпе Ҫӳлхуҫинчен» те асла хунӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑй те, унӑн хӑнисем те Иеговӑна мар, «кӗмӗл, ылтӑн» турӑсене мухтанӑ (Дан. 5:22, 23). Анчах та Турӑ ҫак мӑнкӑмӑллӑ ҫынна мӗскӗнлетнӗ. «Ҫав каҫхинех, ҫӗрле... Валтасара вӗлернӗ», ун патшалӑхне вара «Миди тата Перси ҫыннисене панӑ» (Дан. 5:28, 30, 31). Палестина патши I Ирод Агриппа Иаков апостола вӗлерсен Петр апостола та вӗлерес тесе тӗрмене лартнӑ. Анчах Иегова ӑна ҫапла тума паман, Туррӑн ангелӗ ӑна хускалми тунӑ та лешӗ юлашкинчен вилсе кайнӑ (Ап. ӗҫ. 12:1—5, 21—23).

13. Иегова патшасен пӗрлешӗвӗсене мӗнле ҫӗнтернине каласа парӑр.

13 Иегова хӑй патшасен пӗрлешӗвӗсенчен те вӑйлӑрах пулнине кӑтартнӑ. Вӑл Израильшӗн ҫапӑҫса ӑна 31 Ханаан патшин пӗрлешӗвне ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Ҫавна пула Израиль ҫыннисем Пама пулнӑ ҫӗрӗн пысӑк пайне ҫӗнсе илнӗ (Иис. Н. 11:4—6, 20; 12:1, 7, 8, 24). Унсӑр пуҫне, Иегова Венадад тата ытти 32 Сири патши ертсе пынӑ ҫара аркатнӑ (3 Патш. 20:1, 26—29).

14, 15. а) Навуходоносорпа Дарий патшасем Иеговӑн влаҫӗ пирки мӗн каланӑ? ӑ) Псалом юрлакан Иеговӑпа унӑн халӑхӗ ҫинчен мӗн каланӑ?

14 Иегова хӑй Чи аслӑ пуҫлӑх пулнине татах та кӑтартнӑ. Пӗррехинче Вавилон патши Навуходоносор хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑна мухтава кӑларас вырӑнне хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе, чапӗпе мухтаннӑ. Ҫавӑншӑн Иегова ӑна ухмаха тухмалла тунӑ. Навуходоносора ӑс-хакӑл таврӑнсан, вӑл ҫӳлти Турра мухтанӑ тата Иеговӑн патшалӑхӗ «ӗмӗрлӗх патшалӑх» пулнине ӑнланса илнӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл: «Унӑн аллине никам та хирӗҫ тӑраймасть»,— тенӗ (Дан. 4:27, 30—32). Даниил Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ чухне Иегова ӑна арӑслансенчен хӑтарсан, Дарий патша «Даниил Туррийӗнчен чӗтресе те хӑраса тӑччӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗр-ӗмӗрех пур Турӑ» текен хушу кӑларнӑ. Патша Иегова пирки «Унӑн патшалӑхӗ арканмасть, Ун патшалӑхӗн вӗҫӗ пулмасть» тенӗ (Дан. 6:7—10, 19—22, 26, 27).

15 Псалом юрлакан ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа... халӑхсен усал шухӑшне пӗтерет, пуҫлӑхсен канашне путарать. Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ» (Пс. 32:10, 12). Эппин, пирӗн Иегова умӗнче пӗр айӑпсӑр пулма пур сӑлтав та пур!

ЮЛАШКИ ВӐРҪӐ

Иеговӑн пӗлӗтри ҫарӗ халӑхсен пӗрлешӗвне ҫӑмӑллӑнах аркатса тӑкӗ (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16. «Пысӑк хӗн-асап» ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр тата мӗншӗн? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

16 Эпир Иегова ӗлӗк-авал мӗн тунине вуларӑмӑр. Пуласлӑхра вара пире мӗн кӗтет-ши? Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене «пысӑк хӗн-асапра» ҫӑласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Матф. 24:21; Дан. 12:1). Халӑхсен пӗрлешӗвӗ, Магогри Гог, Иеговӑна чунтан парӑннисем ҫине хаяррӑн тапӑнсан, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлӗ. Пӗрлешнӗ нацисен организацинчи 193 патшалӑх ҫав пӗрлешӗве кӗрсен те, вӗсем Чи аслӑ пуҫлӑха тата унӑн пӗлӗтри ҫарне ҫӗнтереймӗҫ. Иегова хӑй ҫапла сӑмах парать: «Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ» (Иез. 38:14—16, 23; Пс. 45:11).

17. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗн пулӗ? Тӳрӗ ҫынсене вара мӗнле пуласлӑх кӗтет?

17 Гог тапӑнсан Иегова тӳрех Армагеддон вӑрҫине пуҫлӗ. Ун чухне вӑл «ҫӗр ҫинчи пур патшана та» пӗтерӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16; 19:19—21). Вара Туррӑн тӑшманӗсем пӗтсен «ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ» (Ытар. 2:21).

МАЛАЛЛА ТА ПӖР АЙӐПСӐР ПУЛӐР

18. Чӑн христиансем нумайӑшӗ мӗн тума хатӗр тата мӗншӗн? (Даниил 3:95).

18 Нумай ӗмӗр хушши чӑн христиансем Иеговӑна, хӑйсен Чи аслӑ пуҫлӑхне, шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен, ирӗклӗхсӗр те тӑрса юлма хатӗр пулнӑ. Иеговӑн ҫак пӗр айӑпсӑр ӗҫлекенӗсем пире виҫӗ еврее — Седраха, Мисаха тата Авденагӑна — аса илтереҫҫӗ. Вӗсене, Чи аслӑ пуҫлӑхран тунма килӗшменрен, хутса хӗртнӗ кӑмакана пӑрахнӑ. Иегова вара ҫав виҫӗ ҫамрӑка ҫӑлнӑ. (Даниил 3:95 вуласа парӑр.)

19. Иегова ҫынсене мӗне кура суд тӑвӗ тата пирӗн мӗн тумалла?

19 Давид патша Турӑ умӗнче мӗншӗн айӑпсӑр пулмалли пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа халӑхсене сут тӑвать. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӳрӗлӗхӗме кура, айӑпӑм ҫуккине кура сут ту мана» (Пс. 7:9). Тепӗр Псаломра вӑл: «Айӑпсӑр пулни, тӳрӗ пулни сыхлатӑр мана»,— тенӗ (Пс. 24:21). Иеговӑна шанчӑклӑ юлнинчен тата ниме пӑхмасӑрах ӑна чунтан парӑннинчен лайӑхраххи мӗн пултӑр?! Ҫапла пурӑнсан пирӗн туйӑмсем Псалом юрлаканӑнни пекех пулӗҫ. Вӑл: «Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ»,— тенӗ (Пс. 118:1).

122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

a Библи христиансене «аслӑ пуҫлӑхсене», урӑхла каласан, ҫак тӗнчери пуҫлӑхсене, пӑхӑнма хушать. Анчах та ҫав пуҫлӑхсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑна тата унӑн ӗҫлекенӗсене хирӗҫ каяҫҫӗ. Пуҫлӑхсене пӑхӑнас тесен, ҫав вӑхӑтрах Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесен, мӗн тумалла-ши?