Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?

Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?

Иеговӑн чаплӑ енӗсем ҫинчен ытларах пӗлӗр

Библи вуланӑ чухне эпир хамӑр мӗн вуланине лайӑхрах ӑнланас тесе тӗрлӗ тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курма пултаратпӑр. Анчах та эпир пӗлӳ пухасшӑн кӑна мар, Иегова ҫинчен пӗрмаях ҫӗннине пӗлсе пырса ӑна хытӑрах та хытӑрах юратасшӑн. Ҫавӑнпа та Библи вуланӑ чухне кашнинчех хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Вуланӑ сӑвӑ йӗркисенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?»

Эпир Иегова хӑйӗн юратӑвӗпе хӑватне, ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине тата тӗрӗслӗхе юратнине мӗнле кӑтартнине асӑрхама пултаратпӑр. Анчах та Иеговӑн ҫак тӑватӑ ен кӑна мар, ытти лайӑх енсем те пур. Вӗсем ҫинчен ытларах пӗлес тесе мӗн тума пулать?

«Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрте Иеговӑн 50 яхӑн лайӑх ене илсе панӑ. «Иегова» заголовока уҫӑр, унтан вара «Качества по отдельности» подзаголовок ҫине пусӑр. Библи вуланӑ чухне унта ҫырса панӑ лару-тӑрура Иегова мӗнле лайӑх ен кӑтартни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та ун ҫинчен ытларах тӗпчӗр. (Эсир «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрпе ҫеҫ усӑ курма пултаратӑр пулсан, «Бог Иегова» заголовока уҫӑр та «Качества» подзаголовока тупӑр.)