Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сирӗн шанчӑкӑр ҫирӗп пултӑр

Сирӗн шанчӑкӑр ҫирӗп пултӑр

«Ҫӳлхуҫана шан» (ПС. 26:14).

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Иегова пире мӗнле шанчӑк парнеленӗ?

 ИЕГОВА пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас чаплӑ шанчӑк панӑ. Хӑшӗ-пӗрисем пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанаҫҫӗ (1 Кор. 15:50, 53). Ытларахӑшӗ вара ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Вӗсем сып-сывӑ кӑна мар, телейлӗ те пулӗҫ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и, ҫӗр ҫинче-и — Турӑ панӑ шанчӑка питӗ хаклатпӑр.

2. Пирӗн шанчӑк мӗн ҫинче тытӑнса тӑрать тата мӗншӗн ҫапла калама пулать?

2 Библире усӑ курнӑ «шанчӑк» текен сӑмах темскер лайӑххи пулассине кӗтнине пӗлтерет. Пуласлӑхра лайӑх пурнӑҫ пуласси пирки эпир иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен Иегова хӑй ҫавӑн пек пурнӑҫ пама сӑмах панӑ (Рим 15:13). Турӑ вара хӑйӗн сӑмахне яланах тытать (Йыша шутл. 23:19). Унсӑр пуҫне, Иеговӑн хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама кӑмӑл та, вӑй та пуррине эпир пӗлетпӗр. Пирӗн шанчӑк ӗмӗт е пуш сӑмах кӑна мар, вӑл ҫирӗплетӳсемпе фактсем ҫинче тытӑнса тӑрать.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Псалом 26:14).

3 Пирӗн ҫӳлти Атте пире юратать тата хӑйне шанччӑр тет. (Псалом 26:14 вуласа парӑр.) Иеговӑна хытӑ шанса тӑни пире кирек мӗнле йывӑрлӑхра та савӑнӑҫлӑ тата хӑюллӑ пулма пулӑшать. Айтӑр шанчӑк пире мӗнле хӳтӗленине пӑхса тухар. Малтан мӗншӗн шанчӑка шлемпа тата якорьпе танлаштарнине, кайран вара шанчӑка ҫирӗплетес тесе мӗн тумаллине сӳтсе явар.

ПИРӖН ШАНЧӐК ЯКОРЬ ПЕК

4. Мӗншӗн шанчӑка якорьпе танлаштарма пулать? (Еврейсем 6:19).

4 Еврей ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел апостол шанчӑка якорьпе танлаштарнӑ. (Еврейсем 6:19 вуласа парӑр.) Павел час-часах тинӗсре караппа ҫӳренӗ, ҫавӑнпа вӑл якорь карапа вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлра тытӑнса тӑма пулӑшнине пӗлнӗ. Пӗррехинче вӑл вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлра моряксем карап «чуллӑ вырӑна пырса перӗнесрен шикленсе, карап хӳри ҫинчен тӑватӑ якорь» янине курнӑ (Ап. ӗҫ. 27:29, 39—41). Шанчӑк пире, якорь пекех, ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ пурнӑҫри йывӑрлӑхсенче Иеговӑран пӑрӑнса кайма памасть. Вӑл пире кирек мӗнле йывӑрлӑхра та лӑпкӑ пулма пулӑшать, мӗншӗн тесессӗн эпир веҫех лайӑхланасса ӗненетпӗр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӗсӗрлӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Иоанн 15:20). Ҫавӑнпа та чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче тӑрса юлас тесен пирӗн Иегова хамӑра парас награда ҫинчен шухӑшламалла.

5. Иисус хӑйне вӗлерессе пӗлнӗ пулсан та, ӑна пӗтӗмпех чӑтса ирттерме шанчӑк мӗнле пулӑшнӑ?

5 Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Хӑйне хаяррӑн вӗлерессине пӗлнӗ пулсан та, ҫавна тӳссе ирттерме ӑна шанчӑк мӗнле пулӑшнӑ? Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр апостол Псалом кӗнекинчи Мессия ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсене илсе панӑ. Унта ҫав йывӑр самантра Иисус лӑпкӑ пулни ҫинчен, Иеговӑна ҫирӗп шанни ҫинчен илемлӗн сӑвӑласа ҫапла каланӑ пулнӑ: «Шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн... Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» (Ап. ӗҫ. 2:25—28; Пс. 15:8—11). Хӑй вилессине пӗлнӗ пулин те, Иисус иккӗленмен: Турӑ ӑна чӗртсе тӑратӗ те вӑл каллех хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе пӗрле пӗлӗтре пулӗ (Евр. 12:1—3).

6. Шанчӑк ҫинчен пӗр арҫын тӑван мӗн каланӑ?

6 Турӑ паракан шанчӑк нумай тӑвана пысӑк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Айтӑр Ленард Чиннӑн, Англире пурӑннӑ шанчӑклӑ христианинӑн, тӗслӗхне пӑхар. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӑна ҫара кайма килӗшменшӗн тӗрмене лартнӑ. Ленарда икӗ уйӑхлӑха пӗччен лармалли камерӑна хупнӑ пулнӑ, кайран йывӑр ӗҫпе ӗҫлеме янӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Хампа мӗн пулса иртнинчен эпӗ ҫакна вӗрентӗм: веҫех тӳссе ирттерес тесессӗн шанчӑк кирлӗ. Эпир Иисусӑн, апостолсен, пророксен тӗслӗхӗ ҫинчен тата Библире ҫырса панӑ Турӑ сӑмах панисем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Ҫакӑ лайӑх пурнӑҫ пуласса шантарать тата чӑтӑмлӑ пулма вӑй парать». Ленардшӑн шанчӑк якорь пекех пулнӑ. Вӑл пирӗншӗн те якорь пекех пулма пултарать.

7. Хӗн-хур тӳснӗ чухне пирӗн шанчӑк мӗнле ҫирӗпленсе пырать? (Иаков 1:12; Рим 5:3—5).

7 Хӗн-хур тӳснӗ чухне Иегова хамӑра пулӑшнине, ырланине туйнӑ чухне пирӗн шанчӑк ҫирӗпленет. (Иаков 1:12; Рим 5:3—5 вуласа парӑр.) Ырӑ хыпара пӗрремӗш хут илтнӗ чухнехипе танлаштарсан, пирӗн шанчӑк ҫирӗпрех те ҫирӗпрех пулса пырать. Шуйттан тӗрлӗ хӗн-хур пире ҫапса хуҫса антартӑр тет. Анчах Иегова пулӑшнипе эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратпӑр.

ПИРӖН ШАНЧӐК ШЛЕМ ПЕК

8. Мӗншӗн шанчӑка шлемпа танлаштарма пулать? (1 Фессалоника 5:8).

8 Унсӑр пуҫне, Библире шанчӑка нимӗн витейми калпакпа, е шлемпа, танлаштарнӑ. (1 Фессалоника 5:8 вуласа парӑр.) Шлем ҫар ҫыннин пуҫне хӳтӗлет. Пирӗн те Шуйттанпа кӗрешнӗ май хамӑр ӑс-тӑна хӳтӗлемелле. Вӑл пире илӗртес тесе, пирӗн ӑс-тӑна ирсӗрлетес тесе тем те хӑтланать. Шлем ҫар ҫыннин пуҫне хӳтӗленӗ пекех шанчӑк пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет. Вара эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр.

9. Камӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк ҫук, ҫавсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ?

9 Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанни пире ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. Пирӗн шанчӑк хавшасан эпир хамӑрӑн кӑмӑла ҫырлахтарассишӗн ҫеҫ ҫунма пуҫлатпӑр. Вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка куҫран вӗҫертме пултаратпӑр. Коринфри христиансемпе мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӗсем Турӑ вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратассине ӗненме пӑрахнӑ. Ҫакӑ вара тӗп вӗрентӳ пулнӑ (1 Кор. 15:12). Павел ҫырнӑ тӑрӑх, камӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк ҫук, ҫавсем паянхи кунпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ (1 Кор. 15:32). Хальхи вӑхӑтра та Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненменнисем киленсе, хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмне ҫырлахтарса ҫеҫ пурӑнасшӑн. Эпир вара Турӑ пире лайӑх пуласлӑх туса парасса хытӑ ӗненетпӗр. Пирӗн шанчӑк шлем евӗр хамӑр ӑс-тӑна хӳтӗлет. Ҫакӑ вара пире ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайса Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатасран сыхлать (1 Кор. 15:33, 34).

10. Шанчӑк суя шухӑшсене сирсе яма мӗнле пулӑшать?

10 Шанчӑк пире Иеговӑна юрама ҫук тесе шутлама пуҫласран та хӳтӗлет. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Эпӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илеес ҫук, эпӗ тивӗҫлӗ мар. Эпӗ нихӑҫан та Турӑ хамран мӗн кӗтнине тӑваймӑп». Астӑватӑр-и, Елифаз та Иова ҫавнашкал шухӑшлаттарасшӑн пулнӑ. Вӑл ҫапла ыйтнӑ: «Таса пулма... хӗрарӑмран ҫуралнӑ этем кам вара вӑл?» Кайран тата: «Акӑ Турӑ Хӑйӗн святойӗсене те шанса пӗтереймест, Унӑн куҫӗ умӗнче тӳпе те таса мар»,— тенӗ (Иов 15:14, 15). Мӗн тери сӗмсӗр суя! Ан манӑр: Шуйттан пире ҫапла шутлаттарасшӑн. Ҫавӑн пек шухӑшсем ярса илсен сирӗн шанчӑк сӳнсе ларасса вӑл пӗлет. Ҫавӑнпа Шуйттан суйине ан итлӗр. Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ытларах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова сире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн тата вӑл сире ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшатех (1 Тим. 2:3, 4).

ШАНЧӐКӐР ҪИРӖП ПУЛТӐР

11. Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасса мӗншӗн пирӗн чӑтӑмлӑн кӗтмелле?

11 Шанчӑка яланах асра тытма ҫӑмӑл мар. Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса кӗтнӗ май пирӗн чӑтӑм пӗтме пултарать. Иегова ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнать, ҫавӑнпа та, пирӗншӗн нумай вӑхӑт иртнӗ пек туйӑнсан та, уншӑн ҫакӑ пӗр самант ҫеҫ (2 Петр 3:8, 9). Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлатех тата ҫавна чи лайӑх майпа тӑвӗ. Анчах та ҫакӑ хамӑр кӗтнӗ чухне пулмасан та пултарать. Шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесен тата Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса чӑтӑмлӑн кӗтес тесен мӗн тумалла-ши? (Иак. 5:7, 8).

12. Еврейсем 11:1, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, шанчӑк ӗненӳпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

12 Шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесен пирӗн Иеговӑн тусӗ пулма пӑрахмалла мар. Шӑпах Иегова хамӑр мӗне шанса тӑнине пурнӑҫлать. Библире каланӑ тӑрӑх, шанчӑк Турӑ пуррине, «Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине» ӗненнипе ҫыхӑннӑ. (Еврейсем 11:1, 6 вуласа парӑр.) Эпир Иеговӑна мӗн чухлӗ лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр, вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасса ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӗненетпӗр. Айтӑр Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан темиҫе усӑллӑ канаша пӑхса тухар. Иеговӑпа туслӑ пулсан вара пирӗн шанчӑк сӳнмӗ.

Кӗлтусан тата шухӑшласан пирӗн шанчӑк ҫирӗп пулӗ (13—15 абзацсене пӑхӑр) b

13. Турӑпа мӗнле ҫывӑхланса пыма пулать?

13 Иеговӑна кӗлтӑвӑр тата унӑн Сӑмахне вулӑр. Иеговӑна курма ҫук пулин те эпир унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. Эпир Иеговӑпа кӗлтуса калаҫатпӑр тата вӑл пире илтни пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Иер. 29:11, 12). Унӑн Сӑмахне вуласа тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа вара эпир Иегова хамӑра мӗн каланине итлетпӗр. Турӑ авалхи вӑхӑтра хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен пӗлсе пынӑ май эпир хамӑр шанчӑка ҫирӗплететпӗр. Библире ҫапла каланӑ: «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4).

14. Мӗншӗн пирӗн Иегова ыттисемшӗн мӗн туни ҫинчен шухӑшламалла?

14 Иегова хӑй сӑмах панисене мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен шухӑшлӑр. Айтӑр Турӑ Авраампа Саррӑшӑн мӗн тунине аса илер. Вӗсем ача ҫуратма ватӑ пулнӑ пулин те Иегова вӗсене ача пама сӑмах панӑ (Пулт. 18:10). Ҫакна илтсен Авраам хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл хӑй «нумай халӑхӑн ашшӗ» пулса тӑрасса ӗненнӗ (Рим 4:18). Авраам Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине мӗнле пурнӑҫлассине пӗлмен пулин те, Турӑ хӑй сӑмахне тытасса ҫирӗп шаннӑ. Вӑл ӗненни вара усӑсӑр пулман (Рим 4:19—21). Библири ҫакӑн пек тӗслӗхсем пире Турӑ яланах, ним тума ҫук пек туйӑннӑ чухне те, хӑйӗн сӑмахне тытасса шантараҫҫӗ.

15. Мӗншӗн пирӗн Иегова хамӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшламалла?

15 Иегова хӑвӑршӑн мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр. Турӑ хӑй панӑ сӑмаха тытни сире хӑвӑра мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сӑмахран, Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парӗ тесе шантарнӑ (Матф. 6:32, 33). Унсӑр пуҫне, Иисус Иеговӑран святой сывлӑш ыйтсан вӑл ӑна паратех тесе каланӑ (Лука 11:13). Иегова ҫак сӑмах панисене пурнӑҫланине эпир хамӑр куҫпа куратпӑр. Тен, Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшнине эсир татах та аса илтӗр. Сӑмахран, Иегова хӑй шантарнӑ пекех хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн кирлӗ, ҫавна парса тӑрать, каҫарать тата йӑпатать (Матф. 6:14; 24:45; 2 Кор. 1:3). Турӑ хамӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшласан вӑл пуласлӑхра та хамӑршӑн тӑрӑшасси пирки иккӗленмӗпӗр.

«ШАНЧӐКӐР СИРЕ САВӐНӐҪ КӲТӖР»

16. Мӗншӗн шанчӑк вӑл — хаклӑран та хаклӑ парне?

16 Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк — Турӑ панӑ хаклӑран та хаклӑ парне. Ҫав чаплӑ пурнӑҫа эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр тата веҫех Турӑ каланӑ пек пуласси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Якорь пекех, шанчӑк пире хӗсӗрленӗ чухне, йывӑр килнӗ чухне тата вилӗм куҫран пӑхнӑ чухне те чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче тӑрса юлма пулӑшать. Тата вӑл, шлем пекех, пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет, усала сирсе ярса ырӑ тума хавхалантарать. Библири шанчӑк пире Турӑпа ҫывӑхланса пыма тата вӑл пире мӗн тери хытӑ юратнине курма пулӑшать. Шанчӑка сӳнме памасан пирӗн ӗмӗт татӑлмӗ.

17. Мӗншӗн шанчӑк савӑнӑҫ кӳрет?

17 Павел апостол Римри христиансем патне: «Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр»,— тесе ҫырса янӑ (Рим 12:12, ҪХ). Шанчӑк пурришӗн вӑл савӑннӑ, мӗншӗн тесен хӑй шанчӑклӑ тӑрса юлсан пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасса пӗлсе тӑнӑ. Иегова хӑйӗн сӑмахне яланах тытасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Ҫавӑнпа эпир те хамӑрӑн шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. Псалом ҫыракан питӗ тӗрӗс каланӑ: «Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине... ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан... Турра — шанса пурӑнать» (Пс. 145:5—7).

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

a Иегова пире лайӑх пурнӑҫ пулать тесе шантарать. Ҫакна пула пирӗн чӗре савӑнать тата эпир пуласлӑхра веҫех лайӑх пуласси пирки иккӗленместпӗр. Шанчӑк пире ҫав тери йывӑр килнӗ чухне те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй парать. Вӑл ҫак тӗнчене пирӗн ӑс-тӑн ҫине витӗм кӳме те памасть. Апла пирӗн, христиансен, шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Айтӑр халӗ ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

b ӲКЕРЧӖК. Шлем ҫар ҫыннин пуҫне хӳтӗленӗ пек тата якорь карапа пӗр вырӑнта тытӑнса тӑма пулӑшнӑ пек, шанчӑк пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет тата йывӑрлӑхсенче те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать. Хӗрарӑм тӑван кӗлтӑвать, вӑл хӑйне Иегова илтни пирки пӗртте иккӗленмест. Арҫын тӑван Турӑ Авраама мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен шухӑшлать. Тепӗр арҫын тӑван хӑйне Иегова мӗнле пилленине аса илет.