Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Мӗншӗн эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑватпӑр?

Мӗншӗн эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑватпӑр?

«Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (ЛУКА 22:19).

20-МӖШ ЮРӐ Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Ҫывӑх ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пире ун ҫинчен уйрӑмах мӗн аса илтерет? ӑ) Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ мӗнле уяв пуҫарса янӑ?

 ҪЫВӐХ ҫын вилнӗ хыҫҫӑн кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те, эпир ҫав-ҫавах ун ҫинчен манмастпӑр. Уйрӑмах вӑл вилнӗ кун пире ун ҫинчен аса илтерет.

2 Кашни ҫул эпир пӗтӗм тӗнчери миллион-миллион тӑванпа пӗрле пирӗн хаклӑ тусӑн, Иисус Христосӑн, вилӗмне аса илме пуҫтарӑнатпӑр (1 Петр 1:8). Иисус пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Матф. 20:28). Вӑл христиансем хӑйӗн вилӗмне асра тытчӑр тенӗ. Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ хӑйӗн апостолӗсемпе пӗрле апатланнӑ чухне питӗ пӗлтерӗшлӗ уява пуҫарса янӑ та ҫапла хушса хӑварнӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Христосӑн Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвакансенчен сахалӑшӗ кӑна пӗлӗтре пурӑнма шанаҫҫӗ. Анчах та вӗсемсӗр пуҫне ҫак уява ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан миллион-миллион ҫын та паллӑ тӑвать. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн ҫак икӗ ушкӑн та Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тунине тата ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ панине пӑхса тухӑпӑр. Чи малтан айтӑр святой сывлӑшпа суйласа илнисем мӗншӗн ҫак уява паллӑ тунине пӗлер.

МӖНШӖН СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ИЛНИСЕМ ҪАК УЯВА ПАЛЛӐ ТӐВАҪҪӖ?

4. Мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ тата эрех ӗҫеҫҫӗ?

4 Кашни ҫул святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне хутшӑнса ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ тата эрех ӗҫеҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсем ҫапла тӑваҫҫӗ? Ҫакна пӗлес тесен айтӑр Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ юлашки каҫ мӗн пулса иртнине аса илер. Хӑйӗн апостолӗсемпе пӗрле Пасхӑна уявланӑ хыҫҫӑн вӑл Каҫхи апат уявне пуҫарса ярать. Вӑл хӑйӗн 11 шанчӑклӑ апостолне ҫӑкӑрпа эрех парать те ӗҫсе ҫийӗр тет. Тата вӑл вӗсене ҫӗнӗ килӗшӳпе Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ ҫинчен калать (Лука 22:19, 20, 28—30) *. Ҫак икӗ килӗшӳ апостолсемпе ытти христиансен пӗчӗк ушкӑнне пӗлӗтре патшасемпе священниксем пулма май парать (Ӳлӗм. 5:10; 14:1). Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем кӑна — кампа ҫак икӗ килӗшӗве тунӑ, ҫавсем кӑна — Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ тата эрех ӗҫеҫҫӗ.

5. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем мӗн пирки иккӗленмеҫҫӗ?

5 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне тепӗр сӑлтава пула та паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уявра вӗсем Иегова хӑйсене валли мӗнле пуласлӑх хатӗрлесе хуни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: 144 000 христианинӑн ҫӗрми ӳт пулать тата вӗсем вилӗмсӗр пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем мухтавлӑ Иисус Христоспа пӗрле ӗҫлесе тӑрӗҫ. Унтан та ытларах, Иеговӑна хӑйсен куҫӗпе курӗҫ! (1 Иоанн 3:2; 1 Кор. 15:51—53). Святой сывлӑшпа суйласа илнисем хӑйсене ҫапла чыс тӑвасси пирки иккӗленмеҫҫӗ. Анчах та ҫак наградӑна илес тесен вӗсен мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (2 Тим. 4:7, 8). Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене хӑйсене мӗн кӗтесси ҫинчен шухӑшлама питӗ килӗшет (Тит 2:13). Халӗ вара айтӑр Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне «урӑх сурӑхсем» мӗншӗн паллӑ тунине пӑхса тухар (Иоанн 10:16).

МӖНШӖН «УРӐХ СУРӐХСЕМ» ҪАК УЯВА ПАЛЛӐ ТӐВАҪҪӖ?

6. «Урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне мӗншӗн килеҫҫӗ?

6 «Урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне хӑнасем пек килеҫҫӗ. Ҫак христиансене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пӗрремӗш хут 1938 ҫулта чӗннӗ. 1938 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.) ҫакӑн пирки акӑ мӗн каланӑ пулнӑ: «[«Урӑх сурӑхсем»] ҫак тӗлпулӑва килни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫак уяв — савӑнӑҫлӑ событи. Вӑл ыттисене те савӑнӑҫ кӳмелле». Ҫакна туйпа танлаштарма пулать. Хӑнасем туя ҫамрӑксемшӗн савӑнма килнӗ пекех «урӑх сурӑхсем» те Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне хӑнасем пек килме питӗ хавас.

7. Мӗншӗн «урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче калакан доклада хаваспах итлеҫҫӗ?

7 Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче «урӑх сурӑхсем», святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пекех, Иегова хӑйсене валли мӗнле пурнӑҫ туса парасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Сӑмахран, ҫак тӗлпулура Библие ӑнлантарса паракан доклад тӑваҫҫӗ. Ҫав докладра ытларах Христоспа 144 000-ӗшӗ пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне «урӑх сурӑхсемшӗн» мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен калаҫҫӗ. Иисус Христос Патша пулса ертсе пынӑ чухне ҫав пӗлӗтри пуҫлӑхсем Турра итлесе пурӑнакан ҫынсене ҫӗр ҫинче рай тума тата пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне миллион-миллион ҫын хӑна пек килет. Вӗсем Библири пророкла сӑмахсене, тӗслӗхрен, Исаия 35:5, 6; 65:21—23 тата Ӳлӗмхи 21:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене, хаваспах куҫӗ умне кӑларса тӑратаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем тата хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем райра пурӑннине куҫӗ умне кӑларса тӑратса хӑйсен шанчӑкне ҫирӗплетеҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсене Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма хавхалантарать (Матф. 24:13; Гал. 6:9).

8. Тата мӗнле сӑлтава пула «урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килеҫҫӗ?

8 «Урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне тепӗр сӑлтава пула та килеҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене юратнине тата пулӑшма хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисемпе ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансем ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ тесе Турӑ Сӑмахӗнче малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Айтӑр хӑш-пӗр пророкла каланисене пӑхса тухар.

9. Захария 8:23-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсенчен «урӑх сурӑхсем» святой сывлӑшпа суйласа илнисене шанчӑклӑ пулни мӗнле курӑнать?

9 Захария 8:23 вуласа парӑр. Ҫак пророкла сӑмахсенчен «урӑх сурӑхсем» святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене шанчӑклӑ пулни курӑнать. «Тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни» вӑл — «урӑх сурӑхсем». «Эпир санпа каятпӑр» тесе вӗсем «иудея» — святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене — калаҫҫӗ (Рим 2:28, 29). Пророк каланӑ тӑрӑх, «вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ». Урӑхла каласан, «урӑх сурӑхсем» святой сывлӑшпа суйласа илнисене пулӑшса тӑраҫҫӗ тата вӗсемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапаҫҫӗ. Ҫакӑ вара вӗсем святой сывлӑшпа суйласа илнисене чунтан парӑннине кӑтартать. Ҫавӑнпа та «урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума килнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук.

10. Иегова Иезекииль 37:15—19, 24, 25 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсене мӗнле пурнӑҫланӑ?

10 Иезекииль 37:15—19, 24, 25 вуласа парӑр. Ҫак пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? Иеговӑна пула святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансемпе «урӑх сурӑхсем» уншӑн ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫак пророкла сӑмахсенче икӗ туя ҫинчен каланӑ. «Иуда туйи» пӗлӗтре ертсе пыракан христиансене сӑнарласа парать, мӗншӗн тесен патшасем Израилӗн шӑпах ҫак йӑхӗнчен тухнӑ пулнӑ. «Ефрем туйи» вара ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансене сӑнарласа парать. Иегова эпӗ «вӗсене пӗр туя тӑвӑп» тенӗ. Урӑхла каласан, вӑл ҫак икӗ ушкӑна пӗрлештерӗ, вара вӗсем Иисус Христос Патша ертсе пынӑ чухне Турӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑрӗҫ *. Акӑ мӗншӗн кашни ҫул святой сывлӑшпа суйласа илнисемпе «урӑх сурӑхсем» Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне уйрӑммӑн мар, пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем — «пӗр кӗтӳ» тата вӗсене «пӗр Кӗтӳҫӗ» ертсе пырать (Иоанн 10:16).

11. Иисус каланӑ ытарӑшри сурӑхсем Христосӑн тӑванӗсене мӗнле чи кирлӗ ӗҫе тума пулӑшаҫҫӗ? (Матфей 25:31—36, 40).

11 Матфей 25:31—36, 40 вуласа парӑр. Ҫак ытарӑшри сурӑхсем вӗсем юлашки кунсенче пурӑнакан тата ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан тӳрӗ ҫынсем. Тепӗр майлӑ каласан, «урӑх сурӑхсем». Вӗсем Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑванӗсене чи кирлӗ ӗҫе тума пулӑшаҫҫӗ — пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата вӗренекенсем хатӗрлеҫҫӗ (Матф. 24:14; 28:19, 20).

12, 13. «Урӑх сурӑхсем» Христосӑн тӑванӗсене тата мӗнле майпа пулӑшса тӑраҫҫӗ?

12 Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ умӗн темиҫе эрне маларах кашни ҫул пӗтӗм тӗнчипе ҫак уява чӗнмелли кампани иртет. «Урӑх сурӑхсем» Христосӑн тӑванӗсене пулӑшас тесе ҫак кампание хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. (« Эсир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума хатӗрленме пуҫларӑр-и?» рамкӑна пӑхӑр.) Пухусенче ытларахӑшӗнче Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче хӗрлӗ эрехпе ҫӑкӑр тутанакансем пулмаҫҫӗ пулин те, «урӑх сурӑхсем» ҫак уява уявлама мӗн кирлине веҫех хатӗрлесе хураҫҫӗ. Вӗсем Иисусӑн тӑванӗсене ҫапла майпа пулӑшма питӗ хавас. Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем вӗсен чӗрисене ӑшӑтаҫҫӗ: «Эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» (Матф. 25:37—40).

13 Тата мӗнле сӑлтавсене пула христиансем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑваҫҫӗ?

МӖНШӖН ЭПИР ПУРТЕ ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ПАЛЛӐ ТӐВАТПӐР?

14. Иеговӑпа Иисус пире хытӑ юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

14 Эпир Иеговӑпа Иисуса хамӑра юратнӑшӑн питӗ пархатарлӑ. Иегова пире юратнине тӗрлӗ майпа кӑтартать. Ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран вӑл хӑйӗн Ывӑлне те шеллемен: пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе ӑна асаплантарса вӗлерме ирӗк панӑ (Иоанн 3:16). Пирӗншӗн вилме хатӗр пулнипе Иисус та пире хытӑ юратнине кӑтартнӑ (Иоанн 15:13). Кирек мӗн тусан та эпир Иеговӑпа Иисус ямӗнче яланах тӳлесе татайми парӑмра пулӑпӑр. Ҫапах та эпир кашни куна мӗнле пурӑнса ирттернипе вӗсен юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр (Кол. 3:15). Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килнипе вара эпир Иеговӑпа Иисусӑн юратӑвне асра тытнине тата вӗсене юратнине кӑтартатпӑр.

15. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем те, «урӑх сурӑхсем» те каҫарттаракан парнешӗн мӗншӗн пархатарлӑ?

15 Эпир Иисусӑн каҫарттаракан парнишӗн пархатарлӑ (Матф. 20:28). Каҫарттаракан парнене пула святой сывлӑшпа суйласа илнисен питӗ чаплӑ шанчӑк пур, ҫавӑнпа вӗсем ҫак парнене питӗ хаклаҫҫӗ. Вӗсем Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненнӗрен Иегова вӗсене тӳрӗ ҫынсем вырӑнне хурать тата ывӑллӑха илет (Рим 5:1; 8:15—17, 23). «Урӑх сурӑхсем» те ҫак парнешӗн пархатарлӑ. Христос тӑкнӑ юна ӗненнине пула вӗсем Турӑ куҫӗ умӗнче таса пулма, уншӑн ӗҫлесе тӑма тата хӑрушла асап витӗр тухасса шанма пултараҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:13—15). Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем те, «урӑх сурӑхсем» те кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килнипе каҫарттаракан парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ.

16. Эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне тата мӗнле сӑлтава пула паллӑ тӑватпӑр?

16 Унсӑр пуҫне, эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тунипе Иисуса итленине кӑтартатпӑр. Иисус Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ чухне «ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ (1 Кор. 11:23, 24). Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, Иисус мӗн хушнине туса тӑрасшӑн.

ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ПАЛЛӐ ТУНИ ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

17. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ пире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшать?

17 Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать (Иак. 4:8). Каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫак уяв Иегова пире панӑ шанчӑк ҫинчен тата вӑл пире мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать (Иер. 29:11; 1 Иоанн 4:8—10). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласан вара эпир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратӑпӑр тата унпа ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланӑпӑр (Рим 8:38, 39).

18. Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пире мӗн тума хавхалантарать?

18 Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ пире Иисусран тӗслӗх илме хавхалантарать (1 Петр 2:21). Ҫак уяв умӗнхи тапхӑрта эпир Библи вуланӑ чухне Иисусӑн ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗсем ҫинчен, унӑн вилӗмӗ ҫинчен тата вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен шухӑшлатпӑр. Кайран вара, доклад итленӗ чухне, эпир унӑн юратӑвӗ ҫинчен тата вӑл хӑйне хӗрхенмесӗр пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне пани ҫинчен шухӑшлатпӑр (Эф. 5:2; 1 Иоанн 3:16). Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ пире Иисус Христос пурӑннӑ пек пурӑнма хавхалантарать (1 Иоанн 2:6).

19. Иеговӑн юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

19 Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ пире Туррӑн юратӑвне тивӗҫлӗ пулма пулӑшать (Иуда 20, 21, ҪТ). Иегова хамӑра юраттӑр тетпӗр пулсан, пирӗн унӑн чӗрине савӑнтарма, унӑн ятне мухтава кӑларма тата ӑна итлесе пурӑнма чунтан тӑрӑшмалла (Ытар. 27:11; Матф. 6:9; 1 Иоанн 5:3). Эпир Иеговӑн юратӑвне ӗмӗр-ӗмӗрех тивӗҫлӗ пуласшӑн. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ туни вара пире ҫакна кашни кун ӗҫсемпе кӑтартма хавхалантарӗ.

20. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума пирӗн мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсем пур?

20 Куртӑмӑр ӗнтӗ, пур христианинӑн та Каҫхи апат уявне паллӑ тума витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫултан-ҫул эпир ҫак ятарлӑ каҫ пирӗн хаклӑ тусӑмӑрӑн, Иисус Христосӑн, вилӗмне аса илме пуҫтарӑнатпӑр. Унтан та ытларах, эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире юратнӑран хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн парне пек панӑ. 2022 ҫулта Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ эрнекун, апрелӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Эпир Иеговӑпа унӑн Ывӑлне питӗ юрататпӑр, ҫавӑнпа хамӑрӑн пур ӗҫе пӑрахса Иисус Христосӑн вилӗмне аса илме пуҫтарӑнӑпӑр.

16-МӖШ ЮРӐ Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр

^ 5 абз. Пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинчи райра-и, эпир пурте кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне кӗтетпӗр. Библирен эпир ҫак уява паллӑ туни пире хамӑра мӗнле усӑ пани ҫинчен тата ҫак уява паллӑ тума мӗнле сӑлтавсем пурри ҫинчен пӗлетпӗр. Айтӑр вӗсене сӳтсе явар.

^ 4 абз. Ҫӗнӗ килӗшӳпе Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2014 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Эсир „священниксен патшалӑхӗ“ пулатӑр» статьяна пӑхма пулать, 10—15-мӗш страницӑсем.