2-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иисусӑн шӑллӗнчен вӗренӗр
«Турӑ чури, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа чури Иаков» (ИАК. 1:1).
88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Иаковӑн ҫемйи ҫинчен каласа парӑр.
ИАКОВ, Иисусӑн шӑллӗ, Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, Иосифпа Мария, Иеговӑна хытӑ юратнӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн пиччӗшӗ Мессия пулса тӑмалла пулнӑ. Ҫакӑн пек ҫемьере ӳссе ҫитӗнни Иаковшӑн питӗ пысӑк пиллӗх пулнӑ!
2. Иаковӑн хӑйӗн пиччӗшӗпе мухтанма мӗнле сӑлтавсем пулнӑ?
2 Иаковӑн хӑйӗн пиччӗшӗпе мухтанма нумай сӑлтав пулнӑ (Матф. 13:55). Сӑмахран, 12 ҫулхи Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ҫакӑ Иерусалимри вӗрентекенсене питӗ тӗлӗнтернӗ (Лука 2:46, 47). Тен, Иаков Иисуспа пӗрле плотник ӗҫне тунӑ. Ҫапла пулсан, пӗрле ӗҫлени ӑна хӑйӗн пиччӗшне тата лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ. Ахальтен мар Нейтан Норр * ҫапла калама юратнӑ: «Ҫынна лайӑхрах пӗлес тетӗн пулсан, унпа ӗҫлесе пӑх». Иаков ҫакна та курнӑ: «Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ» (Лука 2:52). Шутласа пӑхсан, Иаковӑн Иисусӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсенчен пӗри пулса тӑмалла пулнӑ, анчах та ҫапла пулман.
3. Иисус ҫӗр ҫинче ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иаков хӑйне унпа мӗнле тытнӑ?
3 Иисус ҫӗр ҫинче ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иаков ӑна ӗненмен (Иоанн 7:3—5). Тен, вӑл хӑйӗн ытти тӑван-хурӑнташӗсем пекех Иисус пирки вӑл «ӑсран кайнӑ» тесе шутланӑ (Марк 3:21). Иисуса юпа ҫумне пӑталанӑ чухне те Иаков хӑйӗн амӑшӗпе, Марийӑпа, пӗрле пулнӑ тесе ниҫта та ҫырман (Иоанн 19:25—27).
4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
4 Каярахпа Иаков Иисуса ӗненме пуҫланӑ тата христиансен пухӑвӗнчи хисеплӗ старейшина та пулса тӑнӑ. Ҫак статьяра эпир Иаковран мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр. Эпир мӗншӗн хамӑра кӗҫӗне хумаллине тата ӑста вӗрентекен пулса тӑрас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.
ИАКОВ ПЕКЕХ ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР
5. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуспа тӗл пулни Иаков ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
5 Иаков Иисусӑн вӗренекенӗ хӑҫан пулса тӑнӑ? Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн чи малтан Иакова, кайран вара «пур апостола та курӑннӑ» (1 Кор. 15:7). Ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн Иаковӑн пурнӑҫӗ тӗппипех улшӑннӑ. Апостолсем Иерусалимра ҫӳлти пӳлӗмре пуҫтарӑнса хӑйсем ҫине святой сывлӑш анасса кӗтнӗ чухне вӗсемпе пӗрле Иаков та пулнӑ (Ап. ӗҫ. 1:13, 14). Каярахпа Иаков ертсе пыракан советра та ӗҫлесе тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 15:6, 13—22; Гал. 2:9). Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш хавхалантарнипе вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнисем патне ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав ҫырӑва вӑл пирӗн эрӑри 62 ҫулччен ҫырнӑ. Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, унӑн ҫырӑвӗ пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ (Иак. 1:1). Иосиф Флавий каланӑ тӑрӑх, Иакова аслӑ священник Анания, Анна ывӑлӗ, хушнипе вӗлернӗ. Иаков мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ.
6. Иаков пӗрремӗш ӗмӗрти тӗн пуҫлӑхӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
6 Иаков хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Айтӑр Иаковпа тӗн пуҫлӑхӗсем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иаков та, тӗн пуҫлӑхӗсем те Иисус Турӑ Ывӑлӗ пулнине уҫҫӑн курнӑ. Иаков пирки калас пулсан, вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса хӑй унччен тӗрӗс мар шутланине йышӑннӑ та Иисуса ӗненме пуҫланӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем вара хӑйсене пачах урӑхла тытнӑ. Сӑмахран, вӗсем Иисус Лазаре чӗртсе тӑратнине лайӑх пӗлнӗ, анчах та Иисуса Иегова янине йышӑнас вырӑнне вӗсем ӑна та, Лазаре те вӗлересшӗн пулнӑ (Иоанн 11:53; 12:9—11). Каярахпа вара вӗсем Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пытарас тесе нумай вӑй хунӑ (Матф. 28:11—15). Мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус Мессия пулнине йышӑнман.
7. Мӗншӗн пирӗн мӑнкӑмӑлланса каймалла мар?
7 Эпир мӗне вӗренетпӗр: мӑнкӑмӑлланса ан кайӑр, Иеговӑран вӗренме хатӗр пулӑр. Хӑш-пӗр чирсене пула чӗре лайӑх ӗҫлеме пӑрахать. Ҫавӑн евӗрлех мӑнкӑмӑллӑха пула пирӗн сӑнарлӑ чӗре хытса кайма пултарать. Вара эпир Турӑ паракан хушусене итлеме пӑрахатпӑр. Иегова фарисейсене Иисус Мессия пулнине кӑтартакан нумай ҫирӗплетӳ панӑ. Анчах та лешӗсем, чӗрисем хытса кайнӑран, Иисуса сирсе янӑ (Иоанн 12:37—40). Мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илес мая ҫухатнӑ (Матф. 23:13, 33). Вӗсен асӑрхаттаракан тӗслӗхӗ пире ҫакна вӗрентет: пирӗн Туррӑн Сӑмахне тата святой сывлӑшне хамӑр ҫине тата хамӑр шухӑшсемпе йышӑнусем ҫине витӗм кӳме памалла (Иак. 3:17). Хӑйне кӗҫӗне хунине пула Иаков Иеговӑран вӗренме хатӗр пулнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл ҫак лайӑх ене пула ӑста вӗрентекен пулса тӑнӑ. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.
ИАКОВ ПЕКЕХ ӐСТА ВӖРЕНТЕКЕНСЕМ ПУЛСА ТӐРӐР
8. Ӑста вӗрентекенсем пулса тӑма мӗн пулӑшать?
8 Иаковӑн ятарлӑ пӗлӳ пулнӑ теме ҫук. Ҫавӑнпа вӑл пурӑннӑ вӑхӑтри тӗн пуҫлӑхӗсем ун ҫине Петрпа Иоанн апостолсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ — ун пирки вӗренмен, ахаль ҫын тенӗ (Ап. ӗҫ. 4:13). Анчах та унӑн ҫырӑвне вуланӑ чухне вӑл мӗн тери ӑста вӗрентекен пулса тӑни курӑнать. Тен, эпир те, Иаков пекех, аслӑ пӗлӳ илмен. Ҫав-ҫавах эпир лайӑх вӗрентекенсем пулса тӑма пултаратпӑр. Ҫакна эпир Иеговӑн организацийӗ вӗрентнипе тата святой сывлӑш пулӑшнипе тума пултаратпӑр. Айтӑр Иаков мӗнле вӗрентекен пулнине тата эпир унран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
9. Иаков мӗнле вӗрентекен пулнине каласа парӑр.
9 Иаков ансат сӑмахсемпе усӑ курнӑ тата вӑл мӗн каланине ӑнланма ҫӑмӑл пулнӑ. Ҫавӑнпа та унӑн ҫырӑвне вулакансем мӗн тумаллине тата мӗнле тумаллине тӳрех ӑнланаҫҫӗ. Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Иаков вӗрентнӗ тӑрӑх, христиансен тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне хӑйсен чӗрисене хытармалла мар. Ҫакӑн пирки вӑл ак ҫакӑн пек ансат сӑмахсемпе ҫырнӑ: «Нумай чӑтнисене эпир телейлисем тетпӗр. Эсир Иов чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ. Хуҫа Турӑ ирӗкӗпе унӑн асапӗсем мӗнле вӗҫленнине те пӗлетӗр. Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе хӗрхенӳлӗхӗ нумай» (Иак. 5:11, ҪХ). Асӑрхарӑр-и, Иаков Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпе хурса вӗрентнӗ. Иовӑн тӗслӗхне илсе парса вӑл Иегова хӑйне шанчӑклисене яланах пилленине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Иаков ахаль сӑмахсемпе усӑ курнӑ тата унӑн шухӑшӗсем ӑнланмалла пулнӑ. Ҫапла вӑл хӑйне мар, Иеговӑна мухтава кӑларнӑ.
10. Эпир Иаковран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
10 Эпир мӗне вӗренетпӗр: сире ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр тата Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курӑр. Ыттисене вӗрентнӗ чухне эпир хамӑр мӗн чухлӗ пӗлнине мар, Иегова ӑслӑ-тӑнлӑ Турӑ пулнине тата пирӗншӗн тӑрӑшнине кӑтартасшӑн (Рим 11:33). Ҫакна тӑвас тесен эпир мӗн калани яланах Библипе килӗшсе тӑмалла. Калӑпӑр, Библи вӗренекен сирӗнтен канаш ыйтать. «Сан вырӑнта пулнӑ пулсан эпӗ ҫапла-ҫапла тунӑ пулӑттӑм» тесе калас вырӑнне ӑна хӑйне Библири тӗслӗхсем ҫинчен тата апла е капла тусан Иегова мӗн туясси ҫинчен шухӑшлама хавхалантарӑр. Вара Библи вӗренекенӗн сире мар, Иеговӑна савӑнтарма кӑмӑл ҫуралӗ.
11. Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансен мӗнле япӑх енсем пулнӑ тата Иаков вӗсене мӗнле канаш панӑ? (Иаков 5:13—15).
11 Иаков тӑвансен тӗрӗс мар ӗҫӗсем ҫине куҫ хупман. Унӑн ҫырӑвӗнчен вӑл тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен пӗлни курӑнать. Иаков тӑвансен хӑш енчен улшӑнмаллине уҫҫӑн каланӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗр христиансем хӑйсем мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме васкаман (Иак. 1:22). Теприсем пуяннисемпе ҫеҫ туслашнӑ (Иак. 2:1—3). Виҫҫӗмӗшӗсене вара хӑйсен чӗлхине чарма йывӑр пулнӑ (Иак. 3:8—10). Иаков тӑвансен нумай улшӑну тумаллине пӗлнӗ пулсан та, вӑл вӗсем ҫине ал сулман. Вӑл вӗсене ыррӑн, ҫав вӑхӑтрах тӳррӗн канаш панӑ тата хӑйсен япӑх енӗсемпе кӗрешмешкӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарнӑ. (Иаков 5:13—15 вуласа парӑр.)
12. Эпир Библи вӗренекен улшӑнасса шанни мӗнрен курӑнать?
12 Эпир мӗне вӗренетпӗр: вӗренекенӗн тӗрӗс мар ӗҫӗсем ҫине куҫа ан хупӑр, ҫав вӑхӑтрах вӑл улшӑнасса та шанӑр. Библи вӗренекенсене нумайӑшне хӑйсем мӗн пӗлсе пынине пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑл мар (Иак. 4:1—4). Вӗсем пӗр самантрах япӑх йӑлисенчен хӑтӑлса Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантараймаҫҫӗ. Ҫынна хӑш енчен улшӑнмаллине калас тесен пирӗн те, Иаков пекех, хӑюллӑ пулмалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫын улшӑнасса та шанмалла. Айтӑр Иегова йӑваш чӗреллӗ ҫынсене хӑй патне ертсе пырасса тата вӗсене улшӑнмашкӑн вӑй парасса шанар (Иак. 4:10).
13. Иаков 3:2-мӗшӗ тӑрӑх, Иаков мӗн ӑнланнӑ?
13 Иаков хӑйне мӑнна хуман. Иисусӑн шӑллӗ пулнине пула тата пухура яваплӑ тивӗҫсем туса тӑнине пула вӑл хӑй пирки ытти христиансенчен лайӑхрах тесе шутламан. Пачах урӑхла, Иаков тӑвансене ӑшшӑн «савнӑ тӑванӑмсем» тенӗ (Иак. 1:16, 19; 2:5). Унсӑр пуҫне, вӑл ыттисем хӑй пирки пӗр ҫылӑхсӑр тесе шутлаччӑр темен. «Эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха... нумай кӗретпӗр» тенӗ чухне вӑл хӑй пирки те каланӑ. (Иаков 3:2 вуласа парӑр.)
14. Вӗренекене хамӑр йӑнӑшсем ҫинчен каласа пани мӗнле усӑ парать?
14 Эпир мӗне вӗренетпӗр: эпир пурте ҫылӑхлӑ. Пирӗн хамӑр пирки Библи вӗренекенсенчен лайӑхрах тесе шутламалла мар. Шутласа пӑхӑр-ха: вӗренекен пирӗн ҫине пӑхса эпир нихӑҫан та йӑнӑш тумастпӑр тесе шутласан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? Вӑл хӑй пирки «эпӗ Туррӑн нормисем тӑрӑх нихӑҫан та пурӑнма пултараймӑп» теме пултарать. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесе вӗренекене сире хӑвӑра та хӑш-пӗр чухне Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма ҫӑмӑл мар пулнине тата Иегова сире хӑвӑр ҫитменлӗхсемпе кӗрешме мӗнле пулӑшнине каласа парӑр. Вара вӑл эпӗ те Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пултарайӑп тесе шутлӗ.
15. Иаков мӗнле тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ? (Иаков 3:2—6, 10—12).
15 Иаков чӗрене пырса тивекен тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ. Паллах, ӑна ҫак тӗлӗшрен святой сывлӑш пулӑшса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн пиччӗшӗнчен нумай вӗренме пултарнӑ, мӗншӗн тесен Иисус тӗслӗхсемпе ӑста усӑ курнӑ. Иаков хӑйӗн ҫырӑвӗнче тӗслӗхсем илсе панӑ чухне вӗсене йывӑрлатса ярас мар тесе вак-тӗвексем ҫине тимлеттермен. Ҫавӑнпа та ҫав тӗслӗхсем мӗне вӗрентнине тӳрех ӑнланса илме пулать. (Иаков 3:2—6, 10—12 вуласа парӑр.)
16. Мӗншӗн пирӗн тӗслӗхсемпе ӑста усӑ курма вӗренмелле?
16 Эпир мӗне вӗренетпӗр: тӗслӗхсемпе ӑста усӑ курӑр. Пӗр-пӗр тӗслӗх илсе панӑ чухне пирӗн ҫынна ҫав тӗслӗхе куҫ умне кӑларса тӑратма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Вара Библири чӑнлӑхсем унӑн чӗрине пырса тивӗҫ. Паллах, Иисус тӗслӗхсемпе пуринчен ӑста усӑ курнӑ, анчах Иаков та унран кая юлман. Айтӑр Иаков ҫырӑвӗнчи пӗр тӗслӗхе тӗплӗнрех пӑхса тухар.
17. Мӗншӗн Иаков 1:22—25 сӑвӑ йӗркисенчи тӗслӗх пирки лайӑх тӗслӗх теме пулать?
17 Иаков 1:22—25 вуласа парӑр. Иаков тӗкӗр ҫинчен калакан питӗ лайӑх тӗслӗх илсе панӑ. Ҫак тӗслӗхе каласа вӑл питӗ кирлӗ япалана вӗрентесшӗн пулнӑ: Турӑ Сӑмахӗ пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳтӗр тесен ӑна вулани ҫеҫ ҫителӗксӗр — мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмалла. Иаков илсе панӑ тӗслӗх пуриншӗн те ӑнланмалла пулнӑ: тӗкӗр ҫине пурте пӑхаҫҫӗ вӗт. Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Тӗкӗр ҫине пӑхнӑ чухне ҫӳҫ тӑрса кайнине курсан, нивушлӗ эсир ӑна турамастӑр? Ҫавӑн евӗрлех Турӑ Сӑмахне вуланӑ чухне хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пуррине курсан, улшӑнусем туманни ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ.
18. Тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ чухне мӗнле виҫӗ япалана шута илмелле?
18 Куртӑмӑр ӗнтӗ, тӗслӗхсемпе лайӑх усӑ курас тесен, ҫак виҫӗ япалана шута илмелле: 1) илсе панӑ тӗслӗх тӗп шухӑшпа килӗшсе тӑмалла; 2) тӗслӗхе ӑнланма ҫӑмӑл пулмалла; 3) тӗслӗхрен мӗне вӗренме пултарнине курма пулӑшмалла. Сире тӗслӗх шутласа кӑларма йывӑр пулсан, эсир «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрпе усӑ курма пултаратӑр. Унта эсир «Наглядные примеры» заголовок айӗнче хӑвӑра килӗшекен тӗслӗх суйласа илме пултаратӑр. Тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ чухне ҫакна та шута илӗр: микрофон сасса вӑйлатнӑ пекех тӗслӗхсем эпир калас тенӗ шухӑша уҫӑмлӑрах тӑваҫҫӗ. Анчах та ытла нумай тӗслӗхпе усӑ курсан ҫын арпашса кайма пултарать. Ҫавӑнпа та тӗп шухӑшсене палӑртас тесе ҫеҫ тӗслӗхсемпе усӑ курӑр. Паллах, тӗслӗхсемпе усӑ курасса та эпир хамӑр ҫине пӑхтарас тесе мар, май килнӗ таран ытларах ҫынна Иеговӑн телейлӗ ҫемйине кӗме пулӑшас тесе усӑ куратпӑр.
19. Тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?
19 Пирӗнтен нихӑшӗ те пӗр ҫитменлӗхсӗр пиччепе пӗрле ӳссе ҫитӗнмен пулин те, пирӗн тем пысӑкӑш ҫемье пур. Эпир пурте пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр. Тӑвансене юратнӑран эпир вӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттеретпӗр, вӗсенчен вӗренетпӗр, унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре вӗсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлетпӗр. Иаков хӑйӗн ҫине те, ыттисем ҫине те мӗнле пӑхнинчен, хӑйне мӗнле тытнинчен тата мӗнле вӗрентнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Унран тӗслӗх илетпӗр пулсан, эпир Иеговӑна мухтава кӑларӑпӑр тата тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене хамӑрӑн юратнӑ ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланма пулӑшӑпӑр.
114-МӖШ ЮРӐ Тӳсӗмлӗ пулар
^ 5 абз. Иаков Иисуспа пӗр ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсемпе танлаштарас пулсан, вӑл Турӑ Ывӑлне вӗсенчен лайӑхрах пӗлнӗ. Каярахпа Иаков пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗшӗн тӗрек пулса тӑнӑ. Ҫак статьяра эпир Иисусӑн шӑллӗ мӗнле пурӑннине тата мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр та унран мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.
^ 2 абз. Нейтан Норр Ертсе пыракан советра ӗҫлесе тӑнӑ. Унӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ 1977 ҫулта вӗҫленнӗ.
^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Чӗлхене тытса чарма пӗлмеллине ӑнлантарса парас тесе Иаков ӑна ҫулӑмпа танлаштарнӑ.