33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Даниил тӗслӗхӗнчен вӗренӗр
«Эсӗ Турӑшӑн хаклӑ ҫын» (ДАН. 9:23, ҪТ).
73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Мӗншӗн Вавилон ҫыннисем Даниила тӳрех асӑрханӑ?
ДАНИИЛА тӑван килӗнчен уйӑрса аякри Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ чухне вӑл ҫап-ҫамрӑк пулнӑ. Унта ӑна тӳрех асӑрханӑ, мӗншӗн тесен вӑл «ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ» пулнӑ тата ятлӑ-сумлӑ ҫемьерен тухнӑ. Ҫавӑнпа ӑна патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма хатӗрлеме пуҫланӑ (Дан. 1:3, 4, 6; 1 Патш. 16:7).
2. Иегова Даниил ҫине мӗнле пӑхнӑ? (Иезекииль 14:14).
2 Иегова Даниила хитре сӑн-питлӗ пулнишӗн е обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннишӗн мар, хӑйне юрама чун-чӗререн тӑрӑшнишӗн юратнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Даниил 20 ҫулсенче кӑна пулнӑ, ҫапах та ӑна Иегова хӑйӗншӗн вун-вун ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ Нойпа тата Иовпа пӗр шая тӑратнӑ (Пулт. 5:32; 6:9, 10; Иов 42:16, 17; Иезекииль 14:14 вуласа парӑр). Даниил нумай пурӑннӑ тата унӑн пурнӑҫӗнче тем те пулнӑ, Иегова вара ӑна нихӑҫан та юратма пӑрахман (Дан. 10:11, 19).
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Ҫак статьяра эпир мӗнле икӗ лайӑх ене пула Иегова Даниила хакланине пӑхса тухӑпӑр. Малтан кашни лайӑх ене кӗскен пӑхса тухса Даниил вӗсене мӗнле лару-тӑрусенче кӑтартнине курӑпӑр. Кайран ҫав лайӑх енсене аталантармашкӑн ӑна мӗн пулӑшнине пӗлӗпӗр. Юлашкинчен вара унран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалли ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫак статьяна ытларах ҫамрӑксем валли ҫырнӑ пулин те, эпир пурте Даниилран нумай япалана вӗренме пултаратпӑр.
ДАНИИЛ ПЕКЕХ ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР
4. Даниил хӑюллӑ пулни ӑҫтан курӑннӑ?
4 Хӑюллӑ ҫынсем те хӑраса ӳкме пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ вӗсене тӗрӗссине тума чармасть. Даниил питӗ хӑюллӑ яш ача пулнӑ. Ҫакӑ сахалтан та икӗ лару-тӑруран курӑнать. Пӗрремӗш лару-тӑру Вавилон ҫыннисем Израиле аркатса тӑксан пӗр икӗ ҫул иртсен сиксе тухнӑ пулас. Навуходоносор патша тӗлӗкре тем пысӑкӑш кӗлетке курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн пур ӑсчахне те, ҫав шутрах Даниила та, хӑйӗн тӗлӗкне каласа пама тата ӑнлантарма хушнӑ. Ҫапла тумасан вӗсене вилӗм кӗтет тенӗ (Дан. 2:3—5). Даниилӑн тӑхтаса тӑма юраман, мӗншӗн тесен нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ҫавӑнпа та «Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма... вӑхӑт ыйтса илнӗ» (Дан. 2:16). Ҫавна тума ӑна хӑюлӑхпа ӗненӳ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил унччен тӗлӗксене ӑнлантарса панӑ тесе ниҫта та каламан. Вӑл хӑйӗн тусӗсене (Вавилонра вӗсене Седрах, Мисах тата Авденаго ятсем панӑ пулнӑ) «Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама» тархаслама ыйтнӑ (Дан. 2:18). Иегова вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ. Даниил урлӑ вӑл Навуходоносорӑн тӗлӗкне ӑнлантарса панӑ. Вара Даниилпа унӑн тусӗсем вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ.
5. Тата мӗнле лару-тӑрура Даниила хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ?
5 Вӑхӑт иртсен Даниилӑн каллех хӑюлӑх кӑтартмалла пулнӑ. Навуходоносор патшана тепӗр хӑрушӑ тӗлӗк курӑннӑ. Вӑл тем пысӑкӑш йывӑҫ курнӑ. Даниил ҫав тӗлӗке патшана хӑюллӑн ӑнлантарса панӑ. Вӑл патша ӑсран тайӑласси пирки те, влаҫне ҫухатасси пирки те калама хӑраман (Дан. 4:22). Ҫав сӑмахсемшӗн Навуходоносор ӑна пӑлхав ҫӗклесшӗн тесе вӗлерме те пултарнӑ. Анчах та ҫакӑ Даниила чарман — вӑл тӗлӗке хӑюллӑн ӑнлантарса панӑ.
6. Мӗне пула Даниил хӑюллӑ пулнӑ?
6 Мӗне пула Даниил пурнӑҫӗ тӑршшӗпех хӑюллӑ пулнӑ? Вӑл мӗн ачаранпах ашшӗпе амӑшӗн лайӑх тӗслӗхне курса тӑнӑ. Вӗсем Иегова Израильти ашшӗ-амӑшӗсене панӑ хушусене тытса тӑни пирки тата ывӑлне Туррӑн законне вӗрентни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (Сак. аст. 6:6—9). Даниил вунӑ заповедьсӗр пуҫне Моисей законӗнчи ытти вак-тӗвексене те пӗлнӗ. Сӑмахран, израильтянсен мӗн ҫиме юранипе мӗн ҫиме юраманнине те лайӑх ӑнланнӑ (Лев. 11:4—8; Дан. 1:8, 11—13) b. Унсӑр пуҫне, вӑл Израиль халӑхӗн историне лайӑх пӗлнӗ тата халӑх Иеговӑна итлеменни япӑххи патне илсе ҫитернине курнӑ (Дан. 9:10, 11). Даниил хӑйне Иеговӑпа хӑватлӑ ангелсем пулӑшнине курсах тӑнӑ, ҫавӑнпа та хӑй нихӑҫан та пулӑшусӑр юлас ҫуккине пӗлнӗ (Дан. 2:19—24; 10:12, 18, 19).
7. Даниила хӑюллӑ пулма тата мӗн пулӑшнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
7 Даниил Туррӑн пророкӗсен кӗнекисене, ҫав шутрах Иеремия пророкла каланине, тӗпченӗ. Ҫавна пула вӑл Израиль халӑхӗ нумай ҫул хушши Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ хыҫҫӑн кӗҫех ирӗке тухассине ӑнкарса илнӗ (Дан. 9:2). Пророкла каланисем пурнӑҫланнине курсан Даниил Иеговӑна хытӑрах шанма пуҫланӑ паллах. Ҫын Турра чун-чӗререн шанать пулсан вара, вӑл ҫав тери хӑюллӑ пулма пултарать. (Рим 8:31, 32, 37—39 танлаштарӑр.) Чи кирли вара — Даниил час-часах хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне кӗлтунӑ (Дан. 6:10). Вӑл Иеговӑна хӑйӗн ҫылӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑй мӗн туйнине уҫса панӑ тата унран пулӑшу ыйтнӑ (Дан. 9:4, 5, 19). Даниил пирӗн пек ахаль ҫынах пулнӑ, апла пулсан вӑл ҫуралсанах хӑюллӑ пулса тӑман. Даниил Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченине пула, Иеговӑна кӗлтунине пула тата ӑна шаннине пула хӑюллӑ пулса тӑнӑ.
8. Хӑюллӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
8 Хӑюллӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Аттепе анне пире хӑюллӑ пулма хавхалантарма пултараҫҫӗ, анчах та хӑйсем тем пек хӑюллӑ пулсан та, пире хӑюллӑ туса хума пултараймаҫҫӗ. Пӗр-пӗр ӗҫе тума вӗреннӗ пекех, хӑюллӑ пулма та вӗренсе пымалла. Ҫӗннине вӗренмелли майсенчен пӗри вӑл — вӗрентекен ҫине пӑхса вӑл тунӑ пек туни. Хӑюллӑ пулас тесен вара ыттисем ҫак лайӑх ене мӗнле кӑтартнине сӑнаса вӗсем тунӑ пек тума тӑрӑшмалла. Даниилран эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн те Турӑ Сӑмахне лайӑх пӗлмелле, чуна уҫса тата час-часах кӗлтуса Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла тата Иеговӑна шанмалла, вӑл хамӑра пулӑшасси пирки иккӗленмелле мар. Вара пирӗн ӗненӳ тӗрӗсленнӗ чухне эпир хӑюллӑ пулӑпӑр.
9. Мӗншӗн пирӗн хӑюллӑ пулмалла?
9 Хӑюллӑ пулни нумай усӑ кӳрет. Айтӑр Германири Бен тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл вӗреннӗ шкулта пурте эволюцие ӗненнӗ. Турӑ пурне те тунӑ тенине вара юмах-халап вырӑнне хунӑ. Пӗррехинче унӑн мӗншӗн вӑл пурне те Турӑ тунине ӗненни ҫинчен класс умӗнче каласа пама май уҫӑлнӑ. Вӑл ҫавна хӑюллӑн тунӑ. Вара ҫавӑ мӗн панӑ? Бен ҫапла калать: «Учитель тимлӗ итлерӗ. Эпӗ каласа пӗтерсен вара хам усӑ курнӑ материалсен копийӗсене туса класри пур ачана та парса тухрӗ». Бенпа пӗрле вӗренекенсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Вӑл малалла ҫапла калать: «Нумайӑшӗ тимлӗн итлесе ларчӗҫ, кайран вара мана мухтарӗҫ». Бенпа мӗн пулса тухнинчен ҫакӑ курӑнать: хӑюллӑ ҫынсене ытларах чухне хисеплеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хӑюллӑ пулнипе эпир тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Иеговӑна пӗлме пулӑшма пултаратпӑр. Эппин, пирӗн ҫак лайӑх ене аталантармаллах.
ДАНИИЛ ПЕКЕХ, ТУРРА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР
10. Мӗн вӑл чун-чӗререн парӑнни?
10 Библире «чун-чӗререн парӑнни» е «чунтан парӑнса юратни» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ чун туртнине, ҫепӗҫ туйӑмпа юратнине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн тусӗсене шӑп ҫапла юратать те. Унӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне юратни ҫинчен каланӑ чухне те ҫак сӑмахпах усӑ курнӑ (2 Патш. 9:6, 7). Турӑ хӑйне те ҫапла юратасса кӗтет. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак юрату ӳссе пыма пултарать. Ҫакӑ Даниил тӗслӗхӗнчен питӗ лайӑх курӑнать.
11. Даниил ватӑ пулнӑ чухне хӑй Турра чунтан парӑннипе парӑнманни мӗнле тӗрӗсленнӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
11 Даниил Турра чунтан парӑннипе парӑнманни пурнӑҫӗ тӑршшӗпех тӗрӗсленнӗ. Анчах та 90-ран иртсен вӑл чи пысӑк йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑталла Вавилона Мидипе Перси ҫыннисем ҫӗнсе илнӗ те унта Дарий патша ертсе пынӑ. Патша керменӗнче ӗҫлекенсем Даниила юратсах кайман тата унӑн Туррине пӗртте хисеплемен, ҫавӑнпа та Даниила вӗлерме каварлашнӑ. Вӗсем патшана пӗр закон йышӑнма хистенӗ. Ҫав закон Даниил кама чӑннипех чунтан парӑннине кӑтартнӑ пулӗччӗ: хӑйӗн Туррине е патшана. Ватӑ пророкӑн 30 кун хушши Иеговӑна кӗлтумалла пулман. Ҫапла вӑл патшана чунтан парӑннине кӑтартнӑ пулӗччӗ, ӑна наказани те паман пулӗччӗҫ. Анчах та Даниил ҫав закона пӑхӑнман, вара ӑна арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ. Иегова хӑйне чунтан парӑннӑшӑн Даниила пилленӗ — арӑслансене ӑна сиен кӳме паман (Дан. 6:12—15, 20—22). Пирӗн те, Даниил пекех, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесен мӗн тумалла?
12. Мӗне пула Даниил Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ?
12 Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесен, ӑна питӗ хытӑ юратмалла. Даниил Иеговӑна шӑп ҫапла юратнӑ та, ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗнчен тунма пӗр шухӑш та пулман. Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӗсем унӑн ӗҫӗсенче мӗнле курӑнни ҫинчен шухӑшланине пула Даниил ҫавӑн пек хытӑ юратӑва аталантарнӑ пулас (Дан. 9:4). Унсӑр пуҫне, Даниил хӑйӗншӗн те, израильтянсемшӗн те Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ та ӑна тав тунӑ (Дан. 2:20—23; 9:15, 16).
13. а) Ҫамрӑксем Турра чунтан парӑннипе парӑнманни мӗнле тӗрӗсленме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Сирӗнтен: «Иегова Свидетелӗсем гомосексуалистсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?» — тесе ыйтсан, мӗн хуравлама пулать? (jw.org сайтра «Тӳрӗлӗхӗн ӗҫӗ тӑнӑҫлӑх пулӗ» видеона пӑхӑр.)
13 Даниил вӑхӑтӗнчи пекех, хальхи вӑхӑтра та ҫамрӑксем Иеговӑн нормисене ним вырӑнне хуман ҫынсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем Иеговӑна юратакансем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пирӗн тӑвансене хӑратса Туррӑн законӗсене пӑсма та хистеҫҫӗ. Австралире пурӑнакан Грейм аслӑ классенче вӗреннӗ чухне унпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Пӗррехинче учитель вӗренекенсенчен вӗсен тусӗ хӑй гомосексуалист пулни ҫинчен пӗлтерсен вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ пулӗччӗҫ тесе ыйтнӑ. Тусне ырланисен пӗр енне тӑмалла пулнӑ, теприсен — тепӗр енне. Грейм ҫапла аса илет: «Пурте тенӗ пекех пӗр енне тӑчӗҫ. Вӗсем гомосексуализмра ним япӑххине те курман. Эпӗ те тепӗр Иегова Свидетелӗ ҫеҫ уйрӑм кайса тӑтӑмӑр». Кайран Грейма тата йывӑртарах килнӗ: вӑл Иеговӑна мӗн таран чунтан парӑнни тӗрӗсленнӗ. «Урок мӗн вӗҫленичченех вӗренекенсем кӑна мар, учитель те пирӗнтен тӑрӑхласа кулчӗҫ,— тет вӑл.— Эпӗ май килнӗ таран лӑпкӑ пулса хам мӗншӗн ҫапла шутланине ӑнлантарма тӑрӑшрӑм. Анчах та вӗсем пӗртте итлесшӗн пулмарӗҫ». Мӗн пулса тухни Грейм ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл малалла ҫапла калать: «Хам ҫине ҫапла тапӑнни мана, паллах, килӗшмерӗ. Анчах та эпӗ хам мӗне ӗненнине хӳтӗлеме тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнишӗн питӗ савӑнтӑм».
14. Мӗне пула эпир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пултаратпӑр?
14 Даниил пекех, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесен пирӗн хамӑр ҫӳлти Аттене хытӑрах та хытӑрах юратмалла. Юратӑва аталантармашкӑн Иеговӑн лайӑх енӗсене тӗпчемелле. Унӑн лайӑх енӗсене курас тесен вара вӑл тунӑ япаласене сӑнамалла (Рим 1:20). Ҫак тӗлӗшрен «Случайность или замысел?» ярӑмри статьясемпе видеосем усӑллӑ пулӗҫ. Вӗсене пула эпир Иеговӑна хытӑрах юратма тата ытларах хисеплеме пуҫлӑпӑр. Унсӑр пуҫне, «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» тата «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюрӑсене тепре пӑхса тухни те лайӑх пулӗччӗ. Данире пурӑнакан Э́стер ятлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ҫак брошюрӑсем пирки акӑ мӗн калать: «Унта питӗ чаплӑ ҫирӗплетӳсем илсе панӑ! Ҫак брошюрӑсенче санӑн мӗне ӗненмеллине, мӗне вара ӗненмелле маррине каламан. Унта фактсене ҫеҫ ҫырса панӑ, пӗтӗмлетӳ хӑв тӑватӑн». Маларах асӑннӑ Бен ҫапла калать: «Ҫак брошюрӑсем манӑн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетрӗҫ. Турӑ пурне те туни пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те юлмарӗ». Ҫак материала тӗпчесен эсир Ӳлӗмхи 4:11-мӗшӗнчи сӑмахсемпе килӗшетӗр пулӗ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ» c.
15. Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарас тесе тата мӗн тума пулать?
15 Иеговӑна хытӑрах юратмашкӑн унӑн Ывӑлӗн пурнӑҫне тӗплӗн тӗпчени те пулӑшать. Германири ҫамрӑк Сами́ра ҫапла тунӑ та. Вӑл акӑ мӗн калать: «Иисус ҫинчен вуласа эпӗ Иеговӑна лайӑхрах пӗлтӗм». Самира пӗчӗккӗ пулнӑ чухне ӑна Иеговӑн туйӑмсем пуррине ӑнланма йывӑр пулнӑ, Иисус мӗн туйнине вара вӑл ӑнланнӑ. Малалла Самира ҫапла калать: «Иисус мана питӗ килӗшетчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ пулнӑ тата ачасене юратнӑ». Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлсе пынӑ май унӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем те ҫирӗпленсе пынӑ. Мӗншӗн? «Вӑхӑт иртнӗҫемӗн,— ӑнлантарса парать вӑл,— эпӗ Иисус хӑйне яланах Ашшӗ пек тытнине куртӑм. Вӗсем хушшинче пӗрпеклӗхсем питӗ нумай. Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫакна пула та ҫӗр ҫине янине ӑнланса илтӗм. Ун ҫине пӑхса ҫынсем Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пултарнӑ вӗт» (Иоанн 14:9). Эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесшӗн пулсан, вӑхӑта шеллемесӗр Иисус ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире Иеговӑна хытӑрах юратма, чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшӗ.
16. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна та, ыттисене те чунтан парӑнса пурӑнмалла? (Псалом 18:25, ҪТ; Михей 6:8).
16 Эпир ыттисене чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, пирӗнпе юнашар яланах шанчӑклӑ туссем пулӗҫ пулӗ (Руфь 1:14—17). Унсӑр пуҫне, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнакан ҫынсем чунра канӑҫлӑх туяҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйне чунтан парӑннисене хӑй те чунтан парӑннӑ. (Псалом 18:25 [ҪТ] d; Михей 6:8 вуласа парӑр.) Шухӑшласа пӑхӑр-ха, пурне те тунӑ хӑватлӑ Турӑпа танлаштарсан эпир питӗ пӗчӗккӗ пулин те, вӑл пире яланах юратма сӑмах парать. Иегова пирӗн чи ҫывӑх тус пулсан, пире унран никам та, нимӗн те — тӑшмансем те, йывӑрлӑхсем те, вилӗм те — уйӑраймӗ (Дан. 12:13; Лука 20:37, 38; Рим 8:38, 39). Ҫавӑнпа та айтӑр Даниилран тӗслӗх илсе малалла та Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнар.
МАЛАЛЛА ТА ДАНИИЛРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР
17, 18. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
17 Ҫак статьяра эпир Даниилӑн икӗ лайӑх енне пӑхса тухрӑмӑр. Пирӗн те ҫав лайӑх енсене аталантармалла. Анчах та Даниила пула эпир тата та нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Сӑмахран, Иегова ӑна курӑнусемпе тӗлӗксем кӑтартнӑ тата пророкла каланисене ӑнлантарса пама пултарулӑх панӑ. Ҫав пророкла каланисенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Теприсенчен вара пулас событисен вак-тӗвекӗсем ҫинчен пӗлме пулать. Ҫав событисем ҫӗр ҫинче пурӑнакан пур ҫынна та пырса тивӗҫ.
18 Тепӗр статьяра эпир Даниил ҫырса хунӑ икӗ пророкла каланисене пӑхса тухӑпӑр. Эпир кирек миҫе ҫулта пулсан та, пирӗн пурин те вӗсене ӑнланмалла. Ҫакӑ пире халех тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, ҫав пророкла каланисем пире хӑюллӑ пулма тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшӗҫ. Вара эпир кӗҫех пулмалли событисене хатӗр пулӑпӑр.
119-МӖШ ЮРӐ Пирӗн ӗненӳ пулмалла
a Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсен хӑш-пӗр лару-тӑрусенче хӑюллӑ пулмалла тата Турра чунтан парӑннине кӑтартмалла. Час-часах шкулта Иегова Свидетелӗсенчен вӗсем пурне те Турӑ тунине ӗненнӗшӗн кулаҫҫӗ. Е ытттисем вӗсене Турӑшӑн ӗҫлени, унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни ухмахла япала тесе ӗнентересшӗн. Анчах та ҫак статьяран эпир ҫакна курӑпӑр: Даниилран тӗслӗх илекенсем тата Иеговӑшӑн хӑюллӑн тата шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракансем ӑслӑ-тӑнлӑ тӑваҫҫӗ.
b Даниил Вавилонти апата ҫак виҫӗ сӑлтава пула таса мар теме пултарнӑ: 1) ҫав апат Моисей законӗ тӑрӑх таса мар шутланакан чӗрчунсен ашӗ пулма пултарнӑ (Сак. аст. 14:7, 8); 2) тен, вӗлернӗ чӗрчунӑн юнне кирлӗ пек кӑларман (Лев. 17:10—12); 3) ҫав апата ҫини суя турӑсене пуҫҫапни шутне кӗме пултарнӑ. (Левит 7:15-мӗшне 1 Коринф 10:18, 21, 22 сӑвӑ йӗркисемпе танлаштарӑр.)
c Унсӑр пуҫне, «Приближайся к Иегове» кӗнекене вуласа тухма пулать. Унтан эсир Иеговӑпа унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах пӗлӗр, вара ӑна хытӑрах юратма пуҫлӑр.
d Псалом 18:25, ҪТ: «Эсӗ хӑвна чунтан парӑннисене чунтан парӑннӑ, айӑпсӑррисене эсӗ шанчӑклӑ».