Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова ҫӗнӗ тӗнчене туса пама сӑмах панине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумалла?

Иегова ҫӗнӗ тӗнчене туса пама сӑмах панине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумалла?

«[Иегова] каланине тумасть-им... калать те тумасть-и?» (ЙЫША ШУТЛ. 23:19).

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Ҫӗнӗ тӗнчене кӗтнӗ май пирӗн мӗн тумалла?

 ИЕГОВА ҫак усал тӗнчене пӗтерсе тӳрӗлӗх вырнаҫнӑ ҫӗнӗ тӗнче туни ҫинчен шухӑшлани чуна ӑшӑтать (2 Петр 3:13). Ҫӗнӗ тӗнче хӑҫан килессине пӗлместпӗр пулин те, таврара мӗн пулса иртни пирӗн нумай кӗтмелле маррине кӑтартать (Матф. 24:32—34, 36; Ап. ӗҫ. 1:7).

2 Ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май вара пирӗн, чӑнлӑха кирек миҫе ҫул пӗлсен те, хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫирӗп ӗненӳ те хавшама пултарать. Павел апостол ӗненменнине «хамӑра [«ҫӑмӑллӑнах», ҪТ] такӑнтаракан ҫылӑх» тенӗ (Евр. 12:1, 2). Ҫавӑнпа та ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен пирӗн кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче килессине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене асра тытмалла (Евр. 11:1).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир Иегова ҫӗнӗ тӗнче тума сӑмах панине хытӑрах ӗненме пулӑшакан виҫӗ мая пӑхса тухӑпӑр: 1) Иисусӑн каҫарттаракан парни ҫинчен шухӑшламалла, 2) Иеговӑн хӑват пуррине кӑтартакан тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшламалла тата 3) Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса тӑмалла. Кайран эпир Иегова Аввакума каланӑ сӑмахсем пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Айтӑр малтан кулленхи пурнӑҫри хӑш-пӗр лару-тӑрусене пӑхса тухар. Ҫав лару-тӑрусенче те Иегова ҫӗнӗ тӗнче тума сӑмах панине ӗненнине кӑтартмалла.

МӖНЛЕ ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕ ПИРӖН ҪИРӖП ӖНЕНМЕЛЛЕ?

4. Хамӑр ҫирӗп ӗненни мӗнле йышӑнусенчен курӑнса тӑмалла?

4 Хамӑр кашни кун тунӑ йышӑнусенчен ҫирӗп ӗненни курӑнса тӑмалла. Сӑмахран, пирӗн туссемпе, вӑйӑ-кулӑпа, пӗлу илессипе, мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа, ачасемпе тата ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тумалла. Ҫавӑнпа хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх пулать: «Хам тунӑ йышӑнусенчен эпӗ ҫак тӗнче пӗтессине тата кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче килессине хытӑ ӗненни курӑнать-и? Е эпӗ кам этемлӗхӗн пуласлӑх ҫук тесе, паянхи кунпа ҫеҫ пурӑнмалла тесе шутлать, ҫав ҫынсем пек пурӑнатӑп?» (Матф. 6:19, 20; Лука 12:16—21). Кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче килесси пирки пӗртте иккӗленместпӗр пулсан, эпир чи тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑпӑр.

5, 6. Мӗншӗн йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ. Хӗсӗрленине, вӑраха кайнӑ чире е урӑх йывӑрлӑхсене пула пирӗн ал усӑнма пултарать. Тен, малтанах эпир хамӑр йывӑрлӑха чӑтса ирттерме пултараятпӑр тесе шутлатпӑр. Анчах та йывӑрлӑх нумайлӑха тӑсӑлчӗ пулсан, кун пекки вара час-часах пулать, пӗтӗмпех чӑтса ирттерес тесен тата малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлес тесен пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулмалла (Рим 12:12; 1 Петр 1:6, 7).

6 Йывӑрлӑхсем нумай вӑхӑта тӑсӑлнӑ чухне пире ҫӗнӗ тӗнче нихӑҫан та килес ҫук пек туйӑнма пултарать. Ӗненӳ хавшанине пула ҫапла туйӑнать-и? Урӑх сӑлтавсем те пур. Акӑ пӗр тӗслӗх. Тӗттӗм шартлама сивӗ хӗл ларсан, пире ҫу нихӑҫан та пулмасть пек туйӑнма пултарать. Анчах эпир пӗлетпӗр, ҫу пулатех. Хамӑр хуйха ӳкнӗ чухне те пире ҫӗнӗ тӗнче нихӑҫан та килмест пек туйӑнма пултарать. Ҫапах та пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ веҫех пурнӑҫланӗ (Пс. 93:3, 14, 15; Евр. 6:17—19). Ҫакна хытӑ ӗненсе тӑни пире Иеговӑна пуҫҫапассине малти вырӑна хума пулӑшать.

7. Пирӗн мӗнле шухӑшласран асӑрханмалла?

7 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне те пирӗн ҫирӗп ӗненӳ пулмалла. Нумайӑшӗ ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен калакан «ырӑ хыпара» ӗненмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши лайӑх хыпар тесе шутлаҫҫӗ (Матф. 24:14; Иез. 33:32). Эпир вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирӗн ҫине витӗм ан кӳтӗр тетпӗр. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑмалла. Айтӑр ҫакна тумалли виҫӗ мая пӑхса тухар.

ИИСУСӐН КАҪАРТТАРАКАН ПАРНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

8, 9. Иисусӑн каҫарттаракан парни ҫинчен шухӑшлани ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?

8 Хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетмелли майсенчен пӗри вӑл — Иисусӑн каҫарттаракан парни ҫинчен шухӑшлани. Ҫак парне Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ пурнӑҫланасса шантарать. Пирӗн мӗншӗн Иегова ҫак парнене пани ҫинчен тата ҫавна тума ӑна мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен тарӑн шухӑшламалла. Вара эпир Иегова хамӑра ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнтарасси пирки иккӗленмӗпӗр. Мӗншӗн каҫарттаракан парне пирки шухӑшлани пирӗн ҫине ҫавӑн пек витӗм кӳрет?

9 Тӳлесе илме панӑ парнене парас тесе Иегова мӗн тума хатӗр пулнӑ? Вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр юратнӑ Ывӑлне, хӑйӗн хаклӑ тусне, ҫын пек ҫуралмалла тунӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳснӗ. Вӑл асапланса, тертленсе вилнӗ. Иегова пирӗншӗн мӗн тери пысӑк хак панӑ! Пирӗн пурнӑҫ кӗске вӑхӑтлӑха кӑна лайӑхлантӑр тесе юратакан Турӑ хӑйӗн Ывӑлне асаплантарса вӗлерме паман пулӗччӗ (Иоанн 3:16; 1 Петр 1:18, 19). Иегова пирӗншӗн ҫав тери пысӑк хак панӑ пулсан, вӑл пире ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтаратех.

ИЕГОВӐН ХӐВАТ ПУРРИНЕ КӐТАРТАКАН ТӖСЛӖХСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

10. Эфес 3:20-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн тума пултарать?

10 Ӗненӗве ҫирӗплетмелли иккӗмӗш май — Туррӑн хӑват пуррине кӑтартакан тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани. Унӑн хӑй мӗн-мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫлама хӑват пур. Эпир ӑнланатпӑр, нумайӑшӗ ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Анчах Иегова час-часах ҫынсем тума пултарайманнине тума сӑмах парать, вӑл Пурне те Тума Пултаракан вӗт (Иов 42:2; Марк 10:27). Ҫавӑнпа та Иегова пулма пултарайман пек туйӑнакан ӗҫ тума сӑмах парсан, ҫакӑ пире тӗлӗнтермест. (Эфес 3:20 вуласа парӑр.)

11. Турӑ мӗн-мӗн тума сӑмах панинчен пӗрне каласа парӑр. (« Турӑ мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тума сӑмах панӑ тата вӗсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?» рамкӑна пӑхӑр.)

11 Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн-мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар. Вӗсем пурнӑҫланасса ӗненме йывӑр пулнӑ. Иегова ватӑ Авраампа Саррӑна вӗсен ача пулать тесе шантарнӑ (Пулт. 17:15—17). Унсӑр пуҫне, вӑл Авраама унӑн тӑхӑмӗсем Ханаанри ҫӗре еткерлӗхе илӗҫ тесе каланӑ. Нумай ҫул хушши Авраам тӑхӑмӗсем, израильтянсем, Египетра чуралӑхра пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова сӑмах пани нихӑҫан та пурнӑҫланаймасть пек туйӑнма пултарнӑ. Анчах та Иегова хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Каярахпа вӑл ватӑ Елизаветӑн ача ҫуралӗ тесе каланӑ. Арҫынпа ҫывӑрса курман Марийӑна вара Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫуратса параканӗ вӑл пулӗ тенӗ. Ҫак Ывӑл ҫураласса Иегова пин-пин ҫул маларах, Эдем пахчинче, каласа хунӑ пулнӑ. Ҫакӑ та пурнӑҫланнӑ! (Пулт. 3:15).

12. Иисус Навин 23:14 тата Исаия 55:10, 11 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Иеговӑн хӑйӗн сӑмахне тытма хӑват пуррине мӗнле шантараҫҫӗ?

12 Иегова мӗн-мӗн тума сӑмах пани пирки тата вӗсене мӗнле пурнӑҫлани пирки шухӑшлани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Эпир Иеговӑн ҫӗнӗ тӗнче тума хӑват пурри пирки иккӗленместпӗр. (Иисус Навин 23:14; Исаия 55:10, 11 вуласа парӑр.) Ҫакна хытӑ ӗненнӗрен вара эпир ыттисене ҫӗнӗ тӗнче вӑл юмах е ӗмӗт пулманнине ӑнлантарса пама пултарайӑпӑр. Иегова ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пирки хӑй ҫапла шантарса калать: «Ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс» (Ӳлӗм. 21:1, 5).

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШАКАН ӖҪСЕНЕ ТУСА ТӐРӐР

ПУХӐВӐН ТӖЛПУЛӐВӖСЕМ

Вӗсем пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултараҫҫӗ? (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетеҫҫӗ? Ӑнлантарса парӑр.

13 Ӗненӗве ҫирӗплетмелли виҫҫӗмӗш май вӑл — Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума вӑхӑт уйӑрни. Тӗслӗхшӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Анна b, вун-вун ҫул хушши Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа тӗрлӗ майпа ӗҫленӗскер, ҫапла калать: «Тӗлпулусем мана ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Доклад тӑвакан опытлах мар пулсан та е сцена ҫинчи арҫын тӑван нимӗн ҫӗннине каламасть пулсан та, эпӗ час-часах Библири чӑнлӑха ӑнланма пулӑшакан тата хамӑн ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан шухӑшсене илтетӗп». Тӑвансен комментарийӗсем те пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ (Рим 1:11, 12; 10:17).

ЫРӐ ХЫПАР САРНИ

Ҫак ӗҫ пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарать? (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Ырӑ хыпар сарни пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?

14 Ырӑ хыпар сарни те пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет (Евр. 10:23). Иеговӑшӑн 70 ҫул ытла ӗҫлесе тӑракан Ба́рбара акӑ мӗн калать: «Ырӑ хыпар сарни ман ӗненӗве яланах ҫирӗплетсе тӑнӑ. Мӗн чухлӗ ытларах эпӗ Иегова мӗн-мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем ҫинчен ыттисене каласа паратӑп, ҫавӑн чухлӗ ытларах манӑн ӗненӳ ҫирӗпленет».

ХАМӐР ТӖЛЛӖН БИБЛИ ТӖПЧЕНИ

Ҫак ӗҫ пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарать? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. Хамӑр тӗллӗн тӗпчени пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Ӗненӗве ҫирӗплетмелли тата тепӗр май вӑл — хамӑр тӗллӗн Библи тӗпчени. Сью́зан мӗн тата хӑҫан тӗпчемеллине маларах шутласа хурать. Вӑл ҫапла калать: «Вырсарникун эпӗ ҫитес эрнери „Хурал Башнине“ тӗпчетӗп. Тунтикунпа эрнекун эрне варринче иртекен тӗлпулу валли хатӗрленетӗп. Ытти кунсенче вара эпӗ хама интереслентерекен темӑсене тӗпчетӗп». Ҫак графика тытса тӑнине пула Сьюзан хӑйӗн ӗненӗвне пӗрмаях ҫирӗплетсе тӑрать. Тӗп управленире вун-вун ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан Айри́н Библири пророкла сӑмахсене тӗпчесе хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетет. Вӑл ҫапла калать: «Иеговӑн пророкла сӑмахӗсем пурнӑҫланнине курсан ҫӳҫентерсех ярать» c.

«ВӐЛ ПУРПӖРЕХ ПУЛАТЬ»

16. Мӗншӗн Иегова Аввакума шантарса каланӑ сӑмахсем пире те пырса тивеҫҫӗ? (Еврейсем 10:36, 37).

16 Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнче пӗтессе чылайччен кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫын куҫӗпе пӑхсан Иегова хӑй сӑмахне тытма вӑрахлать пек туйӑнма пултарать. Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем мӗн туйнине ӑнланни вӑл Аввакум пророка мӗн каланинчен курӑнать: «Сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть» (Аввак. 2:3). Иегова Аввакума кӑна ҫакӑн пирки шантарнӑ-ши? Е унӑн сӑмахӗсем пире те пырса тивеҫҫӗ-и? Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол ҫак сӑмахсене ҫӗнӗ тӗнчене кӗтекен христиансене каланӑ. (Еврейсем 10:36, 37 вуласа парӑр.) Эппин, пирӗн иккӗленмелле мар: хамӑр ҫӑлӑнасси вӑрахласа килет пек туйӑнать пулсан та, «вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть».

17. Пӗр хӗрарӑм тӑван Иегова Аввакума каланӑ канашпа мӗнле усӑ курать?

17 Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ унӑн «кӗтсех тӑр» текен канашне итлесе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем нумай ҫул хушши ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, Луиза 1939 ҫулта Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл калать: «Эпӗ хам шкул пӗтеричченех Армагеддон ҫитет пулӗ тенӗччӗ. Анчах апла пулмарӗ. Нумай ҫул хушши эпӗ кам Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса кӗтнӗ, ҫав ҫынсем ҫинчен вулатӑп. Ҫакӑ мана Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса кӗтме пулӑшать. Эпӗ Ной, Авраам, Иосиф тата Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен вулатӑп. Вӗсен те Иегова парас наградӑна самаях кӗтме тивнӗ. Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫласса ӗненсе тӑни мана та, ыттисене те ҫӗнӗ тӗнче кӗҫех пуласса ҫирӗп шанма пулӑшать». Иеговӑшӑн нумай ҫул ӗҫлесе тӑракан ытти христиансем те унӑн сӑмахӗсемпе килӗшеҫҫӗ.

18. Турӑ пултарнисене сӑнани ҫӗнӗ тӗнче ҫитессе хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшать?

18 Паллах, ҫӗнӗ тӗнче хальлӗхе ҫук. Анчах та мӗн пурри ҫинчен, сӑмахран, ҫӑлтӑрсем, йывӑҫсем, чӗрчунсем е ҫынсем ҫинчен, шухӑшласа пӑхар. Вӗсем пурри пирки никам та иккӗленмест. Анчах вӗсем яланах пулман. Вӗсене Иегова тунӑ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ пур (Пулт. 1:1, 26, 27). Пирӗн Турӑ ҫӗнӗ тӗнче те пулать тет. Вӑл хӑйӗн сӑмахне тытатех. Вара ун чухне ҫынсен чаплӑ сывлӑх пулӗ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗҫ. Иегова Ҫут тӗнчене тунӑ пекех палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ тӗнчене те тӑвӗ. Эпир ҫавӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Ис. 65:17; Ӳлӗм. 21:3, 4).

19. Ӗненӗве ҫирӗплетес тесе мӗн тума пулать?

19 Хальлӗхе вара ӗненӗве ҫирӗплетес тесе пур майпа та усӑ курӑр. Иисусӑн каҫарттаракан парнишӗн ялан тав тӑвӑр. Иеговӑн хӑвачӗ ҫинчен шутлӑр. Унпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса тӑрӑр. Вара эсир «пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем» хушшинче пулма пултарӑр (Евр. 6:11, 12; Рим 5:5).

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

a Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Библире ҫырса панӑ ҫӗнӗ тӗнче пулмасть тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑ вӑл ӗмӗт, хитре юмах ҫеҫ. Эпир вара Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Ҫапах та пирӗн хамӑр ӗненӗве малалла та ҫирӗплетсех тӑмалла. Айтӑр ҫакна мӗнле тумаллине сӳтсе явар.

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

c Библири пророкла сӑмахсене ӑнлантарса паракан статьясене нумайӑшне «Индекс публикаций Сторожевой башни» публикацири «Пророчества» заголовок айӗнче тупма пулать. Тӗслӗхрен, 2008 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Всё предсказанное Иеговой сбывается» статьяна пӑхӑр.