Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑна шыракансем пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ

Иеговӑна шыракансем пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ

2022 ҪУЛХИ ҪУЛТАЛӐК ТЕКСЧӖ: «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ» (ПС. 33:11).

4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

ҪАК СТАТЬЯРА *

Давид йывӑр ларутӑрура пулнӑ чухне те хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшнине курнӑ (1—3 абзацсене пӑхӑр) *

1. Давид мӗнле йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ?

 ДАВИД хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе тарса ҫӳрет. Ӑна Израиль патши Саул вӗлересшӗн. Давидӑн ҫимелли нимӗн те ҫук. Номва хулине ҫитсен вӑл хӑйне пӗр пилӗк ҫӑкӑр та пулин пама ыйтать (1 Патш. 21:1, 3). Каярахпа вӑл хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанать (1 Патш. 22:1). Давид ҫакӑн пек йывӑр лару-тӑрӑва мӗнле лекнӗ-ши?

2. Саул хӑйне хӑрушлӑха мӗнле кӗртсе ӳкернӗ? (1 Патшасен 23:16, 17).

2 Саул Давида питӗ хытӑ ӑмсаннӑ, мӗншӗн тесен Давид хастар ҫар ҫынни пулнӑ тата ҫынсем нумайӑшӗ ӑна юратнӑ. Саул Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тунине пула Турӑ ун вырӑнне Давида патша пулма суйласа илнӗ. (1 Патшасен 23:16, 17 вуласа парӑр.) Патша пулнӑ май Саулӑн питӗ пысӑк ҫар пулнӑ тата нумай ҫын ун майлӑ тӑнӑ. Ҫавӑнпа Давидӑн хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе тарма тивнӗ. Нивушлӗ Саул Иеговӑна Давида Израилӗн патши тума чӑрмантарайӑп тесе шутланӑ? (Ис. 55:11). Библире ун пирки нимӗн те каламан, анчах та ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: Саул хӑйне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ. Турра хирӗҫ каякан нихӑҫан та ҫӗнтереймӗ!

3. Давид йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан хӑйне мӗнле тытнӑ?

3 Давид влаҫшӑн ҫунман, вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Иегова хӑй ӑна патша пулма суйланӑ, Саул вара Давида курайман (1 Патш. 16:1, 12, 13). Ҫав-ҫавах Давид Иеговӑна хӑйӗн йывӑрлӑхӗсемшӗн айӑпламан, хӑйӗн ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑнмаллишӗн тата апат ҫителӗклӗ пулманнишӗн ӳпкелешмен. Унтан та ытларах, ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанса ҫӳренӗ чухне пулас Давид Иеговӑна мухтаса илемлӗ юрӑ хайланӑ. Ҫав юррӑн ҫак йӗрки: «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ» — шӑпах пирӗн статьян тӗп сӑвӑ йӗрки (Пс. 33:11).

4. Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ вырӑнлӑ?

4 Нумай Иеговӑн ӗҫлекенӗ хальхи вӑхӑтра ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнать *. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче вара лару-тӑру тата йывӑрланчӗ. «Хӑрушла асап вӑхӑт» ҫывхарса пынӑҫемӗн пирӗн тата ытларах йывӑрлӑх пулма пултарать (Матф. 24:21). Ҫавӑнпа та ҫак тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухни питӗ вырӑнлӑ пулать: 1) Мӗншӗн Давид «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ» тенӗ? 2) Мӗншӗн пирӗн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗренмелле? 3) Мӗншӗн Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасси пирки иккӗленмелле мар? 4) Пулас йывӑрлӑхсене мӗнле хатӗрленмелле?

«ЭПӖ ҪИТМЕННИ МӖННЕ ПӖЛМӖП»

5, 6. 22-мӗш Псалом «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ» тенине ӑнланма мӗнле пулӑшать?

5 «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫакна 22-мӗш Псалом ӑнланма пулӑшать. (Псалом 22:1—6 вуласа парӑр.) Давид Псалома ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫлать: «Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм; эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп». Еврей чӗлхинче «эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп» тени Псалом 33:11-мӗшӗнчи сӑмахсемпе пӗр килет. 22-мӗш Псаломра кам Иеговӑна хӑйӗн Кӗтӳҫи вырӑнне хурать, ҫавсене Иегова мӗнле ырӑлӑхсем пани ҫинчен каланӑ. Давид Иегова ӑна «тӳрӗлӗх ҫулӗпе илсе пырать» тата лӑпкӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та пулӑшса тӑрать тенӗ. Давид ҫакна та ӑнланнӑ: Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӑл — «тулӑх улӑхсенче канлӗн» ҫӳрени кӑна мар, вӑхӑтран вӑхӑта унӑн «вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа» та кайма тивӗ. Урӑхла каласан, унӑн тӑшмансем те, йывӑрлӑхсем те пулӗҫ. Ҫапах та унӑн Кӗтӳҫи Иегова пулнӑран вӑл ҫирӗппӗн: «Хӑрамӑп эпӗ»,— тесе калать.

6 Акӑ мӗншӗн Давид Ҫӳлхуҫана шыракансем пур ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ тенӗ. Унӑн Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗн кирли веҫех пулнӑ. Телейлӗ пулас тесен Давида нумай пурлӑх кирлӗ пулман. Вӑл хӑйне Иегова мӗн панипе ҫырлахнӑ. Иегова Давида хӳтӗленӗ тата ырланӑ. Ҫакӑ Давидшӑн чи кирли пулнӑ.

7. Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑра пурӑннӑ христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? (Лука 21:20—24).

7 Псалом 22:1-мӗшӗнчи сӑмахсем эпир пурлӑх ҫине мӗнле пӑхнине тӗрӗслеме хавхалантараҫҫӗ. Паллах, пурлӑх пурринче ним япӑххи те ҫук, анчах та вӑл пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла мар. Ҫак тӗлӗшрен пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑра пурӑннӑ христиансем лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. (Лука 21:20—24 вуласа парӑр.) Иисус Иерусалима ҫар хупӑрласа илсен Иудейӑра пурӑнакансен тусем хушшине тармалла тенӗ. Ҫӑлӑнас тесен вӗсен веҫех пӑрахса хӑвармалла пулнӑ. «Хурал башнинче» ҫакӑн пирки акӑ мӗн ҫырнӑ пулнӑ: «Вӗсем хӑйсен уйӗсене, килӗсене тата пурлӑхне те хӑварнӑ. Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшасса тата хӑйсене хӳтӗлессе шанса вӗсем ӑна пуҫҫапассине пур япаларан та мала хунӑ» *.

8. Иудейӑри христиансенчен мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Ҫав христиансемпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Маларах асӑннӑ «Хурал башнинче» акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Пуласлӑхра, тен, эпир пурлӑх ҫине мӗнле пӑхни тӗрӗсленӗ. Пирӗншӗн мӗн кирлӗрех пулӗ: пурлӑх-и е Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене паракан ҫӑлӑнӑҫ-и? Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Иордан леш енчи Перейӑна тарнӑ пекех, пӗтес вӑхӑт ҫитсен пирӗн те ҫӑлӑнас тесе мӗн те пулин хӑварма тивӗ».

9. Еврейсем 13:5, 6 сӑвӑ йӗркисенчи Павелӑн сӑмахӗсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

9 Ҫав христиансем хӑйсен пурлӑхне хӑварнӑ чухне тата ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма пуҫланӑ чухне вӗсене мӗн тери йывӑр килнӗ пулӗ. Вӗсен Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшасси пирки пӗртте иккӗленмелле пулман. Иегова вӗсем ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекессе пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӗсене маларах хатӗрленӗ. Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа иличчен пилӗк ҫул маларах Павел апостол ҫав вырӑнти христиансене питӗ усӑллӑ канаш панӑ: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑйех каланӑ: „сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп“ тенӗ. Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: „Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?“ тетпӗр» (Евр. 13:5, 6). Кам Павелӑн ҫак канашне итленӗ, ҫавсене Перейӑри ансат пурнӑҫа хӑнӑхма ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Вӗсем Иегова хӑйсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине пурне те парасса ҫирӗп шаннӑ. Павелӑн сӑмахӗсем пире те Иегова хамӑршӑн тӑрӑшасса шантараҫҫӗ.

МӖН ПУРРИПЕ ҪЫРЛАХӐР

10. Павел мӗнле усӑллӑ канаш панӑ?

10 Павел Тимофее те ҫавӑн евӗрлӗ канаш панӑ: «Тӑранса пурӑнмаллипе тумтир пулсан ҫитӗ пире» (1 Тим. 6:8). Ҫак канаш пирӗншӗн те усӑллӑ. Паллах, ҫакӑ пирӗн сӗтел ҫинче шывпа ҫӑкӑр ҫеҫ пулмаллине, пирӗн пӗрмаях пӗр тумтир тӑхӑнса ҫӳремеллине тата лайӑх пӳртре пурӑнмалла маррине пӗлтермест. Павел пачах урӑххине каласшӑн пулнӑ: чи кирли вӑл — мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлни. Вӑл ҫакна ӑнланса илсен ҫакӑн ҫинчен ыттисене те каласа парасшӑн пулнӑ (Флп. 4:12). Эпир пуян-и, чухӑн-и, пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусенчен хаклӑраххи нимӗн те ҫук (Аввак. 3:17, 18).

Израильтянсем 40 ҫул хушши пушхир тӑрӑх ҫӳренӗ чухне «ҫитменлӗх мӗнне» пӗлмен. Эпир вара хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахатпӑр-и? (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. Моисейӗн сӑмахӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?

11 Эпир хамӑра мӗн кирли ҫинчен пӗр майлӑ шутлама пултаратпӑр, Иегова вара — урӑхларах. Израильтянсем 40 ҫул пушхир тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн Моисей вӗсене мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ та хӑрушӑ пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн» (Сак. аст. 2:7). 40 ҫул хушши Иегова израильтянсене ҫитерсе усранӑ. Тата вӗсен Египетран тӑхӑнса тухнӑ тумтирӗ те кивелмен (Сак. аст. 8:3, 4). Хӑш-пӗр израильтянсене манна тата хӑйсен тумтирӗ килӗшмен пулсан та, Моисей вӗсем «ҫитменлӗх мӗнне» пӗлмен тенӗ. Эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗренсен тата Иеговӑна вӑл паракан пӗчӗк парнесемшӗн те пархатарлӑ пулсан, вӑл питӗ савӑнӗ.

ИЕГОВА ХӐВӐРШӐН ТӐРӐШАССИ ПИРКИ АН ИККӖЛЕНӖР

12. Давид хӑй ҫине мар, Иегова ҫине шаннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

12 Давид Иегова хӑйне юратакансемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине тата вӗсене хӑварас ҫуккине пӗлнӗ. 33-мӗш Псалома ҫырнӑ чухне Давидӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ пулин те, вӑл ӗненӳ куҫӗпе хӑйӗн тавра Иеговӑн ангелӗ лагерь лартнине курнӑ (Пс. 34:7, ҪТ). Тен, ҫар ҫынни пулнӑран Давидӑн куҫӗ умне ҫав ӳкерчӗк тухса тӑнӑ. Вӑл лагерьпе тӑракан ҫар ҫыннисем тӑшмана хирӗҫ тӑма хатӗр пулнине пӗрре анчах мар курнӑ. Давидӑн хӑйӗн ҫине шанма нумай сӑлтав пулнӑ. Вӑл ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ ҫар ҫынни пулнӑ. Давид чулравран пеме те, хӗҫпе ҫапӑҫма та ӑста пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова ӑна патша пулма суйласа илнӗ (1 Патш. 16:13; 24:13). Апла пулин те, вӑл Иегова ҫине шаннӑ тата унӑн ангелӗ Иеговӑран хӑракансене хӑтарасса Давид ҫирӗп ӗненнӗ. Паллах, эпир паян Иегова пире тӗлӗнмелле майпа хӳтӗлессе кӗтместпӗр, анчах эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Иегова ҫине шанакансем пурте, ҫав шутрах вилнисем те, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ.

Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Магог ҫӗрӗнчи Гог тапӑннӑ чухне тӑшмансем пирӗн килсене ҫӗмӗрсе кӗме хӑтланӗҫ. Анчах та эпир Иисуспа ангелсем веҫех курса тӑрасса тата пире хӳтӗлессе пӗлсе тӑратпӑр (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. Магогри Гог пирӗн ҫине тапӑннӑ чухне мӗншӗн эпир хӳтлӗхсӗр пек курӑнӑпӑр, анчах мӗншӗн пирӗн хӑрамалла мар? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

13 Кӗҫех Иегова пире хӳтӗлессе эпир ҫирӗп шаннипе шанманни тӗрӗсленӗ. Магог ҫӗрӗнчи Гог — халӑхсен пӗрлешӗвӗ — Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнсан, пирӗн пурнӑҫ хӑрушлӑхра пулӗ. Ун чухне пирӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑтарасса ҫирӗп шанмалла пулӗ. Тӑшмансен куҫӗ умӗнче эпир пӗр хӳтлӗхсӗр пек курӑнӑпӑр (Иез. 38:10—12). Чӑнах та, пирӗн хӗҫ-пӑшал та ҫук, ҫапӑҫма та эпир пӗлместпӗр. Ҫавӑнпа тӑшмансем пирӗн пирки вӗсене ҫӑмӑллӑнах пӗтерӗпӗр тесе шутлӗҫ. Анчах та вӗсем эпир ӗненӳ куҫӗпе мӗн курнине — Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлеме хатӗр тӑракан ангелсен ҫарне — курмаҫҫӗ. Мӗнле вӗсем курма пултарччӑр-ха, вӗсен ӗненӳ ҫук вӗт! Пӗлӗтри пысӑк ҫар пире хӳтӗлесси пирки вӗсен шухӑш та пулмӗ (Ӳлӗм. 19:11, 14, 15).

ПУЛАС СОБЫТИСЕНЕ ХАЛЕХ ХАТӖРЛЕНӖР

14. Пулас событисене хатӗрленес тесен пирӗн халех мӗн тумалла?

14 Пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме мӗнле пулать? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренмелле тата пӗррехинче эпир ӑна ҫухатасса ӑнланмалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн мӗн пуррипе ҫырлахмалла тата пуринчен ытла хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха хакламалла. Тата пирӗн Турра лайӑхрах пӗлсе пымалла. Вара эпир Магогри Гог пирӗн ҫине тапӑнсан Турӑ пире хӳтӗлессе ҫирӗп шанӑпӑр.

15. Мӗншӗн Давид хӑйне Иегова пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленмен?

15 Пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме тата мӗн пулӑшма пултарать? Давид ҫапла каланӑ: «Астивсе пӑхӑр, Ҫӳлхуҫа епле ыррине курӑр! Ӑна шанса тӑракан ҫын телейлӗ!» (Пс. 33:9). Ҫак сӑмахсенчен Давид Иегова ӑна хӑвармасса ҫирӗп шанни курӑнать. Мӗншӗн Давид Иегова ӑна кирек мӗнле лару-тӑрура та пулӑшасса шаннӑ? Яш чухне Давид филистим ҫыннипе Голиафпа ҫапӑҫма тухнӑ. Ҫав улӑп ҫине пӑхма та хӑрушӑ пулнӑ пулин те, Давид ӑна ҫапла каланӑ: «Паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ» (1 Патш. 17:46). Каярахпа вӑл Саул патша керменӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, лешӗ вара ӑна пӗрре анчах мар вӗлерме хӑтланнӑ. Анчах Давидпа «пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ» (1 Патш. 18:12). Давид мӗн ҫамрӑкранпах хӑйне Иегова пулӑшнине курнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пулас йывӑрлӑхсенче те хӑйне Иегова хӑвармасса ҫирӗп шаннӑ.

16. Мӗнле лару-тӑрусенче эпир астивсе пӑхса Иегова епле ыррине курма пултаратпӑр?

16 Халех Иегова ҫине шанма вӗренсен, пуласлӑхра та ун ҫине шанма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Мӗнле лару-тӑрусенче пире ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ пулма пултарать? Калӑпӑр, сирӗн конгреса каяс тесе ӗҫрен ыйтса каймалла. Е пур тӗлпулӑва та ҫӳрес тесе тата ырӑ хыпара ытларах сарас тесе урӑх графикпа ӗҫлеме ыйтмалла. Ӗҫ паракан сирӗнпе килӗшмесен, тен, сирӗн ӗҫрен тухса кайма тивӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура Иегова пире хӑвармасса тата пире мӗн кирлипе тивӗҫтерессе эпир ӗненӗпӗр-и? (Евр. 13:5). Тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен тӑвансем Иегова хӑйсене йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшни ҫинчен нумай каласа пама пултараҫҫӗ. Иегова пире нихӑҫан та хӑвармӗ!

17. 2022 ҫул валли мӗнле текста суйласа илнӗ тата мӗншӗн?

17 Иегова пирӗнпе пӗрле, апла пирӗн пуласлӑхра мӗн пуласси пирки хӑрамалла мар. Пирӗн пурнӑҫра Иегова пӗрремӗш вырӑнта тӑрать пулсан, вӑл пире нихӑҫан та хӑвармӗ. Ҫакна асра тытма тата пулас событисене хатӗрленме пулӑшас тесе Ертсе пыракан совет 2022 ҫулӑн тексчӗ валли Псалом 33:11-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене суйласа илнӗ: «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ».

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

^ 5 абз. 2022 ҫулхи текста Псалом 33:11-мӗш сӑвӑ йӗркинчен илнӗ: «Ҫӳлхуҫана шыракансем... пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ». Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ питӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн вара ҫак сӑвӑ йӗркинче вӗсем «пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ» тесе каланӑ? Тата ҫулталӑк тексчӗ пире пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме мӗнле пулӑшӗ?

^ 4 абз. 2014 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Саул патшаран ҫӗр хӑвӑлӗнче пытаннӑ чухне Давид хӑйне Иегова мӗн панишӗн пархатарлӑ пулнӑ.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене манна парса ҫитерсе усранӑ тата вӗсен тумтирӗ те кивелмен.