Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Вӑхӑта чи лайӑх майпа ирттерӗр

Вӑхӑта чи лайӑх майпа ирттерӗр

«Хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр» (ЭФ. 5:15, 16).

8-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑпа вӑхӑта ирттерес тесен пирӗн мӗн тумалла?

 ПИРЕ хамӑр ҫывӑх ҫынсемпе вӑхӑта ирттерме питӗ килӗшет. Сӑмахран, упӑшкипе арӑмӗ кун вӗҫӗнче вӑхӑта пӗрле ирттерме юратаҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара хаваспах хӑйсен тусӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Тата эпир пурте пухури тӑвансемпе пӗрле хутшӑнма юрататпӑр. Пуринчен ытла вара пирӗн Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттерес килет. Ҫакна мӗнле тумалла-ши? Кӗлтунӑ чухне, Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ чухне, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл мӗн шутласа хунӑ, ҫавӑн ҫинчен шутланӑ чухне эпир Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттеретпӗр теме пулать. Унпа ирттернӗ вӑхӑт пирӗншӗн питӗ хаклӑ! (Пс. 138:17).

2. Эпир мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулатпӑр?

2 Пире Иеговӑпа пӗрле вӑхӑт ирттерме килӗшет пулсан та, ҫакна тума хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар. Ӗҫри, ҫемьери тата ытти тивӗҫсене пула кӗлтума, Библи вулама тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт юлмасть пек туйӑнма пултарать.

3. Пирӗн вӑхӑта тата мӗн вӑрлама пултарать?

3 Пирӗн вӑхӑта тата тепӗр япала вӑрлама пултарать. Эпир хамӑр вара ҫакна сисмесен те пултаратпӑр. Хӑш-пӗр ӗҫсене эпир пуҫӗпех кӗрсе ӳкетпӗр. Ҫав ӗҫсем вара Иеговӑпа ирттермелли вӑхӑта вӑрлаҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн, канупа вӑйӑ-кулла илер. Пирӗн пурин те вӑхӑтран вӑхӑта канса илмелле. Анчах та эпир ытлашши нумай кансан пирӗн Иеговӑпа ҫывӑхланмалли ӗҫсене тума вӑхӑт юлмӗ. Ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшрен виҫине пӗлмелле (Ытар. 25:27; 1 Тим. 4:8).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Ку статьяра эпир ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн пирӗн хамӑр пурнӑҫра мӗн малти вырӑнта пулмаллине палӑртса хумалла? Иеговӑпа ҫывӑхланма уйӑрнӑ вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курас тесен мӗн тумалла? тата ҫакӑ пире мӗнле усӑ парать?

ТӖРӖС ЙЫШӐНУСЕМ ТӐВӐР ТАТА ЧИ КИРЛИНЕ МАЛА ХУРӐР

5. Эфес 5:15—17 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ҫамрӑксене чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

5 Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илӗр. Яшсемпе хӗрсен питӗ пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла. Ҫак йышӑну вара вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрӗ. Пӗр енчен вӗрентекенсем тата Свидетель пулман хурӑнташсем аслӑ пӗлӳ илсе пысӑк укҫа ӗҫлесе илме май паракан ӗҫе кӗме хистеҫҫӗ. Аслӑ пӗлӳ илме вара нумай вӑхӑт каять. Тепӗр енчен, ҫамрӑксене ашшӗ-амӑшӗ е пухури тӑвансем хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама хавхалантараҫҫӗ. Иеговӑна юратакан яшсемпе хӗрсене тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшать? Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Эфес 5:15—17 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫамрӑксем, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Турӑ ирӗкӗ мӗнре? Мӗнле йышӑнусем ӑна савӑнтарӗҫ? Хӑш пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче эпӗ вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курма пултарӑп?» Ҫакна ан манӑр: «кунсем ултавлӑ» тата Шуйттан тытса тӑракан ҫак тӗнче кӗҫех тӗп пулӗ. Ҫавӑнпа та Иеговӑна юрӑхлӑ пурнӑҫ ҫулне суйласа илсен эсир чи тӗрӗс йышӑну тӑвӑр.

6. Мария мӗнле йышӑну тунӑ тата мӗншӗн ҫак йышӑну тӗрӗс пулнӑ теме пулать?

6 Чи кирлине мала хурӑр. Эфес сӑвӑ йӗркисенчи канаша итлес тесен хӑш-пӗр чухне лайӑххипе чи лайӑххи хушшинче суйламалла. Ҫакна лайӑхрах ӑнланас тесе айтӑр пӗр тӗслӗх аса илер. Иисус Марфӑпа Мария патне хӑнана килсен тараватлӑ Марфа ҫак хаклӑ хӑнана питӗ чаплӑ хӑналасшӑн пулнӑ. Мария вара ҫав вӑхӑтра мӗн тунӑ? Мария Иисусран вӗренесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа унӑн «ури патне ларнӑ та Унӑн сӑмахне тӑнланӑ» (Лука 10:38—42). Паллах, Марфа ыррине тӑвасшӑн пулнӑ, Мария вара чи лайӑххине суйласа илнӗ. Мария ҫав кун мӗн ҫинине манса та кайнӑ пулӗ, анчах Иисус мӗне вӗрентни ун асӗнче юлни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Мария Иисуспа пӗрле пулнӑ вӑхӑта хакланӑ пекех айтӑр эпир те Иеговӑпа пӗрле пулнӑ вӑхӑта хаклар. Ҫак вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курас тесен вара мӗн тумалла?

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА УЙӐРНӐ ВӐХӐТА ЧИ ЛАЙӐХ МАЙПА ИРТТЕРӖР

7. Мӗншӗн кӗлтума, Библи тӗпчеме тата шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла?

7 Ан манӑр: кӗлтуни, Библи тӗпчени тата шухӑшлани Турра пуҫҫапни шутне кӗрет. Кӗлтунӑ чухне эпир хамӑра юратакан ҫӳлти Аттепе калаҫатпӑр (Пс. 5:8). Библи тӗпчени пире Турӑ ҫинчен, ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ ҫинчен, пӗлме пулӑшать (Ытар. 2:1—5). Шухӑшланӑ чухне вара унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл пур ҫын валли те тата пирӗн валли те мӗн шутласа хуни ҫинчен пӗлетпӗр. Ҫапла туни вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курни мар-и вара? Иеговӑпа ҫывӑхланма уйӑрнӑ вӑхӑт ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренмешкӗн эсир лӑпкӑ вырӑн тупма пултаратӑр-и? (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

8. Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Май пур пулсан шӑп вырӑнта кӗлтӑвӑр. Иисусӑн тӗслӗхне аса илер. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫличчен вӑл 40 кун хушши пушхирте пулнӑ (Лука 4:1, 2). Иисуса унта Иеговӑна кӗлтума тата унӑн ирӗкне мӗнле туса ҫитермелли ҫинчен шухӑшлама нимӗн те чӑрмантарман. Ҫапла вӑл пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗрленнӗ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Сирӗн пысӑк ҫемье пулсан, шӑп вырӑн тупма йывӑртарах пулма пултарать. Францире пурӑнакан Жюли тӑванӑн ҫавӑн пекрех лару-тӑру. Вӗсем упӑшкипе пӗрле пӗчӗк хваттерте пурӑнаҫҫӗ тата вӗсен кӳршисем хытӑ шавлаҫҫӗ. Иеговӑна лӑпкӑн кӗлтӑвас тесе Жюли мӗн тӑвать? Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ кашни кунах парка тухатӑп. Унта мана никам та чӑрмантармасть. Вара эпӗ лӑпкӑн, васкамасӑр Иеговӑпа калаҫатӑп».

9. Иисус хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хаклани ӑҫтан курӑнать?

9 Иисус питӗ ӗҫлӗ ҫын пулнӑ, кирек ӑҫта кайсан та ун хыҫҫӑн яланах халӑх ҫӳренӗ. Пӗррехинче вӑл чарӑннӑ пӳрт патӗнче «пӗтӗм хула халӑхӗ... пуҫтарӑннӑ», кашниех унпа калаҫса илесшӗн пулнӑ. Ҫавӑн чухне те Иисус хӑйӗн Ашшӗне кӗлтума вӑхӑт тупнӑ. Иисус «ирхине ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук ҫӗре кайнӑ, унта кӗлтунӑ» (Марк 1:32—35).

10, 11. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Гефсимани пахчинче мӗнле канаш панӑ тата кайран мӗн пулса иртнӗ? (Матфей 26:40, 41).

10 Хӑй вилес умӗнхи каҫ та Иисус хӑйне шухӑшлама тата кӗлтума нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе Гефсимани пахчине кайнӑ (Матф. 26:36). Ун чухне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтӑвас тӗлӗшрен питӗ усӑллӑ канаш панӑ.

11 Айтӑр ҫавӑн чухне мӗн пулса иртнине аса илер. Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле Гефсимани пахчине сӗм ҫӗрле килнӗ, ун чухне ҫурҫӗр те иртнӗ пулас. Вӑл апостолӗсене сыхӑ тӑма каланӑ та хӑй кӗлтӑвас тесе «кӑшт аяккарах пӑрӑннӑ» (Матф. 26:37—39). Анчах та вӗренекенӗсем патне каялла таврӑнсан «вӗсем ҫывӑрнине» курнӑ. Вара вӗсене тепӗр хут: «Ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр»,— тенӗ. (Матфей 26:40, 41 вуласа парӑр.) Иисус вӗренекенӗсем ҫав кун питӗ ывӑнса ҫитнине ӑнланнӑ. Вара вӗсене хӗрхеннӗрен «сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр» тенӗ. Иисус вӗсене сыхӑ тӑма тата кӗлтума тепӗр икӗ хут ыйтнӑ, анчах каялла таврӑнсан вӗсем каллех ҫывӑрнине курнӑ (Матф. 26:42—45).

Хӑҫан кӗлтусан лайӑхрах пулать? (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Ӗшеннине тата ал усӑннине пӑхмасӑрах пире кӗлтума мӗн пулӑшать?

12 Кӗлтумашкӑн чи майлӑ вӑхӑт тупӑр. Ывӑнса ҫитсессӗн сире кӗлтума та вӑй ҫук пек туйӑнма пултарать. Сирӗн кӑна мар ун пекки пулкалать. Ҫавӑн пек чухне вара мӗн тумалла? Сӑмахран, эсир ҫывӑрас умӗн кӗлтума хӑнӑхнӑ пулсан, кӑшт маларах, вӑй пур чухне, кӗлтӑвӑр. Тата хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ларса е чӗркуҫленсе кӗлтунӑ чухне вӗсен шухӑшӗсем таҫта вӗҫсе ҫӳремеҫҫӗ. Эсир ӗшенсе ҫитнӗрен тата ал усӑннӑран мӗн ҫинчен кӗлтумаллине пӗлместӗр пулсан, мӗн тумалла? Хӑвӑра мӗнле туйни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр. Ан иккӗленӗр: пирӗн хӗрхенекен Атте сире ӑнланать (Пс. 138:4).

Тӗлпулура ларнӑ чухне сообщенисем ҫине хуравламаллах-ши? (13, 14 абзацсене пӑхӑр)

13. Электронлӑ хатӗрсем Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттернӗ чухне мӗнле чӑрмантарма пултараҫҫӗ?

13 Библи вӗреннӗ чухне сире нимӗн те ан чӑрмантартӑр. Эпир кӗлтунӑ чухне кӑна мар, Библи вӗреннӗ чухне те тата пухура ларнӑ чухне те Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттеретпӗр. Ҫак вӑхӑтпа чи лайӑх майпа усӑ курас тесен мӗн тумалла? Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: пухура ларнӑ чухне е Библи тӗпченӗ чухне мана нимӗн те чӑрмантармасть-и? Пире ыттисем шӑнкӑравлани, электронлӑ ҫырусем тата сообщенисем килни чӑрмантарма пултарать. Паян миллиард-миллиард ҫын электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курать. Хӑш-пӗр ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, электронлӑ хатӗр юнашар выртни те пире тимлӗ пулма памасть. Пӗр психолог ҫапла калать: «Эсир хӑвӑр тӑвакан ӗҫ ҫинчен мар, пачах урӑххи ҫинчен шутлатӑр». Конгресс пуҫланиччен ыттисене чӑрмантарас мар тесе пире хамӑрӑн электронлӑ хатӗрсене шавсӑр режима лартма сӗнеҫҫӗ. Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттернӗ чухне сире хӑвӑра электронлӑ хатӗрсем ан чӑрмантарччӑр тесе эсир ҫаплах тума пултаратӑр-и?

14. Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова сире тимлӗ пулма мӗнле пулӑшать?

14 Иеговӑна хӑвӑра тимлӗ пулма пулӑшма ыйтӑр. Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне е тӗлпулура ларнӑ чухне шухӑшсем таҫта инҫетре пулнине асӑрхасан Иеговӑна хӑвӑра пулӑшма ыйтӑр. Сире темскер пӑшӑрхантарать пулсан, Турӑ Сӑмахӗнче мӗн калани ҫинчен шухӑшлама йывӑртарах пулма пултарать. Анчах та ҫакна тумаллах. Иеговӑна канӑҫлӑх пама ыйтӑр, вара вӑл сирӗн чӗрӗре кӑна мар, ӑс-тӑнӑра та «сыхласа усрӗ». (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр.)

ИЕГОВӐПА ПӖРЛЕ ИРТТЕРНӖ ВӐХӐТ НУМАЙ УСӐ КӲРЕТ

15. Иеговӑпа пӗрле ирттернӗ вӑхӑт пире мӗнле усӑ парать?

15 Пире Иеговӑпа калаҫма, ӑна итлеме тата ун ҫинчен шухӑшлама килӗшет кӑна мар, ҫакӑ усӑ та парать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. Библире «ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать» тенӗ (Ытар. 13:21). Эппин, эпир Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттеретпӗр пулсан, хамӑр та ӑслӑланса пыратпӑр, Ҫут тӗнчере унран ӑсли никам та ҫук вӗт. Эпир мӗнле йышӑнусем ӑна савӑнтарнине, хӑшӗсем вара кулянтарнине пӗлсе пыратпӑр.

16. Мӗншӗн Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттернине пула эпир лайӑх вӗрентекенсем пулса тӑратпӑр?

16 Иккӗмӗшӗнчен, эпир лайӑхрах вӗрентекенсем пулӑпӑр. Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне пирӗн тӗп тӗллев — ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси. Мӗн чухлӗ ытларах вӑхӑт эпир Иеговӑпа ирттеретпӗр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӑна юрататпӑр. Пирӗн сӑмахсенчен эпир Иеговӑна юратни курӑнать пулсан вара ҫакӑ вӗренекене те ӑна юратма хавхалантарать. Ҫакна Иисус тӗслӗхӗ те ҫирӗплетсе парать. Вӑл хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ ҫинчен юратса ӑшшӑн калаҫни унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене те Иеговӑна юратма хистенӗ (Иоанн 17:25, 26).

17. Мӗншӗн кӗлтуни тата хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни ӗненӗве ҫирӗплетет?

17 Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Иеговӑран канаш ыйтсан, хамӑра йӑпатма тата пулӑшма ыйтсан вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать, вара пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет (1 Иоанн 5:15). Иеговӑна хытӑрах шанма пире тата мӗн пулӑшать? Хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни. Ахальтен мар ӗнтӗ Библире «ӗненесси — илтнинчен... килет» тенӗ (Рим 10:17). Анчах та пӗлӳ илни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн тата мӗн тумалла-ши?

18. Мӗншӗн мӗн пӗлсе пыни ҫинчен шухӑшламалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Пирӗн хамӑр мӗн пӗлсе пыни ҫинчен шухӑшламалла. 76-мӗш Псалома ҫыракан шӑпах ҫапла тунӑ та. Вӑл Иегова хӑйне те, хӑйӗн халӑхне те сирсе янӑ тесе шутласа канӑҫ ҫухатнӑ. Пӑшӑрханнӑран вӑл ҫыврайми те пулнӑ (3—9 сӑвӑ йӗркисем). Вара вӑл мӗн тунӑ? Вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Санӑн пур ӗҫне те ӑнласа илме тӑрӑшам, Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшлам» (13-мӗш сӑвӑ йӗрки). Вӑл Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн унччен мӗн-мӗн туни ҫинчен пӗлнӗ паллах. Ҫавах та пӑшӑрханнӑран ҫапла ыйтнӑ: «Турӑ хӗрхенме манчӗ-ши вара? Ҫилленсе ҫитсе, иксӗлми ырӑлӑхне питӗрсе лартрӗ-ши вара?» (10-мӗш сӑвӑ йӗрки). Ун хыҫҫӑн вӑл Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӗрхеннине мӗнле кӑтартнине аса илме пуҫланӑ (12-мӗш сӑвӑ йӗрки). Вара вӑл мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ? Иегова хӑйӗн халӑхне нихӑҫан та хӑварман, эппин вӑл ӑна пуласлӑхра та хӑвармӗ (16-мӗш сӑвӑ йӗрки). Эпир те Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тата пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшласан пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет.

19. Мӗнле тӗп сӑлтава пула эпир Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттеретпӗр?

19 Тӑваттӑмӗшӗнчен, эпир Иеговӑна тата хытӑрах юрататпӑр. Пуринчен ытла юрату пире Иеговӑна итлеме, хамӑра шеллемесӗр уншӑн ӗҫлесе тӑма тата йывӑрлӑхсенче ӑна шанчӑклӑ пулма хавхалантарса тӑрать (Матф. 22:37—39; 1 Иоанн 5:3; 1 Кор. 13:4, 7). Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусенчен лайӑхраххи мӗн пултӑр? (Пс. 62:2—9).

20. Иеговӑпа ытларах вӑхӑт ирттерес тесе эсир мӗн тӑвас тетӗр?

20 Айтӑр ҫакна асра тытар: кӗлтуни, Библи вӗренни тата шухӑшлани Турра пуҫҫапни шутне кӗрет. Иисус пекех лӑпкӑ вырӑнта кӗлтума тӑрӑшӑр. Хӑвӑра ниме те чӑрмантарма ан парӑр. Тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тумалла чухне тимлӗ пулма унран пулӑшу ыйтӑр. Вӑхӑтпа халех чи лайӑх майпа усӑ курсан Иегова ҫӗнӗ тӗнчере сире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ (Марк 4:24).

28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар

^ 5 абз. Иегова пирӗн чи лайӑх тус. Эпир хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене питӗ хаклатпӑр тата унпа ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланасшӑн. Кампа та пулин ҫывӑхланас тесен вара унпа хутшӑнма вӑхӑт уйӑрмалла. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑх пирки те ҫаплах калама пулать. Анчах пирӗн пурин те нумай ӗҫ. Хамӑрӑн ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланма вӑхӑт ӑҫтан тупмалла-ши вара? Тата мӗншӗн ҫакна тумаллах?