Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Малалла та тӳсӗмлӗ пулӑр!

Малалла та тӳсӗмлӗ пулӑр!

«Тӳсӗмлӗ пулӑр» (КОЛ. 3:12).

114-МӖШ ЮРӐ Тӳсӗмлӗ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Мӗншӗн эпир тӳсӗмлӗ ҫынсене юрататпӑр?

 ПИРЕ пурне те тӳсӗмлӗ ҫынсем килӗшеҫҫӗ. Эпир кулянса ӳкмесӗр кӗтме пӗлекен ҫынсене хисеплетпӗр. Хамӑр йӑнӑшсем тунӑ чухне ыттисем пирӗнпе тӳсӗмлӗ пулнишӗн те эпир вӗсене пархатарлӑ. Паллах, эпир хамӑрпа Библи вӗреннӗ тӑвана чунтан тав тӑватпӑр. Вӑл эпир Библири вӗрентӳсене тӳрех ӑнланман чухне е хамӑр мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме васкаман чухне пирӗн ҫине ал сулман. Пуринчен ытла вара эпир хамӑрпа тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн Иегова Турра пархатарлӑ (Рим 2:4).

2. Хӑш-хӑш лару-тӑрура пире тӳсӗмлӗ пулма ҫӑмӑл мар пулма пултарать?

2 Ыттисем тӳсӗмлӗ пулни пире килӗшет пулин те, хӑш чухне пире хамӑра тӳсӗмлӗх ҫитсех каймасть. Сӑмахран, пире пробкӑра тӑнӑ чухне, уйрӑмах васканӑ чухне, хамӑра лӑпкӑ тытма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Е, тен, эпир ыттисем хамӑра килӗшмен ӗҫсене тунӑ чухне урса каятпӑр. Хӑш чухне вара эпир Иегова пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене кӗтсе илейместпӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Сирӗн тӳсӗмлӗрех пулас килет-и? Ҫак статьяра эпир тӳсӗмлӗх ҫинчен тата мӗншӗн вӑл питӗ кирлӗ пулни ҫинчен калаҫӑпӑр. Унсӑр пуҫне, тӳсӗмлӗрех пулас тесен мӗн тумаллине те сӳтсе явӑпӑр.

ТӲСӖМЛӖ ПУЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. Хӑйне тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне тӳсӗмлӗ ҫын хӑйне мӗнле тытать?

3 Тӳсӗмлӗ ҫын пирки мӗн калама пулать? Пӗрремӗшӗнчен, тӳсӗмлӗ ҫын ҫилле чарма пӗлет. Вӑл хӑйне тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне е лару-тӑру ҫивӗчленсе кайнӑ чухне хӑйне лӑпкӑ тытать тата усалпа тавӑрмасть. Ҫак тӗлӗшрен Иегова лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Вӑл тарӑхма васкамасть. Турӑ хӑй пирки «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ» тенӗ (Тух. 34:6). «Вӑрах тӳсӗмлӗ» тесе куҫарнӑ сӑмаха хӑш-пӗр куҫарусенче «тарӑхма васкамасть» тесе куҫарнӑ.

4. Кӗтме тивнӗ чухне тӳсӗмлӗ ҫын хӑйне мӗнле тытать?

4 Иккӗмӗшӗнчен, тӳсӗмлӗ ҫын кӗтме пӗлет. Хӑй шутланинчен те ытларах кӗтме тивнӗ чухне вӑл хыпкаланмасть тата тарӑхмасть (Матф. 18:26, 27). Кӗтме пӗлни чылай лару-тӑрура кирлӗ. Тӗслӗхрен, хамӑра мӗн те пулин каласа панӑ чухне пирӗн тимлӗ итлемелле тата ҫынна пӳлмелле мар (Иов 36:2). Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекене пӗр-пӗр вӗрентӗве ӑнланма е мӗнле те пулин япӑх йӑлана пӗтерме пулӑшнӑ чухне те пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла.

5. Тӳсӗмлӗ ҫын пирки тата мӗн калама пулать?

5 Виҫҫӗмӗшӗнчен, тӳсӗмлӗ ҫын мӗн те пулин тӑвас умӗн шутласа пӑхать, васкамасть. Паллах, хӑш-пӗр лару-тӑрусенче тӑхтаса тӑма юрамасть. Анчах та хӑйне питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса парсан тӳсӗмлӗ ҫын малтан шухӑшласа пӑхать тата ӑна тунӑ чухне васкамасть. Мӗн тумаллине палӑртса хумашкӑн вӑл ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрать. Кайран та ҫав ӗҫе лайӑх тӑвас тесе васкамасть.

6. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне тӳсӗмлӗ ҫын хӑйне мӗнле тытать?

6 Тӑваттӑмӗшӗнчен, тӳсӗмлӗ ҫын йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне нӑйкӑшмасть. Паллах, хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине туса каласа панинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та тӳсӗмлӗ ҫын лайӑххине курма пӗлет тата йывӑр вӑхӑтра малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлет (Кол. 1:11). Эпир, христиансем, ҫӳлерех тӳсӗмлӗ ҫынна мӗнле сӑнласа панӑ, ҫавӑн пек пуласшӑн. Мӗншӗн? Айтӑр темиҫе сӑлтава пӑхса тухар.

МӖНШӖН ТӲСӖМЛӖ ПУЛМАЛЛА?

Ҫӗр ӗҫлекен тӳсӗмлӗн кӗтет, мӗншӗн тесен хӑй вӑхӑтӗнче тыр-пул вырса илессе иккӗленмест. Эпир те тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен Иегова хӑй сӑмах панисене палӑртнӑ вахӑтра пурнӑҫласса пӗлетпӗр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Иаков 5:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вӑл хӑй сӑмах панисене пурнӑҫласса тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Пирӗн те ҫаплах тумалла (Евр. 6:11, 12). Библи христиансене ҫӗр ӗҫлекенӗнчен тӗслӗх илме хавхалантарать. (Иаков 5:7, 8 вуласа парӑр.) Ҫӗр ӗҫлекен тӑрӑшсах ӗҫлет: вӑрӑ акать те кайран шӑварсах тӑрать. Вӑл калча хӑҫан тухассине пӗлмест. Анчах та вӑхӑт ҫитсен тыр-пул вырса илесси пирки иккӗленмест, ҫавӑнпа та тӳсӗмлӗн кӗтет. Пирӗн те ӗҫ нумай. «Ҫӳлхуҫа хӑш кун килессине» пӗлместпӗр пулин те эпир Христос хамӑра шанса панӑ ӗҫе хастаррӑн туса тӑратпӑр (Матф. 24:42). Эпир Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр. Тӳсӗмлӗхе ҫухатсан пире кӗтме йывӑр пулӗ тата эпир майӗпен Иеговӑран сивӗнме пуҫлӑпӑр. Е эпир хамӑр кӑмӑла халех ҫырлахтарассишӗн ҫунӑпӑр. Тӳсӗмлӗ пулатпӑр пулсан вара эпир вӗҫне ҫитичченех чӑтӑмлӑ пулӑпӑр та ҫӑлӑнса юлӑпӑр (Мих. 7:7; Матф. 24:13).

8. Тӳсӗмлӗ пулни пире ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма мӗнле пулӑшать? (Колоссӑ 3:12, 13).

8 Хамӑр тӳсӗмлӗ пулсан пирӗн ыттисемпе лайӑх хутшӑнусем пулӗҫ. Тӳсӗмлӗ пулни пире ыттисем мӗн те пулин каласа панӑ чухне тимлӗ итлеме пулӑшать (Иак. 1:19). Унсӑр пуҫне, ӑна пула эпир ыттисемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр. Тӳсӗмлӗх пире мӗн те пулин шутламасӑр каласа хурасран тата ҫивӗч лару-тӑрура тӳрккессӗн калаҫасран сыхлать. Тӳсӗмлӗ пулсан, хамӑра кӳрентерсен те эпир часах тарӑхса каймӑпӑр. Эпир усалпа та тавӑрмастпӑр. Ун вырӑнне Библири ҫак канаша итлетпӗр: «Пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтӑр... пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр». (Колоссӑ 3:12, 13 вуласа парӑр.)

9. Йышӑнусем тумалла чухне тӳсӗмлӗ пулни мӗнле пулӑшать? (Ытарӑшсем 21:5).

9 Тӳсӗмлӗ пулсан эпир чылай лайӑхрах йышӑнусем тӑвӑпӑр. Эпир васкамӑпӑр тата туйӑмсем хыҫҫӑн каймӑпӑр. Йышӑну тунӑ чухне эпир веҫех шута илсе чи лайӑххине суйласа илме тӑрӑшӑпӑр. (Ытарӑшсем 21:5 [ҪТ] вуласа парӑр.) b Калӑпӑр, эпир ӗҫ шыратпӑр. Тен, эпир кирек мӗнле ӗҫе те кӗме хатӗр, вӑл пухӑва ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма чӑрмантарасса пӑхса тӑмастпӑр. Тӳсӗмлӗ пулсан вара эпир ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхатпӑр: сӑмахран, унта ҫитме мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ, миҫе сехет ӗҫлемелле, ҫакӑ хамӑр ҫемье ҫине тата хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Тӳсӗмлӗ пулсан пирӗн тӗрӗс мар йышӑнусем тунӑшӑн кулянмалла пулмӗ.

ТӲСӖМЛӖРЕХ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

10. Христианинӑн тӳсӗмлӗ пулса тӑрас тесен тата малалла та тӳсӗмлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

10 Тӳсӗмлӗ пулмашкӑн кӗлтӑвӑр. Тӳсӗмлӗх вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Апла пулсан, эпир ӑна хамӑр тӗллӗн аталантарма пултараймастпӑр. Пӗр-пӗр лару-тӑрура тӳсӗмлӗ пулма йывӑр пулсан эпир ҫӳлти Аттерен святой сывлӑш ыйтатпӑр (Лука 11:9, 13). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑран пур япала ҫине те хӑвӑн куҫупа пӑхма пулӑшсам тесе ыйтатпӑр. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вара пирӗн тӳсӗмлӗ пулас тесен кашни кунах вӑй хумалла. Кӗлтуса тӑратпӑр пулсан тата ҫак ене кӑтартма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑр унччен тӳсӗмлӗ ҫын пулман пулин те, Иегова пире тӳсӗмлӗрех пулма пулӑшӗ.

11, 12. Иегова тӳсӗмлӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

11 Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем ҫинчен тарӑн шухӑшлӑр. Унта тӳсӗмлӗ пулнӑ нумай ҫын пирки каласа панӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани пире нумай усӑ парӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхсене сӳтсе явиччен айтӑр малтан тӳсӗмлӗх тӗлӗшӗнчен чи чаплӑ тӗслӗхе — Иеговӑн тӗслӗхне — пӑхса тухар.

12 Эдем пахчинче Шуйттан Иеговӑн ятне хурланӑ: вӑл Турӑ ҫынсене юратмасть, вӗсемпе хӑйне тӗрӗс мар тытать тесе суйнӑ. Иегова элекҫӗне тӳрех пӗтерес темен. Вӑл чаруллӑ та тӳсӗмлӗ пулнӑ. Турӑ ҫакна ӑнланнӑ: хӑй чи лайӑх майпа ертсе пынине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑхӑт кирлӗ. Хӑйӗн сӑваплӑ ятне Шуйттан хурланине Иегова пин-пин ҫул хушши чӑтса тӑрать ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне, май килнӗ таран ытларах ҫын ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултартӑр тесе те Иегова тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать (2 Петр 3:9, 15). Ҫавна пула миллион-миллион ҫын унӑн тусӗ пулса тӑнӑ. Иегова мӗншӗн тӳсӗмлӗн кӗтнине асра тытатпӑр пулсассӑн, пире вӑл пӗтӗм усаллӑха пӗтерессе кӗтмешкӗн ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Тӳсӗмлӗ ҫын хӑйне ыттисем тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне хӑйне чарма пӗлет (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. Мӗншӗн Иисус Ашшӗ пекех тӳсӗмлӗ теме пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Иисус хӑйӗн Ашшӗ пекех тӳсӗмлӗ. Ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне курӑннӑ. Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче, уйрӑмах икӗпитлӗ закон вӗрентӳҫӗсемпе тата фарисейсемпе калаҫнӑ чухне, ӑна тӳсӗмлӗ пулма ҫӑмӑл пулман пулӗ (Иоанн 8:25—27). Ҫапах та Иисус, хӑйӗн Ашшӗ пекех, тарӑхма васкаман. Хӑйне хурланӑ чухне вӑл хирӗҫ усал каламан тата тавлашӑва кӗрсе кайман (1 Петр 2:23). Иисус йывӑрлӑхсене ӳпкелешмесӗр тӳссе ирттернӗ. Ахальтен мар Библи пире ҫапла тума хавхалантарать: «Хӑйне ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине Тӳснӗскерӗ ҫинчен шухӑшлӑр» (Евр. 12:1—3). Иегова пулӑшнипе эпир те кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратпӑр.

Авраам пекех тӳсӗмлӗ пулсан, эпир Иегова хамӑра халех пиллӗхсем парасса, ҫӗнӗ тӗнчере вара тата ытларах пиллессе пӗлсе тӑрӑпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Авраам тӳсӗмлӗ пулнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Еврейсем 6:15). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Тен, ҫак тӗнче пӗтессине эпир нумай ҫул кӗтетпӗр тата ҫавна хамӑр куҫпа кураймастпӑр тесе пӑшӑрханатпӑр. Тӳсӗмлӗн кӗтме пире мӗн пулӑшӗ? Авраам тӗслӗхӗ. 75 ҫулта пулнӑ чухне унӑн ача пулман, Иегова вара ӑна ҫапла сӑмах панӑ: «Санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп» (Пулт. 12:1—4). Авраам ҫакӑ пурнӑҫланнине курнӑ-и? Пӗтӗмпех курман. Вӑл Евфрат юханшывӗ урлӑ каҫсан 25 ҫул иртсен тин унӑн ывӑл, Исаак, ҫуралнӑ. Ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ. Тепӗр 60 ҫул иртсен унӑн Исавпа Иаков мӑнуксем ҫуралнӑ. (Еврейсем 6:15 вуласа парӑр.) Анчах та Авраам унӑн тӑхӑмӗ аслӑ халӑх пулса тӑнине тата Пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫланине курман. Ҫав-ҫавах вӑл мӗн виличченех Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем упраса хӑварнӑ (Иак. 2:23). Чӗрӗлсе тӑрсан вара Авраам хӑй ӗненнине тата тӳсӗмлӗ пулнине пула ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗхсем илнине пӗлӗ (Пулт. 22:18). Вӑл ун чухне ҫав тери савӑнӗ пулӗ! Авраампа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова хӑй сӑмах панисене пӗтӗмпех пурнӑҫланине эпир, тен, вӑхӑт иртсен ҫеҫ курӑпӑр. Анчах та эпир, Авраам пекех, тӳсӗмлӗ пулсан ҫакна ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр: Иегова пире халех пиллесе тӑрӗ, ҫӗнӗ тӗнчере вара эпир тата нумайрах пиллӗх илӗпӗр (Марк 10:29, 30).

15. Хамӑр тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне мӗн пӑхса тухма пулать?

15 Библире тӳсӗмлӗ пулнӑ ытти ҫынсем ҫинчен те ҫырса панӑ (Иак. 5:10). Эпир вӗсем ҫинчен ытларах пӗлме тӗллев лартма пултаратпӑр c. Тӗслӗхшӗн Давида илер. Вӑл ҫамрӑк пулнӑ чухнех Иегова ӑна Израиль патши пулма суйласа илнӗ. Анчах та патша пулса тӑриччен унӑн нумай ҫул кӗтме тивнӗ. Симеонпа Анна пирки калас пулсан та, вӗсем Мессия килессе кӗтнӗ май Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Лука 2:25, 36—38). Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен пурнӑҫне тӗпченӗ май хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Мӗне пула ҫак ҫын тӳсӗмлӗ пулнӑ? Тӳсӗмлӗ пулни ӑна мӗнле усӑ панӑ? Унран тӗслӗх илес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» Тӳсӗмлӗ пулман ҫынсен тӗслӗхӗсенчен те эсир вӗренме пултаратӑр (1 Патш. 13:8—14). Сӑмахран, ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхма пулать: мӗншӗн вӑл тӳсӗмлӗ пулман? Ҫавӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

16. Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ парать?

16 Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен шутлӑр. Тӳсӗмлӗ ҫын ытларах чухне лӑпкӑ та телейлӗ. Эппин, тӳсӗмлӗ пулсан эмоци тӗлӗшӗнчен те, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те сывлӑх ҫирӗпрех пулӗ. Тӳсӗмлӗ пулни ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Пухура та пӗрлӗх пулӗ. Унсӑр пуҫне, ыттисем хамӑра тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне ҫилленсе каймастпӑр пулсан, лару-тӑрӑва япӑхлатса ямастпӑр (Пс. 36:8; Ытар. 14:29). Чи кирли вара — тӳсӗмлӗ пулсан эпир хамӑр ҫулти Атте пек пулса пырӑпӑр, вара хамӑр унпа ҫывӑхрах пулнине туйӑпӑр.

17. Мӗнле тӗллев лартсан лайӑх пулать?

17 Тӳсӗмлӗ пулни кирек мӗнле ҫынна та илем кӳрет. Ҫак лайӑх ене аталантарма ҫӑмӑл мар пулин те Иегова пулӑшнипе эпир тӳсӗмлӗрех пулса пыма пултаратпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчене тӳсӗмлӗн кӗтнӗ май ҫакна ҫирӗп шанса тӑрар: «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче» (Пс. 32:18). Айтӑр малалла та тӳсӗмлӗ пулма ҫирӗп шут тытар!

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

a Хальхи вӑхӑтра ҫынсене тӳсӗмлӗх питӗ ҫитмест. Библи вара пире ҫак лайӑх ене аталантарма хавхалантарать. Ҫак статьяран эпир мӗншӗн тӳсӗмлӗх кӑтартмаллине тата тӳсӗмлӗрех пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

b Ытарӑшсем 21:5, ҪТ: «Тӑрӑшуллӑ ҫынсем ӗҫсене мӗнле тумаллине маларах шутласа хунине пула ӑнӑҫлӑ пулаҫҫӗ, васкакан ҫынсене вара чухӑнлӑх кӗтет».

c Тӳсӗмлӗ пулнӑ ҫынсем пирки ытларах пӗлес тесе «Индекс публикаций Сторожевой башни» уҫӑр та «Терпение» заголовока пӑхӑр.