Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать

Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать

«Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать, хулари уҫӑ вырӑнсенче сассине хӑпартать» (ЫТАР. 1:20).

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Библири ӑслӑ канашсем ҫине ҫынсем мӗнле пӑхаҫҫӗ? (Ытарӑшсем 1:20, 21).

 НУМАЙ ҫӗршывра Патшалӑх хыпарҫисем халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ҫынсене хаваспах журналсем сӗннине курма пулать. Эсир вара ҫак интереслӗ ӗҫе хутшӑнса курнӑ-и? Ҫапла пулсан, ҫакӑ сире Ытарӑшсем кӗнекере ӑслӑлӑха мӗнле сӑнласа панине аса илтернӗ пулӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, ӑслӑлӑх халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче хӑйӗн канашӗсене итлеме чӗнет. (Ытарӑшсем 1:20, 21 вуласа парӑр.) Чӑн ӑслӑлӑха — Иеговӑн ӑслӑлӑхне — Библипе пирӗн публикацисенче тупма пулать. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул ҫине тӑмашкӑн шӑпах ҫак ӑслӑлӑх кирлӗ. Ҫын ырӑ хыпара итлесен тата пӗр-пӗр публикацине илсен эпир питӗ савӑнатпӑр. Анчах та хӑш-пӗрисем Библире мӗн каланине пӗлесшӗн те мар. Теприсем пирӗнтен кулаҫҫӗ. Вӗсем Библи кивелсе кайнӑ кӗнеке тесе шутлаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсене вара Библири нормӑсем килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫав нормӑсем ҫын ирӗклӗхне хӗсеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Иегова ҫынсене юратнӑран хӑйӗн чӑн-чӑн ӑслӑлӑхне пурне те уҫса парать. Вӑл ҫакна мӗнле тӑвать?

2. Чӑн-чӑн ӑслӑлӑх ӑҫта тупма пулать, анчах та нумай ҫын хӑйне мӗнле тытать?

2 Иегова хӑйӗн Сӑмахне, Библие, пур ҫын та тенӗ пекех вулама пултартӑр тесе тӑрӑшнӑ. Библие ӑнлантарса паракан публикацисем пирки вара мӗн калама пулать? Иегова пулӑшнипе вӗсене 1 000 ытла чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ. Кам ӑслӑлӑха итлет, урӑхла каласан, Турӑ Сӑмахне вулать тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курать, ҫавӑ телейлӗрех пулса тӑрать. Анчах та хальхи вӑхӑтра нумай ҫын Иеговӑна итлесшӗн мар. Йышӑну тунӑ чухне вӗсем хӑйсем ҫине шанаҫҫӗ е урӑх ҫынсене итлеҫҫӗ. Эпир Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑннӑран вӗсем пире, тен, хисеплемеҫҫӗ те. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн ҫынсем хӑйсене ҫапла тытнине пӑхса тухӑпӑр. Малтан вара айтӑр Иеговӑран ӑслӑлӑх илес тесен мӗн тумаллине пӗлер.

ИЕГОВА ҪИНЧЕН ПӖЛНИ ӐСЛӐ ПУЛМА ПУЛӐШАТЬ

3. Чӑннипех те ӑслӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

3 Ӑслӑлӑх вӑл — лайӑх йышӑнусем тӑвас тесе пӗлӳпе усӑ курма пӗлни. Анчах та чӑннипех те ӑслӑ пулас тесен тата пӗр япала тумалла. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ вӑл, Святоя ӑнланни — ӑс-хакӑл» (Ытар. 9:10). Апла пулсан, пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн пирӗн Иегова мӗн шутланине пӗлмелле. Ҫакна мӗнле тумалла-ши? Библие тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӗпчемелле. Ҫапла тунинчен эпир ӑслӑ ҫын пулни курӑнӗ (Ытар. 2:5—7).

4. Мӗншӗн Иегова кӑна пире чӑннипех те ӑслӑ тума пултарать?

4 Пире Иегова кӑна чӑннипех те ӑслӑ тума пултарать (Рим 16:26). Мӗншӗн ун пирки ӑслӑлӑх Ҫӑлкуҫӗ теме пулать? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова Пурнӑҫ Паракан пулнӑран хӑйӗн пултарнийӗсене питӗ лайӑх пӗлет (Пс. 103:24). Иккӗмӗшӗнчен, вӑл кирек мӗн тусан та, унӑн пур ӗҫӗнче те ӑслӑлӑх курӑнать (Рим 11:33). Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, вӑл ӑслӑ канашсем парать. Вӗсене итлени яланах усӑ кӳрет (Ытар. 2:10—12). Чӑннипех те ӑслӑ пулас тесен пирӗн ҫак виҫӗ шухӑшпа килӗшмелле. Тата пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тӑвас-ши тесе шухӑшланӑ чухне те вӗсене асра тытмалла.

5. Ҫынсем Иегова ӑслӑлӑх Ҫӑлкуҫӗ пулнипе килӗшменни мӗн патне илсе ҫитерет?

5 Камсене эпир ырӑ хыпар калатпӑр, ҫавсем нумайӑшӗ ҫутҫанталӑка питӗ тӗлӗнмелле тунипе килӗшеҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем пурне те Турӑ тунине ӗненмеҫҫӗ. Теприсем вара, Турра ӗненетпӗр теҫҫӗ пулин те, Библири нормӑсем кивелсе кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ тата хӑйсен мӗнле пурӑнас килет, ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Туррӑн ӑслӑлӑхне сирсе ярса хӑйсен пуҫӗпе пурӑннине пула ҫынсен пурнӑҫӗ лайӑхланнӑ-и? Вӗсем телейлӗрех пулса тӑнӑ-и? Тата вӗсен лайӑх пуласлӑх пуласса шанма сӑлтав пур-и? Таврара мӗн пулса иртни ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнине кӑтартса параҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр ӑслӑлӑх та, ӑс-хакӑл та, канаш та пулас ҫук» (Ытар. 21:30). Акӑ мӗншӗн Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтмалла. Шел пулин те, нумайӑшӗ ҫакна тумаҫҫӗ. Мӗншӗн?

МӖНШӖН ҪЫНСЕМ ЧӐН-ЧӐН ӐСЛӐЛӐХА ИТЛЕСШӖН МАР?

6. Ытарӑшсем 1:22—25 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑн ӑслӑлӑхне кам итлесшӗн мар?

6 Нумайӑшӗ «ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса» каланине итлесшӗн мар. Сӑваплӑ Ҫырупа килӗшӳллӗн ҫав ҫынсене виҫӗ ушкӑн ҫине пайлама пулать: айвансем, мӑшкӑлласа кулакансем тата ӑссӑрсем. (Ытарӑшсем 1:22—25 вуласа парӑр.) b Айтӑр мӗншӗн вӗсем Туррӑн ӑслӑлӑхне итлесшӗн пулманнине тата пирӗн те вӗсем пек пулса каяс мар тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

7. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем «айванах» пуласшӑн?

7 «Айвансем» кирек мӗне те часах ӗненсе лартаҫҫӗ тата вӗсене улталама та ҫӑмӑл (Ытар. 14:15, ҪТ). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫакӑн пек ҫынсене час-часах тӗл пулатпӑр. Сӑмахран, политика тата тӗн пуҫлӑхӗсем миллион-миллион ҫынна улталанӑ. Хӑш-пӗрисем хӑйсене улталанине пӗлсен аптраса ӳкеҫҫӗ. Анчах та Ытарӑшсем 1:22-мӗшӗнче асӑннӑ айван ҫынсем айванах тӑрса юласшӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене килӗшет (Иер. 5:31). Вӗсем хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каясшӑн. Ҫавӑн пек ҫынсем Библи мӗне вӗрентнине те пӗлесшӗн мар, унти нормӑсем тӑрӑх та пурӑнасшӑн мар. Квебекри Турра ӗненекен пӗр хӗрарӑм пирӗн арҫын тӑвана ҫапла каланӑ: «Священник мана улталать пулсан, ку вӑл унӑн айӑпӗ, ман айӑп ҫук кунта». Нумай ҫын ҫак хӗрарӑм пек шутлать. Пирӗн вара пӗлсе тӑрсах айван пулас килмест (Ытар. 1:32; 27:12).

8. Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулас тесен мӗн тумалла?

8 Библи пире айван пулмалла мар тет, унта «ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе ҫитнисем пек» пулмалла тенӗ (1 Кор. 14:20, ҪХ). Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулас тесен вара пирӗн Библири принципсемпе усӑ курмалла. Вӗсемпе усӑ курнӑҫемӗн Библири принципсем пире нумай йывӑрлӑха кӗрсе ӳкесрен сыхланине тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшнине курса тӑратпӑр. Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑра тӗрӗслесе пӑхмалла. Эпир пӗр вӑхӑт хушши Библи вӗренетпӗр тата тӗлпулусене ҫӳретпӗр пулсан, хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхма пулать: «Хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗме мана мӗн чарать?» Эпир шыва кӗнӗ пулсан вара ырӑ хыпар сарас тата ыттисене вӗрентес тӗлӗшрен аталанса пыратпӑр-и? Хамӑр тӑвакан йышӑнусенчен эпир Библири принципсем тӑрӑх пурӑнни курӑнать-и? Ыттисемпе хутшӑннӑ чухне эпир Христосран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр-и? Хамӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине куртӑмӑр пулсан, айтӑр Иеговӑна итлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗрентни «айваннисене ӑс кӗртет» (Пс. 18:8).

9. «Мӑшкӑлласа кулакансем» Туррӑн ӑслӑлӑхне сирсе янине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

9 Туррӑн ӑслӑлӑхне сирсе яракан иккӗмӗш ушкӑн вӑл — «мӑшкӑлласа кулакансем». Эпир вӗсене ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулкалатпӑр. Вӗсене ыттисенчен мӑшкӑлласа кулма питӗ килӗшет (Пс. 122:4). Библире каланӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче ыттисенчен мӑшкӑлласа кулакансем чылаййӑн пулӗҫ (2 Петр 3:3, 4). Тӳрӗ Лотӑн кӗрӗвӗсем пекех, хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗрисем Турӑ асӑрхаттарнине итлемеҫҫӗ (Пулт. 19:14). Унсӑр пуҫне, нумайӑшӗ Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнакансенчен кулаҫҫӗ. Ҫакӑн пек мӑшкӑлласа кулакансем «хӑйсен ӳчӗ кӗлени хыҫҫӑн» ҫӳреҫҫӗ (Иуда 7, 17, 18). Библире ыттисенчен мӑшкӑлласа кулакансем пирки мӗн ҫырнӑ, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем пирки тата кам Иеговӑна итлесшӗн мар, ҫав ҫынсем пирки те ҫавнах калама пулать.

10. Псалом 1:1-мӗшӗ тӑрӑх, ыттисенчен мӑшкӑлласа кулакан пулса тӑрас мар тесен мӗн тумалла?

10 Мӑшкӑлласа кулакан пулса тӑрас мар тесен мӗн тумалла? Сӑмахран, кам ыттисем пирки тиркесе калаҫать, ҫавӑнпа хутшӑнмалла мар. (Псалом 1:1 [ҪТ] вуласа парӑр.) c Ҫакӑ вара чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисене итлемелле маррине тата вӗсем мӗн ҫырнине вуламалла маррине пӗлтерет. Эпир ӑнланатпӑр: асӑрхануллӑ пулмасан, эпир ӳпкелешме пуҫлама е Иегова тата унӑн организацийӗ панӑ хушусем тӗрӗс пулни пирки иккӗленме пуҫлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекки пулса ан тухтӑр тесе эпир хамӑра ҫапла ыйтусем пама пултаратпӑр: «Ҫӗнӗ хушӑва е ҫӗнӗрен ӑнлантарса панине илтсен, манӑн тарӑхас йӑла ҫук-и? Кама пухура тивӗҫсем шанса панӑ, эпӗ ҫав арҫын тӑвансене тиркесе ҫӳреместӗп-и?» Хӑвӑрӑн ҫавӑн евӗрлӗ йӑласем пуррине асӑрхасан, тӳрех вӗсене пӗтерме тӑрӑшӑр. Ҫапла тусан эсир Иеговӑна савӑнтарӑр (Ытар. 3:34, 35).

11. «Ӑссӑрсем» Иеговӑн нравственность нормисем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

11 Иеговӑн ӑслӑлӑхне сирсе яракан виҫҫӗмӗш ушкӑн — «ӑссӑрсем» (Ытар. 12:15). Вӗсем Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнасшӑн мар, ҫавӑнпа Библире вӗсем пирки ӑссӑр тенӗ (Пс. 52:2). Ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсем пӗлнӗ пек пурӑнаҫҫӗ тата вӗсем ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫне — Иеговӑна — итлесшӗн мар. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫавӑн пек ҫынсене тӗл пулсан, вӗсем пире Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑннӑшӑн тиркеҫҫӗ. Хӑйсем вара лайӑхрах пурнӑҫ сӗнме пултараҫҫӗ-и? Библире тӳррӗн каланӑ: «Ӑслӑлӑх ӑссӑр ҫыншӑн питех те ҫӳлте; вӑл хапха умӗнче ҫӑвар уҫмӗ» (Ытар. 24:7). Ӑссӑр ҫын чӑннипех те ӑслӑ канаш параймасть. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Иегова пире: «Ухмах ҫынран пӑрӑн»,— тесе асӑрхаттарать (Ытар. 14:7).

12. Ӑссӑрсен ҫулӗпе каяс мар тесен мӗн тумалла?

12 Иеговӑна итлемен ҫынсемпе танлаштарсан эпир унӑн канашӗсене, ҫав шутрах унӑн нравственность нормисене те, юратма вӗренетпӗр. Эпир Турра итлени тата итлеменни мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, унӑн канашӗсене тата ытларах юратӑпӑр. Иеговӑн ӑслӑлӑхне сирсе яракансем мӗн тӗрлӗ хуйхӑ курмаҫҫӗ пулӗ! Пирӗн пурнӑҫ вара чылай лайӑхрах, мӗншӗн тесен эпир Турра итлетпӗр (Пс. 31:8, 10).

13. Иегова хӑйӗн ӑслӑ канашӗсене пире вӑйпах итлеттерет-и?

13 Иегова хӑйӗн ӑслӑлӑхне пурне те пама хатӗр, анчах та вӑл хӑйне никама та вӑйпах итлеттересшӗн мар. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑслӑлӑха итлемен ҫынсемпе мӗн пуласси пирки те калать (Ытар. 1:29—32). Иеговӑна пӑхӑнман ҫынсем «хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ». Хӑйсем мӗнле пурӑннине пула вӗсен нумай йывӑрлӑх тӳсме тивӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене ырату, хӗн-асап, юлашкинчен вара вилӗм кӗтет. Хӑйне итлекенсене вара Иегова ҫапла шантарать: «Мана итлекен... усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ» (Ытар. 1:33).

ЧӐН-ЧӐН ӐСЛӐЛӐХ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

Тӗлпулусенче комментарисем парсан эпир Иеговӑпа ҫывӑхланатпӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

14, 15. Ытарӑшсем 4:23-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

14 Иеговӑн канашӗсене итлени пире яланах усӑ парать. Каларӑмӑр ӗнтӗ, Иегова вӗсене тупма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Ытарӑшсем кӗнекере ҫырса панӑ канашсем нихӑҫан та кивелмеҫҫӗ тата вӗсем пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатаҫҫӗ. Айтӑр вӗсенчен тӑваттӑшне сӳтсе явар.

15 Хӑвӑрӑн сӑнарлӑ чӗрӗре упрӑр. Библире: «Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ»,— тенӗ (Ытар. 4:23). Ҫыннӑн чӗри лайӑх ӗҫлетӗр тесен усӑллӑ апат ҫимелле, физкультура тумалла тата япӑх йӑласем те пулмалла мар. Сӑнарлӑ чӗрене упрас тесен вара пирӗн кашни кун Турӑ Сӑмахне вуламалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн пухусене хатӗрленмелле, унта ҫӳремелле тата комментарисем пама тӑрӑшмалла. Тата пирӗн хамӑр вӑя шеллемесӗр тӑтӑшах ырӑ хыпар сармалла. Пирӗн хамӑр ӑс-тӑна пӑсса яракан сиенлӗ йӑласенчен те пӑрӑнмалла. Сӑмахран, ирсӗр вӑйӑ-кулӑсене суйламалла мар тата япӑх ҫынсемпе хутшӑнмалла мар.

Укҫашӑн ытлашши пӑшӑрханмастпӑр пулсан, эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе савӑнса пурӑнма пултарӑпӑр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Ытарӑшсем 23:4, 5 сӑвӑ йӗркисенчи канаш пире мӗнле усӑ парать?

16 Хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Библире питӗ лайӑх канаш ҫырса хунӑ: «Пуяссишӗн ан тӑрӑш... Пуянлӑх ҫине пӑхса илӗн ҫеҫ — вӑл ҫук та, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне валли ҫунат тӑвать те, ӑмӑрткайӑк пек, ҫӳлелле вӗҫсе каять» (Ытар. 23:4, 5). Пурлӑха часах ҫухатма пулать. Ҫав-ҫавах пуянни те, чухӑнни те пуяссишӗн ҫунать. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен ырӑ ятне яма пултараҫҫӗ, хӑйсемпе ыттисем хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлаҫҫӗ тата сывлӑхӗ те хавшать (Ытар. 28:20; 1 Тим. 6:9, 10). Эпир вара Турӑ панӑ ӑслӑлӑха пула укҫашӑн ытлашши пӑшӑрханмастпӑр. Ҫакӑ пире ҫӑткӑн пуласран хӳтӗлет, мӗн пуррипе савӑнса пурӑнма та пулӑшать (Еккл. 7:12).

Шухӑшласа калаҫсан эпир ыттисене кӳрентермӗпӗр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Ытарӑшсем 12:18-мӗшӗнче асӑннӑ ӑслӑ ҫын пек калаҫас тесен мӗн тумалла?

17 Мӗн те пулин каличчен шухӑшлӑр. Асӑрхануллӑ пулмасан пирӗн сӑмахсем сиен кӳме пултараҫҫӗ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет» (Ытар. 12:18). Сӑмах сарса ҫӳремесен эпир хамӑрпа ыттисем хушшинче лайӑх хутшӑнусем упраса хӑваратпӑр (Ытар. 20:19). Пирӗн сӑмахсем ыттисене ан амантчӑр, сиплеччӗр тесен пирӗн хамӑр чӗрене Турӑ Сӑмахӗнчи пӗлӳпе тултармалла (Лука 6:45). Библире мӗн вулани ҫинчен шухӑшласан пирӗн сӑмахсем уҫӑлтарса яракан «ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ» пекех пулӗҫ (Ытар. 18:4).

Организаци паракан хушусене тытса тӑрсан эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр (18-мӗш абзаца пӑхӑр)

18. Ытарӑшсем 24:6-мӗшӗнчи принцип ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Организаци паракан хушусене итлӗр. Библире ҫапла канаш пур: «Вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне канаш панине итле: канаш паракан ҫителӗклӗ чухне ӑнӑҫу пулать» (Ытар. 24:6). Ҫак принцип пире ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать? Хамӑр пӗлнӗ пек ырӑ хыпар сарас тата ҫынсемпе Библи вӗренес вырӑнне эпир организаци парса тӑракан хушусене тытса тӑма тӑрӑшатпӑр. Христиансен тӗлпулӑвӗсенче эпир нумай усӑллӑ канаш илтетпӗр тата опытлӑ тӑвансенчен Библие мӗнле ӑнлантарса памаллине вӗренетпӗр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑн организацийӗ пире нумай усӑллӑ хатӗр — публикацисемпе видеосем — парса тӑрать. Вӗсем ҫынсене Библие ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Эсир ҫак хатӗрсемпе лайӑх усӑ курма вӗренетӗр-и?

19. Иегова паракан ӑслӑлӑх ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр? (Ытарӑшсем 3:13—18).

19 Ытарӑшсем 3:13—18 вуласа парӑр. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче усӑллӑ канашсем ҫырса панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Вӗсене пӗлмен пулсан, пирӗнпе мӗн пулнӑ пулӗччӗ? Ҫак статьяра эпир Ытарӑшсем кӗнекери темиҫе лайӑх принцип пӑхса тухрӑмӑр. Паллах, Библире Иеговӑн ӑслӑ канашӗсем туп-тулли. Айтӑр Турӑ мӗн каланине яланах итлесе пурӑнар. Ҫак тӗнчери ҫынсем Туррӑн канашӗсем ҫине мӗнле пӑхни пирӗншӗн пурпӗрех. Ӑслӑлӑха «упраса тӑракансем телейлӗ» пулни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.

36-МӖШ ЮРӐ Чӗрӳне упра

a Иегова паракан ӑслӑлӑх ҫак тӗнче пама пултаракан пур япаларан та хаклӑрах. Ытарӑшсем кӗнекере ӑслӑлӑх «хулари уҫӑ вырӑнсенче» кӑшкӑрса калаҫать тенӗ. Ҫак статьяра эпир чӑннипех те ӑслӑ пулас тесен мӗн тумаллине, мӗншӗн хӑш-пӗрисем ӑслӑлӑха итлесшӗн пулманнине тата мӗншӗн пирӗн ӑна итлемеллине пӑхса тухӑпӑр.

b Ытарӑшсем 1:22, ҪТ: «Айвансем, хӑҫанччен айванлӑха юратӑр? Мӑшкӑлласа кулакансем, хӑҫанччен эсир мӑшкӑла юратса пурӑнӑр? Ӑссӑрсем, хӑҫанччен пӗлӗве кураймасӑр пурӑнӑр?»

c Псалом 1:1, ҪТ: «Ҫылӑхлӑ ҫынсен канашне итлемен, усал ҫынсен ҫулӗ ҫине тӑман тата мӑшкӑлласа кулакан ҫынсен пухӑвӗнче ларман ҫын телейлӗ».