Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Шанӑҫа тивӗҫлӗ пулӑр

Шанӑҫа тивӗҫлӗ пулӑр

«Шанчӑклӑ ҫын пӗр сӑмах та кӑлармасть» (ЫТАР. 11:13).

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Кам пирки шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын теме пулать?

 КАМ пирки шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын теме пулать? Ҫавӑн пек ҫын хӑйӗн сӑмахне тытма тата яланах тӗрӗссине тума тӑрӑшать (Пс. 14:4). Ун ҫине шанма пулать. Пирӗн те ҫавӑн пек ҫын пулас килет. Пухури тӑвансем пире шанччӑр тесен мӗн тумалла-ши?

2. Шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

2 Пирӗн хамӑр шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине ӗҫсемпе кӑтартмалла. Ҫакна укҫа ӗҫлесе илнипе танлаштарма пулать. Укҫа тума нумай вӑй хумалла, пӗтерессе вара пӗр самантрах пӗтерме пулать. Пуринчен ытла Иегова шанӑҫа тивӗҫлӗ. Ун пек шанчӑкли никам та ҫук. Эпир ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен «Унӑн пур ӗҫӗ те шанчӑклӑ» (Пс. 32:4). Пирӗн те Иегова пек пулма тӑрӑшмалла (Эф. 5:1). Айтӑр ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене аса илер. Вӗсем ҫӳлти Ашшӗнчен тӗслӗх илсе хӑйсем шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, ыттисем пире шанччӑр тесен мӗнле лайӑх енсене аталантармаллине пӑхса тухар.

ИЕГОВӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЧЕН ВӖРЕНЕТПӖР

3, 4. Даниил шанӑҫлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

3 Даниил пророк шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ӑна Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. Унта ыттисем ӑна шанма юранине часах курнӑ. Даниил Иегова пулӑшнипе Навуходоносор патшан тӗлӗкӗсене ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн вара ҫынсем ӑна тата ытларах шанма пуҫланӑ. Пӗррехинче Даниилӑн патшана хӑйне Иегова ырламанни пирки пӗлтермелле пулнӑ. Паллах, ҫакӑ патшашӑн лайӑхах хыпар пулман. Тата вӑл питӗ хаяр ҫын пулнӑ. Ҫавӑнпа та Даниила хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ (Дан. 2:12; 4:17—19, 22). Нумай ҫул иртсен Даниил хӑй шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине татах та кӑтартнӑ. Вӑл Вавилонра патша керменӗнчи стена ҫинче мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса панӑ (Дан. 5:5, 25—29). Каярахпа Дарий патшапа аслӑ пуҫлӑхсем те Даниилра «аслӑ хӑват» пулнине курнӑ. Вӗсем ҫакна ӑнланса илнӗ: «Даниил шанчӑклӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗҫӗнче йӑнӑш туни те, улталани те пулман» (Дан. 6:3, 4). Эппин, суя турӑсене пуҫҫапакан пуҫлӑхсем те Иеговӑн ҫак ӗҫлекенне шаннӑ.

4 Даниил тӗслӗхӗ ҫинчен шутланӑ май хамӑра ҫапла ыйтусем пама пулать: Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем ман пирки мӗн шутлаҫҫӗ? эпӗ хама шанса панӑ ӗҫсене мӗнле туса тӑратӑп? тата мана шанма пулать-и? Мӗншӗн хамӑра ҫапла тӗрӗслемелле? Шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр.

Неемия яваплӑ ӗҫсене тума шанчӑклӑ ҫынсене суйласа илнӗ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Мӗне пула Ханания шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ?

5 Пирӗн эрӑчченхи 455 ҫулта Неемия пуҫлӑх Иерусалим хӳмисене ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Кайран вӑл хулана пӑхса тӑмашкӑн шанчӑклӑ ҫынсене лартас тенӗ. Неемия суйланӑ ҫынсенчен пӗри керем пуҫлӑхӗ Ханания пулнӑ. Библире ун пирки «шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫын», «ун пек ҫын сайра» пулать тенӗ (Неем. 7:2). Ханания хӑйне шанса панӑ пур ӗҫе те лайӑх тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна юратнӑ тата ӑна кӳрентересшӗн пулман. Ҫакӑ пире те Туррӑн ӗҫне шанчӑклӑн туса тӑма пулӑшать.

6. Мӗншӗн Тихик Павелшӑн шанчӑклӑ тус пулнӑ теме пулать?

6 Павел апостола пулӑшса тӑракан шанчӑклӑ Тихика та аса илер. Римра килти арестра пулнӑ чухне Павел хӑйне Тихик пулӑшасси пирки иккӗленмен. Вӑл ун пирки: «Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан»,— тесе ҫырнӑ (Эф. 6:21, 22). Павел Тихика шанни ӑҫтан курӑнать? Вӑл ӑна Эфесри тата Колоссӑри тӑвансем патне ҫырусем леҫме ыйтнисӗр пуҫне ҫав тӑвансене йӑпатма тата хавхалантарма каланӑ. Хальхи вӑхӑтра та пирӗн Тихик пекех пухушӑн тӑрӑшакан тата шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫын тӑвансем пур (Кол. 4:7—9).

7. Шанӑҫлӑ пулас тӗлӗшрен эпир хамӑр пухури старейшинӑсенчен тата пулӑшакан ӗҫченсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

7 Хамӑр пухури шанӑҫа тивӗҫлӗ старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсене эпир питӗ хаклатпӑр. Вӗсем Даниил, Ханания тата Тихик пекех хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене лайӑх туса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, эрне варринчи тӗлпулӑва килсен эпир арҫын тӑвансем тӗлпулури пур пункта та туса парасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Старейшинӑсем вара задани тӑвакан тӑвансем хатӗрленсе килсен тата ӑна туса парсан ҫакна питӗ хаклаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: эпир канмалли кунсенче иртекен тӗлпулура арҫын тӑвансем докладчика чӗнме манман-ши тесе шутламастпӑр, ҫавӑнпа та Библи вӗренекене тӗлпулӑва чӗнме хӑрамастпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ырӑ хыпар сармалли публикацисем яланах пуласси пирки те иккӗленместпӗр. Ҫав шанӑҫлӑ арҫын тӑвансем пире питӗ лайӑх пӑхаҫҫӗ. Эпир ҫакӑншӑн Иеговӑна ҫав тери пархатарлӑ. Пирӗн вара хамӑр шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнине мӗнле кӑтартмалла?

КАЛАМА ЮРАМАННИНЕ АН КАЛӐР

8. Тӑвансен пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ чухне мӗн асра тытмалла? (Ытарӑшсем 11:13).

8 Эпир тӑвансене юрататпӑр, ҫавӑнпа та вӗсем мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлетпӗр. Ҫапах та пирӗн вӗсен пурнӑҫне сӑмсана чикмелле мар. Библире пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем пирки «сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ (1 Тим. 5:13). Паллах, пирӗн вӗсем пек пулас килмест. Хӑш-пӗр чухне пире кам та пулин мӗн те пулин каласа парать те ҫакӑн ҫинчен никама та ан кала теме пултарать. Калӑпӑр, хӗрарӑм тӑван сире хӑйӗн чирӗ ҫинчен е мӗнле те пулин урӑх йывӑрлӑх ҫинчен каласа парать тата ҫакна никама та пӗлтермелле мар тет. Вара пирӗн вӑл ыйтнӑ пек тумалла b. (Ытарӑшсем 11:13 вуласа парӑр.) Айтӑр тата мӗнле лару-тӑрусенче пирӗн чӗлхене чармаллине пӑхса тухар.

9. Килтисен шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

9 Ҫемьере. Хамӑр ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен ыттисене пӗтӗмпех каласа памалла мар. Калӑпӑр, хӗрарӑм тӑванӑн пӗр-пӗр йӑли упӑшкине кулӑшла пек туйӑнать. Паллах, вӑл ҫакӑн ҫинчен ыттисене каласа парса арӑмне намӑслантармӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна юратать тата нимпе те кӳрентересшӗн мар (Эф. 5:33). Яшсемпе хӗрсем те хӑйсене хисеплессе кӗтеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсем ҫакна шута илеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ачисене хисеплесе вӗсен йӑнӑшӗсем ҫинчен ыттисене каласа памаҫҫӗ (Кол. 3:21). Унсӑр пуҫне, ашшӗ-амӑшӗсен ачисене ыттисене мӗн калама юранине, мӗн калама юраманнине вӗрентмелле. Вара ачисем кирлӗ маррине каласа килтисене аванмарлантарса ямӗҫ (Сак. аст. 5:16). Килтисенчен кашнийӗ ыттисене калама юраманнине каламасть пулсан, ҫемье ҫирӗпрех пулӗ.

10. Кама чӑн-чӑн тус теме пулать? (Ытарӑшсем 17:17).

10 Туссемпе. Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн пурин те хамӑр мӗн туйнине ҫывӑх туса каласа парас килет. Анчах та хӑш-пӗр чухне урӑх ҫынна чуна уҫса пама йывӑр. Эпир тус хамӑр уҫса панине кама та пулин каласа панине пӗлсен вара, ҫакӑ хуҫсах антарма пултарать. Вӑрттӑнлӑха упрама пӗлекен чӑн-чӑн туссене эпир питӗ хаклатпӑр! (Ытарӑшсем 17:17 вуласа парӑр.)

Старейшинӑсем килтисене вӗсен пӗлме юраман информацие каламаҫҫӗ (11-мӗш абзаца пӑхӑр) c

11. а) Мӗншӗн эпир старейшинӑсене тата вӗсен арӑмӗсене шанма пултаратпӑр? ӑ) Калама юраман информацие хӑйӗн ҫемйине каласа кӑтартман старейшинӑран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

11 Пухура. Хӑйсене шанса панӑ информацие ыттисене каласа паман старейшинӑсем тӑвансемшӗн «ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх» пек (Ис. 32:2). Эпир ҫакна пӗлетпӗр: вӗсене кирек мӗн каласа парсан та ҫакӑ хамӑр хушӑрах юлӗ. Ҫавӑнпа вӗсемпе пырса калаҫма хӑрамастпӑр. Тата эпир вӗсене хамӑрӑн пӗлме юраман информацие уҫса пама хистеместпӗр. Эпир старейшинӑсен арӑмӗсене те пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӗсем упӑшкисенчен калама юраман информацие ыйтса тӗпчемеҫҫӗ. Старейшина хӑйӗн арӑмне пухури тӑвансем ҫинчен каласа паманни те питӗ лайӑх. Пӗр старейшинӑн арӑмӗ акӑ мӗн каласа панӑ: «Эпӗ упӑшкана питӗ пархатарлӑ. Вӑл старейшинӑсемпе пӗрле кама хавхалантарнине тата вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине эпӗ пӗлместӗп. Упӑшка хама кирлӗ мар информацие каласа паманшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Ҫавӑнпа та мана пухури пур тӑванпа та калаҫма ҫӑмӑл. Эпӗ ҫакна та пӗлетӗп: хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен, хамӑн йывӑрлӑх ҫинчен упӑшкана каласа кӑтартсан вӑл ҫакна никама каласа памӗ». Паллах, эпир ыттисем пире шанччӑр тетпӗр. Шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулас тесен мӗнле лайӑх енсем кирлӗ? Айтӑр пилӗк лайӑх ене пӑхса тухар.

ШАНӐҪЛӐ ҪЫН ПУЛМА ПУЛӐШАКАН ЛАЙӐХ ЕНСЕМ

12. Мӗншӗн шанӑҫлӑ пулас тесессӗн ыттисене юратмалла? Ӑнлантарса парӑр.

12 Юрату пулмасан шанӑҫлӑ пулаймӑн. Иисус Христос каланӑ тӑрӑх, Иеговӑна юратни тата ҫывӑх ҫынна юратни — икӗ тӗп заповедь (Матф. 22:37—39). Иеговӑна юратнӑран эпир ун пекех шанӑҫа тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшатпӑр. Тӑвансене юратни вара вӗсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парасран сыхлать. Эпир хамӑра шанса панине ыттисене каласа парса тӑвансене вӑтантарасшӑн та мар, чунне те ыраттарасшӑн мар (Иоанн 15:12).

13. Хамӑра кӗҫӗне хуни шанӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать?

13 Кӗҫӗне хуни те шанӑҫлӑ пулма пулӑшать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан христианин хыпарсене пуринчен малтан каласа парса ыттисене тӗлӗнтерме ҫунмасть (Флп. 2:3). Тата вӑл хӑйне ыттисене калама юраман информацие пӗлнӗ пек кӑтартасшӑн мар. Ҫакна та каламалла: Библире хӑш-пӗр япаласем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса паман пулсан тата пирӗн публикацисенче те вӗсем пирки нимӗн те ӑнлантарса паман пулсан, эпир ҫавӑн пирки хамӑр мӗн шутланине пурне те каласа ҫӳремӗпӗр.

14. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни шанӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать?

14 Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑҫан шӑпланмалли, хӑҫан калаҫмалли вӑхӑт пулнине ӑнланать (Еккл. 3:7). Нумай халӑхра «калани — кӗмӗл, чӗнменни — ылтӑн» текен ваттисен сӑмахӗ пур. Урӑхла каласан, хӑш-пӗр чухне чӗнмесӗр тӑни калаҫнинчен чылай лайӑхрах. Ахальтен мар Библире «ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын шарламасть» тенӗ (Ытар. 11:12). Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр опытлӑ старейшина, ӑна Андрей тейӗпӗр, ытти пухусене кӑткӑс ыйтусене татса пама пулӑшать. Унпа пӗрле старейшинӑсен советӗнче ӗҫлесе тӑракан арҫын тӑван ун пирки ҫапла калать: «Вӑл ытти пухусем ҫинчен калама юраманнине нихӑҫан та каласа памасть». Андрей ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине пула ӑна пухури ытти старейшинӑсем хисеплеҫҫӗ. Вӗсем ӑна шанаҫҫӗ тата старейшинӑсен советӗнче мӗн сӳтсе явнине вӑл никама та каласа парас ҫуккине пӗлеҫҫӗ.

15. Мӗншӗн улталаман ҫын шанӑҫа тивӗҫлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Улталаман ҫын шанӑҫа тивӗҫлӗ. Вӑл яланах тӗрӗссине калать (Эф. 4:25; Евр. 13:18). Калӑпӑр, сире пухура задани тума ыйтрӗҫ. Задание лайӑхрах тӑвас тесе, тен, эсир кама та пулин хӑвӑра итлесе пӑхма ыйтас тейӗр. Вара камран пулӑшу ыйтӑр? Хӑвӑр мӗн илтесшӗн пулнине калакан ҫынран-и? Е тӗрӗссине калакан ҫынран-и? Хуравӗ паллӑ ӗнтӗ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Уҫҫӑн питлекен нимӗн чӗнмесӗр тӑракан тусран лайӑхрах. Юратакан ӳпкелени — чун-чӗререн» (Ытар. 27:5, 6). Тус пире суймасӑр, тӳррӗн калани килӗшмесен те пултарать, анчах та ҫакӑ хамӑрах усӑ парать.

16. Ытарӑшсем 10:19-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн хамӑра чарма пӗлмелле?

16 Ҫынсем пире шанччӑр тесен пирӗн чаруллӑ та пулмалла. Ыттисен пӗлме юраман информацие питӗ каласа парас килнӗ чухне ҫак лайӑх ен чӗлхене ҫыртма пулӑшать. (Ытарӑшсем 10:19 вуласа парӑр.) Уйрӑмах социаллӑ сетьсемпе усӑ курнӑ чухне хамӑра чарма йывӑр пулма пултарать. Хамӑр сисмесӗрех эпир ыттисен пӗлме юраман информацие нумай ҫынна ярса пама пултаратпӑр. Ҫак информаци интернета лексен вара унпа ыттисем мӗнле усӑ курасса эпир пӗлместпӗр. Вӑл кама та пулин сиен кӳме те пултарать. Тӑшмансем пирӗн тӑвансем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ чухне те чӗлхене чармалла. Сӑмахран, эпир пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ е хӑш енчен те пулин чарнӑ ҫӗршывсенче пурӑнатпӑр пулсан, пире допроса илсе кайма пултараҫҫӗ. Ҫак тата ҫакӑн евӗрлӗ лару-тӑрусенче пирӗн псалом юрлаканран тӗслӗх илмелле. Вӑл: «Чӗлхе-ҫӑварӑма чаруллӑ тытӑп»,— тенӗ (Пс. 38:2). Куртӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн пуриншӗн те — килтисемшӗн те, туссемшӗн те, пухури тӑвансемшӗн те, ытти ҫынсемшӗн те шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла. Ҫавӑн пек ҫын пулас тесен вара хамӑра чарма пӗлмелле.

17. Пухура пурте пӗр-пӗрне шанма пултарччӑр тесен пирӗнтен кашнин мӗн тумалла?

17 Иегова пире чаплӑ тӑванлӑх панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Пирӗн хушӑра юрату тата эпир пӗр-пӗрне шанатпӑр. Шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен пирӗн кашнин вӑй хумалла. Пӗр-пӗрне юратсан, хамӑра кӗҫӗне хурсан, ӑслӑ-тӑнлӑ пулсан, улталамасан тата чаруллӑ пулсан, пухура пурте пӗр-пӗрне шанма пултарӗҫ. Ҫавӑнпа та айтӑр Иеговӑран тӗслӗх илсе хамӑр шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине ӗҫсемпе кӑтартар!

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

a Ыттисем пире шанччӑр тесен пирӗн шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулмалла. Ҫак статьяран эпир мӗншӗн шанчӑклӑ пулмаллине тата шанчӑклӑ пулас тесен мӗнле лайӑх енсене аталантармаллине пӗлӗпӗр.

b Пӗр-пӗр тӑван ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, ӑна старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантармалла. Вӑл ҫавна тумасть пулсан вара Иеговӑна тата пухӑва чунтан парӑннӑран пирӗн хамӑрӑн ҫавӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа памалла.

c ӲКЕРЧӖК. Старейшина хӑйне хӗрарӑм тӑван мӗн каласа панине килтисене каласа кӑтартмасть.