40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Мӗнле майпа нумайӑшӗ тӳрӗ ҫынсем пулса тӑрӗҫ?
«Нумайӑшне тӳрӗ пулса тӑма пулӑшакансем ҫӑлтӑрсем пек яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫутатса тӑрӗҫ» (ДАН. 12:3, ҪТ).
151-МӖШ ЮРӐ Эпӗ чӗнсен...
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Христос пин ҫул ертсе пынӑ чухне мӗнле тӗлӗнмелле событисем пулса иртӗҫ?
ХРИСТОС пин ҫул ертсе пынӑ чухне вилнисем мӗнле чӗрӗлсе тӑма пуҫлассине эсир пӗрре анчах мар куҫ умне кӑларса тӑратнӑ пулӗ. Эпир ҫав куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр! Пирӗн хамӑрӑн вилнӗ юратнӑ ҫывӑх ҫынсене питӗ курас килет. Иегова та вӗсемшӗн тунсӑхлать (Иов 14:15). Ун чухне пирӗн мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулӗ! Унчченхи статьяран эпир «сӑваплисем» — камӑн ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ, ҫавсем — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме чӗрӗлсе тӑрассине пӗлтӗмӗр (Ап. ӗҫ. 24:15; Иоанн 5:29). Пирӗн юратнӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗсем пулӗҫ пулмалла b. Унсӑр пуҫне, «сӑвапсӑррисем» те, сӑмахран, камӑн Иегова ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлме е уншӑн ӗҫлесе тӑма май пулман, ҫавсем, чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсене суд валли чӗртсе тӑратӗҫ.
2, 3. а) Исаия 11:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле тӗлӗнмелле вӗрентмелли программа пирки пророкла каланӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Чӗрӗлсе тӑнисене пурне те вӗрентмелле пулӗ (Ис. 26:9; 61:11). Ҫавӑнпа та пӗтӗм тӗнчипе унччен нихӑҫан та пулман вӗрентмелли программа пуҫланӗ. (Исаия 11:9, 10 вуласа парӑр.) Чӗрӗлсе тӑнӑ «сӑвапсӑррисен» Иисус Христос пирки, Турӑ Патшалӑхӗ, каҫарттаракан парне, унсӑр пуҫне, Иеговӑн ячӗпе тата унӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту пирки пӗлмелле пулӗ. «Сӑваплисен» те Иегова ҫӗр пирки мӗн шутласа хунине майӗпен мӗнле уҫса пыни ҫинчен пӗлмелле пулӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Библие ҫырса пӗтеричченех вилнӗ вӗт. Ҫавӑнпа та «сӑваплисен» те, «сӑвапсӑррисен» те нумай пӗлмелле пулӗ.
3 Ку статьяра эпир ҫак ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: унччен нихӑҫан та пулман вӗрентмелли программа мӗнле иртӗ? ҫак программа ҫын ячӗ чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑннипе ҫырӑнманни ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пирӗн пӗлмеллех. Ҫавна тума Даниил кӗнекинчи тата Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла каланисем усӑллӑ пулӗҫ. Вӗсем пире вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан мӗн пулассине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗҫ. Айтӑр малтан Даниил 12:1, 2 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсене пӑхса тухар.
«ҪӖР АЙӖНЧЕ ҪЫВӐРАКАНСЕМ НУМАЙӐШӖ ВӐРАНӖҪ»
4, 5. Даниил 12:1-мӗшӗнче юлашки кунсем пирки мӗн каланӑ?
4 Даниил 12:1 вуласа парӑр. Даниил кӗнеки пире юлашки кунсенче мӗн хыҫҫӑн мӗн пулассине уҫса парать. Сӑмахран, Даниил 12:1-мӗшӗнче Михаил, е, урӑхла каласан, Иисус Христос, Туррӑн халӑхне хӳтӗлет тенӗ. Пророкла каланин ҫак пайӗ 1914 ҫулта, Иисус Турӑ Патшалӑхӗнче патшана ларсан, пурнӑҫланма пуҫланӑ.
5 Даниила «халиччен пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап вӑхӑчӗ» ҫитсен Иисус «ҫӗкленӗ» тесе те каланӑ. Ҫав йывӑр вӑхӑта Матфей 24:21-мӗшӗнче «хӑрушла асап вӑхӑт» тенӗ. Иисус ҫав йывӑр вӑхӑт вӗҫӗнче, Армагеддонра, «ҫӗкленӗ», е, урӑхла каласан, Туррӑн халӑхне хӳтӗлеме тӑрӗ. Ӳлӗмхи кӗнекере ҫав ҫынсем пирки «пысӑк асап витӗр тухнӑ» темӗн чухлӗ этем тенӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14).
6. Темӗн чухлӗ этем пысӑк асап витӗр тухнӑ хыҫҫӑн мӗн пулӗ? Ӑнлантарса парӑр. (Ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси пирки ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяра вуласа пӗлме пулать.)
6 Даниил 12:2 вуласа парӑр. Темӗн чухлӗ этем пысӑк асап витӗр тухнӑ хыҫҫӑн мӗн пулӗ? Малтан эпир ҫак сӑвӑ йӗркинче сӑнарлӑ чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен — 1918 ҫулта Туррӑн ӗҫлекенӗсене питӗ вӑйлӑ хӗсӗрленӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗнӗ вӑйпа ырӑ хыпар сарма пуҫлани ҫинчен — каланӑ тесе шутланӑ c. Халӗ вара эпир Даниил вилнӗ ҫынсем ҫӗнӗ тӗнчере чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ҫырнине ӑнланатпӑр. Вӗсем юлашки кунсем тата Армагеддон вӗҫленсен чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
7. а) Пӗрисем «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Мӗншӗн вӗсем «лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе» тӑрӗҫ тенӗ?
7 Даниил 12:2-мӗшӗнче пӗрисем «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ши? Чӗрӗлсе тӑнисенчен кам Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне Иеговӑпа Иисус ҫинчен пӗлӳ илсе пырӗ тата вӗсене итлесе пурӑнӗ, ҫавсем юлашкинчен ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ (Иоанн 17:3). Ҫав ҫынсем «лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе» тӑрӗҫ (Евр. 11:35, ҪХ). Мӗншӗн ҫав пурнӑҫ лайӑхрах? Мӗншӗн тесен унччен чӗртсе тӑратнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем кайран каллех вилнӗ.
8. «Тепӗрисем...ӗмӗрех намӑс курма» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенине мӗнле ӑнланмалла?
8 Чӗрӗлсе тӑнисенчен хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑран вӗренес темӗҫ. Даниил пророкла каланинче «тепӗрисем... ӗмӗрех намӑс курма» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ. Турра хирӗҫ кайнине пула вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хумӗҫ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнмӗҫ. Вӗсем ӗмӗрех намӑс курӗҫ, урӑхла каласан, тӗп пулӗҫ. Эппин, Даниил 12:2-мӗшӗнче чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем хӑйсем чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн мӗн-мӗн туни вӗсен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен каланӑ (Ӳлӗм. 20:12) d. Пӗрисем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ, теприсем — илмӗҫ.
«НУМАЙӐШНЕ ТӲРӖ ПУЛСА ТӐМА ПУЛӐШАКАНСЕМ»
9, 10. а) Даниил 12:3-мӗшӗ тӑрӑх, хӑрушла асап вӑхӑчӗ хыҫҫӑн тата мӗн пулса иртӗ? ӑ) Камсем «тӳпе ҫутатса тӑнӑ пек ҫутатса тӑрӗҫ»?
9 Даниил 12:3 (ҪТ) вуласа парӑр e. Хамӑра кӗтекен йывӑр вӑхӑт хыҫҫӑн тата мӗн пулса иртӗ? Даниил 12:3-мӗшӗнчен ҫакӑн ҫинчен ытларах пӗлме пулать. Ҫак сӑвӑ йӗркинче хӑрушла асап хыҫҫӑн мӗн пуласси пирки каланӑ.
10 Камсем пирки «тӳпе ҫутатса тӑнӑ пек ҫутатса тӑрӗҫ» тенӗ? Ҫакна Матфей 13:43-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем ӑнланма пулӑшаҫҫӗ: «Ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ». Ҫак сӑмахсене калас умӗн Иисус «Патшалӑх ачисем» ҫинчен, хӑйӗнпе пӗрле патшасем пулма святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫинчен, каланӑ (Матф. 13:38). Ҫавӑнпа та Даниил 12:3-мӗшӗнче святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫинчен тата вӗсем Христос пин ҫул ертсе пынӑ чухне мӗн тӑвасси ҫинчен каланӑ пулас.
11, 12. Пин ҫул хушшинче 144 000-ӗшӗ мӗнле ӗҫе туса тӑрӗ?
11 144 000-ӗшӗ «нумайӑшне тӳрӗ пулса тӑма» мӗнле пулӑшӗ? Вӗсем Иисус Христоспа пӗрле пин ҫул хушши ҫӗр ҫинче вӗрентес ӗҫе ертсе пырӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем патшасем кӑна мар, священниксем те пулӗҫ (Ӳлӗм. 1:6; 5:10; 20:6). Ҫавӑнпа вӗсем «халӑхсене сиплемешкӗн» — майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшма — вӑй хурӗҫ (Ӳлӗм. 22:1, 2; Иез. 47:12). Ҫак ӗҫ святой сывлӑшпа суйласа илнисене мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳрӗ!
12 «Нумайӑшӗ» — кама тӳрӗ пулса тӑма пулӑшӗҫ, ҫавсем — камсем вӗсем? Вӗсен шутне чӗрӗлсе тӑнисем, Армагеддона пурӑнса ирттернисем тата ҫӗнӗ тӗнчере ачасем ҫуралӗҫ пулсан, ҫавсем те кӗрӗҫ. Пин ҫул вӗҫнелле ҫӗр ҫинче пурӑнакан пур ҫын та пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ. Вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах — карандашпа мар, ручкӑпа — хӑҫан ҫырса хурӗҫ-ши вара?
ЮЛАШКИ ТӖРӖСЛЕВ
13, 14. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсен мӗн тумалла пулать?
13 Ҫакна асра тытмалла: пӗр ҫитменлӗхсӗр пулни ҫын ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнассине пӗлтермест. Сӑмахран, Адампа Ева пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулин те, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен вӗсен Иеговӑна итлемелле пулнӑ. Шел пулин те, вӗсем хӑйсем тӑвас килнӗ пек тунӑ (Рим 5:12).
14 Пин ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче пурӑнас ҫынсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Вӗсем Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ӗмӗр-ӗмӗрех тӑрӗҫ-и? Е вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан та, Адампа Ева пекех, Турра хирӗҫ кайӗҫ-и? Ҫак ыйтусем ҫине татӑклӑн хурав памалла пулать. Мӗнле майпа?
15, 16. а) Иегова майлӑ пулнине пур ҫын та хӑҫан кӑтартма пултарӗ? ӑ) Юлашки тӗрӗслев хыҫҫӑн мӗн пулӗ?
15 Шуйттана пин ҫуллӑха, сӑнарлӑ каласан, тӗрмене хупса хурӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӑл никама та илӗртсе улталаймӗ. Пин ҫул иртсен вара ӑна ирӗке кӑларӗҫ. Ун чухне вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене Иеговӑран пӑрса яма хӑтланӗ. Ҫав тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫынсен Туррӑн ятне хисепленине тата унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартма май пулӗ (Ӳлӗм. 20:7—10). Ҫынсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах ҫырса хунипе хуманни вӗсем хӑйсене ҫавӑн чухне мӗнле тытнинчен килӗ.
16 Хӑш-пӗр ҫынсем — вӗсен шучӗ паллӑ мар — Адампа Ева пекех Иеговӑн влаҫне хирӗҫ кайӗҫ. Вӗсене мӗн кӗтӗ? Хуравне эпир Ӳлӗмхи 20:15-мӗшӗнче тупатпӑр: «Чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑнманнисене те вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ». Тепӗр майлӑ каласан, ҫав пӑлхавҫӑсене ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ. Анчах та пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсенчен ытларахӑшӗ юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӗ. Вара вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах ҫырса хурӗҫ.
ЭПИР «ЮЛАШКИ ВӐХӐТРА ПУРӐНАТПӐР»
17. Пирӗн вӑхӑт пирки ангел Даниила мӗн каланӑ? (Даниил 12:4, 8—10).
17 Пулас событисем ҫинчен шухӑшлани ҫӳҫентерсех ярать. Анчах ангел Даниила пирӗн вӑхӑт пирки, «юлашки вӑхӑт» пирки, питӗ кирлӗ япала та каланӑ (Даниил 12:4, 8—10 вуласа парӑр; 2 Тим. 3:1—5). Вӑл «пӗлӳ ӳсӗ» тенӗ. Ҫакӑ Туррӑн халӑхӗ Даниил кӗнекинчи пророкла сӑмахсене лайӑхрах ӑнланассине пӗлтерет. Ангел ҫак вӑхӑтра тата мӗн пуласси пирки ҫакна та каланӑ: «Йӗркесӗррисем йӗркесӗр хӑтланӗҫ, йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ».
18. Йӗркесӗр ҫынсемпе кӗҫех мӗн пулӗ?
18 Хальхи вӑхӑтра йӗркесӗррисене усал ӗҫсемшӗн наказани памаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать (Мал. 3:14, 15). Анчах та кӗҫех Иисус усал ҫынсене суд тӑвӗ тата вӗсене тӳрӗ ҫынсенчен «кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ» (Матф. 25:31—33). Йӗркесӗррисем хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнса юлаймӗҫ, ҫӗнӗ тӗнчере те Иегова вӗсене чӗртсе тӑратмӗ. Вӗсен ячӗсем Малахия 3:16-мӗшӗнче асӑннӑ «астӑвӑм кӗнекинче» пулмӗҫ.
19. Пирӗн халӗ мӗн тумалла тата мӗншӗн? (Малахия 3:16—18).
19 Шӑпах халӗ пирӗн хамӑр ӗҫсемпе эпир йӗркесӗр ҫынсем хушшинче пуласшӑн пулманнине кӑтартмалла. (Малахия 3:16—18 вуласа парӑр.) Иегова хӑй патне пухакан ҫынсене «Манӑн еткерлӗхӗм» тет. Вӑл вӗсене питӗ хаклать. Паллах, пирӗн те ҫав ҫынсем хушшинче пулас килет.
20. Иегова Даниила мӗн тума сӑмах панӑ тата мӗншӗн эсир вӑл хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр?
20 Эпир сирӗнпе тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Анчах та малашне мӗн пуласси тата ытларах тӗлӗнтерӗ. Кӗҫех Иегова пур усала та пӗтерӗ. Кайран эпир Турӑ Даниила каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнине курӑпӑр. Вӑл ӑна: «Вӑхӑт вӗҫӗнче... хӑвӑн пайна илме вӑранӑн»,— тенӗ (Дан. 12:13). Паллах, эсир Даниил та, хӑвӑрӑн юратнӑ ҫынсем те чӗрӗлсе тӑрасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр. Ҫавӑнпа та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тӑвӑр. Вара вӑл сирӗн ятӑрсене хӑйӗн чӗрӗлӗх кӗнекинчен нихӑҫан та кӑларса пӑрахмӗ.
80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!
a Ку статьяра Даниил 12:2, 3 сӑвӑ йӗркисене ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенче унччен нихӑҫан та пулман вӗрентес программа пирки сӑмах пырать. Эпир вӑл хӑҫан пуҫланасса тата ӑна кам хутшӑнасса пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫак программа ҫӗр ҫинче пурӑнакансене Иисус Христос пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑнхи юлашки тӗрӗслеве мӗнле хатӗрленме пулӑшнине курӑпӑр.
b Тен, чи малтан юлашки кунсенче вилнӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Кайран вӗсен умӗнхи ӑрури ҫынсем, унтан вара тата маларах пурӑннӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ пулӗ. Ҫапла ӑру хыҫҫӑн ӑру. Ҫапла пулать пулсан кашни ӑрури ҫынсем хӑйсем палланӑ чӗрӗлсе тӑнисене хӑйсем кӗтсе илме пултарӗҫ. Библире святой сывлӑшпа суйласа илнисем палӑртнӑ вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ (1 Кор. 15:23). Апла пулсан ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем те йӗркипе чӗрӗлсе тӑрӗҫ теме пулать (1 Кор. 14:33, ҪТ).
c Ҫак сӑвӑ йӗркине унччен мӗнле ӑнлантарса панине пӗлес тесе «Внимайте пророчеству Даниила!» кӗнекери 17-мӗш сыпӑка тата 1987 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) 17—21 страницӑсене пӑхӑр.
d Ҫакӑ Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗнче тата Иоанн 5:29-мӗшӗнче мӗн каланинчен уйрӑлса тӑрать. Ҫав сӑвӑ йӗркисенчи «сӑваплисем», «сӑвапсӑррисем», «ырӑ тунисем» тата «усал тунисем» текен сӑмахсем чӗрӗлсе тӑнисем хӑйсем виличчен мӗнле ӗҫсем тунипе ҫыхӑннӑ.
e Даниил 12:3, ҪТ: «Ӑслисем тӳпе ҫутатса тӑнӑ пек ҫутатса тӑрӗҫ тата нумайӑшне тӳрӗ пулса тӑма пулӑшакансем ҫӑлтӑрсем пек яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫутатса тӑрӗҫ».