3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Мӗншӗн Иисус макӑрнӑ?
«Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ» (ИОАНН 11:35).
17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!
ҪАК СТАТЬЯРА *
1—3. Мӗнле сӑлтавсене пула Туррӑн ӗҫлекенӗсем макӑрма пултараҫҫӗ?
ХӐВӐР юлашки хут хӑҫан макӑрнине астӑватӑр-и? Хӑш-пӗр чухне пирӗн савӑннӑран куҫҫуль тухать. Анчах та ытларах чухне эпир чун ыратнӑран макӑратпӑр. Уйрӑмах ҫывӑх ҫын вилсен эпир куҫҫуле тытса чараймастпӑр. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лора * ҫапла калать: «Хӗрӗм вилсен чӗре калама ҫук хытӑ ырататчӗ. Эпӗ ҫакна чӑтса ирттерейместӗп пулӗ тенӗччӗ. Малалла мӗнле пурӑнмалла-ши теттӗмччӗ».
2 Хӑш-пӗр чухне вара эпир урӑх сӑлтава пула макӑратпӑр. Японире пионер пулса ӗҫлекен Хироми ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Ҫынсем ырӑ хыпара итлеменнине кура хӑш-пӗр чухне ман ал усӑнать, вара эпӗ куҫҫуль витӗр Иеговӑна „чӑнлӑха итлес текен пӗр ҫынна та пулин тупма пулӑшсам“ тесе кӗлтӑватӑп».
3 Маларах асӑннӑ хӗрарӑм тӑвансем мӗн туйнине пирӗнтен нумайӑшӗ туйса курнӑ пулӗ (1 Петр 5:9). Эпир Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесшӗн паллах (Пс. 99:2). Анчах та инкек сиксе тухсан, ӗмӗт татӑлсан тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма йывӑр пулнӑ чухне эпир макӑрма пултаратпӑр (Пс. 6:7). Йывӑр туйӑмсем пусса илсен вара мӗн тумалла?
4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
4 Пире Иисусӑн тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать. Унӑн та туйӑмсем капланса килнӗрен вӑхӑтран вӑхӑта куҫҫуль тухнӑ (Лука 19:41; 22:44; Иоанн 11:35; Евр. 5:7). Айтӑр Иисус мӗнле виҫӗ лару-тӑрура макӑрнине аса илер. Ҫакӑ пире Иисус ҫинчен тата унӑн Ашшӗ Иегова ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, хамӑр ҫавнашкал лару-тӑрӑва лексен пирӗн мӗн тумаллине курӑпӑр.
ТУСӖСЕМШӖН КУЛЯННИ
5. Иоанн 11:32—36 сӑвӑ йӗркисенчен Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулать?
5 Пирӗн эрӑри 32 ҫулта, хӗлле, Иисусӑн ҫывӑх тусӗ Лазарь чирлесе кайнӑ та вилнӗ (Иоанн 11:3, 14). Унӑн Марфӑпа Мария пӗртӑванӗсем пулнӑ. Иисус вӗсене виҫҫӗшне те питӗ юратнӑ. Лазарь вилсен Марфӑпа Мария кулянсах ӳкнӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус вӗсем пурӑнакан Вифание килнӗ. Иисус килнине илтсен Марфа ӑна хирӗҫ чупса кайнӑ. Вӑл ӑна куҫҫуль витӗр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ»,— тесе каланӑ (Иоанн 11:21). Ун чухне унӑн чӗри мӗн тери ыратнӑ пулӗ! Марфӑпа Мария тата вӗсене йӑпатма килнӗ ытти ҫынсем макӑрнине курсан Иисус хӑй те макӑрса янӑ. (Иоанн 11:32—36 вуласа парӑр.)
6. Мӗншӗн Лазарь вилсен Иисус макӑрнӑ?
6 Мӗншӗн Иисус макӑрса янӑ? «Понимание Писания» публикацире ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Хӑйӗн тусӗ Лазарь вилни тата унӑн пӗртӑванӗсем хытӑ хуйхӑрни Иисусӑн чӗрине пырса тивнӗ те вӑл макӑрса янӑ» *. Тен, вӑл Лазарь чирлесе кайсан мӗнле асапланни ҫинчен тата вилессине пӗлсе мӗн туйма пултарни ҫинчен шутланӑ. Тата вӑл Марфӑпа Мария мӗнле хуйхӑрнине курнипе те макӑрнӑ. Камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсем ҫакӑ чӗрене мӗн тери хытӑ ыраттарнине пӗлеҫҫӗ. Айтӑр Иисус макӑрнинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
7. Иисус макӑрни Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?
7 Иегова эсир мӗн туйнине ӑнланать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иисус «пур тӗлӗшпе те Ашшӗпе пӗрех» (Евр. 1:3). Ҫавӑнпа Иисус макӑрнӑ чухне Иегова та макӑрнӑ теме пулать (Иоанн 14:9). Сирӗн ҫывӑх ҫын вилчӗ пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова эсир хуйхӑрнине курать кӑна мар, вӑл эсир мӗн туйнинех туять. Вӑл сирӗн чӗре ыратнине пӗлет тата вӑл ӑна сыватасшӑн (Пс. 33:19; 146:3).
8. Мӗншӗн Иисус пирӗн ҫывӑх ҫынсене чӗртсе тӑратасси пирки иккӗленмелле мар?
8 Иисус сирӗн ҫывӑх ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратасшӑн. Иисус макӑрса яриччен мӗн пулнине аса илӗр-ха. Иисус Марфӑна «пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ» тесе йӑпатнӑ (Иоанн 11:23—27). Марфа Иисуса ӗненнӗ, Иеговӑна пуҫҫапнӑ май вӑл Илия тата Елисей пророксем ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла вилнисене чӗртсе тӑратнине пӗлнӗ (3 Патш. 17:17—24; 4 Патш. 4:32—37). Унсӑр пуҫне, вӑл Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне тата Синагога пуҫлӑхӗн хӗрне чӗртсе тӑратнине те илтнӗ пулӗ (Лука 7:11—15; 8:41, 42, 49—56). Эпир те пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, хӑйӗн тусӗсене вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе йӑпатнӑ чухне ун хӑйӗн те куҫҫуль тухнӑ. Апла пулсассӑн, Иисус хӑй те вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратма пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.
9. Камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.
9 Камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, эсир ҫав ҫынна пулӑшма пултаратӑр. Иисус Марфӑпа тата Марийӑпа пӗрле макӑрнӑ кӑна мар, вӑл вӗсене итленӗ тата йӑпатнӑ. Айтӑр эпир те ун пекех пулар. Австралири Дэн ятлӑ старейшина акӑ мӗн каласа панӑ: «Арӑм вилсессӗн мана питӗ пулӑшу кирлӗччӗ. Мана ҫав вӑхӑтра темиҫе мӑшӑр пулӑшрӗ. Вӗсем мана ирпе те, каҫпа та итлеме хатӗрччӗ. Эпӗ вӗсем умӗнче макӑрма вӑтанмастӑмччӗ. Тата вӗсене хам мӗн туйнине ним пытармасӑр каласа параттӑмччӗ. Хӑш-пӗр чухне эпӗ машин ҫума, лавккана кайса килме е апат пӗҫерме те вӑй ҫитерейместӗмччӗ. Ҫавӑн пек чухне манӑн туссем яланах юнашарччӗ. Тата вӗсем манпа час-часах кӗлтӑватчӗҫ. Вӗсем мана инкекре хӑвармарӗҫ, маншӑн чӑн-чӑн туссем пулчӗҫ» (Ытар. 17:17).
ҪЫНСЕМШӖН ПӐШӐРХАННИ
10. Лука 19:36—40 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫинчен сӑмах пырать?
10 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 9-мӗшӗ. Иисус кӗҫ-вӗҫ Иерусалима кӗрет. Нумайӑшӗ ӑна хирӗҫ тухса ун умӗнче хӑйсен тумтирӗсене сарса хураҫҫӗ. Ҫапла вӗсем ӑна Патша вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсемшӗн питӗ савӑнӑҫлӑ событи пулнӑ, ҫавӑнпа кайран мӗн пулса тухни Иисусӑн вӗренекенӗсене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. (Лука 19:36—40 вуласа парӑр.) «Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ». Иисус куҫҫуль витӗр Иерусалим ҫыннисемпе мӗн пулса тухассине пророкла каланӑ (Лука 19:41—44).
11. Иисус мӗншӗн макӑрса янӑ?
11 Иисуса хапӑл тусах йышӑннӑ пулсан та унӑн чунӗ ыратать, мӗншӗн тесен ентешӗсенчен нумайӑшӗ Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнасшӑн мар. Ҫавна пула Иерусалима пӗтерӗҫ, нумайӑшне вӗлерӗҫ, чӗрӗ юлнисене вара тыткӑна илсе кайӗҫ (Лука 21:20—24). Шел пулин те, Иисус шутланӑ пекех, нумайӑшӗ ӑна йышӑнман. Эсир пурӑнакан вырӑнта вара ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара итлеҫҫӗ-и? Сире итлесех каймаҫҫӗ пулсан, айтӑр Лука 19-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ лару-тӑруран эпир мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫак лару-тӑру пире виҫӗ япалана вӗрентет.
12. Иисус макӑрса яни пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?
12 Иегова ҫынсемшӗн пӑшӑрханать. Иисус макӑрса яни ҫакна кӑтартать: Иеговӑн ҫынсем ҫине пӑхса чунӗ ыратать. 2 Петр 3:9-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет. Эпир, Иегова пекех, ырӑ хыпар ҫынсен чӗрисене пырса тивтӗр тесе вӑй хурсан вӗсене юратнине кӑтартатпӑр (Матф. 22:39) *.
13, 14. Иисус ҫынсене хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
13 Иисус чуна парса ырӑ хыпар сарнӑ. Ҫынсене вӗрентес тесе вӑл пур майпа та усӑ курнӑ (Лука 19:47, 48). Хӑш-пӗр чухне Иисуса итлеме питӗ нумай халӑх пухӑннӑран, унӑн та, вӗренекенӗсен те «апат ҫиме те май пулман» (Марк 3:20). Тата ҫын Иисуспа ҫӗрле тӗл пуласшӑн пулнӑ пулсан, вӑл ун чухне те хатӗр пулнӑ (Иоанн 3:1, 2). Мӗншӗн-ши? Иисус ҫынсене юратнӑ тата хӗрхеннӗ. Шел пулин те, кама вӑл ырӑ хыпар каланӑ, ҫавсенчен сахалӑшӗ кӑна христианин пулса тӑнӑ. Ҫавах та Иисуса ӗненмешкӗн вӗсен ҫителӗклӗ пӗлӳ пулнӑ. Эпир те ҫынсем пурте ырӑ хыпара илччӗр тетпӗр (Ап. ӗҫ. 10:42). Ҫавӑнпа пирӗн ырӑ хыпар сармалли меслетсене улӑштарма хатӗр пулмалла.
14 Ырӑ хыпара ҫынсемшӗн меллӗ вӑхӑтра сарӑр. Ырӑ хыпара итлес текенсем татах та нумай. Анчах та эпир ырӑ хыпара яланах пӗр вӑхӑтра сарсан вӗсене тӗл пулмасан та пултаратпӑр. Матильда ятлӑ пӗр пионер ҫапла калать: «Эпир упӑшкапа пӗрле тӗрлӗ вӑхӑтра ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатпӑр. Ирхине эпир ҫынсене ӗҫре тытма тӑрӑшатпӑр. Кӑнтӑрла вара, ытларахӑшӗ урамра чухне, эпир стендпа ырӑ хыпар саратпӑр. Каҫхине эпир килтен киле ҫӳреме тӑрӑшатпӑр». Паллах, пирӗн кашнин ырӑ хыпар сармалли график пур. Анчах та эпир май килнӗ таран ытларах ҫынна тӗл пулас тесе ӑна улӑштарма хатӗр пулсан, ӑнӑҫлӑ пулӑпӑр, Иеговӑна та савӑнтарӑпӑр.
АШШӖ ЯТНЕ ЯРАСРАН ХӐРАНИ
15. Лука 22:39—44 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус вилес умӗнхи каҫ мӗн пулса иртнӗ?
15 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче, сӗм ҫӗрле Иисус Гефсимани пахчине килнӗ. Унта вӑл хӗрӳллӗн Иеговӑна кӗлтунӑ. (Лука 22:39—44 вуласа парӑр.) Еврейсем 5:7-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Иисус «тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ». Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус ашшӗнчен мӗн ыйтнӑ-ши? Шанчӑклӑ тӑрса юлма тата унӑн ирӗкне туса ҫитерме вӑй ыйтнӑ. Иегова Иисус мӗн тери асапланнине курнӑ та ӑна тӗреклетмешкӗн ангелне янӑ.
16. Гефсимани пахчинче кӗлтунӑ чухне Иисус мӗншӗн макӑрнӑ?
16 Гефсимани пахчинче кӗлтунӑ чухне Иисус мӗншӗн макӑрнӑ? Вӑл хӑйне Турра хурлакан тесе айӑпласа вӗлерессе пӗлнӗ, ҫавӑнпа унӑн чӗри ыратнӑ. Тата ун ҫинче пысӑк яваплӑх пулнӑ — унӑн Ашшӗн ятне хӳтӗлемелле пулнӑ. Хамӑр пирки калас пулсан, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленет. Хамӑрӑн лару-тӑрура Иисус тӗслӗхӗ пире мӗнле пулӑшма пултарать? Айтӑр виҫӗ кирлӗ шухӑша пӑхса тухар.
17. Иегова Иисус хӗрӳллӗн кӗлтуни ҫине хуравлани пире мӗне вӗрентет?
17 Иегова эпир хӗрӳллӗн кӗлтунине илтет. Иегова Иисус тархасласа кӗлтунине итленӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иисусшӑн Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юласси тата унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси малти вырӑнта пулнӑ. Ҫавӑн евӗрлех, эпир те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма тӑрӑшсан тата унӑн ятне хӳтӗлесен вӑл пирӗн кӗлӗсене итлет (Пс. 144:18, 19).
18. Мӗншӗн Иисус эсир мӗн туйнине ӑнланать теме пулать?
18 Иисус эсир мӗн туйнине ӑнланать. Юнашар хӗрхенекен тус пулсан, уйрӑмах вӑл эпир мӗн тӳснинех тӳссе ирттернӗ пулсан, пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме чылай ҫӑмӑлтарах. Иисус вара пирӗншӗн шӑп ҫавӑн пек тус. Вӑл та хӑйне вӑйсӑр туйнӑ тата ӑна хӑйне те пулӑшу питӗ кирлӗ пулнӑ. Вӑл пире хӗрхенет тата «кирлӗ вӑхӑтра» пулӑшу паратех (Евр. 4:15, 16). Иисус Гефсимани пахчинче хӑйне ангел пулӑшнине йышӑннӑ пекех, пирӗн те Иеговӑн пулӑшӑвне йышӑнмалла. Турӑ вара пирӗн кӗлӗсем ҫине публикаци, видео, доклад е старейшинӑсемпе туссем урлӑ хуравлама пултарать.
19. Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ чухне пире мӗн тӗреклетме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
19 Иегова чӗрере канӑҫлӑх туйма пулӑшать. Иегова пире мӗнле тӗреклетет? Эпир ӑна кӗлтусассӑн вӑл пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парать (Флп. 4:6, 7). Иегова паракан канӑҫлӑх пире лӑпланма тата канӑҫсӑрлатакан шухӑшсенчен хӑтӑлма пулӑшать. Люсия тӑван та ҫакна хӑйӗн ҫинче туйса курнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне мана пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илет. Вара Иегова хама юратни пирки те иккӗленме пуҫлатӑп. Ҫавӑн пек чухне эпӗ тӳрех ӑна хамӑн туйӑмсем ҫинчен каласа паратӑп. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн эпӗ хама чылай лайӑхрах туятӑп». Люсия тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартать: кӗлтуни чӗрере канӑҫлӑх туйма пулӑшать.
20. Иисус макӑрнинчен эпир мӗне-мӗне вӗрентӗмӗр?
20 Эпир Иисус мӗнле виҫӗ лару-тӑрура макӑрнине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫак статьяра мӗн чухлӗ усӑллӑ та йӑпатакан канаш пулчӗ! Эпир камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсемпе юнашар пулмаллине тата пирӗн пурнӑҫра ҫавӑн пек инкек сиксе тухсан Иеговӑпа Иисус пире пулӑшасса мӗншӗн шанмаллине куртӑмӑр. Тата ҫак статья пире кама эпир ырӑ хыпар саратпӑр, ҫавсене, Иеговӑпа Иисус пекех, хӗрхенме хавхалантарчӗ. Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пире хӗрхеннине, йӑпатнине тата йывӑр вӑхӑтра пире пулӑшма хатӗр пулнине аса илтӗмӗр. Ҫак канашсем пире вӗҫне ҫитичченех чӑтӑмлӑ пулма пулӑшӗҫ, вара Иегова пирӗн «кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ» (Ӳлӗм. 21:4).
120-МӖШ ЮРӐ Христос пекех йӑваш пулӑр
^ 5 абз. Иисус хӑш-пӗр чухне чӗри ытла хытӑ ыратнипе макӑрнӑ. Ҫак статьяра эпир вӑл мӗнле виҫӗ лару-тӑрура макӑрнине тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
^ 1 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
^ 6 абз. «Понимание Писания» публикацири «Иисус Христос» статьяри «Дела и качества» заголовокри «Глубокие чувства и теплота» подзаголовока пӑхӑр.
^ 12 абз. Матфей 22:39-мӗш сӑвӑ йӗркинчи «ҫывӑх ҫын» шутне хурӑнташ, кӳршӗ е паллакан ҫын кӑна мар, ытти ҫынсем те кӗреҫҫӗ.
^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус Марийӑпа Марфӑна йӑпатнӑ. Пирӗн те камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсене йӑпатмалла.
^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус Никодимпа ҫӗрле тӗл пулма килӗшнӗ. Пирӗн те ҫынсемпе хӑйсемшӗн меллӗ вӑхӑтра Библи вӗренмелле.
^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе Иисус унран пулӑшу ыйтнӑ. Йывӑр вӑхӑтра пирӗн те ҫавӑн пекех тумалла.