Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

«Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ» (АП. ӖҪ. 10:38).

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне мӗнле лару-тӑрура тунине каласа парӑр.

 ПИРӖН ЭРӐРИ 29-мӗш ҫул. Кӗркунне. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пикенет. Кӑшт вӑхӑт иртсен унӑн амӑшне, Марийӑна, ӑна хӑйне тата унӑн темиҫе вӗренекенне туя чӗнеҫҫӗ. Туй Иисусӑн тӑван хулинчен, Назаретран, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Кана хулинче иртет. Мария каччипе хӗрӗн ҫемйисемпе туслӑ, вӑл вӗсене хӑнасене пӑхма пулӑшать пулас. Анчах та туй вӑхӑтӗнче ҫамрӑксене намӑслантарма пултаракан пӑтӑрмах сиксе тухать — вӗсен хӗрлӗ эрех пӗтет b. Тен, туя хӑнасем вӗсем кӗтнинчен те ытларах килнӗ. Мария тӳрех хӑйӗн ывӑлне: «Вӗсен эрех ҫук»,— тет (Иоанн 2:1—3). Вара Иисус мӗн тӑвать-ха? Вӑл тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать — шывран лайӑх хӗрлӗ эрех туса хурать (Иоанн 2:9, 10).

2, 3. а) Иисус мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? ӑ) Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене пӑхса тухни пире мӗнле усӑ парать?

2 Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне татах та нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ c. Вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле хӑвачӗпе усӑ курса вун-вун пин ҫынна пулӑшнӑ. Сӑмахран, Иисус пӗррехинче 5 000, каярахпа вара 4 000 арҫынна тӑрантарнӑ. Тен, ҫак икӗ хутӗнче, хӗрарӑмсемпе ачасене шута илсен, Иисус пӗтӗмӗшле 27 000 ытла ҫынна ҫитернӗ (Матф. 14:15—21; 15:32—38). Унсӑр пуҫне, ҫав икӗ лару-тӑрура та Иисус нумай чирлӗ ҫынна сыватнӑ (Матф. 14:14; 15:30, 31). Вӑл ҫынсене тӑрантарсан тата сыватсан, лешӗсем мӗн тери тӗлӗннӗ пулӗ!

3 Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем пире нумай япалана вӗрентеҫҫӗ. Тата вӗсем пирӗн ӗненӗве те ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсем пире мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Иисус пекех хамӑра кӗҫӗне хурас тесен тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

ЭПИР ИЕГОВӐПА ИИСУС ҪИНЧЕН МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

4. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен вуласа эпир Иегова пирки мӗн пӗлетпӗр?

4 Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ӑна кӑна мар, унӑн Ашшӗне те хытӑрах ӗненме пулӑшаҫҫӗ. Шӑпах Иегова Иисуса тӗлӗнмелле ӗҫсем тума вӑй панӑ вӗт. Апостолсен ӗҫӗсем 10:38-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ». Ҫакна та ан манӑр: Иисусӑн сӑмахӗсенчен тата унӑн ӗҫӗсенчен, ҫав шутрах тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен те, вӑл пур енчен те Ашшӗ пек шухӑшлани тата туйни курӑннӑ (Иоанн 14:9). Айтӑр Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен эпир мӗнле виҫӗ япалана вӗренме пултарнине курар.

5. Мӗншӗн Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? (Матфей 20:30—34).

5 Пӗрремӗшӗнчен, Иисуспа унӑн Ашшӗ пире питӗ хытӑ юратаҫҫӗ. Ҫынсене вӑйлӑ юратнӑран Иисус хӗн куракансене пулӑшас тесе хӑйӗн тӗлӗнмелле хӑвачӗпе усӑ курнӑ. Пӗррехинче икӗ суккӑр ҫын унран йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. (Матфей 20:30—34 вуласа парӑр.) Иисус вӗсене «шелленӗрен» сыватнӑ. «Шелленӗрен» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ питӗ хытӑ хӗрхеннине, шалти ҫав тери вӑйлӑ туйӑма пӗлтерет. Шӑп ҫапла хытӑ хӗрхеннинчен Иисусӑн юратӑвӗ курӑннӑ. Тата шӑп хӗрхеннине пула вӑл выҫӑ ҫынсене тӑрантарнӑ, тилҫеллӗ ҫынна сыватнӑ (Матф. 15:32; Марк 1:41). Питӗ хытӑ хӗрхенекен Иегова Турӑ тата унӑн Ывӑлӗ пире чунтан-вартан юратни пирки тата эпир асапланнине курсан вӗсен чунӗ ыратни пирки пирӗн иккӗленмелле мар (Лука 1:78; 1 Петр 5:7). Вӗсем хӑйсем этемлӗхе пур йывӑрлӑхран та хӑтарасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ!

6. Турӑ Иисуса мӗнле хӑват панӑ?

6 Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ Иисуса этемлӗхӗн пур йывӑрлӑхне те татса пама хӑват панӑ. Тӗлӗнмелле ӗҫсем туса Иисус эпир хамӑр тӗллӗн нихӑҫан та татса парас ҫук йывӑрлӑхсене хӑй татса пама пултарассине ҫирӗплетсе панӑ. Сӑмахран, унӑн мӗнле тӗп сӑлтава пула ҫынсем йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ, ҫавӑнтан — Адамран куҫнӑ ҫылӑхран — хӑтарма вӑй пур. Тата вӑл ҫылӑх мӗн патне илсе ҫитернӗ, ҫавсене пурне те, ҫав шутрах чирсемпе вилӗме те, пӗтерӗ (Матф. 9:1—6; Рим 5:12, 18, 19). Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем вӑл ҫынсене «тӗрлӗ чир-чӗртен» сыватма тата вилнисене вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине те ҫирӗплетсе панӑ (Матф. 4:23; Иоанн 11:43, 44). Унсӑр пуҫне, вӑл вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлсене лӑплантарма тата ҫынсене усал сывлӑшсенчен хӑтарма пултарать (Марк 4:37—39; Лука 8:2). Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫавӑн пек хӑват панине пӗлни мӗн тери йӑпатать!

7, 8. а) Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем мӗн пирки шантараҫҫӗ? ӑ) Ҫӗнӗ тӗнчере сирӗн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ курас килет?

7 Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир Турӑ панӑ сӑмахсем унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурнӑҫланасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче Патша пулнӑ май пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мӗн тӑвассине кӑтартса параҫҫӗ. Кӗҫех мӗн пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Эпир сып-сывӑ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Иисус ҫынсене нушалантаракан пур чире те пӗтерӗ (Ис. 33:24; 35:5, 6; Ӳлӗм. 21:3, 4). Эпир нихӑҫан та выҫӑ лармӑпӑр тата ҫутҫанталӑк инкекне пула шар курмӑпӑр (Ис. 25:6; Марк 4:41). Чӗрӗлсе тӑнӑ ҫывӑх ҫынсене тӗл пулнӑ чухне вара эпир чунтан савӑнӑпӑр (Иоанн 5:28, 29). Ҫӗнӗ тӗнчере сирӗн пуринчен ытла мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ курас килет?

8 Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ чухне чӑннипех те хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата ыттисене ҫав тери хӗрхеннӗ. Пирӗн те ҫак енсене аталантармалла. Айтӑр икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Канӑра иртнӗ туйран пуҫлар.

ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУМА ВӖРЕНЕТПӖР

9. Мӗншӗн Иисус Канӑри туйра тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ? (Иоанн 2:6—10).

9 Иоанн 2:6—10 вуласа парӑр. Туйра хӗрлӗ эрех пӗтсен Иисусӑн мӗн те пулин тумаллах пулнӑ-и? Ҫук. Библире Мессия шывран тӗлӗнмелле майпа эрех тӑвӗ тесе пророкла каламан. Анчах та шутласа пӑхӑр-ха: сирӗн туйра ӗҫмелли-ҫимелли пӗтсен эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Иисус каччӑпа хӗре хӗрхеннӗ пулас, вӗсем хӑйсене аван мар ан туйччӑр тенӗ. Ҫавӑнпа Иисус, статья пуҫламӑшӗнче каларӑмӑр ӗнтӗ, тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Вӑл 390-на яхӑн литр шывран чаплӑ хӗрлӗ эрех туса хунӑ. Тен, вӑл эрех туй хыҫҫӑн та юлтӑр тенӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫавӑн пек нумай тунӑ. Вара ҫамрӑксем ӑна сутса укҫа тума пултарӗччӗҫ. Паллах, ҫамрӑк мӑшӑр Иисуса ҫав тери пархатарлӑ пулнӑ.

Иисусран тӗслӗх илӗр — хӑвӑр тунӑ ҫитӗнӳсемпе ан мухтанӑр (10, 11 абзацсене пӑхӑр) e

10. Иоанн кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкра мӗнле пӗлтерӗшлӗ вак-тӗвексем пур? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Иоанн кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр пӗлтерӗшлӗ вак-тӗвексем ҫинчен калаҫар. Иисус савӑтсене хӑй шыв тултарманнине асӑрхарӑр-и? Вӑл ҫакна тума тарҫӑсене каланӑ (6-мӗшпе 7-мӗш сӑвӑ йӗркисем). Мӗншӗн-ши? Иисус хӑй ҫине пӑхтарасшӑн пулман. Вӑл шывран хӗрлӗ эрех туса хурсан та ӑна туй пуҫне хӑех кайса паман, ҫавна тума тарҫӑсене каланӑ (8-мӗш сӑвӑ йӗрки). Паллах, Иисус эрех куркине илсе пурин умӗнче тӑрса: «Эпӗ тин кӑна тунӑ хӗрлӗ эрехе тутанса пӑхӑр-ха!» — темен.

11. Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫрен эпир мӗне вӗренетпӗр?

11 Иисус тунӑ ҫак тӗлӗнмелле ӗҫрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Иисус хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунипе мухтанман. Тӗрӗссипе каласан, вӑл нихӑҫан та хӑйӗн ӗҫӗсемпе мухтанман. Пачах урӑхла, Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата пӗтӗм чыс та мухтав яланах хӑйӗн Ашшӗне пултӑр тенӗ (Иоанн 5:19, 30; 8:28). Эпир те, Иисус пек, хамӑра кӗҫӗне хурсан, хамӑр ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та мухтанмӑпӑр. Иеговӑн ӗҫӗнче кирек мӗн тусан та, хамӑр мӗн тунипе мар, пирӗн чаплӑ Турӑ хамӑра хӑйӗншӗн ӗҫлеме чыс тунипе мухтанар (Иер. 9:23, 24). Айтӑр Иеговӑна мухтава кӑларар, вӑл ҫавна тивӗҫлӗ. Иегова пулӑшман пулсан эпир мӗнле те пулин ҫитӗнӳсем тунӑ пулӑттӑмӑр-и вара? (1 Кор. 1:26—31).

12. Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен эпир Иисусран тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен эпир Иисусран тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫакӑн пек лару-тӑрӑва куҫ умне кӑларса тӑратӑр: пухура пулӑшакан ҫамрӑк арҫын тӑвана хӑйӗн пӗрремӗш докладне хатӗрлеме пулӑшас тесе старейшина нумай вӑхӑт уйӑрать. Вара ҫав ҫамрӑк тӑван докладне питӗ лайӑх туса парать. Пӗтӗм пуху савӑнать. Тӗлпулу хыҫҫӑн пӗр-пӗр тӑван старейшина патне пырать те ҫапла калать: «Ҫав-ҫав арҫын тӑван питӗ чаплӑ доклад тухса каларӗ, ҫапла вӗт?» Старейшина: «Ҫапла. Ӑна пулӑшас тесе эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт пӗтернине пӗлесчӗ санӑн!» — тесе хуравлӗ-ши? Е вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса: «Чӑнах та. Эпӗ унпа питӗ мухтанатӑп!» — тейӗ-ши? Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан эпир ыттисемшӗн мӗн тунишӗн хамӑра мухтасса кӗтмӗпӗр, Иегова пирӗн ӗҫсене курнишӗн тата вӗсене хакланишӗн савӑнӑпӑр (Матфей 6:2—4 танлаштарӑр; Евр. 13:16). Иисус пек хамӑра кӗҫӗне хурсан, Иегова питӗ савӑнни пирки эпир иккӗленместпӗр (1 Петр 5:6).

ЫТТИСЕНЕ ХӖРХЕНМЕ ВӖРЕНЕТПӖР

13. Наин хули ҫывӑхӗнче Иисус мӗн курнӑ тата мӗн тунӑ? (Лука 7:11—15).

13 Лука 7:11—15 вуласа парӑр. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пуҫланӑранпа икӗ ҫула яхӑн иртсен унпа мӗн пулса тухнине пӑхар. Вӑл Наина, Сонамран аякрах мар вырнаҫнӑ Галилея хулине, каять. Сонам хулинче 900 ҫула яхӑн каялла Елисей пророк пӗр хӗрарӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ (4 Патш. 4:32—37). Иисус хула хапхи патне ҫывхарнӑ чухне хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухнине тата нумай халӑх пынине курнӑ. Ҫакӑ питӗ хурлӑхлӑ лару-тӑру, мӗншӗн тесен тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ вилнӗ. Иисус ҫынсене чарать те ҫав хӗрарӑм валли ытла та тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать — унӑн ывӑлне чӗртсе тӑратать. Евангелисенче Иисус виҫӗ ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ ҫав тӑлӑх арӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ.

Иисусран тӗслӗх илӗр — хуйхӑракансене хӗрхенӗр (14—16 абзацсене пӑхӑр)

14. Лука кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкра мӗнле пӗлтерӗшлӗ вак-тӗвексем пур? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Лука кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкри пӗлтерӗшлӗ вак-тӗвексем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. «Ҫӳлхуҫа ҫав тӑлӑх арӑма курсан» ӑна питӗ шелленине асӑрхарӑр-и? (13-мӗш сӑвӑ йӗрки). Тен, Иисус вӑл хӑйӗн вилнӗ ывӑлӗ выртакан наҫилккапа юнашар макӑрса пынине курнӑ та ӑна питӗ хӗрхенсе кайнӑ. Анчах та Иисусӑн ҫакӑ туйӑм кӑна пулман. Вӑл хӗрарӑма хӗрхеннине ӗҫпе кӑтартнӑ. Вӑл ӑна ӑшшӑн: «Ан макӑр»,— тенӗ. Унтан вара ачана вилӗмрен чӗртнӗ те «каялла амӑшне тавӑрса панӑ» (14-мӗшпе 15-мӗш сӑвӑ йӗркисем).

15. Иисус Наин ҫывӑхӗнче тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫрен эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Иисусӑн ҫак тӗлӗнмелле ӗҫӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн хуйхӑракансене хӗрхенмелле. Паллах, эпир, Иисус пек, вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймастпӑр. Анчах та Иисусран тӗслӗх илсе, кам ҫывӑх ҫынсене ҫухатнӑ, ҫавсене хӗрхенме пултаратпӑр. Ҫав ене аталантарас тесен тимлӗ пулмалла. Хуйхӑракансене хӗрхенмелле кӑна мар, вӗсене ӗҫпе пулӑшмалла тата йӑпатмалла (Ытар. 17:17; 2 Кор. 1:3, 4; 1 Петр 3:8) d. Темиҫе ырӑ сӑмах тата пӗчӗк ӗҫсем питӗ лӑплантараҫҫӗ.

16. Ачи вилнӗ хӗрарӑм тӑванӑн сӑмахӗсенчен эсир мӗне вӗренетӗр? (Пулма пултаракан лару-тӑрӑва кӑтартакан ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Акӑ пӗр тӗслӗх. Темиҫе ҫул каялла тӗлпулу вӑхӑтӗнче пӗр хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑван юрӑ юрланӑ чухне йӗнине асӑрханӑ. Юрӑра вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки асӑннӑ. Йӗрекен хӗрарӑм тӑванӑн вара нумаях пулмасть пӗчӗк хӗрӗ вилнӗ. Ҫавна пӗлсе хӗрарӑм тӑван хуйхӑракан тӑван патне пынӑ та ӑна ыталаса илсе юрра пӗрле юрласа пӗтернӗ. Хӗрне ҫухатнӑ амӑшӗ каярахпа ҫапла каланӑ: «Эпӗ тӑвансене хам питӗ хытӑ юратнине туйса илтӗм». Вӑл ҫав тӗлпулӑва килнишӗн питӗ савӑннӑ тата ҫапла та каланӑ: «Акӑ ӑҫта пулӑшу илме пулать — кунта, Патшалӑх залӗнче». Эпир «хурлӑхлӑ чӗреллисене» хӗрхеннине пысӑках мар ӗҫсемпе кӑтартсан та, Иегова ҫакна курать тата хаклать (Пс. 33:19). Айтӑр ҫавӑн пирки иккӗленер мар.

ИИСУСӐН ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ӖҪӖСЕМ ҪИНЧЕН ПӖЛСЕХ ПЫРӐР

17. Ҫак статьяран эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

17 Евангелисенче ҫырса панӑ Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен пӗлсе пынӑ май пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Вӗсем Иеговӑпа Иисус пире ҫав тери хытӑ юратнине тата Иисусӑн этемлӗхӗн пур йывӑрлӑхне те пӗтерме вӑй пуррине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Турӑ сӑмах панисем кӗҫех пурнӑҫланасса шантараҫҫӗ. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӑл кӑтартнӑ лайӑх енсене хамӑрӑн мӗнле аталантармалли ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене тӗпчеме тӗллев лартма пулать. Вара хӑвӑр тупнӑ хаклӑ чӑнлӑхсене ыттисене каласа парӑр. Ҫавӑн пек калаҫусем хӑвӑра та, хӑвӑра итлекенсене те питӗ хавхалантарӗҫ (Рим 1:11, 12).

18. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Иисус ҫӗр ҫинчи хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пынӑ чухне тата тепӗр ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Ҫакӑ вӑл Библире Иисус вилнисене чӗртсе тӑратни ҫинчен калакан тӗслӗхсенчен юлашкийӗ. Вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн тӑватӑ кун каялла вилнӗ ҫывӑх тусне чӗртсе тӑратнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Вӑл пире вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшать? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тепӗр статьяра тупма пулать.

20-МӖШ ЮРӐ Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ

a Вӑл вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла лӑплантарнӑ, чирлисене сыватнӑ тата вилнисене чӗртсе тӑратнӑ. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен вуланӑ чухне ҫӳҫентерсех ярать. Анчах та вӗсене Библире пире тӗлӗнтерес тесе мар, вӗрентес тесе ҫырнӑ. Айтӑр Иисусӑн хӑш-пӗр тӗлӗнмелле ӗҫӗсене пӑхса тухар. Вӗсене пӑхса тухнӑ чухне Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑрӑн мӗнле лайӑх енсене аталантармаллине курӑпӑр.

b Пӗр Библи тӗпчекен ҫапла каланӑ: «Ӗлӗк-авал хӗвелтухӑҫ ҫӗрӗсенчи ҫынсем хӑналасси вӑл — вӗсен тивӗҫӗ тесе шутланӑ. Хӑнасем умне вӗсене кирлинчен те ытларах апат-ҫимӗҫ лартмалла пулнӑ. Чӑннипех хӑналас тесен, уйрӑмах туйсенче, апат-ҫимӗҫ ытлашшипех пулмалла пулнӑ».

c Евангелисенче Иисусӑн 30 ытла тӗлӗнмелле ӗҫӗ ҫинчен асӑннӑ. Анчах та Библире унӑн кашни тӗлӗнмелле ӗҫӗ пирки уйрӑммӑн ҫырман. Пӗррехинче Иисус патне «пӗтӗм хула халӑхӗ» пуҫтарӑннӑ, вара вӑл «тӗрлӗ чирпе чирленӗ нумай ҫынна сыватнӑ» (Марк 1:32—34).

d Хуйхӑракансене йӑпатас тесе хӑвӑр мӗн калама е мӗн тума пултарнине пӗлмешкӗн 2010 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Утешайте скорбящих, как это делал Иисус» статьяна пӑхӑр.

e ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк мӑшӑр хӑнисемпе пӗрле лайӑх хӗрлӗ эрех ӗҫсе савӑнаҫҫӗ. Иисус хыҫалта тӑрать.