41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Эсир чӑннипех те телейлӗ пулма пултаратӑр
«Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрекен ҫын кирек кам та телейлӗ!» (ПС. 127:1).
110-МӖШ ЮРӐ Иегова паракан савӑнӑҫ
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Пирӗн телей мӗнрен килет тата мӗншӗн?
ТЕЛЕЙ вӑл — паян пур та ыран ҫук ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл кӑна мар. Ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпех телейлӗ пулма пултарать. Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем телейлӗ» (Матф. 5:3). Пурне те пурнӑҫ панӑ Турӑ ҫынсене хӑйӗн ҫинчен пӗлме, хӑйне пуҫҫапма кӑмӑл панине Иисус пӗлнӗ. Иегова вара — «телейлӗ Турӑ», ҫавӑнпа ӑна пуҫҫапакансем те телейлӗ пулма пултараҫҫӗ (1 Тим. 1:11, ҪТ).
2, 3. а) Иисус каланӑ тӑрӑх, камсем телейлӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн ҫакӑ пурне те питӗ кирлӗ?
2 Йывӑрлӑхсем пулман чухне ҫеҫ телейлӗ пулма пулать-ши? Ҫук. Иисус ту ҫинче вӗрентнӗ чухне ҫакӑн пек тӗлӗнмелле сӑмахсем те каланӑ: «Хуйхӑракансем телейлӗ». Апла пулсан ҫын хӑй ҫылӑх тунишӗн е тӗрлӗ йывӑрлӑхсене тӳсме тивнишӗн хуйхӑрать пулсан та, телейлӗ пулма пултарать. Унсӑр пуҫне, Иисус каланӑ тӑрӑх, «кама тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрлеҫҫӗ» тата унӑн ячӗшӗн хурлаҫҫӗ, ҫавсем те телейлӗ (Матф. 5:4, 10, 11). Анчах та ҫакӑ мӗнле пулма пултарать-ши?
3 Иисус веҫех лайӑх пулнӑ чухне ҫеҫ телейлӗ пулма пулать тесе каламан. Вӑл телей Турӑ ҫинчен пӗлсе пынинчен тата ӑна пуҫҫапнинчен килет тесе вӗрентнӗ (Иак. 4:8). Ҫак статьяра эпир чӑннипех те телейлӗ пулас тесен мӗнле виҫӗ утӑм тумаллине пӑхса тухӑпӑр.
БИБЛИЕ ВУЛӐР ТАТА ТӖПЧӖР
4. Телейлӗ пулас тесен мӗнле пӗрремӗш утӑм тумалла? (Псалом 1:1—3).
4 ПӖРРЕМӖШ УТӐМ: телейлӗ пулас тесессӗн пирӗн Библие вуламалла тата тӗпчемелле. Иисус Турӑ Сӑмахне апатпа танлаштарнӑ. Ҫынсем те, чӗрчунсем те апат ҫимесӗр пурӑнаймаҫҫӗ. Анчах та Турӑ Сӑмахне ҫынсем кӑна вулама пултараҫҫӗ тата вӗсен ҫакна тумаллах. Акӑ мӗншӗн Иисус: «Ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑкӑртан анчах килмест, Иеговӑн ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахран килет»,— тенӗ (Матф. 4:4). Турӑ Сӑмахне, ҫак хаклӑ кӗнекене, пирӗн кашни кун вуламалла, пӗр кун та сиктермелле мар. Телейлӗ ҫын пирки псалом юрлакан ҫапла каланӑ: «Вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!» (Псалом 1:1—3 вуласа парӑр.)
5, 6. а) Библирен мӗн пӗлме пулать? ӑ) Библи вулани пире мӗнле усӑ парать?
5 Иегова пире юратать, ҫавӑнпа та вӑл Библире телейлӗ пулас тесен мӗн-мӗн тумаллине каласа панӑ. Ӑна вуласа эпир Турӑ хамӑртан мӗн кӗтнине пӗлме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Библи пире Туррӑн тусӗ пулас тесен тата пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен мӗн тумаллине пӗлме пулӑшать. Тата Библи пире мӗнле чаплӑ пуласлӑх кӗтнине те уҫса парать (Иер. 29:11). Ҫак чӑнлӑхсене эпир Турӑ Сӑмахне тӗпчесе пӗлтӗмӗр, вара пирӗн чӗре савӑнӑҫпа тулчӗ.
6 Библире тата нумай усӑллӑ канаш пур. Вӗсене пурнӑҫра тытса тӑрсан эпир телейлӗрех пулатпӑр. Йывӑрлӑхсене пула хуйха ӳксен Иеговӑн Сӑмахне вулама тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама ытларах вӑхӑт уйӑрӑр. Иисус «камсем Турӑ сӑмахне илтеҫҫӗ тата ӑна пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ» тенӗ (Лука 11:28).
7. Библи вулани ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?
7 Турӑ Сӑмахне васкамасӑр, киленсе вулӑр. Калӑпӑр сире хӑвӑр юратнӑ апат хатӗрлесе пачӗҫ. Эсир вара, тен, васканӑран е пуҫра тӗрлӗ шухӑшсем явӑннӑран апата чӑмламасӑр тенӗ пекех ҫисе яратӑр. Чашӑкра нимӗн те юлманнине курсан вара: «Мӗншӗн-ха ҫавӑн пек хӑвӑрт ҫисе ятӑм, васкамасӑр, киленсе ҫимеллеччӗ»,— тесе шутлатӑр. Библи вуланӑ чухне те ҫавӑн пекрех пулма пултарать. Хӑш-пӗр чухне Библие хӑвӑрт-хӑвӑрт вуланӑран эпир хамӑр мӗн вуланине ӑнланса та илейместпӗр, ҫакӑ пире савӑнӑҫ та кӳмест. Ҫапла ан пултӑр тесе Библи вулама ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрӑр. Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр, сассене илтме тӑрӑшӑр, мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫапла вуласан эсир телейлӗрех пулӑр.
8. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» хӑйне шанса панӑ ӗҫе мӗнле туса тӑрать? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
8 Иисус пире сӑнарлӑ апата вӑхӑтра парса тӑрас тесе «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чурана» лартнӑ (Матф. 24:45) b. Пирӗн ҫак апат сӗтел тулли (1 Фес. 2:13). «Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ» чура хатӗрлекен апатӑн тӗп ингредиенчӗ — Сӑваплӑ Ҫыру. Сӑнарлӑ апат пире Библире ҫырса панӑ Иеговӑн шухӑшӗсене ӑнланма пулӑшать. Акӑ мӗншӗн эпир «Хурал башнипе» «Вӑранӑр!» журналсене тата jw.org сайтри статьясене вулатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир пур тӗлпулу валли те хатӗрленетпӗр. Тата пирӗн чӗлхепе JW телекурав тухса тӑрать пулсан, ӑна та пӑхатпӑр. Библи вуласан тата тӗпчесен вара эпир чӑннипех те телейлӗ пулма пулӑшакан иккӗмӗш утӑма тума пултарӑпӑр.
ИЕГОВӐН НОРМИСЕМ ТӐРӐХ ПУРӐНӐР
9. Телейлӗ пулас тесен мӗнле иккӗмӗш утӑм тумалла?
9 ИККӖМӖШ УТӐМ: телейлӗ пулас тесессӗн пирӗн Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмалла. Псалом юрлакан: «Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрекен ҫын кирек кам та телейлӗ!» —тенӗ (Пс. 127:1). Иеговӑран хӑрани пире ӑна килӗшмен ӗҫсене тӑвасран сыхлать (Ытар. 16:6). Библире мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине ҫырса панӑ. Эпир ҫав нормӑсем тӑрӑх пурӑнма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр (2 Кор. 7:1). Иегова мӗне юратать, ҫавна туса тӑратпӑр пулсан тата мӗне вӑл кураймасть, ҫавӑнтан пӑрӑнатпӑр пулсан, телейлӗ пулӑпӑр (Пс. 36:27; 96:10; Рим 12:9).
10. Туррӑн ирӗкне пӗлсе пынисӗр пуҫне пирӗн тата мӗн тумалла? (Рим 12:2).
10 Рим 12:2 вуласа парӑр. Иеговӑн мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине палӑртса хума право пуррине пӗлни ҫителӗксӗр, ҫыннӑн ҫав нормӑсем тӑрӑх пурӑнмалла та. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Патшалӑхӑн машинӑпа мӗнле хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллине палӑртса хума право пур. Ҫын ҫакна пӗлет тейӗпӗр, анчах та ҫак йӗркене пӑхӑнасшӑн мар. Ҫавӑнпа пӗрмаях пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрет. Пирӗн пирки калас пулсан, хамӑр ӗҫсемпе эпир Иеговӑн нормисем чи лайӑх пулнине ӗненнине кӑтартатпӑр (Ытар. 12:28). Давид та Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ тесе шутланӑ. Вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартӑн: Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп, Санӑн сылтӑм аллунта — ӗмӗрлӗх телей» (Пс. 15:11).
11, 12. а) Хуйха ӳксен е пӑшӑрханса ҫӳренӗ чухне мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла? ӑ) Филиппӑ 4:8-мӗшӗнчи сӑмахсем вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйлама мӗнле пулӑшӗҫ?
11 Йывӑрлӑхсене пула эпир хуйха ӳкме е пӑшӑрханса ҫӳреме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа урӑххи ҫинчен шухӑшлама пуҫлас тесе пирӗн мӗн те пулин тӑвас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Кунта ним япӑххи те ҫук. Анчах та пирӗн Иегова курайман ӗҫсене тӑвасран асӑрханмалла (Эф. 5:10—12, 15—17).
12 Павел апостол Филиппӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырура христиансене яланах «тӗрӗсси, таси... кӑмӑлли... ырри» ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ. (Филиппӑ 4:8 вуласа парӑр.) Павел кунта вӑйӑ-кулӑ ҫинчен каламан пулсан та, вӑл панӑ канаш вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйлама пулӑшӗ. Хӑвӑр мӗнле юрӑсем итлени, мӗнле фильмсем пӑхни, мӗнле кӗнекесем вулани тата мӗнле видеовӑйӑсем выляни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та вӗсем Павел каланӑ сӑмахсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслесе пӑхӑр. Вара эсир хӑвӑр суйланӑ вӑйӑ-кулӑ Иеговӑна килӗшнипе килӗшменнине курма пултарӑр. Эпир Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнасшӑн (Пс. 118:1—3). Ҫавӑн пек пурӑнсан пирӗн совесть таса пулӗ тата эпир чӑннипех те телейлӗ пулма пулӑшакан виҫҫӗмӗш утӑма тума пултарӑпӑр (Ап. ӗҫ. 23:1).
ИЕГОВӐНА ПУҪҪАПАССИНЕ МАЛТИ ВЫРӐНА ХУРӐР
13. Телейлӗ пулас тесен мӗнле виҫҫӗмӗш утӑм тумалла? (Иоанн 4:23, 24).
13 ВИҪҪӖМӖШ УТӐМ: Иеговӑна пуҫҫапасси хӑвӑр пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Иегова — Пурнӑҫ Паракан, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла (Ӳлӗм. 4:11; 14:6, 7). Ҫакӑ пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли пулмалла. Иегова эпир хӑйне «сывлӑшпа тата чӑнлӑхпа» пуҫҫапасса кӗтет. (Иоанн 4:23, 24 вуласа парӑр.) Пирӗн хамӑра святой сывлӑша ертсе пыма памалла. Вара эпир пуҫҫапни Библири чӑнлӑхпа килӗшсе тӑрӗ. Хамӑр пурӑнакан вырӑнта пирӗн ӗҫ-хӗле хӑш-пӗр енчен е пачах чарса лартнӑ пулсан та, Иеговӑна пуҫҫапасси хамӑр пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла. Хальхи вӑхӑтра 100 ытла тӑван Иегова Свидетелӗ пулнишӗн кӑна тӗрмере ларать c. Ҫав-ҫавах вӗсем хаваспах хӑйсем мӗн тума пултарнине тӑваҫҫӗ: малалла та кӗлтӑваҫҫӗ, Библие тӗпчеҫҫӗ тата Турӑпа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен ыттисене каласа параҫҫӗ. Хамӑра хурласан та, хӗсӗрлесен те эпир телейлӗ пулма пӑрахмастпӑр, мӗншӗн тесен Иегова пире пӑрахас ҫуккине тата вӑл пире пиллессине пӗлсе тӑратпӑр (Иак. 1:12; 1 Петр 4:14).
ПУРНӐҪРИ ТӖСЛӖХ
14. Таджикистанри ҫамрӑк тӑванпа мӗн пулса тухнӑ тата мӗншӗн?
14 Эпир пӑхса тухнӑ виҫӗ утӑм кирек мӗнле лару-тӑрура та телейлӗ пулма пулӑшнине пурнӑҫри тӗслӗхсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Айтӑр Таджикистанри пӗр арҫын тӑванӑн, Джовидон Бободжонов тӑванӑн, тӗслӗхне пӑхса тухар. 19 ҫулта пулнӑ чухне ӑна салтака илсе каясшӑн пулнӑ, анчах та вӑл килӗшмен. Вара ӑна 2019 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче вӑйпах килтен илсе тухса кайнӑ. Джовидона темиҫе уйӑх хушши тӗрмере тытнӑ тата ун ҫине преступник ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Ҫак тӗрӗсмарлӑх ҫинчен хыпарсенче темиҫе ҫӗршывра та пӗлтернӗ пулнӑ. Тата Джовидон присяга йышӑнтӑр тесе, салтак тумтирне тӑхӑнтӑр тесе ӑна хӗнени ҫинчен те каласа панӑ. Кайран Джовидона тӗрмене хупма приговор йышӑнса колоние янӑ. Анчах юлашкинчен ҫӗршывӑн президенчӗ ӑна тӗрмерен кӑларма хушнӑ. Ниме пӑхмасӑрах Джовидон Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата телейлӗ пулма пӑрахман. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл Иегова ҫинчен пӗлсе пымаллине яланах асра тытнӑ.
15. Джовидон тӗрмере пулнӑ чухне Иегова ҫинчен мӗнле пӗлсе пынӑ?
15 Тӗрмере Джовидонӑн Библи те, публикацисем те пулман пулсан та вӑл малалла та Иегова ҫинчен пӗлсе пынӑ. Вӑл ҫакна мӗнле тунӑ-ши? Вырӑнти тӑвансем ун валли апат-ҫимӗҫ илсе килсе тӑнӑ, хутаҫсем ҫинче вара кулленхи сӑвӑ йӗркисене ҫырса панӑ пулнӑ. Ҫавна пула вӑл кашни кун Библи вулама тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ. Тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн Джовидон ҫапла каланӑ: «Эсир хальлӗхе пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулман пулсан, ирӗкре пулнӑ чухне вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр. Иеговӑн Сӑмахне тата пирӗн публикацисене тӗпчесе унпа ҫывӑхланма тӑрӑшӑр».
16. Джовидон мӗн ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшнӑ?
16 Джовидон Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑннӑ. Вӑл ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайман. Ҫак ҫамрӑк тӑван Иегова ҫинчен тата вӑл мӗне хаклать, ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ. Унсӑр пуҫне, Джовидон Иегова тунӑ япаласем ҫине пӑхса савӑннӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Ирхине эпӗ кайӑксем чӗвӗлтетнипе вӑранаттӑм, каҫпа вара уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса киленеттӗм. Иеговӑн ҫак парнисем мана савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшрӗҫ тата вӑй парса тӑчӗҫ». Эпир те Иеговӑна вӑл пире панӑ парнесемшӗн, ҫав шутрах сӑнарлӑ апатшӑн та пархатарлӑ пулсан, пирӗн чӗре савӑнӑҫпа тулать. Ҫак савӑнӑҫ вара пире пӗтӗмпех чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать.
17. Сирӗн лару-тӑру Джовидонӑнни пекрех пулсан, хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулни мӗн парӗ? (1 Петр 1:6, 7).
17 Джовидон Иеговӑна пуҫҫапассине хӑйӗн пурнӑҫӗнче малти вырӑна хунӑ. Вӑл чӑн Турра чунтан парӑнса пурӑнни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланнӑ. Иисус: «Хӑвӑн Иегова Турруна пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр»,— тенӗ (Лука 4:8). Офицерсемпе салтаксем Джовидона Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахтарасшӑн пулнӑ. Джовидон вара Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе кашни кун та кашни каҫ кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ. Влаҫсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ пулсан та вӑл Иеговӑран тунман. Халӗ вӑл савӑнать, мӗншӗн тесен хӑйне арестленине, хӗненине тата тӗрмене лартнине пула унӑн ӗненӗвӗ тӗрӗсленнӗ тата ҫирӗпленнӗ. (1 Петр 1:6, 7 вуласа парӑр.)
18. Телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?
18 Чӑннипех те телейлӗ пулмашкӑн пире мӗн кирлине Иегова пӗлет. Ҫак статьяра асӑннӑ виҫӗ утӑм пире телей тупма тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗҫ. Вара эпир ҫапла калама пултарӑпӑр: «Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ» (Пс. 143:15).
89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил
a Нумай ҫын хӑйне телейсӗр туять, мӗншӗн тесен пуян, ятлӑ-сумлӑ, власть пулсан е киленсе пурӑнсан ҫеҫ телейлӗ пулма пулать тесе шутлать. Иисус телейлӗ пулас тесен мӗн-мӗн тумаллине каланӑ. Ҫак статьяра эпир чӑннипех телейлӗ пулас тесен мӗнле виҫӗ утӑм тумаллине пӑхса тухӑпӑр.
b 2014 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Получаете ли вы „пищу вовремя“?» текен статьяна пӑхӑр.
c Ытларах пӗлес тесе jw.org сайта кӗрӗр. (Шырамалли йӗркене «в тюрьме за веру» тесе ҫырӑр.)
d ӲКЕРЧӖК. Арестленӗ тӑвана сута илсе каяҫҫӗ, тӑвансем ӑна ҫирӗплетеҫҫӗ (инсценировка).