Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Эпӗ пур чиртен те сыватма пултаракан тухтӑра тупрӑм

Эпӗ пур чиртен те сыватма пултаракан тухтӑра тупрӑм

«ЧӐНАХ-И?! Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ачаранпах ӗмӗтленетӗп»,— хавассӑн терӗм эпӗ хамӑн икӗ пациента. Ҫакӑ 1971 ҫулта пулса иртрӗ. Ун чухне эпӗ тин ҫеҫ клиника уҫнӑччӗ. Манӑн сире ҫав пациентсем камсем пулнине, вӗсемпе калаҫни ман пурнӑҫа мӗнле улӑштарнине тата хамӑн ача чухнехи ӗмӗт пурнӑҫланасса мӗншӗн ӗненнине каласа парас килет.

Эпӗ 1941 ҫулта Парижра пуянах мар ҫемьере ҫуралнӑ. 10 ҫулта эпӗ туберкулезпа чирлесе кайрӑм. Шкула ҫӳреме пултарайманнине пула кулянса ӳкрӗм, мӗншӗн тесен вӗренме питӗ юрататтӑм. Ӳпкене ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тухтӑрсем мана вырӑн ҫинче выртма хушрӗҫ. Ҫавӑнпа эпӗ темиҫе уйӑх хушши словарь вуласа тата Париж университетӑн радиопередачисене итлесе выртрӑм. Тухтӑр эпӗ чиртен сывалнине тата каллех шкула кайма пултарнине каласан эпӗ савӑннипе ниҫта та кайса кӗрейместӗмччӗ. «Тухтӑрсем вӗсем — тӗлӗнмелле ҫынсем!» — тесе шутларӑм. Ҫавӑн чухне манӑн тухтӑр пулас ӗмӗт ҫуралчӗ. Ҫавӑнтанпа атте манран ӳссе ҫитӗнсен эсӗ кам пуласшӑн тесе ыйтсан эпӗ яланах: «Тухтӑр пуласшӑн»,— теттӗмччӗ. Ҫапла эпӗ медицинӑна юратса пӑрахрӑм.

НАУКА МАНА ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШРӖ

Эпӗ католиксен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ, ҫапах та Турӑ ҫинчен пӗлменпе пӗрехчӗ тата манӑн нумай ыйту ҫине хурав ҫукчӗ. Университетра медицина факультетӗнче вӗренме пуҫласан тин пурне те Пурнӑҫ Параканӗ Турӑ пулнине куртӑм.

Астӑватӑп, пӗрремӗш хут тюльпан клеткисене микроскоппа сӑнанӑ чухне мана вӗсем хӑйсене шӑрӑхран тата сивӗрен мӗнле хӳтӗлени питӗ тӗлӗнтерчӗ. Тата эпӗ цитоплазма (клеткӑри шӗвекрех япала) тӑварлӑ вырӑнта пӗчӗкленнине, таса шывра вара каллех пысӑкланнине сӑнарӑм. Ҫак тата ытти механизмсем организмсене тӗрлӗ условисене хӑнӑхма пулӑшаҫҫӗ. Клеткӑсем ҫав тери кӑткӑс пулнине курсан эпӗ пурнӑҫ хӑйне хӑех пулса кайма пултарайманнине хытӑрах та хытӑрах ӗненеттӗм.

Иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухне эпӗ Турӑ пуррине кӑтартакан урӑх ҫирӗплетӳсем те тупрӑм. Пӗррехинче эпир ал тунин тытӑмӗ пӳрнесене хуҫлатма мӗнле пулӑшнине вӗрентӗмӗр. Мышцӑсем шӑмӑсемпе мӗнле ҫыхӑнса тӑни тата вӗсем мӗнле ӗҫлесе тӑни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Тӗслӗхшӗн, ал тунин пӗр мышцине пӳрнен иккӗмӗш фалангипе ҫыхӑнтаракан шӑнӑра илер. Вӑл иккӗлле пайланса хӑйне евӗрлӗ кӗпер тӑвать, ун айӗнче вара чӗрне фалангипе ҫыхӑнакан тепӗр шӑнӑр каять. Шӑнӑрсем шӑмӑсем ҫумӗнчех пулман пулсан, пирӗн пӳрнесем ухӑ пек авӑннӑ пулӗччӗҫ, шӑнӑрсем вара ухӑ кантри пек карӑннӑ пулӗччӗҫ. Ҫын кӗлеткине тӑваканӗ питӗ ӑслӑ пулни пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те ҫукчӗ.

Эпӗ тин кӑна ҫуралнӑ ача мӗнле сывлама пуҫланине пӗлсен, пурне те Пурнӑҫ Параканӗ мӗн тери ӑслӑ пулни мана тата ытларах тӗлӗнтерчӗ. Амӑш варӗнчи ача кӑвапа пырши урлӑ амӑшӗнчен кислород илсе тӑрать. Ун чухне альвеолӑсенче (ӳпкери пӗчӗкҫӗ хӑмпӑсенче) сывлӑш ҫук. Ача ҫураличчен темиҫе эрне маларах альвеолӑсен шал енӗ сурфактант текен япалапа витӗнет. Ача ҫуралсан вара тӗлӗнмелле япала пулса иртет. Ача сывласа ярсанах унӑн чӗринчи шӑтӑкӗ хупӑнать те юнӗ ӳпкене кайма пуҫлать. Ҫав питӗ пӗлтерӗшлӗ самантра сурфактант альвеолӑсене ҫыпҫӑнса ларма памасть, вара вӗсем хӑвӑрт сывлӑшпа тулма пуҫлаҫҫӗ. Ҫапла майпа ача хӑй сывлама пуҫлать.

Манӑн ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене тунӑ Турӑ ҫинчен ытларах пӗлес килсе кайрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ Библие шухӑшласа вулама пуҫларӑм. Мана гигиенӑпа ҫыхӑннӑ Туррӑн законӗсем питӗ тӗлӗнтерчӗҫ. Сӑмахран, израильтянсен лакӑм алтса хӑйсен каяшӗсене пытарса хумалла пулнӑ, тӑтӑшах ҫӑвӑнмалла пулнӑ тата ерекен чирпе чирлекене сыввисенчен вӑхӑтлӑха уйӑрмалла пулнӑ (Лев. 13:50; 15:11; Сак. аст. 23:13). Турӑ ҫав законсене хӑйӗн халӑхне панӑранпа 3 000 ҫул ытла иртнӗ пулин те, ученӑйсем чирсем мӗнле сарӑлнине пӗр 200 ҫул каялла кӑна ӑнланма пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне, эпӗ Левит кӗнекене вуласа Турӑ хӑйӗн халӑхне арлӑх органӗсене таса тытассипе ҫыхӑннӑ законсене панине те пӗлтӗм (Лев. 12:1—6; 15:16—24). Ҫак законсем Израиль халӑхӗн сывлӑхне упрама пулӑшнӑ. Эпӗ Турӑ ҫак законсене хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑран панине тата вӗсене тытса тӑни ҫынсене хӑйсенех усӑ панине куртӑм. Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырни пирки ман пӗр иккӗленӳ те пулман. Анчах та ун чухне эпӗ Туррӑн ятне пӗлмен-ха.

АВЛАНАТӐП ТАТА ШЫВА КӖРЕТӖП

Эпир Лидипе 1965 ҫулхи апрелӗн 3-мӗшӗнче пӗрлешрӗмӗр

Университетра вӗреннӗ чухне эпӗ Лиди ятлӑ хӗрпе паллашрӑм та ӑна юратса пӑрахрӑм. 1965 ҫулта эпир пӗрлешрӗмӗр, ун чухне эпӗ вӗренсе пӗтерменччӗ-ха. 1971 ҫул тӗлнелле пирӗн виҫӗ ачаччӗ, кайран тата виҫӗ ача ҫуралчӗ. Лиди мана килте кӑна мар, ӗҫре те ялан пулӑшса тӑратчӗ.

Эпӗ виҫӗ ҫул хушши больницӑра ӗҫлерӗм, кайран вара клиника уҫрӑм. Кӑшт вӑхӑт иртсен ман пата клиникӑна унччен асӑннӑ мӑшӑр килчӗ. Эпӗ упӑшки валли рецепт ҫырнӑ чухне арӑмӗ: «Тухтӑр, юнсӑр эмелсем ҫырса парӑр, тархасшӑн»,— терӗ. Эпӗ тӗлӗнтӗм: «Мӗншӗн?» — «Эпир Иегова Свидетелӗсем». Эпӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен те, вӗсем юн ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен те унччен нимӗн те илтмен. Вара хӗрарӑм Библи кӑларчӗ те мӗншӗн вӗсем упӑшкипе юнран сыхланнине кӑтартрӗ (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Кайран вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне асап та, чир-чӗр те, вилӗм те пулмӗ тесе каларӗҫ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Шӑп ҫавӑн чухне эпӗ: «Чӑнах-и?! Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ачаранпах ӗмӗтленетӗп. Ҫын хуйхине ҫӑмӑллатас тесе тухтӑр пулса тӑтӑм та»,— терӗм. Хам та сисмерӗм, калаҫса ларса сехет ҫурӑ иртрӗ. Калаҫса пӗтернӗ ҫӗре манӑн тек католик пулас килместчӗ. Унсӑр пуҫне, эпӗ пурне те Пурнӑҫ Параканӑн ят пуррине — вӑл Иегова ятлине — пӗлтӗм.

Ҫав мӑшӑр клиникӑна тата виҫӗ хутчен килсе кайрӗ. Кашнинчех эпир сехет ытла калаҫаттӑмӑр. Библи ҫинчен тӗплӗнрех калаҫас тесе эпӗ вӗсене киле чӗнтӗм. Лиди пирӗнпе пӗрле Библи вӗренме килӗшрӗ пулин те, ӑна ачаранпах пӗлнӗ католик чиркӗвӗн вӗрентӗвӗсем суя пулнине йышӑнма йывӑрччӗ. Вара эпир хамӑр пата киле священника чӗнес терӗмӗр. Эпир чиркӳ вӗрентӗвӗсем ҫинчен каҫченех калаҫса лартӑмӑр, калаҫнӑ чухне вара Библипе ҫеҫ усӑ куртӑмӑр. Ун чухне Лиди Иегова Свидетелӗсем мӗне вӗрентни чӑнлӑх пулнине ӑнланса илчӗ. Унтанпа эпир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫларӑмӑр. 1974 ҫулта вара шыва кӗтӗмӗр.

ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕССИНЕ МАЛА ХУРАТПӐР

Эпӗ Турӑ ҫынсем валли мӗнле пуласлӑх шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлсен манӑн пурнӑҫ тӗппипех улшӑнчӗ. Маншӑн та, Лидишӗн те Иеговӑшӑн ӗҫлесси чи пӗлтерӗшли пулса тӑчӗ. Эпир ачасене Библипе килӗшӳллӗн вӗрентсе ӳстерме шутларӑмӑр. Турра тата ыттисене юратни пирӗн ҫемьене ҫирӗплетрӗ (Матф. 22:37—39).

Пирӗн ачасем эпир Иисус: «Сирӗн сӑмахӑр „ҫапла, ҫапла“ е „ҫук, ҫук“ тени анчах пултӑр»,— тенине ҫирӗп тытса тӑнине курнӑ (Матф. 5:37). Тата вӗсем эпир Лидипе пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулни пирки пӗртте иккӗленмен. Хӑш-пӗр чухне ҫакӑ култаратчӗ. Сӑмахран, пирӗн аслӑ хӗр 17-ре пулнӑ чухне Лиди ӑна тусӗсемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳреме ямарӗ. Вара тусӗсенчен пӗри: «Аннӳ ямасть пулсан, аҫуран ыйт»,— терӗ. Пирӗн хӗр вара: «Усси ҫук, вӗсем яланах пӗр шухӑшлӑ»,— терӗ. Пирӗн ачасем улттӑшӗ те Библири принципсем пирӗн ҫемьене ҫирӗплетнине курнӑ. Килтисенчен ытларахӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр.

Иеговӑшӑн ӗҫлесси ман пурнӑҫра малти вырӑнта пулнӑ пулин те, эпӗ медицинӑна юратма пӑрахман. Ҫавӑнпа эпӗ Францири Вефиле тухтӑр пек пулӑшма пуҫларӑм. Малтан Вефиль Парижраччӗ, кайран ӑна Лувьене куҫарчӗҫ. Эпӗ Вефиле 50 ҫула яхӑн ӗнтӗ штатра тӑман ӗҫлекен пек пулӑшса тӑратӑп. Ҫав ҫулсем хушшинче эпӗ унта нумай чӑн-чӑн тус тупрӑм. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем халӗ 90-ран та иртнӗ. Пӗррехинче вара эпӗ пӗр ҫамрӑк вефилецпа паллашрӑм. Эпир унпа унччен те тӗл пулнӑ иккен — пӗр 20 ҫул каялла эпӗ унӑн амӑшне ӑна ҫуратма пулӑшнӑ.

ИЕГОВА ХӐЙӖН ХАЛӐХӖШӖН МӖНЛЕ ТӐРӐШНИНЕ КУРАТӐП

Ҫак ҫулсем хушшинче эпӗ Иегова хӑйӗн халӑхне организаци урлӑ ертсе пынине тата хӳтӗленине нумай хутчен куртӑм. Ҫавна пула эпӗ Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратса пытӑм. Сӑмахран, 1980-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче Ертсе пыракан совет Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ятарлӑ программа йӗркеленӗ. Ҫак программӑн тӗллевӗ тухтӑрсене тата больницӑсенче ӗҫлекенсене мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем юн яма килӗшменнине ӑнланма пулӑшасси пулнӑ.

Каярахпа, 1988 ҫулта, Ертсе пыракан совет Вефильте ҫӗнӗ уйрӑм — больница информацин службине — йӗркеленӗ. Малтанах ҫак уйрӑм Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсен ӗҫне пӑхса тӑнӑ. Ҫав комитетсем Иегова Свидетелӗсене юн ямасӑр сиплеме хатӗр тухтӑрсене тупма пулӑшнӑ. Каярахпа ҫакӑн пек комитетсене пӗтӗм тӗнчипех, ҫав шутрах Францире те, йӗркеленӗ. Кама медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ, ҫав тӑвансемшӗн Иеговӑн организацийӗ юратса тӑрӑшнине курсан, чун хӗпӗртет.

АЧА ЧУХНЕХИ ӖМӖТ ПУРНӐҪЛАНМА ПУҪЛАРӖ

Пире халӗ те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара сарма килӗшет

Медицина ман пирвайхи юрату пулнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ ҫынсене Пурнӑҫ Паракана, Иегова Турра, пӗлме тата уншӑн ӗҫлеме пулӑшасси тухтӑр пулассинчен пӗлтерӗшлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм. Эпӗ пенсие тухсан эпир Лидипе тулли пионерсем пулса тӑтӑмӑр та кашни уйӑхра нумай сехет ырӑ хыпар сарма пуҫларӑмӑр. Пурнӑҫа ҫӑлакан ҫак ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе эпир халӗ те хамӑртан мӗн килнине тума тӑрӑшатпӑр.

Лидипе пӗрле. 2021 ҫул

Эпӗ халӗ те ҫынсене сывататӑп. Анчах та ҫакӑ вӗсене вӑхӑтлӑха ҫеҫ ҫӑмӑллӑх парать, мӗншӗн тесен чи лайӑх тухтӑрсем те пур чир-чӗртен те, вилӗмрен те хӑтарма пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ыратни, чир-чӗр тата вилӗм пулмасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп. Ҫав вӑхӑт кӗҫех ҫитет, вара эпӗ Турӑ тунӑ япаласене, ҫав шутрах ҫын кӗлеткине, ӗмӗр-ӗмӗр тӗпчеме пултарӑп. Манӑн ача чухнехи ӗмӗт пурнӑҫланма пуҫларӗ, пуласлӑхра вара вӑл туллин пурнӑҫланӗ. Ҫакӑн пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук!