39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Сирӗн ята «чӗрӗлӗх кӗнекине» ҫырса хунӑ-и?
«Ун умӗнче Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен... астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» (МАЛ. 3:16).
61-МӖШ ЮРӐ Свидетельсем, малалла утар!
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Малахия 3:16-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗнле кӗнеке ҫырать тата вӑл унта мӗн-мӗн ҫырса пырать?
ИЕГОВА пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ пӗр ятарлӑ кӗнеке ҫырать. Ҫак кӗнекене вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ячӗсене ҫырса пырать. Чи малтан Иегова унта Авелӗн ятне ҫырнӑ (Лука 11:50, 51) b. Халӗ вара унта миллион-миллион ят пухӑннӑ. Ҫак кӗнеке пирки Библире «астӑвӑм кӗнеки» е «чӗрӗлӗх кӗнеки» тесе каланӑ. Ҫак статьяра эпир ӑна «чӗрӗлӗх кӗнеки» тейӗпӗр (Малахия 3:16 вуласа парӑр; Ӳлӗм. 3:5; 17:8).
2. Чӗрӗлӗх кӗнекине камсен ячӗсене ҫырса хунӑ тата пирӗн ят та унта пултӑр тесен мӗн тумалла?
2 Ҫак ятарлӑ кӗнекере камсен ячӗсем ҫырӑнса пыраҫҫӗ? Иеговӑн ӗҫлекенӗсен — кам ӑна чунтан хисеплет тата унӑн ятне юратать, ҫавсен — ячӗсем ҫырӑнса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пур. Ҫав кӗнекене Иегова пирӗн ятсене те ҫыртӑр тесен мӗн тумалла-ши? Пирӗн Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла тата унӑн Ывӑлӗн, Иисус Христосӑн, каҫарттаракан парнине ӗненмелле (Иоанн 3:16, 36). Эпир ҫӗр ҫинче пурӑнма шанатпӑр-и, пӗлӗтре-и, пирӗн пурин те хамӑр ята ҫав кӗнекене ҫыртарас килет.
3, 4. а) Пирӗн ята чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырнӑ пулсан, эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатпӑрах теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Эпир ҫак тата тепӗр статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Камсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ, ҫавсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнаҫҫех тесе калама пулать-и? Хуравне Иегова Моисее каланӑ ҫак сӑмахсенче тупма пулать: «Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп» (Тух. 32:33). Апла пулсан Иегова ҫак кӗнекери ятсене кӑларса пӑрахма та пултарать. Урӑхла каласан, карандашпа ҫырнӑ евӗр, вӗсене хуратма пултарать (Ӳлӗм. 3:5). Иегова пирӗн ята ҫав кӗнекене яланлӑхах, сӑнарлӑ каласан, ручкӑпа, ҫырса хутӑр тесен пирӗн хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тумалла.
4 Паллах, пирӗн хӑш-пӗр ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, чӗрӗлӗх кӗнекинче камсен ячӗсене ҫырнӑ тата камсен ячӗсене унта ҫырман, ҫавсем пирки Библире мӗн каланӑ? Камсен ячӗсене унта ҫырнӑ, ҫавсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫа хӑҫан илӗҫ? Иеговӑна пӗлмесӗрех вилнисемпе вара мӗн пулӗ? Ҫавсен ячӗсене Иегова чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӗ-и? Хуравӗсене эпир ҫак тата тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.
ЧӖРӖЛӖХ КӖНЕКИНЕ КАМСЕН ЯЧӖСЕНЕ ҪЫРСА ХУНӐ?
5, 6. а) Филиппӑ 4:3-мӗшӗ тӑрӑх, чӗрӗлӗх кӗнекине камсен ячӗсене ҫырса хунӑ? ӑ) Иегова вӗсен ячӗсене ҫак кӗнекене хӑҫан яланлӑхах ҫырса хурӗ?
5 Чӗрӗлӗх кӗнекине камсен ячӗсене ҫырса хунӑ? Айтӑр пилӗк ушкӑн ҫинчен калаҫар. Хӑш-пӗр ушкӑнсенчи ҫынсен ячӗсене унта ҫырса хунӑ, теприсенне вара ҫырман.
6 Пӗрремӗш ушкӑна камсене Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ертсе пыма суйласа илнӗ, ҫавсем кӗреҫҫӗ. Вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ-и? Ҫырса хунӑ. Павел Филиппӑри пухӑва ҫыру ҫырнӑ чухне святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырни пирки асӑннӑ. (Филиппӑ 4:3 вуласа парӑр.) Анчах та вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинчех тӑрса юлччӑр тесен вӗсен малалла та Турра шанчӑклӑ пулмалла. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем ҫине юлашки пичет лартсан Иегова вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах ҫырса хурӗ. Пичете вара вӗсем ҫине хӑйсем вилес ӳмӗн е пысӑк хӗн-асап пуҫланиччен лартӗҫ (Ӳлӗм. 7:3).
7. Ӳлӗмхи 7:16, 17 сӑвӑ йӗркисене шута илес пулсан, темӗн чухлӗ этемӗн ячӗсене Иегова чӗрӗлӗх кӗнекине хӑҫан яланлӑхах ҫырса хурӗ?
7 Иккӗмӗш ушкӑна темӗн чухлӗ этем кӗрет. Вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ-и? Ҫырса хунӑ. Армагеддон хыҫҫӑн вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче тӑрса юлӗҫ-и? Тӑрса юлӗҫ (Ӳлӗм. 7:14). Вӗсем «урӑх сурӑхсем» шутне кӗреҫҫӗ (Иоанн 10:16). Иисус каланӑ тӑрӑх, сурӑхсемпе танлаштарнӑ ҫав ҫынсем «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ» (Матф. 25:46). Ҫавах та Армагеддонра ҫӑлӑнса юлнисем ҫак наградӑна тӳрех илмӗҫ. Вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче унчченхи пекех карандашпа ҫырса хунӑскерсем пулӗҫ теме пулать. Хӑй пин ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра Иисус вӗсене «кӗтсе ҫӳрӗ... чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ». Камсем вара Христоса пӑхӑнса тӑрӗҫ тата кам Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӗ, ҫавсен ячӗсене Турӑ чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах ҫырса хурӗ. (Ӳлӗмхи 7:16, 17 вуласа парӑр.)
8. Камсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче ҫук тата вӗсемпе мӗн пулӗ?
8 Виҫҫӗмӗш ушкӑна Армагеддонра пӗтес ҫынсем кӗреҫҫӗ. Вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче ҫук. Иисус ҫав ҫынсене качакасемпе танлаштарнӑ та вӗсене «ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ» тенӗ (Матф. 25:46, ҪТ). Павел апостол та ҫав ҫынсем пирки ҫапла ҫырнӑ: «[Иисус] вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ» (2 Фес. 1:9, 10; 2 Петр 2:9, 10). Унсӑр пуҫне, пӗлсе тӑрсах святой сывлӑша хирӗҫ ҫылӑх туса пурӑннисем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмӗҫ, яланлӑхах тӗп пулӗҫ. Паллах, вӗсене Турӑ чӗртсе те тӑратмӗ (Матф. 12:32; Марк 3:28, 29; Евр. 6:4—6). Халӗ вара айтӑр кама ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратӗҫ, ҫав икӗ ушкӑн ҫинчен калаҫар.
КАМА ЧӖРТСЕ ТӐРАТӖҪ?
9. Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова ҫӗр ҫинче пурӑнма мӗнле икӗ ушкӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ тата ҫак ушкӑнсем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
9 Библире «вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те» чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен тата вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пурри ҫинчен каланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вуласа парӑр.) «Сӑваплисем» вӗсем мӗн виличченех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнисем. «Сӑвапсӑррисем» вара Иеговӑшӑн ӗҫлемен тата вӗсенчен ытларахӑшӗ ӑна килӗшмен ӗҫсем туса пурӑннӑ. Ҫак икӗ ушкӑна та чӗртсе тӑратӗҫ пулсан, вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ теме пулать-и? Хуравне пӗлес тесен кашни ушкӑн ҫинчен уйрӑммӑн калаҫар.
10. Мӗншӗн «сӑваплисене» вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ тата вӗсенчен хӑш-пӗрисене мӗнле чыс тӑвӗҫ? (Ҫӗр ҫинче чӗрӗлсе тӑраканнисем пирки ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяран пӗлме пулать.)
10 «Сӑваплисем» вӗсем тӑваттӑмӗш ушкӑна кӗрекен ҫынсем. Ҫав ҫынсем виличченех вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ пулнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн вара Иегова вӗсен ячӗсене унтан хуратнӑ-и? Ҫук, мӗншӗн тесен ҫав ҫынсен ячӗсем Иеговӑн асӗнче юлнӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, Иегова «вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ» (Лука 20:38). Апла пулсан, «сӑваплисем» чӗрӗлсе тӑрсан вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче пулӗҫ. Ҫапах та ун чухне те вӗсен ячӗсем «карандашпа» ҫырнӑскерсем пулӗҫ (Лука 14:14). «Сӑваплисенчен» хӑш-пӗрисене «пӗтӗм ҫӗр ҫине пуҫлӑхсем туса» лартса чыс тӑвӗҫ (Пс. 44:17).
11. Иегова «сӑвапсӑррисен» ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хутӑр тесен вӗсен мӗн тумалла пулӗ?
11 Юлашкинчен вара пиллӗкмӗш ушкӑн пирки — «сӑвапсӑррисем» пирки — калаҫса илер. Вӗсем, тен, Иеговӑн нормисене пӗлменрен тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑнман. Ҫавӑнпа ҫав ҫынсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хуман. Ҫапах та Турӑ вӗсене чӗртсе тӑратӗ те ҫав кӗнекене лекме май парӗ. «Сӑвапсӑррисене» питӗ пысӑк пулӑшу кирлӗ пулать, вӗсенчен хӑш-пӗрисем тискер ӗҫсем туса пурӑннӑ вӗт. Ҫавӑнпа та вӗсене Иеговӑн тӳрӗ нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентмелле пулӗ. Ҫакна тӑвас тесе Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗх историйӗнчи ҫынсене вӗрентмелли чи пысӑк программа пуҫарса ярӗ.
12. а) «Сӑвапсӑррисене» кам вӗрентӗ? ӑ) Улшӑнас теменнисемпе мӗн пулӗ?
12 «Сӑвапсӑррисене» кам вӗрентӗ? Темӗн чухлӗ этем тата чӗрӗлсе тӑнӑ «сӑваплисем». «Сӑвапсӑррисен» ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑнччӑр тесен вӗсен Иеговӑн тусӗсем пулса тӑмалла пулӗ тата хӑйсен пурнӑҫне ӑна халалламалла пулӗ. Ҫав ҫынсем хӑйсем мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине пӗлӗтри судьясем — Иисус Христоспа святой сывлӑшпа суйласа илнисем — сӑнаса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 20:4). Кам улшӑнас темӗ, ҫавсене, вӗсем ҫӗр ҫул тултарсан та, тӗп тӑвӗҫ (Ис. 65:20). Иеговӑпа Иисус ҫынсен чӗрисене кураҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗ тӗнчере никама та ыттисене сиен кӳме памӗҫ (Ис. 11:9; 60:18; 65:25; Иоанн 2:25).
ПӖРИСЕМ ӖМӖРЛӖХ ПУРНӐҪ ИЛМЕ, ТЕПРИСЕМ СУД ВАЛЛИ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРӖҪ
13, 14. а) Иоанн 5:29-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсене эпир унччен мӗнле ӑнланнӑ? ӑ) Ҫак сӑмахсене тӗрӗс ӑнланас тесен мӗн шута илмелле?
13 Иисус та ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем пирки каланӑ пулнӑ: «Тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать, ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑн [«суд валли» ҪТ] чӗрӗлӗҫ» (Иоанн 5:28, 29). Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?
14 Унччен эпир кунта Иисус ҫынсем хӑйсем чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тӑвас ӗҫсем пирки — кам ырӑ ӗҫсем, кам усал ӗҫсем тӑвасси пирки — каланӑ тесе шутланӑ. Анчах асӑрхӑр-ха, Иисус чӗрӗлсе тӑнисем ырӑ тӑвӗҫ е усал тӑвӗҫ темен. Вӑл иртнӗ вӑхӑтпа усӑ курса ырӑ тунисем тата усал тунисем тесе каланӑ. Апла пулсан, кунта ҫынсем хӑйсем виличчен тунӑ ӗҫсем пирки сӑмах пырать. Ҫапла калани тӗрӗс пек туйӑнать, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ тӗнчере никама та усал тума ирӗк памӗҫ. Эппин, «сӑвапсӑррисем» усал ӗҫӗсене хӑйсем виличчен туса пурӑннӑ. Апла пулсан, Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла-ши? Ҫак икӗ ушкӑнри ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси пирки каланӑ чухне Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?
15. Кама Иегова ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма чӗртсе тӑратӗ тата мӗншӗн?
15 «Сӑваплисем» — ырӑ тунисем — ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ. Апла пулсан, Иоанн 5:29-мӗшӗнче «ырӑ тунисем» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тени тата Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗнче «сӑваплисем» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тени пӗр япалах пулать. «Сӑваплисем» вилнӗ пулсан, мӗншӗн вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче пур? Рим 6:7-мӗшӗ тӑрӑх, «вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать». Урӑхла каласан, «сӑваплисем» вилсен, Иегова вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарать. Ырӑ ӗҫӗсене вара манмасть (Евр. 6:10). Акӑ мӗншӗн вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче тӑрса юлаҫҫӗ. Паллах, «сӑваплисен» чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн та Турра шанчӑклӑ пулмалла, вара Иегова вӗсен ячӗсене ҫав кӗнекерен кӑларса пӑрахмӗ.
16. «Суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тесе кам пирки каланӑ?
16 Усал тунисем пирки вара мӗн калама пулать? Хӑйсем вилнӗ хыҫҫӑн Иегова вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ пулин те, пурӑннӑ чухне вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлемен. Ҫав ҫынсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче ҫук. Апла пулсан, усал тунисем вӗсем Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗнче кам пирки «сӑвапсӑррисем» тенӗ, ҫавсем. Вӗсем «суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ» c. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Иисус вӗсене те, вӗсен ӗҫӗсене те тимлӗн сӑнаса тӑрассине пӗлтерет (Лука 22:30). Вӑхӑт иртсен вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинче пулма тивӗҫлӗ пулнипе пулманни паллӑ пулӗ. «Сӑвапсӑррисем» усал ӗҫсем тума пӑрахса хӑйсене Иеговӑна халалласан ҫеҫ Турӑ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хурӗ.
17, 18. Ҫӗр ҫинче чӗрӗлсе тӑнисен пурин те мӗн тумалла пулӗ тата Ӳлӗмхи 20:12, 13 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле ӗҫсем пирки сӑмах пырать?
17 Чӗрӗлсе тӑнисен пурин те — «сӑваплисен» те, сӑвапсӑррисен» те — ҫӗнӗ кӗнекесенче ҫырса хунӑ законсемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла пулӗ. Ҫав кӗнекесене Иисус пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне уҫса хурӗҫ. Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Унтан эпӗ вилнӗ ҫынсем куртӑм; вӗсем асли-кӗҫӗннипех Турӑ умӗнче тӑраҫҫӗ. Акӑ кӗнекесене уҫса хучӗҫ. Тата тепӗр кӗнеке уҫса хучӗҫ, ку чӗрӗлӗх кӗнекиччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекере ҫырни тӑрӑх сут турӗҫ» (Ӳлӗм. 20:12, 13).
18 Чӗрӗлсе тӑнисене мӗнле «ӗҫсем» тӑрӑх суд тӑвӗҫ? Вӗсем виличчен тунӑ ӗҫсем тӑрӑх-и? Ҫук. Ан манӑр: вилнӗ хыҫҫӑн вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑннӑ. Эппин, вӗсене хӑйсем виличчен тунӑ ӗҫсем тӑрӑх суд тумӗҫ. Вӗсене хӑйсем ҫӗнӗ тӗнчере илнӗ пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине кура суд тӑвӗҫ пулас. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те, сӑмахран, Нойӑн, Самуилӑн, Давидӑн тата Даниилӑн Иисус Христос ҫинчен пӗлсе унӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле пулӗ. Вӗсен те вӗренме тивӗ пулсан, «сӑвапсӑррисен» тата нумайрах вӗренмелле пулӗ.
19. Кам хӑйӗн ятне чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах ҫырса хуртарасшӑн пулмӗ, ҫавсене мӗн кӗтет?
19 Кам хӑйӗн ятне чӗрӗлӗх кӗнекине яланлӑхах ҫырса хуртарасшӑн пулмӗ, ҫавсене мӗн кӗтет? Ӳлӗмхи 20:15-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑнманнисене те вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ». Вӗсене яланлӑхах пӗтерӗҫ. Ҫавӑнпа та айтӑр пирӗн ята ҫав кӗнекене ҫырса хутчӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшар.
20. Иисус пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне Туррӑн халӑхӗ мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ туса тӑрӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
20 Иисус Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне тӗлӗнмелле вӑхӑт пулӗ! Ун чухне Туррӑн халӑхӗ унччен нихӑҫан та пулман вӗрентес чи пысӑк программӑна хутшӑнӗ. Унсӑр пуҫне, пӗлӗтри судьясем «сӑваплисен» тата «сӑвапсӑррисен» ӗҫӗсене тимлӗн сӑнаса тӑрӗҫ (Ис. 26:9; Ап. ӗҫ. 17:31). Ҫынсене вӗрентес ӗҫ мӗнле иртӗ-ши? Тепӗр статья пире ҫав ӗҫ ҫинчен ытларах пӗлме тата ӑна хаклама пулӑшӗ.
147-МӖШ ЮРӐ Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ
a Иоанн 5:28, 29 сӑвӑ йӗркисенче Иисус вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ. Вӑл пӗрисем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмешкӗн, теприсем вара айӑпа юлмашкӑн, урӑхла каласан, суд валли, чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ. Айтӑр ҫак сӑвӑ йӗркисене ҫӗнӗлле мӗнле ӑнлантарса панине пӑхса тухар.
b Чӗрӗлӗх кӗнеки «тӗнче пуҫланнӑранпа» — камӑн ҫылӑхӗсем Иисусӑн юнӗпе каҫарӑнаҫҫӗ, ҫавсен тӗнчи пуҫланнӑранпа — ҫырӑнса пырать (Ӳлӗм. 17:8; Матф. 25:34). Акӑ мӗншӗн тӳрӗ Авелӗн ятне ҫав кӗнекене пӗрремӗш ҫырса хунӑ.
c Унччен эпир ҫак сӑвӑ йӗркинчи «суд» текен сӑмах «айӑпланине» е «айӑплакан приговора» пӗлтерет тесе шутланӑ. Ҫак сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ чӑнах та ҫапла пулма пултарать. Анчах Иисус усӑ курнӑ «суд» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ анлӑрах та пулма пултарать. Хӑш-пӗр словарьсенче каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмах «ӗҫе судра пӑхса тухнине» те, «камӑн та пулин ӗҫӗсене тимлӗн сӑнанине» те пӗлтерет.