Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ

Иегова сире кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ

«Тӳрӗ ҫыннӑн хӗн-асап нумай, Ҫӳлхуҫа ӑна пуринчен те хӑтарӗ» (ПС. 33:20).

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?

 ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир вӑл пире юратнине тата савӑнса пурӑнтарасшӑн пулнине пӗлетпӗр (Рим 8:35—39). Унсӑр пуҫне, эпир Библири принципсем пире ялан усӑ пани пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Ис. 48:17, 18). Анчах та хамӑр кӗтмен йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑмӑр пулсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла-ши?

2. Эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр тата пирӗн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

2 Иеговӑн пур ӗҫлекенӗ те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Тӗслӗхрен, пире хамӑр килтисем кулянтарма пултараҫҫӗ. Е эпир йывӑр чирлесе ӳкнӗрен сӑваплӑ ӗҫре сахалрах тума пуҫлама пултаратпӑр. Ҫутҫанталӑк инкекӗ те пырса ҫапма пултарать. Е, тен, пире хамӑр ӗненӳшӗн хӗсӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑн евӗрлӗ йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне пирӗн ҫакӑн пек шухӑшсем пуҫра явӑнма пултараҫҫӗ: «Мӗншӗн ҫакӑ манпа пулса тухрӗ? Эпӗ мӗн тӗрӗс мар турӑм? Ҫакӑ Иегова мана пиллеме пӑрахнине пӗлтерет-и?» Сирӗн хӑҫан та пулин ҫавӑн пек шухӑшсем пулнӑ-и? Пулнӑ пулсан, ан кулянӑр. Иеговӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ хӑйсене ҫапла туйнӑ (Пс. 21:2, 3; Аввак. 1:2, 3).

3. Псалом 33:20-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

3 Псалом 33:20 вуласа парӑр. Ҫак псаломри икӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ шухӑша палӑртар: 1) тӳрӗ ҫынсем те йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ; 2) Иегова пире йывӑрлӑхсенчен хӑтарать. Вӑл ҫакна мӗнле тӑвать? Иегова пире ҫак тӗнчере пурӑннӑ май йывӑрлӑхсем пулаҫҫех тесе асӑрхаттарать. Вӑл хӑйӗншӗн ӗҫлени пире савӑнӑҫ кӳрӗ тесе сӑмах парать пулин те, пирӗн пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра хуйхӑ-суйхӑсӑр пулӗ тесе каламасть (Ис. 66:14). Вӑл пире пуласлӑх ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. Ҫӗнӗ тӗнчере эпир ӗмӗр-ӗмӗр чӑннипех те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр вӗт (2 Кор. 4:16—18). Халӗ вара Иегова пире кашни кун парӑнмасӑр малалла та хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма вӑй парса тӑрать (Хӳхл. 3:22—24).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Айтӑр Иеговӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ тата хальхи вӑхӑтри шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Эпир ҫакна курӑпӑр: Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине те кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем йӑтӑнса анма пултараҫҫӗ. Апла пулин те, ҫын Иегова ҫине шанать пулсан, Турӑ ӑна пулӑшма май тупатех (Пс. 54:23). Тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫавӑн пекрех лару-тӑрура эпӗ хама мӗнле тытнӑ пулӑттӑм? Ҫак тӗслӗх мана Иеговӑна хытӑрах шанма мӗнле пулӑшать? Тата эпӗ хам мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пултаратӑп?»

ӖЛӖК-АВАЛ

Иаков 20 ҫул хушши икӗпитлӗ те чее Лаваншӑн ӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне Иегова ӑна пиллесех тӑнӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Иаков Лавана пула мӗнле йывӑрлӑхсем тӳснӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Иеговӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ ӗҫлекенӗсем ҫине кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем йӑтӑнса аннӑ. Иаковӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн ашшӗ, Исаак, ӑна Иеговӑна пуҫҫапнӑ хурӑнташӗн, Лаванӑн, хӗрӗсенчен пӗрне качча илме хушнӑ. Исаак хӑйӗн ывӑлне Иегова сана нумай пиллӗх парӗ тесе шантарнӑ (Пулт. 28:1—4). Иаков ашшӗ мӗн каланине тунӑ. Вӑл Ханаанран тухса кайса Лаван килне ҫитнӗ. Лешӗн вара икӗ хӗр — Лийӑпа Рахиль — пулнӑ. Иаков Лаванӑн кӗҫӗн хӗрне, Рахиле, юратса пӑрахнӑ. Ӑна качча илес тесе вӑл Лаваншӑн 7 ҫул ӗҫлеме килӗшнӗ (Пулт. 29:18). Анчах та сасартӑк кӗтмен япала пулса тухнӑ. Лаван Иакова улталаса ӑна Рахиль вырӑнне хӑйӗн аслӑ хӗрне, Лийӑна, качча панӑ. Лаван Иакова эрнерен Рахиле те качча илме ирӗк панӑ, анчах та лешӗн Рахильшӗн тата 7 ҫул ӗҫлемелле пулнӑ (Пулт. 29:25—27). Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче те Лаван Иакова пӗрре анчах мар улталанӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӑл ӑна 20 ҫул хушши пӗр хӗрхенмесӗр хӑйӗншӗн ӗҫлеттернӗ! (Пулт. 31:41, 42).

6. Иаковӑн тата мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивнӗ?

6 Иаковӑн урӑх йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Унӑн ҫемйи пысӑк пулнӑ, анчах та ывӑлӗсем пӗр-пӗринпе ялан килӗштерсе пурӑннӑ тесе калаймӑн. Вӗсем хӑйсен шӑллӗне, Иосифа, чуралӑха та сутса янӑ. Иаковӑн икӗ ывӑлӗ, Симеонпа Левий, хӑйсен ҫемйин ятне те, Иеговӑн ятне те янӑ. Унсӑр пуҫне, Иаковӑн юратнӑ арӑмӗ, Рахиль, иккӗмӗш ачине ҫуратнӑ чухне вилсе кайнӑ. Юлашкинчен вара, ватлӑх кунӗсенче, Иаковӑн выҫлӑх алхаснине пула Египета куҫса кайма тивнӗ (Пулт. 34:30; 35:16—19; 37:28; 45:9—11, 28).

7. Иегова Иакова ырланине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Ҫаксене пурне те пӑхмасӑрах Иаков Иеговӑна та, вӑл хӑй панӑ сӑмаха тытасса та ӗненме пӑрахман. Иегова вара ӑна хӑй ырланине шантарсах тӑнӑ. Тӗслӗхрен, Лаван суйса улталанӑ пулин те, Иегова Иаковӑн пурлӑхне хушсах тӑнӑ. Иаков Иосифпа тепре тӗл пулсан, Иеговӑна ҫав тери пархатарлӑ пулнӑ пулӗ, вӑл нумай ҫул хушши хӑйӗн ывӑлӗ вилнӗ тесе шутланӑ вӗт! Иакова ҫак йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗн пулӑшнӑ? Иеговӑпа хӑй хушшинчи ҫирӗп туслӑх (Пулт. 30:43; 32:9, 10; 46:28—30). Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хаклатпӑр пулсан, эпир те кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарӑпӑр.

8. Давид мӗн тӑвасшӑн ҫуннӑ?

8 Давид патша хӑй Иеговӑшӑн мӗн тӑвас тенине пурне те тӑвайман. Тӗслӗхрен, Давид хӑйӗн Турри валли храм туса лартасшӑн ҫуннӑ. Вӑл ҫавӑн пирки Нафан пророка каланӑ, лешӗ вара ӑна: «Чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле»,— тенӗ (1 Ҫулс. 17:1, 2). Давид ҫак сӑмахсене илтсен питӗ хавхаланса кайнӑ пулӗ. Тен, вӑл тӳрех ҫав проекта мӗнле тумалли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ.

9. Лайӑхах мар хыпар илтсен Давид мӗн тунӑ?

9 Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсенех Иеговӑн пророкӗ лайӑхах мар хыпарпа таврӑннӑ. «Ҫав ҫӗрлех» Иегова Нафана храма Давид мар, унӑн ывӑлӗсенчен пӗри туса лартӗ тесе каланӑ (1 Ҫулс. 17:3, 4, 11, 12). Давид ҫакна илтсен мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗн тӗллевне улӑштарнӑ. Давид хӑйӗн ывӑлне, Соломона, храм тума пулӑшмашкӑн укҫа-тенкӗпе кирлӗ материал пухма пуҫланӑ (1 Ҫулс. 29:1—5).

10. Иегова Давида мӗнле пилленӗ?

10 Иегова храма Давид тумӗ тесе каланӑ хыҫҫӑнах унпа килӗшӳ тунӑ. Вӑл Давида унӑн тӑхӑмӗсенчен пӗри ӗмӗр-ӗмӗр патшара ларӗ тесе сӑмах панӑ (2 Патш. 7:16). Иисус пин ҫул ертсе пынӑ чухне Давид ҫакна пӗлӗ: вӑл хӑйӗн йӑхӗнчен тухнӑ Патша ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑнать. Давид ҫав тери савӑнӗ пулӗ! Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иеговӑн ӗҫӗнче хамӑр мӗн тӑвас тенине пурне те тӑваймастпӑр пулин те, Иегова пире урӑх парнесем парӗ. Эпир, тен, вӗсем пирки ӗмӗтленмен те.

11. Турӑ Патшалӑхӗ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем кӗтнӗ чухне килмен пулин те, Иегова вӗсене мӗнле пилленӗ? (Апостолсен ӗҫӗсем 6:7).

11 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Турӑ Патшалӑхӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ, анчах та ҫавӑ хӑҫан пуласса пӗлмен (Ап. ӗҫ. 1:6, 7). Вӗсем мӗн тунӑ-ха? Пӗтӗм вӑя хурса ырӑ хыпар сарнӑ. Ырӑ хыпар ытларах та ытларах сарӑлса пынӑҫемӗн вӗсем Иегова хӑйсене мӗнле пулӑшнине курнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 6:7 вуласа парӑр.)

12. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем выҫлӑх алхаснӑ чухне мӗн тунӑ?

12 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем тепӗр йывӑрлӑхпа та тӗл пулнӑ — «пӗтӗм тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх» алхаснӑ (Ап. ӗҫ. 11:28). Вӗсене мӗн тери йывӑр килни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Паллах, ҫемье пуҫӗсем килтисене мӗнле тӑрантармалли пирки пӑшӑрханнӑ. Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн ҫуннӑ ҫамрӑксем пирки вара мӗн калама пулать? Тен, вӗсем Турӑшӑн ытларах ӗҫлеме пуҫличчен выҫлӑх пӗтессе кӗтмелле тесе шутланӑ? Лару-тӑру йывӑр пулнӑ пулин те христиансем ал усман. Вӗсем ырӑ хыпар сарас тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тунӑ тата Иудейӑри тӑвансене пулӑшас тесе хӑйсем мӗн пама пултарнине хаваспах панӑ (Ап. ӗҫ. 11:29, 30).

13. Выҫлӑх вӑхӑтӗнче Иегова христиансене мӗнле пилленӗ?

13 Выҫлӑх вӑхӑтӗнче Иегова христиансене мӗнле пилленӗ? Гуманитарлӑ пулӑшу илекенсем Иегова тӑрӑшнине хӑйсем ҫинче туйса илнӗ (Матф. 6:31—33). Вӗсем хӑйсене пулӑшнӑ тӑвансемпе ытларах ҫывӑхланнӑ пулӗ. Укҫа-тенкӗ панӑ е мӗнле те пулин урӑх майпа пулӑшнӑ тӑвансем те савӑнӑҫ туйнӑ (Ап. ӗҫ. 20:35). Иегова пур тӑвана та лару-тӑру улшӑннине пӑхмасӑрах хӑйсем мӗн тума пултарнине тунӑшӑн пилленӗ.

14. Варнавӑпа тата Павелпа мӗн пулса тухнӑ тата вӗсем урӑх ҫӗре ырӑ хыпар сарма кайни мӗнле усӑ панӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 14:21, 22).

14 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене час-часах хӗсӗрленӗ. Хӑш чухне вӗсем ҫавна пач та кӗтмен. Варнавӑпа Павел апостол Листрӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Малтанах ҫынсем вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ тата хаваспах итленӗ. Анчах та каярахпа ҫав ҫынсенченех хӑшӗ-пӗрисем, хирӗҫ тӑракансем хӗтӗртнипе, Павела «чулпа пере-пере пӗтернӗ» те вилме пӑрахса хӑварнӑ (Ап. ӗҫ. 14:19). Ҫапах та Варнавӑпа Павел ырӑ хыпара урӑх ҫӗре сарма кайнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Вӗсем «нумайӑшне Иисуса ӗненекен» тунӑ тата хӑйсем мӗн каланипе те, мӗн тунипе те тӑвансене ҫирӗплетнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 14:21, 22 вуласа парӑр.) Варнавӑпа Павел хӑйсене кӗтмен ҫӗртен хӗсӗрлеме пуҫланине пӑхмасӑрах парӑнманни нумайӑшне усӑ панӑ. Эпир те Иегова хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑнӑ май парӑнмастпӑр пулсан, нумай пиллӗх илӗпӗр.

ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА

15. Макмиллан тӑванран эсир мӗне вӗренетӗр?

15 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем 1914 ҫула питӗ кӗтнӗ. Сӑмахран, Александр Макми́ллан тӑван, нумайӑшӗ пекех, кӗҫех пӗлӗте каять тесе шутланӑ. 1914 ҫулхи сентябрьте доклад каланӑ чухне вӑл: «Ҫакӑ манӑн юлашки доклад пулчӗ пулӗ»,— тенӗ. Паллах, ҫапла пулман. Каярахпа Макмиллан тӑван ҫапла ҫырнӑ: «Пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем кӗҫех пӗлӗтелле кайӑпӑр тесе шутласа васкарӗҫ». Вӑл ҫапла та ҫырнӑ: «Пирӗн Ҫӳлхуҫашӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле». Макмиллан тӑван хӑйӗн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Вӑл сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне, ҫара кайма килӗшменшӗн тӗрмере ларакан нумай арҫын тӑвана хавхалантарнӑ. Ватӑлса ҫитсен те вӑл пухӑва ҫӳреме пӑрахман. Награда илессе кӗтнӗ май сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн хутшӑнни Макмиллан тӑвана мӗнле усӑ панӑ? 1966 ҫулта хӑй виличчен кӑшт маларах вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Манӑн ӗненӳ паян нихҫанхинчен те ҫирӗпрех». Макмиллан тӑван пирӗншӗн пуриншӗн те, уйрӑмах кам хӑй шутланинчен те ытларах вӑхӑт хушши кӗтет, ҫавсемшӗн те питӗ лайӑх тӗслӗх! (Евр. 13:7).

16. Дженнингс тӑванпа унӑн арӑмӗ ҫине кӗтмен ҫӗртен мӗнле йывӑрлӑх йӑтӑнса аннӑ? (Иаков 4:14).

16 Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ сывлӑхӗ ӑнсӑртран хавшаса кайнӑран асапланать. Акӑ Хе́рберт Дже́ннингс b тӑванӑн тӗслӗхӗ. Хӑйӗн биографинче вӑл арӑмӗпе пӗрле Ганӑра миссионерсем пулса ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. Вӗсене ҫапла майпа Иеговӑшӑн ӗҫлеме питӗ килӗшнӗ, анчах та вӑхӑт иртсен Дженнингс тӑван питӗ йывӑр психика чирӗпе чирлесе кайнӑ. Вӑл Иаков 4:14-мӗшӗнчи (вуласа парӑр) сӑмахсене илсе парса: «Ун чухне пирӗншӗн хамӑр кӗтмен „ыран“ ҫитрӗ»,— тенӗ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпир веҫех шута илсе, нумай ҫывӑх туса хӑварса Ганӑран Канадӑна сипленме таврӑнас терӗмӗр». Иегова Дженнингс тӑванпа унӑн арӑмне ниме пӑхмасӑрах малалла та хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма пулӑшнӑ.

17. Дженнингс тӑванӑн тӗслӗхӗ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

17 Дженнингс тӑван хӑйӗн биографийӗнче ним пытармасӑр йывӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пани ыттисем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла ҫырнӑ: «Херберт Дженнингс тӑванӑн биографийӗ пек урӑх нимӗн те манӑн чӗрене ун пек хытӑ пырса тивмен. [...] Дженнингс тӑван хӑйӗн тивӗҫне хӑварса сипленес тесе пӗтӗм вӑя хуни мана хамӑн лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшрӗ». Пӗр арҫын тӑван вара ҫапла каланӑ: «Эпӗ 10 ҫул хушши старейшина пулнӑ. Шел пулин те, психика чирне пула манӑн хам хакланӑ тивӗҫе хӑварма тиврӗ. Тӑвансен биографийӗсенче вӗсем сӑваплӑ ӗҫре мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен вуланӑ чухне эпӗ, хама ниме тӑман ҫын пек туйнӑран, час-часах хуйха ӳкеттӗмччӗ. Анчах та Дженнингс тӑванӑн чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен вулани мана вӑй кӗртрӗ». Тӑвансен сӑмахӗсем пире ҫакна аса илтереҫҫӗ: кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та эпир ыттисене хавхалантарма пултаратпӑр. Пурнӑҫ сасартӑк улшӑнсан та эпир Турра ӗненес тата чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартма пултаратпӑр (1 Петр 5:9).

Иегова ҫине шанатпӑр пулсан, кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсем пире унпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗҫ (18-мӗш абзаца пӑхӑр)

18. Нигерири тӑлӑх арӑмран эсир мӗне вӗренетӗр? (Пулма пултаракан лару-тӑрӑва кӑтартакан ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ тӗрлӗ йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ. Акӑ COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ пӗр тӗслӗх. Нигерири пӗр тӑлӑх арӑмӑн апачӗ те, укҫи те пӗтес патнех ҫитнӗ. Пӗррехинче унӑн хӗрӗ: «Юлашки риса ҫисе ярсан, кайран эпир мӗн ҫийӗпӗр?» — тесе ыйтнӑ. Хӗрарӑм тӑван ӑна: «Пирӗн укҫа та, апат-ҫимӗҫ те тек юлман, анчах та эпир Сарептӑри тӑлӑх арӑмран тӗслӗх илме пултаратпӑр — юлашкине пӗҫерӗпӗр те пӗтӗмпех Иеговӑна шанӑпӑр»,— тенӗ (3 Патш. 17:8—16). Вӗсем кӑнтӑрла мӗн ҫиесси пирки шутласа та ӗлкӗреймен, тӑвансем вӗсене гуманитарлӑ пулӑшу илсе килсе панӑ. Ҫав апат-ҫимӗҫ вӗсене икӗ эрне ытла пурӑнмалӑх ҫитнӗ. Хӗрарӑм тӑван вӑл хӑйӗн хӗрне мӗн каланине Иегова ҫав тери тимлӗ итлени пирки шутламан та тенӗ. Ан иккӗленӗр: Иегова ҫине шанатпӑр пулсан, кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсем пире унпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшма пултараҫҫӗ (1 Петр 5:6, 7).

19. Алексей Ершовӑн мӗн тӳсме тивнӗ?

19 Юлашки ҫулсенче тӑвансем нумайӑшӗ хӑйсем кӗтмен ҫӗртен хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ. Раҫҫейре пурӑнакан Алексей Ершов тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 1994 ҫулта шыва кӗнӗ. Ун чухне Иеговӑн халӑхӗ ҫав ҫӗршывра Турра ирӗклӗн пуҫҫапма пултарнӑ. Анчах та каярахпа Раҫҫейре лару-тӑру улшӑннӑ. 2020 ҫулта Алексей хваттерӗнче обыск тунӑ. Унӑн нумай япалине конфискаци тунӑ. Темиҫе уйӑх иртсен ӑна хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ пуҫарса янӑ. Алексея айӑплас тесе пӗр ҫын тунӑ видеоҫыртарусемпе усӑ курнӑ. Шутласа пӑхӑр-ха: ҫав ҫын ҫулталӑк ытла хӑйне Библипе интересленнӗ пек кӑтартнӑ. Мӗнле сутӑнчӑкла ӗҫ!

20. Алексей Ершов Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетет?

20 Хӗсӗрлени Алексей Ершова хуҫса антарман. Пачах урӑхла, унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем тата ҫирӗпрех пулса тӑнӑ. Алексей ҫапла калать: «Эпир арӑмпа пӗрле Иеговӑна ытларах кӗлтума пуҫларӑмӑр. Иегова пулӑшмасан эпӗ ҫак йывӑрлӑха чӑтса ирттерес ҫуккине ӑнланатӑп». Тата вӑл ҫапла хушса калать: «Мана хам тӗллӗн Библи вӗренни пулӑшать. Эпӗ ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп. Библире нумай тӗслӗх лӑпкӑ пулни тата Иеговӑна шанни ҫав тери кирлӗ пулнине кӑтартса парать».

21. Ҫак статьяран эпир мӗне вӗрентӗмӗр?

21 Ҫак статьяран эпир мӗне вӗрентӗмӗр? Ку тӗнчере пурнӑҫ кӗтмен ҫӗртен улшӑнма пултарать. Анчах Иегова хӑй ҫине шанакансене яланах пулӑшса тӑрать. Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек, «тӳрӗ ҫыннӑн хӗн-асап нумай, Ҫӳлхуҫа ӑна пуринчен те хӑтарӗ» (Пс. 33:20). Айтӑр малалла та йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, Иегова парса тӑракан хӑват ҫинчен шухӑшлар. Вара Павел апостол пекех эпир ҫапла калама пултарӑпӑр: «Хама ҫирӗплетсе тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Флп. 4:13).

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

a Ҫак тӗнчере пурӑннӑ май пирӗн кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Апла пулин те, эпир Иегова хӑйне шанчӑклисене пулӑшасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле пулӑшнӑ тата халӗ мӗнле пулӑшса тӑрать? Айтӑр Библире ҫырса хунӑ тата пирӗн вӑхӑтри хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Ҫакӑ пире эпир Иегова ҫине шансан вӑл пирӗнпе пӗрле пуласса ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ.