Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

36-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑр ҫӗклеме ҫӗклӗр те ыттине пӑрахса хӑварӑр

Хӑвӑр ҫӗклеме ҫӗклӗр те ыттине пӑрахса хӑварӑр

«Хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та... ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар» (ЕВР. 12:1, 2).

33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Еврейсем 12:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, вӗҫне ҫитичченех чупса тухса ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?

 БИБЛИРЕ христианинӑн пурнӑҫне ӑмӑртса чупнипе танлаштарнӑ. Вӗҫне ҫитичченех чупса тухакансем награда — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — илӗҫ (2 Тим. 4:7, 8). Пирӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса малалла чупмалла, мӗншӗн тесен чупмалли нумай юлман. Павел апостол хӑйӗн ҫулне ӑнӑҫлӑн чупса тухнӑ. Вӑл пире те награда илме мӗн пулӑшассине каланӑ: «Хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та... ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар». (Еврейсем 12:1, 2 вуласа парӑр.)

2. «Хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар» тени мӗне пӗлтерет?

2 Павел «хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Пирӗн мӗнпур кирлӗ мар ҫӗклеме пӑрахмалла. Унсӑрӑн эпир хӑвӑртлӑха чакарӑпӑр тата халран кайӑпӑр. Ниме пӑхмасӑрах вӗҫне ҫитичченех чупса тухас тесен, пирӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах хамӑра мӗн чӑрмантарнине ӑнланса илмелле те ӑна ывӑтса ямалла. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн хӑш-пӗр ҫӗклеме пӑрахма юрамасть, мӗншӗн тесен унсӑрӑн пире, сӑнарлӑ каласан, ӑмӑртуран кӑларса ярӗҫ (2 Тим. 2:5). Ҫав ҫӗклем шутне мӗн-мӗн кӗрет-ши?

3. а) Галати 6:5-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн йӑтмалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?

3 Галати 6:5 вуласа парӑр. Павел кашни ҫын «хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» тесе ҫырнӑ. Кунта Турӑ умӗнче хамӑрӑн мӗн тумалли пирки сӑмах пырать. Ҫавна пирӗншӗн никам та тӑваймасть. Ҫак статьяра эпир харпӑр хӑйӗн ҫӗклемӗ шутне мӗн-мӗн кӗнине тата ҫав ҫӗклеме йӑтас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, мӗнле кирлӗ мар ҫӗклемрен хӑтӑлмаллине пӗлӗпӗр. Эпир хамӑр ҫӗклеме йӑтатпӑр пулсан тата кирлӗ маррине ывӑтса яратпӑр пулсан, вӗҫне ҫитичченех чупса тухайӑпӑр.

ПИРӖН МӖНЛЕ ҪӖКЛЕМ ЙӐТСА ПЫМАЛЛА?

Кашни хӑйӗн ҫӗклемне хӑй йӑтса пырать: хӑйне Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнать, ҫемьери тивӗҫсене туса тӑрать тата хӑй тунӑ йышӑнусемшӗн хӑй явап тытать (4—9 абзацсене пӑхӑр)

4. Мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма сӑмах пани пирӗншӗн йывӑр ҫӗклем мар? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма сӑмах пани. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ чухне эпир ӗмӗр-ӗмӗрех уншӑн ӗҫлесе тӑма тата унӑн ирӗкне туса тӑма сӑмах патӑмӑр. Пирӗн хамӑр сӑмаха тытмалла. Хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнни вӑл — яваплӑх, йывӑр ҫӗклем мар. Мӗншӗн тесен эпир пурӑнасса та Иеговӑн ирӗкне тӑвассишӗн пурӑнатпӑр. Вӑл пире хӑй евӗрлӗ тунӑ тата хӑйӗн ҫинчен пӗлес кӑмӑл панӑ (Ӳлӗм. 4:11). Акӑ мӗншӗн эпир унпа ҫывӑхланма пултаратпӑр, унӑн ирӗкне тӑвасси те пире савӑнӑҫ кӳрет (Пс. 39:9). Унсӑр пуҫне, Турра итлесен тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илсен пире вӑй кӗрет (Матф. 11:28—30).

(4, 5 абзацсене пӑхӑр)

5. Иеговӑна панӑ сӑмаха тытма пире мӗн пулӑшать? (1 Иоанн 5:3).

5 Ҫак ҫӗклеме йӑтса пыма мӗн пулӑшӗ? Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратӑр. Ҫавна тӑвас тесе вӑл хӑвӑра мӗнле парнесем пани ҫинчен тата хӑвӑр валли мӗнле пуласлӑх хатӗрлени ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑна хытӑрах юратса пынӑҫемӗн ӑна итлемешкӗн те ҫӑмӑлтарах пулӗ. (1 Иоанн 5:3 вуласа парӑр.) Иккӗмӗшӗнчен, Иисусран тӗслӗх илӗр. Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ тата хӑйӗн наградине асра тытнӑ (Евр. 5:7; 12:1, 2). Иисус пекех, Иеговӑран кӗлӗре вӑй ыйтӑр тата хӑвӑр наградӑна — ӗмӗрлӗх пурнӑҫа — куҫран ан вӗҫертӗр. Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юрататӑр пулсан тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илетӗр пулсан, хӑвӑр панӑ сӑмаха тытаятӑрах.

6. Мӗншӗн пирӗн ҫемьери тивӗҫсене туса тӑмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Ҫемьери тивӗҫсем. Христиансем пулнӑ май, пирӗн Иеговӑпа Иисуса хамӑр хурӑнташсенчен те ытларах юратмалла (Матф. 10:37). Паллах, Турӑпа Христоса юрас тесе эпир хамӑр ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшма пӑрахмастпӑр. Пачах урӑхла, Турра та, Христоса та савӑнтарас тесе ҫемьери тивӗҫсене тӑрӑшса туса тӑмалла (1 Тим. 5:4, 8). Ҫакӑ пире телейлӗрех тӑвӗ. Иегова ҫемьесене телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ вӗт: упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне юратмалла тата хисеплемелле, ашшӗ-амӑшӗн ачисене юратмалла тата вӗрентмелле, ачисен вара ашшӗ-амӑшне итлемелле (Эф. 5:33; 6:1, 4).

(6, 7 абзацсене пӑхӑр)

7. Ҫемьери тивӗҫсене туса тӑма мӗн пулӑшӗ?

7 Ҫак ҫӗклеме йӑтса пыма мӗн пулӑшӗ? Упӑшкасем, арӑмсем тата ачасем, хӑвӑр шутланӑ пек тата эсир пурӑнакан вырӑнта ҫынсем тунӑ пек тӑвас вырӑнне е специалистсене шанас вырӑнне Библири ӑслӑ-тӑнлӑ канашсене итлӗр (Ытар. 24:3, 4). Пирӗн организаци парса тӑракан материалпа туллин усӑ курӑр. Унта Библири принципсемпе мӗнле усӑ курмаллине питӗ лайӑх ӑнлантарса панӑ. Сӑмахран, «Помощь семье» ярӑмри статьясенче мӑшӑрсем, ашшӗ-амӑшӗсем тата яшсемпе хӗрсем тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫырса панӑ b. Библири принципсене тытса тӑрӑр, сирӗн килте никам та вӗсем тӑрӑх пурӑнмасть пулин те ҫавна тӑвӑр. Ҫакӑ пӗтӗм ҫемьене усӑ парӗ, эсир хӑвӑр та Иегова хӑвӑра ырланине туйса тӑрӑр (1 Петр 3:1, 2).

8. Хамӑр тунӑ йышӑнусем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?

8 Эпир хамӑр тунӑ йышӑнусемшӗн явап тытатпӑр. Иегова пире суйласа илме ирӗк панӑ. Вӑл пире тӗрӗс йышӑнусем туса савӑнччӑр тет. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хамӑр тӗрӗс мар йышӑнусем тунине пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсенчен те хӑтармасть (Гал. 6:7, 8). Ҫавӑнпа хамӑр шутламасӑр каланишӗн е мӗн те пулин туса хунишӗн пирӗн явап тытма тивет. Пире совесть те кӑшлама пултарать. Анчах та тунӑ йышӑнусемшӗн яваплӑ пулнине ӑнлансан эпир хамӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнӗпӗр, йӑнӑшсене тӳрлетӗпӗр тата вӗсене тек тӑвасран сыхланӑпӑр. Ҫапла тусан эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессишӗн чупма пӑрахмӑпӑр.

(8, 9 абзацсене пӑхӑр)

9. Йӑнӑш тусан эсир мӗн тума пултаратӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Ҫак ҫӗклеме йӑтса пыма мӗн пулӑшӗ? Эсир йӑнӑш турӑр пулсан, мӗн тумалла? Пулни-иртнине улӑштарас ҫуккине йышӑнӑр. Хӑвӑра е ыттисене айӑпласа е хӑвӑра тӳрре кӑларас тесе вӑхӑта та, вӑя та ан пӗтерӗр. Хӑвӑр йӑнӑш тунине йышӑнӑр та мӗн тума пултарнине тӑвӑр. Хӑвӑра айӑплӑ туятӑр пулсан, хӑвӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑна кӗлтӑвӑр та унран каҫару ыйтӑр (Пс. 24:11; 50:5, 6). Камӑн чунне ыраттарнӑ, ҫавӑнтан каҫару ыйтӑр. Кирлӗ пулсан, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр (Иак. 5:14, 15). Хӑвӑр йӑнӑшсенчен вӗренӗр тата вӗсене тек тӑвасран асӑрханӑр. Ҫапла тусан Иегова сире хӗрхенсе кирлӗ пулӑшу паратех (Пс. 102:8—13).

ПИРӖН МӖНЛЕ ҪӖКЛЕМРЕН ХӐТӐЛМАЛЛА?

10. Мӗншӗн хамӑртан ытлашшине кӗтни — йывӑр ҫӗклем? (Галати 6:4).

10 Хамӑртан ытлашшине кӗтни. Хамӑра ыттисемпе танлаштарма пуҫласан тата хамӑртан ытлашшине кӗтсен эпир хамӑр ҫине йывӑр ҫӗклем хуратпӑр. (Галати 6:4 вуласа парӑр.) Пӗрмаях ыттисен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳресен эпир ӑмсанма е вӗсемпе тупӑшма пуҫлама пултаратпӑр (Гал. 5:26). Ыттисем мӗн тунине хамӑр тума пултарайман ҫӗртенех тӑвасшӑн ҫунсан, хамӑра сиен кӳрӗпӗр ҫеҫ. Ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхӑр: Библире каланӑ тӑрӑх, мӗне те пулин нумайччен кӗтме тивет пулсан, пирӗн ал усӑнма пултарать. Эпир нихӑҫан та пурнӑҫланас ҫуккине кӗтсе тӑратпӑр пулсан вара чун пушшех те ыратать! (Ытар. 13:12). Хамӑртан ытлашшине кӗтсен эпир ывӑнса ҫитсе хӑвӑртлӑха чакарма пултаратпӑр (Ытар. 24:10).

11. Хамӑртан ытлашшине кӗтесрен мӗн сыхлать?

11 Ҫак ҫӗклемрен мӗнле хӑтӑлмалла? Хӑвӑртан Иегова кӗтнинчен те ытларах ан кӗтӗр. Вӑл хамӑрӑн мӗн ҫуккине хӑйне пама нихӑҫан та ыйтмасть (2 Кор. 8:12). Ан иккӗленӗр: Иегова сире никампа та танлаштармасть (Матф. 25:20—23). Вӑл эсир хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑнине, эсир шанчӑклӑ пулнине тата эсир чӑтӑмлӑ пулнине хаклать. Сывлӑха пула, ватӑлнине пула е хӑш-пӗр лару-тӑрусене пула хӑвӑр унчченхи чухлӗ тума пултарайманнине сӑпайлӑн йышӑнӑр. Сывлӑх начарланнӑран е ватӑлса пынӑран хӑш-пӗр тивӗҫсене туса тӑма йывӑр пулсан, Верзеллий пекех, вӗсене тума ан килӗшӗр (2 Патш. 19:35, 36). Унсӑр пуҫне, Моисей пекех, ыттисенчен пулӑшу йышӑнӑр тата, май пулсан, хӑвӑр тивӗҫсене ыттисене парӑр (Тух. 18:21, 22). Сӑпайлӑ пулса хӑвӑртан ытлашшине кӗтмесен, сирӗн малалла чупма вӑй пулӗ.

12. Эпир ыттисем тӗрӗс мар йышӑнусем тунишӗн яваплӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

12 Ыттисем тӗрӗс мар йышӑнусем тунишӗн хамӑр яваплӑ тесе шутлани. Эпир ыттисемшӗн йышӑнусем тӑваймастпӑр, хӑйсем йӑнӑшсем тунине пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсенчен те эпир вӗсене пур чухне те хӑтараймастпӑр. Калӑпӑр, камӑн та пулин ывӑлӗ е хӗрӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахать. Паллах, ачи ҫапла туни ашшӗ-амӑшӗн чунне питӗ ыраттарать. Анчах та ҫакӑншӑн вӗсем хӑйсене айӑплама пуҫласан хӑйсем ҫине пысӑк ҫӗклем хурӗҫ. Иегова вара ҫапла тутарасшӑн мар (Рим 14:12).

13. Ачи тӗрӗс мар йышӑну турӗ пулсан ашшӗ-амӑшӗн мӗн тумалла?

13 Ҫак ҫӗклемрен мӗнле хӑтӑлмалла? Иегова пурне те суйласа илме ирӗк панӑ. Вӑл кашни ҫынна йышӑну тума, ҫав шутрах, Иеговӑшӑн ӗҫлемелле-и, ӗҫлемелле мар-и суйласа илме, май парать. Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫуккине пӗлет. Вӑл хӑвӑртан мӗн килнине тӑвасса ҫеҫ кӗтет. Ача хӑй тунӑ йышӑнушӑн хӑй яваплӑ, эсир мар (Ытар. 20:11). Ҫапах та, ачана пӑхса ӳстернӗ чухне йӑнӑшсем тунишӗн эсир, тен, хӑвӑра айӑплатӑр. Ун пек пулсан, хӑвӑр мӗн туйнине Иеговӑна каласа парӑр тата унран каҫару ыйтӑр. Вӑл эсир пулни-иртнине улӑштарас ҫуккине пӗлет. Тата ача тунӑ йышӑну мӗн патне илсе ҫитерет, эсир ӑна ҫавӑнтан хӑтарасса та кӗтмест. Ҫакна асра тытӑр: хӑвӑрӑн ачӑр Иегова патне таврӑнма шут тытрӗ пулсан, вӑл ӑна хаваспах йышӑнӗ (Лука 15:18—20).

14. Мӗншӗн хамӑра пӗр вӗҫӗмсӗр айӑпласа ҫӳремелле мар?

14 Хамӑра пӗр вӗҫӗмсӗр айӑпласа ҫӳрени. Ҫылӑх тусан, паллах, эпир хамӑра айӑплӑ туятпӑр. Анчах Иегова хамӑра пӗрмай айӑпласа ҫӳреттересшӗн мар. Ҫак ҫӗклемрен пирӗн хӑтӑлмалла. Хамӑра ытлашши айӑпланине мӗнле пӗлмелле? Хамӑр йӑнӑш тунине йышӑнсан, ӳкӗнсен тата ҫавна урӑх тӑвас мар тесе тӑрӑшсан, Иегова хамӑра каҫарни пирки иккӗленмелле мар (Ап. ӗҫ. 3:19). Ҫак утӑмсене тунӑ хыҫҫӑн Иегова пире хӑйсене айӑпласа ан ҫӳреччӗр тет, мӗншӗн тесен ҫакӑ пире пӗтерме пултарать (Пс. 30:11). Хуйха ӳксен эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнса кайма пултаратпӑр (2 Кор. 2:7).

Эпир чун-чӗререн ӳкӗннине курсан Иегова пирӗн ҫылӑхсем пирки урӑх шухӑшламасть, пирӗн те шутласа ҫӳремелле мар (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. Хӑвӑра пӗр вӗҫӗмсӗр айӑпласа ҫӳрес мар тесен мӗн тумалла? (1 Иоанн 3:19, 20). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Ҫак ҫӗклемрен мӗнле хӑтӑлмалла? Хӑвӑра питӗ хытӑ айӑплатӑр пулсан Иегова каҫаракан Турӑ пулнине асра тытӑр (Пс. 129:4). Ҫылӑхӗсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнекен ҫынсене Иегова: «Ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп»,— тесе шантарать (Иер. 31:34). Апла пулсан, Иегова хӑвӑр унччен тунӑ ҫылӑхсене аса илтерсе тӑмӗ. Ҫавӑнпа та ҫылӑх тунине пула асап куратӑр пулсан, ҫакӑ Турӑ сире каҫарманнине пӗлтерет тесе ан шутлӑр. Унсӑр пуҫне, йӑнӑшсем тунине пула пухура хӑш-пӗр тивӗҫсене тек туса тӑмастӑр пулсан, хӑвӑра ан ятлӑр. Иегова сирӗн ҫылӑхсем ҫинчен урӑх шутламасть, эсир те шутласа ан ҫӳрӗр. (1 Иоанн 3:19, 20 вуласа парӑр.)

НАГРАДА ИЛЕС ТЕСЕ ЧУПӐР

16. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессишӗн малалла та чупас тесен мӗн тумалла?

16 Чупасса та пирӗн награда илессишӗн чупмалла (1 Кор. 9:24). Пире мӗн пулӑшма пултарӗ? Кирлӗ ҫӗклеме йӑтса пымалла, кирлӗ маррине вара пӑрахса хӑвармалла. Ҫак статьяра эпир темиҫе тӗслӗхе кӑна пӑхса тухрӑмӑр. Хӑвӑртлӑха чакарма пултаракан ҫӗклемсем пирки калас пулсан, теприсене те асӑнса хӑварма пулать. Сӑмахран, Иисус «ытлашши ҫисе, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, ҫак тӗнчери япаласемшӗн пӑшӑрханса» ан ҫӳрӗр тенӗ (Лука 21:34). Библири ҫак тата ытти сӑвӑ йӗркисем малалла та пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑрса юлас тесен хамӑрӑн мӗн улӑштармаллине курма пулӑшӗҫ.

17. Мӗншӗн эпир финиша ҫитесси пирки иккӗленместпӗр?

17 Эпир финиша ҫитесси пирки иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен Иегова пире кирлӗ чухлӗ вӑй парӗ (Ис. 40:29—31). Ҫавӑнпа та хӑвӑртлӑха ан чакарӑр. Павелран тӗслӗх илӗр: вӑл чупса тухса награда илес тесе пӗтӗм вӑя хунӑ (Флп. 3:13, 14). Сирӗн вырӑнне никам та ҫак ҫула чупса тухаймӗ. Анчах Иегова пулӑшнипе эсир ҫавна тума пултараятӑр. Вӑл пире кирлӗ ҫӗклеме йӑтса чупма, кирлӗ маррине вара пӑрахса хӑварма пулӑшать (Пс. 67:20). Иеговӑпа пӗрле эсир вӗҫне ҫитичченех чупса тухса награда илме пултараятӑр!

65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!

a Эпир пурте ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессишӗн чупатпӑр теме пулать. Анчах та ӑмӑртса чупакансемпе танлаштарсан, эпир ҫӗклем йӑтса чупатпӑр. Ҫакӑ вӑл — Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлеме сӑмах пани, ҫемьери тивӗҫсем тата хамӑр тӑвакан йышӑнусемшӗн явап тытни. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн хамӑра чупма чӑрмантаракан япаласенчен хӑтӑлмалла. Ҫак статьяра эпир хамӑра мӗн чӑрмантарма пултарнине тата вӗҫне ҫитичченех чупма мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

b «Помощь семье» ярӑмри статьясене jw.org. сайтра тупма пулать. Акӑ унта сӳтсе явнӑ хӑш-пӗр темӑсем. Мӑшӑрсем валли: «Как проявлять уважение» тата «Как проявлять благодарность»; ашшӗ-амӑшӗсем валли: «Как научить ребёнка грамотно пользоваться смартфоном» тата «Как наладить общение со своим ребенком-подростком?»; яшсемпе хӗрсем валли: «Как справляться с давлением сверстников» тата «Как побороть одиночество».