БИОГРАФИ
Мана Иеговӑран вӗренме те, ун ҫинчен ыттисене вӗрентме те ҫав тери килӗшет!
ЭПӖ Истонра (АПШ, Пенсильвани штачӗ) ӳссе ҫитӗннӗ. Ача чухне эпӗ университетра вӗренме тӗллев лартнӑччӗ. Манӑн паллӑ ҫын пулас килетчӗ. Эпӗ вӗренме юрататтӑмччӗ, математикӑпа ҫутҫанталӑка тӗпчекен наукӑсем мана питӗ килӗшетчӗҫ. Граждан прависене хӳтӗлекен пӗр организаци мана вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн 1956 ҫулта преми пачӗ. Хура ӳтлӗ вӗренекенсем хушшинче манӑн чи лайӑх паллӑсемччӗ, ҫавӑнпа мана 25 доллар пачӗҫ. Каярахпа вара манӑн тӗллевсем улшӑнчӗҫ. Мӗншӗнне каласа парас-и?
ИЕГОВА ҪИНЧЕН ПӖЛЕТӖП
1940-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ман аттепе анне Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренчӗҫ. Вӗсем вӗренме пӑрахрӗҫ пулин те, анне «Хурал башнипе» «Вӑранӑр!» журналсене малалла та илсе тӑчӗ. 1950 ҫулта Нью-Йоркра пӗтӗм тӗнчери конгресс иртрӗ. Эпир унта пӗтӗм ҫемьепе пӗрле кайса килтӗмӗр.
Пӗр вӑхӑт иртсен пирӗн пата Лоренс Джеффрис арҫын тӑван кӗркелеме пуҫларӗ. Мана чӑнлӑхпа интереслентерсе ярас тесе вӑл нумай тӑрӑшрӗ. Малтанах эпӗ унпа тавлашаттӑмччӗ. Мана Иегова Свидетелӗсем политикӑна хутшӑнманни тата салтака кайманни килӗшместчӗ. Эпӗ унран ҫапла ыйтрӑм: «Америкӑра пурте вӑрҫа кайма килӗшмесен пирӗн ҫӗршыва кам хӳтӗлӗ?» Джеффрис тӑван питӗ тӳсӗмлӗччӗ. Вӑл мана шухӑшлаттарас тесе ҫапла каларӗ: «Америкӑра пурте Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ тейӗпӗр. Мӗнле шутлатӑн, тӑшмансем тапӑнсан Турӑ мӗн тӑвӗ?» Ҫак тата ытти ыйтусем пирки вӑл мӗн калани мана хам тӗрӗс мар шутланине ӑнланса илме пулӑшрӗ. Вара эпӗ Библипе ытларах интересленме пуҫларӑм.
Анне «Хурал башнипе» «Вӑранӑр!» журналсен кивӗ кӑларӑмӗсене путвалта усратчӗ. Эпӗ вӗсене сехечӗ-сехечӗпех вуласа лараттӑм. Вӑхӑт иртсен эпӗ хам чӑнлӑха тупнине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа та Джеффрис тӑван хама Библи вӗренме сӗнсен килӗшрӗм. Унсӑр пуҫне, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тӑтӑшах ҫӳреме пуҫларӑм. Эпӗ чӑнлӑха юратса пӑрахрӑм, ҫавӑнпа та ырӑ хыпара ыттисене калама Соф. 1:14). Эпӗ университетра вӗренес шухӑша пӑрахрӑм. Манӑн ыттисене Библири чӑнлӑха вӗрентес килетчӗ.
пуҫларӑм. Иеговӑн «аслӑ кунӗ» ҫывӑх пулнине ӑнланса илсен манӑн тӗллевсем улшӑнчӗҫ (1956 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗнче шкул пӗтерсен виҫӗ кунран район конгресӗнче шыва кӗтӗм. Эпӗ Турӑран вӗренме тата ун ҫинчен ыттисене вӗрентме хам пурнӑҫа халалларӑм. Иегова ман валли мӗн чухлӗ парне хатӗрлесе хуни ҫинчен эпӗ пӗлмен те.
ПИОНЕР ПУЛНӐ МАЙ ХАМ ТА ВӖРЕНЕТӖП, ЫТТИСЕНЕ ТЕ ВӖРЕНТЕТӖП
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫул иртсен эпӗ тулли пионер пулса тӑтӑм. 1956 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тухнӑ «Сӑваплӑ ӗҫ» хутӗнче «Эсир пулӑшу кирлӗ вырӑнта ӗҫлеме пултаратӑр-и?» текен статья тухнӑччӗ. Эпӗ пултараттӑмччӗ. Манӑн хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗрте пулӑшас килетчӗ (Матф. 24:14).
Эпӗ Кӑнтӑр Каролинӑри Эджфилда куҫса кайрӑм. Ҫав вырӑнти пухура тӑватӑ хыпарҫӑ ҫеҫ пулнӑ, эп куҫса килсен вара пиллӗкӗн таранах пултӑмӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пӗр арҫын тӑванӑн килӗнче иртетчӗҫ. Эпӗ кашни уйӑхра 100-шер сехет ырӑ хыпар калаттӑм. Ырӑ хыпара та хастаррӑн сараттӑм, докладсем те час-часах туса параттӑм. Интереслӗ те, мӗн чухлӗ ытларах пухури ӗҫсене туса тӑраттӑм, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иегова ҫинчен пӗлсе пыраттӑм.
Эпӗ пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренеттӗм. Унӑн хамран темиҫе ҫухрӑмри Джонстонра вилнисене пытармалли бюро пурччӗ. Мана ӗҫ питӗ кирлӗччӗ. Вӑл вара мана хӑй патӗнче эрнере темиҫе кун ӗҫлеме сӗнчӗ. Унсӑр пуҫне, ҫав ырӑ хӗрарӑм Патшалӑх залӗ тумашкӑн хӑйӗн пӗр пысӑках мар ҫуртне пире пачӗ.
Каярахпа пирӗн пата Бруклинран Джолли Джеффрис тӑван куҫса килчӗ. Вӑл манпа кам Библи вӗреннӗ, ҫав арҫын тӑванӑн ывӑлӗ пулнӑ. Эпир пионер ӗҫне пӗрле тума пуҫларӑмӑр. Пурӑнасса вара пӗр арҫын тӑванӑн пысӑках мар трейлерӗнче пурӑнаттӑмӑр.
Кӑнтӑр штатсенче ӗҫ укҫине питӗ сахал паратчӗҫ. Кунне эпир ик-виҫ доллар анчах ӗҫлесе илеттӗмӗр. Пӗррехинче эпӗ апат илсе хамӑн юлашки центсене пӗтертӗм. Лавккаран тухнӑ чухне пӗр арҫын мана: «Сана ӗҫ кирлӗ-и? Сехетре пӗр доллар тӳлетӗп»,— тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑл мана стройкӑри ҫӳп-ҫапа пуҫтарма чӗнчӗ. Вара эпӗ ун патӗнче виҫӗ кун ӗҫлерӗм. Иегова мана Эджфилдра хӑварасшӑн пулни паллӑ пулчӗ. Укҫа ҫукпа пӗрех пулнӑ пулин те 1958 ҫулта эпӗ Нью-Йорка пӗтӗм тӗнчери конгреса кайрӑм.
Конгресӑн иккӗмӗш кунне нихӑҫан та манас ҫук. Ун чухне эпӗ Руби Уодлингтон хӗрарӑм тӑвана тӗл пултӑм. Вӑл Теннесси штатӗнчи Галлатинра тулли пионер пулса ӗҫлетчӗ. Манӑн та, Рубин те миссионер пулас килетчӗ. Ҫавӑнпа та эпир ҫав конгресра Галаадра вӗренес текенсем валли ирттернӗ тӗлпулӑва кайрӑмӑр. Каярахпа эпир пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретме пуҫларӑмӑр. Пӗррехинче мана Галлатинра доклад туса пама чӗнчӗҫ. Эпӗ вӑраха ямасӑр Рубие хама качча тухма ыйтрӑм. Вара ун
пухӑвне куҫрӑм та 1959 ҫулта эпир мӑшӑрлантӑмӑр.ПУХУРА ХАМ ТА ВӖРЕНЕТӖП, ЫТТИСЕНЕ ТЕ ВӖРЕНТЕТӖП
23 ҫулта мана пухӑвӑн ӗҫлекенӗ (халӗ старейшинӑсен совечӗн координаторӗ) пулма лартрӗҫ. Шӑпах ҫавӑн чухне Чарлз Томпсон район старейшини пулса тӑчӗ. Чи малтан вӑл пирӗн пухӑва килчӗ. Ҫав тӑван питӗ опытлӑ пулнӑ пулин те, вӑл тӑвансене мӗн кирли пирки эпӗ хам мӗн шутлани ҫинчен, ытти район старейшинисем пирӗн пухушӑн мӗнле тӑрӑшни ҫинче ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ унран ҫакна вӗрентӗм: пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн ыйтусем памалла тата ҫителӗклӗ информаци пухмалла.
1964 ҫулхи май уйӑхӗнче мана пӗр уйӑхлӑха Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче вӗренме чӗнчӗҫ. Вӑл Саут-Лансингра иртрӗ. Ҫав шкул хыҫҫӑн манӑн Иегова ҫинчен тата ытларах пӗлме тата унпа ҫывӑхлансах пыма кӑмӑл ҫуралчӗ.
РАЙОН ТАТА ОБЛАСТЬ СТАРЕЙШИНИ ПУЛНӐ МАЙ ХАМ ТА ВӖРЕНЕТӖП, ЫТТИСЕНЕ ТЕ ВӖРЕНТЕТӖП
1965 ҫулхи январь уйӑхӗнче эпир Рубипе пӗрле район старейшинин ӗҫне туса тӑма пуҫларӑмӑр. Пирӗн район питӗ пысӑкчӗ — Теннессири Ноксвилран пуҫласа Виргинири Ричмонд таранах. Эпир Ҫурҫӗр Каролина, Кентукки тата Хӗвеланӑҫ Виргини штачӗсенчи пухусене кайса ҫӳреттӗмӗр. Ҫавӑн чухне Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, кӑнтӑр енче, сегрегацие пула хура ӳтлӗ тӑвансем шурӑ ӳтлисемпе пӗрле пухӑнаймастчӗҫ. Акӑ мӗншӗн эпӗ хура ӳтлӗ тӑвансенчен тӑракан пухусене кӑна ҫӳреттӗм. Тӑвансем чухӑн пурӑнатчӗҫ, ҫӑвӑнпа та эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе пулӑшма вӗрентӗмӗр. Нумай ҫул хушши район старейшини пулса ӗҫленӗ пӗр тӑван мана пӗр питӗ кирлӗ япалана вӗрентрӗ: «Пухури тӑвансемшӗн тӑван пек пул. Хӑвна начальник пек ан тыт. Вӗсене пулӑшасса та вӗсем эсӗ хӑйсемшӗн тӑван пулнине туйсан ҫеҫ пулӑшма пултарӑн».
Пӗррехинче пӗр пӗчӗк пухӑва кайсан Руби пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренме пуҫларӗ. Лешӗн ҫулталӑкри хӗрача пулнӑ. Ҫав хӗрарӑмпа вырӑнти тӑвансенчен нихӑшӗ те Библи вӗренейменнине пула Руби унпа ҫыру ҫӳретсе вӗренетчӗ. Унти пухӑва тепре килнӗ ҫӗре ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм кашни тӗлпулӑвах ҫӳретчӗ. Ҫав вырӑна икӗ ятарлӑ пионера ярсан малалла вӗсем унпа Библи вӗренчӗҫ. Вара кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл шыва кӗчӗ. 30 ҫултан, 1995 ҫулта, Паттерсонра Вефильте Руби патне пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван пычӗ. Вӑл кампа Руби вӗреннӗ, ҫав хӗрарӑмӑн хӗрӗ пулнӑ иккен. Вӗсем упӑшкипе пӗрле Галаад шкулӗн 100-мӗш класӗнче вӗренме килнӗ пулнӑ.
Кайран пире тепӗр района — Флоридӑн вӑтаҫӗр пайне — ячӗҫ. Пире машина кирлӗ пулчӗ, вара эпир йӳнӗпех машин туянтӑмӑр. Анчах та пӗрремӗш эрнерех вӑл ҫӗмӗрӗлчӗ. Ӑна юсама вара пирӗн укҫа ҫукчӗ. Эпӗ хамӑра пулӑшма пултаракан тӑван патне шӑнкӑравларӑм. Вӑл пирӗн пата автослесаре ячӗ те пирӗнтен пӗр пус укҫа та илмерӗ. Вӑл пире: «Ан шутлӑр ун пирки»,— терӗ. Унтан та ытларах, пире хамӑра укҫа пачӗ. Ҫав лару-тӑру пире Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшни пирки шантарчӗ тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалли пирки аса илтерчӗ.
Пухуран пухӑва ҫӳренӗ чухне эпир яланах тӑвансем патӗнче чарӑнса тӑраттӑмӑр. Ҫавӑнпа та пирӗн питӗ нумай лайӑх тус тупӑнчӗ. Пӗррехинче эпӗ пуху пирки отчет ҫырма пуҫларӑм та ӑна пичетлемелли машинкӑрах хӑвартӑм. Каҫхине каялла таврӑнсан эпӗ курах кайрӑм: хуҫасен виҫӗ ҫулхи ывӑлӗ ман отчета «туса пӗтернӗ» иккен. Кайран эпир нумай ҫул хушши ҫавна аса илсе пӗрле кулаттӑмӑр.
1971 ҫулта мана Нью-Йоркра область старейшини пулма лартрӗҫ. Ҫакӑ пирӗншӗн кӗтмен япала пулчӗ. Ун чухне эпӗ 34-ра кӑначчӗ. Апла пулин те тӑвансем мана, хура ӳтлӗ пӗрремӗш область старейшинине, хапӑл тусах йышӑнчӗҫ.
Мана кашни канмалли кунсенче район конгресӗсенче Иегова ҫинчен вӗрентме питӗ килӗшетчӗ. Район старейшинисенчен нумайӑшӗн манран та ытларах опыт пулнӑ. Вӗсенчен пӗри эпӗ шыва кӗрес умӗн доклад туса панӑччӗ. Тепри, Теодор Ярач, каярахпа Ертсе пыракан советра ӗҫлесе тӑчӗ. Унсӑр пуҫне, унта Бруклинри Вефильте ӗҫлесе тӑракан арҫын тӑвансем нумайччӗ. Район старейшинисемпе тата вефилецсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑма питӗ кӑмӑллӑччӗ. Ҫавӑншӑн эпӗ вӗсене ҫав тери пархатарлӑ. Эпӗ ҫав юратакан кӗтӳҫсем Турӑ
Сӑмахӗнче мӗн каланине тытса тӑнине тата Иеговӑн организацине пулӑшса тӑнине курса тӑраттӑм. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунине пула мана хамӑн ӗҫе туса тӑма ҫӑмӑлччӗ.КАЛЛЕХ РАЙОН СТАРЕЙШИНИ ПУЛСА ӖҪЛЕТӖП
1974 ҫулта Ертсе пыракан совет район старейшинисен урӑх ушкӑнне область старейшинисем пулма лартрӗ. Эпӗ каллех район старейшини пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ку хутӗнче мана Кӑнтӑр Каролинӑна ячӗҫ. Ҫавӑн чухне пухусемпе районсене ӳт тӗсне кура уйӑрма пӑрахнӑччӗ. Ҫакӑ пире пурне те питӗ савӑнтарчӗ.
1976 ҫул вӗҫӗнче мана Джорджийӑна ячӗҫ. Манӑн район Атлантӑпа Колумбус хушшинче вырнаҫнӑччӗ. Пилӗк хура ӳтлӗ ачана пытарнӑ кун хам доклад тунине нихӑҫан та манас ҫук. Вӑрӑ-хурахсем вӗсен ҫуртне ҫунтарса янӑ пулнӑ. Амӑшӗ суранланса пӗтсе больницӑна лекнӗ. Иегова Свидетелӗсем — хура ӳтлисем те, шурӑ ӳтлисем те — ашшӗ-амӑшне йӑпатма пӗр вӗҫӗм больницӑна ҫӳрерӗҫ. Эпӗ тӑвансем пӗр-пӗрне мӗн тери хытӑ юратнине куртӑм. Пӗр-пӗрне ҫапла хӗрхенни Туррӑн ӗҫлекенӗсене кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшать.
ВЕФИЛЬТЕ ӖҪЛЕСЕ ТӐНӐ МАЙ ХАМ ТА ВӖРЕНЕТӖП, ЫТТИСЕНЕ ТЕ ВӖРЕНТЕТӖП
1977 ҫулта пире темиҫе уйӑхлӑха Бруклинри Вефиле кайса пӗр проекта тума пулӑшма ыйтрӗҫ. Проекта туса пӗтериччен кӑшт маларах Ертсе пыракан советри икӗ арҫын тӑван манпа тӗл пулчӗҫ те: «Сирӗн Рубипе иксӗрӗн Вефильте юлма кӑмӑл ҫук-и?» — тесе ыйтрӗҫ. Ҫапла эпир унта ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
24 ҫул хушши эпӗ сӑваплӑ ӗҫӗн уйрӑмӗнче ӗҫлесе тӑтӑм. Унта арҫын тӑвансен час-часах питӗ кӑткӑс ыйтусене татса пама тивет. Вӗсене татса памашкӑн Ертсе пыракан совет Библири принципсем ҫинче никӗсленнӗ хушусем парать. Ҫакӑ сӑваплӑ ӗҫӗн уйрӑмне ҫав ыйтусем ҫине хуравлама, унсӑр пуҫне, район старейшинисене, пухури старейшинӑсене тата пионерсене вӗрентме пулӑшать. Ҫапла вӗрентнине пула нумайӑшӗ Иеговӑпа ҫывӑхланса пырать, вара пирӗн организаци те ҫирӗпленет.
1995 ҫултан пуҫласа 2018 таран эпӗ тӗп управленин представителӗ пек тӗрлӗ филиалсене ҫӳрерӗм. Тӑвансене хавхалантарас тесе тата вӗсене пулӑшас тесе эпӗ филиалсен комитечӗсенчи тӑвансемпе, вефилецсемпе тата миссионерсемпе тӗл пулаттӑм. Пире вара Рубипе иксӗмӗре тӑвансем каласа панӑ тӗслӗхсем хавхалантаратчӗҫ. Сӑмахран, 2000 ҫулта эпир Руандӑра пултӑмӑр. Пире тӑвансен тата Вефиль ҫемйин 1994 ҫулта геноцид вӑхӑтӗнче мӗн тӳсме тивни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ҫав хӑрушӑ вӑхӑтра нумайӑшӗ юратнӑ ҫывӑх ҫынсене ҫухатнӑ пулин те, тӑвансен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнӑ, вӗсем шанчӑка ҫухатман тата савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахман. Ҫакӑ пирӗн чӗрене пырса тиврӗ.
Эпир 80-ран иртрӗмӗр ӗнтӗ. Юлашки 20 ҫул хушши эпӗ АПШ-ри филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑратӑп. Университетра вӗренмерӗм пулин те, Иеговӑпа унӑн организацийӗ мана чи аслӑ пӗлӳ пачӗҫ. Ҫавна пула эпӗ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май паракан Библири чӑнлӑхсене ыттисене вӗрентме пултаратӑп (2 Кор. 3:5; 2 Тим. 2:2). Эпӗ ырӑ хыпар ҫынсене хайсен пурнӑҫне лайӑхлатма тата Пурнӑҫ Параканпа туслашма мӗнле пулӑшнине куртӑм (Иак. 4:8). Эпир Рубипе пӗрле Иеговӑран вӗренесси тата чӑнлӑха вӗрентесси пысӑк чыс пулнине ыттисене аса илтерсех тӑратпӑр.